Артистка
Çак вăхăтра юлташĕ стакансене каллех тултарчĕ. Хальхинче Алик вĕсене шурă эрех ячĕ. Микола çавах ĕçес çуккине туйса виçĕ стакан кăна хатĕрлерĕ, тусне вара минерал шывĕ ярса пачĕ. Хĕрсем тута тăснине асăрхарĕ Микола, анчах мĕн тăвăн, унăн киле йĕркеллĕ çитмелле. Тата питех ĕçсех каяканскер мар вăл. Сайра-хутра, ывăнсан-тусан пĕрер черкке яркалать. Урăх çук. Çуран чухне туйра е салтак ăсатнă, çуралнă кунсенче пĕрер сыпса парĕ — çитнĕ. Мĕн усси пăру пек лĕрккесе лартнинчен тесе шутлать вăл. Хĕрхенет çавăн пек анрашакансене. Эх, ирхине тăраймаççĕ вара, пуçĕсем кунтăк пек ĕнтĕ. Ĕçе çитсен те руль умне лараймаççĕ хăшĕсем. Мухмар шăршине ирттерес тесе тем те пĕр чăмлаççĕ. Вĕсен ĕçĕнчи миçе çын çул çине анкă-минкĕ тухса ГАИ инспекторĕсен аллине лексе правасăр тăрса юлчĕ ĕнтĕ. Микола ухмахах мар-ха ун пек хăтланма. Хĕрсем калĕç вĕсем, пурне итлесен чăнкă çыран умне сиксе тухасси те ним мар. Вара унтан ӳкмелли кăна юлать. Паян пĕрре йăнкăр-янкăр анса кайса курчĕ те ĕнтĕ.
Йĕпе тумĕ витĕр хутса кăларнă кăмака пек вĕри çапакан Ленăна хăй çумĕнчен пачах уйăрас килмесен те Микола кун пек нумаях ларма май çуккине чухласа хĕр пилĕкĕ çинчи аллине пушатрĕ. Çак темиçе минут хушшинче каччă ытамĕнче вылямалла евĕр кăна пулнă хĕр кун пеккине кĕтмерĕ те пулмалла: Микола ăна татах ыталаса ларать тесе ĕмĕтленнĕ-ши мĕскĕн хĕр чĕри — ун çине тайăнса кĕлетки çемçелнĕрен алă пушансанах хыçалалла сулăнса каям пек турĕ.
— Эс ыйха путман пуль те, — аллине хĕр çинчен пачах илсе тӳрленсе ларса кăнттамăн персе хучĕ каччă. — Мана кун пек ларма меллĕ мар. Ан ятла ĕнтĕ, тепĕр чухне ыталăп, шурă шăлĕсене кăтартса йăл кулчĕ вăл.
Спектакль кăтартма хатĕрленеççĕ пулсан, унти пĕр тĕп рольне харсăррăнах йышăнмалла, кутăн ача пек юнтарса ларнипе нимĕн те тухмасть.
Тĕрĕс калать тата тепĕр чухне Алик!
Шампань эрехĕ хыççăн шуррине тутансан çын хăвăртрах йăвашланать теççĕ те, Алик хăйне чиперех тыткалани курăнать-ха, Ленăпа Наташа пичĕсем вара самаях хĕрелчĕç. Вĕсен пуçне кайрĕ пулмалла сыпнă хаяр шĕвек. Калаçăвĕ те паçăрхи мар, тыткаланисем те çемçелнĕн курăнаççĕ. Алик çакна курса-сиссех тăрать — кăштах ун-кун çинчен сăмах выляткаласанах татах тепрер стакан тултарчĕ те хĕрсене сĕнчĕ. Лена хальхинче те турткаланмарĕ, тытнă-тытманах стакана çавăрса хучĕ. Наташа вара темиçе хутчен йăлăнтармасăр ниепле ĕçеймерĕ. Паллă ĕнтĕ, ун каччи юнашар, ăна çураçмалла мар, хăюлăх кирлĕ мар вĕсене. Йĕпе чăх та мар вăл тата Алик шăнса чирлесрен ĕçмеллех тесе хистесе ларнине итлесе пĕр сумсăр стакан хыççăн стакан пушатма. Лена вара Миколăпа питех çывăхах паллашас тесе хăюлăх пуçтарать-ши эрех ĕçсе? Ытла ун пекех ирĕкленмесен те юрать ĕнтĕ, Микола ĕçекен хĕрсене кăмăлламасть. Çакăн пек хитре хĕрсем ӳсĕрри тата пушшех кăмăллă мар. Куç хывнăччĕ-çке ăна пĕрремĕш хут курсан! Вăт мĕнле йăнăшатăн иккен пурнăçра! Çак кĕрекере саркаланса ларса тата тепĕр хутчен курса ĕненмелле иккен кампа çыхланнине. Халĕ хĕр иккĕмĕш стакан тĕппипех пушатнă хыççăн темшĕн ун чунĕнче çав Ленăна пĕрремĕш хут курнă чухне çуралнă туйăм вĕçсе тухса çухалчĕ пек. Ун умĕнче вăл хитре урисене юриех илĕртмелле куç кĕски тĕлнех пăрса хунă хĕр мар. Кам? Хăш спектакльте мĕнле роле вылякан чаплă артистка? Халĕ те вăл кĕске сăран юбки айне ниепле те пытарайман урисене хăй айĕнчи ал шăлли вĕçĕпе витесшĕн хăтланать. Анчах вăл резина мар, тăсăлмасть. Те лайăхмарланать ĕнтĕ каччăсем умĕнче урисем ытла та ирĕккĕн курăннăран? Наташăнах ав нимĕнле именӳ таврашĕ те çук. Ларнă та пĕрре Алик çумне, ура таçта çитичченех курăнать-и, кăвапа тухса кайнă-и — ним те мар. Улаха килнĕ-çке, эппин, мĕнрен тата камран вăтанмалла? Çаппа-çарамас авкаланса-хуçкаланса тем те пĕр кăтартни мар-çке.
Тĕлĕнмелле, хальччен таçта та пулса курнă, темле ушкăнра та ларнă, анчах икĕ хĕрпе пĕр каччă /хăйсăр пуçне/ çур сехетрех пĕр кĕленче пушатса хунине курман. Çак хушăра Наташа Алик ытамне шанчăкла кĕрсе ӳкрĕ, каччи сарнă «уçланкă» еннелле мĕн те пулин илсе хыпас тесе туртăнас пулсан та ăна кăштах сирмелле. Наташăна нимĕн те кирлĕ мар. Чим, футболкине туртса хывманни кăна мар-и-ха вăл? Кăвапи курăнмаллах çĕкленĕ. Тата пăртак та — икĕ пысăк çăмха сиксе те тухĕç. /Наташăн кăкăрĕсем хăйне кура мар çаврака та пысăккине паçăрах курса палăртнăччĕ Микола./ Пăчă тейĕн. Ăна кура лайăхах хĕмленсе çитнĕ Лена çĕр-çĕр ыйту паллиллĕ куçĕсемпе Миколăна пăталать. Выçса çитнĕ анчăк мар-и эс? Çак ыйтуллă куçсенчен кăштах та пулсан хăтăлас тесе Микола ура çине тăчĕ те машина патне утрĕ. Час тапратĕ те вĕçтерĕ вăл кунтан! Хăть мĕнле çитĕр килĕрсене.
Икĕ-виçĕ утăм турĕ-ши — çунтарса ярасла вĕри алăсем мăйран ытапаса илчĕç, пĕçертекен сывлăш хумĕ çӳçентерсе вĕрилентерчĕ. Лена! Чăтаймарĕ, Микола чăнах та ларса кайĕ те тек таврăнмĕ тесе шутласа пуçарăва хăй çине илес терĕ-ши?
Эпир кансĕрлетпĕр пулас кунта, — илтрĕ Микола Наташа сассине. Çавранса пăхас терĕ — Ленăн çунса тухасла пĕçерекен тути унăнне шыраса тупрĕ. Тĕнче çаврăнса кайрĕ, ура айĕнчен çĕр тухса вĕçрĕ. Вĕлерет! Пĕр намăс-симĕс те çук. Алик чăхлатса кулса ячĕ, Наташа ал çупать пулас — пурте таçта вĕçсе хăпарчĕç. Микола урисем утманнине туйрĕ. Ăçта çухалчĕ упа пек вăй-хăват? Пуçĕ сасартăк çаврăнса кайнипе минрерĕ пулин те хăлха хĕррипе Аликпа Наташа «кайрăмăр» тенине, Лена вара ăна татах хыттăнрах ыталаса пăчăртанине туйрĕ. Çырăнман спектаклĕн пĕрремĕш пайĕ çапла ăнсăртран тĕпсĕрлĕхе пăрăнса вĕçсе кĕрсе кайрĕ те куç умне сасартăк килсе карăннă хура каркăçпа вĕçленчĕ.
* * *
Аликпа Наташа тĕплĕн ăнлантарчĕç ăна хальхинче мĕн тумаллине, /Театрта ĕçленĕ чухне тĕп режиссер та роле сцена çине кăларма кун пек вĕрентмен пуль./ Лена килĕшесшĕн мар пулса тем пекех турткаланчĕ, анчах тусĕсем ăна парăнтарчĕçех. Пĕрре кĕнĕ шыва тепре чăмас мар тетчĕ Лена, хăçан та пулсан Микола, тен, хăех ăна шыраса тупĕ? Çук вĕт, яхăнне те ямарĕç лешсем, вăт вĕсен çак самантрах пĕтĕм ĕçе туса пăрахмалла. «Эс ан хăра, Микола мана итлет, — терĕ Алик яланхи пекех шăлне йĕрсе. — Ман ăна валли препарат пур! Ăна йăпăр-япăр çĕнтерейместĕн. Мĕн те пулсан урăххи, вăрттăнни кирлĕ. Ярса паратăп та — вăл веçех санăн пулать. Кайран хăть мĕн пултăр, пĕтĕмпех хам çине илетĕп. Сан пек хĕр çине те ăшă куçпа пăхмасан эп ăна хам туссен шутĕнчен чĕрсе пăрахатăп». Пăхман хĕвеле тем тусан та пăхтарма çуккине пĕлет Лена. Анчах ку хĕвелĕ пĕлĕт хыçĕнчен кăштах тухса йăл кулмарĕ-и? Çакна астуса Лена килĕшрĕ. Мĕн пулать те мĕн килет, пĕтнĕ пуçăм пĕттĕрех, енчен те май тухмасан вăл çак хуларан та тĕнче хĕрне тухса кайĕ. Никама курас, илтес те мар. Кĕрепле çине пĕрре пусса курчĕ вăл, хытах лектерчĕ, тепре ун пек хăтланас килмест те çав... Анчах чун-чĕрене мĕнле хушăн, вăл хăй хыççăнах сĕтĕрет. Миколăна курнă хыççăн...
Шăнкăрав пулсанах ку çын Микола иккенне Лена чĕрипе туйрĕ. Акă вăл, алăк умнех килчĕ. Пушă хваттер, никам та çук, ыталаса чăмăрта та каласа пар пĕтĕм туйăмусем çинчен. Арçын пĕрре хĕрарăм ытамне лексен... Парăнать, ăçта кайса кĕтĕр вăл! Лена пек хĕрарăм умĕнче те арçын сăмсине усса тăрсан? Çук, çул çине тухсанах ун çине хăмăр куçĕсене ывăтнă каччă халĕ унран пăрăнĕ-и? Нимĕнпе чарма çук туйăм тапать чунра. Ăçта кайса кĕрес? Нивушлĕ вăлах? Чăн та, Наташăпа Алик пек çураçтарма пĕлекен çын çук тĕнчере. Лери театр артисчĕсем мар кусем. Эппин, чăн та, пурнăç малалла йĕркеленсе кайĕ? Тем пекехчĕ; Пĕр самант алăка уçма тăхтарĕ çамрăк хĕрарăм. Шалти туйăмĕсемпе кĕрешрĕ те кĕрешрĕ. Уçмасан — мĕн шутлани, ĕмĕтленни пĕтĕмпех саланать, пĕтет. Уçсан вара? Палласа илеймĕ тен? Тепре шăнкăрав парсан уçатăпах тесе тăратчĕ кăна — "кайăк" темиçе хутчен вăрăммăн юрласа илчĕ. Итлемен урисемпе тăнк-танк пускаласа алăк патне çитрĕ чĕтрекен аллисемпе çăрана хыпашласа уçрĕ. Çавă ĕнтĕ, кам килтĕр тата ун патне! Эппин, Наташăпа Алик пуçланă ĕçе вĕçне çитерме хăтланаççех, Ирхине Наташăпа сире ун патĕнче кĕтĕпĕр терĕç Алика хĕрсем, анчах Лена темле тăрăшсан та унта кайма хăват çитереймерĕ. Ăçта çухалать ун тепĕр чухне татса каякан пĕве шывĕ пек харсăрланса юхакан хăюлăхĕ? Çук, паян ниçта та каясси пулмасть тесе тусĕ патне каччăсене кĕтмĕ каймарĕ, ĕç хыççăн тӳрех киле таврăнчĕ. Наташа кунне темиçе те шăнкăравласа ун кăмăлĕпе кăсăкланчĕ, каланă вăхăта çитмесен тустаратăп пĕрре теçе ятлаçам пекки те турĕ. Итлемерĕ Лена, намăса çухатас марччĕ терĕ ăна шалти туйăмĕ. Хыççăн чупнă пекех пулать те-ха. Мĕн, хĕр сăпайлăхĕ пачах та ирĕлсе çухалнă тесе шутлаччăр-и? Кăмăл пулсан, Микола Аликпа Наташа хатĕрленĕ вечеринкăна пыма килĕшсен, тен, кунта килĕç? Ун чухне вара, тен, сасартăк каччă чунĕнче мĕн пуррине пĕтĕмпех каласа парĕ те, ниçта каймасăрах çак алăк умĕнчех е ĕмĕрлĕхех уирăлса кайĕç е?..
Пер кана Миколăна куçран пăхса тăчĕ вăл ирĕлчĕ, путрĕ унра. Ак вăл, ун çуррийĕ. Ăна никама та памĕ. Паçăр шутланă тĕллевне пурнăçа кĕртме темиçе çеккунт кăна кирлĕ. Анчах çав пăхăнтарас йăла ăçтан тапса тухать-ши? Çук вĕт, кунта та пулсан тутине тăсрĕ, йĕркеллĕ паллашса пĕтмен çынна кӳрентерчĕ, Наташăпа Аликăн «генеральнăй планне» пăсса хучĕ. Çук иккен, Микола чĕринче те пушă вырăн юлман. Ахальтен пĕрре алăк патĕнчен пăрахса кайнă çын тепре таврăнмĕ. Ку — шăпа.
Атăл хĕрри, Атăл хĕрри... Тĕнче çыннине тĕл пултаратăн, пĕрлештеретĕн, уйăратăн. Мĕскер шухăшĕ пырса кĕчĕ ун чухне Лена пуçне? Ăна тĕрĕслесшĕнччĕ-и вăл? Çавăн пек тĕреклĕ çын та ун пек хĕр умĕнче аптăрасан вара? Кăмăлĕ çав тери çĕкленнĕччĕ, çавăнпа тытса чараймарĕ хăйне. Мĕн пулнă — пулнă, анчах та Алик çывăх юлташне хайхи препарата ярса парасса ĕмĕрне те шутламан. Эрех ĕçсе ура çинче аран тăраканскер, Микола машинин рульне тытса Лена пурăнакан çурт умне çитнине те халĕ хăрушă тĕлĕк пек астăвать. Центнера яхăн таякан Миколăна киле мĕнле сĕтĕрсе юкнĕ-ши? Тата мĕн тума? Пуçне шампаньпе шурă эрех çапнăран пурнăçри пĕтĕм пулăм хуçи пек туйрĕ пуль çав ун чухне Лена хăйне. Такам çырса панă сценарипе каллех сцена çинче вылять-ши вăл? Вăрттăн шухăш пурччĕ çав. Микола ун пулмасан та чĕрене лашлаттарса çурса пăрахнă чипер йĕкĕтрен пĕр пĕчĕк пепке илсе юлмалла. Хăйĕн пулас пурнăçне çапла курчĕ вăл. Пурăнсан-пурăнсан, кун пекех лайăх фирмăра тăрăшсан укçи-тенки те аванах пухăнĕ. Вара хваттер илсе кунта тĕпленме те юрать. Мĕн кирлĕ ăна тата? Арçын? Пуян хĕрарăм çавна тупаймасть-и вара? Ав, шакла пуçа пĕрре сăмса пăрса кăна кăтарт — тем тума хатĕр вăл Ленăшăн. Унсăрах та шаршанĕпе хатĕрлесе хурĕ вĕсене хваттер алăкĕ умне те, офис кантурĕ умне те. Тата мĕн? Ача... Чуна йăпатса пурăнма пĕр ача. Юратман çынран çуратас килмест ăна, ак, тупăнчĕ те, Лена аллине кайăк вĕçсе кĕнĕнех. Анчах хăй тĕллĕн кĕчĕ-и вăл унта?
Ирхине Микола аслатирен тарнă пек сирпĕнсе тухса кайсан Лена ăнланчĕ: вăл ун пулас çук. Ку качча ытла та çăмăллăн çăварлăхлама май килмест. Мĕн тумалла? Чунĕ тăвăнса килчĕ ун, хурахлатса кăшкăрса хыççăн вирхĕнес терĕ — урисем самантрах тăлланчĕç. Юрамасть капла. Пуçра шухăш вĕлтлетсе илчĕ: «Ку хулара юлма юрамасть сан». Микола ун пирки халь юхха тесе кăна шутлĕ. Татах намăс курчĕ, татах вараланчĕ. Татах тухса каймалла-ши вара? Анчах ăçта? Нивушлĕ çапла ĕмĕрĕпех хăв шăпунтан тарса çӳреме пулать? Хăçан та пулсан унпа килĕшсе лăпланмалла та... Çук пуль çав, Ленăна ун пек çырса паман.
Шăв-шава илтсе тепĕр пӳлĕмри Аликпа Наташа та вăранчĕç. Лена макăра-макăра япалисене пуçтарнине курсан веçех ăнланчĕç вĕсем: ĕнерхи спектакль тахçан сцена çине сăнарсем кăларнă çак артисткăшăн вĕçленнĕ. Наташа ăна лăплантарма пăхрĕ — кăлăхах.
— Мĕн тăвăпăр халĕ? — ăçта çухалнă Аликăн ĕнерхи хăюлăхĕ, правурлăхĕ? Çулламан пăру пек тăрать вăл Лена умĕнче. Ăнланать ĕнтĕ хăй айăплине, сисет мĕскĕн чунĕ Микола ăна çапла хăтланнăшăн нихăçан та каçарас çуккине. Вăйпах юраттарасшăн пулчĕ... Ĕç тухмарĕ, Микола тухса сирпĕнчĕ. Урăхла май килтерме юрамастчĕ-им вара! Сутрĕ вĕт-ха вăл тусне, ĕмĕр каялла тавăрмалла марах сутрĕ. Çывăх юлташпа çапла тумалла марччĕ те çав... Вăл телейлĕ пултăр терĕ-çке Алик. Анчах телее вăйпах, ултавпа илеймĕн. Атăл хĕрринче «уçланкă» сарса, шампаньпе шурă эрехпе туянма хăтланчĕ вăл Микола валли телей. Малалла мĕн? Хăть çакăнтах сирпĕнсе кай, анчах пуçларăн пулсан вĕçне çитер! Эппин Лена куççулĕ çине пăхнипе пурнăç телейлĕ килмĕ. Халех тытса чармалла ăна, сулахай аллине çакланнă телейне вĕçертмелле мар, сылтăммипе çирĕпрех тытса пурнăç тумалла.
Чарчĕ ăна Алик, мĕншĕн тесен çак пулнă пĕтĕм пăтăрмахшăн хăй айăплине туйрĕ вăл. Лена телефон кĕпçине тытса такси чĕннĕ хушăра ваннăйран çăвăнса тухрĕ, Наташăна та хăвăртрах хатĕрленме хушрĕ. Çак
хушăра Лена хăй пӳлĕмне кĕрсе ларса пĕр авăк куççулĕпе çăвăнчĕ те алла хутпа ручка илчĕ. Асне килнĕ шухăшсене çырса хута тирпейлĕн тăватта хуçлатрĕ. Сĕтел çине хурса хăварас — кам вулĕ? Микола паянах кунта тепре çаврăнса çитессе чунĕ туять. Эппин, хваттер алăкĕ хушшине хĕстерес те автовокзала вĕçтерес. Çапла турĕ те. Алик пĕлет: автовокзалран вăл таçталла та васкасах ларса кайĕ. Çĕршывăн тĕрлĕ кĕтессинелле чупаççĕ-çке автобусĕсем, лар та кай, ăçта кирлĕ çавăнта илсе çитерĕç. Çавăнпа Лена панă хваттер уççине илмерĕ. Ют çын хваттерне мĕнле шанса илсе юлĕ вăл. Хуçисене шыраса тупар малтан тесе вăхăта юриех тăсрĕ. Чăн та, хваттер хуçисем килĕнче мар. Те пахчара ĕнтĕ. Кăштах кĕтсе пăхар тесе ларчĕç. Килмерĕç. Лена ниçта кайса кĕреймерĕ çак вăхăтра. Унăн ку хуларан халех таçта-таçта тухса тарас килчĕ. Тем пăтранса пурăнса Микола пек качча та çавăраймарĕ, сивĕтрĕ кăна. Мĕн тума кирлĕччĕ ăна Атăл хĕрри? Эрех ĕçмесĕр каччăпа калаçаймастчĕ-им вара? Тем туса хурĕччĕ хăйĕнпе Лена çав кутăнла хăтланнисене асран сирес тесе — çук çав, ун пек пулмасть.
Юлашкинчен хура «Волга» аэропорталла вĕçтерчĕ. Микола пĕр самант тулхăрса çӳресен кăмăлĕ çаврăнасса пĕлет Алик. Çавăнпа та вăхăта тăсас, Ленăна лăплантарса унпа тепре тĕл пултарас терĕ. Наташа нимĕн те чĕнмерĕ. Вăл тусĕн шуралса кайнă пичĕ, чĕтрекен тути çине пĕрре пăхса илчĕ те ăнланчĕ: кунта сăмах ытлашши. Алик шухăшланă пекех Микола лăпланса вĕсене шыраса туптăрах. Унсăрăн...
Çитсенех курчĕç вĕсем кунта Микола машини ларнине. Лена татах та хытăрах хăраса ӳкрĕ. Чĕтреме ернĕскер калаçайми, утайми пулса ларчĕ. Куçĕ умне кукша пуç сăнарĕ шуса тухрĕ тата. Мĕн тума çак вăхăтра унăн курăнса ахаль те асапланса куççуль юхтаракан çамрăк хĕрарăма тамăках антарса лартмалла? Хăйĕнпе çывăх пулманшăн, ăшшăн калаçманшăн, унăн кăмăлне тивĕçтерменшĕн чиперккене халь курăнса та пулин тавăрма шутларĕ-ши тата? Микола тата... Тен, вăл хăйĕнпе çапла хăтланнăшăн тавăрма килнĕ? Тусĕсене чĕри çурăлса каясла тархасларĕ кунтан халех каялла илсе кайма. Çук, яхăнне те ямарĕç. Кăштахран вăл Микола тĕлсĕр сулланса çӳренине курчĕ, машина ăшне тĕлĕкри пек ларнине, унта вара пĕр хускалмасăр шухăша путнине те асăрхарĕ. Эппин, тавăрма мар, Лена çак каç хыççăн Шупашкарта текех тытăнса тăраймасса чунĕпе сиссе ăна юлашки хут курма килнĕ? Тен?.. Хăй те сисмерĕ çамрăк хĕрарăм, урисем ун еннелле утрĕç. «Тапранса кайиччен çитсе каçару ыйтас...» — мĕлтлетет пуçра шухăш. Çак спектакль пуçĕпех вĕçленесси нумай юлман пек туйрĕ чунĕ. Мĕншĕн театр училищине вĕренме кĕрсе артистка пулчĕ-ши? Халĕ вара ак мĕнле сиксе тухрĕ: сцена çинче те спектакль, пурнăçра та спектакль. Вăл вара унта та кунта артистка... Хăшне тивĕçлĕрех выляса пĕтерсе пурнăçăн тĕрĕс çулĕ çине тухмалла?
Андрей (2011-10-18 12:12:23):
Петĕр Петтин философийĕ килĕшет.