Артистка


— Эсир качча кайнă-и вара? — ыйтрĕ вăл чылайран тин кукши çине тапса тухнă тарне сăмса тутрипе типĕтсе. Те çак ыйтăва пама çăмăл мар ăна, те качча кайнă та мĕн те пулсан сиксе тухсан упăшки килсе хăйне ăвăс шалçи çине лартса хăварасран сехĕрленет ĕнтĕ — ыйту хыççăн хăйĕн куçса çӳрекен тенкелĕн çӳллĕ хыçĕ çине таянчĕ те сисмеллех вăрăммăн сывласа ячĕ. — Кайнă пулсан ан пытарăр. Атту сирĕн пеккисен темĕн тĕрлĕ пурнăç ыйтăвĕ те сиксе тухать: шалу пĕчĕк, ача йĕрет е чирлет те вăл е ку ĕçе тăваймастăп тесе минрешетĕр. Час тата хваттер илсе памалла сире. Хăвăр хака пĕлмесĕрех тем те ыйтатăр эсир, -пуçĕнче паçăрах пăралакан сăмахĕсене пĕр çаврăмпа кăларса ячĕ кукша.

— Кайнă, анчах халĕ уйрăлнă, пĕчченех, — ним шиксĕр-мĕнсĕр хуравларĕ Лена. Туять вăл: пуçлăха качча кайман хĕрсем мар, качча кайса уйрăлнисем çывăхрах. Вĕсемпе хăть мĕнле ĕçе те кăларма пулать тесе хĕпĕртет ĕнтĕ. Тен, вăрттăн-кĕрттĕн тĕл пулма та чару çук тейĕ? Ленăн вара хальлĕхе вăл каланă майсемпе килĕшмех тивĕ — ĕçе кĕмелле хăвăртрах, коллектива таврăнса мĕн пулса-иртнине манас та малалла çавра çил пек пурнăçпа туллин пурăнас. — Мана халĕ никам та, нимĕнпе те чарса тăракан çук. Ирĕклĕ, — хуçан пуçне çавăрас, ăна ĕçе илтерес тесе юриех вĕçкĕнленсе каларĕ Лена. Сцена çинче темиçе çул ахаль вылянă-и вăл?

Эх, мăнтарăн арçыннисем! Кукшаланнă ĕнтĕ, пуç çинче пит кăна курăнать, çаплах хĕрсене куçпа та пулин хывăнтарса пăхасшăн. Вырăн çинче хăйĕнчен нимĕн те пиçмĕ ĕнтĕ, анчах тем шухăшпа çавăрттарать куçĕсене. Халиччен курман-илтмен чухлĕ ĕç укçи сĕнет. Чухлать Лена, унпа пĕр каçлăха иккĕн кăна юлсан укçи те пулĕ, хваттерне те туянса парĕ тата ытти те. Анчах чуна сутмалла-çке ун пек? Пултараймасть вăл, чунĕ чăн-чăн юрату ыйтать, çак кукша пуçран ăна илейменни вара паллă. Анчах хальлĕхе ун чее те намăссăрла пăхакан куçĕсемпе килĕшмех тивĕ, мĕншĕн тесен ăна ĕç кирлĕ. Пурнăçа çĕнĕрен пуçлама...

Кукша пуç вăл якăлтатса калаçнине шута илчĕ курăнать, ун ĕç кĕнекине çавăркаласа пăхкаланă хыççăн /ахăртнех, артистка пулни те кăмăлне кайрĕ ĕнтĕ. Вĕсемпе хăть мĕнле ĕç те кăларма пулать терĕ ахăр/ сĕтел айккинче ларакан сейфа уçрĕ те ăна унта хучĕ.

— Хальлĕхе унта вырттăр-ха, — терĕ вăл хăй кăмăллă юлнине палăртса. — Пурăнсан курăпăр унта мĕн çырмаллине. Малтанлăха ман йышăну пӳлĕмĕнче тĕрлĕ хутпа ĕçлеме тивет сирĕн. Кайран вара, хăвăртан килет паллах, малашлăх пирки те шутласа пăхăпăр-и, тен?.. — ыйтуллă куçĕсенче вăлтни те, хăвна чипер тытсан пурте пулĕ текен вылянчăк шухăш та палăрчĕ ун. — Ыран ирпе сакăр сехет тĕлне кĕтетпĕр сире.

Ун ĕç пӳлĕмĕнчен тухсан урамри сывлăш евĕр таса япала урăх çук пекех туйăнчĕ Ленăна. Шанмасăр хăй тăрăх та пăхса илчĕ: ăнсăртран темĕнле пылчăкпа вараланман-ши çав пӳлĕмре? Хăй çине чăтма пултарайман çуллă куçсем ун патĕнче ларнă хушăра нихăçан тасалса пĕтерейми тикĕт-пылчăк пуç тӳпинчен тытăнса ура тупанĕ таранах тăкнă пек туйрĕ. Пулать вĕт çын! Каллех ăнмасть-ши вара? Хальхинче чуна усрамалăх та пулсан ĕçлесе илес тесе чун-чĕрене пĕр чĕптĕм те вырнаçман-килĕшмен çын патĕнче вăй хумалла-ши? Пĕрре хĕллехи кунра çара кĕлетке тăрăх сив шывпа сапнă пек пулса иртнĕ пурнăç саманчĕ хыççăн халĕ малашне кун пекки тăсăлĕ-ши? Шупашкар чипер урамĕпе шухăша путса утрĕ те утрĕ Лена, вăхăтлăха пурăнма вырнаçнă хăна çурчĕ умĕнчен иртсе кайнине те сисмерĕ вăл. Кăштахран кăна урам сулахаялла пăрăннине асăрхасан тăна кĕчĕ: ăçта утать вăл, татах анрашма пуçланă иккеи. Çук, юрамасть капла, ыранах çĕнĕ пурнăç пуçлас тесен халех чуна хытармалла та вăйпах талпăнмалла. Хăть мĕнле чуна пыман çын пултăр, анчах хальлĕхе чăтмалла. Вăл та тупĕ-ха ырă кăмăллă çын, унăн та сар кайăк вĕçтермелли вăхăтсем çитĕç...

Чăн та, пĕрремĕш ĕç укçине алла тытсан çамрăк хĕрарăмăн куçĕсем чарăлсах кайрĕç. Кун чухлĕ вăл театрта çур çул сцена çинчен анмасăр тар тăксан та илеймĕ. Халиччен йӳнĕ гостиницăра выртса тăнăскер, Лена нумай шутласа тăмарĕ, пĕлтерӳсем тăрăх пăхрĕ те пĕрремĕш лекнĕ çын патне шăнкăравларĕ. Виçĕ пӳлĕмлĕ хваттере пурăнма ярать иккен. Икĕ çемьене парасшăн-ха иккен. Анчах Лена хваттершĕн уйăхра икĕ çемьен мĕн чухлĕ тӳлемеллине пĕлсен пĕчченех кайма килĕшрĕ, ун чухлĕ хамах парса тăрăп сире терĕ. Çынпа пурăниччен! Тепĕр куннех вара унта пурăнма куçрĕ. Хаклă ыйтрĕç-ха та, пирвайхи ĕç укçине пăхсан вара вăл хăйне кун пек апартаментсем те парнелеме ирĕккĕнех пултарать-çке. Малашне те кун пекех шалу илсен вăл хăйне çакăн пек тăкаксем кӳме пултарасса шанчĕ. Пĕрре çын пек пурăнса курас-ха терĕ тата. Ют çын хваттерĕ те-ха, çапах лери пек общежитире хĕсĕнкелесе тертленнипе танлаштараймăн. Лери пек тенĕрен, пĕртте аса илес килмерĕ халĕ ăна. Тата упăшкишĕн те вăл пуррипе çукки икĕ айкки те тăвайкки — çак хушăра пĕрре те кăсăкланмарĕ унпа. Ун пурнăçĕнче Лена нихăçан та пурăнман пекех хăтланать. Паллах, иккĕшĕ çырăнман, паспорт çинче штамп çук, мĕн çыхса тăрать вĕсене? Нимĕн те. Манмалла кăна ку ăнăçман спектакльте тĕп сăнара вылянă çынна...

Пуçĕ-мĕнĕпех ĕçе путрĕ Лена. Фирмăра канма вăхăт çукпа пĕрех, яланах таçта каймалла, тем тумалла. Хуçан йышăну пӳлĕмĕнче иккĕн ларатчĕç вĕсем. Хĕрĕх урлă каçнă чĕмсĕр Венера Ивановнăпа. Лена ĕçлеме пуçласан икĕ-виçĕ уйăхран хайхискер çухалчĕ, ĕçе килме пăрахрĕ. «Кăларса янă», — терĕç ун пирки сотрудниксем. Лена сăлтавне ăнланчĕ — кукша пуç унпа кăна юласшăн. «Юрĕ, курăпăр унта, мĕнле кушак аçи эс. Эпир те маххă параканни мар, пĕрре кăна çывăха пыма хăтлан — çап-çара тăрса юлăн, лĕпкӳ пек», — тарăхса шутларĕ çамрăк та чипер хĕрарăм ертӳçĕ пӳлĕмĕнчи сăран диван çине пĕрре мар сиввĕн пăхса. Унпа хăйне мĕнле тытмаллине фирмăри ытти сотрудникран ыйтмасăрах лайăх чухларĕ чиперкке. Мĕнле салам ярать, çавăн пек салампа хирĕç хуравламалла. Ирĕке ярсан, çывăхрах пыма сăлтав парсан капкăн хупăнасси часах. Ку кукша ун пек капкăнсене ларткаланă та пуль-ха, сăлтавсăрах çĕнĕ чипер сотрудник çине ялан пуш уйăхĕнчи кушак аçилле пăхас çук.

Ĕçри çынсемпе хуллен паллашса туслашрĕ вăл. Анчах çывăх мар, ĕçри пек. Коллектива пырса кĕрсен хăв пĕччен читлĕхре пурăнаймăн, çавăнпа халăх хушшинче, уйрăмах пĕрре терт-асап витĕр тухнă Ленăн, путса çухалмалла та çавăрттармалла кăна кун йĕркине. Хăв пуçаруллă пулмасан хăвна пуçтарса пĕтĕрсе чикĕç, бизнесри ĕç-пуç мĕнлерех çулпа чуптарнине малтанхи кунсенчех йăл илме тытăнчĕ Лена. Пĕринпе пĕр тĕрлĕ калаçмалла иккен, тепринпе вара халиччен те хăпартса курман сасса шыраса тупса сăмахламалла. Кунта та хăйне май артистка рольне вылямалла иккен. Пăх-ха, пурнăç хăй театр тени чăнах та вырăнлă килсе тухать. Актерĕсем вара пурăнакан çынсем, вĕсем кăна, пĕр вĕсем çеç пур спектакле те малтанах драматург пьесăра сăнарсемпе хайламасăрах пурнăç сцени çинче ăнăçлă кăтартса пама пултараççĕ. Ăнăçлă çамрăклăх, вăтам çулсем тата ватлăх пирвайхи утăмсене мĕнле пуснинчен чылай килет иккен. Пĕрремĕш утăмсем килпетсĕр сиксе тухрĕç-ха Ленăн, анчах театрти дежурнăй аппа калашле, малашне татах та йывăртарах çаврăнса килме пултарĕ. Чăтмалла, хăть мĕнле килсен те сукмака хăвăн кăна тăрăшсах такăрлатмалла. Çывăх тус, ăнланакан çын, пулăшма пултаракан тупăнсан питех те аван та. Анчах ăçта-ши вăл? Ăна нумай кĕтмелле те пулмарĕ-мĕн.

Пĕррехинче, фирмăн ĕç хучĕсене леçме кайсан тавар курттăмăн сутакан çĕрте вăл Наташăпа паллашрĕ. Сăмахшăн кивçене кайман пике тӳрех килĕшрĕ ăна, ку хулара çывăх çын пулманран унпа туслашма тĕв турĕ. Çавăн хыççăн пушă вăхăт тупăнсанах пĕрле кафесене кайса ларчĕç, Атăл хĕрринче уçăлса çӳрерĕç. Наташа ăна каччипе, Аликпа, паллаштарчĕ.

— Сан каччă çук-и вара? — пĕрремĕш хут курсанах ыйтрĕ Алик. — Эй, Турă, ирĕк пар мана çак тĕнчере çук илемлĕ хĕр çине çылăхне каçарттармалли хĕрес хума! Халь атом бомби ӳкет тесен ĕненĕттĕм, анчах сан варли çук тенине вара... — Алик чăнах та питĕ тĕлĕнчĕ пулас Лена çапла каланипе. Ара, кам ĕнентĕр-ха пукане пек чиперккен те савни çук тенине? Шупашкарта çулталăк пурăнсан та ун пеккисем каччă тупаймасан... Каччисем асăрхайман-ши вара ăна çак хушăра? Ытла пытансах пурăнман пуль-ха Лена. Алик тем парсан та ĕненес çук. Май килсен хăй те çавăрттарса яма хатĕр те çав... Çумра Наташăн вут-хĕм сапакан куçĕсем ăна çийĕнчех çут тĕнчене антарса тăратрĕç. — Тупнă проблема! Самантрах татса паратпăр эпир ку ыйтăва. Сирĕн пеккисем çумĕнче ун пек çитменлĕхсем пулмалла мар. Ман çав тери чаплă юлташ пур. Санран инçех мар пурăнать вăл. Шурă «Волгăпа» ĕçлет, хăйĕн вара хĕрлĕ «Жигуль» те пур.

Аликпа паллашнă кунах вăл шӳтлеме, хуллен май килтерсе, шутарса пырса калаçса йывăр чуна та çăмăллатма пултарнине чухласа илнĕччĕ Лена. Наташăна çакăншăн кăштах ăмсаннă пекчĕ те. Анчах нумай чухне кирлĕ-кирлĕ мар чухнех сăмаха вакласах кĕрсе кайнăран каччă ăна вăрттăнлăха тытайман çын пек те туйăнчĕ. Ытлашширех сӳпĕлтетмест-ши вăл е палламан çынсен чунĕсене хăвăртрах уçас, кăмăлĕсене çавăрас тесе çапла чарăнми пакăлтатать-ши? Унра тем пурах: ĕçрен ывăнса, тепĕр чухне ним çинчен калаçас кăна мар, шутлас та килмен чухне те Аликпа курнăçсан çĕнĕрен вăй кĕнĕн туйăнать. Темле шалта пытарăнса тăракан вăй тапса тăрать тейĕн унра. Пулать те иккен çын. Çавăнпа Наташа нихăçан та сӳрĕк куçсемпе çӳренине курман Лена. Кашии утăмрах ун чунне çу сĕрсе тăрать пуль çав Алик. Халĕ те вăл хăй сăмахне хăçан вĕçлĕ-ши тесе шутласа тăрсан-тăрсан Лена аса илчĕ. Пĕлет те пуль Алик калакан качча. Вĕсен урамĕнчи общежити умĕнче час-часах курать çав «Жигулие» е «Волгăна». Хуфи çӳллĕ те йăрăс пӳллĕскер, кĕскен кастарнă çырă çӳçлĕ каччă. Тен, арçын? Алик калаканниех пулсан пырать тата...— Чун-чĕререн ăмсанса пăхса ăсатать ăна курнă чухне. «Эх, ман пулсанччĕ çакăн пек арçын!» — миçе хутчен çапла вăрттăн шутламан-ши? Халь ак, Аликпа Наташа пĕлтернĕ тăрăх, вăл тата авланманскер тет. Талăкри пĕтĕм вăхăта ĕçре ирттерекенскер. Пурнăç çынни иккен. Ялта çуралса ӳснĕ, çартан таврăнсан хулана ĕçлеме килнĕ те халĕ тăрăшсах кунта хăй вырăнне тупасшăн ăшталанать иккен. Алика ĕненес пулсан вара вăл ниçтах та тухса çӳремест, каçхи клубсемпе ташă каçĕсем, çамрăксем час-часах пухăнса ларакан кафесем те уншăн ют иккен. Çакă татах шанăç кӳчĕ. Пĕрре ăнсăртран гастрономра тăя пулнăччĕ иккĕшĕ. Тĕрĕссипе Лена кăна курчĕ ăна. Çамрăк хĕрарăм лавккана кĕчĕ те каччă касса патĕнче тăнине асăрхарĕ. Тем туянса тӳлерĕ пулас та урамалла утрĕ. Лена кунта мĕншĕн кĕнине мансах ун хыççăн тухрĕ. Каччă вара машинине ларчĕ те ним туймасăр-сисмесĕр тапранса кайрĕ. Ун чухнех Ленăн чĕрине вут-хĕлхем ӳксе юлчĕ. Хăват çитерсе мĕн пулать те мĕн килет тесе хăй пырса калаçасшăнччĕ, анчах вăл мĕн шутлĕ? Çапла таранах намăосăрланма чысран тухман-ха Лена. Тен, лавккана кăшт маларах кĕнĕ пулсан калаçма май килтеретчех пулĕ-ха Лена, мĕнле те пулсан сăлтав тупатчĕ те-и? Алик ун пирки каличченех асăрханă ăна вăл, халь вара, каччă пирки кăштах пĕлсен, унпа паллашас кăмăл татах та çĕкленчĕ. Çавăнпа Аликпа Наташа пĕррехинче "генеральнăй план" пирки систерсенех ăна пурнăçа кĕртсен хăй ăнăçлă утăм тăвасса шанчĕ Лена.

Тусем-сăртсем тĕл пулаймаççĕ теççĕ те, çынсем хăçан та пулсан курнăçаççех иккен. Уйрăмах чĕрин пĕр пайне вăрттăн та пулсан тахçанах теприне парнелесен. Тĕл пуласса-качки, Лена хăй ĕмĕрне те Миколăпа пырса калаçас çук ĕнтĕ, анчах çав Аликпа Наташăн компьютер пек ĕçлекен пуçĕсем пурри тĕнчене çăлать. «Генеральнăй петан пур пирĕн, -терĕ пĕррехинче кафере мороженăй çисе ларнă чухне Алик. — Ăна сана тĕплĕнрех ăнлантарса параяс çук. Наташăран ыйт, вăл веçех йĕркелет. Вăл шутласа кăларнă, эппин, вăлах ăна вĕçне çитертĕр»

Каларĕ Наташа. Микола сайра-хутра пĕрре, пушăрах вăхăт тупăнсан чукун çул вокзалйнче хăй машинипе такси пек ĕçлекелет иккен. Халĕ, çулла, ăна унта пушшех те час-часах курма май килет. Вăт Ленăн унпа паллашас тесен пассажир пулмалла. Ăçта çитиччен каймалла? Наташăсен ялне, хуларан пĕр çирĕм çухрăм анчах. Çул çинче куç курĕ.

Çапла пĕрремĕш каяаçу, тĕл пулу пулчĕ вĕсен. Ун чухне Микола хăй çине мĕнле пăхнинчен, тыткаланинченех туйрĕ Лена: качча килĕшрĕ вăл. Çавăнпа-ши е чунĕ çав таранчченех хытса çитрĕ — канмалли кун хыççăн ĕçе тухрĕ те кукша пуç ăнсăртран сĕртĕнсе иртсен шăнсах кайрĕ. Уй-уй, епле лайăх мар иккен хăвна килĕштерекен çын пуррине, хăв та ăна савнине туйса тăнă çĕртех çакăн пек çынпа перĕнсе иртме те! Çав кунран кураймиех пулса çитрĕ Лена хуçине. Тата, юриех пырса перĕнсе çӳренĕ пек туйăнать, куçĕсемпе ытти чухнехинчен те чеерех пăхать. Ĕç вĕçленсе ытти сотрудниксем тухса кайсан та вăл çав каç Ленăна юлса ĕçлеме ыйтрĕ. Хăвăрт тумалли ĕç пур иккен. Унтан кофе пĕçерсе пама сĕнчĕ. Пӳлĕмне кĕрсен вара сейф уçрĕ те... сĕтел çине коньяк кăларса лартрĕ. Мĕн ку? Ахаль марри паллă. Юрать телефон шăнкăртатрĕ. Наташа иккен. Аликпа иккĕшĕ тепĕр генеральнăй план пирки калаçма ун патне ĕçех килнĕ. Урамра кĕтеççĕ. Кун пирки пĕлсен кукша пуç кăвакарса кайрĕ, ним калама аптăранипе аялти тути усăнса анса чĕтреме пуçларĕ. Лена вара сăмах хушмасăрах тухрĕ те утрĕ. Кукша пуç хăйне ыран ĕçрен кăларса çапасси те хăратмарĕ ăна. Хăтланса пăхтăр кăна! Халĕ вăл пĕччен мар, ун тусĕсем пур. Вĕсем ăна нимĕнле йывăрлăхра та пăрахмасса чĕререн шанать. Алик каланăччĕ пĕрре ăна мен те пулсан сиксе тухсан тӳрех вĕсем патне шăнкăравлама. Çак кукша пуçа пĕлкелет иккен вăл. Ун хăтланăвĕсем пирки пĕрре кăна мар илтнĕ. Унран тем те кĕтсе илме пултарни пирки те систернĕччĕ. Ун чухне Лена каччă! сăмахĕсене шута илмерĕ. Кунсем иртнĕçемĕн вара Алик тĕрĕсех каланине сисме тытăнчĕ. Миколăпа тĕл пулса ун куçĕсенче ăшăлăх пуррине туйсан, каччă унпа хăйне мĕнле тытнине туйсан вара çамрăк хĕрарăм чĕринче харсăрлăх туйăмĕ çĕкленме тытăнчĕ. Хăтланса пăхтăр-ха кукша пуç вăрттăн ĕмĕчĕсене пурнăçа кĕртме! Халиччен хăть мĕнле йывăрлăхра та никамран та пулăшу ыйтман Лена малашне пурнăçра сиксе тухакан ăнăçсăрлăхсемпе пĕчченех кĕрешме май çуккине ăнланчĕ. Пулăшас текен туссем пур чухне мĕншĕн пĕччен асапланас? Вĕсем ырă сунса аллисене параççĕ вĕт! Тата... çĕнĕ туйăм çуратнă вăрттăн савнийĕ те инçех мар çӳрет. Тен, вăл та Ленăна курасшăн çунать пуль. Темле çав. Питех курасах тесен тупатех ăна.

 

* * *

Ирхине яланхи пекех ултă сехетре вăранчĕ Микола. Çиччĕ валли ĕçе çитмелле. Предприяти директорĕн çумне çăмăл машинăпа турттарать вăл, минут кăна кая юлса пăх — чĕрĕллех çисе ярать. Паян тата вĕсен инçе çула тухмалла: кӳршĕ республика тĕп хулине çитмелле. Мĕн сăлтавпа —Микола ăна пĕлмест. Кирлĕ те мар. Уншăн машина ураписем такăнмасăр чупчăр. Хуçа часах таврăнаймасса пĕлтерчĕ тата. Çапла пулмасăр, хăçан ĕçе каçхине пиллĕкре вĕçленĕ-ши? Куçне уçнă-уçманах каçхине ĕç пĕтсен ĕнер хĕр анса юлнă вырăна çаврăнса килесшĕнччĕ вăл. Хуçи паян инçе çула тухмаллине каланине аса илчĕ те лăпланчĕ. Паян часах килеймеççĕ. Юрĕ, кун паян кăна мар. Ыран та пур, тепĕр кун та. Тупатăп тенĕ, апла пулсан тупатех. Мĕншĕн тесен çав тери айăплă туйрĕ Микола хăйне хĕр умĕнче. Лакăм-тĕкĕмлĕ çул çинче, вăрман умĕнче пĕр намăса пĕлмесĕр антарса хăварчĕ вĕт! Хальхи пурнăçра таçтан тем сиксе тухасса кĕтсех тăр. Вăрман витĕр утнă чух çын тем тухса хăратмасан та, тискер чĕр чун тупăнсан вара! Арçын пулать-и çакăн хыççăн Микола? Çук паллах, тунката йăранĕ кăна. Амăшĕ тарăхнă вăхăтра персе янă пек.

Каланă пекех каçа юлса çитрĕç вĕсем. Ытла нумай чупнăран пулас, Микола хăй питĕ ывăннине туйрĕ. Хăвăртрах çемçе вырăн çине тӳнес килчĕ. Машинине çуса гаража лартрĕ те хăйĕнни патне кĕрсе тухрĕ: чиперех-и ун «Жигулийĕ?» Йĕркеллех. Лăпкăнах килте ыйхă туртма юрать.

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5 6 7 8

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Андрей (2011-10-18 12:12:23):

Петĕр Петтин философийĕ килĕшет.

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: