Пĕчĕк паттăрсем
Степан Лукич вăрман пурнăçне уçса хунă кĕнеке çинчи пекех пĕлет. Йăлăм вăрманĕнче халь вăл курман е пĕлмен йывăç кăна мар, курăк та çуках. Вăрман кайăкĕсене те вăл курнă çеç мар, кашни кайăк мĕнле пурăннине, вĕсен йăлисене пĕлсе çитнĕ. Кайăксене питĕ юратать вăл. Çавăнпа-и, тен, ун чух вăл пире кайăксем çинчен те хапăл пулсах каласа пачĕ.
«Куккук чĕппине те хăй пăхса ӳстермест: çăмартине ытти кайăксен йăвине хурса хăварать те — ĕçĕ пĕтнĕ. Çавăнпа ăна çынсем кахал кайăк тесе шутлаççĕ. Çапах та вăрманшăн пулсан, куккук чи усăллă кайăксенчен пĕри: çу каçипе хурт-кăпшанкă пухса çӳрет.
Ула таккана «вăрман санитарĕ» теççĕ. Тĕрĕс калаççĕ, мĕншĕн тесен вăл кайăк вăрманта çĕрĕк хуртĕнчен тасатман хăрăк йывăç хăвармасть.
Хурт-кăпшанкăсем хăйсене кура мар чее, йывăç хуппин шăтăк-çурăкĕсене пытанаççĕ. Пытанччăрах, сăнчас вĕсене пурĕ пĕр шыраса тупать.
Кăсăя çу вăрлама юратнипе «чапа» тухнă кайăк. Юмахра çеç вăл. Пыл-çу çисе мар, пуринчен ытла хурт-кăпшанкăпа тăранса пурăнать кăсăя.
Куккук, ула такка, сăнчаспа кăсăя çеç-и, ытти кайăксем те пулăшаççĕ вăрманти хурт-кăпшанкăсене пĕтерме. Кашни кайăк çулсерен пиншер хурт-кăпшанкă тытса çиет. Çапах та вăрмана çав хăрушă тăшмансенчен сыхлас ĕçре кăткă пек паттăрри çук», — тесе вĕçлерĕ хăйĕн сăмахне Степан Лукич ун чух.
— Кăтка паттăр тетĕр-и? Мĕне пула? — малтанах нимĕн те тавçăрса илеймерĕмĕр-ха эпир.
— Паттăр. Пĕр йăвари кăткăсем çулсерен мар, кунсерен пиншер хурт-кăпшанка вĕлерсе пĕтереççĕ, — хăй сăмахнех çирĕплетрĕ Степан Лукич.
— Кунсерен пиншер? Чăн сăмах-и ку? — ĕненес те килмерĕ пирĕн.
— Чăн. Ĕненместĕр пулсан акă, çул çине пăхăр, — терĕ Степан Лукич.
Вăрманта, хăйăр çине ятарласа сарнă пек, хыр йĕппи ӳксе тулнă çул пур. Ку çулпа эпир темиçе хут та çӳренĕ, анчах ун чухлĕ кăткă йăшăлтатнине нихçан та асăрхаман, мĕншĕн тесен халиччен сăнаса пăхман. Акă халь пăхрăмăр та — мĕн чухлĕ! Шутласа кăларма çук. Çав тери васкаса çӳреççĕ хăйсем, пурте ĕçре: пĕри симĕс хурт тупнă та ăна таçта туртса сĕтĕрсе пырать, тепри хайĕнчен темиçе хут пысăк нăрра тапăннă… Ак тата кунта, пирĕн ума, хыр лĕпĕшĕ пырса ларчĕ. Унччен те пулмарĕ, ăна икĕ кăткă пĕр харăс пырса çатăрах çыртрĕç пулас, лĕпĕш вĕçсе кайма хăтланчĕ, çук, ĕç тухмарĕ, пĕр кăтки урисемпе курăкран ярса тытрĕ. Пуçланчĕ хайхискерсен кĕрешӳ! Лĕпĕшĕ çунаттисемпе çатăлтатать, кăткисем ăна иккĕн икĕ енчен çыртса туртаççĕ. Эх, кăткăсен те тамаша сиксе тухрĕ: вĕсем тытнă типĕ курăк хуçăлчĕ те, лĕпĕш икĕ кăткине те çĕклесе кайрĕ. Э-э, çук, инçех каяймарĕ лĕпĕш, кăткăсем ăна çунаттисенченех çыртрĕç пулас, кутăн-пуçăн, шăпах кăткă йăви тĕлне çаврăнса анчĕ. Кунта чĕррĕн юласси пĕтрĕ.
Çав кирлĕ ăна. Хыр лĕпĕшĕ вăрмана питĕ пысăк сиен кӳрет.
— Куртăр-и? Çакăн пек йăвара 500 пине яхăн кăткă пурăнать. Кашни кăтки кунсерен пĕрер хурт-кăпшанкă тупса вĕлеретех! — терĕ Степан Лукич, пĕчĕк паттăрсене мухтаса.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...