Артистка
Кăштахран каччă тепре аэропорта кĕрсе пăхма шутларĕ. Паçăрхи пекех унта-кунта кăна çынсем курăнкалаççĕ. Çӳлти хутри кĕтмелли залра та çав çынсемех пулас. Кафене каймарĕ те, пĕрех усси çук тесе аллине сулса урама тухрĕ. Кĕсйине хыпаласа пăхрĕ: çук. Э-э, мансах кайнă-çке сигарет туртманнине! Хуллен машини патне утрĕ. Паллакан çынсене курас мар тесе пуçне пĕкрĕ, татах кукăрăлчĕ. Çапла руль умне кĕрсе ларчĕ те куçне хупрĕ. Унтан сывлăш çитейменнипе хăй енчи алăк кантăкне антарчĕ, каллех куçне хупса ларкăч çине сĕвенчĕ. Куç умне вокзалра ларни, кĕтмен çĕртен палламан хĕр пырса тăни, вăл яла леçсе яма ыйтни хуллен шуса тухаççĕ...
— Каçарăр та, эсир хулана каймастăр-и? — таçтан аякран кĕчĕ ун хăлхине. Мĕнле палланă та çывăх сасă! Анчах Микола йăшăл та тумарĕ. Паян вăл никама та лартса каймĕ. Тен, текех кун пек ĕçпе ĕмĕрне те аппаланмĕ.
— Тем, çывăрать-ши, анчах кĕрсе ларчĕ-çке?— татах хăлхана пырса çапăнаççĕ сăмахсем. Çăва патне мар-и сире, кайăр урăххи патне, ан кансĕрлĕр иртнине лăпкăн куçĕ умне кăларса киленсе ларакан Миколăна.
Хыçалти алăк сасси илтĕннĕ пек пулчĕ. «Туйăнчĕ çеç, питĕрнĕччĕ вĕт», — шутлас темесен те вĕлтлетрĕ пуçра шухăш. «Ларăр», — терĕ пулас вăл ун чухне хĕр çине пăхмасăр. Сасартăк мăй пĕçерсе кайрĕ, вĕри сывлăш хумĕ ăна пĕрре çӳçентерсе, тепре шăнтса пăрахрĕ. Шарт! сиксе тăна кĕчĕ Микола, сасартăк пулнипе малалла ывтăнса кайса пуçĕпе малти кантăка пырса çапăнчĕ.
— Ха-ха, вăранчĕ ыйхă чăпти, — илтĕнет уçă кантăкран паллакан сасă. — Атя, тăр, киле каймалла, çитсен мĕн пулса иртнине пĕтĕмпех пĕлĕн.
Микола тинех çут тĕнчене таврăнчĕ. Урамалла тинкерчĕ — Аликпа Наташа йăлтăр-ялтăр кулăпа çиçсе тăраççĕ. Кашнине пĕрер çăпала пыл хыптарнă пулас. Кĕç Алик пӳрнипе вăрттăн хыçалти ларкăч çине тĕллесе кăтартрĕ. Микола каллех ларкăч çине таянса салонри куç кĕски витĕр пăхрĕ. Палланă урасем, сăран юбка, витĕр курăнакан шурă блузка... Халиччен вăл тĕнчере те курман илемлĕ Ленăн сăн-пичĕ... Куçĕсенче куççуль тинĕсĕ капланнă. Микола тинкернине курсан вĕсем татăлса анчĕç, Лена чăтаймарĕ, качча тепре мăйран ыталаса туртăнчĕ те пуçне ун хул пуççи çине хурса татăлса макăрса ячĕ...
Çĕр çинче тепĕр çемье çуралчĕ...
* * *
Ача садĕнчен пĕчĕк ачисене алăран çавăтнă ашшĕ-амăшĕ хуллен шăкăлтатса тухать. Урам алăкĕ пĕр хупăнать те уçăлать. Çитĕннисем пĕччен кĕреççĕ те каялла кăштахран пĕр е икĕ ача çавăтса тухаççĕ. Кĕçех алăк умне тĕм хура çĕнĕ йышши "Волга" çитсе чарăнчĕ. Унтан тухнă çӳллĕ патвар арçын васкамасăр садике кĕчĕ. Чи пĕчĕккисен ушкăнне иртрĕ вăл. Кунта виçĕ-тăватă ача кăна юлнă иккен. Вĕсенчен иккĕшĕ арçын патне чупса пычĕç те: «Елена Васильевна, пире илме атте килчĕ!» — тесе çуйăхса ун çине утланса та ларчĕç. Кĕçех воспитательница та курăнчĕ.
— Ну, мĕнлерех кун ирттерчĕç паян манăн шăпăрлансем? — ыйтрĕ арçын кăмăллăн ывăлĕсене ытамран вĕçертмесĕр. — Кӳрентермерĕç-и никама та, макăрса тарăхтармарĕç-и тата? Воспитательница йăл кулчĕ.
— Николай Сергеевич, каласан та ĕненмĕр, сирĕн ачасем пеккисем курман хальччен, — терĕ шурă çӳçлĕ арçын ачана ашшĕ çинчен хăй ытамне илсе. — Садике хăвăрт хăнăхрĕç вĕсем. Эрне анчах пулсан та пĕр куççуль тумламĕ те курман вĕсен куçĕсенче.
— Чăнах калать-и воспитательница? — çирĕпрех сасăпа ыйтрĕ Микола аслăрах ывăлĕнчен.
— Эпир макăрмастпăр, хĕр ачасем мар вĕт, — терĕ ача ашшĕ урайне антарсан тумтир шкапĕ патнелле утса.
— Юрать, питĕ лайăх, аннӳне каласа савăнтаратпăр ĕнтĕ. Вăл эсир итлекен ачасем пулсан питĕ хĕпĕртет вĕт, — кĕçĕннине япалисене илме пулăшрĕ ашшĕ.
— Мĕншĕн килмерĕ вăл паян? — ыйтуллăн тинкерчĕ çулталăк çурă
тултарнă Владик.
— Вăл сире тутлă апат-çимĕçпе килте кĕтет, — пуçĕнчен ачашларĕ ăна ашшĕ.
Ачасем тумланса воспитательпе сыв пуллашрĕç те, пурте урама тухрĕç.
— Атте, эп санпа юнашар ларам-и? — ыйтрĕ икĕ çул çурăри Вова.
— Эсир пĕчĕк-ха, сире халех мала ларма юрамасть. Çитĕнсе çитетĕр те юнашар кăна мар, ман вырăна та ларăр акă, — ăшшăн калаçса утать икĕ енчен икĕ ывăлне çавăтнă Микола.
Шупашкарăн çĕнĕ кăнтăр районĕнчи çур çул каялла хута янă тăхăр хутлă çурт умне çитсен машина чарăнчĕ.
— Атте, кур-ха, асаннепе анне балкон çине тухса тăнă, — машинăран тухнă-тухман кăшкăрчĕ Вова. — Пире çухатман-и вĕсем?
— Çук пуль, эсир садикрен лайăх кăмăлпа таврăннмне кĕтеççĕ, -савăнăçлăн йăл кулса Микола Ленăпа амăшне аллипе сулчĕ. — Асанне хăнана килнĕ паян. Мĕнпе савăнтарăр-ха ăна?
— Садикре мĕнле вылянипе, — харăссăн кăшкăрчĕ те икĕ шăпăрлан юратнă çыннисене курнипе савăннăскерсем сиккипе подьездалла чупса кайрĕç.
Микола гаража кайса килнĕ çĕре пĕтĕм çемье сĕтел хушшине вырнаçма ĕлкĕрнĕ. Владик асламăшĕ çине хăпарса ларнă та хĕрсех тем каласа парать. Асли ним чĕнмесĕр ăна тăнлать. Вова вара сĕтел хушшинчен сиксе тухрĕ те ашшĕне хирĕç чупса пычĕ.
— Атте, асанне питĕ тутлă кукăль пĕçернĕ. Эсĕ ман пек чухне çавăн пеккине питĕ юратнă тет. Чăнах-и?
— Асаннӳ каларĕ пулсан чăнах вара, — ачана аллине илчĕ Микола. -Аннӳпе асаннӳне каласа патăр-и-ха садикре кун мĕнле ирттернине?
— Вова паçăрах каласа кăтартрĕ, — кухньăран тухрĕ Лена. — Владик вара халь те асламăшне тем ăнлантарать.
— Хăйсене лайăх тытаççĕ терĕ те воспитатель, çавăншăн мухтанать пулинех, — хуравларĕ Микола.
Хĕвел паçăрах анса ларнă. Садикре выляса та чупса, киле çитсен ашшĕ-амăшĕпе тата асламăшĕпе çăвар хупмасăр калаçса самаях ĕшеннĕ ачасем тутлă ыйха путнă ĕнтĕ. Миколăпа Лена тата амăшĕ телевизор
умĕнче лараççĕ. Çывăрма иртерех-ха, ыран канмалли кун, таçтах каяс çук. Çитес эрнере Микола йăмăкĕн Иринăн туй пулать те, çавна мĕнле ирттересси пирки сăмах ваклаççĕ çитĕннисем.
— Анне, эс ĕмĕтленнĕ ĕмĕт пурнăçланчĕ-и, каланă сăмахусем пурнăçа кĕчĕç-и? — сасартăк пуçне килсе çапнă шухăшсене сасăпах персе ячĕ Микола.
— Мĕн пирки эс, ывăлăм? — сасартăк пулнăран ăнкараймарĕ пулас амăшĕ.
Лена мăшăрĕ çине тĕсесе тинкерчĕ. Мĕн пирки ыйтать Микола?
— Ара, эсĕ ачаранпах артистка пулатăп тесе ĕмĕтленнĕ теттĕн. Пысăк сцена çинче выляс килнĕ санăн. Тата хулара пысăк хваттерте пурăнас килет теттĕнччĕ, — ыйтăвне кирлĕ мар вăхăтра пачĕ иккен Микола. Анчах халĕ каялла чакма çук.
Амăшĕ шухăша кайса телевизор çине пăхса ларчĕ. Çак вăхăтра вăл сенкер экран çинче мĕн пулса иртнине те курмарĕ пулас, ачалăхри шухăшĕсемпе пурнăçланман ĕмĕчĕсене аса илчĕ пулĕ. Чылай ларчĕ вăл çапла, пӳлĕмре телевизортан килекен сасăсем кăна илтĕнсе тăчĕç. Лена та шухăша путрĕ. Вăл тахçан Атăл хĕрринчи пек Микола çине таянчĕ те пуçне ун хул пуççийĕ çине хурса тĕлĕрнĕ пек пулчĕ. Кăштахран шăппăн пăшăлтатрĕ:
— Аннене кӳрентермерĕн-ши эсĕ?
Амăшĕ вăл мĕн каланине илтрĕ пулмалла, куçлăхне хывса аллине тытрĕ:
— Çук, кӳрентермен. Хам артистка пулайманшăн тата хулара пурăнма тĕпленейменшĕн пĕртте кулянмастăп халĕ, — амăшĕ ассăн сывларĕ. — Ун чухне пĕтĕм пурнăçа шухăшланă ĕмĕт-тĕллевре кăна кураттăм. Анчах пĕр ĕмĕт-тĕллевпе кăна пурăнма май çук иккен. Куллен иртекен пурнăç пирĕн ума тем те кăларса тăратать, çавăнпа пысăк улшăну пулассине нимĕнпе те чараймастăн. Манран артистка та пулас çукчĕ пулĕ тесе шутлатăп халĕ. Айван пулнă çамрăк чух. Халĕ аçупа иксĕмĕр пек лайăх пурăнакан та сахал.
Вăл пĕр самант шăпланчĕ те ывăлĕпе кинĕ çине пăхса кулам пекки турĕ.
— Ман ĕмĕте пурнăçа кĕртекенни эсĕ пултăн, Микола. Артистка пулаймарăм — артистка кин тупăнчĕ, хулана килсе кил-çурт çавăраймарăм — эсир, ак, мĕн пысăкăш хваттер туянтăр. Çакă мар-и пирĕн, аçула иксĕмĕрĕн, пысăк савăнăç. Ирина хĕрĕм те ырă çемье çавăрасса чун сисет ман.
Лена Микола çумĕнчен хăпрĕ те хунямăшĕ патне пырса ăна ыталарĕ. Вĕсем пĕр-пĕринпе питĕ килĕштернишĕн çав тери хĕпĕртет Микола. Аслă ывăлĕ çуралсан амăшĕ ялти пĕтĕм ĕçне пăрахса кинне пулăшма килчĕ. Çуратнă хыççăн ураланичченех пăрахса каймарĕ вара ăна. Микола кунĕн-çĕрĕн ĕçре пирки киле каçпа кăна çакланать. Мăшăрне пĕччен йывăр килессе чухлать вăл, çавăнпа амăшĕ пулăшма хаваспах кăмăлланишĕн çав тери савăнчĕ. Халĕ те ак тепĕр тăван амăшĕпе хĕрĕнчен те ирттереççĕ вĕсем. Час мĕн те пулин ыйту сиксе тухсан пĕр-пĕрин патне шăнкăравлаççĕ. «Артисткăсем пĕр-пĕрне ăнланаççĕ иккен, — шӳтлет тепĕр чухне Микола ашшĕ. — Юрать-ха бизнесменшăна качча илмерĕн».
Вăл шӳтлесе кăна калаçать ĕнтĕ. Лена текех сцена çинчи те, пурнăçри артистка та мар. Вăл кукша пуç фирминчен уйрăлса тухса хăйне валли тепĕр ĕç пуçарнă. Кун çинчен тата Лена Миколăпа пĕрлешни çинчен илтсен кукша пуç виçĕ кун ĕçе тухмасăр çухалса пурăннă тет.
Çакăн пирки пурне те пĕлекен Алик каласа панăччĕ. Кукша пуçа вара Миколăна та паллать иккен. Аэропортран килсен Лена унран тархасласа каçару ыйтсан тин пĕлчĕ вăл ăçта ĕçленине. Ун чухне Микола Ленăна нихăçан та каçармастăп терĕ. Мĕншĕн тесен каçармалли нимĕн те çук.
Хăйĕн çĕр питне куççульпе шăварса тархасламаллаччĕ пуль те-ха, анчах Лена ун чухне ăна çăвар та уçтармарĕ.
— Юрататăн пулсан ун пек сăмах калаçар мар тек, — терĕ çемçе аллипе тутинчен хупласа. Вĕсем урама тухасса Аликпа Наташа чылай кĕтнĕ тет. Мĕн чухлĕ — каламарĕç, хăйсем вара вăхăта пăхман.
— Юрĕ, паянлăха çитет пуль, — амăшĕ ура çине тăчĕ. — Сирĕн хăвăрăн калаçмаллисем те пур пуль-ха, эп кайса мăнуксемпе выртам-ха.
Амăшĕ çывăрмалли пӳлĕме тухрĕ. Лена телевизора сӳнтерчĕ те Ми-кола çумне пырса ларчĕ, ăна аллинчен тытрĕ. Кун каçипе ĕçлесе ывăнни самантрах иртнĕ пек туйăнчĕ çак вăхăтра Миколăна. Савнă мăшăрĕн çемçе те ăшă алли ăна çĕнĕрен çуралнă пек туйтарчĕ. Халĕ вăл тата тепĕр сменăна та тухса кайĕ. Вăрман касма кайсан пĕр делянкăна пĕчченех йăвантарса тухĕ-и тен? Авă мĕнле иккен вăл пĕр-пĕрне килĕштерни, ăнланни, пĕр-пĕрин патне туртăнни. Çавăн чухне чун çирĕплĕхне пухса Ленăна шырама чупса тухса кайман пулсан паянхи каç Микола çапла унпа юнашар ларса телейлĕ çăлтăрăн çиçес çукчĕ ĕнтĕ.
Пĕр хушă пӳлĕмре шăп пулчĕ. Уçă чӳречерен кая юлнă машинăсем çулпа вĕçтерсе иртсе шав кăларса хăвараççĕ. Микола сисмесĕрех тарăн шухăша путрĕ. Хăш вăхăтра мăшăрне ыталаса çумне ăшшăн чăмăртарĕ вăл? Лена ун çине пăхрĕ те мăшăрĕ таçта, хăй ăшне çухалнине туйрĕ. Пĕр хускалмасăр, мăшăрĕн шухăш çиппине татмасăр лăпкăн ун çине пăхса ларчĕ Лена. Мĕнле тупма пултарчĕ вăл çак ылтăн татăкне? Шутласассăн, çухатнăччĕ вĕт-ха. Аликпа Наташа сценарийĕпе хатĕрленĕ пьесăра тĕп роле ăна уйăрса пачĕç те, Лена вара ăна пурнăçлаймарĕ, çынна юрамалăх кăлараймарĕ сăнара. Кайран, вăхăт иртсен, ун чухне хăйĕн театртан чăнахах та каймалла пулнине ăнланса илчĕ. Мĕншĕн çапла чунне витерсех йышăнчĕ çак чăнлăха? Ăсталăхĕ пулманран-ши карьера пуçламăшĕнчех сасартăк тахçан чи çывăх çын пек пулнă мăшăрĕ ура хунăшăн-ши, е хăйĕнпе çавăн пек пулса тухнă хыççăн текехрен сцена çине тухма вăй-хăват юлманран-ши? Хăйне театр искусствине парăннă чăн-чăн артистка тесе шутлатчĕ. Анчах кун пек кăна сахал иккен. Ума тухса тăнă чăрмавсем умĕнче парăнмасан кăна чăн-чăн профессионала тухатăн. Вăл вара парăнчĕ те ăнман шăпи сĕтĕрсе пынăран пурнăçра та артистка пулса пăхас терĕ имĕш. Пĕччен, тăр пĕччен моноспектакль выляс кăмăл çуралчĕ-ши ун чухне? Миколăна хăй майлă çавăрас тесе ачапчалла хăтланни, ăна ăнран кăларса вырăн ăшне сĕтĕрсе кĕртсе вырттарни, кайран вара ăсран тухнă качча чĕлхе чаракне чараймасăр çĕрле унпа юрату пулса иртнĕ тесе суйни... Аса илсен? Хăраса каймалла пек туйăнать, анчах халĕ хăйсем мĕнле пурăннине, ун чухне Микола ăна шыраса тăнран тухнине пĕлсен — пурнăçĕ чăнах та çапла килсе тухмалла çырса панине ĕненет те лăпланать. Мĕн тăвăн, пурин те пĕр пек килмест, пурте телее пĕр евĕрлĕ туптамасть çав. Кам мĕнле пултарать, çавăн пек калăплать чăн пурнăçри телей кĕнекине. Авă, хунямăшĕ те ача чухне артистка пулма ĕмĕтленнĕ, сцена çинчен куракана савăнтарма-хурлантарма тĕллев лартнă иккен. Ĕмĕчĕ пурнăçа кĕмен пулсан та халĕ вăл хăйсем пек телейлĕ çын çук тесе шутлать. Мĕн тери ырă çын вĕт-ха вăл, унăн хунямăшĕ! Ырă çынран ырă ачах çуралать пуль çав, Микола та каснă-лартнă ун пек, Тăватă çул çитет ĕнтĕ пĕрлешни, унран вара пĕр сивĕ сăмах мар, йăл кулăпа ăшă калаçусăр, хĕрӳ юратусăр пуçне нимĕн те курман. Шутланă-и тахçан çапла килсе тухасса? Кольăпа пĕрлешсен шутланă та пуль, анчах нумайлăха тăсăлмарĕ унăн юратăвĕ. Халĕ ун пирки асра та çук. Ăçта вăл, мĕн тăвать, çавăнтах-и, çавăнпах пурăнать-и — пĕр тумлам та кăсăклану çук. Пурнăçра вăл пачах пулман пекех.
Микола куçне уçрĕ. Хăй çине таяннă чунтан юратнă мăшăрĕ тĕлĕрсе кайнă пуль тесе хусканма та хăрарĕ вăл. Пĕртте кансĕрлес килмест ăна, çĕр çинче çук телей парнеленĕ çынна. Çывăрса кайнă пулсан ак йăтса илĕ те вырăн çине кайса вырттарĕ. Вара вăл тутлă тĕлĕксем мĕнлерех курса лăпкăн çывăрнине, пин-пин хут юратса чуп тунă тутисене кăмăллăн хускатса çывăрнине пăхса киленĕ те çумне шăппăн выртĕ. Ыталĕ, юратĕ, çакăн пек нимрен те хаклă çынпа юнашар выртма пӳрнишĕн Турра тав тăвĕ.
Асăрханса хускалчĕ те Ленăна ларнă çĕртех алă çине хуллен йăтса илчĕ. Мăшăрĕн тути йăл кулчĕ. Тĕлĕкĕнче таçта вĕçнĕ пек туйрĕ ĕнтĕ. Шăппăн утса залран тухрĕ те Микола çывăрмалли пӳлĕме кĕрсе мăшăрне питех те асăрхануллăн вырăн çине хучĕ. Унтан каялла кайса çутă сӳнтерсе килчĕ. Лена кăштах куçса выртнă. Чечеклĕ халат аркисем уçăлса кайнипе каçхи лампа çутинче çав пĕрремĕш хут курнă чипер те илĕртӳллĕ урасем курăнаççĕ. Икĕ аллине те çумне хунă та лăпкăн çывăрать. Икĕ ача амăшĕ тесе кам калаять паян ăна? Микола мăшăрне чăрмантарас мар тесе вырăна сармарĕ, шкапран çӳхе çăм утиял илчĕ те каялла таврăнчĕ. Хуллен салтăнса мăшăрĕ çумне выртса утиялпа витĕнчĕ. Хĕрарăм вăл выртнине мар, ун ăшшине туйса сисрĕ пулĕ мăшăрĕ çумрине — ун еннелле çаврăнчĕ те тахçанхине аса илтерекен вĕри аллисемпе çатăрах ыталаса тытрĕ. Микола та чăтаймарĕ, мăшăрне çумне пăчăртарĕ.
— Эх, эс ман юратăвăм, мĕнле пурăнăттăм-ши сана курман пулсан? -пĕчĕк ача пек пăчăртанчĕ мăшăрĕ çумне Лена.
— Аликпа Наташа кумсене тав тумалла мар-ши пирĕн? — мăшăрĕн халат витĕрех çунтарса ямалла пĕçертекен кĕлеткине ачашлать Микола.
— Вĕсене те тав, анчах ман чи малтан сана кăна чи сăваплă сăмахсем калас килет. Эпир çапла хăтланнине чĕре патне кӳренӳпе илтĕн пуль тесе шутланăччĕ малтанах. Эсĕ вара тата хытăрах юратнă иккен мана, санпа ачалла выляма хăтланнă ăссăрскерне... — Лена татах тем каласшăнччĕ, анчах Микола хĕрӳн чуп туни ăна антăхтарса ячĕ те вăл юрату хумĕ ăшне путрĕ.
— Эх, эс те çав, ман артисткăм, санах шыранă ĕнтĕ эпĕ... — кĕчĕç ун хăлхине савнă мăшăрĕн сăмахĕсем.
Кăштахран Ленăн халачĕ вырăн çинчен урайне шуса анчĕ...
Андрей (2011-10-18 12:12:23):
Петĕр Петтин философийĕ килĕшет.