Полк ывăлĕ
— Лаша, — çавăн пекех шăппăн ответ пачĕ Гор6унов.
— Пирĕн-и?
— Пирĕн пулас. Чим-ха. Йывăç тĕмĕсем хушшине кĕрсе кайрĕ — курăнмасть. Халех тухать акă. Хӳрипе сулкалать. Утать. Акă, тухрĕ. Тĕрĕсех — пирĕн Серко!
— Мĕн калатăн эсĕ! — чутах кăшкăрса яратчĕ Биденко.
— Серко. Халĕ лайăхах курăнать.
— Ну, апла пулсан, халех пĕчĕк кĕтӳç те курăнать акă. Каларăм вĕт эпĕ сана. Эсĕ кранклатса выртатăн тата.
Савăннипе Биденко ытти чух ниепле те апла хăтланас çук. Халĕ вăл вăшт кăна çавăрăнса урăхла майлă выртрĕ те, хăйĕн тусĕ пăхнă еннелле пăхма тытăнчĕ.
Вĕсем иккĕшĕ те çĕр çумнех лăпчăнса выртнă пирки таврана питех те сахал курнă. Горизонт çывăхах пырса тăнă пек туйăннă, — çав горизонт тăрăх, тĕтĕм пек курăнакан йывăç тĕмĕсем хушшипе, шыçса кайнă малти урипе уксакласа, кăвак ырхан кĕсре утса пынă.
Чăнах та, ку Серко пулнă. Анчах ун патĕнче «пĕчĕк кĕтӳçĕ» пулман.
— Кая юлнă пирĕн ача. Ывăннă пулĕ ĕнтĕ. Халех курăнать акă.
— Ывăннă пулĕ çав.
Вара разведчиксем иккĕшĕ те питĕ тимлĕн, итлеме тытăнчĕç. Вĕсем лачакара аран утса пыракан лаша ури сассисемпе пĕрле этем ури сассине илтме тăрăшрĕç, анчах та этем ури сассисем илтĕнмерĕç.
Горбунов кĕçех аллине çăварĕ патне тытса темиçе хутчен хир кăвакалĕ пек нартлатса илчĕ, анчах çак сасса хирĕç никам та сасă памарĕ.
— Илтмерĕ вăл. Эсĕ хытăрах нартлат.
Горбунов хытăрах та хытăрах нартлатрĕ, анчах каллех никам та сасă памарĕ. Биденко мĕн май килнĕ таран асăрханса, çав тери майĕпен çĕкленсе чĕркуççи çине тăчĕ.
Горизонт тӳрех каялла чакса кайнă пек пулчĕ, анчах унăн куçĕ умне тухса тăнă шурлăхлă, лачакаллă тӳрем çĕрте малтанхи пекех, пĕр чĕрĕ чун та палăрмарĕ.
— Алхасать пирĕн каччă. Палăртмасăр килсе тухасшăн, — терĕ Биденко, Горбунов çине пăшăрханса пăхса. Вăл ун çине хăйĕн шухăшĕ тĕрĕссине çирĕплеттересшĕн пулнă пек пăхрĕ, анчах хăйĕн шухăшне хăй те ĕненмерĕ.
Горбунов чĕнмерĕ.
— Ну, Кузьма, нартлат-ха тепре. Тен сасă парĕ.
Горбунов каллех нартлатрĕ. Каллех никам та чĕнмерĕ.
— Ваня-а-а! Пĕчĕк кĕтӳç! — тесе чĕнчĕ Биденко, асăрханма кирли çинчен манса кайсах.
— Хуть кашкăр, хуть ан кăшкăр… — терĕ Горбунов салхуллăн. — Мĕн пулни паллă ĕнтĕ.
Çав вăхăтра ырхан лаша çывхарсах пычĕ. Кашни икĕ утăмранах вăл чарăнса тăрса, сарă шăлĕсемпе пĕр-икĕ çĕрĕк курăк та пулин çыртса илес тесе вăл вăрăм, ырхан мăйне çĕрелле тăсрĕ. Унăн усăнчăк кăвак тутисенчен резина пек вăрăм сурчăк усăнса тăнă. Патак пек шăмăллă урисем чĕтĕренĕ. Куçĕсенчен çӳлерех çемçе хура шăтăксем хуралса тăнă. Пĕр куçне пĕтĕмпех шурă илнĕ.
— Серко, Серко, — тесе чĕнчĕ те Горбунов хуллен кăна шăхăрчĕ.
Лаша пĕр хăлхине ерипен тăратрĕ те, разведчиксем патне уксакласа пычĕ. Вĕсем патне çитсен вăл пуçне усса чарăнса тăчĕ. Хăй хуçине çухатнă лаша яланах çавăн пек хурлăхлă пулать, ниçта кайма пĕлмест.
— Пĕчĕк кĕтӳçĕ ăçта-ха, Серко? — тесе ыйтрĕ Биденко. — Ăçта çухатрăн эсĕ ăна?
Серко ним хускалмасăр, ыратакан урине çĕклесе тăчĕ. Унăн урисем шурлăхри хура пылчăкпа вараланса пĕтнĕ. Сарăрах кăвак çăмлă ватă ӳчĕ аяк пĕрчисем çинче чĕтренкелесе тăнă. Кĕленче пекех курăнакан шурă илнĕ куçĕ ним тĕлсĕр çĕрелле пăхнă. Сайраланса юлнă хӳри кăна енчен енне сулăнкаланнă.
Серко обозра çӳрекен ватă, ăслă лаша пулнă. Калаçма пĕлнĕ пулсан, разведчиксене вăл нумай каласа кăтартнă пӳлĕччĕ. Анчах вĕсем ахаль те нумай ăнланса илчĕç. Епле пулсан та, вĕсем чи кирлине ăнланчĕç: «пĕчĕк кĕтӳçĕпе» хурлăхлă ĕç пулса тăнă.
Виçĕмкун каçхине Биденкопа Горбунов, хăйсемпе пĕрле Ваньăна илсе, разведкăна кайнă. Вĕсем ăна пĕрремĕш хут, ачана хăйсемпе пĕрле илни çинчен командăна пĕлтермĕсĕрех илсе кайнă.
Вĕсене тăшман йышăнса тăнă вырăнсене епле те пулсан шаларах кĕрсе, малалла каймалла пулсассăн хăйсен батарейине шурлăхсем урлă хăвăртрах та лайăхрах илсе тухмалли çулсене пĕлсе палăртма хушнă.
Разведчиксен огневой взводсене валли лайăх позицисем шыраса тупмалла, пулас наблюдательнăй пунктсене валли ни паха, инçене курма май паракан вырăнсем палăртмалла, тăшманăн оборона сооруженийĕсене сăнаса пĕлмелле, пуринчен ытла — нимĕçсен резервисем мĕн чухлĕ пулни тата вĕсем мĕнле вырăнаçни çинчен сведенисем пухмалла пулнă. Паллах ĕнтĕ, каялла тавăрăннă чух лайăх кăна «чĕлхе» — штабри е артиллери офицерне тытса пырсан, япăх пулмĕччĕ. Анчах ку — телей пулсан çеç пулать. Ваньăна вĕсем çул кăтартса пыраканни вырăнне илнĕ, мĕншĕн тесен вăл çак шурлăхлă, сӳреме кансĕр вырăнсене питĕ лайăх пĕлнĕ.
Тепĕр тесен, Ваньăна çакăнччен мунчара çума, çӳçне касса тумлантарма ĕлкĕрнĕ пулсан, разведкăна илсе кайман та пулĕччĕç. Анчах «пĕчĕк кĕтӳçĕн» ĕçĕ ăннă. Кĕтмен çĕртен, — фронтра яланах çавăн пек пулать ĕнтĕ, — батарейăна резервран тӳрех çапăçăва кĕртсе янă. Вара пĕтĕмпех пăтранса кайнă. Тылсем кая юлнă. Халлĕхе нимĕнле мунча çинчен те калаçу пулма пултарайман. Вара Ваня управлени взвочĕпе пĕрле малтанхи пекех пынă — вăл вăрăм, тураман çӳçлĕ, çара уран, пиртен çĕленĕ хутаç çакнă, чăн-чăн ялти пĕчĕк кĕтуçĕ пек пулнă.
Хăйсен тылĕнче çак ачана тĕл пулнă мĕнле нимĕç ăна тăшманăн разведчикĕ тесе шутлĕ? Кун пек сăн-пуçпа Ваня никама иккĕлентермесĕрех хуть ăçта та кĕрсе кайма пултарнă. Çул кăтартса пыма унран лайăх çын пулма та пултарайман.
Кунсăр пуçне, Ваня разведкăна илсе кайма хăй питĕ хытă ыйтнă. Вăл тек-текех тархасласа: «Пичче, илсе кайăр мана хăвăрпа пĕрле. Ну, мĕнех вара вăл сирĕншĕн? Эпе кунта кашни йывăç тĕмне пĕлетĕп. Эпĕ сире пĕр нимĕç те асăрхамалла мар вырăнсемпе илсе кайăп. Эсир мана тав тăвăр кăна уншăн. Пичче!» — тенĕ.
Вăл разведчиксем хыççăн пĕр утăм юлмасăр çӳренĕ. Хăйĕн таса куçĕсемпе вĕсен куçĕсенчен çав тери тархасласа, шанчăкпа пăхнă. Вĕсен çаннисенчен хăюсăр пырса тытнă... Пĕр сăмахпа, вĕсем ăна хăйсем шут туса, хăйсем çине шанса илсе кайнă.
Чăн-чăн лайăх разведчиксем пулса, вĕсем малтанах ку ĕçе пур енчен те тĕплĕн сӳтсе явнă. Вĕсем Ваня хăйсене çул кăтартса пыраканни пулать, тесе, ăна пĕр паллă ĕç тума хушнă.
Вăл боевой ĕç çакăн пек пулнă: «пĕчĕк кĕтӳçĕ» разведчиксен умĕнчен çул кăтартса пымалла, хăрушлăх пулсан — систермелле.
Ваня тата ытларах кĕтӳçĕ майлă пултăр, нимĕçсем йышăннă вырăнти ĕçсĕр çапкаланса çӳрекен çын пек ан пултăр, ун пирки никам та ан иккĕлентĕр тесе, лаша илме шухăшласа кăларнă. Ачан хăй хыççăн лаша çавăтса пымалла пулнă. Лаши унăн тарнă имĕш, халĕ ĕнтĕ вăл ăна шыраса тупнă та киле тавăрăнать.
Çакна валли юрăхлă лаша полкăн иккĕмĕш эшелонĕнчи обозниксем патĕнче тупнă. Вăл ватă, аманнă, кăвак лаша, тахçанах списокран кăларса пăрахмаллискер пулнă. Ăна Серко тесе чĕннĕ. Ваня хăйне валли чăн-чăн кĕтӳçĕ пушши явнă, хăйĕн лаши — Серко валли кантăраран йĕвен тунă та, çурçĕр иртсен, тул çутăлас умĕн, виçĕ разведчик — вăл шутра Ваня та хăйĕн ырхан лашипе — пысăк чăрмавсăрах фронт линийĕ урлă каçса кайнă.
Ваня лашана çавăтса малта нимĕн пытанмасăрах пынă, ун хыççăн, пĕр çĕр метр каярахра, умлăн-хыçлăн, пĕр йĕрпе, Горбуновпа Биденко асăрханса упаленсе пынă.
Çапла майпа пĕр тăватă километр пек кайсан, Ваня сасартăк нимĕçсен пикечĕ тĕлне пырса тухнă.
Вăл пачах та хăраман, тесе каласан — тĕрĕс мар пулĕччĕ. Хăй умне тăруках тĕттĕмрен, çĕр айĕнчен тухса тăнă пек, плащсем тата хуран евĕрле каскăсем тăхăннă виçĕ хура мĕлкĕ тухса тăрсан, Ваня калама та çук хăранă. «Нимĕçсем айĕнче» пурăннă вăхăтра курнă пур асапсене те вăл ытла та лайăх астунă-ха.
Унăн урисем авăнса илнĕ, юн пырса çапнипе пичĕ вĕриленсе кайнă, куçĕсем хуралса килнĕ. Вăл пĕтĕм кĕлеткипе чĕтреме тытăннă, шаккама пуçлана шăлĕсене пур вăйран чарма тăрăшнă.
Электричество фонарĕн çутти унăн пĕчĕк те çĕтĕк-çатăк кĕлетки тăрăх шуса илнĕ, тĕттĕмре юмахри хăрушă чĕрчун пек тăракан шурă ырхан лашана çутатнă.
— Ну, мĕн шуйттанĕшĕн çĕрле çапкаланса çӳретĕн эсĕ, путсĕр, — тесе кăшкăрнă нимĕçĕн хаяр, шăнса пăсăлнă сасси.
Çак кранклатакан, намăссăр, йĕрĕнчĕк, çав вăхăтрах хаяр сасăра ачана нимĕç коменданчĕсен, надзирательсен, хирти жандармсен, караул начальникĕсен, патрульсен вуншар, çĕршер усал сассисем илтĕннĕ, — вĕсене вăл лайăх пĕлнĕ, вăл вĕсенчен тапкăпа çупкă çав тери нумай çинĕ-çке.
Ваня пуçне хăвăрт кăна çухи ăшнелле чиксе, хăйне халех çапасса кĕтсе куçĕсене хупнă. Чăнах та, ăна çав самантрах хĕнеме тытăннă. Ăна хыçалтан атăпа питĕ хытă тапнă, кранклатакан, хăйлатакан сасă нимĕçле кăшкăрнă:
— Мĕншĕн-ха нимĕн те чĕнместĕн, ирсĕр? Кала ыйтнă чух. Атту тепре лектеретĕп акă!
Ача нимĕçле ăнланман. Анчах çак сăмахсем мĕне пĕлтернине вăл хăйĕн ӳт-тирĕ çинче çителĕклех вĕренсе çитнĕ ĕнтĕ.
Вара унăн хăрани иртсе кайнă. Пĕтем чунĕ-чĕри вĕриленсе хаярланса çитнĕ. Епле-ха капла? Ăна, Хĕрлĕ Çар салтакне, капитан Енакиевăн чапа тухнă батарейин разведчикне, темĕнле фашистла йĕксĕк атăпа тапма хăйрĕ!
Ваня куçĕсем юнпа тулчĕç. Тепĕр самантранах вăл нимĕç çине сиксе ларса ăна ирсĕр питĕнчен чышкисемпе хĕнеме, унăн пырне шăлĕсемпе кышлама тытăннă пулĕччĕ. Вăл хăй пĕччен маррине пĕлет. Вăл çывăхрах хăйĕн тусĕсем, хăйĕн çапăçури юлташĕсем пуррине пĕлет. Пĕрре кăшкăрсанах вĕсем ăна пулăшма ыткăнса, нимĕçсене пĕр çын юлмиччен вĕлерсе тăкаççĕ. Анчах ача хăй тарăн разведкăра пулнине те, кунта пĕчĕк шăв-шавах группăна палăртса, боевой задание пурнăçа кӳртессине пĕтерсе лартма пултарассине те питĕ лайăх пĕлнĕ.
Çавăнпа та вăл пĕтĕм шалти вăйне пухса хăйĕн çиллипе мăнкăмăллăхне пусарчĕ. Вăл хăйне çĕрле, хăйĕн лашипе пĕрле аташса кайнă пĕчĕкçеç ухмахрах кĕтӳçĕ пек кăтартма тытăнчĕ.
— Ай, пичче, ан хĕнĕр! — хурлăхлăн нăшăкларĕ вăл, куççулĕсене шăлнă пек туса. — Эп хамăн лашана шырарăм. Кунĕпе, çĕрĕпе сулланса çӳрерĕм. Аташса кайрăм. У, холера! — кăшкăрса ячĕ вăл, Серко çинелле хайĕн пушшипе сулса. — Вилĕм те çук сана валли!
Вăл каллех нăшăклатма тытăнчĕ.
— Ярăр мана, пичче. Эп урăх нихçан та кун пек тумастăп. Мана килте анне кĕтет, — çак сăмахсенчен вăл хăй тем пекех йĕрĕннĕ пулсан та, нимĕçĕн аллине чуптăвасшăн пулнă пек, тытма пикенчĕ.
— Кай шуйттан патне, ухмах! — терĕ нимĕç, кăштах çемçелсе. — Хăвăн сăхăмна ил те, кай кунтан. Тек нихçан та çĕрле çапкаланса ан çӳре. Çакатпăр.
Вăл ачана хыçалтан чĕркуççипе тапса илчĕ, лашине çурăмĕнчен автоматпа çапрĕ, вара нимĕçсен хуралĕ тĕттĕмре çухалчĕ.
Ваня, хăрушлăх иртсе кайнине, тусĕсене систерсе, хуллен кăна кăвакалла нартлатса илчĕ. Разведчиксем малалла хускалса кайрĕç.
Пĕр сăмахпа ку ĕçрен вĕсем тĕрĕс-тĕкел хăтăлчĕç.
14
Малалла ĕç тата лайăхрах пулса пычĕ.
Ир пулчĕ. Кăнтăрла ытлашши нимĕнех те пулса иртмерĕ. Ваня ку вырăнсене чăнах та питĕ лайăх пĕлнине разведчиксем хăйсем курса ĕненчĕç ĕнтĕ. Çул кăтартса пыраканăн ĕçне вăл питĕ тĕрĕс те ăслăн туса пынă.
Биденкопа Горбунов ăçта та пулин кивĕ арпалăхра е йывăç тĕмĕсем хушшинче пытанса ларнă вăхăтра Ваня хăйĕн ырхан лашипе малалла кайса таврари вырăнсене пăхса çӳренĕ, унтан каялла таврăнса кăвакалла нартлатнă та — çул çинче никам та çук, ан хăрăр, тесе систернĕ.
Кун пек ĕçлеме пит аван пулнă, ĕç хăвăрт пынă. Ваньăна кĕтсе ларнă чух разведчиксем, яланхи пекех, вăхăт ахаль сая яман. Вĕсем çул çинче мĕн-мĕн курса пĕлнисене, асăрханисене пĕтĕмпех картă çине ӳкернĕ. Вĕсем ĕнтĕ питĕ нумай кирлĕ сведенисем тупнă. Капитан Енакиевăн батарейине панă участокра вĕсем нимĕçсен оборонине пĕтĕмĕшпех тĕплĕн, йĕркеллĕн разведка тунă. Халĕ пысăках мар шурлăхлă юханшыва разведка туса, орудисене леш енчи çырана шыв урлă кĕперсĕрех, вăрттăн каçарма килекен вырăнсене картă çинче паллă тăвасси çеç юлнă. Нимĕçсен оборонине ăнăçлăн çĕмĕрме ку питех те кирлĕ пулнă. Вăл капитан Енакиева хăйĕн тупписене тĕп маршрут тăрăх кĕтмен çĕртен, разведка туса вăхăта çухатмасăрах, нумай мала илсе тухса, нимĕçсен чакакан колоннисене хыçранах пĕрсе çĕмĕрсе пыма май панă.
Анчах та кун пек йывăр разведкăна, пуринчен ытла шыв урлă кĕперсĕр каçмалли вырăнсене тупма, шыв тĕпĕ мĕн тери çирĕппине тĕрĕслесе пĕлме, шыв мĕн тарăнăш пулнине пĕлме — кăнтăрла май килмен. Ку ĕçсене тума каç пуласса кĕтмелле пулнă. Çавăнпа та Горбунов, группăра асли пулнăскер, çаран çинче, шурлăхсем хушшинче çĕр каçма, тул çутăлас умĕн вара юханшыв патне çитсе, ирхи тĕтрепе усă курса çырансене пăхса тухма, кĕперсĕр каçма май пур вырăнсене тупма, вĕсене виçсе пăхма, унтан çаксене пурне те карта çине паллă тума приказ пачĕ. Çакăн хыççăн вара киле те тавăрăнма юранă.
Вĕсем çавăн пек турĕç те вара. Çаран çинче çĕр каçрĕç, унти, тул çутăличчен пĕр икĕ сехет малтан, Ваня Серкона чĕлпĕрĕнчен çавăтса, яланхи пекех мала кайрĕ.
Биденкопа Горбунов ăна кĕтсе тăрса юлчĕç. Юханшыв патне çитме инçе пулман, çавăнпа та, вĕсен шучĕпе, Ваня нумай пулсан та тепĕр сехетрен тавăрăнмалла-мĕн.
Анчах пĕр сехет иртрĕ, унтан иккĕ, виççĕ иртрĕ, çапах та Ваня тавăрăнмарĕ. Ун вырăнне Серко пĕчченех уксахласа килчĕ. Вара разведчиксем ăнланса илчĕç: Ваньăпа ырă мар ĕç пулса тăнă. Ăна çăлма каймалла пулать.
Биденкопа Горбунов кăшт пĕр-пĕрин çине пăхса тăчĕç. Вĕсем пĕр сăмах та калаçмарĕç. Анчах та пĕр-пĕрне ăнланмашкăн вĕсене нимĕнле сăмах та кирлĕ пулман. Ахаль те пĕтĕмпех лайăх ăнланмалла пулнă. «Пĕчĕк кĕтӳçе» вĕсен халех, уншăн хăйсен пуçĕсене хумалла пулсан та, шырама каймалла пулнă.
Горбунов асли пулса, Биденкона аллипе сулса хăй хыççăн пыма хушрĕ. Вĕсем çаран тăрăх асăрханса, çемçен, тĕмеске патĕнчен тĕмеске патне упаленсе пычĕç, хăш чух çеç йĕри-тавралла пăхса илме чарăнкаларĕç.
Вĕсен телейне, тул çутăлас умĕн çĕкленсе хăпарнă тĕтре сирĕлмерĕ. Сирĕлме мар — вăл тата ытларах çăралнă пек пулчĕ. Шурлăхлă айлăм вырăнта вăл пĕрмай явăнса, курăнмалли япаласене пурне те пытарса тăчĕ. Анчах тĕтре пулман пулсан та, разведчиксене никам та курман пулĕччĕ. Кунта никам çӳремен пушă вырăн пулнă. Вăл пачах та иртсе çӳреме май çук вырăн пек туйăннă.
Сасартăк Биденкопа Горбунов хыçĕнче темскер шаплатни илтенчĕ. Разведчиксем каялла çавăрăнса пăхрĕç. Вĕсем хыççăн, аманнă урине уксахласа, Серко утса пырать иккен. Тĕтре витĕр вăл темĕн пысăкăш курăнать.
— Каялла кай, Серко! Ан палăрт пире, — терĕ Биденко, кăмăллăн кулса. — Кама калатăп, ватсупнă? Тавăрăн каялла. Кай!
Анчах Серко пуçне усса, шурă илнĕ куçĕпе салхуллăн пăхса, çаплах вĕсем хыççăн утнă. Вăл: «Ан пăрахăр мана, ырă çынсем. Çак çĕрĕк, йĕпе улăхра, çак хăрушă сĕт пек тĕтрере эпĕ пĕччен мĕн тăвăп-ха? Хĕрхенĕр ватă лашана!» — тесе каласшăн пек туйăннă.
Разведчиксем çавна ăнланнă. Ырă та лăпкă выльăха пăрахса хăварма вĕсене тем пекех шел пулнă пулин те, ним тума та мак килмен. Лашана кура, тăшман вĕсене хăйсене палăртма пултарнă, вара разведчиксем пĕр минутрах пĕтмелле пулнă.
— Эх, савнă тусăм, — терĕ те Биденко ассăн сывласа, лаша патне упаленсе пычĕ.
Вăл кĕсьинчен чĕн татăкĕ кăларса ватă лашан вăйсăр, шыçса кайнă урисене хăвăрт тăлларĕ.
— Шеллетпĕр эпир сана, тăванăм, анчах нимĕн тума та çук. Çӳрекеле халлĕхе çакăнта. Тен, кайран курăпăр та-и.
Вара разведчиксем малалла упаленсе кайрĕç.
Серко вĕсем хыççăн чупма пикенчĕ, анчах урисене тăлăпа хытă çыхса лартнă пирки вăл пĕр утăм та тăваймарĕ. Вара лаша сикесшĕн пулчĕ. Вăл мĕнпур хавшак вăйне пухрĕ, анчах та унăн вăйĕ питĕ сахал пулнă. Серко кайри урисене çеç кăшт малалла ярса пусма пултарчĕ, вара çавăнтах чарăнса тăрса йывăррăн сывласа ячĕ, — хыткан аяк пĕрчисем çеç çĕклене-çĕклене илчĕç.
Разведчиксем Ваня çĕрле кайнă еннелле упаленсе пычĕç. Хăшпĕр вырăнсенче, путакан çĕр çинче, унăн çара урисен йĕрĕсĕм халĕ те уççăнах курăнса тăнă-ха.
Биденко çав йĕрсем çине пăхса çапла шухăшларĕ:
«Эх, путсĕр çынсем те çав эпир. Ача валли çак таранччен те урана тăхăнмалли тупса параймарăмăр. Ну, юрĕ ентĕ. Ăна тупса чаçе чипер тавăрăнсан, пĕтĕм обмундировани туса парăпăр. Виçсех çĕлеттерĕпĕр. Питĕ капăр çӳрекен пулĕ вăл пирĕн», — терĕ.
Шурлăх пуçлансан, йĕрсем пачах çухалчĕç. Халĕ разведчиксем компас тăрăх юханшыв еннелле пычĕç. Таврара çав-çавах тĕтреллĕ, пуш-пушах. Юханшыв чăнах та инçетре пулман иккен.
Разведчиксем часах улăхлă лутра çыран курчĕç. Шыв хĕрринче çыран çăра хăмăшпа витĕннĕ. Леш енчи çӳллĕ çыранра вăрман кăвакăн курăнса тăнă.
Кунтан малалла кайиччен, Горбуновпа Биденко нумайччен тавралăха сăнаса выртрĕç. Юханшыв çыранĕ пуш-пушах пулин те, шиклентернĕ. Йĕпе улăхра грузовиксен йĕрĕсем пит нумай палăрнă. Тикĕт пек хуп-хура выртакан çĕнĕ йĕрсенчен грузовиксем ку вырăнпа нумай та пулмасть иртсе кайнине ăнланма пулнă. Тен, вĕсем кунта пĕр-пĕр япала илсе килнĕ, анчах пуринчен ытларах — строительство валли йывăç илсе килнĕ пулмалла, мĕншĕн тесен улăхра хăшпĕр вырăнсенче çĕнĕ турпас куписем выртни курăннă.
Таçта инçетре те мар, нумай та пулмасть кĕпер тунă пек курăннă. Епле пулсан та, вăл кĕперĕ çакăнтах пулнă, ăна хăмăшсем пытарса тăнă çеç. Кĕпер пулсан — ăна хураллакансем те пулнах ĕнтĕ. Çавăнтан пит те сыхланмалла. Леш енчи вăрмана илсен, унта çар чаçĕ тăнă е штабсем вырнаçнă пулмалла: вăрман çийĕнче темиçе вырăнта тĕтĕм йăсăрланнă. Тепĕр çĕрте тата, йывăç тĕпĕсем хушшинче, темĕнле сооружени палăрнă, ăна çиелтен маскировка тумалли сеткăпа витнĕ. Ку вăл е тупă лартмалли блиндаж, е наблюдательнăй пункт, е пуç курăнмиех кĕрсе тăмалли пехотнăй окоп пулма пултарнă.
Нимĕçсем кунта вăйлăн çирĕпленсе, нумай вăхăт хушши оборонăра тăма хатĕрленнĕ пулас.
Çакна пĕлни питĕ кирлĕ пулнă, çавăнпа та разведчиксем тавралăха калама çук тинкерсе сăнарĕç, мĕн курнине пĕтĕмпех астуса юлма тăрăшрĕç. Кайран, май килсен, вĕсен çаксене аса илсе пĕтĕмпех картă çине паллă тумалла.
Епле пулсан та, кунта текех тытăнса тăма юраман, кунтан часрах каймалла пулнă. Анчах вĕсем васкамарĕç. Юлташа çавнашкал хурлăхра пăрахса хăварса вĕсем хăйсен чаçне Ваньăсăрах тавăрăнма пултарнă-и-ха? Тепĕр енчен — вĕсем мĕн тума пултарнă тата?
Акă, вĕсем хăйсен ачи килсе курнă пĕчĕк юханшыв патне çитрĕеç. Акă, вĕсем те çав юханшыва кураççĕ. Анчах малалла мĕн?
Ачан йĕрĕсем çухалнă. Ăна чăннипех нимĕçсем тытнă пулсан, вĕсем, паллах ĕнтĕ, ăна тахçанах пĕр-пĕр хирти комендатурăна илсе кайнă. Анчах, тепĕр енчен, — чирлĕ ырхан лашана çавăтса пыракан ялти çĕтĕк-çатăк ачана мĕн тума тытса каймалла пулнă нимĕçсен? Ун пек совет ачисем, кĕлмĕçе тухса выçăпа асапланса çӳрекенскерсем, сахал-и вĕсен тылĕнче? Пурне те тытса пĕтереймĕн. Унтан — ăçта хурса пĕтерес вĕсене, кам тăрмашса чăрманĕ вĕсемпе? Халĕ нимĕçсен вĕсемпе аппаланма вăхăт çук, харпăр хăйĕн тирĕсене хăтармалла.
Çук, Ваньăна нимĕçсем тытса кайнине ниепле те ĕненес килмест. Тата, тытса кайнă пулсан та, ăна айăпламалли мĕнле сăлтав тупăнма пултарнă? Пĕр сăлтав та пулман. Ун çумĕнче çĕтĕк хутаç та букварь кăна, пĕтĕмпе те çавă çеç.
Апла пулсан, ăçта кайса кĕнĕ-ха вăл? Мĕншĕн лаша пĕчченех тавăрăнчĕ? Тен, Ваня хăй кайрĕ пулĕ вĕсенчен уйрăлса? Тӳсеймен — йăлăхса çитнĕ?.. Ку пачах та пулма пултарайман. Ваня ун пек мар!
Çакăн пек шухăшласан пуринчен те тĕрĕсрех пулать пулĕ: вăл юханшыв патне çитнĕ, каялла тавăрăннă чухне аташса кайнă... Ваня аташнă. Çук, кун çинчен шухăшлама та кулăшла.
Вăхăт малалла шунă. Мĕн те пулин тумаллах пулнă.
Биденкопа Горбунов çамрăк юманлăхра, кĕрен çулçисене тăкма ĕлкереймен йывăçсем хушшинче, йĕри-тавра пăхкаланă.
Сасартăк Биденко хăйĕн куçĕсем патĕнчех пĕр япала курнă та кăшт çеç кăшкăрса яман. Ку — химически карандаш, çиелтен «Химуголь» тесе çырнă пĕчĕкçеç химически карандаш пулнă. Ăна Биденко нумай та пулмасть Ваньăна парне панă. Ваня карандашне пĕрмаях хăйĕн хутаçĕнче чиксе çӳренĕ.
— Кузьма, — терĕ Биденко шăппăн, карандаш çине кăтартса.
Горбунов пăхрĕ те ахлатсах ячĕ.
Çав самантрах вĕсене ĕç мĕнле пулнине пур енчен те, кăтартса паракан тĕрлĕрен вак паллăсем темĕн чухле курăнчĕç. Салтаксем вăл паллăсене хăйсем ку таранччен ытла та çывăх пулнă пирки кăна асăрхаман.
Вĕсем туратран çакăнса юлнă кăвак лаша çăмне курчĕç. Вĕсем туртса пĕтермесĕрех çĕр ăшне таптаса лартнă нимĕç сигаретине, хуçса пăрахнă йывăç тĕмĕ çинчен тăкăннă çулçăсен купине курчĕç. Юлашкинчен, вĕсем кăшт аяккарахра Ваньăн кантраран тунă пушши выртнине курчĕç.
Таврари çĕре салтаксем тимĕрленĕ аттисемпе таптаса пĕтернĕ.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...