Полк ывăлĕ
— Аван-и пичче, — терĕ Ваня тепĕр хут, телейлĕ куçĕсене ялкăштарса тата çав вăхăтрах батарея командирне хăйĕн тумтирĕ çине пăхма сĕннĕ пек пулса.
Анчах та капитан Енакиев çаплах нимĕн те чĕнмен пирки Ваня алăк патĕнчи ещĕк çине ларчĕ, атти кунçисене çӳлелле туртрĕ те — çĕлĕк тытнă аллисене чĕркуççийĕ çине хучĕ.
— Кам вара эсĕ? — терĕ юлашкинчен капитан сиввĕн пăхса.
Урăхла ниепле ыйту та Ваньăн кăмăлне çак ыйту пек кайман пулĕччĕ.
— Ара ку эпĕ вĕт, Ваня, пĕчĕк кĕтӳçĕ, — терĕ ача йăл кулса. — Палламарăр-и вара мана?
Анчах та капитан Ваня кĕтнĕ пек кулса ямарĕ. Кулма мар — унăн сăнĕ тата ытларах тĕксĕмленчĕ.
— Ваня? — терĕ вăл куçĕсене хĕссе. — Пĕчĕк кĕтӳçĕ?
— А-ха.
— Мĕн тăхăнса лартнă вара эсĕ? Хулпуççисем çинче мĕнле япаласем вĕсем санăн?
Ваня кăштах аптăрарĕ.
— Вĕсем — погонсем, — терĕ вăл иккĕленерех.
— Мĕн тума?
— Йĕрки çапла.
— Ах, йĕрки çапла-и! Мĕне пĕлтерет-ха вăл йĕрке?
— Пур салтаксен те погонсем пулмалла вĕт, — терĕ Ваня капитан çавна та пĕлменнинчен тĕлĕнсе.
— Ара, вăл салтаксен-çке-ха. Эс салтак-и мĕн?
— Тата епле пултăр-ха! — терĕ Ваня мăнкăмăллăн. — Приказ та панă ман пирки. Паян япала довольствийĕ илтĕм. Вĕр-çĕнĕ. Пăхма та илемлĕ.
— Курмастăп.
— Мĕн курмастăр эсир, пичче? Ара, акă вĕт обмундировани. Атă, шинель, погонсем. Пăхăр-ха, погонсем çинче епле тупăсем. Куратăр-и?
— Погонсем çинчи тупăсене куратăп, анчах салтака курмастăп.
— Ара салтакĕ эпĕ вĕт, — тесе пăшăлтатса илчĕ капитан сиввĕн калаçнипе ăнран тухса кайнă Ваня.
— Çук, тусăм, эсĕ салтак мар.
Капитан Енакиев тарăнăн сывласа ячĕ те, сасартăк унăн сăнĕ хаярланса кайрĕ. Вăл истори журналĕ хушшине карандаш хурса ăна сĕтел çине ывăтрĕ те, хыттăн кăшкăрнă пекех каларĕ:
— Салтак хăйĕн батарея командирĕ патне апла килмест. Тăр!
Ваня сиксе тăчĕ, пĕтĕм кĕлеткипе тăсăлчĕ те хытнă пек пулчĕ.
— Отставить. Тепĕр хут килсе кĕр.
Халĕ тин ăнланса илчĕ Ваня: хăйĕн обмундированийĕ çинчен çеç шухăшласа, пĕр ун пирки çеç тăрăшса, вăл тĕнчере пурне те манса кайнă иккен — хăй камне те, хăй ăçтине те, чĕннипе кам патне килнине те.
Вăл çĕлĕкне васкаса тăхăнчĕ те алăкран сиксе тухрĕ, хлястик хыçĕнчи пиçиххине тӳрлетрĕ те — каллех блиндажа кĕчĕ, анчах вăл халĕ хăйне-хăй пачах урăхла тыткаларĕ.
Вăл строевой утăмпа утса кĕчĕ, атă кĕлисене шаклаттарса илчĕ, аллине çĕлĕк патне тытрĕ те хăвăрттăн аялалла антарчĕ.
— Кĕме ирĕк парар? — тесе кăшкăрчĕ вăл ачалла çинçе сасăпа, анчах та ăна хăйне паттăр та çивĕч сасă пек туйăнчĕ.
— Кĕрĕр.
— Капитан юлташ, эсир хушнă тăрăх красноармеец Солнцев килчĕ.
— Ку вара урăхла ĕç, — куçĕсемпе кăна кулса каларĕ капитан Енакиев. — Сывлăх сунатăп, красноармеец Солнцев!
— Сывлăх сунатăп, капитан юлташ! — çивĕччĕн ответ пачĕ Ваня.
Халĕ ĕнтĕ капитан Енакиев хăй хавассăн, кăмăллăн кулнине пытараймарĕ.
— Вăйлă! — терĕ вăл фронтра пит те сарăлнă сăмаха. Ку сăмаха Ваня хăйĕн пирки Горбуновран та, Биденкоран та, ытти разведчиксенчен те нумай хут илтнĕ. — Халĕ эпĕ, Ванюша, эсĕ чăнах та салтак пулнине куратăп. Тавай, лар. Калаçăпăр. Соболев, чей вĕрерĕ-и? — тесе кăшкăрчĕ капитан Енакиев.
— Çапла, вĕрерĕ, — терĕ Соболев, пăсланакан пысăк чейник çĕклесе тухса.
— Ярса пар. Икĕ стакан. Мана валли тата красноармеец Солнцев валли. Атту вăл эпир санпа унăн разведчикĕсенчен начартарах пурăнатпăр тесе шутлама пултарать. Çапла-и, Соболев?
— Вăл çаплах ĕнтĕ, — терĕ Соболев. Ку сăмахсене вăл юри чееленерех, капитанăн шухăшĕсене çирĕплетмелле каларĕ: разведчиксем лайăх та йĕркеллĕ пурăнакан çынсем, анчах вĕсем çынсене хăналанипе ытлашши тĕлĕнтерме юратаççĕ.
Соболев сĕтел çине стакан лартмалли кĕмĕл айсемпе икĕ стакан пырса лартрĕ те — çăра чей ячĕ, чейрен тĕлĕнмелле лайăх шăршă сарăлчĕ.
Çакăнта тин вара Ваня чăн-чăн пуянлăх мĕн иккенне ăнланса илчĕ.
Чăн та, сахăрĕ катăклă сахăр мар, песок пулнă, анчах ун вырăнне Соболев ăна кĕленче ваза ăшне хурса пачĕ. Сысна какайĕнчен тунă консервăпа çĕрулми те пулман кунта. Анчах ун вырăнне капитан Енакиев сĕтел çине «Красный Октябрь» текен печени коробкине тата «Спорт» текен шоколад плиткине кăларса хучĕ. Çаксене курсан «пĕчĕк кĕтӳçĕ» тĕлĕнсе чĕлхесĕр пекех пулчĕ.
Капитан Енакиев Ваня çине савăнăçлă пăхрĕ.
— Ну, пĕчĕк кĕтӳçĕ, кала ĕнтĕ: ăçта лайăхрах — пирĕн патăрта-и, е разведчиксем патĕнче-и?
Ваня кунта лайăхраххине туйрĕ. Анчах унăн разведчиксене кӳрентерес, вĕсем çинчен — пуринчен ытла куç хыçĕнче — аван мар калас килмерĕ.
Вăл кăшт шухăшларĕ те сăмаха пăрарах ответ пачĕ:
— Сирĕн патăрта пуянтарах, капитан юлташ, — терĕ.
— Эс чее иккен, Ванюша. Хăвăрăннисене кӳрентерместĕн. Çапла-и Соболев? Хăйсенне кӳрентерме памасть вĕт?
— Тĕрĕс. Салтак хăйсенне кӳрентерме парать-и вара?
— Ну, юрĕ, Соболев. Халлĕхе эсĕ ирĕкре пулма пултаратăн. Эпир кунта красноармеец Солнцевпа иксĕмĕр чĕререн калаçар-ха. Çавăн пек ĕнтĕ ĕçсем, Ванюша, — тесе пуçларĕ капитан Енакиев, Соболев хăйĕн пӳлĕмнелле кĕрсе кайсан. — Мĕн тăвас-ха манăн санпа малашне? Çакăн пек ыйту тăрать.
Ванюша хăйне каллех тыла ăсатасшăн пулĕ, тесе хăраса кайрĕ. Вăл ещĕк çинчен сиксе тăчĕ те, хăйĕн командирĕ умне тӳп-тӳрĕ тăсăлса тăчĕ.
— Айăплă, капитан юлташ. Батареецăн чăн-чăн сăмахне паратăп — урăх нихçан та кун пек пулмасть.
— Мĕн кун пек пулмасть?
— Йĕркене пăсса килсе кĕресси.
— Тĕрĕс, тăванăм. Тӳрех калас пулать — эсĕ мухтамалла мар килсе кĕтĕн. Пит начар килсе кĕтен. Анчах ку ĕçе тӳрлетме пулать-ха. Вĕренетĕн. Эсĕ ăслă ача. Мĕн ура çинче тăратăн-ха? Лар. Эпĕ санпа халĕ служба йĕркипе калаçмастăп, килти пек калаçатăп.
Ваня ларчĕ.
— Çапла ĕнте манăн сăмах: мĕн тăвас санпа? Эсĕ çынни пысăках мар пулсан та, çапах та çын. Чĕрĕ чун. Саншăн пурнăç халĕ çеç пуçланать. Кунта йăнăшма юрамасть. Çапла-и?
Капитан Енакиев ача çине хыттăн, çав вăхăтрах ачашшăн, пĕрре пăхнипех унăн пĕтĕм чунне кĕрсе кайма тăрăшнă пек пăхрĕ.
Çак пĕчĕкçеç, шинелĕн хытă çухи тăп тытса тăракан, хĕрача мăйĕ пек хитре мăйлă, тӳп-тӳрĕ кĕлеткеллĕ салтак пĕртте пĕркун унпа полк штабĕ патĕнче калаçнă вăрăм çӳçлĕ, çара ураллă «пĕчĕк кĕтӳçĕ» тĕслĕ пулман. Епле палламалла мар улшăннă вăл çак кĕске вăхăтрах! Унăн чунĕ те çавнашкалах улшăннă-ши? Çавăнтанпа унăн чунĕ ӳснĕ-ши, çирĕпленнĕ-ши, тĕрекленнĕ-ши?
Ваня лайăхах туйрĕ: шăп та ĕнтĕ халĕ, çак самантра унăн малашнехи пурнăçĕ мĕнле пулас ыйту татăлать. Вăл çав тери шухăша кайрĕ. Шухăша кайнипе унăн ачалла çаврака çамки çитĕннĕ салтак çамки пек пĕркеленчĕ.
Ăна çак самантра разведчиксем курнă пулсан, ку ача вĕсен ашкăнма юратакан, хаваслă «пĕчĕк кĕтӳçи» пулнине ĕненмен те пулĕччĕç. Вăл кун пек пулнине вĕсем нихçан та курман. Пурнăçра, тен, пĕрремĕш хут çакăн пек пулнă-и вăл.
Ку — капитан Енакиев пурнăç çинчен ăнланмалла, ăслă сăмахсем каланă пирки те мар, вăл хăйĕн каштах ывăннă куçĕсемпе хыттăн та мар, ачашшăн пăхнă пирки те мар. Ку вăл — Ваня хăйĕн пĕччен, тĕрессипе каласан — пушанса юлнă чунĕпе капитан Енакиев хăйне епле чĕререн, чунтан, ашшĕ пек юратнине туйнă пирки пулнă. Анчах та Ваньăн чунне ун пек юрату çав тери кирлĕ пулнă, унăн чунĕ хăй сисмесĕрех, çавăн пек юратăва çав тери ыйтнă!
Вĕсем иккĕшĕ те — батарея командирĕ те, Ваня та — пĕр вăйлă туйăмпа пĕрлешсе, нумайччен шарламасăр ларчĕç.
— Ну, епле-хе ĕнтĕ, Ваня, э? — терĕ юлашкинчен капитан.
— Хăвăр мĕнле хушатăр, — терĕ те Ваня хуллен, çĕрелле пăхрĕ.
— Мана хушма нумай вăхăт кирлĕ мар. Анчах та манăн эсĕ ху мĕнле шухăшланине пĕлес килет.
— Мĕн шут тумалли пултăр? Эпĕ шут тунă ĕнтĕ.
— Мĕн шут турăн вара эсĕ?
— Сирĕн патăрта артиллерист пулатăп.
— Ку пысăк ыйту. Санăн аçу-аннӳрен ыйтсан аван пулĕччĕ. Анчах та санăн никам та юлман пулас вĕт?
— Çапла çав. Тăлăх эпĕ. Тăвансене пурне те нимĕçсем вĕлерсе пĕтерчĕç. Урăх никам та çук.
— Эппин, хăвăншăн ху пуçлăх?
— Хамшăн хам пуçлăх, капитан юлташ.
— Акă, эпĕ те хамшăн хам пуçлăх, — хăй кĕтмен çĕртенех хурланарах каласа хучĕ капитан Енакиев, анчах çав самантрах хăйне алла илчĕ те, куларах хушса хучĕ: — Пĕр пуç лайăх, анчах икĕ пуç тата лайăхрах. Çапла-и, пĕчĕк кĕтӳçĕ?
Капитан Енакиев кăштах салхуланнă пек пулчĕ, пĕр хушă шĕвĕр пӳрнипе щетка пек кĕске мăйăхĕсене шăлкаласа ларчĕ. Пĕр-пĕр ĕç пирки татăклă шут тытнă чух вăл яланах çавăн пек тунă.
— Юрĕ, — терĕ те вăл çирĕппĕн, ывçă тупанĕпе сĕтел çине хуллентерех çапса илчĕ. — Сана разведкăна çӳреме ир-ха. Эсĕ манăн связной пулатăн. Соболев! — кăшкăрса ячĕ вăл савăнăçлăн та татăклăн. — Разведчиксем патне кай та, красноармеец Солнцевăн койкипе япалисене ман блиндажа илсе кил.
Вăрçăра çынăн пурнăçĕ яланах епле хăвăрт улшăнать, Ваньăн пурнăçĕ те каллех çавăн пек хăвăрт улшăнчĕ.
20
Çак кунтан пуçласа Ваня пуринчен ытларах капитан Енакиев патĕнче пурăнма тытăнчĕ.
Анчах капитан Енакиев ăна хăй патне ачаран чăнах та связной тăвас тесе илмен. Унăн шухăшĕсемпе ĕмĕчĕсем пысăкрах пулнă. Вăл Ваньăна хăй пăхса вĕрентсе ӳстерме шутланă.
Яланах, пур ĕçре те тĕплĕ çын пулнăскер капитан Енакиев ачана вĕрентсе ӳстермелли план тунă. Хăйĕн батарейине панă боевой задачăна пурнăçа мĕнле кӳртессине пур енчен те шутласа хунă пекех, вăл ачана вĕрентсе ӳстермелли плана та пур енчен те тĕплĕн шухăшласа тунă. Анчах плана васкамасăр, пур енчен те шухăшласа хунă хыççăн, ăна вăл хăвăрт та татăклăн пурнăçа кӳртме тытăннă.
Пуринчен малтан, çав план тăрăх, Ваньăн оруди расчетĕнчи пур номерсен ĕçне те тума вĕренмелле пулнă.
Çак шутпа, хăйсен старшинипе канашланă хыççăн, капитан Енакиев Ваньăна пĕрремĕш взводри пĕрремĕш оруди çумне, запаслă номер туса çирĕплетнĕ.
Пирвайхи кунсенче ача хăйĕн тусĕсемшĕн-разведчиксемшĕн питĕ тунсăхланă. Малтанах ăна вăл хăйĕн тăван çемьине çухатнă пекех туйăннă. Анчах часах вăл унăн çĕнĕ çемьи кивĕ çемьинчен нихăш енчен те кая маррине курнă. Ку çемье ăна тӳрех тăвана йышăннă пек йышăннă.
Салтаксем пек пурне те пĕлсе таракан çынсем урăх çуккине Ваня пĕлмен пулнă-ха. Салтаксем яланах пурне те пĕлсе тăнă. Пур çĕнĕ хыпарсене те вĕсем çав самантрах, фронтра каланă пек «салтак телеграфĕ тăрăх» пĕлнĕ.
Ваня пĕрремĕш оруди патне пынă çĕре, ун çинчен унта пĕтĕмпех пĕлсе тăнă. Ваньăна ку пит те тĕлĕнтернĕ. Оруди расчечĕ ачан историне питĕ лайăх пĕлнĕ. Ăна разведчиксем вăрманта мĕнле тупнине те, вăл Биденкоран епле тарнине те, суккăр лашана çавăтса разведкăна епле кайнине те, нимĕçсем патне епле лекнине те, унтан епле хăтăлнине те, пурне те, пĕтĕмпех, компас тата «Чурасем эпир мар, эпир чурасем мар» тесе çырнă букварь çинчен те пĕлнĕ.
Пуринчен ытла оруди расчетне Биденкопа пулса иртнĕ ĕç пит те кăмăла кайнă.
Вĕсем Ваньăна ку историе пĕрмаях чи пуçламĕшĕнченех калаттарнă. Ваня кантăрапа пулнă ĕç тĕлне каласа çитсен, вĕсем ачасем пекех кулнă. Вĕсем пуçĕсемпе пĕр-пĕрин хулпуççисем çине йăваннă, пĕр-пĕрне çурăмĕсенчен чышкисемпе çапнă, çаннисемпе куççулĕсене шăлнă. Антăхса кайиччен кулнипе, вĕсем аран-аран калаçма пултарнă.
— Итле-ха, Никита, вăл ăна кантăраран туртать, ку çывăрнă пек пулса выртать. Сисетĕн-и?
— Ах, çĕр çăттăр сана!
— Хай каларĕш, шуйттан пĕчĕк ачапа çыхăннă пек.
— Тĕрĕс. Чăн та çыхăннă çав. Леш ăна туртать, а ку харлаттарса çывăрать. Унтан лешĕ каллех туртать, анчах кунăн ури йĕрĕ те çук. Шыра вара хирте çиле.
— Ай, пĕчĕк кĕтӳçĕ! Ай, савнă тусăм! Мĕнешкел чаплă разведчика ухмаха тăратса хăварнă. Пĕлес пулать вĕт ун пек тума.
— Чăн та çав. Ним каламалли те çук. Вăйлă!
Разведчиксем батарейăри аристократи шутĕнче пулнă. Сăмах та çук ĕнтĕ ун пирки — вĕсем пуян, хуçалăх тĕлĕшĕнчен тĕплĕ пурăннă. Вĕсен пĕр чаплă чейникех мĕне тăнă! Анчах оруди расчечĕ те начар пурăнман. Чăн та, вĕсен çавăн пек чаплă чейник пулман, трофейăсем тĕлĕшĕпе те ĕçсем разведчиксеннинчен нумай начартарах пулнă, мĕншĕн тесен разведчиксем яланах малта пынă.
Анчах ун вырăнне вĕсен темĕн пысăкăш эмалированнăй кастрюль пулнă, унпа вĕсем тĕлĕнмелле тутлă каçхи апат пĕçернĕ. Вĕсем кăнтăрлахи апатран какай татăкĕсем хăварнă та, ăна хуратул пăттипе, ĕне çăвĕпе ăшаланă.
Орудиецсем питĕ туслă çемьепе, килĕштерсе пурăннă. Вĕсем, тен, разведчиксенчен те туслăрах пурнăçпа пурăннă пулĕ. Ку мĕнрен килнине ăнланса илме йывăр мар. Разведчиксем пурте пĕрле сайра пуçтарăннă, орудиецсем яланах пурте пĕрле, хăйсен туппи патĕнче пулнă. Вĕсем унтах çапăçнă, унтах каннă, унтах апат çинĕ, сăмах майĕн каласан — унтах юрăсем юрланă.
Юрласса вĕсем чăнах та çав тери лайăх юрланă вара, мĕншĕн тесен пурте лайăх сасăллăскерсем пухăннă, — ун пекки сайра пулать.
Кунсăр пуçне, разведчиксемпе танлаштарсан, вĕсен тата тепĕр паха ен пулнă. Унта калама çук лайăх, питĕ хаклă баян пулнă — ăна вĕсене батареецсем патне 1942 çулта Уралтан хăнана пынă шефсем парнелесе хăварнă. Тата унсăр пуçне вĕсен пĕтĕм дивизипе чапа тухнă баянист — оруди командирĕ сержант Сеня Матвеев пулнă.
Çавăнпа та, наступлени вăхăтĕнче батарея позици улăштарнă чух, пĕрремĕш оруди музыкăпа малалла пынă. Оруди расчечĕ грузовик çинче ларса хорпа юрланă. Сеня Матвеев вара, хуп-хура мăйăхлăскер, картусне куç харшисем çинех пусса лартнă, шинельне йӳле ярса, парнелесе панă баянне тытнă та кăштах сарса пуснă урисем çинче çирĕппĕн тăрса çав тери хытă янтратса пынă. Çакна кура пехота ирĕксĕрех çул çинчен пăрăнса чарăннă, хыçалтан пĕчĕк тупă кăкарса янă грузовик çине хаваслă пăхса савăнса кăшкăрнă:
— Салам, вăрçă турри! Пурнăç пар-ха эс ăна унта. Хĕмне хушарах пар.
— Халех паратпăр, — тенĕ çакна хирĕç Сеня Матвеев хăйĕн баянне тата ытларах туртса. — Тапакĕ пирĕн, вучĕ сирĕн. Сывă пул, уй-хир патши. Çапăçу хирĕсенче часах тĕл пуличчен!
Анчах та чи чапли ку мар пулнă-ха. Чи чапли акă мĕн пулнă: капитан Енакиев батарейинчи пĕрремĕш взводăн пĕрремĕш орудин расчечĕ хăй ĕçĕпе разведчиксен команди пекех пит мухтава тухнă. Пĕрремĕш оруди пит те тĕл тата тĕлĕнмелле хăвăрт пенипе чаплă пулнă. Ытти орудисем — вăл шутрах чи лайăххисем те — икĕ снаряд кăларса яма ĕлкĕрнĕ çĕрте пĕрремĕш оруди виçĕ снаряд кăларса янă. Ку вара орудин пĕтĕм расчечĕ килĕшӳллĕ тата кашни номер уйрăмăн пит те лайăх ĕçленине кăтартнă.
Пуринчен ытла чапли кунта Ковалев, фронтри чи лайăх наводчик, Совет Союзĕн Геройĕ пулнă.
Апла пулсан, Ваньăна йышăннă çĕнĕ çемье пит те паллă та пит те хисеплĕ пулнă. Орудиецсем лăпкă, мухтанма юратман, хăйсен боевой ĕçĕсем çинчен сахал калаçакан çынсем пулнă пулин те Ваня вĕсем чаплă пулнине тӳрех туйса илнĕ.
Ваня вара пĕрремĕш орудипе, малтантарах разведчиксен командипе мухтаннă пекех, мухтаннă. Ку вара унăн чунĕ чăн-чăн салтак чунĕ пулнине пуринчен те лайăхрах кăтартса панă, мĕншĕн тесен епле лайăх салтак хăйĕн подразделенипе мухтанмасть-ха?
Анчах ăна нимĕнрен те ытла тĕлĕнтерекенни, разведчиксемпе уйăрлнине самаях çăмăллăн тӳссе ирттерме май параканни вăл — оруди пулнă.
Оруди тенĕ сăмах Ваньăшăн яланах темĕнле илĕртмелле те хаяррăн янăраса тăнă. Ваня вăрçăра илтекен сăмахĕсенчен чи вăйлă сăмах вăл — оруди тенĕ сăмах пулнă.
Вăрçăри сăмахсем нумай пулнă: блиндаж, пулемёт, атака, разведка, азимут, авиаци, винтовка, дзот — сахал пулнă-и вĕсем! Анчах çав сăмахсенчен пĕринче те çапăçу кĕрлевĕ, снаряд ӳлени, хурçă янăрани «оруди» тенĕ сăмахри пек уççăн илтĕнсе тăман. Артиллерие «вăрçă турри» тенине Ваня пĕлнĕ. Вара çак хăватлă, темĕн пысăкăш турра хăй шухăшĕнче тĕтре витĕр курнă пек туйса, Ваня çав турă калакан пĕртен-пĕр сăмаха илтсе тăнă, вăл сăмах — оруди пулнă.
«Оруди» сăмаха Ваня час-часах илтнĕ, анчах ăна орудие çывăхран курма, уйрăмах алăпа тытса пăхма май килмен. Орудире уншăн, пуринчен ытла вăл çапăçу хирĕнче пулнă чухне, темĕнле пĕлмелле мар, тавçăрса илмелле мар япала пулнă. Таврара çĕршер, пиншер орудисем кĕрленĕ. Орудисем пенипе, пĕр минутлăха та сӳнмесĕр, пĕтĕм пĕлет çунса тăнă. Пĕр-пĕрне илтес тесе, çынсен хăлхаран кăшкăрса калаçмалла пулнă. Снарядсем пуç çийĕпе татти-сыпписĕр ӳлесе иртсе кайнă. Вĕсем ӳксе çурăлсан тонни-тоннипе хура çĕр çӳлелле сирпĕннĕ. Анчах çак ĕçе тăвакан орудисем хăйсем курăнман. Вĕсем пур çĕрте те пулнă, çав вăхăтрах ниçта та пулман.
Халĕ ĕнтĕ Ваня орудие çывăхранах курчĕ çеç те мар, ăна алăпа тытса пăхма пултарчĕ çеç те мар, унăн халĕ çав орудирен пеме батареецсене пулăшмалла та пулчĕ.
Ку вăл — пĕрремĕш взводăн пĕрремĕш орудийĕ пулнă, апла пулсан — кăштах Ваньăн орудийĕ те пулнă.
Оруди патне пĕрремĕш хут пынă, нихăш кунпа та танлаштарма çук телейлĕ куна «пĕчĕк кĕтӳçĕ» ĕмĕрлĕхех астуса юлчĕ.
Капитан Енакиевăн батарейинче пурĕ тăватă оруди пулнă. Вĕсем пурте пĕр ĕретпе, пĕр-пĕринчен хĕрĕхшер метрта тăнă. Вĕсем пурте пĕр пекех пулнă. Анчах çапах та Ваня хăюсăр пырса тăнă оруди пачах урăхла, тĕнчере урăх çук, ытти пĕр оруди пек те мар пулнă. Вăл «хăйсен» пулнă.
Тупă çурри таран пысăках мар çаврака окопра, кĕпçипе хĕвеланăçнелле пăхса, сошникĕсемпе кăштах алтса илнĕ çĕр çинче çирĕппĕн тĕренсе тăнă. Телейлĕ куçĕсене тупă çинчен пĕр самантлăха та илмесĕр, Ваня ун тавра утса çаврăнчĕ. Кĕпçен вĕçне брезентран çĕленĕ калпак пек пĕчĕкçеç чехол тăхăнтартнă пулин те, Ваня ун тĕлĕпе иртнĕ чух уттине хăвăртлатса пĕшкĕнчĕ, — вăл оруди ăнсăртран персе ярасран хăрарĕ.
Анчах та, тĕрĕссипе, туппăн сăн-сăпачĕ пит те лăпкă, питĕ тирпейлĕ пулнă. Ăна хуçисем юратни, лайăх пăхни тӳрех курăнса тăнă. Ăна тап-таса шăлса тасатса çиелтен çупа сĕрнĕ. Унăн пур пайĕсене те питĕ килĕшӳллĕ, çыпăçуллă вырнаçтарса лартнă — тирпейлĕ салтак тумланнă пекех. Хăшпĕр çĕрте осколоксем тивнипе шăтăксем, чĕркеленисем пулнă пулсан та, вĕсене ним палăрми туса сăрласа лартнă.
Тупă кĕпçин вĕçне тăхăнтартнă чехолсăр пуçне, тупă çинче брезентран тунă тата икĕ чехол пулнă. Пĕри замока витсе тăнă, тепри тата шит çумĕпе çӳлелле çĕкленсе тăракан темĕнле питĕ тĕлĕнмелле япалана витсе тăнă.
Тупă çинче тата темĕнле пĕчĕк маховиксем, кустăрмасем, ещĕксем пулнă. Лафет çумне кĕреçесем, кирка, пуртă çыхса хунă. Йĕрке тăрăх тупă çумĕнче тĕрлĕрен кирлĕ япаласем пулмалла пулнă курăнать.
Анчах ку пĕтĕмпех пулман-ха.
Лайăх, йĕркеллĕ колхоз хуçалăхĕнчи тĕп çурт тавра тĕрлĕ çуртсем вырнаçнă пек, тупă тавра пит те йĕркеллĕн тĕрлĕрен службăсем, пĕчĕк çурт пеккисем вырăнаçса тухнă. Тупăпа юнашар унăн кустăрми тукăнĕ таранах çĕре алтса лартнă заряднăй ещĕк Ваньăна тĕп кантур пек туйăннă; пăхăр гильзăллă тата снарячĕсем çине тĕрлĕ тĕслĕ йĕрсем тунă, йĕркипе хурсă тухнă патронсем курăнакан тăваткал йывăç ещĕкĕсем, паллах, пушар сарайĕ пулнă; телефонистăн пĕчĕк окопĕ мунча пек туйăннă; номерсене валли тунă пĕчĕк тăрăхла шăтăксем — анкарти йĕри-тавра тăвакан канавсем пек пулнă; аякра йăванса выртакан хăрăмланнă снаряд гильзисем — юсама пухнă ялхуçалăх хатĕрĕсем пек туйăннă; маскировка тума тирсе тултарнă чăрăшсем пӳрт умĕнчи пахчана аса илтернĕ.
Çакăнпа пĕрлех çак пĕтĕм мирлĕ те лăпкă картинăра темĕскерле хăрушă, хăратакан япала пурри сисĕнсе тăнă.
Малтанах çав хăратаканни мĕн пулнине, вăл ăçтине ача ниепле те ăнланса илеймен. Анчах кайран ăнланнă. Вĕсем пысăк шăтăксем — воронкăсем пулнă иккен. Оруди тавра, тĕрлĕ вырăнсенче, вĕсем çирĕмрен е вăтăртан та ытла шутланнă.
Кусем çĕнĕ, нумай пулмасть тунă воронкăсем пулнă. Вĕсенчен кăларса пăрахнă çĕрпе тăм хуралса кайнă курăк çинче пусăрăнма та ĕлкереймен, вăл кăпăшка пулнă-ха, ăшă пек туйăннă. Эппин нимĕç снарячĕсем кунта килсе ӳкни нумай та пулмасть, тен паян ирхине кăна килсе ӳкнĕ-и вĕсем. Паллах, вĕсем туппа тивертесшĕн пулнă.
Унччен малтан Ваня хăй çулĕ çинче тĕл пулакан воронкăсем çине çавăрăнса та пăхман. Ăна вĕсем пĕртте тивмен, вĕсем тĕлĕпе Ваня хăрамасăрах иртсе кайнă; вăл «çак ĕç» пулса иртнине, снарядсем хăйсен ĕçне тунине, хăрушăлăх иртсе кайнине пĕлнĕ.
Анчах халĕ вăл вĕсене курчĕ те, пачах урăхла, çĕнĕлле туйрĕ. Нимĕç снарячĕсем батарея çине халĕ кăна вĕçсе килнĕ. Вĕсем тупă çывăхĕнче çурăлса хăрушă йĕрсем хăварнă. Анчах та батарея вырăнтан кайман вĕт-ха. Тупă малтанхи вырăнтах тăнă. Фронтра нимĕн те улшăнман. Эппин, нимĕç снарячĕсем хуть хăш самантра та каллех вĕçсе килсе, хальхинче вилĕм илсе килме пултарнă.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...