Полк ывăлĕ
Çаксене пурне те курсан, разведчиксен куçĕ умне çак вырăнта темиçе сехет каялла пулса иртнĕ çав тери хăрушă картина тухса тăчĕ.
Халĕ вĕсемшĕн пĕтĕмпех паллă пулнă.
Вĕсем тĕрес çул суйласа килнĕ. Шăп çакăнталла килнĕ иккен Ваня хăйĕн лашипе. Вăл çак йывăç тĕмĕсем патне çитнĕ. Шăп та вара çакăнта, халĕ Горбуновпа Биденко выртнă çĕрте, Ваньăна нимĕçсем ярса тытнă. Пур паллăсем тăрăх та Ваньăна нимĕçсем сасартăк, кĕтмен çĕртен, питĕ хаяррăн пырса тытнă.
Таптаса пĕтернĕ çĕр, хуçăлнă йывăç тĕмĕсем, хутаçран тухса ӳкнĕ карандаш, аяккалла илсе ывăтнă пушă, туртса пĕтереймен сигарета — çаксем пурте ача çав тери вăйлăн хирĕç тăнине кăтартнă. Унтан вĕсем ăна сĕтĕрсе кайнă. Халĕ разведчиксем çĕр çинче Ваньăна ăçталла сĕтĕрсе кайнине кăтартакан йĕрсене уççăнах курнă.
Йĕрсем хăмăшсем еннелле, Биденкопа Горбунов шухăшĕпе кĕпер пулмалли çĕрелле пынă. Апла пулсан, нимĕçсем ачана кĕпер урлă, леш енне илсе кайнă. Унта, пур паллăсем тăрăх та, вĕсен штабĕ е комендатури пулнă.
Разведчиксем малалла мĕн тумалли çинчен шутлама тытăнчĕç.
Вĕсем хăвăрт, анчах та тĕплĕн, пур енчен те, разведчик-артиллеристсене тивĕçлĕ пек сӳтсе яврĕç. Унтан вĕсен мĕн тумаллине татăклăн йышăнасси çеç юлчĕ.
Биденкопа Горбунов çар званийĕ енĕпе те, вăрçă ĕçĕсем тĕлĕшĕпе те, служба срокĕ тĕлĕшĕпе те пĕр тан пулнă, анчах хальхи разведкăна Горбунова начальник туса янă. Çавăнпа та юлашки сăмаха унăн каламалла пулнă. Вара çав юлашки сăмах — приказ пулнă, ун пирки текех калаçма юраман.
Хăйĕн татăклă сăмахне каличчен малтан, Горбунов тарăн шухăша кайрĕ. Биденко тусĕ пирки иккĕленмен. Вăл хăйĕн тусĕ пит те лайăх сăмах каласса ĕненнĕ. Анчах Горбунов хăй шухăшне каласа парсан, вăл малтан тĕленсех кайнă. Вăл хуть мĕне те кĕтме пултарнă, анчах кун пеккине кĕтмен.
— Акă мĕн, Василий, — терĕ Горбунов çирĕппĕн. — Ĕçсем çакăн пек пулнă пирки пирĕн уйăрăлмалла пулать. Ăнланатăн-и? Эсĕ чаçе каялла каятăн. Хатĕрлен. Эпĕ кунта юлатăп.
— Епле апла? Мĕнле приказ паратăн эсĕ? — ăнланман пек ыйтрĕ Биденко.
— Сана чаçе тавăрăнма приказ паратăп. Эпĕ юлатăп.
— Кузьма! — тесе кăшкăрчĕ Биденко.
— Сăмах пĕтрĕ, — терĕ Горбунов кĕскен, куç харшисене пĕрсе.
Биденко вара урăх ним çинчен те калаçмалли çуккине ăнланчĕ. Çапах та вăл хăй шухăшне каласа пама тăчĕ:
— Пĕчĕк кĕтӳçĕ епле вара?
— Эпĕ кунта юлатăп. Ăна хăтарма тăрăшатăп.
— Эпĕ мĕнле?
— Эсĕ чаçе каятăн.
— Эпĕ, Кузьма, çапла шухăшлатăп: эпир кунта иксĕмĕр те юлăпăр.
— Пĕрре каланă сана, — тесе татса хучĕ Горбунов.
— Епле-ха эпĕ тавăрăнам пĕчĕк кĕтӳçĕсĕр, — тархасланă пекех ӳкĕтлеме тытăнчĕ Биденко. — Çук, тăванăм. Кун пек ĕç тухмасть. Хуть те мĕн кала, эпĕ вăл ачана пăрахмастăп. Пуçа хуратăп, çапах та хăтаратăп. Мĕнле пулать-ха вара ку? Вăл маншăн тăван ывăл пекех вĕт!..
— Вăл пирĕншĕн те тăван ывăл. Анчах служба пĕрремĕш вырăнта пулмалла. Пĕлетĕн-и, кама служить тăватпăр? Совет Союзне. Пĕлетĕн ĕнтĕ. Чаçе каятăн. Эпĕ кунта юлатăп.
— Чаçе каймастăп эпĕ, — терĕ Биденко, куçĕсене хаяррăн хĕссе.
— Приказ паратăп, — терĕ Горбунов. — Итлеместĕн пулсан, эпĕ санпа мĕн тумаллине пĕлетĕп. Ăнлантăн-и? Итле-ха, Вася, — терĕ вăл тăруках çемçен. — Эп ăнланмастăп-и мĕн? Эп ăнланатăп, тусăм. Анчах мĕн тăвăн-ха? Батарея пирĕн даннăйсене кĕтет. Ниушлĕ вара эпир ăна суккăр пек туса, маршрутсăр хăваратпăр? Ан ухмахлан, Вася. Эп кунта юлатăп, эсĕ чаçе кай. Пирĕн даннăйсене çитерсе паратăн. Асту, чипер çитнĕ пултăр. Сыхлан, йĕркеллĕн асăрханса кай, нимĕçсем çине пырса ан тăрăн. Сан çине — чул хӳме çине шаннă пекех шанатăп. Командира обстановка çинчен каласа паратăн. Ăнлантăн-и?
— Ăнлантăм, — терĕ Биденко, шăлĕсене çыртса.
Ăна нумай каласа тăма кирлĕ пулман. Вăл Горбунов вырăнĕнче пулнă пулсан, хăй те çавăн пекех тумалла. Вăл лайăх ăнланнă: вĕсенчен пĕрин разведкăра пухнă даннăйсене чаçе çитерсе памалла. Горбунов документсемпе ăна кайма хушни те ăнланмалла япала. Горбунов — группа командирĕ пулнă. Вăл хăйĕн кашни çыннишĕн ответ тытать. Вăл «пĕчĕк кĕтӳçе» çăлма пур майсемпе те усă курмасăр чаçе каялла тавăрăнма пултарнă-и-ха?
— Хушнине ту, — терĕ Гор6унов, паллăсем тунă картăна Биденкона парса.
— Телейлĕ çит, Кузьма.
— Вĕçтер, Вася.
— Итлетĕп.
Урах пĕр сăмах каламасăрах, Биденко упаленсе каялла кайма тытăнчĕ. Юлашкинчен вăл хăмăр çĕрпе пĕрлешсе, тĕтре ăшне путса куçран çухалчĕ.
Горбунов пĕчченех юлчĕ.
«Пĕчĕк кĕтӳçĕпе» мĕн пулнă-ха? — тесе шухăшлать вăл пуçне çĕмĕрсе. — Ну, мĕнех ĕнте вара, — тесе лăплантарма тăрăшать хăйне хăй. — Ăна нимĕçсем тытнă. Комендатурăна е штаба сĕтĕрсе кайнă. Ну, допрос тăвĕç. Мĕн пĕлме пултараççĕ-ха унтан? Ваня разведчик пулнине кăтартакан паллăсем нимĕçсен пачах та çук вĕт. Ача та ача. Тытса тăрĕç-тăрĕç те — ярĕç. Пуринчен ытла вăл нимĕçсем патĕнчен тухнине асăрхамасăр юлас марччĕ. Вара чаçе пĕрле таврăнăпăр. Аван пулать ун пек тусан».
Анчах хăйне çапла лăплантарса, Горбунов хăй ăшĕнче ĕç кун пекех çăмăл пулманнине, вăл нумай начартарах пулнине туйнă.
Темĕскер, Горбунов пĕлменни, вăл тавçăрса илейменни пулнă, анчах та мĕн вăл?
Чăнах та, Горбунов пĕр япалана пĕлмен. Вăл çавна пĕлнĕ пулсан, хăранипе чĕтĕресе кайнă пулĕччĕ. Вăл Ваня Солнцевăн кăмăлне, унăн ăс-тăнĕ мĕн тери çивчĕ пулнине, вăл мĕн тери кĕтмен япаласем шухăшласа кăларма пултарнине, вăл ачалла мăнкăмăллă пулнине пĕлмен. Çакăн пек пулни ăна кăшт çеç пĕтерсе хуман.
Ваня Солнцевшăн ăна çул кăтартса пыракан туса разведкăна илсе кайни сахал пулнă. Çул кăтартса пыракан пуласси — хисеплĕ, ответлă ĕç пулнине пĕлнĕ вăл. Анчах ку уншăн сахал пулнă. Унăн ытлашши вĕри, тăранма пĕлмен чĕри тата ытларах ыйтнă. Унăн чапа тухас, пурне те тĕлĕнтерес килнĕ.
Разведкăна тухса каяс умĕн Ваня — никама систермесĕр — хăйне валли компас тупнă. Кайран паллă пулнă тăрăх — ăна вăл, нумай шухăшласа тăмасăрах, пĕр разведчикăнне çаклатнă. Тĕрĕсрех каласан, вăл ăна, разведкăран тавăрăнсан каллех вырăна хуратăп, тесе, хуçи куриччен койка çинчен илнĕ. Кун пек тунине вăл пĕртте аван мар тесе шутламан, мĕншĕн тесен çав разведчик ăна хăй компасне илсе çӳреме яланах панă, унпа мĕнле усă курмаллине те хăех вĕрентнĕ. Карандашĕ Ваньăн унчченех пулнă. Çырса пымалли кĕнеке вырăнне вал букварьпе усă курма шут тунă.
Çапла майпа кирлĕ пек хатĕрленсе çитсе, «пĕчĕк кĕтӳçĕ» чăн-чăн разведчик пекех ĕçе тытăннă.
Разведка вăхăтĕнче, мала кайнă Ваня тавăрăнасса кĕтсе ларса, Горбуновпа Биденко ача унта вĕсемсĕр мĕн туса çӳренине пачах та пĕлмен. Вĕсем çапла шутланă: Ваня хăйĕн лашипе мала каять, унта таврари вырăна «сăнаса пĕлет», унтан тавăрăнса çул хăрушă е хăрушă марри çинчен пĕлтерет.
Анчах Ваня çакна çеç мар тунă. Разведчиксем пек пулма тăрăшса, вăл тата хăй темĕн сăнанă. Мăшлатса, çамкине пĕркелентерсе, вăл компаспа тăрмашнă, азимут лартнă. Хăйĕн букварĕн хĕррисенче вăл пĕр хăй кăна ăнланма пултаракан армак-чармак паллăсем туса ориентирсемпе тĕлсене çырса пынă.
Юлашкинчен вăл хăй пулнă вырăнăн планне ӳкерме те тытăннă. Чалăш-чăлăш паллăсемпе, анчах самаях тĕрĕс туса, вăл çулсене, вăрмансене, юханшывсене, шурлăхсене ӳкерсе илнĕ.
Шăп çак ĕçе тунă вăхăтра ĕнтĕ ăна нимĕçсен комендант патрулĕ пырса тытнă. Хăйĕн компасĕпе тата букварĕпе вĕтĕ юманлăхра вырăнаçса, вăл юханшывлă тата çĕнĕ кĕперлĕ вырăнăн планне туса ларнă. Хăмăшсем хушшинче Ваня çав кĕпере чăнах та курнă иккен.
Кайран мĕн пулнине тавçăрса илме йывăр мар ĕнтĕ.
Ваня çав тери хаяррăн, мĕнпур вăйпа хирĕç тăнă. Анчах та нимĕçсен комендант патрулĕн икĕ салтакне хирĕç пĕчĕк арçын ача мĕн тума пултарнă-ха?
Ваньăн аллисене çурăм хыçнелле пăрса лартса, прикладсемпе çапа-çапа, нимĕçсем ăна çĕнĕ кĕпер урлă сăрт çинелле, вăрмана илсе кайнă.
Кунта ăна тарăн тĕттĕм блиндажа кӳртсе янă та, тулаш енчен питĕрсе лартнă.
15
Кăшт вăхăт иртсен Ваня патне салтак пырса ăна урăх блиндажа допроса илсе кайнă.
Ку блиндаж çинче, хырсем хушшинче, маскировка тумалли çетка çакăнса тăнă, шалта ирĕк те ăшă пулнă, электричество лампи çуннă. Кĕтесре радио мăрлатнă.
Блиндаж варринче, урисене çĕре çапса лартнă хыр сĕтел хушшинче, пĕр арçынпа хĕрарăм юнашар ларнă.
Арçынĕ — нимĕç офицерĕ пулнă, вăл тăвăр френч тăхăннă, френчĕн çухи сарлака, хура бархатран тунăскер пулнă, ăна хĕррипе кĕмĕл хăюпа çĕлесе тухнă, çавăнпа та вăл офицер темĕнле вилнĕ çын тĕслĕ пулнă. Нимĕçĕн сăн-питне Ваня курман, мĕншĕн тесен питне вăл пӳрнине çĕрĕ тăхăннă пылчăклă, хура чĕрнеллĕ аллипе хупласа ларнă. Ваня унăн кăркка мăйĕ пек хĕрлĕ те хыткан мăйне, сарăрах çӳçĕсене тата хутланса ларнă пысăк хăлхине çеç курнă.
Офицер нумайранпа çывăрманнипе пит те ĕшеннĕ пек тата ытлашши вăйлă çутă çине тарăхнă çын пек курăннă. Унăн хура пуставран çĕленĕ, сарлака та авăнчăк, хура лутук пек пысăк сăмсаллă картусĕ хăй хыçĕнче çакăнса тăнă.
Çак картус, уйрăмăнах тата нимĕçĕн ашланса ларнă çăмлă хăлхи ачан кăмăлне ытла та хуçрĕ, вăл темĕнле пысăк инкек пуласса сисрĕ.
Хĕрарăмне илсен, Ваня темĕншĕн хăй ăшĕнче тӳрех «учительница» тесе шутларĕ пулин те, вăл кам иккенне ăнланса илме пултараймарĕ.
Çав хĕрарăм каюра тирĕнчен çĕленĕ кивĕ кофта тăхăннă, кофтин çухине тĕрлĕ пусма татăкĕсемпе чечеклетсе илемлетнĕ. Унăн çыхса тунă юбки чĕркуççийĕсем тĕлĕнче тăсăлса сарăлнă, уринче унăн кăвак резина атă пулнă. Мăйрака пек çӳлелле туса çыхнă сарă çӳçесем ытла та çӳллĕ ансăр çамки çинелле купаланнă, мăнтăр сăмси çинче куçлăх йĕрĕ хĕп-хĕрлĕ палăрса тăнă. Халĕ вăл куçлăхне алăра тытса, çемçе сăран татăкĕпе тасатнă. Унăн шĕвек-сенкер куçĕсем темĕнле малалла тухса тăнă.
Ваньăна сĕтел умне пырса тăратрĕç те, вăл çав самантрах сĕтел çинче хăйĕн компасĕпе кивĕ букварьне курчĕ. Букваре шăпах вăл юханшыва, кĕпере, вăрман тĕмескиллĕ вырăна ӳкерме пуçланă тĕлте уçса хунă.
Хĕрарăм хăвăрт кăна хулăн кĕленчеллĕ ылттăн куçлăхне тăхăнчĕ, чĕнтĕрленĕ пĕчĕк тутăр çине сăмсине шăнкарчĕ те калаçма вĕренне шăнкăрч сассипе, вырăс сăмахĕсене тĕрес калама тăрăшса:
— Кунтарах кил те, ачам, эпĕ ыйтнисене хирĕç пĕтĕмпех каласа пар, — терĕ. — Эсĕ мана ăнлантăн-и? Эпĕ санран ыйтăп, эсĕ мана ответ парăн. Çапла-и? Калаçса татăлтăмăр-и?
Анчах та Ваня хăйне мĕн каланине начар ăнланнă. Нимĕç салтакĕсемпе тӳпелешнĕ хыççăн унăн пуçĕ шавланă, куçĕсем тĕксĕмленнĕ. Çурăм хыçнелле çыхса лартнă аллисем кӳтнипе чавсисем хытă ыратнă.
— Ачам, эсĕ асапланатăн-и?
Ваня чĕнмерĕ.
— Салтса ярăр усалăн аллине, — терĕ хĕрарăм нимĕçле питĕ хăвăрт, унтан ылттăн шăлне кăтартса юриех кулса илчĕ те, вырăсла хушса хучĕ: — Салтăр ачан аллисене. Вăл тӳрленме сăмах парать. Текех вăл пирĕн салтаксемпе çапăçмасть, вĕсен аллисене çыртмасть. Вăл çилленнĕ çеç ун чух. Çапла-и, ачам?
Ваньăн аллисене салтса ячĕç, анчах та вăл нимĕн те чĕнмерĕ, куç харшисем айĕпе йĕри-тавралла вăшт-вашт пăхкаласа кăна илчĕ.
— Халĕ ĕнтĕ, — терĕ нимĕç хĕрарăмĕ каллех ылттăн шăлне кăтартса, — халĕ ĕнтĕ, ачам, пирĕн пата çывăхарах кил. Ан хăра пиртен. Эпир санран ыйтатпăр çеç, эсĕ пире ответ паратăн. Çапла-и? Ну, халь кала ĕнтĕ пире, кам эсĕ, мĕн ятлă, ăçта пурăнатăн, санăн аçу-аннӳ кам, эсĕ çак çирĕплетнĕ района мĕн тума килсе кĕтĕн тата?
Ваня салхуллăн çĕрелле пăхрĕ.
— Эп нимĕн те пĕлместĕп. Мĕн кирлĕ сире манран? Эпĕ сире тивмен, — терĕ вăл нăшăклатса. — Эпĕ хамăн лашана шырарăм. Аран-аран тупрăм. Кунĕпе, çĕрĕпе çапкаланса çӳрерĕм. Аташса кайрăм. Унтан канма лартăм. Сирĕн салтаксем мана хĕнеме тапратрĕç. Мĕн айăпшăн?
— Ну, ну, юрĕ, ачам. Ытла хаяррăн калаçма кирлĕ мар. Салтаксем вĕсем хăйсен ĕçне тунă та, çавнашкалах кăшт çиленнĕ. Урăх нимĕн те мар. Анчах та пирен пĕлес килет, кам пулатăн эсĕ, ăçтисем, санăн аçу-аннӳ кам?
— Эпĕ тăлăх.
— Эх! Мĕскĕн ача! Санăн аçу-аннӳ вилнĕ, çапла-и?
— Вĕсем вилмен. Вĕсене вĕлерчĕç. Сирĕннисемех вĕлерчĕç, — терĕ Ваня, нимĕç хĕрарăмĕн пĕчĕк тар пĕрчисем йăлтăртатса тăракан мăнтăр сăмси çине хаяррăн пăхса.
Нимĕç хĕрарăмĕ унăн-кунăн турткаланса илчĕ те мăнтăр сăмсине тутăрпа шăлкалама тытăнчĕ.
— Çапла, çапла. Вăрçă çавăн пек вăл, — терĕ нимĕç хĕрарăмĕ. — Ку пит те хурлăхлă, анчах кӳренме кирлĕ мар. Куншăн никам та айăплă мар. Пур çĕрте те тăлăхсем нумай. Мĕскĕн ача! Анчах та эсĕ ан хуйхăр. Эпир сана вĕрентсе ӳстерĕпĕр. Эпир сана ача çуртне вырнаçтарăпăр. Лайăх ача çуртне вырнаçтарăпăр. Унтан, тен, шкула та кайăн. Пурăнăç валли тĕплĕ професси илĕн. Санăн çавăн пек кăмăл пур-и? Çапла-и?
— Фрау Мюллер, — терĕ офицер нимĕçле, тарăхнипе тухакан усал сасăпа, хăйĕн шатраллă çамкинчен пӳрнисемпе шаккаса. — Кирлĕ мара калаçма пăрахăр. Ку никамшăн та интереслĕ мар. Манăн çакна пĕлес пулать: вăл ирсĕрскер, ăçтан компас тупнă тата пирен çирĕплетнĕ районăн схемине ӳкерсе илме кам янă ăна?
— Халех, çак самантрах, господин майор. Анчах та эсир вырăс ачин чунне пĕлместĕр вĕт. Эпĕ ăна лайăх пĕлетĕп. Ман çине шанма пултаратăр. Малтан эпĕ унăн ăшне-чунне кĕрсе каятăп, хама ĕненсе шанакан тăватăп, кайран вăл мана пĕтĕмпех каласа парать. Мана шанма пултаратăр. Эпĕ вăл халăх хушшинче вунă çул пурăннă.
— Юрĕ. Анчах та кирлĕ мара ан калаçăр. Мана ку йăлăхтарса çитерчĕ. Часрах кĕрсе кайăр та унăн ăшне-чунне, часрах калатăр вăл усал: компас кам панă ăна тата пирĕн çар объекчĕсен схемисене ӳкерме кам вĕрентнĕ. Эпĕ кунта ĕçе пит лайăх пĕлсе тунине куратăп. Тĕпчесе пĕлĕр!
— Çапла ĕнте, ачам, — терĕ нимĕç хĕрарăмĕ вырăсла, тӳсĕмлĕн кулнă май ылттăн шăлне каллех кăтартса, — эпĕ сана юратнине тата эпĕ сана ырă суннине эсĕ хăвах куратăн ĕнтĕ. Манăн аттепе анне нумай вăхăт хушши Российăра пурăннă, эпĕ хам та кунта вунă çул ытла пурăннă. Куратăн-и, эпĕ вырăсла мĕнле калаçатăп? Санран нумай авантарах. Эпĕ пĕтĕмпех, пĕтĕмпех вырăс хĕрарăмĕ. Эсĕ мана йăлтах шанма пултаратăн. Манпа эсĕ хăвăн тăван аппупа калаçнă пекех уççăн, ним пытармасăр калаçма пултаратăн. Ан хăра. Мана хăвăн аппу тесе чĕн. Маншăн ку кăмăллă çеç пулать. Халĕ ĕнтĕ, ачам, каласа пар мана, ăçтан илтĕн эсĕ ку компаса?
— Тупрăм.
— Ай-ай-ай! Аван мар хăвна юратакан аппуна улталама. Санăн çакна ăнланас пулать: суйни çыннăн тивĕçлĕхне ӳкерет. Халĕ ĕнтĕ тата тепĕр хут шухăшласа пăх та — кала: ăçтан илтĕн эсĕ ку компаса?
— Тупрăм, — терĕ Ваня тата тепĕр хут çирĕппĕн.
— Апла пулсан, компассем кунта кăмпасем пек çĕрте ӳсеççĕ, тесе шутлама пулать? — Кам та пулин çухатнă та, эпĕ тупрăм.
— Кам çухатнă-ха?
— Пĕр-пĕр салтак çухатнă.
— Кунта нимĕç салтакĕсем çеç пур. Нимĕç салтакĕсен нимĕç компасĕсем пулаççĕ. Анчах ку — вырăссен компасĕ. Çакна хирĕç мĕн калăн, ачам?
Ваня хăй йăнăш тунине сиснипе тарăхса, нимĕн чĕнмесĕр тăчĕ.
— Ну, мĕнле пулчĕ-ха вăл?
— Пĕлместĕп.
— Эсĕ пĕлместĕн? Питĕ аван. Эпе ăнланатăп. Эсĕ хăвна компас панă çынсем çинчен пĕлтересшĕн мар. Эсĕ каламастăн. Куншăн сана мухтама тивĕç. Анчах та сана компас панă çынсем — лайăх мар çынсем. Вĕсем пит те лайăх мар çынсем. Вĕсем преступниксем. Анчах эсĕ преступниксене мĕн тунине пĕлетĕн-и? Эсĕ преступник пуласшăн мар вĕт? Çапла мар-и? Кала ĕнтĕ пире, кам пачĕ сана компас?
— Никам та паман.
— Епле-ха тата?
— Тупрăм.
— Юрĕ. Эпĕ сана ĕненетĕп. Эсĕ тĕрĕснех калатăн, тейĕпĕр. Апла пулсан, каласа пар-ха, сана çакăн пек хитре ӳкерчĕксем тума кам вĕрентрĕ?
— Мĕнле ӳкерчĕксем? Эсир мĕн çинчен ыйтнине эпĕ ăнланмастăп, — терĕ Ваня çаннипе сăмсине шăлса.
— Кил-ха кунта. Çывăхарах. Ан хăра. Эпĕ сана тивместĕп. Çакă вăл кам кĕнеки?
— Мĕн камăн? — терĕ те Ваня, нăшăклама тытăнчĕ. — Мĕн ыйтатăр эсир манран — ăнланаймастăп.
— Кам кĕнеки çакă? — терĕ нимĕç хĕрарăмĕ, тӳсеймесĕр.
— Букварь-и?
— Букварь çав. Камăн вăл?
— Манăн.
— Ун çине кам ӳкернĕ?
— Мĕн ӳкернĕ?
— Эсĕ, ачам, пĕлмĕш ан пул. Кам тунă çак схемăна?
— Хăш схемăна? — каллех нăшăклама пуçларĕ Ваня. — Эпĕ сирĕн ниепле схемăна та пĕлместĕп. Эпĕ лаша çухатрăм. Çĕрĕн-кунĕн сĕтĕрĕнсе çӳрерĕм. Эсир ярăр мана, аппа. Мĕн тунă эпĕ сире?
— Кил кунта, тетĕп эпĕ сана! — кăшкăрса ячĕ те нимĕç хĕрарăмĕ, унăн куçлăх айĕнчи куçĕсем чармакланса чарăлса кайрĕç.
Вăл ачана хăйĕн хыпкăч пек хытă пӳрнисемпе хулпуççинчен ярса тытрĕ, сĕтел патнелле туртса илсе сăмсипе букварь çине тăрантарчĕ.
— Ак çакă. Кам ӳкернĕ ăна?
Мĕн калама пултарнă Ваня? Ытла та уççăн курăнса тăнă-çке вăл мĕн-мĕн туни. Нимĕн чĕнмесĕр, кăвакарса кайса пăхрĕ Ваня букварĕн çĕтĕлсе пĕтнĕ страници çине. Вăл страницăри ӳкерчĕксемпе саспллисем çийĕн чалăш-чăлăш, анчах самаях пĕлсе, химически карандашпа çĕнĕ кĕпере, каçма май пур вырăнсене палăртнă, юханшыв схемине тунă.
Уйрăмăнах Ваня шыв урлă каçмалли ăшăх вырăнсемшĕн савăннă. Вĕсене вăл хăй тĕрĕслесе пĕлнĕ те, разведчиксем ӳкернĕ пекех ӳкерсе хунă. Каçма май пур кашни ăшăх вырăн тĕлне вăл урлă йĕр туса хунă, ун çине хулăн цифра лартнă, ку вăл шыв пĕр метр тарăнăш пулнине пĕлтернĕ, йĕр айне — шыв тĕпĕ мĕнле пулнине пĕлтерекен саспалли лартнă: Х=хытă.
Ваня тунма нимĕнле май та çуккине, вăл хăй пуçĕпех пĕтнине ăнланса илчĕ.
— Кам ӳкернĕ çакна? — терĕ нимĕç хĕрарăмĕ тепĕр хут, хытă карăнтарнă йĕс хĕлĕх пек чĕтренĕ сасăпа.
— Пĕлместĕп, — терĕ Ваня.
— Эсĕ пĕлместĕн эппин? — терĕ те нимĕç хĕрарăмĕ, унăн пичĕ çине малтан темĕнле хĕрлĕ панчасем тухрĕç, унтан вăл пĕтĕмпех çĕр çырлинчен тунă супăнь тĕслĕ пулса тăчĕ.
Сасартăк нимĕç хĕрарăмĕ хăйĕн тимĕр пек пӳрнисемпе ачана хăлхисенчен хăвăрт кăна çавăрса тытрĕ те унăн пуçне çӳлелле çĕклерĕ.
— Уç çăварна. Эп хушатăп сана. Халех çăварна уç та чĕлхӳне кăтарт.
Ваня хăйне мĕн тăвасса ăнланчĕ те шăлĕсене çыртса лартрĕ. Вара ăна нимĕç хĕрарăмĕ çав тери вăйлă та çирĕп чĕркуççийĕсемпе хĕстерчĕ, унăн çăварне шĕвĕр пӳрнисене чиксе ярса, çеклĕсемпе туртнă пек ик еннелле турта пуçларĕ.
Ваня ыратнипе кăшкăрса ячĕ, пĕр самантлăха чĕлхине кăтартрĕ.
— Халĕ эпир пĕлетпĕр!
Ваньăн чĕлхи пĕтĕмпех кăн-кăвак пулнă, мĕншĕн тесен схема ӳкернĕ чух вăл химически карандаша пĕрмаях чĕлхипе йĕпетнĕ.
— Халĕ ĕнтĕ, — терĕ нимĕç хĕрарăмĕ, хăйĕн мăнтăр та хĕрлĕ пӳрнисене юбки çумне йĕрĕнчĕклĕн шăлса, — эпир санран ыйтăпăр, эс вара пире ответсем пар. Çапла-и? Топографи схемисем тума кам сана, вăл çынсем ăçта, тата вĕсене мĕнле тупмалла? Эсĕ мана ăнлантăн-и? Сана эпир шанчăклă виçĕ çын парăпăр, эсĕ вĕсене çул кăтартса пырăн.
Ваня сĕтел сумĕнчех тăчĕ. Вăл пĕрмай тутисене çыртса, пуçне усса тăнă пирки, унăн куç хăрпăхĕсем çинчен пăрçа пек куççулĕсем тăкăнчĕç. Вĕсем букварьте ӳкернĕ пĕрене тата ун çине лартнă пуртă ӳкерчĕкпе чалăш йĕрсем тăрăх илемлĕн кăна: «Чурасем эпир мар. Эпир чурасем мар», тесе çырнă сăмахсем хушшинчи шурă вырăна тунă схема çине ӳкрĕç.
— Кала, — терĕ те нимĕç хĕрарăмĕ майпен, сăмсипе сывлама тапратрĕ.
— Каламастăп, — терĕ унтан та майпентерех Ваня.
Çав самантрах вăл, офицерăн çĕрĕ тăхăннă пӳрнеллĕ алли ерипен аялалла шуса ансан шатраллă, шĕвĕр те хĕрлĕ сăмсаллă, карăкăнни пек пĕчĕк çеç янахлă сăн-питне курчĕ.
Офицерăн куçĕсем мĕнлине Ваня асăрхаса юлма ĕлкĕреймерĕ, мĕншĕн тесен вĕсем пĕрре çутăлса илсенех, хăлхаран çав тери хытă çапса янипе ача стена пăтнелле вăркăнчĕ.
Ваня пуçĕпе пĕренене пырса çапăнчĕ, анчах та ӳкме ĕлкĕреймерĕ. Ăна çавăнтах, пĕрре туртсах, сĕтел патнелле тĕртсе ячĕç, варă иккĕмĕш хут, малтанхи пекех çав тери хытă çапса ячĕç. Анчах ăна каллех ӳкме памарĕç.
Вăл сĕтел умĕнче сулăнкаласа тăчĕ, халĕ ĕнтĕ букварь çине ун сăмсинчен юн тумласа: «Чурасем эпир мар, эпир чурасем мар», тесе çырнине хупларĕ.
Ачан куçĕ умĕнче куçа алчăратса яракан шурă тата хура пăнчăсем пĕр тăтăш йĕр пулса тăсăлса выртрĕ. Хăлхисем унăн пушă хуран пек, çав хурана тул енчен мăлатукпа çапса тăнă пек янăранă. Вара Ваня питех те шăппăн, питех те инçе пек туйăнакан сасса илтрĕ:
— Халĕ калатăн-и ĕнтĕ эсĕ?
— Аппа, ан хĕнĕр мана! — тесе кăшкăрса ячĕ ача, çав тери хăранипе пуçне аллисемпе хупласа.
— Халĕ калатăн-и эсĕ? — тепĕр хут ачашшăн каларĕ инçетри сасă.
— Каламастăп, — терĕ ача тутисене аран хускатса.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...