Ĕмĕр сакки сарлака. 1-мĕш кĕнеке :: Виççĕмĕш пайĕ
— Эсир, мĕн, туртмастăр-им?
— Туртмастăп, вĕренмен.
— Çамрăк çыншăн ку питĕ мухтавлă! — ырласа илчĕ Кузнецов пирусне тивертнĕ май.
Вĕсем шăпланчĕç. Кузнецов тем шухăша кайса ларчĕ. Дуся сĕтел çинчен пуçтаркаларĕ.
Çапла самай вăхăтран Кузнецов сăмах пуçарса шăплăха сирчĕ:
— Николай Степанович, паçăр эсир мана кунта çĕр ĕçĕпе килнĕ терĕр?
— Çапла. Эпĕ, чăн та, çĕр ĕçĕпе килнĕ. — хуравларĕ Микула.
— Питĕ аван... Анчах мĕнле çĕр ĕçĕ вăл сирĕн? Эпир, хула çыннисем, ялта мĕнле пурăннине сахал пĕлетпĕр те... Каласа пама кăмăл тумăр-и?..
Микула малтан хăюсăртарах пуçларĕ. Калаçнăçемĕн хĕрсе пычĕ, утрав пирки икĕ община хушшинче тавлашу тапранса кайнине йĕркипе каласа пачĕ те:
— Ыран пулас суда тăма суйласа ячĕç мава, — тесе вĕçлерĕ сăмахне.
Микула ĕнтĕ Кузнецов ытти уполномоченнăйсемпе ваккат çинчен, çапăçу мĕнле пулса иртни çинчен тĕпĕ-йĕрĕпе ыйтса пĕлессе кĕтрĕ. Лешĕ, мĕнпур шухăшĕ те тапак туртасси çинче çеç пек, ним шарламасăр пирусне ĕмсе ларчĕ. Ку Микулана кӳрентерчĕ те. Кузнецов сăмах çукран сăмах тăвасшăн çеç ыйтса ларнă пек туйăнчĕ ăна. Кузнецов пирусне сӳнтерчĕ.
— Питĕ аван... Питĕ интереслĕ... — хăй тĕллĕн пупленĕ пек сăмах чĕнчĕ те вăл. Микула çине тĕпчевлĕн пăхса: ― Николай Степанович, ыйтса чăрмантарнăшăн ан çилленĕр те-ха... Ман çакна пĕлес килет: сире, çамрăк çынна, уполномоченнăй пулма мĕнле суйларĕç вара? Чăвашсем çамрăксене халăх çинче нимле ĕçлĕ вырăна та суйламаççĕ тенĕ пек илтнĕччĕ эпĕ, — терĕ.
Хула çынни чăвашсен йăлине пĕлни тĕлĕнтерчĕ пулсан та, Микула хаваспах хуравларĕ:
— Эпĕ хут пĕлетĕп. Мана çавăнпа суйларĕç.
— Эсир хут пĕлетĕр-и? Ăçта вĕреннĕ?
— Чиркӳри прихут шкулĕнче.
— Ялта хут пĕлекен сансăр пуçне урăх çукчĕ-и вара?
— Тепĕр çын пурччĕ — Михха. Ял пуянĕ.
— Апла тесен, хăвăр ялта эсир хут пĕлекенсем иккĕн çеç-и?
— Иккĕн çеç.
— Интереслĕ... — каллех хăй тĕллĕн пупленĕ пек сăмах чĕнчĕ те, унăн таса куçĕсем çинче эрленни палăрчĕ, ― Апла тесен, эсир те пуян хресчен ывăлĕ-и?
Микула труках хуравламарĕ. Чухăнни çинчен тĕрĕс каласан, кил хуçисем хисеплеме пăрахĕç тесе, Микулан Кузнецов шухăшне çирĕплетес килчĕ. Анчах мĕн ачаран тӳрĕ пулма вĕреннĕрен суяймарĕ. Тĕрĕссине те калама хăяйман пирки:
— Çапла. Эпĕ вĕреннĕ чухне ман атте-аннесем начарах пурăнмастчĕç, — терĕ.
— Халь мĕнле пурăнатăр?
— Начар... — юлашкинчен тунаймарĕ Микула. Кузнецов куçĕсенче каллех савăнăç хĕлхемĕ çуталчĕ.
— Николай Степанович... Ыйтса йăлăхтарнăшăн ан çилленĕр те-ха... Тем ăнланаймарăм эпĕ. Малтан пуян пурăннă пек калаçрăр эсир. Халь начар тетĕр. Мĕнле вара апла?..
Микулана хăйсем чухăнни çинчен пуçарса калама йывăр пулчĕ. Пĕр хĕрсен вара килти пурнăçĕ çинчен хăй пĕлнине тата ашшĕнчен мĕн илтнине те тĕпĕ-йĕрĕпех каласа пачĕ. Михха хăйĕн хĕрачине ун ывăлĕпе пĕр хуранта ят хурасшăн мар пулнине те манса хăвармарĕ. Ĕнел халăхĕ ашшĕ хутне кĕни, хăйне уполномоченнăя мĕнле суйлани çинчен тĕплĕнрех чарăнса тăчĕ.
Кузнецов, сăмах пуçламăшĕнчех ура çине тăнăскер, халь те каллĕ-маллĕ уткаласа çӳрерĕ. Çтаппан Михха урхамахне пĕрре чышса йăвантарни çинчен каланă чух Кузнецов куçĕсем хаваслăн выляса илчĕç. Пуппа псаломщик выçланнине илтсен, арăмĕпе иккĕшĕ те кулса ячĕç. Хура чунлă Михха Микуласене тĕп туни вĕсен пичĕ çинче нĕрсене тарăнлатрĕ. Пуринчен ытла вĕсене Ĕнел халăхĕ, Касмуххана хирĕç тăрса, Çтаппан хутне кĕни килĕшрĕ. Çавăн çинчен каласа панă хушăра Кузнецов арăмне куç хĕссе: «Куртăн-и, мĕн тăваççĕ ялта?» — терĕ.
Микула сăмахне вĕçлерĕ. Кузнецов вĕсен пурнăçĕ хутне кĕрсе калаçасса кĕтрĕ вăл, анчах кĕтсе илеймерĕ.
— Ку кашни вăтам хресчен ăраскалех. Вĕсен чухăнланас формисем çеç тĕрлĕ пулма пултараççĕ, — терĕ Кузнецов.
Вăл пачах та урăххи çинчен калаçни Микулана тĕлĕнтерчĕ.
— Ку пĕтĕмпех Миххан усал ĕçĕ. Çав пире тĕп турĕ. Çавах аннене вăхăтсăр тупăка вырттарчĕ. Ахальтен мар ăна сехмет тесе чĕнеççĕ!
— Çук, Николай Степанович, унта ĕç Михха çинче çеç мар. Эсир чухăна юлни, нумай инкек тӳсни Миххаран çеç килес пулсан, ăна йăвашлатма сирĕн аçун вăйĕ те çителĕклĕччĕ. Вăл сирĕн аçу çине тапăнма хăйнă пулсан, унта ĕç тата урăхларах. Михха хутне уретник, земски начальник кĕни çинчен каларăр... Вĕсемпе пĕрлех исправник...
Кузнецов шухăшне каласа йĕтермесĕрех чарăнчĕ. «Ытларах каласа панине ăнланайрĕ-ши? Тата шанăçлă этем-ши ку?» ―тесе шутларĕ пулас.
Микула ăна аван ăнланчĕ. Баржа çинчен таврăннă каç ашшĕпе иккĕшĕ шăпах çакăн çинчен калаçрĕç вĕт вĕсем. Анчах ку инкеке сирме çул тупайманни пĕтерчĕ. Халĕ, Кузнецов сăмах хускатнă май, Микулан та хăй мĕн пĕлни-илтни çинчен каласа парасси килчĕ.
— Вăт... вĕсенчен хăраман çын та пулнă, теççĕ.
— Кам çинчен калаçатăр эсир? — ыйтрĕ Кузнецов.
— Эпĕ Степан Разин пирки калатăп.
— Ун çинчен пĕлетĕр-и вара эсир?
— Баржа çинче ĕçленĕ чухне ун çинчен нумай халап, нумай юрă илтнĕ эпĕ. Вăт вăл çĕнтернĕ пулсан...
— Вара мĕнччĕ?
— Вара... Пире пурăнма та çăмăлтарах пулĕччĕ...
— Çĕнтернĕ пулсан темлеччĕ те... — çурри-çурмалла килĕшнĕ пек каларĕ Кузнецов, çавăнтах хушса хучĕ: — Анчах вăл нихçан та çĕнтерме пултарайман!
Чунтан юратнă геройĕ çинчен шутламасăр калаçни Микулана кӳрентерчĕ:
— Арăмĕ сутман пулсан, тата çĕнĕ шайкă пухса, тен, çĕнтерĕччĕ те.
— Çук, Николай Степанович, кунта та ĕç арăмĕ сутнинче мар...
— Мĕнле арăмĕ сутнинче мар! Атăл тăршшĕпех çавнашкал калаçаççĕ-çке? — тĕлĕнчĕ Микула.
— Çаплах, Николай Степанович, кунта ĕç арăмĕ сутнинче мар, кăштах урăхларах, — çирĕплетрĕ Кузнецов.
Нумай калаçмасăрах Кузнецов Микула çинчен çакна пĕлме ĕлкĕрчĕ: ун пуçĕнче политикăлла идейăсем çук. Тĕпчев ăстăнлă. Ĕмĕтленме юратать. Пуянсене чĕререн кураймасть. Май килсен, вĕсемпе çапăçма та хатĕр. Çаксене шута илсе, Кузнецов ăна Разинпа Пугачев çинчен, хресченсем хушшинчи революцилле юхăмпа рабочи класс çинчен те ăнлантарса парасшăнччĕ. Тĕппипех шанса çитменнипе тытăнса тăчĕ. Унпала революцилле юхăм çинчен калаçма тытăниччен вăл шанăçлă çынне тĕпчеме шут тытрĕ. Вара куç курĕ.
— Ун çинчен хам пĕлнĕ таран хăваспах ăнлантарнă пулăттăм, Николай Степанович, анчах вăхăт чылай кирлĕ. Шанатăп, эпир паян курнăçни юлашки хут пулмĕ. Тепре тĕл пулсан, пурин çинчен те калаçăпăр. Халь çакна пĕлес килет ман: — Ваккат тытма тата суда килме укçа ăçтан тупрăр эсир?
— Михха панă, — Кузнецов урăх сăмах çинĕ куçнăшăн кăмăлсăрланарах хуравларĕ Микула.
— Миçе тенкĕ пачĕ вăл сире?
— Пин тенкĕ.
— Интереслĕ... Мĕне шанса çавăн чухлĕ панă-ха вăл сире?
Ку ыйту Микулана та шухăшлаттарчĕ.
— Утрава тара парассипе шантарса илнĕ терĕç, ― аса илсе хуравларĕ вăл.
— Çапла пулĕ тесе шухăшларăм хам та! — калаçма пуçланăранпа малтанхи хут вĕчĕрхенсе сассине хăпартрĕ Кузнецов. — Эсир паçăр утравăн тăршшĕ виçĕ çухрăм, сарлакăшĕ çур çухрăм терĕр-и-ха? Апла утравра икçĕр аллă теçеттин çĕр выртать. Çичĕ-сакăр пин купа утă! Кун чухлĕ утта сутсан, вунтăватă-вунултă пин тенкĕ тупăш пулĕ. Сирĕн сехмет пĕрре те ухмах мар!.. Тĕрĕссипе каласан, Николай Степанович, утрав сирĕн мар ĕнтĕ, Миххан!
— Нимĕн те ăнланмастăп, Леонид Сергеевич, утрав мĕнле Миххан пулма пултартăр?
— Çаплах, Николай Степанович... Эсир судлашăр. Вăл утрава тара илсе усă курĕ. Ман шутпа, сире Миххах çапăçтарнă. Суд ĕçне те вăл хушнипех тапратнă.
— Кунашкал пулма пултараймасть! — ĕненесшĕн пулмарĕ Микула.
— Мĕншĕн пулма пултараймасть тесе шутлатăр? Микула самантлăха çухалчĕ. Анчах çакна манмарĕ:
Кузнецова ĕненсен, ашшĕне тата икĕ общинăри хресченсене тăм-ухмах тесе шутламалла. Мĕнле-ха Миххан усал чеелĕхне вĕсем пĕри те тавçăрса илеймен? Мĕнле-ха ку çын, Ĕнелпе Пиш общинисен пурнăçĕпе ĕçне ним пĕлменскер, çакна тавçăрса илме пултарнă? Микула ашшĕшĕн тата общинăри хресченсемшĕн те эрленсе хуравларĕ:
— Çук, тем тесен те ку тавлашăва Михха тапратса яма пултарайман. Кунта икĕ общинăри çирĕм ял хутшăннă вĕт. Тата çăхавне те пишсем çырнă!
Кузнецов ытла шала кĕме юраманнине тата Микулана хăй пĕлсе ĕненме ирĕк пама кирлине аса илсе:
— Çирĕплетсех калаймастăп, Николай Степанович, анчах ыран сăнама сĕнетĕп! — терĕ.
— Мĕне сăнамалла?
— Сăмахран, пишсен пĕр-пĕр уполномоченнăйĕнчен ыйтса пĕлме тăрăшăр: вĕсем сутлашма укçа ăçтан тупнă? Ман шутпа, вĕсене те Михха панă. Вĕсем те ăна утрава тара пама шантарнă. Икĕ общини уполномоченнăйĕсем те суда тепĕр чухне пăхса тухма ыйтас пек туйăнать мана. Халь эпĕ каланисем тĕрĕс тухсан, утрав кам ирĕкĕнче пуласса хăвăрах чухласа илĕр. — Кузнецов ăнсăртран пек сехет çине пăхса илчĕ те: — Николай Степанович, тархас-шăн каçарăр, сире тахçанах канма вăхăт! — терĕ.
— Леонид Сергеевич, ман пĕрре те çывăрас килмест-ха? — калаçăва татасшăн пулмарĕ Микула.
— Канăр, канăр, Николай Степанович. Ирхи ăс каçхинчен лайăхрах, теççĕ. Ытти çинчен ыран калаçăпăр.
Микула вырăн çине выртсан та нумайччен çывăрса каяймарĕ, Кузнецов сăмахĕсем ун чĕрине тĕпрен хускатрĕç.
VIII
Тепĕр кунне, ирхи апат çисен, Кузнецовпа Микула килтен тухрĕç. Çул çинче Кузнецов ытларах чăвашсен йăлисем çинчен ыйтса пĕлме тăрăшрĕ. Микула хăй авланни, Элекçей Анука мĕнле вăрлани тата Ваçлипе Кĕтерук ăраскалĕсем çинчен каласа пачĕ. Çапла вĕсем хулари икĕ хутлă чул çурт умне çитсе чарăнчĕç.
— Вăт, çитрĕмĕр... Окружной суд çак çуртра, кунта эсир ытти уполномоченнăйсемпе тĕл пулăр, Анчах эпĕ каланине ан манăр!
— Тăрăшăп, Леонид Сергеевич!
— Питĕ аван... Халь сывпуллашмастпăр. Суд хыççăн эсир ман пата пырасса кĕтетĕп.
— Пыратăп! — сăмах пачĕ Микула.
Вĕсем уйрăлчĕç. Микула шала кĕресшĕнччĕ, алăк умĕнче ăна швейцар чарса тăратрĕ:
— Сире кам кирлĕ, çамрăк çын?
Микула суда килни çинчен каласа пачĕ, ытти уполномоченнăйсем килнипе килменнине ыйтса пĕлчĕ. Килмен иккен. Вăл каллех урама тухрĕ, хырăмĕ каскаласа выçа пуçланине туйрĕ. Именнипе паян ир те тăраниччен çиейменччĕ вĕт. Ытти уполномоченнăйсем килессе кĕтнĕ май, Микула çурт çумне таянса тăчĕ те пештĕрĕнче кукăль кăларса çиме тытăнчĕ. Ĕмĕт-шухăшĕпе хăй Энĕшкассине вĕçсе çитрĕ. Килне кĕчĕ. Ырă та чипер арăмĕ пӳртри ĕçсене тăвать. Микула ăна Кузнецов арăмĕпе танлаштарса пăхрĕ. «Леонид Сергеевич арăмĕ илемлĕ те маттур, ман Анук тата илемлĕрех те маттуртарах». Сăпкара чунтан юратнă ывăлĕ тапкаланса выртать. «Кунашкал ывăл ача никамăн та çук пулĕ. Микула йăлтах ырă кăмăл-ĕмĕте путса тăнипе хăй ăçтине, мĕнле майпа кунта килсе лекнине те манчĕ.
Апатланнă хыççăн Микула нумаях та кĕтмерĕ, урамăн тепĕр енче Касмуххасем килнине асăрхарĕ, Ку таранччен вăл, хирĕçсе кайнă Ĕнелпе Пиш хушшинче нимле туслăх та пулма пултарайман пек сунса, уполномоченнăйĕсем те пĕр-пĕрин çине тăшманла пăхасса, уйрăм çӳрессе кĕтнĕччĕ. Халь, авă, икĕ общинăн уполномоченнăйĕ те пĕрле, тус-йышлă та хаваслăн калаçса килеççĕ. Ваккатсем те çавнашкалах.
Чул çурт умĕнче Микула тăнине пуринчен малтан Касмухха асăрхарĕ те:
— Пăхăр-ха, пăхăр! Эсир ăна çамрăк арăмĕнчен ытарса уйрăлаймĕ тесе калаçатăр! Вăл пирĕнтен малтан çитсе тăнă! Ай, Микула! — тăрăхланăн кулса ячĕ.
— Вăл килни-килменни те пĕрех!
Икĕ общинăн уполномоченнăйĕсем те йĕлпĕрсе илчĕç. Ваккачĕсем Микула çине çаврăнса та пăхмарĕç.
Микула килте чухне ку çынсене юратмасть çеçчĕ. Халь чунтан кураймн пулчĕ. Унăн чĕринче витĕмлĕ сăмах калаçа хурас çилĕ тăвăлса хăпарчĕ. Мĕн пĕчĕкрен аслăраххисене хисеплеме хăнăхса ӳсни кăна тытса чарчĕ.
Чул çурта кĕрсен, ваккатсем суд хăçан пуласса пĕлме кайрĕç, Уполномоченнăйсем иртнĕ каç хăна çуртĕнче вăхăта хаваслă ирттерни тата мухмăрпа пуç ыратни çинчен сăмах хускатрĕç.
Пишсен пĕр уполномоченнăйĕ калаçăва хутшăнмасăр айккинерех тăнине асăрхарĕ те Микула, Кузнецов сĕннине аса илсе, ун патне пычĕ:
— Кала-ха, тархасшăн, ваккат тытма тата кунта кил-ме укçа ăçтан тупрăр эсир? — терĕ.
— Пуян çын пачĕ! — калаçас килнĕ-килмен сасăпа хуравларĕ лешĕ.
— Мĕнле пуян тата?
Пиш уполномоченнăйĕ Микула çине тăрăхласа кулнăн пăхрĕ:
— Пирĕн вулăсра укçа кивçен пама пултаракан пуян кăмне пĕлмесен мĕн уполномоченнăйĕ эсĕ?
— Апла тесен, Михха мар пулĕ?
— Тата кам тетĕн?
— Миçе тенкĕ пачĕ вара?
— Пин кăна çав.
— Тĕлĕнмелле...
— Мĕнрен?
— Ара, çавна каласшăн марччĕ-и? Ун чухлех мĕне шанса пама пултарчĕ-ха вăл сире?
— Ытла айван иккен эсĕ. Пире шанмасан, кама шанмалла? Утрав пурпĕр пирĕн пулать вĕт.
— Сирĕн пулсан мĕн вара?
— Вара-и? Утрава тара паратпăр та ĕçĕ пĕтрĕ. Ăнлантăн-и ĕнтĕ? — ыйтса йăлăхтарнипе вĕчĕрхенсе каларĕ Пиш уполномоченнăйĕ.
Микула урăх ыйтма та шутламарĕ. Кузнецов каланă пек килсе тухни ăна имретсе пăрахрĕ...
Ваккатсем таврăнни Микула шухăшĕсене татрĕ.
— Господа, кайрăмăр! Пирĕн ĕçе пăхса тухма тытăнаççĕ! — чĕнчĕç ваккатсем.
Лару пыракан залра нумаях кĕтсе ларма тивмерĕ. Судьясем часах тухса сĕтел хушшине вырнаçрĕç те, уполномоченнăйсене суд йĕркисемпе паллаштарнă хыççăн:
— Господа! Камăн та пулин çĕнĕ документсем тăратмалли е ыйтусем çук-и? — терĕ.
Пуринчен малтан Лаврский сăмах илсе вăрăм мăйне тăсрĕ:
— Господа судьясем, манăн ыйту пур!
— Мĕнле ыйту, господин Лаврский?
— Эпĕ ку ĕçе тепĕр чухне пăхса тухма ыйтасшăн.
— Мĕн сăлтавпа?
— Эпир тавлашакан утравăн планĕ çук. Ку ĕçе тĕрĕс татса пама чăрмав кӳрĕ. Çавăнпа чи малтанах утрав планне ӳкерсе суда тăратмалла. Вара тин тĕрĕс пăхса тухма пулĕ! — Хăйĕн хакне пĕлнĕ пек мăнаçлăрах каларĕ те Лаврский ларчĕ.
— Эсир ваккат сĕннипе килĕшетĕр-и? — ыйтрĕ судья Ĕнел çĕр общинин уполномоченнăйĕсенчен.
Çичĕ уполномоченнăйĕ те пĕр чĕлхеллĕ пулса, килĕшрĕç. Микула хăй шухăшне каламаннине те астурĕ судья.
— Степанов уполномоченнăй, эсир мĕн шутлатăр? Микула тем калас пек ура çине тăчĕ. Анчах судра та Кузнецов астутарнă пек пулса пынинчен тĕлĕннипе тата судья кĕтмен çĕртен ыйтнипе çухалса кайрĕ.
— Пĕр уполномоченнăйĕ шарламасăр ирттерчĕ тесе протокол çине çырса хурăр! — йĕлпĕрсе кулса каларĕ судья секретарьне.
Сĕтел хушшинчисемпе уполномоченнăйсем йăхлата пуçларĕç.
— Тупăннă хут пĕлекен! Ларасчĕ килте кута хĕссе! — мăкăртатса илчĕ Касмухха.
Микула пĕр вĕриленсе, пĕр сивĕнсе кайрĕ.
Судья кулакансене шăнкăравласа лăплантарсан, Пиш уполномоченнăйĕсене те çав ыйтăвах пачĕ. Лешсем те, пĕр чĕлхеллĕ пулса, ĕнелсем сĕннипе килĕшрĕç. Суд канашлăва кайрĕ. Унтан часах таврăнса, ĕçе тепĕр чухне пăхса тухма хăварни çинчен приговор вуласа пачĕ.
Икĕ общинăн уполномоченнăйĕсем те судьясене тав туса урама тухрĕç. Микула вĕсене куçран çухатичченех пăхса ăсатрĕ. Ĕç пĕтĕмпех Кузнецов калашле килсе тухрĕ. Пишсем те, утрава тара пама пулса, укçа Миххаран илнĕ. Ĕçне те тепĕр чухне пăхса тухма йышăнчĕç. Çапах та вĕçне çитичченех ĕненес килмерĕ унăн. Мĕнле-ха, прахучĕпех ăслă та хисеплĕ шутланакан Касмухха, унпа пĕрле ытти уполномоченнăйсем те, хăйсене çавнашкал улталанине сисмеççĕ? Ĕçе тепĕр чухне пăхса тухма йышăннин сăлтавĕ те уншăн витĕмлĕ пек туйăнчĕ. Утравăн планĕ чăнах çук вĕт. «Çапах ку ĕçĕн вĕçĕ-хĕррине хам тĕллĕн тупаймăп, Кузнецов патне каяс!» — юлашкинчен шут тытрĕ Микула.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...