Ĕмĕр сакки сарлака. 1-мĕш кĕнеке :: Виççĕмĕш пайĕ
— Эй! Музыкантсем! Хаваслăрах калăр, пачăшкă ташласшăн! Музыкантсем, хуçа хушнине шӳт вырăнне йышăнса, кулса ячĕç. Вĕсене курмалăхне ытти хăнисемпе пĕрле пуп та кулчĕ.
Михха урине тăрăс! тапрĕ те, сĕтел чĕтренсе илчĕ.
— Ну, сăрнайсем! Ташă кĕвви калăр!
Музыкантсем, хуçа шӳт туманнине ăнланса, ташă кĕвви калама тытăнчĕç.
Михха пуп патне пычĕ:
Пупăн тути çинчи кулăш пĕрчисем шăнса ларчĕç. Михха шӳтлеменнине вăл та ăнланчĕ.
— Турă каçартăр, Михаил Петрович... Эпĕ ĕмĕрне те ташласа курман.
— Суятăн! Ташлатăн! — хаяррăн кăшкăрчĕ те Михха, пуп мĕн те пулин хуравлама ĕлкĕриччен, ăна урай варрине туртса кăларчĕ. — Ташла!
Пуп турткаланма хăтланчĕ. Михха, çиллине шăнараймасăр, пупа тĕке-тĕке пӳртрен кăларса ячĕ. Ытти хăнисене çак мыскара ытла та пăлхантарчĕ. Пуринчен малтан хунĕ, çилленсе, арăмне илсе тухса кайрĕ. Вĕсем хыççăн ытти хă-иисем саланчĕç. Менелник пăсăлчĕ. Михха кил хушшине тухса амбар умне тӳнчĕ. «Саланчĕç пулсан, саланччăр! Татах килĕç. Пачăшкине çавăрма та нимех мар. Акă, паянах каятăп та мирлешсе пĕрер черкке эрех ĕçĕпĕр», — шухăшларĕ вăл. Анчах ăна кил-çуртсăр çын пек çара хăма çинче çывăрни канăç памарĕ. Арăмĕ пур, темиçе тарçă, пĕри те ырă сунса пуç айне тумтир те пулин хурса паман. Михха хăйне айăпласа илчĕ: «Никам та мар, хăнасене хам хăваласа ятăм та, хĕрачан менелникне пăсса, арăма çиллентертĕм». Кун хыççăн вăл арăмĕ ятлаçасса е ӳпкелессе кĕтрĕ. Анчах Лукарье ку килте пуçĕпех ют çын пек çӳрерĕ, пĕр сăмах та чĕнмерĕ. Михха юлашкинчен тӳсеймерĕ:
— Каç мĕн пулса иртнишĕн савăнатăн-и? — терĕ шăртланарах.
— Çук... Савăнмастăп... Хурланмастăп та... Ху мĕнле этемне хурăнташсем умĕнче аванах кăтартрăн...
Михха авăкланса харкашу тапратма та хатĕрччĕ, Касмуххапа Платун пырса кĕни кансĕрлерĕ. Çав самантрах Михха ĕнер Лаврскипе тата Огуречниковпа калаçса татăлнине аса илчĕ те ку этемсене мĕн ĕçпе килме хушнине ас-турĕ.
— Килĕрех! Килĕрех! — ăшпиллĕн курăнма тăрăшса чĕнчĕ Михха.
Малтан Касмухха пырса алă тытрĕ.
— Ĕçни-çинисене тавсье, Михаил Петрович!
— Тивнĕ пулсан тавах, Петĕр пичче! — Ĕнерхи харкашушăн каçару ыйтас кăмăлĕ пурччĕ Миххан, анчах хăйне пĕчĕкке хурасран шикленсе: — Пуç ыратмасть-и? — терĕ.
— Кăштах пур çав, — пытармарĕ Касмухха.
— Апла юсас пулать ăна. Сĕтел хушшине ларар-ха. Михха Платуна та сĕтел хушшине ларма сĕнчĕ. Лукарье эрехпе пыл-сăра пырса лартрĕ. Пĕрер черкке эрех; пĕрер курка сăра ĕçсен:
— Эпĕ сире мĕн ĕçпе чĕннине чухлатăр-и? — терĕ.
— Халлĕхе çук-ха. Пĕлме килтĕмĕр.
— Акă мĕншĕн чĕннĕ эпĕ сире, Петĕр пичче, — сассине пĕчĕклетсе калама пуçларĕ Михха. — Пирĕн утрав пуррине эсир лайăх пĕлетĕр. Миçе çултанпа ĕнтĕ унта хăвапа йăмра ирĕклĕн ӳсет. Анчах икĕ çĕр общини тавлашса кайнă та, утравпа никам та усă кураймасть. Халь Пиш çĕр общини утрава туртса илесшĕн тенĕ хыпар пур.
Касмуххапа Платун хумханса кайрĕç:
— Унашкал пулма пултараймасть! Утрав пирĕн!
— Çавăн çинчен сӳтсе явма чĕннĕ те ĕнтĕ сире. Эсĕ, Петĕр пичче, халех пасара кай та унта хамăр общинăн уполномоченнăйĕсене тĕл пулса кала: вĕсем хăвăртрах каялла таврăнччăр та хăйсен ялĕсене утраври йăмрапа хăвана касма хăваласа яччăр. Унсăрăн утрава Пиш общини туртса илме пултарать. Витĕмлĕрех пултăр тесе, энĕшкассисем паçăрах кайнă, васкамасан вĕсем чи лайăх вырăнсене йышăнĕç тесе ĕнентерме тăрăш. Кун хыççăн Пиш общинин уполномоченнăйĕсемпе тĕл пулма тăрăш, вĕсене: Ĕнел общини утрава туртса илме кайрĕ тесе, йăрăсласа каласа пар...
— Михаил Петрович, нимĕн те ăнланмастăп, — ăна пӳлсех сăмах хушрĕ Касмухха. — Эсĕ халь çеç утрава пишсем туртса илес пек калаçрăн...
— Халлĕхе ытлашши пĕлмесен те юрать. Кайран ăнланăн. Халь эпĕ хушнине авантарах итлеме тăрăш! Пиш общини уполномоченнăйсене йăрăсласа кала: Ĕнелсем утрава йышăннă те. Вĕсене Ĕнелсем çине тапăнма вĕслет! ― Михха вунă тенкĕ кăларса Касмуххана пачĕ: — Ку сана паянхи тăкак валли пултăр. Ху хăналан тата ытти уполномоченнăйсене хăнала. Ăнлантăн-и?
— Ăнлантăм.
— Ăнланнă пулсан питĕ аван. Ĕнтĕ халех пасара вĕçтер!
— Ма халех? Килтен лаша кӳлсе каятăп!
— Лашашăн ан шухăшла. Çул çинче сана ман урхамах хуса çитĕ. Çав урхамахпа каялла ман пата таврăнăн. Кунта вара малалла мĕн тумалли çинчен сӳтсе явăпăр.
— Апла тесен, эпĕ кайрăм! — килĕшрĕ те Касмухха пуç тайса тухса кайрĕ.
— Эсĕ, Платун пичче, — иккĕшех юлсан каларĕ Михха, — хамăр ялсене халех килĕрен киле пĕлтер, пишсем утрава туртса илесшĕн те. Часрах кайччăр та хăвапа йăмрасене касма тытăнччăр. Кая юлсан ытти ял хресченĕсем лайăхрах вырăнсене йышăнма пултараççĕ те. Пишсене тивĕçлĕн кĕтсе илме кӳсĕксем хатĕрлеччĕр. Ăнлантăн-и?
Ăнлантăм, Михаил Петрович!
— Ăнланнă пулсан аван, — Михха пилĕк тенкĕ кăларса Платуна пачĕ те: — Ку сана сататкă çеç пулать. Ĕç тухсан, тивĕçлипе хаклăп. Ĕнтĕ кай та эпĕ хушнине ту!
— Каятăп, Михаил Петрович! — пуç тайса тухса кайрĕ староста.
Ку çĕнĕ хыпара Çтаппан урамран тупса кĕчĕ.
— Тĕлĕнмелле, пĕтĕм ял пăлханать!
— Мĕн пулнă аплах?
— Пиш халăхĕ утрава йышăнма кайнă теççĕ.
— Пулма пултараймасть!
— Утрав пирĕн вĕт!
— Пишсем те хăйсен тесе шутлаççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ, икĕ община икĕ хуралçă тытса, утрава никам та кĕртмеççĕ.
— Утрав нихçан та пишсен пулас çук!
Чӳречерен труках хыттăн шаккани Çтаппана шартах сиктерчĕ.
— Эй! Килте пур-и?
— Эккей, каяннăй старости темерĕн, шартах сиктерчĕ! ― кăмăлсăрланчĕ Çтаппан. Микула чӳрече умне пычĕ.
— Пишсем утрава йышăнма кайрĕç, тет. Ĕнел халăхĕ парасшăн мар. Хăвăртрах кайăр та хăвапа йăмрасене касма пуçлăр. Кая юлсан, лайăх вырăнсене ытти ялсем йышăнма пултараççĕ. Тĕмшерпе Варасăрсем паçăрах кайрĕç, тет!
Урам енчи сасă çухалчĕ. Тепĕр самантран вăл кӳршĕсен чӳречи умĕнче янлама тытăнчĕ.
— Тĕрĕс иккен! — терĕ Микула.
— Каларăм вĕт сана.
— Мĕн тăвас ĕнтĕ?
— Каяс пулать! ―татса каларĕ Çтаппан. Пире пит пымалла вара ку. Унта сăхман çаннинчен парка йăмрасем нумай. Шăпах хуралтă тума юраççĕ. Кăштах та пулин кил хушшине хӳтĕлесе лартасчĕ.
— Апла тесен кайăпăр, атте, — килĕшрĕ Микула. Анук пештĕре çĕрулми кукли чиксе пачĕ те, Çтаппанпа Микула, пиçиххи хушшине пуртă хĕстерсе, тухса кайрĕç.
Михха урхамахĕпе пасара çĕмĕрсе çитсен, Касмухха тăрантас çинчен сиксе анчĕ те тӳрех хупах патнелле уттарчĕ. Кунта никамах та çукчĕ пулин те, пулштух эрех илсе кĕте пуçларĕ. Икĕ общинăн уполномоченнăйсем тӳрех çакăнта килессе туять вăл.
Пуринчен малтан Варасăр уполномоченнăйĕ персе çитрĕ. Утса пынă çĕртех çĕлĕкне хыврĕ:
— Касмухха, салам!
— Салам! Салам, Тимаç! — хуравларĕ Касмухха.
— Эсĕ мĕн ытла та ир вĕçтерсе килнĕ вара? — шӳтлерĕ Тимаç.
— Санран ытлашши ирех мар!
— Эпĕ хуть урăх шут! Эрех шăршине сиссе çитрĕм. Килтен тухсанах, эсĕ хупахра эрех ĕçсе тăнине туйрăм,
— Сан сăмса ытла та шăрша пĕлет иккен?
— Хурламаллах мар. Тултар-ха.
Касмухха эрех тултарса пачĕ, лешĕ ĕçсе ярсан:
— Çĕнĕ хыпар пур! — терĕ.
— Мĕнле çĕнĕ хыпар?
— Питĕ пысăк хыпар. — Касмухха сассине пĕчĕклетрĕ. — Пишсем пирĕн утрава йышăнма кайрĕç, тет.
— Пулма пултараймасать!
— Пултарать-и, пултармасть-и, анчах ку хыпар тĕрĕсрен те тĕрĕс.
— Мĕн тумалла апла? — канăçсăрлана пуçларĕ Тимаç.
— Пишсенчен маларах утрава хамăрăн йышăнмалла. Энĕшкассисем паçăрах кайнă теççĕ. Васкамасан, йăмраллă лайăх вырăнсене пĕтĕмпех вĕсем йышăнĕç. Хăвăртрах каялла тавран та хăвăр ял халăхне пухса утрава илсе кай. Çул çинче ытти уполномоченнăйсене курсан, манран мĕн илтнине каласа пар, вĕсене те хăйсен ялĕсене утрава илсе кайма хуш.
— Вĕçетĕп! — пĕр сăмахпа килĕшрĕ те Тимаç, чупнă пекех васкаса, каялла кайрĕ.
Касмухха хупах умĕнче эрех сăрхăнтарса тăчĕ. Уполномоченнăйсем пĕрин хыççăн тепри çитрĕç. Касмухха вĕсене эрехпе хăналарĕ, хресченсене утрава хуса кайма хуш-са, каялла ăсатрĕ. Ĕнтĕ вăл тăваттăмĕш пулштух илсе лартрĕ, анчах пишсен аслă уполномоченнăйĕ çаплах килсе çитеймерĕ. Касмухха ирĕксĕрех канăçсăрланма тытăнчĕ, хăй патне кайса килме те шут тытрĕ. Анчах, пасар урамĕнчен икĕ арçын тухса хупах еннелле çул тытнине курсан, чарăнса тăчĕ. Иккĕшĕнчен пĕри пишсен аслă уполномоченнăйне палласа илчĕ.
— Вахлай, паян эсĕ ытла та кая юлнă-çке? — шӳтлесе кĕтсе илчĕ ăна Касмухха.
— Эпĕ васкакан арăмĕнчен савăнман текен шухăша асра тытса пурăнатăп.
— Ку халап пур чухне те юрăхлă-ши? Ир тăракан тулă пĕрчи тупнă теççĕ чăвашсем.
— Ку халап тахçанах кивелнĕ, — парăнмарĕ Вахлăй. — Ир автакан куккукăн пуçĕ ӳксе çурăлнă теççĕ ваттисем.
— Кунашкал пишсемпе çеç пулма пултарать!
— Чăнласах калаçатăн-и эсĕ? — кулчĕ Вахлай.
— Чăнласа. Пуçу ӳксе çурăлман пек чухне пĕр черккине йăвантарса пар-ха! — Касмухха Вахлая эрех тултарса пачĕ.
— Тавсье!
— Тавах та хăвăнне курман! — хуравларĕ Касмухха, ― Тем каласан та, эсĕ паян çывăрса юлнах!
— Ан култар, Касмухха, Çывăрса юлнă пулсан, çак черккене ĕлкĕреймен пулăттăм!
— Эрех мĕн вăл? Эрех тармасть. Укçа кăларса пар та хуть витрипе ил. Вăт утрав тарма пултарать...
— Мĕнле утрав пирки сӳпĕлтететĕн эсĕ?
— Вахлай, Вахлай! Мĕнле утравне те пĕлмесен, аслă уполномоченнăй мар вара эсĕ! Çавăнпа утравран çывăрса юлнă эсир!
— Тăхта, Касмухха, мĕнле утрав çухатни çинчен сӳпĕлтететĕн? — ĕнтĕ шӳтлеме чарăнса ыйтрĕ Вахлай.
— Ху тавçăраймастăн-и? Пирĕн тавлашуллă утрав пĕрех вĕт! Халь ăна та ĕнелсем йышăннă!
— Ан калаç!
— Ĕнелсем паян ирех утрава йышăнма кайрĕç.
— Утрав нихçан та ĕнелсен пулмасть! — хумханса каларĕ Вахлай.
— Ăна-кăна пĕлместĕп, анчах ĕнелсем сире утрав çывăхне те ямĕç. Пырса кĕме ан шухăшлăр. Вара хăвăр валли тинех тип мунча тупăр!
— Шухăшлама çеç мар, ĕнелсене, мулкача йĕрлесе хăваланă пек, хуса кăларатпăр! — терĕ те Вахлай кайма пуçтарăнчĕ.
— Ăçта васкатăн? Тата тепĕр черкке йăвантарса пар-ха! — кула-кула каларĕ Касмухха.
— Кайран, ĕнелсене утравран хăваласа кăларсан, ĕçĕпĕр! — утнă çĕртех сăмахне ыткăнтарса хăварчĕ те Вахлай пасар урамнелле кĕрсе çухалчĕ.
V
Тĕмшерпе Варасăр çыннисем утрава йышăнма паçăрах кайнă тесе шутланă энĕшкассисем хăйсем пуринчен малтан çитнипе самантлăха çухалса тăчĕç. Çав вăхăтра Платун персе çитрĕ те:
— Мĕн пăхса тăратăр?! Малтан çитнĕ пек чухне ма лайăхрах участоксене йышăнмастăр?! — тесе кăшкăрчĕ.
Кĕçех вара Энĕшкассисенчен инçех мар пуртă сассисем янăраса кайрĕç те, шарт сикнĕ вĕтĕ-шакăр кайăксем тӳпенелле пĕлĕт пек вĕçсе хăпарчĕç.
— Илтрĕр-и? — каллех кăшкарчĕ Платун. — Çынсем касма тытăнчĕç, эсир мĕн пăхса тăратăр!
Пуртă сассипе Платун чĕнсе кăшкăрни энĕшкассисене хăюллантарчĕ. Вĕсем утрава кĕрлесе кĕрсе кайрĕç.
— Эй, халăх! Пишсене кĕтсе илме лайăхрах кӳсек хатĕрлеме ан манăр! — кăшкăрса юлчĕ Платун.
Халь ĕнтĕ вуншар пуртă сасси утрава янăрата пуçларĕ. Тӳпери кайăксем, ĕмĕрхи йăвисенчен хăваласа кăларнăшăн ӳпкеленĕ пек, çуйланса вĕçеççĕ. Çтаппанпа Микула пуринчен кайран касма тытăнчĕç. Вĕсене васкамах та кирлĕ мар. Хăйсен лаша çук, пурпĕр кайран турттарма тивет. Унччен касса çитерĕпĕр-ха терĕç.
Кĕтмен çĕртен вĕсем патне Сантăр лашапа пычĕ.
— Турă пулăштăр!
— Тавтапуç! — касма чарăнсах хуравларĕ Çтаппан. Микула та касма чарăнчĕ. Хунĕ вĕсем патне пырса саламлани савăнтарчĕ ăна. Анчах Сантăр мĕн шутпа вĕсем патне пынине тавçăрайман пирки Микулапа ашшĕ шарламасăр тăчĕç.
Сантăр нумаях кĕттермерĕ. Хĕрне качча панăранпах кĕрӳшĕсене чĕнмесĕр пурăннă пирки халь сăмах пуçарма йывăр пулсан та:
— Эпир Наçтикпе сӳтсе яврăмăр та... Хăвăр килĕшсен, пĕрлешсе ĕçлесен аванрах пулмĕ-ши тесе шутларăмăр. Эсир касса тăрăр, эпĕ лашапа киле турттарам, — терĕ.
— Пӳлĕхçĕм çырлахтăр, хăта... Пĕрлешсе ĕçленинчен ырри мĕн пултăр! — çав самантрах килĕшрĕ Çтаппан.
Микула сăмах хушмарĕ. Чĕри çеç савăнăçлăн вăркăшрĕ. Юлашкинчен те пулин хунĕпе иккĕшĕн хушшинче кĕтнĕ лару-тăру çитрĕ.
— Килĕшетĕр пулсан, пĕрлешсе ĕçлĕпĕр. Эсир касăр, эпĕ халех урапа çине тийĕп! — тепĕр хут каларĕ те Сан-тăр каснă йăмрасене урапа патнелле сĕтĕрме тытăнчĕ.
Энĕшкассисем касма тытăнсан вăхăт нумаях та иртмерĕ — Варасăрсем персе çитрĕç те ним чарăнса тăмасăр касма тытăнчĕç. Вĕсем хыçĕнчен Тĕмшерсем кĕрлесе килчĕç...
Ултă уполномоченнăй, вĕсемпе пĕрле Платун та, сăрт çинче калле-маллĕ уткаласа, пишсем ăнсăртран килсе тапăнасран сыхларĕç. Кăнтăрла тĕлнелле Касмухха çитрĕ. Анчах вăл уполномоченнăйсем валли илсе килнĕ эрехе ĕçме ларайнăччĕ — виçĕ енчен те лавсем куçса килнине асăрхакансем «килеççĕ!» тесе кăшкăрни илтĕнчĕ.
Уполномоченнăйсем ура çине тăчĕç те вĕçĕ-хĕррисĕр лавсем çывхарнине курчĕç. Вĕсем, хăва е йăмра турттарса каякан Ĕнел çыннисене хирĕç пулсан, ураписене тӳнтерчĕç. Сӳсмен пăявĕсене, каса-каса, лашисене ирĕке хăваласа ячĕç. Ĕнелсем хушшинче пулăшу ыйтса кăшкăрашнисем илтĕнчĕç.
— Пирĕннисене тивеççĕ! Пырăр хăвăртрах, хăвăр ялсене пухса тухăр! Унсăрăн пишсем, пире хăваласа ярса, утрава та йышăнма пултараççĕ! — кăшкăрчĕ уполномоченнăйсене Касмухха.
Çичĕ уполномоченнăй çичĕ еннелле чупрĕ. Утравра шавлă сасăсем илтĕнсе кайрĕç.
— Эй, варасăрсем!
— Волпуçсем!
— Минкĕшсем!
— Мăнçырмасем!
— Тĕмшерсем!
— Аманиксем!.. Кӳсĕк йăтса тухăр хăвăртрах! Пишсем утрава туртса илме килеççĕ...
Энĕшкассисене никам та чĕнмерĕ. Вĕсен уполномоченнăйĕ Çтаппан ним шухăшламасăр йăмра касать. Ытти уполномоченнăйсем чĕнсе кăшкăрашнине илтсе, энĕшкассисем те утравран тухса сăрт еннелле чупрĕç. Çтаппанран инçе мар Макçăмпа Ваçли чупса иртрĕç. Микула та тӳссе тăраймарĕ. Çтаппан кăна вырăнтан тапранмарĕ. Вăл, харкашăва хутшăнма юратманскер, халь те айккинче юласшăн пулчĕ.
Çĕршер хресчен кӳсекĕсене сулкаласа сăрт çине хăпарчĕ. Пишсен шутласа кăларайми лавĕсем çывхарни вĕсене кулăшла туйăнчĕ. Утрава туртса илме килекен тăшман çухрăма çити тăсăлса сапаланнă. Вĕсем çине Ĕнел халăхĕ пĕр чăмăр пулса тапăнсан, çапса ӳкерме нимех те маррине кашниех ăнланчĕç. Сасартăк пишсен малти лавĕ çинчен виçĕ арçын сиксе анчĕç те кӳсекĕсене йăтса малалла утрĕç. Вĕсене тепĕр лавĕ хуса çитсе татах виçĕ арçынна антарса хăварчĕ. Ĕнелсем куçĕ умĕнчех лавсем çинчен аннă арçынсен ушкăнĕ пысăкланса пычĕ. Вĕсене вулăсĕпе паллă Мыйраки хушаматлă паттăр хăйĕн икĕ юлташĕпе ертсе пырать.
Пишсен шухăшне ăнланса, ĕнелсем кулма чарăнчĕç.
— Халăх! — кăшкăрса чĕнчĕ Касмухха. — Мĕн пăхса тăратăр? Пишсем пĕр чăмăр пулса хамăр çине тапăнасса кĕтетĕр-им? Пĕр çĕре пухăнма ĕлкĕриччен шаккас вĕсене!
— Атьăр! Шаккас вĕсене!
— Утрав тĕлне манса кайччăр! Урра-а!
Ĕнелсем, шавлăн та хăватлăн кăшкăрса, пишсем çинелле тинĕсри чарусăр хум пек чупса кайрĕç. Пишсем хушшинче тарма шутлисем те тупăнчĕç. Анчах Мыйракипе унăн икĕ юлташĕ ним хăрамасăр малалла утни, шиклĕ чĕреллисене те шанăç кӳрсе, тарма ирĕк памарĕ. Ĕнелсем патне çывхарса пынă май Мыйраки кӳсекне айккинелле ывăтса ячĕ. Ку унăн чеелĕхĕ пулчĕ. Ĕнелсен кӳсекĕсем вăрăммине асăрхарĕ вăл, кӳсекпе çапăçса çĕнтерме май çуккине ăв* ланчĕ. Чăмăрĕпе çапăçса çĕнтерессе шанчĕ.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...