Ĕмĕр сакки сарлака. 1-мĕш кĕнеке :: Виççĕмĕш пайĕ
I
Октябрь уйăхĕ. Бурлаксем Миххан юлашки йывăçĕсене челенасем çине васкаса тиеççĕ. Рейдăра ĕçпе ĕшеннĕ бурлаксен чун-хавалне çĕклекен шӳтлĕ юрă шăранать:
Атя, инке, вăрмана,
Хура çырла пуçтарма.
Идет ходом, водом!
Идет веселая!..
Паян çак бурлаксем хушшинче пĕр çамрăк бурлак канăçсăрланса ĕçлени палăрчĕ. Халиччен уçă сассипе ялан юрă пуçласа яраканскер, халь теприсем пуçарса юрласан та, хутшăнмасăр ирттерчĕ. Пĕренене берда çине туртса пăрахсан, ял еннелле пăха-пăха илчĕ. Юлашкинчен тӳсеймерĕ вăл. Хĕвел ана пуçланине астусан, ĕçе пăрахасса кĕтмесĕрех ушкăнран васкавлăн уйрăлчĕ те кимĕ çине сиксе кĕчĕ. Кĕсменпе çыран хĕррине тĕксе, Атăл варринелле кĕрсе кайрĕ.
Бурлаксем хушшинче шӳтлĕ калаçусем илтĕнчĕç:
— Мĕн пулчĕ ку йĕкĕте?
— Ма çав териех васкаса кайрĕ вăл?
— Йĕкĕтĕн пуçĕнче мĕн пуррине кам пĕлме пултарĕ! Те арăмне курасшăн-ха?
— Ытла ир-çке?
— Пултаракан йĕкĕтшĕн ир мар!
Бурлаксен пĕр ушкăнĕ ĕçе пăрахсах халапа çаптарса тăнине курсан, Михха хаяр сасăпа кăшкăрса ячĕ:
— Эй!.. Мĕн пăхса тăратăр унта! Ма ĕçлеместĕр! Бурлаксем шӳтлеме чарăнчĕç. Вĕсем, пакурĕсене шывра выртакан пĕрене çине çапса лартрĕç те, кăкăрĕсемпе пакур аври çине выртса, малалла уртăнчĕç. Пĕрене пуçнерех тăракан бурлакĕ юрă пуçарчĕ:
Инке терĕм, мĕн терĕм,
Çырла татма пыр терĕм!
Ыттнисем, ăна пулăшса, кĕр юрласа ячĕç:
Идет ходом, водом!
Идет веселая!..
Казак каткинчен те паркарах пĕрене пуçне берда çине туртса вырттарсан, юррăн янăравĕ татах хăватланчĕ:
Хура çырла пыл пекех,
Пирĕн инке çу пекех!
Идет ходом, водом!
Идет веселая!..
Çамрăк бурлак Атăл варрине çитерехпе аллисене кантармалла ишме чарăнчĕ. Юлташĕсем ĕç юррине шăратнă сасă унăн хăлхинче шыв юххи пек шăнкăртатрĕ. Кăмăлне татах çĕклерĕ. Вăл, ывăç тупанне йĕпетсе, кĕсменĕсене çирĕпрех ярса тытрĕ те, киммĕ çăмăллăн малалла ывтăнтарса, юлташĕсем хыççăн юрласа ячĕ...
Çамрăк бурлак, хавасланса ишнĕ май, Атăлăн тепĕр енне каçса ӳкнине те сисмерĕ. Кимĕ çыран хĕррине пырса тăрăнни çеç унăн юррине татрĕ. Вăл, васкавлăн сиксе тухса, киммине çыранарах туртса хăварчĕ те сăрталла çул тытрĕ.
Сăрта хăпарсан, çамрăк бурлакăн куç ытамне аслă улăх тухса тăчĕ. Каçхи çил тӳлеккĕн вĕрнипе хăва тăррисем вăркăшаççĕ. Яра куна ĕçлесе ывăннă ӳт-пӳ выртса канма хистет. Ав, утă капанĕсем те инçех мар. Мамăк тӳ-шек пек утă капанĕ ăшне кĕрсе вырт та ыйăха çап кăна. Анчах каччă ывăннине те, пархатарлă çутçанталăк канма илĕртнине те сирчĕ, васкавлăрах утма тытăнчĕ. Кайăксем чĕвĕлтетсе юрланине итлесе пынăçемĕн, вăл шухăшĕпе киле çитсе тăчĕ.
Акă, вăл арăмĕпе юнашар сăпка умĕнче тăрать. Сăпкинче тин çеç çуралнă ача. Ашшĕне тем каласшăн пек, пĕчĕкçĕ тутине сиктеркелет. Çав вăхăтра çамрăк бурлака: «Атте!» тенĕнех туйăнса кайрĕ те, вăл ирĕксĕрех чарăнса итлерĕ. Анчах кайăк юрланисĕр пуçне урăх нимле сасă та çуккипе тăна кĕчĕ. «Хăямат темерĕн... Тем аташса пырăн. Эпĕ ача курас ĕмĕтпе савăнатăп, арăмăн сывлăхĕ темле-ха унта. Çăмăлланнă чухне хĕрарăмăн хăрах ури тупăкра тенĕ ваттисем».
Килне вăл кун çути çухалсан тин çитрĕ. Çенĕк алăкĕ урлă хăрах урине каçарма çеç ĕлкĕрнĕччĕ — шалта арçын сасси илтĕнчĕ:
— Кĕме юрамасть. Кăшт тăхта.
— Ма юрамасть?
— Кин çăмăлланать.
— Сывлăхĕ мĕнле-ши?
— Пӳлĕхçĕ ырлăхĕпе чиперех пулĕ.
Çамрăк бурлак чĕри каштах лăпланчĕ. Вăл, пӳртри канлĕхе хускатасран хăраса, урине алăк пуканĕ урлă çав тери хуллен каялла куçарчĕ. Ним сас тумасăр çенĕк алăкне хупрĕ. Ашшĕ ятне илтес самант çывхарни калама çук савăнтарчĕ ăна. «Ывăл пултăрччĕ... Çитес çул çĕр валеçес сас-хура пур. Вара пирĕн тата тепĕр ят çĕр хутшăнĕччĕ. Ывăл пулсан, Атăл çинче ĕçлесе те хăйне валли пурнăç тума пултарать». Çав вăхăтрах унăн пуçне çуйлă шухăш пырса кĕчĕ. «Е хĕр çуратса парсан... Вара мĕн тумалла?..» Сасартăк вăл хăй ывăннине, хăйăрлă шывпа шӳнĕ тăлисем урине хĕснине туйрĕ. Юлашкинчен тӳсеймерĕ. Йăтайми çăк пусарса антарнă пек, çенĕк пусми çине ларчĕ. Унăн çуйланнă шухăшĕсем, çиçĕмрен хăвăрт ял тăрăх вĕçсе çаврăнса, Прахăр килне пырса кĕчĕç. Вĕсем ĕçчен çынсем мар-и? Анчах вĕсенчен чухăн кам пур?
— Микула, кĕр ĕнтĕ!
Çенĕкри арçын сасси çамрăк бурлакăн йывăр шухăшне татрĕ. Вăл ура çине сиксе тăчĕ. Çавăнтах: «Ывăл-и, хĕр-и?» — тесе ыйтасшăнччĕ — хăяймарĕ.
— Çăмăлланчĕ-и? — терĕ вара, хăйне лăпкăн тытма тăрăшса.
— Кĕме хушаççĕ...
Унтан çенĕк алăкĕ, вара пӳрт алăкĕ уçăлса хупăннă сасăсем илтĕнчĕç. Ашшĕпе пĕрле Микула та, пӳрте кĕчĕ.
Эпи карчăк Анука хулĕнчен çавăтнă, урай варрипе каллĕ-маллĕ уттарса çӳретет. Юн нумай кайнипе Анукăн пит-куçĕ хут пек шурнă. Вăйран сулăннă урисене аран улăштарать хăй. Выртса канас килет унăн, анчах эпи карчăк вырттармасть.
— Ан чарăн, хĕрĕм, ан чарăн... Тем пулсан та утма тăрăш. Юн çывăрсан, тем курса ларăпăр, — йăпата-йăпатах уттарать Анука.
Микула пӳрте кĕнĕ-кĕменех куçĕсемпе ачине шыраса çаврăнчĕ. Каллех; «Ывăл-и, хĕр-и?» ― тесе ыйтасшăнччĕ... Ĕлкĕреймерĕ... Ачи, ашшĕ канăçсăрланнине ăнланнă пекех, кăшкăрса пӳрт ăшчиккине янратса ячĕ.
— Арçын темерĕн... Сасси те епле хулăн! — Микулан кăмăлне çырлахтарас шутпа сăмах хушрĕ эпи карчăк.
— Ывăл-и?.. — урăх тӳсеймесĕр ыйтрĕ Микула.
— Ывăл! ― хаваслăн хуравларĕ эпи карчăк. Çтаппан турăш умне пырса чĕркуçленчĕ:
— Пӳлехçе тав ту, ачам... Пӳлĕхçе тав ту! — хушрĕ ывăлне.
Микула ашшĕпе юнашар чĕркуçленсе ларчĕ.
II
Шурăмпуç çăлтăрĕ кун çутинчен пытанма ĕлкĕриччен Энĕшкасси ялне икĕ çĕнĕ хыпар ӳкерсе хăварчĕ. Вĕсене ир-ирех çăл патне аннă хĕрарăмсем тупса, килтен киле салатса çӳрерĕç.
— Кĕçĕр Микула арăмĕ çăмăлланнă темест-и?
— Çăмăлланнă тет çав.
— Мĕн ача тунă-ши?
— Ывăл теççĕ.
— Вăт телей...
— Михха арăмĕ те çăмăлланнă теççĕ мар-и?
— Çапла сасă пур çав.
Юлашки хыпар Микула арăмĕ çăмăлланнă пирки хускалнă халапа пусарчĕ. Чухăн çын ачи çурални çинчен мĕнех калаçăн ĕнтĕ?
Михха арăмĕ çăмăлланнă текен хыпар ял хушшинче çĕр çĕмĕрчĕ. Малтанах Энĕшкассисем, сехмете турă ывăл паманшăн, калама çук савăнчĕç. Анчах ун çинчен уççăнах калама хăрарĕç — Михха хăлхине кĕрсен тем курса ларăн. Пуяншăн ывăл-и, хĕр-и, пурпĕрех. Çĕрĕ унăн ахаль те çителĕклĕ. Луччă йăпăлтатса юрама тăрăшас. Ку Михха хăлхине кĕрсен, кирлĕ вăхăтра ун патне пулăшу ыйтма кайма та хăюллăрах. Çавăншăн вара, Лукарье хĕрне хăй куçĕпе курман пулсан та, унран чипер хĕрача ку таранччен никамăн та çуралман пек мухтарĕç, каснă-лартнă ашшĕ евĕр сăн-сăпатли çинчен халап сарчĕç.
Энĕшкассисем Михха хĕрне мĕн парнелесси пирки шутларĕç. Михха ун çинчен çăмах калама ĕлкĕреймен-ха. Вăл ача çуралнă ятпа пухнă тăванĕсене, хурăнташĕсене, çывăх тус-йышĕсене вашаватлăн хăналать. Сĕтелĕ çинче ырă йышши çимĕç, четвĕрчĕпе эрех, витрипе пыл-сăра ларать. Çиеççĕ, ĕçеççĕ хăнисем. Хаваслă юрă шăратаççĕ.
Лукарье çеç кравать çинче ним шарламасăр выртрĕ. Ку хĕрарăм чĕри ытла та савăнăçлă, ытла та лăпкă тесе шутлама пултарĕç айккинчен пăхакансем. Кунашкал шутлама сăлтавĕ те пур. Çăмăлланнă хыççăн Лукарье ним ыратнине те туймарĕ, ывăнни те иртсе кайрĕ. Ывăл çуралнă пулсан авантарахчĕ те, анчах турă паманнине туртса илеймен. Хĕрача çуралнăшăн упăшки пĕрре те ӳпкелемерĕ. Пӳрт тулли пуçтарăннă хăнисем кĕçĕр çеç çуралнă хĕрачипе ашшĕ-амăшне вăрăм кунçул, ĕмĕрлĕхе телейлĕ пурнăç сĕнчĕç.
Пуринчен ытла Лукарье ашшĕ, Çемен, савăнчĕ. Вăл кĕрӳшне вĕрентсе каланисем харама каймарĕç. Унăн та мăнук пулчĕ ĕнтĕ.
Чăннипе, Лукарье чĕри пĕрре те вырăнта мар. Вăл сывласса та ассăн сывларĕ. Хăнисене куçран пăхма та аванмарланчĕ. Çав териех пăшăрханма е именме мĕн тунă-ха вăл? Кун çинчен Лукарье хăй çеç пĕлет, ăна пуринчен те пытарать. Кам та пулин тинкеререх сăнанă пулсан, Лукарье улшăнсах пынине асăрханă пулĕччĕ. Упăшки вилĕм хакне ӳкериччен хĕненĕ хыççăн унăн куçĕнчи хаваслăх çулăмĕ сӳнчĕ. Тути çинчи илемлĕ кулă шăнчĕ. Хальччен юсав тумланма юратаканскер, тачка пиртен çĕленĕ кĕпе тăхăнса, çăпата сырса çӳре пуçларĕ. Упăшкине хисеплес тĕлĕшпе те пачах улшăнчĕ. Вăл çултан таврăннине савăнăçлăн кĕтсе илме пăрахрĕ, çула тухса кайсан тунсăхламарĕ, хăй пуçарса сăмах хускатмарĕ. Упăшки чĕнсен те, ним калас мартан çеç кĕскен хуравларĕ.
Арăмĕ улшăннине Михха çийĕнчех сисрĕ те, хĕненĕрен çавнашкал пулĕ тесе, пурăна киле юсанасса шанчĕ. Анчах вăхăт иртнĕçемĕн иртрĕ — Лукарье юсанмарĕ. Вара Михха, çемьере сивĕлĕх пуррине туйса, пăшăрханма тытăнчĕ. Арăмĕ мĕншĕн кунашкал пулса кайнине каласа пама ыйтрĕ. Лукарье çав-çавах юсанмарĕ. Михха, ун чухне арăмне сăлтавсăрах хĕнесе пăрахнă пек ĕненме пуçласа, хăйне хаяррăн ӳпкелерĕ.
Лукарье çав тери улшăнни упăшки хĕненинчен мар, вăл хăй ăшĕнче ют арçынпа пулнă ачана ӳстернинчен килчĕ. Халь ĕнтĕ ача çуралчĕ, амăшĕн тепĕр хуйхă хутшăнчĕ. «Михха пĕлсен мĕн тумалла? Астусарах пăхсан, хĕрача пуçĕпех ун сăнарлă маррине такам та пĕлме пултарĕ. Миххан сăмси лаптăк, куçĕ хĕсĕк, çăварĕ сарлака, тути тачка та усăнчăк. Хĕрĕ — çавра пит-куçлă, шĕвĕртерех сăмсаллă, куçĕсем пысăк та таса, тути чипер».
Ĕçсе-çисе савăннă вăхăтра, усал-тĕсел курăннă пек, Ваçухха пырса кĕчĕ те, алăк çумĕнчен хăпмасăр, туйи çине тĕренсе тăчĕ. Çийĕнче — чăлт-шурă кĕпе, уринче — çĕн çăпата. Михха хăнисем пĕр-пĕрин хушшинче тĕлĕннĕн пăшăлтатса илчĕç:
— Кам ку?
— Юмăç карчăк... Тухатмăш...
Шикленнипе хăшпĕрисем сивĕ тара ӳкрĕç.
Ваçухха, вĕсене ытларах хăратасшăн пекех, ăна пуçланă куçĕсемпе кашнинех витер пăхса çаврăнчĕ. Пӳрт шăпланчĕ.
Хăнисем хăраса ӳкни Михха кăмăлне рехетлентерчĕ. Юмăç карчăка ĕçке чĕнтерсе вăл хăй пуяннине, тӳре-шарасемпе туслине çеç мар, ăна тухатмăшсемпе шыврисем те пăхăнса пурăннине, унпа никам та тавлашма пултараймасса кăтартасшăн пулчĕ.
Хăнасем шăплансан, Ваçухха кил хуçине шыраса тупрĕ те, аял пуç тайса:
— А-а... — терĕ хăрăлтатакан сассипе. — Чаплă та хăватлă хуçа... мĕн сăлтавпа чĕнтертĕн-ши мана? Мĕн ыр-усалшăн кил-çуртна кĕме тивĕç турăн-ши?
— Ваçухха аппа, этем пурнăçĕн пуласлăхне уçса па-расси сан ăсталăхра. Эсĕ çӳлти пихампарпа пĕр канашлă, çĕр тĕпĕнчи усалсемпе пĕр чĕлхеллĕ. Кĕçĕр манăн ытарайми арăм хĕрача çуратса пачĕ. Çавна пĕлесчĕ ман: унăн кунçулĕ вăрăм килĕ-ши? Ĕмĕрĕ телейлĕ пулĕ-ши? Тата... тата урăх ачасем çуралĕç-ши пирĕн? Ывăл ача çуралĕ-ши? Ним те ан пытар, Ваçухха аппа. Мĕн пĕлнине пĕтĕмпех каласа пар. Укçан илме кăмăл тусан, укçан тӳлĕп, пир-авăр тесен, пир-авăр парнелĕп.
— А-а... — сассине тăсрĕ Ваçухха. — Ман ăсталăх сан ирĕкре, чаплă та хăватлă хуçа. Эпĕ каланисем çĕре ӳкмĕç. — Хăнисем çав-çавах шарламасăр ларни юмăç кăмăлне мăнаçлантарчĕ. Вăл хăлтăр-хăлтăр кăшкар пек пуçне каçăртарах тытма тăрăшса: — Хĕрачи ăçта-ха? Куçăм-па курам та унăн ăраскалĕ мĕнле пуласси çинчен пихам-партан ăс ыйтам, — терĕ.
— Вĕсем чăланта, Ваçухха аппа. Паçăртанпах сана кĕтеççĕ. — Михха чăлан алăкне уçрĕ те шалалла кăтартрĕ:
— Тархасшăн, кĕр.
— А-а... — хăрăлтатрĕ юмăç. Вара никам ăнланмалла мар чĕлхепе тем сӳпĕлтетсе чăлана кĕчĕ.
— Ваçухха аппа, килях... — терĕ евĕклĕн Лукарье.
— А-а... Салам, хĕрĕм, салам,.. — пуç тайрĕ те Ваçухха сăпка патне пырса тăчĕ. Çывăракан хĕрача çине тинкерсе пăхнă чухне вăл мĕн шухăшланине никам та пĕлеймĕ. Куçĕнче йăлтăркка хĕлхемсем курăнса кайрĕç: — А-а... Мăкăнь чечекĕ пекех илемлĕ... — янăраман сассипе ĕхĕлтетрĕ вăл. Ваçухха мĕншĕн кулнине те пĕлме хĕн. Те хăй пурнăçĕнче пулса иртнисене аса илсе, те тĕттĕмлĕхĕн те-пĕр чури çуралнăшăн савăнса кулать вăл. ― А-а... ―мăкăртатрĕ каллех карчăк. — Ытла та илемлĕ çывăрать. Çывăр, çывăр, пепкеçĕм... Сан канлĕхне, сывлăхна тата пурнăçна пихампар сыхлатăр... Сана нимле лăп-лап та ан çыпçăнтăр... Ман куç ӳкмен, кушак куçĕ ӳкнĕ! — тесе виçĕ хутчен сурчĕ те: — Çĕçĕпе хача тата кăмрăк татки илсе кил-ха! — хушрĕ хĕрача ашшĕне.
— Халех, Ваçухха аппа! — килĕшрĕ те Михха юмăç ыйтнă япаласене илсе пычĕ.
Ваçухха çĕççе хĕрачан пуç вĕçне, хачча ури вĕçне хучĕ. Кăмрăк татăкĕпе çамки çине хĕрес палли сăрларĕ те татах виçĕ хут сурса:
— Сан канлĕхна, сывлăхна тата пурнăçна пихампар упратăр. Сан çумна нимле лăп-лап та ан çыпçăнтăр... Усал çын куçĕ ан ӳктĕр, — тесе пăшăлтатрĕ.
Хĕрачана асамланă хыççăн, çăпатисене лакăштаттарса, Лукарье патне пычĕ.
— Ваçухха аппа, çакăнта лар... ― хăйпе юнашар тӳшек çине кăтартрĕ Лукарье.
Ваçухха лаш ларчĕ те, таçта анса каясран хăраса, аллисемпе хăлаçланса илчĕ. Тӳшек пусăрăнса çитсен, çирĕп вырăна ларнине туйрĕ те:
— А-а... — хашлатрĕ çăмăллăн. Ашĕнче: — Пуянăн ылхавлă тӳшекĕ темерĕн!
— Ваçухха аппа... ире яхăн эпĕ тĕлĕк курнă...
— Мĕнле тĕлĕк, хĕрĕм?
— Миххапа эпир таçтан таврăнатпăр пек. Иксĕмĕр çире те чăлт-шурă тумтир. Çил-çунатлă урхамах çине утланнă та кăвак тӳпепе çĕр хушшинче вĕçсе пыратпăр. Эпир вĕçсе пынă май çеçенхирсем, сĕм вăрмансем, тинĕс-çарансем ирте-ирте юлаççĕ. Ял патне çывхара пуçласан, аялалла пăхрăмăр та, эпир кĕрес çул çине шурă пир сарса хунă. Пире кĕтсе илме ял тулашне хура халăх çăкăр-тăварпа тухса тăнă. Эпир урхамах çинчен ансан, пĕтĕм халăх чĕркуçленчĕ... Малалла тата тем кураттăм... ыйхăран вăраннипе тĕлĕк вĕçсе кайрĕ...
— А-а... — хăрăлтатрĕ Ваçухха. — Ăнлантăм, ăнлантăм, хĕрĕм...
— Мĕне пĕлтерет-ши ку тĕлĕк?
— Ан хумхан, хаклă мăшăрăм... Ваçухха аппа халех каласа парĕ.
— А-а... Эсир таса шурă тумпа пулмасан, тата кам таса шурă тумлă пулĕ?.. Сирĕн урхамах çил-çунатлă пулмасан, камăн урхамахĕ çил-çунатлă пулма пултарĕ?.. Сире хура халăх пуç тайса кĕтмесен, кама пуç тайса кĕтсе илĕç... Ку тĕлĕк эсир ĕмĕр-ĕмĕрех пуян та хисеплĕ пуласса, сире ĕмĕр-ĕмĕрех хура халăх пуç тайса пурăнасса пĕлтерет. — Шухăшĕсене каласа пĕтерсен, пĕрре Михха еннелле, тепре Лукарье еннелле çаврăнса пуç тайрĕ Ваçухха.
Самантлăха нихăшĕ те сăмах чĕнеймерĕç.
— Ĕнтĕ юмăç пăхасчĕ, ― терĕ юлашкинчен Михха. Ваçухха хĕвĕнчи ура сыппи шăммине туртса кăларчĕ.
Уркне явсă ларчĕ те, шăмă çине çыхнă çип вĕçĕнчен тытса, арки çинелле усăнтарчĕ. Пурте илтмелле сасăпа сӳпĕлтетме пуçларĕ:
— Суллан, суллан, суллан... Миххан хĕрачи телейлĕ пулсан, суллан... Малалла вĕсен ывăл ача çуралас пулсан, суллан... суллан... — Нумай вăхăт хушши пĕр тĕле тинкерсе пăхса ларнипе вăйсăр куçĕ алчăраса кайрĕ. Чипер пăхса ларма хăтланнă çĕртех, пĕр шăмăран ик-виçĕ шăмă, пĕр сĕвем çипрен ик-виçĕ сĕвем çип курăна пуçларĕ. Шăмă, майĕпен пысăкланса пырса, куç ытамĕнчен тухрĕ. Çиппине чĕпĕтсе тытнă пурнисем ывăннипе тӳсеймерĕç — вырăнтан хускалчĕç. Шăмми суллана пуçларĕ. Ваçухха хаваслăн эхлетрĕ: — А-а... пăхăр, пăхăр! Епле сулланать! Телейлĕ те таса чунсем... Сирĕн хĕрачан çăлтăрĕ пек çутă çăлтăр кăвак тӳпере урăх çук. Муллă та чаплă пулĕ унăн пурнăçĕ. Вăрăм килĕ унăн кунçулĕ. Сирĕн татах ачасем... ывăл ачасем пулĕç. Сирĕн йăх-тĕп улмуççи турачĕ пек сарăлĕ... — шухăшне вĕçлерĕ Ваçухха. Шăммине хĕвне пуçтарса чикрĕ. Кайма шут тытнă пек пулса, ура çине тăчĕ.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...