Ĕмĕр сакки сарлака. 1-мĕш кĕнеке :: Виççĕмĕш пайĕ
— Ку тĕрĕс, Степан Иванович, ытти вырсарникунсенче виçĕ тенкĕ илетпĕр. Паян Михаил Петрович хĕрне ят хурас ячĕпе утмăлтурат çутаççĕ тата хор юрлать.
— Мĕн чул тӳлемелле пулать вара?
— Вунă тенкĕ.
Çтаппан чĕлхи çухалчĕ. Вĕсен кĕсйинче мĕнпурĕ те пилĕк тенкĕ çеç. Ку укçапа ят хурасшăн, çурта илесшĕн пулчĕç вĕсем, юлашкипе менелник тума шутларĕç.
Микула чĕри те ыратса кайрĕ. Ят хума илсе килнĕ ачана укçа çитменшĕн каялла йăтса кайма тивет. Çав вăхăтрах Михха хĕрне вĕсем утмăлтурат çутса, хор юрласа ят хураççĕ. Куна пĕлнĕ пулсан, вĕсем килес те çукчĕ. «Пĕрремĕш ывăлах çак тери намăса кĕртме парас марччĕ. Мĕнле пулсан та ятне паянах хурасчĕ. Анчах ун чухлĕ укçа ăçтан тупас-ха?» Пуппа тиечук выççине Микула та пĕлет. Çавăнпа усă курма шутласа, вăл тиечук çеç илтмелле:
— Лаврентий атте, ача ятне эпир паянах хурасшăн. Ыран мĕн пуласса турăран урăх никам та пĕлмест. Ят хумасăр вилсе кайсан тата? Вара ытла пысăк çылăха кĕретпĕр! — Тиечук хăлхине тăратрĕ. Микула татах пăшăл-татрĕ: ―Укçа пирки ним те ан шухăшлăр, Лаврентий атте. Килтех пĕлнĕ пулсан, вунă тенкипех илсе килеттемĕр. Паян та яланхи вырсарникун пек сунса тăнипе, пилĕк тенкĕ çеç илсе килтĕмĕр. — Микула укçине кăларса тиечук умне хучĕ. ― Юлашкине те кĕттермелле тумастпăр. Тата çакна ан манăр, Лаврентий атте... пилĕк тенкĕ çумне хăвăр валли виçĕ тенкĕ хушса парăп... Ĕнтĕ килĕшетĕр-и?
Микула сĕнĕвĕ тиечук выçлăхне тивĕçтерчĕ. Виçĕ тенкĕ çĕрте выртмасть. Анчах ун чухлĕ укçа ăçтан тупса парĕ? Çтаппан пек хресченсемшĕн сакăр тенкĕ мĕне тăнине аван пĕлет вăл.
— Ахаль çеç калаçмастăн-и эсĕ? — тĕпчерĕ тиечук.
— Лаврентий атте, чиркӳре мĕнле ахаль çеç калаçăн!
— Ку тĕрĕсех... Ун чухлĕ укçине ăçтан тупăн-ха?
Микула сасартăк çухалса кайрĕ. Сăмах панă чухне кун çинчен аса та илменччĕ. «Чăнах, ун чухлĕ укçа ăçтан тупмалла?» Халь шухăшлама та вăхăт çук ĕнтĕ. Çак самантрах витĕмлĕ сăмах каламасан, пĕтĕм ĕç пăсăлма пултарать.
— Лаврентий атте, уншăн тесен нимĕн те ан пăшăрханăр. Пилĕк тенкине ăçтан тупнă, ытти те çавăнтанах тупăнĕ, — тесе хучĕ вара Микула.
Тиечука ку та çырлахтармарĕ. Вăл, тата шанчăклăрах пултăр тесе, шкапран хулăн кĕнеке туртса кăларчĕ те:
— Çветтуй турă, çветтуй хăватлă... Сакăр тенкипех паратăп тесе çак евенгели умĕнче тупа ту! — терĕ.
Микула кĕнеке хуплашки çине мĕн çырнине асăрхарĕ те, ку кĕнеке евангели маррине пĕлсе, ăшĕнче тиечукран кулса илчĕ:
— Сăваплă евангели кĕнеки умĕнче тупа тăватăп: юлашки сакăр тенкине те паратăп! — тесе кĕнеке питне ним пăркаланмасăр чуптурĕ.
Тиечук Микула ачи ятне çырса хума çаплах-ха васкамарĕ.
— Юрĕ, килĕшме те пулĕ тейĕпĕр... Эпĕ санран сакăр тенкĕ илмелле тесе çырса хурăп. Эсĕ халĕ пилĕк тенкĕ панине пачăшкă ыйтсан та ан кала.
Ĕç ăнăçлă вĕçленессе ĕненсен, Микулан кăмăлĕ çĕкленчĕ:
— Лаврентий атте, пурне те эсир хушнă пек тăвăп!
— Аминь! — вĕçлерĕ тиечук. Метрик кĕнекине уçрĕ, хăш çул çуралнине палăртса çырмалли йĕркене пин те сакăрçĕр тăхăрвун тăххăрмĕш тесе çырчĕ.
— Ачине мĕнле ят паратпăр?
— Иван ятлă çырăр, Лаврентий атте! Мăн аслашшĕн ятне паратпăр! — хавхаланса хуравларĕ Микула.
— Аминь! — тепĕр хут мăкăртатрĕ тиечук: ―Кайăр та ачана шыва кĕртме хатĕрлĕр.
Тиечук Миххана аял пуç тайса кĕтсе илчĕ.
— Михаил Петрович, праçник пĕрле пултăр!
— Эс калашле пултăр, Лаврентий Кириллович!! — хаваслăн хуравласа алă пачĕ Михха.
— Лукерья Семеновнăпа хĕрĕн сывлăхĕсем мĕнле? — йăпăлти сассипе ыйтрĕ тиечук.
— Питĕ аван!
— Турă пулăштăр, Михаил Петрович!
— Ну, манăн хĕр ятне çыр-ха, Лаврентий Кириллович! — тарçисемпе калаçма хăнăхнă сассипе хушрĕ Михха.
— Хаваспах çыратăп, Михаил Петрович. Сирĕн малтанхи ачан ятне çырма тивĕç пулнăшăн хама телейлĕ тесе шутлатăн. Мĕн ятлă тесе çырма хушатăр?
— Клавдия!
— Клавдия... Илемлĕ ят... — çырнă май мăкăртатрĕ тиечук.
Метрик çинче Иван ятпа юнашар Клавдия ят çырăнчĕ. Михха сĕтел çине пилĕк тенкĕ кăларса хучĕ. Тĕлĕннипе тиечук куçĕ улшăнса кайрĕ. Вăл ним шутласа тăмасăр:
— Михаил Петрович, ытла сахал тӳлетĕр! — терĕ.
— Сахал?.. Эсĕ, мĕн, хаклашма кунта пасарти тесе шутларăн-и?
— Пасарти пасарта мар та, Михаил Петрович, çапах сăмах каласа хăвармасăр тӳсме çук. Эпĕ хам валли ыйтмастăп. Хăвăрах куратăр пулĕ, утмăлтурат çутрĕç. Хор юрлать. Пуриншĕн те укçа кирлĕ.
— Çавăншăн пилĕк тенкĕ патăм эпĕ. Ку укçапа тем тума та пулать!
— Михаил Петрович...
— Лаврентий Кириллович! — тиечука пӳлчĕ Михха. — Ху ĕмĕрӳнте пĕр хут та пулин мана ырă тума май килнĕшĕн савăнатăн пулĕ тесеччĕ. Эсĕ пасарти пек хаклашма тытăнтăн. Ку пĕрре те килĕшмест!
Михха мĕнлине тиечук аван пĕлет, анчах çав териех хыт кукарла айкашасса кĕтменччĕ. «На чай» та пулин пилĕк тенкĕрен кая мар парасса шаннăччĕ. Вăл пурĕ те пилĕк тенкĕ çеç пачĕ. Юрлакансем мĕн калĕç ĕнтĕ? Тиечук, хăй шăртланнине палăртса, метрик кĕнекине çатлаттарса хупрĕ.
Михха, тиечук кăмăлне кăштах çавăрасшăн, аллипе ун хулпуççине çапса илчĕ:
— Лаврентий Кириллович, ан пăшăрхан! Укçа шута юратать. Эпĕ укçана вырăнсăр салатма вĕренмен. Анчах хама ырă тăвакана нихçан та ахаль ирттермен. Акă, кăнтăрлахи кĕлĕрен тухăр та арăмупа иксĕр ман пата, хĕрачан менелникне пырăр. Ун чухне пуриншĕн те тав тăвап!
— Тавтапуç, тавтапуç, Михаил Петрович! — мирлешсе хуравларĕ тиечук. Михха патĕнче хăнара пулассине пысăк хисеп тесе шутларĕ вăл.
— Ман хĕрачапа пĕрле урăх кам ачине ят хуратăр? — сăмах май тенĕ пек ыйтрĕ Михха.
— Сирĕн ялти Степан Ивановăн мăнукне хуратпăр.
Михха куçĕнче хаяр йăлтăрккасем çиçсе илчĕç.
— Ман хĕрачапа пĕр хуранта никам ачине те шыва кĕртмелле мар!
Тиечук Михха çине тĕлĕнсе пăхрĕ:
— Мĕн терĕр эсир?
— Илтмерĕн-и? Тепĕр хут калама та пултаратăп: ман хĕрачана хăй тĕллĕн çеç ят хуратăр. Эп ăна такам сăрнай ачипе пĕр хурана кĕртсе варалаттармастăп!
Çак сăмахсене илтсен, укçа сахал панăшăн Миххана тавăрас шухăш пырса кĕчĕ тиечук пуçне. Вăл питне-куçне айăпсăр сăпайлă çынсем пек турĕ. Аллисене кăкăрĕ çине хĕреслесе хучĕ.
— Михаил Петрович, эпир сире тем пекех хисеплетпĕр... Анчах куна тума пултараймастпăр.
— Пултаратăр! — хыттăн каларĕ Михха.
Тиечук итлемерĕ те. Хăйне çав-çавах сăпайлă çын пек тыткаласа:
— Михаил Петрович, çут тĕнчере этем тума пултарайман ĕçсем те пур. Ку çӳлти туррăн ĕçĕсем. Çавăнпа эпир Микула ачине те ят хумасăр хăварма пултараймастпăр, — терĕ.
Тиечук парăнманни Миххана тарăхтара пуçларĕ. Харкашса каясран чарăнкаласа, кĕсйинчен вунă тенкĕлĕх кăларса тиечук умне хучĕ.
— Ĕнтĕ мĕн калатăн, тума пулать-и?
Тиечук çав-çавах улшăнмасăр пăхса тăчĕ. Умĕнче выртакан укçа ун куçне савса чунне илĕртрĕ пулсан та килĕшме васкамарĕ.
— Турă каçартăр сире, Михаил Петрович... Хаклашма эпир кунта пасарта мар, чиркӳре...
Михха тӳсеймерĕ, тиечука, икĕ хулпуççинчен çатăрласа тытса, хăйне хирĕç çавăрса тăратрĕ те çулăмлă куçĕсемпе шăтарас пек пăраларĕ:
— Лаврентий Кириллович, эсĕ мана пĕлĕт çинчи ĕçсемпе тĕтĕрсе ан арпаштар! Луччĕ çĕр çинчи чĕлхепе калаç: татах сахал патăм-и?
Тиечук та кутăна пеме пăрахрĕ.
— Хăвăрах ăнланмалла, Михаил Петрович, ку укçаран çуррине ытла пачăшкă илет, юрлакансене тӳлемелле тата чиркӳ тӳпине уйăрса хывмалла. Ман валли нимĕн те юлас çук. Çылăхĕ пуринчен ытла мана тивĕ, — терĕ вăл.
Миххан кăмăлĕ уçăлчĕ:
— Çĕр çинчи чĕлхепе калаçма тытăннăшăн тав тума та тивĕç. Ку вунă тенкĕ пĕтĕмпех сана валли. Пачăшкăпа иксĕмĕр хушăра урăх шут пулĕ.
— Тавтапуç, тавтапуç, Михаил Петрович! — аял пуç тайрĕ тиечук.
— Апла тесен, ĕç тухать-и?
— Мĕн пулĕ ĕнтĕ, Михаил Петрович... Мĕн пулĕ...
Михха кайрĕ. Тиечукăн чунĕ райри пекех савăнчĕ. Паянхи ĕç кунашкал ăнăçлă иртессе шухăшламанччĕ вăл. «Вунă тенкĕ кĕсьере ĕнтĕ. Микуларан илнĕ пилĕк тенкине мĕнле упраса хăварас? Ун ачине халех ят хумасан, ку укçана çухатма та пулать, çухатас мар тесен мĕн тумалла?» Тиечук çакнашкал шухăшласа тăнă вăхăтра пуп персе çитрĕ.
— Лаврентий Кириллович, ĕç-пуçсем мĕнле?
Тиечук хăйне алла илме ĕлкĕрсе хуравларĕ:
— Икĕ ача ятне çыртăм. Михаил Петрович хĕрачине Клавдия ят пачĕ.
— Куна пĕлетĕп эпĕ. Вăл мĕн чухлĕ укçа панине кала.
— Мĕн чухлĕ пани пĕтĕмпех çакăнта, пачăшкă, — сĕтел çинче выртакан пилĕк тенкĕ çине кăтартрĕ тиечук.
— Çакă çеç-и?
— Çакă çеç, пачăшкă.
— Мĕнле вара ытла та сахал? Эсир ыйтмарăр пулĕ?
— Ыйтрăм, пачăшкă. Хушса парас вырăнне мăшкăлласа хăварчĕ. Пасарти пек хаклашма намăс мар-и сире терĕ.
— Ну-и, ну... — çилхине силлентерчĕ пуп. Теприсенчен мĕн чухлĕ илтĕр?
— Пĕр пус та çук, пачăшкă. Кайран паратпăр терĕç.
— Эсир мĕн, кĕтмелле ят хума ухмаха ертĕр-и? — ятласа пăрахрĕ пуп.
— Мĕн тăвас тетĕр эсир, пачăшкă... Ыйтаççĕ, йăлăнаççĕ... Ят хурас мар, ытла та пысăк çылăха кĕретпĕр пулĕ терĕм. Ĕнтĕ хам та ним тума аптраса тăратăп. Юрлакансене валли те кучченеç илмелле...
— Сăмах панă пулсан — илмелле!
— Укçине ăçтан тупас?
— Михаил Петровичпа теприн шучĕ çинчен! — терĕ те пуп сĕтел çинче выртакан пилĕк тенкĕне, сăтăрса илсе кĕсйине ярăнтарчĕ.
— Пачăшкă, тархасшăн, ман валли те хăварăр! — халь макăрса ярас пек йăлăнчĕ тиечук.
— Эсир хăвăрăн тӳпене кĕтмелле килĕшнĕ.
«Михаил Петрович панă вунă тенкĕ çинчен пачăшкă нимĕн те пĕлмест. Микуларан илнĕ пилĕк тенкине пытарса хăварма мĕнле май тупас-ши?»
— Тепри камăн ачи? — ыйтрĕ пуп.
— Энĕшкассинчи Степан Ивановичăн мăнукĕ.
Пуп шухăша каянçи пулса тăчĕ те:
— Михаил Петрович хăйĕн хĕрачипе пĕр хурана урăх никам ачине те кĕртме хушманнине пĕлетĕр-и эсир? — терĕ.
Тиечук чĕри кăртах турĕ. Пуп вунă тенкĕ пуррине пĕлнипе юриех тепĕр ачи çинчен сăмах хускатрĕ пек туйăнчĕ ăна.
— Çавнашкал калаçкаларĕ пулас... Хам та пĕлместĕп, тем тумалла ĕнтĕ...
— Ним шухăшламалли те çук унта. Хушрĕ пулсан — тумалла, Пирĕн пурнăç çулĕсем Çтаппанăннипе мар, Михаил Петровичăннипе пĕрле.
— Ку тĕрĕсех, пачăшкă... Анчах мĕнле тăвас? Çтаппан мăнукĕн ятне çырса хуман пулсан тата тепĕрччĕ...
— Ку нимех те мар. Эсир хуралçă пӳртне кайăр та вĕсене тытса чарма тăрăшăр. Эпĕ çав вăхăтра Михаил Петровичăн хĕрне ят хурăп. Кайран Çтаппан мăнукне те хума юрĕ.
— Çветтуй турă, çветтуй хăватлă, пачăшкă! Сирĕн ăс-тăн Соломон патшаннинчен те хăватлăрах! — килĕшрĕ тиечук. Чунĕ турра мухтаса кĕлтурĕ. Вунпилĕк тенкĕ кĕсьене юлма пултарас шанăç тата ытларах çирĕпленчĕ. Вăл пуп хушнине тума васкарĕ.
Анчах ăна хирĕç ача йăтнă Ваçли, ун хыççăн Микула, Çтаппан тата Кĕтерук чиркĕве кĕнине курсан, тиечук кăмăлĕ улшăнчĕ. Вăл Çтаппансене чарса тăратрĕ.
— Ма çав тери ир килетĕр?
— Иртерех пулчĕ-ши вара? — тĕлĕнерех сăмах чĕнчĕ Çтаппан.
— Ир-ха, ир! — çинерех тăрса каларĕ тиечук. Ачасене ят хума пуçланине хамах систерĕп. Халь хуралçă пӳртне атьăр-ха. Сирĕнпе пĕрле эпĕ те пыратăп!
Çынна шанакан ырă кăмăллă Çтаппан хуралçăсен пӳртне таврăнма та хатĕр пулчĕ. Ваçлипе Кĕтерук та хирĕçмерĕç. Микула килĕшесшĕн пулмарĕ, тиечук ырă кăмăллă маррине сисрĕ вăл.
— Аптрамĕ-çке, Лаврентий атте, кĕнĕ-кĕнех ĕнтĕ, кунта та кĕтсе илме пултарăпăр...
Çав вăхăтра чиркĕве Михха хĕрачине йăтса кĕчĕç те тӳрех хуран патнелле утрĕç.
— Пӳлĕхçĕм çырлахтăр, Лаврентий Кириллович, ир тетĕр эсир, ― урăхла шухăшласа сăмах хушрĕ Çтаппан.
— Лаврентий атте, эсир турă хушнă пек тăвасшăн мар! — хыттăнах каларĕ Микула.
Тиечук хулпуççийĕсене сиктеркелесе илчĕ, ним каламасăрах каялла çаврăнчĕ те шыва кĕртекен хуран патнелле утрĕ. Унăн калаçас та килмерĕ. Пилĕк тенкĕ çухатас хăрушлăх чунне салхулатрĕ.
Çтаппан çемйи те ун хыççăн пычĕ. Вĕсене пуп курчĕ те çилленсе кайрĕ. Вăл Михха хĕрачине пĕр-пĕччен шыва кĕртме сăмах панă вĕт. Çилĕллĕ куçĕсемпе тиечук çине пăхрĕ пуп: «Кусене хуралçăсен пӳртĕнче тытса чарайман ĕнтĕ».
Тиечук пупран та пăрăнса тăчĕ. «Кирек мĕн айкашчĕр те, ман кĕсьери укçана çеç ан тĕкĕнччĕр», — тесе шухăшларĕ.
Пуп Çтаппана, хирĕç васкаса пырса, çурма çулта чарса тăратрĕ.
— Степан Иванович, эсир самантлăха хуралçăсен пӳртне кайăр-ха. Сирĕн ачана кайран, укçасăрах ят хуратпăр!
Ку ĕнтĕ ытларах та пулчĕ. Пуппа тиечук Микула ачине Миххан хĕрачипе пĕр хуранта ят хумасăр намăса кĕртме шутланине пурте ăнланчĕç, пурин чĕри те курайманлăхпа тулчĕ.
— Пачăшкă, мĕне пĕлтерет ку? — чиркĕве пухăннă çынсем илтмелле каларĕ Микула. — Эсир турă умĕнче пур этем те пĕр тан тесе вĕрентетĕр, халĕ çав йĕркесене хăвăрах пăсатăр! Сирĕн шутпа, пĕр ачине ят хума юрать, теприне юрамасть. Е вăл ят хумасăрах вилес пулсан та нимех мар-и?
Халиччен илтмен сăмахсем пупа саламатпа ăшаланă пекех туйăнса кайрĕç. Вăл, хăй çине çĕршер куç шăтарасла пăхнине сиссе, аллисемпе сĕлткелесе, куçĕсемпе хĕскелесе, Микулана шăпланма хушрĕ. Лешĕ, пуп пăлханнине туйса, сассине татах хăпартрĕ.
— Эсир турă çуртне суту-илӳ тăвакансен кил-çурчĕ тăвасшăн! Ăçта сирĕн, пачăшкă, çылăхран хăрани!
— Пӳлĕхçĕм çырлахтăр, пачăшкă... Эсир кунашкал хăтланасса кĕтменччĕ! — юлашкинчен сăмах хушрĕ Çтаппан.
Пуп çамки çине сивĕ тар тапса тухрĕ. Ăна çĕршер ĕненекенĕ умĕнче турă йĕркисене пăсакан тесе айăплаççĕ. Чиркӳ влаçĕнчисем пĕлсен, куншăн ырлас çук. Çтаппан прихутра шутлă хресчен пулнипе, унăн сăмахне ытти хресченсем те итленине пуп аван пĕлет. «Усал хутшăнтарчĕ-и мана ку ĕçе?» — вĕчĕрхенсе шухăшларĕ те вăл, ирĕксĕрех ыр кăмăллăн курăнма тăрăшса:
— Степан Иванович, ахалех хумханатăн. Сан мăнукна ят хурас мар текен çук. Лайăхрах хатĕрлĕр тесе çеç каларăм. Хатĕрлесе çитернĕ-тĕк, хуран патне пырăр. Кĕçех ят хума пуçлатăп! — терĕ.
Тилĕрсе кайнă Михха ним тума аптранипе тутине çыртса тăчĕ.
IV
Ирхине Михха амбар умĕнче вăранса кайрĕ. «Кам сăрнайĕ вырттарнă мана кунта, çара хăма çине? Мĕншĕн эпĕ пӳртри вырăн çинче мар?» — шухăшларĕ вăл ăнланаймасăр, Мухмăр чĕртсен аса илĕп тесе, амбар ум хăми çинчен тăрса, пӳртелле кĕрсе кайрĕ.
Енер упăшки хăйне урнă йытла тыткаласа хĕрачин менелникне пăсни Лукарье чĕрине халĕ те ырттарса тăчĕ пулсан та, вăл ăна яланхи пекех чĕмсĕрленсе кĕтсе илчĕ.
— Эрех пар! — терĕ вăл кĕнĕ-кĕменех.
Лукарье çав самантрах эрех тултарса пачĕ. Михха лăнкăртаттарсах ĕçрĕ. Пĕр-икĕ курка ĕçсен, Михха пуçĕнчи мухмăр сĕрĕмĕ кăштах уçăлчĕ. Ăстăнĕ йĕркелене пуçланă май вăл ĕнер мĕн пулса иртнине, мĕнле майпа амбар умнех выртса çывăрнине те аса илчĕ.
Хĕрачин менелникĕ ире яхăнччен пычĕ. Юрă-ташă самантлăха та йăвашланмарĕ. Икĕ кĕслепе сĕрме купăс хаваслă ташă-юрă кĕввине ырми-канми шăрантарчĕç.
Михха хăйне кăмăллă тыткалама тăрăшрĕ пулсан та, чиркӳре Микулана тапăнни ăнăçсăр иртнине манаймарĕ. Куншăн вăл пĕтĕмпех пупа айăпларĕ. Хаяр эрех-сăра ăс-тăнне минретсе çитерсен, пуп çине кăнн! пăхрĕ. «Вăрăм çӳçлĕ сăрнай темерĕн! Паян эсĕ мана пĕтĕм тĕнче умĕнче намăса кĕртрĕн. Анчах çакна çеç мантăн: Михха парăмра юлма вĕренмен!» Çак вăхăтра музыкантсем шăпланчĕç. Михха тайкаланса ура çине тăчĕ:
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...