Ĕмĕр сакки сарлака. 1-мĕш кĕнеке :: Виççĕмĕш пайĕ
Ĕнелсем Мыйраки сĕннине йышăнчĕç. Пуринчен малтан ушкăн умĕнче чупса пыракан Микулапа Ваçли кӳсе-кĕсене ывăтрĕç.
Ал çитмелле çывхарсан, Микула Мыйракине чышса ячĕ. Лешĕ, сулăнса кайрĕ пулсан та, ура çинче тытăнса юлчĕ. Микулана мĕнпур вăйĕпе чышрĕ. Микула хăнк та тумарĕ. Анчах тепĕр хут чышма памарĕç ăна. Ун çине Мыйраки юлташĕсем тата темиçе çын тапăнчĕç, ура хурса çĕре ӳкерчĕç. Ваçлипе ун ашшĕне те пусса антарчĕç. Малта пыракан Ĕнел çыннисен сехрисем хăпрĕç. Пуринчен малтан Касмухха каялла çаврăнса чупрĕ. Ун хыççăн ытти уполномоченнăйсем вĕçтерчĕç. Ĕнтĕ пишсем, хăватлăн кăшкăрса, ĕнелсене хăваласа кайрĕç.
Ку çапăçăва ытти ачасемпе пĕрле пăхса тăракан Уçка, малтан Микулана, вара Ваçли пиччĕшне, ашшĕне ӳкернине курсан, макăра-макăра Çтаппан патне чупрĕ.
— Хреснатте! Хреснатте! Микула пиччене вĕлерчĕç. Ваçли пиччепе аттене те вĕлерчĕç!..
Çтаппан чĕрине сăнă пырса тăрăннă пекех туйăнчĕ.
— Пулĕхçĕм çырлахтăр! — терĕ те вăл сăрт çине чупса хăпарчĕ.
Ана хирĕç ĕнелсем, кашкăртан хăранă сурăхсем пек, каялла чупаççĕ. Пуринчен малтан çаплипех Касмухха пырать. Унăн аллă çула çитнĕ ватлăхĕ те таçта кĕрсе кайнă. Касмухха хыçĕнчен ултă уполномоченнăй, вĕсемпе пĕрле Платун, вĕçтереççĕ. Вĕсене Çтаппан курмарĕ, курасшăн та пулмарĕ. Вăл каялла чупакан Ĕнел çыннисем хушшинче Микулана шырарĕ. Ниçта та тупайман пирки, ăна е амантнă, е чăнах та вĕлернине ĕненсе, пишсене çилленсе кайрĕ. Вĕсем килсе çапăçу тапратман пулсан, ниепле инкек те сиксе тухас çукчĕ вĕт! Çтаппан ирĕксĕрех, чышкине чăмăр-таса, пишсене хирĕç утрĕ.
— Пĕтрĕмĕр! Пишсемпе Мыйраки килет! — салхуллăн кашкăрса ячĕ Касмухха, Çтаппанпа танлашсан.
Касмухха хыççăн ыття уполномоченнăйсем те сĕрлĕме тытăнчĕç:
— Çтаппан, хута кĕр!
— Пишсемпе пĕрле Мыйраки килет!
— Утрава туртса илеççĕ!
Çтаппан итлемерĕ те вĕсене. Унăн мĕнпур шухăшĕ ывăлĕ çинче пулнипе:
— Ăçта вăл? — тесе ячĕ.
Касмуххапа ытти уполномоченнăйсем Çтаппан Мыйраки çинчен ыйтнă пек ăнланса:
— Ав, унта! Пирĕннисене хĕнет!
— Хута кĕр, тархасшăн! — шавлăн хуравларĕç.
— Эккей, э?.. — хирĕç чупакан ушкăн витĕр малалла утнă май хăй тĕллĕн калаçса илчĕ Çтаппан.
Ăна курмалăхне, ĕнелсем тарма чарăнчĕç. Каялла çаврăнса, Çтаппан хыççăн утма пуçларĕç. Çав вăхăтра Микулапа Ваçли чупса çитрĕç.
— Атте! ―хумханса чĕнчĕ Микула.
— Эсĕ чĕрех-и? — хĕпĕртесе эхлетрĕ Çтаппан. Микула ашшĕн кăмăлне ăнланаймарĕ. Хăй пишсене парăннăшăн кӳреннĕ пек туйăнчĕ ăна.
— Вĕсем ман çине темиçен тапăнчĕç. Пĕччен е иккĕн-виççĕн çеç пулнă пулсан парăнмастăмччĕ!
— Пӳлĕхçĕ çырлахтăр! ― çăмăллăн сывласа ячĕ Çтаппан. — Эпĕ санран ун çинчен ыйтмастăп. Мана Уçка хăратса пăрахрĕ. — Вăл каялла кайма та хатĕрччĕ ĕнтĕ. Анчах хыçра астутарса кăшкăрнă сасăсем çине-çинех илтĕне пуçларĕç:
— Мыйраки килет! Пишсем килеççĕ!
Çтаппан тăна кĕчĕ, ĕнелсем ухмаха ернĕ пек тарнине тата утрава çухатма пултарассине аса илчĕ. Пишсем чуп-ма чарăнчĕç, утма пуçларĕç. Малта çав-çавах Мыйракине унăн икĕ юлташĕ пыраççĕ. Вĕсем кама та пулин хĕнемен пасар иртменни, эрех ĕçме ирĕксĕрлесе укçа илмен пĕр сутуçă та юлманни çинчен Çтаппан та илтнĕ. Анчах халиччен куçа-куçăн тĕл пулма тивмен пирки, халĕ Мыйраки çине тĕпчевлĕн сăнаса пăхрĕ. Ун патнелле вăтăр-вăтăр пилĕк çулалла çитнĕ, чăвашсем калашле, хапха юпи пек çӳллĕ те патвар, чĕркуççине кăшт çеç çитейми вăрăм алăллă арçын пырать. «Акă мĕнле этем иккен Мыйраки?» ― шухăшларĕ те Çтаппан, ывăлĕшĕн çуйланнă чĕри лăпланнă хыççăн, унăн пит-куçне хаваслă кулăш пĕрчисем тапса тухрĕç.
Мыйракипе унăн юлташĕсем Çтаппана пачах пĕлмен. Вĕсем çеç мар, пишсем хушшинче те Стаппана паллакансем сахал. Çтаппан Энĕшкассинчи ытти хресченсенчен ним-пех те уйрăлса тăман. Хăйне хăй ялан лăпкă тытнă. Энĕшкасси ялĕнче Çтаппан ятлă этем пĕрре чышсах Михха урхамахне вĕлернĕ текен хыпар вулăсĕпех сарăлнă пулсан та, ĕненекенсем сахалччĕ. Хăй вăхăтĕнче кун çинчен Мыйраки те илтнĕ, анчах суя халап вырăнне çеç йышăнса, манма та ĕлкĕрнĕ. Тем пулсан та чăвашсем хушшинче хăйне çĕнекен çын пуррине шухăшламарĕ. Ĕнелсем тарма чарăнса Çтаппан хыççăн хăйсене хирĕç килнине курсан:
— Эй, катемпи хăраххи! Ăçти сехмет илсе килнĕ сана кунта! — тесе кăшкăрчĕ Çтаппана тăрăхласа.
— Мана никам та, ниçтан та илсе килмен. Эпĕ хамăн çĕр çинче тăратăп. Эсĕ, чăнахах та, ют пахчана килсе сĕкĕнетĕн. Сана йĕммӳне антарса ăшалама та тивĕç! — тăрăхласа хуравларĕ Çтаппан.
— Акă ăçта вăл мыскараçă! — Çтаппан çинелле пӳрнипе тĕллесе кулчĕ Мыйраки.
Ăна кура ыттисем те кулса ячĕç.
Мыйраки шăпланчĕ. Тем пекех кулăшла пулсан та, ĕнелсем тарма пăрахса хирĕç килни унăн кăмăлне пăса пуçларĕ. Хире-хирĕç тăрса çапăçиччен, каялла çаврăнса пăхмасăр таракансене хăвалама нимех те марччĕ вĕт. Куншăн çавă, халь ĕнелсене ертсе пыракан палламан чăваш, айăплă. Мыйраки çилли авăкланнипе Çтаппана чышса йăвантарас шутпа ал çитмелле çывăха сиксе пычĕ.
— Эсĕ мана ăшалама шутларăн иккен?! Апла ме! — паттăррăн кăшкăрчĕ те вăл чăмăрне сулса ячĕ.
Çтаппан Мыйракин сулмаклă аллине, ярса тытма ĕлкĕрсе, тимĕр хĕскĕчпе хĕстернĕ пек чăмăртаса лартрĕ.
— Эккей, э... Ху чышма та пĕлместĕн, çапах çапăçма шутлатăн... Ак эпĕ сана мĕнле чышмаллине вĕрентĕп! — терĕ те Çтаппан чăмăрĕпе Мыйракине аякĕнчен тăрслаттарчĕ. Лешĕ пичатнăя сирпĕнсе ӳкрĕ.
Пишсен сехри хăпрĕ. Вĕсен шанăçĕ пĕрре чышсах йăванса кайрĕ.
— Сире утрав кирлĕ иккен! Юрĕ, утрав парам сире! — Пишсене юнаса кăшкăрчĕ Çтаппан.
Малти ретре тăракан Пиш çыннисем, упана курса хăранă пек, каялла тĕр! чакрĕç. Çав вăхăтра ушкăнран Касмухха мала сиксе тухрĕ те паттăрланса кăшкăрса ячĕ:
— Мĕн пăхса тăратăр! Çапăр вĕсене! Çапăр! Ĕнелсем, тепĕр хут шавлăн та хăватлăн ура! кăшкăрса, пишсем çинелле ыткăнчĕç. Лешсем ним хирĕçлемесĕрех Мыйракине йăтрĕç те каялла тарма тытăнчĕç. Халь ĕнтĕ ĕнелсем пишсене хăваласа пычĕç, çул май хуса çитнĕ лавсене тӳнтерчĕç, сӳсмен пăявĕсене каса-каса, лашисене ирĕке ячĕç.
VI
Ĕнелсем эрне хушшинче утраври хăвапа йăмрана нумай хăвармарĕç. Васканипе каснине киле турттаракансем çеç сахал пулчĕç. «Хатĕрленине турттарма кирек хăçан та ĕлкĕрĕпĕр», — тесе шухăшларĕç. Вара пĕр кунхине, кăнтăрла тĕлнелле, шăнкăрав сасси янăраса çывхарни ĕнелсен сехрине хăпартрĕ. Шăнкăравлă лавпа тӳре-шарасем çеç çӳренине аван пĕлеççĕ вĕсем. «Анчах кам, мĕн ĕçпе килет-ши? Куланай тавраш пухма тесен, яла пымалла». Хавшакрах чĕреллисем пуринчен малтан сăрт çине чупса хăпарчĕç те сăнама тытăнчĕç. Тавракурăмра пар лаша кулнĕ лав курăнчĕ. Ун хыççăн тата темиçе лав килеççĕ. Патнерех çывхарнă май ку пар лаши вулăс кантурĕн иккенне палласа илчĕç. Тăрантас çинче тиекпе уретник ларса пыни те палăра пуçларĕ. Вĕсен хыççăн хăйсен лавĕсемпе Касмухха, Тимаç, Платун тата ытти уполномоченнăйсем. Çак хыпар утрав тăрăх чупса саланчĕ. Ĕнел халăхĕ хушшинче çуйлă халапсем хускатрĕ. Анчах темиçе май вакласа та мĕншĕн килнине тавçăрса илеймерĕç.
Çтаппан, уретник килет тенине илтсенех, Мыйракипе çапăçнине аса илчĕ те хăй ăраскалĕшĕн пăшăрхана пуçларĕ, Мыйракин икĕ аяк шăмми хуçăлнă иккен.
Пар кӳлнĕ çӳрен лашасем Ĕнел халăхĕ тĕлне çитсен чарăнчĕç. Вĕсем хыççăн Касмуххапа ыттисем çитсе лавĕсем çинчен анчĕç те вулăс кантурĕн тăрантасĕ патне васкарĕç.
— Халăха кунта пухăр хăвăртрах! — хыттăн хушрĕ Огуречников тăрантас çинчен анмасăрах.
— Халех пухатпăр, ваше благороди! Уполномоченнăйсем пуç тайса илчĕç те хăйсен ялĕсем ĕçлекен çĕрелле чупрĕç. Вара утрав тăрăх чĕнсе кăшкăрнă сасăсем янрарĕç:
— Э, тĕмшерсем!
— Варасăрсем!
— Минкĕшсем!
— Аманиксем!
— Пакăшсем!
— Волпуçсем!
— Мăнçырмасем!
— Энĕшкассисем!.. Халăх çине тухăр!.. Халăх çине!.. Ку сасăсем Çтаппана кăштах лăплантарчĕç. «Çапăçнă пирки мар пулĕ-ха. Уншăнах халăха пухма кирлĕ мар», ― шухăшларĕ те вăл сăрталла хăпарма васкарĕ.
Çтаппан çитнĕ çĕре Ĕнел çыннисем пурте вырăнта. Касмуххапа Платун тата ытти уполномоченнăйсем Огуречниковпа тиек умĕнче явкаланаççĕ. Энĕшкассисен уполномоченнăйĕ пулнипе Çтаппанăн та тӳре-шарасен умĕнче тăмаллаччĕ, анчах вăл унта пымарĕ.
— Пурте пухăнчĕç-и? — ыйтрĕ Огуречников.
— Пурте пухăнчĕç, ваше благороди! — пуç тайса хуравларĕç уполномоченнăйсем!
— Арсентий Ксенофонтович, ăнлантарса парăр! — хушрĕ Огуречников.
— Халех, господин уретник! — парăннăн хуравларĕ те тиек ура çине тăчĕ. Куç ытамне шутласа кăларайми йышлă халăх, вăл мĕн каласса çуйланса кĕтекен ушкăн, тухса тăчĕ. Хресченсем кунашкал чĕмсĕрленсе тăни вулăс тиекĕн кăмалне яланах савăнтарнă. Халĕ те вăл вĕсем çине тăрантас çинчен пăхрĕ те:
— Çĕлĕкӳсене хывăр! — тесе мăнаçлăн кăшкăрчĕ. Хресченсем пуçĕнчи çĕлĕксем вăйлă тăвăл сӳсе илнĕ пекех хывăнчĕç. Тата тепĕр сăмах каласанах çак çара пуçлă мĕскĕнсем хăй умне чĕркуçленсе ларассăн туйăнчĕ тиеке. Кунашкал пысăк хисепе вăл халиччен курманччĕ-ха. Çавăнпа та малтанхинчен мăнаçлăрах сасăпа:
— Итлĕр! Эпĕ сире Хусанти Окружной суд мĕнле решени йышăнни çинчен ăнлантарса паратăп! — терĕ.
Ахаль те чĕмсĕрленсе тăракан халăх татах шăпланчĕ. Вĕсем «окружной» сăмах мĕне пĕлтернине ăнланаймарĕç пулсан та, «суд» сăмаха аван пĕлеççĕ те, ку тӳре-шарасем ырă мар хыпар илсе килнине тавçăрчĕç.
— Утрава хăвăр ирĕккĕн йышăннăшăн Пиш çĕр общини сирĕн çинчен Хусанти Окружной суда çăхав панă. Тата хăвапа йăмрана касса тăкнăшăн вĕсем сирĕнтен пилĕк пин тенкĕ укçа шыраççĕ.
— Утрав пирĕн! Никама та памастпăр!
Тиек пӳлĕнчĕ. Çара пуçлă та парăннипе чĕмсĕрленнĕ халăх сăмах чĕнме хăйни ăна ытла тĕлĕнтерчĕ. Халăх шавлама тытăнни Огуречникова килĕшмерĕ. Вăл ура çине тăчĕ те, чăмăрĕпе халăх çинелле юнавлăн сулса:
— Молча-а-ать! — асар-писерле кăшкăрса пăрахрĕ. — Кам мăкăртатать унта? Кам унта аслă патша саккунĕсене хирĕç тăрасшăн!..
Хресченсем шăпланчĕç çеç мар, сывласса та вăрттăн сывлакав пулчĕç. Огуречников хăйĕн ирĕкĕнче хăватлă власть пуррипе мăнаçланса:
— Арсентий Ксенофонтович, малалла ăнлантарăр! — терĕ.
— Халех, господин уретник!.. — Огуречников еннелле пуç тайса илчĕ те тиек малтанхи мăн кăмăлла сассине тупрĕ. — Эпĕ сире пишсем çăхав тата пилĕк пин тенкĕ укçа шыраса пани çинчен пĕлтертĕм. Утрав камăн пулассине Окружной суд татса париччен кунта пĕр çын та юлмалла мар, пĕр патакне те турттарса кайма юрамасть. Ан манăр, ку ĕçе Хусанта декабрĕн пĕрремĕшĕнче пăхса тухаççĕ. Унта кайма эсир кашни ялтан пĕрер уполномоченнăй суйлама пултаратăр. Ваккат тытма та ирĕк пур. Хам енчен эпĕ Лаврские тытма сĕнетĕп. Унтан лайăх ваккат тупаймăр! Ăна хăвăрах чухлама тивĕç.
Тиек сăмахĕсене вĕçлерĕ те ларчĕ. Огуречников паçăрхи пекех чăмăрĕпе юнарĕ:
— Ăнлантăр-и?
— Анлантăмăр! — пуç тайса хуравларĕç Касмуххапа ытти уполномоченнăйсем.
— Анланнă пулсан аван. Тата çакна астутаратăп: аслă патшан саккунĕсене пăсма шутлăкансене тӳрех Çĕпĕрĕ ăсатăп!
Огуречниковпа тиек лавĕ хускалчĕ. Ĕнелсем икĕ айккинелле сирĕлсе çул турĕç. Ямшăк пар лашине малалла хăваларĕ. Касмуххапа ытти уполномоченнăйсем туре-шарасене пуç тайса ăсатрĕç.
Çӳрен пар лаша курăнми пулнă ĕнтĕ. Шăнкăрав сасси те инçетре вăйсăррăн янласа çухалчĕ. Ĕнел халăхĕ çав-çавах чĕмсĕрленсе тăрать. Вĕсен пуçĕ çине пысăк инкек персе анчĕ. Хăвапа йăмрана тасатнă хыççăн пĕр-ик çултан утравра ухлĕм курăк кашласа ӳсессе пурте пĕлеççĕ. Анчах халĕ вĕсем утрав малашне пысăк тупăш парасси çинчен шухăшламарĕç. Касса хатĕрленĕ хăвапа йăмрана пăрахса хăварас килмерĕ вĕсен.
Ку кичем шăплăха ĕнелсен аслă уполномоченнăйĕ Касмухха сирчĕ:
— Ма нимĕн те шарламастăр! Утрава пишсене парас тетĕр-и-мĕн?
Ĕнелсем чун-чĕрĕленчĕç:
— Утрав нихçан та пишсен пулас çук!
— Пишсене утрав мĕнлине кăтартрăмăр. Кирлĕ пулсан, татах кăтартăпăр!
— Халăх! Ан шавлăр-ха. — Ĕнелсене лăплантарасшăн сасси пур таран кăшкăрчĕ Касмухха. Ун хутне кĕрсе, ытти уполномоченнăйсем те сасă пачĕç. Хресченсем шапланчĕç. Вара Касмухха сасси çиеле тухса ирĕккĕн янларĕс — Ан ашкăнăр! Текех чăмăрпа хăратса çĕнтереймĕр! Тӳре-шарасем пирĕнпе шӳтлемĕç. Уретник Çĕпĕре ăсататăп тенине илтрĕр пулĕ?!
Халăх хушшинче çуйлă сасăсем илтĕнсе кайрĕç:
— Утрава нивушлĕ пишсене парса ларас?
— Ма пишсене памалла? — нăйкăшакан сасăсене касса татрĕ Касмухха. — Патша саккунĕсем хушнă тăрăх хамăр алла çавăрса илмелле. Утрав пишсен темерĕ вĕт тиек. Суд кам майлă татса парать — çавăн пулать терĕ. Суд пирĕн майлă татса парасса ним иккĕленмесĕрех шанатăп. Хăвăр та пĕлетĕр, утрав çеç мар, ĕлĕк-авал мĕнпур улăхĕ-çаранĕ Ĕнелĕн пулнă. Пурăна киле пишсем пуçсăрланса килнĕ.
— Ку тĕрĕс!
— Пишсем пуçсăрланса килсе кĕнĕ кунта! — темиçе çын Касмухха хутне кĕрсе сăмах хушрĕç.
— Паçăрах каларăм, — шухăшне малалла тăсрĕ Касмухха, — утрав пирĕн пуласса шанатăп. Судра çеç кăтартса пама пĕлмелле. Тавтапуç тиеке... Пире аван ăс парса хăварчĕ. Атьăр, вăл хушса хăварнă пек, кашни ялтан пĕ-рер уполномоченнăй тата сакăр яла пĕр аслă уполномоченнăй суйлар, вĕсем ваккат тытчăр, суд умне тăрса пирĕн тивĕçлĕхшĕн витĕмлĕ сăмах калаччăр!
Касмухха шухăшне вĕçлеме ĕлкĕрейчĕ — пур енчен те тимлĕ сасăсем илтĕнсе кайрĕç:
— Çĕнĕрен суйламастпăр! Киввисемех суда кайччăр!
— Касмухха аслă уполномоченнăй пултăр!
Хирĕç калакан пĕр сасă та илтĕнмерĕ. Кун пек чухне Касмухха ĕç пулчĕ тесе пĕлтерекенччĕ те, халăх саланаканччĕ. Хальхинче теме кĕтсе, вĕçлекен сăмахне калама васкамарĕ. Вара пуху варрине Платун тухрĕ те энĕшкассисем енне çаврăнса пуç тайрĕ.
Халăх, Платун темĕн калас шутлине тавçăрса, шавлама чарăнчĕ.
— Энĕшкассисем! ~ хăюллăн чĕнчĕ Платун. — Ытти ялсем кирек мĕн туччăр, унта пирĕн ĕç çук! Эпир хамăрăн уполномоченнăя çĕнĕрен суйлатпăр! Куна эпĕ, сирĕн староста, калатăп!
Темиçе сасă Платун хутне кĕме хăтланчĕç. Анчах вĕсен шавне халăх шăплăхĕ путарчĕ.
Платун сĕнĕвĕ энĕшкассисен ĕмĕрхи йăла тивĕçлĕхĕ çине тапăннă, чыслă та ĕçчен Çтаппана хур кӳнĕ пекех туйăнчĕ. Анчах ку кĕтмен çĕртен сиксе тухнипе вĕсем Платунпа ун майлă кăшкăракансене хуравлама аптраса тăчĕç.
Платун сĕнни Çтаппана çеç тĕлĕнтермерĕ. Платун çĕр ĕçĕпе Энĕшкассин уполномоченнăйĕ пуласшăн çуннине тахçанах пĕлет вăл. «Ан тив, суйлаччăр ăна. Уполномоченнăйра çӳрени ытлашши чăрмав кăна. Халь суда каяс пулать, ответлăх пысăк».
Çтаппанпа юнашар тăракан Макçăм тӳсеймерĕ — пĕтĕм чунĕпе тарăхса:
— Пăх-ха эс ăна, кум, йĕксĕк пуçĕ, мĕн тăвать? Уполмоченнăйсене шаннипе çеç парĕç. Çтаппана мĕне кура шанса:
— Ан тив, пултăр, ним чухлĕ те шеллеместĕп.
— Çук, кум, пултăр мар! Эпĕ ăна халь...
— Тăхта, кум. — Макçăма чарчĕ Çтаппан, — çынна каласа пĕтерме пар.
Платтун вырăнне Касмухха сăмах илчĕ.
— Халăх, эпĕ сирĕн аслă уполномоченнăй Платун сĕннипе чунтан савăнатăп. Сăмах çук, Çтаппан начар çын мар. Анчах ку сахал. Тӳрех калатăп, пирĕн общинăн пĕр пус укçа çук. Кам патне те пулин кивçене каймасăр ирттерейместпĕр. Хăвăрах чухламалла, кивçен укçа пире уполномоченнăйсене шаннипе çеç парĕç. Çтаппана мĕне кура шанса парĕç? Кĕлмĕçе хутаçран урăх нимĕн те шанса парас çук! ― Анука ывăлĕнчен тытса илнишĕн тавăрас шутпа каларĕ Касмухха.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...