Ан сивĕн, савни :: Пĕрремĕш пайĕ
Анук сасси. Кирлĕ мар пире нимле парне те. Эсĕ те ăçтан килнĕ çавăнтах кай!
Мирун сасси. Тăхта-ха, килнĕ килменех ан хăвала.
Тамара тухать, венчет кĕпине тăхăннă, фата çук, вăл çав тери пăлханать. ун патнелле Лена пырать.
Петĕр. Эсĕ хатĕр-и?
Тамара. Кай, кай.
Петĕр хăвăрт Ануксем патне кĕрсе каять.
Лена. Мĕн пулнă сана, Тамара?
Тамара. Ах, Лена...
Ваççа. Тĕлĕнетĕп, мĕнле çавăн пек чаплă кун куççулĕ юхтармалла? Ĕлĕк-авал юрласа-макăрса кайнă теççĕ качча.
Тамара кайма тăрать.
Лена. Тăхта, Тамара, лăплан.
Сантăр. Мĕн пулнă вара?
Тамара. Нимĕн те, нимĕн те! (Тухса чупать.)
Лена. Тамара!
Ваççа. Мĕн шăртланса кайрĕ вара çураçнă хĕр?
Сантăр. Мĕн пулчĕ вара Тамарăна?
Лена. Пĕлместĕп.
Настя кайма тăрать.
Ваççа. Ан саланса пĕтĕр-ха.
Настя каять, ун хыççăн Ваççа чупать.
Сантăр. Интереслĕ, мĕн пулнă вара вĕсене?
Лена. Пĕлместĕп.
Петĕр сасси. Тӳсеймерĕн апла? Тамарăна ан кала тесе эпĕ санран ыйтрăм-çке, Анук аппа.
Анук. Ыйтрăн пулĕ те, пытарма пултараймарăм, Петр Николайчă.
Петĕр сасси. Эх, эсир, хĕрарăмсем. Тĕпне-йĕрне пĕличчен тăхтама пултарайман.
Петĕр тухать.
Петĕр. Тамара ăçта кайрĕ?
Лена. Ав çавăнталла таçта чупрĕ. Мĕн пулнă ăна?
Петĕр Тамара кайнă çĕрелле утать.
Анук. Эс, Мирун, атя каях килне.
Мирун. Парнӳне ил ĕнтĕ. Специально сирĕн валли туянтăм та.
Анук. Нимле парне те кирлĕ мар пире.
Мирун. Туй парни, ил ĕнтĕ.
Анук. Нимĕнле туй та пулмасть.
Мирун. Акă тата. Турти каялла апла? Ăçта кайрĕ çав Петр Николайчă.
Сантăр. Хĕр хыççăн чупрĕ.
Мирун. Хĕр хыççăн! Вĕсен сӳсменне лекесшĕн, ухмах, тарас пулать вĕсенчен тĕнче хĕрне, ак манран тĕслĕх ил, арăм çук, парăм çук. А Сантăр, Александр Николайч, аван çын эсĕ, санпа та ĕçлемелле-ха ман. Эс мана пулăшрăн.
Сантăр. Атя, атя кайса çывăр, сӳпĕлтетсе ан çӳре.
Мирун. Эс мана ан хăвала. Эпĕ сан хĕрне туртса илес çук. (Анук еннелле каялла кайса.) Сантăр, шухăшла, ыран калаçăпăр, пока тесе каларĕ тет кукка. (Кĕрсе каять.)
Лена. Кăмăла каймасть мана Мирун хăтланнисем.
Сантăр. Анчах колхоза кирлĕ материалсем тупса парать.
Анук сасси. Каллех килтĕн-и?
Мирун сасси. Ан хăвала, каятăп, плаща илетĕп те каятăп.
Лена. Ăçта чупрĕ-ши Тамара?
Сантăр. Кам пĕлет ăна?
Лена. Шыв хĕрнелле кайса пăхас мар-и?
Сантăр. Ан ухмахлан.
Лена. Эсĕ Тамарăна пĕлместĕн. Илтмерĕн-и, амăшĕ туй пулмасть терĕ. Мĕн пулнă-ши?
Сантăр. Атя кайса пăхар эппин.
Лена. Атя.
Анук сасси. Атя, атя каях килне. (Анук Мируна хыçалтан тĕксех тухать.)
Мирун. Мана килте никам та кĕтекен çук терĕм-çке.
Анук. Авланас пулать сан.
Мирун. Ман арăм пулма килĕшетĕн-и?
Анук. Ай, намăссăр, ара, ман качча каймалли хĕр пур-çке.
Мирун. Хĕрне качча пар та, эпĕ сан пата киле кĕрĕп. Вот пурăнăпăр вара санпа юмахри пек.
Анук. Ытла çуллă пулĕ.
Мирун. Эпĕ сана ĕлĕк те любить тунă.
Анук. Ан сӳпĕлтетсе тăр. Ни вырăсла, ни чăвашла.
Мирун. Чĕлхем пуклак çав манăн. Çавăнпа çавăраймастăп сана. Эпĕ сана юратнă. Эсĕ ман пеккисене пăхман. Ара, ялта пĕр хĕр пулнă та, эпĕ кам пулнă? Вĕлтĕр, вĕлтĕр çĕтĕк сăхман темелле. Эпĕ сана юратнă, эсĕ пур — урăххи çине пăхнă. Тимуша, ăна качча тухрăн, мана хусаха хăвартăн.
Анук. Мансăр пуçне хĕр тупаймарăн-им ялта?
Мирун (ассăн сывласа). Ялта мана юратаканни те пулнă пулĕ.
Анук. Хулара та хĕрарăмсăр пурăнман пулĕ?
Мирун. Пулнă та пулĕ. Ăçтан пурне те астăвăн?
Анук. Эппин, çавсенчен пĕрне качча илмелле пулнă та.
Мирун. Чĕре хушмарĕ-çке. Мĕн пурнăç пултăр вăл юратусăр авланни?
Анук. Юратмасăр качча кайни пурнăç-и?
Мирун. Тĕрĕс, Анук, тĕрĕс! Анчах халĕ сан упăшку çук вĕт. Пăрахса кайнă теççĕ.
Анук. Кайнă, çамрăккине тупнă. Эпĕ текех çамрăк мар.
Мирун. Ватă та теместпĕр. (Анук аллине ярса илет.)
Анук. Яр теççĕ, мĕн йĕркесĕр тыткалан хăвна? Тамара!
Мирун. Ан шавла ĕнтĕ. Шавлама кирлĕ мар, Анук.
Анук. Мĕн, чăнах. Сан шухăш мар-ха кунта.
Мирун. Пĕчĕк ача пек ан пул ĕнтĕ. Ай çавăрма хĕн-çке сана.
Анук. Теприсене кайса çавăр, ав Уçтук пеккисене.
Мирун. Эпĕ сан паранкуна та сутса килтĕм.
Анук. Асту, пуйтартăн пуль, укçине парса татаймарăн-ха.
Мирун. Тататăп, эпĕ лерен те пушăлла килмен. Пĕлес килет пулсан...
Анук. Пĕлетпĕр.
Мирун. Пĕлместĕн çав.
Анук. Мана мĕн усси?
Мирун. Тăхта, кирлĕ пулсан эп сана пӳрт тăррине шăвăçпа витсе паратăп.
Анук. Вара ман пата килсе кĕрес тетĕн-и?
Мирун. Силом мила не будешь теççĕ. Тепĕр тесен, ман çурт çук штоль.
Анук. Кай, кай, хăвăн патнах кайса вырт.
Мирун. Пĕччен кайса выртма упа мар вĕт эпĕ.
Анук. Çула май тупăн кама та пулсан.
Мирун. Мĕн тăвас ман унпа?
Анук. Утах, каях. Ята ан яр манне.
Мирун. Ытла чунсăр-çке эс.
Анук. Чĕреллине хăвăр ялта тупăн.
Мирун. Яла кайма Ара çырми урлă каçма шикленетĕп. Хăрвар кашкăрĕсем тапăнасран хăратăп. (Юрлать.)
Упи каçман çырминчен
Мĕнле каçса каям-ши?
Чун юратнă Анукран
Мĕнле уйрăлса каям-ши?
Анук.
Мĕнле килнĕ çавăн пек —
Икĕ урапах каян пуль.
Уттар, уттар малаллах —
Манăн ята яран пуль.
Каях, каях килелле,
Мана эсĕ кирлĕ мар,
Урăх кунта ан çӳре,
Шуç тимĕр те кирлĕ мар.
Иккĕшĕ.
Иксĕмĕрĕн хушăра
Пысăк шывсем юхаççĕ,
Ăнланас çук пĕр-пĕрне —
Пирĕн ĕçсем тухмаççĕ.
Инçетре сасăсем илтĕнеççĕ.
Анук. Килеççĕ, кай часрах.
Мирун. Хĕрхенместĕн эс çынна, юратмастăн эс мана. (Юрласа тухса каять.)
Иккĕн килеç, виççĕн килеç,
Пире тытма килеç пуль...
Анук. Вĕçтер, вĕçтер. Устукăн сан валли хатĕрлесе хуни пĕтмен пулĕ-ха. Тамара! Аçта эс! Ах, кусемпе, тем туса ан хутăр тата, ăçта кайрĕ-ши? (Тухса каять.)
Инçетре «Ан сивĕн, савни» тесе юрлани илтĕнет. Тамара тухать, хыçалтан Петĕр пырать.
Петĕр. Тамара, тăхта-ха ĕнтĕ. Илемлĕ каçа ан пăс. Пурте юрлаççĕ, шăпчăксем юрласçĕ, çынсем юрлаççĕ, эсĕ...
Тамара. Ман юрлас килмест, йĕрес килет, выртса макăрас килет.
Петĕр. Тамара, чунăм, мĕн пулчĕ сана?
Тамара. Хăвăнне хăв пĕлетĕн пулĕ.
Петĕр. Мĕн пĕлен?
Тамара. Эп сана пĕлмен ун пеккине.
Петĕр. Ан шавла ĕнтĕ, хамăрăн загса çырăнма каймалла. Мĕн хăтланан эсĕ?
Тамара. Эсĕ хăв мĕн хăтланан? Яр, яр теççĕ. Юратнă вĕт-ха эп ăна, кама юратнă? (Петĕр Тамарăна аллинчен ярса тытать.)
Петĕр. Тамара, тăхта-ха.
Тамара. Яр-ха.
Петĕр. Ямастăп.
Тамара. Ямастăн? Эсĕ мана вăйпа пăхăнтарас тетĕн-и?
Петĕр. Эпĕ сана пурпĕрех никама та парас çук, илтетĕн-и? Никама та...
Тамара. Авă мĕнле эсĕ? Эсĕ, эсĕ, эпĕ сана ун пеккине пĕлмен...
Петĕр. Эсĕ, мĕн, мана ял умĕнче, пĕтĕм тĕнче умĕнче намăс кăтартас тетĕн-им? Пĕтĕм ял пĕлет пирĕн туй пулас-са. Эсĕ мĕн тăван?
Тамара. Мĕн тума кирлĕ эпĕ сана, сан арăму пур вĕт, ачу пур. Мĕн тума улталарăн мана?!
Петĕр. Эпĕ чăнах та авланман, Тамара чунăм, ман никам та çук.
Тамара. Тепĕрне кайса суй, çамрăкраххине. Сывă пул, суеçĕ. (Тухса утать.)
Петĕр. Тăхта, итле-ха... Итлемерĕ. (Тухса утать.)
Уçтук (хӳме урлă пăхса). Эккей, кусене мĕн пулнă? Петĕр авланнă терĕ мар-и çав? Ай-юй. (Çухалать.)
Настьăпа Ваççа тухаççĕ.
Настя. Капла вĕсен мĕнле пулать?
Ваççа. Капла пулсан...
Настя. Каплах пулсан нимĕнле туй та пулмасть. Вара мĕнле-ха?
Ваççа. Мĕнле те пулин мера йышăнмалла, çĕнĕлле, чăнла туй тăвас тесе йышăнтăмăр.
Настя. Йышăнасса йышăнтăмăр, нумай йышăнатпăр.
Ваççа. Юратма пăрахрĕ-ши, мĕнле те пулин пĕрлештерес пулать вĕсене. Юратупа выляма юрамасть.
Настя. Намăс, намăс, пĕтĕм ял умĕнче намăс пулать.
Ваççа. Ытла мăшкăл. Каччăна хĕрĕ пăрахнă... мĕн сăлтавпа? Каччи хĕрне тесен.
Настя. Мĕн?
Ваççа. Нимех те мар, сăмахран, эсĕ çавăн пек манă юратма пăрахнă пулăттăн-и?
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...