Ан сивĕн, савни :: Пĕрремĕш пайĕ
Пĕрремĕш курăну
Ял. Урам пĕр енче Анук пӳрчĕ умĕ, лармалли тенкел, тепĕр енче, пĕр чӳречеллĕ пӳрт, унта Уçтук пурăнать. Хыçалта çĕнĕ кермен туса пĕтереççĕ. Каччăсемпе хĕрсем юрласа саланаççĕ. Петĕрпе Тамара тăрса юлаççĕ. Тепĕр енче Ваççа Настьăна тытса чарать, çатан çумне тăратать. Ваççа Настьăна ыталама тесе тăрать, леш вĕçерĕнет.
Настя. Асту, пичче курать.
Ваççа. Курин, вăл хăй те Тамарăна ыталать.
Петĕр Тамарăна чуптăвать. Ваççа Настьăна чуптума тутине тăсать. Настя пăрăнать.
Настя. Ан ашкăн.
Ваççа. Курмастăн-им, вĕсем чуптăваççĕ.
Настя. Вара. Вĕсем тепĕр уйăхран загса каяççĕ.
Ваççа. Эпир пурнăçран юлатпăр капла.
Ваççа каллех чуптума тутине тăсать.
Настя. Асту, çиçсе яратăп акă.
Ваççа. Хăçан хĕр пулса çитĕн-ши эсĕ?
Настя. Вара?
Ваççа. Анне мана хулана кайиччен авланса хăвар тет.
Настя. Эсĕ, мĕн, кулатăн-им?
Ваççа. Эпĕ чăнах калатăп.
Настя. Эпĕ çамрăк-ха.
Ваççа. Анне пĕчченех.
Настя. Ма пăрахса каян аннӳне?
Ваççа. Кичем ялта. Кино кăтартмаççĕ, ачасем стадионта ăмăртас чух хурал пӳртĕнче картла выляççĕ.
Настя. Эсĕ клуб заведующийĕ пулĕ? Йĕркеле.
Ваççа. Çав клубран тарас килет, пĕр баян пур та. Кермене туса пĕтеричченех ремонт тумалла. Председатель кăнтăрта курортра. Ну.
Настя. Мĕн ну?
Ваççа. Ара, эпĕ сана юратап-çке.
Настя. Каччăпа çӳреме иртерех-ха мана! Аттепе анне мĕн калĕç?
Ваççа. Эсĕ, мĕн, халĕ те сăпкаран уйрăлман-и? (Настя пăрăнса ларать.) Эпĕ сана ӳссе çитнĕ тесе.
Настя. Вара Петя урлах качча тухас-и?
Ваççа. Катя аппу пиччӳ урлах кайнă-çке.
Настя. Яр, кунталла пăхаççĕ.
Петĕр Тамара аллисене тытать, Тамарăна куçран пăхать.
Тамара. Курманни нумай пулать-и?
Петĕр. Çав тери, ман сан чакăр куçусене пăхас килет.
Тамара. Ытлашши ан пăх, куç ӳкерме пултаран.
Петĕр. Тамара... (Тамарăна ыталать.)
Тамара. Мĕн эсĕ, асту, йăмăку курать.
Петĕр. Куртăр.
Тамара. Аван мар.
Петĕр. Эсĕ халĕ манăн, пулас инкĕшне куртăр.
Тамара. Санăн пултăм апла?
Петĕр (Тамарăна çĕклесе). Манăн, манăн!
Ваççа (Настьăна ыталама тăрать). Эсĕ камăн?
Настя. Санăн мар-ха. (Настя каять, хыçалтан Ваççа чупать.)
Тамара. Яр, пуç çаврăнса кайрĕ. Манăн та кĕрес.
Петĕр. Тăхта. Ну?
Тамара. Ыран ирех тăмалла, агроном юлташ.
Петĕр. Тăхта теп. Эпĕ халь председатель. Мана итлес пулать.
Тамара. Ыран ирех ĕçе каймалла тетĕп. Вăхăтлăх председатель.
Петĕр. Вăхăтлăх, анчах... Ăна тумалла, кăна тумалла. Укçа çук. Кермене хута ямалла, стадион тумалла, спорт хатĕрĕсем туянмалла. Анчах укçи çук.
Тамара. Нумай сан ĕç.
Петĕр. Тата туй тумалла... Эсир пулăшмасан, çамрăксем пулăшмасан ăçта кайса кĕрес манăн.
Тамара. Эп киле кĕретĕп.
Петĕр. Тăхта...
Лена курăнса каять. хыçалтан Сантăр сыхланса тухать, вăл та çухалать.
Тамара. Мĕн пулнă вĕсене?
Петĕр. Ленăн тутине çыртнă пулĕ, унăн турти питĕ кĕске.
Тамара. Лена лайăх хĕр.
Петĕр. Сантăр та начар мар.
Тамара. Киле кĕрес пуль. Ыран ирех тăмалла.
Петĕр. Пăрçа акмалла, çапла-и?
Уçтук патĕнчен Мирун тухать, хăй ӳсĕртерех. Çамрăксене курсан юрласа ярать, Тамара кĕрсе каять.
Мирун. Çак начальник питĕ аван. Тамарăна юратать, юратать.
Петĕр. Уçтука мар-и?
Мирун. Уçтука мар, ханшине. Хаяр тăвать тухатмăш, çур литр ĕçсен тайăлтарать, литрнех ярсан пĕтĕмпех йăвантарать.
Петĕр. Сирĕн хупаха хупма лекет пулĕ.
Мирун. Вара ăçта каяс? Ялта ресторан çук, дежуркă çук. Ирĕксĕрех Уçтук забегалкине кĕрен. Итле-ха, Петр Николайчă, санпа пĕр ĕç çинчен калаçмалли пур.
Петĕр. Ĕç çинчен калаçмалли пулсан правление пыр.
Мирун. Сана укçа нумай кирлĕ тенине илтнĕ эпĕ.
Петĕр. Мана мар, колхоза кирлĕ.
Мирун. Колхоза пултăр, укçа тума май пур. Колхозăн çĕрулми нумай, ахалех çĕрсе выртать. Кăнтăра çех ăсатмалла.
Петĕр. Шухăшлăпăр. (Уçтук тухрĕ, итлет.) Çула май колхоза мĕн кирлине илсе килес.
Мирун. Ăна-кăна пĕлетпĕр, ан хăра, никам та сисмĕ.
Петĕр. Ма хăрамалла, правлени членĕсемпе калаçса пăхăп. (Каять.)
Мирун. Кунпа усă курса юлас-ха.
Уçтук тухать.
Уçтук. Кхм.
Мирун. Сана мĕн кирлĕ?
Уçтук. Ытлашши нимех те мар.
Мирун. Апла праваливай.
Уçтук. Уй-туру, сирĕн тĕлте мар вĕт, вырăсла вăрçать тата. Чăвашла маннă-им?
Мирун. Ну ты.
Уçтук. Ан вăрç-ха, ĕçрĕн-ĕçрĕн те, халь тата... Мирун, ман çĕрулмине те илсе кай-ха.
Мирун. Хуçи эпĕ мар, Петĕр, Петр Николайч, колхоз.
Уçтук. Эпĕ пĕтĕмпех пĕлетĕп ĕнтĕ, веçех илтрĕм.
Мирун. Юрĕ, хатĕрлесе хур. Асту, никама та ни-ни.
Уçтук. Ара, ăна-кăна чухлатпăр.
Иккĕмĕш курăну
Сетел, икĕ-виçĕ пукан, телевизор, диван-кровать çинче Петĕр çывăрать. Настя кăмака умĕнче кăштăртатнă май юрă юрлать.
Настя (майĕпен юрлать).
Кăвак пурçăн ай тутăрне
Çыхас килет вĕçĕмсĕр.
Çыхас килет ай вĕçĕмсĕр,
Çыхмалла мар вăхăтсăр.
Чун юратнă ай савнине
Курас килет вĕçĕмсĕр,
Курас килет ай вĕçĕмсĕр,
Курмалла мар вăхăтсăр.
Петĕр (вăранса кăмăлсăррăн). Мĕн ирех юрлатăн эс? Ир юрлакан каçхине макăрнă теççĕ. Çитет пуль кĕрлесе.
Настя. Сана та минтер ыталаса çитет пулĕ. Асту, минтере ыталасах Тамарăсăр тăрса юлан ак. Хăвăн ыран çырăнма каймалла. (Унччен пуçланă юрра малалла ĕнĕрлет.)
Чун юратнă ай савнине
Курас килет вĕçĕмсĕр.
Петĕр (анаслать). Леш аççа-Ваççа, çырма урлă каçса кĕрсе кайрĕ лаççа текеннине-и?
Настя. Ферма пулмалли материала клуб тунă çĕре янă теççĕ.
Петĕр. Тата мĕн теççĕ.
Настя. Колхоз укçине салатма пуçланă теççĕ. Председатель килсен парать ак сана.
Петĕр. Патăр.
Амăшĕ сăра ăсса кĕрет, кăмака умне лартать.
Настя. Председатель вырăнне юлнă тесе... (Тухса каять.)
Альтук. Ма тавлашатăр, мĕн çитмест сире? Петя, сăра ĕçсе пăхатăн-и? Икĕ хуран вĕретрĕм, вунă чӳлмек юхтарнă, çитет пулĕ.
Петĕр. Çитет, çитет, анне.
Альтук (алăка уçса). Микка, сыснана прака пар! Настя, чăх-чĕппе тăрант. Фермăра çеç мар, килтине те пăхас пулать. Ачи-пăчи пĕртте килти ĕçе тăвасшăн мар. Колхозра ĕç нихçан та пĕтес çук. Ăна тумалла та кăна тумалла. Материалĕ çук, клубне тумалла теççĕ, япали çук... Председатель ĕçне йышăнмалла пулман, халĕ халăха юрама хĕн. Тиркесе çеç лараççĕ, ăна пар та кăна пар. Ăна ту та кăна ту. (Альтук тухса каять.)
Настя сасси. Чип-чип, кăть-кăть. Хаç!
Микка сасси. Чух-чух-чух, Машка, Машка, тăхта, сăмсуна ан чик-ха. (Хапха патне груз тиенĕ машина çитсе тăрать.)
Мирун сасси. Салам, Микка пичче, Петр Николайчă тăнă-и-ха?
Микка сасси. Выртать-ха.
Мирун сасси. Председателе нумай çывăрма юрамасть. Шиферне тиесе килтĕм, йышăнăр.
Микка (чӳрече патне пырса). Петĕр, Петĕр, тăр!
Альтук (кĕрет). Кăшт та çывăратмарĕç ĕнтĕ. Керменĕпе анраса кайнă.
Микка. Çĕрĕпе чупаççĕ те ирхине тăмаççĕ вара.
Альтук. Авлантарса ярсан чупаймĕ те-ха, туйне мĕнле тукаласа ирттерес.
Микка. Хă, пиртен тухнă йăла мар-ха, мĕнле те пулсан ирттерĕпĕр. Сăри пур, эреххи пур.
Уçтук кĕрет, саппун айĕнчен пĕр четвĕрт эрех кăларса Альтука тыттарать.
Уçтук. Сирĕн туй пулать терĕç те, ан шарла.
Альтук. Айшарли пулсан кирлĕ мар, кирлĕ мар, тем курса ларăн.
Уçтук. Пытар, кирлĕ кунта кирлĕ пулать.
Петĕр. Ханша тавраш ан пултăр. Эсĕ халĕ те аппаратне кайса паман-и-ха?
Альтук. Хальхи çынна унсăр мĕнле тăрантаран? (Кăмака хыçне кĕрсе каять.) Илсех кай.
Микка. Туя килекенни кашниех тулли четвертпе килетчĕç те-ха.
Мирун кĕрет.
Мирун. Тĕрĕс, Микка пичче. Бывали дни веселые.
Альтук. Хăтана-мĕне кайрăмăр ĕнтĕ.
Микка. Вĕсем хăйсем калаçса татăлнă пулĕ ĕнтĕ. (Чӳрече патĕнчен пăрăнчĕ.)
Мирун. Вĕсем халь пирĕнтен ыйтса тăмаççĕ...
Сантăр, Настя тата Ваççа кĕреççĕ...
Сантăр. Ну, часрах пушатăр, ман каймалла вĕт.
Альтук. Халех, халех, Микка, Настя, Петя.
Ваççа. Эх, аван шифер илсе килнĕ. Ăçтан тупнă эсир ăна?
Мирун. Эпир тупăпăр.
Ваççа. Вот клуб тăрнеччĕ çакăн пекки.
Настя. Аха!
Ваççа. Петĕр Николайчă, эпĕ сирĕн пата.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...