Ан сивĕн, савни :: Пĕрремĕш пайĕ
Настя. Хăвна тыткалама пĕлмесен...
Ваççа. Вăл санран та килет. «Арçынсене халĕ упрамалла» тесе çыраççĕ.
Настя. Сана упрамалла пулĕ-çке, кĕтсех тăр. (Каять.)
Ваççа. Тăхта, чăх чĕппи. (Ваççа Настя хыççăн тухса чупать, тепĕр енчен Ленăпа Сантăр тухаççĕ, автансем авăтма пуçлаççĕ.)
Лена. Ай-яй, автансем авăтаççĕ. Кунта та çук вĕсем.
Сантăр. Тен, вăрман хĕрринче?
Лена. Кĕрес, яр, анне курать.
Сантăр. Тăхта, ăсатсамччĕ ĕнтĕ мана кăштах.
Лена. Çулне хăвах пĕлетĕн.
Сантăр. Лена.
Лена. Мĕн?
Уçтук. Лена, кĕр.
Лена. Сывă пул. (Лена майĕпен кĕрсе каять.)
Сантăр. Сывă пул. (Шăхăрса тухса каять.)
Уçтук тухать. Сантăр кайнă еннелле пăхса тăрать.
Уçтук. Ман хĕр хыççăн чупать тем, шофер таврашне хĕрĕме парас çук-ха. Лена! (Лена тухать.) Лена, пăрах эсĕ çав Сантăра.
Лена. Ма, анне?
Уçтук. Юратмастăп эпĕ ăна.
Лена. Ма, анне? Ма килĕштерместĕн эсĕ ăна?
Уçтук. Шофер ĕçĕ таса мар, шăршлă. Эх, çав Петĕр, тем пек каччă та...
Лена, Петĕрĕн хăйĕн пур.
Уçтук. Пур тет çав, арăмĕ те пур, ачи те тет.
Лена. Ай туру. Мĕн калаçан эсĕ, анне?
Уçтук. Пĕлĕн акă вăхăт çитсен пурне те. Вăт шан хальхи çамрăксене.
Тамара кĕрет, ун хыççăн Петĕр пырать. Тамарăна аллинчен тытать.
Петĕр. Мĕншен эсĕ мана итлесшĕн те мар, таратăн?
Тамара. Мĕн итлемелли пур сана, ахалех паллă.
Петĕр. Нимĕн те паллă мар.
Тамара. Яр, кай хăвăн арăму патне! (Вĕçерĕнсе чупать.) Ачу та макăрать пулĕ. (Кĕрсе каять, Петĕр пуçне усса юлать.)
Лена (айккинче). Чăнахах Петĕр урçа иккен, авă мĕншĕн амăшĕ туй пулмасть терĕ.
Уçтук (тухать, Петĕр патне пырать). Ан кулян, тухать вăл сана качча, иккĕ авланнă пулсан та. Сана та тиркесен хам пуç çавăрса парап.
Петĕр. Мĕнле те пулин сансăрах. Эс хăвăн Мирунна кайса çавăр.
Уçтук. Ай турах.
Петĕр. Эх, Тамара, Тамара. Эсĕ те мана ĕненместĕн.
Лена тухать.
Лена. Мĕн пулчĕ, Петр Николайчă?
Петĕр. Эх, Лена, Лена.
Лена. Эх, Петĕр, Петр Николайчă, юратаканнине вĕçертрĕн-им?
Петĕр. Тарчĕ, хыçалалла пăхмасăр кĕрсе тарчĕ.
Уçтук тухса каять.
Лена. Мĕн пулать-ха капла, мĕн пулнă вара сирĕн хушăрта?
Петĕр. Пăтăрмах сиксе тухрĕ. Ман ятпа такам, калама та намăс, алимент шыраса янă.
Лена. Э-э, апла эппин.
Петĕр. Çапла. Мĕн тумалла ĕнтĕ?
Лена. Эпĕ ăçтан пĕлем?
Петĕр. Çук ман арăм, çу-ук!
Лена. Çук çине çук теççĕ, çанран ак алимент шыраса янă тен.
Уçтук Сантăра çавăтса тухать.
Петĕр. Куна темле арпаштарса янă, йăнăш пулса тухнă, ĕнен ĕнтĕ.
Лена. Эпĕ ĕненетĕп, анчах Тамара...
Уçтук. Ха-ха.
Сантăр. Мĕн Лена çумне çыпçăнать вăл?
Уçтук. Кам пĕлет вĕсене? Петĕр таçта авланнă тет, ачисем те пур тет.
Сантăр. Пĕринпе ачашланать те, теприне ăсатать, виççĕмĕшĕпе чуптăвать. Юрĕ. Пултăр, хăрамастăп. Ялта хĕрсем пĕтмен-ха, сан мăшкăлу пулмăпăр, лайăхраххи тупăпăр. (Юрласа тухса каять.)
Качăр-качăр качаки,
Качака çинче юр тăмасть.
Çакă ялăн хĕрĕсен
Сăмах пани ним тăмасть.
Петĕр. Кам-ши вăл ман арăм, пĕлесчĕ хăть, мĕн ятлă-ши? Кам таврашсем?
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...