Ан сивĕн, савни :: Пĕрремĕш пайĕ
Петĕр. Мĕн пулнă вара, мĕн пулнă? Çавăн пекех тарăхма.
Анук. Мĕн пулнă тет тата! (Петĕре повестка тыттарса.) Çак мĕскер вăл?
Петĕр. Мĕнле повестка тата?
Анук. Мĕнлине хăвăр пĕлетĕр пулĕ, унта паллă пулĕ.
Петĕр. Леш председатель тем туса пĕтернĕ пулĕ те айăпне ман тытмалла.
Анук. Санăн тытмалла пулĕ çав.
Петĕр. Мĕн ку? (Вулать.) Петру Николаевичу, о взыскании алимента. Ку ман мар, ку мана мар!
Анук. Кама тата?
Петĕр. Пĕлместĕп, йăнăш ку.
Анук. Йăнăш пулчĕ-и? Малтан шутламалла пулнă.
Петĕр. Чăнах та йăнăш.
Анук. Пирĕн ялта эсĕ çеç пулĕ Петр Николайчă текенни, мĕн пулса тухать-ха капла?
Петĕр. Анук аппа, ку йăнăш, ку пăтăрмах, шуйттан пĕлет, темĕскер.
Анук. И-и, намăссăр, ман хĕр çумне çыпăçнă тата.
Петĕр. Итле-ха, Анук аппа, нихăçан та никам патне те çыпăçман эпĕ...
Анук. Ан суй, ан суй, пĕлетпĕр сире арçынсене. Ялтан тухсан эсир пурте авланман, пурте каччă.
Петĕр. Эсĕ мана пĕлетĕн-çке.
Анук. Пĕл-ха сире, хальхи арçынсене.
Петĕр. Мĕнпе сана ĕнентерем-ши?
Анук. Мана ĕнентерме кирлĕ мар. Эпĕ пĕчĕк ача мар. Йăлтах паллă. Ма улталарăн ман хĕре авланман тесе?
Петĕр. Тăхта, Анук аппа.
Анук. Хĕрĕм те хам пекех телейсĕр пултăр-и?
Петĕр. Эпĕ Тамарăна юрататăп. Вăл та мана юратать. Эпир çырăнма калаçса татăлнине пĕлетĕн-çке!
Анук. Çырăнма? Миçе арăмпа пурăнма шутлатăн вара эсĕ?
Петĕр. Çук ман арăм.
Анук. Ачу та çук пулĕ?
Петĕр. Ача та çук.
Анук. Юрать, çук пултăр, чавса çывăх та — çыртма çук. (Тухса каять.)
Петĕр. Пĕлен акă ку тĕрĕс маррине. Ыранах, çук, паянах. Мĕнле пулма пултарнă кун пек япала.
Альтук кĕрет.
Альтук. Ара, тăхлачă, ăçта эс капла, сăра ăсса кетĕм. Сăра ĕçсе кай.
Анук сасси. Тавтапуç. Мăй таранах хăналантăм.
Альтук. Тăхта-ха, ара, мĕн пулнă сана? Мĕн пулнă тата? (Повесткăна курса.) Ах тур-тур, мĕнле повестка ку?
Петĕр. Туя каймалли, анне. (Телефон патне пырать.) Прокуратура парăр-ха.
Чаршав
Виççĕмĕш курăну
Ял. Ыран юрă уявĕ, Акатуй, пулмалла. Çамрăксем юрла-юрла кермен тасатаççĕ. Анук чӳрече уçса урамалла пăхса илет. Тепĕр енчен çатан хушшипе Уçтук пăхса тăрать. Ваççапа Настя, Лена тата ыттисем кермен тунă çĕртен тухаççĕ.
Ваççа. Çитет паянлăха, юлташсем.
Настя. Ниушлĕ пирĕн колхоз та кермен туса пĕтерĕ?
Ваççа. Ма, эпир мĕнтен япăх «Дружба» колхозран. Сценине сарсан, стенасене сăрласан, сан портретна лартсан...
Настя. Ан кулса тăр-ха, ĕненес килмест. Вара çынсем пекех, спектакльсем, концертсем кăтартма пуçлăпăр.
Ваççа. Ют ялсене те кайса çӳрĕпĕр-ха. Пĕлетен-и эсĕ, халĕ колхоз музыка инструменчĕсем илсе тултарнă. Эсĕ сцена çине тухатăн та юрлатăн çапла.
Лена кĕрет.
Лена килет йăл кулса,
Лена килет йăл кулса,
Пирĕн касса çутатса,
Пирĕн касса çутатса,
Манăн чуна хускатса.
Лена. Чăнах-и? Ăна эпĕ пĕлмен те. (Чӳрече умне, Анук аппа патне пырса.) Тамара халĕ те çук-им?
Анук. Килеймерĕ-ха, апат та пиçрĕ ĕнтĕ.
Лена. Хăйсен паян çырăнма каймалла. Çав участок пиркиех тăнран кайрĕ ĕнтĕ.
Настя. Мĕн калăн, опытлă участок, ăнчĕ тĕк — çӳлелле, ăнмарĕ тĕк — çĕрелле. Мĕн каласан та, заочница. Пирĕн пек мар, вĕренет.
Ваççа. Эсĕ те вĕрен, кам чарать.
Настя. Вĕрентеççĕ пире пăрусем, кĕтсех тăр, сан вăл — клубра кунĕпех кĕнеке вула.
Ваççа. Тамара тупать-çке вăхăт. Вĕренес килет пулсан вăхăт тупатăн.
Сантăр кĕрет.
Сантăр. Ăçта вара çĕн çынсем?
Ваççа. Хăйсен çырăнма каймалла, пĕри те çук.
Лена. Прокурор патне кайнă тет-и?
Сантăр. Акă тата, ĕçлеме тытăнман лайăххăн.
Настя. Ылтăн çĕрĕ шырама кайнă вăл (Ваççана). Илсе кил-ха баянна.
Ваççа клуба кĕрсе каять.
Сантăр. Тамара ăçта вара?
Лена. Уя кайнă.
Сантăр. Апла паян çырăнмаççĕ пулĕ?
Ваççа баян илсе тухать.
Ваççа. Вĕсем çырăнмасан эсир Ленăпа çырăнатăр.
Сантăр. Тен, эсир Настяпа? Каланă тейĕр, кăçал Ваççа авланать, Настя качча тухать.
Уçтук. Петя вара?
Сантăр. Малтан Петя авланать, унтан — Настя.
Настя. Эх, эсĕ, суеçĕ.
Сантăр. Ваççа, лар-ха юнашар уруна хуçса, атту сансăр кичем теççĕ хĕрсем.
Ваççа. Çаплах калаççĕ-и вара?
Сантăр. Ĕненмесни, акă Настьăран ыйт. (Настя Сантăра çурăмĕнчен чышать.) Ой-ой, вĕлерет. Ваççа, авлансан кунпа эсĕ виçĕ кун та пурăнаймастăн.
Тамара пырса кĕрет. Ваççа туш калать, ун патне Лена пырать.
Лена. Ну, мĕнле?
Тамара. Уй-хир пăхса çӳрерĕмĕр, пăрçа пит лайăх шăтнă, хĕрсем.
Ваççа. Çырăнма каятăр-и эсир паян?
Тамара. Каймалла.
Лена. Апла кĕрсе тăхăнас пулать часрах венчет кĕпине.
Сантăр. Эпир хатĕр, Петĕр ăçта?
Ваççа. Ăна санран ыйтас пулать, эсĕ унăн свидетелĕ вĕт.
Тамара. Çук-и вара вăл?
Сантăр. Килте çук, правленире те. Районта совещанинче тытăнса тăчĕ пулĕ?
Настя. Килет вăл халех.
Анук. Килмест вăл Петĕр. Ан та кĕтĕр.
Тамара. Анне.
Ваççа. Мĕн эсĕ, Анук аппа.
Анук. Пĕлетĕп эпĕ, Тамара, кĕр-ха пӳрте.
Тамара. Эпĕ халех.
Тамара килне кĕрсе каять.
Ваççа. Ну, вырнаçса ларăр. Сантăр, каччăсем — уйрăм. Кермен уçнă ятпа, çамрăксем çырăннă ятпа хамăр вăйпа концерт хатĕрлер-ха. Ну-ка, хор.
Вăштăр-вăштăр çил вĕрет те
Вăштăр, вăштăр çил вĕрет.
Ыраш пусси, ыраш пусси
Хумханать, хумханать.
Шăнкăртатса шыв юхать,
Шăнкăртатса шыв юхать,
Шыв юхать те, шыв юхать те,
Чул юлать.
Хĕрсем, чунпа, чунпа юрлăр, эсĕ, Настя, çурăк чан пек ытлашши ан кăшкăр-ха.
Настя. Эсĕ хăв та ним те пĕлместĕн, консерватори пĕтермен.
Ваççа. Эпĕ консерваторире вĕренмен. Шупашкарта ултă уйăхлăх курс кăна пĕтернĕ, çапах мана итлеме хушатăп. Шăп, мăйăр катма пăрахăр, сасса тытать вăл. Тепĕр хут, шăппăн, тутасене уçмасăр. Пуçларăмăр.
Шухăшлăр-ха, тантăшсем те,
Шухăшлăр-ха, тантăшсем,
Ĕмĕр иртет, кун юлать. (2 хут)
Тамара качча кайсассăн (2 хум)
Пирĕн касра кам юлать? (2 хут)
Мирун кĕрет.
Мирун. Эпир вилетпĕр, ĕç юлать, çавăнпа та пурăннă чух савăнăçлă пулмалла. (Юрласа ташлать.)
Пальто пур-и тăхăнма,
Атту пур-и ташлама?
Пальто пулсан, атту пулсан
Можно хĕрпе калаçма.
Сантăр. Тавай, тавай, Мирун, килнĕ ятпа.
Мирун. Килнĕ ятпа, ăннă ятпа çĕр чĕтретсе сикер-ха.
Ваççа (купăс калама чарăнса). Паранкă хуçи çитнĕ-çке. Чăрмантарса ан çӳре-ха.
Мирун. Эсир мана каçарăр, çамрăксем, эп кăштах лешне килнĕ ятпа. Эсир юрлăр, эп хам та юрлама юра-татăп. Артист пулмалла пулнă ман.
Ваççа. Эсĕ халĕ те тепĕр артиста очко паран.
Мирун. Очко? Ĕлĕк вылянă, халĕ вылямастăп.
Ваççа. Эсĕ мана ăнланмарăн.
Мирун. Ăнлантăм. Эпĕ кая юлмарăм-и? (Петĕр тухать.) Мухтав начальству! (Ваççа туш калать.)
Петĕр (Мируна). Эсĕ каллех! Килнĕ-килменех.
Мирун. А-а, мĕн, килнĕ ятпа.
Ваççа. Ăннă ятпа, çапла-и?
Сантăр. Çырăнма каятăр-и эсир паян? Атту эпир пăлханма пуçларăмăр.
Петĕр. Каятпăр.
Лена. Çитрĕ, çитрĕ. (Тамарăсем патне чупса кĕрет.)
Мирун. Ну, значит, загса, алă пусса, пичет çаптарса законлă тăвас тетĕр.
Петĕр. Ну, юрĕ, кайса çывăр, ни вырăс, ни чăваш. Ыран правление ирех пыран.
Мирун. Çывăр, эсир çырăнма кайма хатĕрленетĕр те, ман çывăрмалла-и? Çывăр, ĕмĕре çывăрсах ирттеретпĕр халĕ те. Пурăнма пĕлес пулать, ун пеккинчен çывăрса юлма юрамасть. Пурăнма пĕлес пулать. (Юрласа.) Гулять тумасассăн ман мĕн тăвас? (Ануксем патне кĕрсе каять.)
Ваççа. Шуру-муру туса килчĕ те мухтанса çӳрет тата.
Петĕр. Мĕн?
Ваççа. Лайăх юрлать тетĕп...
Настя. Хăçан пĕтеççĕ-ши колхозра ун пек йăх-яхсем?
Ваççа. Хăш-пĕрисем пулăшма чарăнсан.
Петĕр. Мĕн каласшăн вара эсĕ унпа?
Ваççа. Çавнах. Паранкăпа спекуляци туса килчĕ те.
Петĕр. Вăл колхоз хушнипе кайнă, нимле спекуляци те мар.
Ваççа. Апла эппин?
Петĕр. Çапла.
Мирун сасси. Петĕр Николайчă, кил-ха, мĕн кăтартап эп сана, Армянский, Югославский, Петр Николайчă, кĕр-ха, кĕр тетĕп. Эпĕ сана валли парне илсе килнĕ, туй парни.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...