Сикчевлӗ кун-ҫул :: Пӗрремӗш пайӗ


— Лайăх-ха ку, лайăх, — тетĕп, — ăш-чикне тулнă пĕтĕм наркăмăшлă шĕвек тухсан хăвна лайăхах туйăн, — тесе газ плити çине чейник лартрăм. Стена çине çакнă шкафра чей, сар хăват, матрюшке çыххисене тупрăм. Пĕчĕк чейникне шеллемесĕр хура чей, сар хăватпа матрюшке тĕпретрĕм, вĕренĕ шыв ярсан чейнике чей, курăксем лайăх пиçчĕр тесе хам çĕлĕкпе хупларăм. Куратăп, Матрюн пальти патне кармашать.

— Паян эсĕ ниçтата каймастăн, час сана сиплеме пуçлатăп. Чăт пăртак. Мухмăр кастарнине чейпе пусармалла.

Малти пӳртрен Çеруш тухрĕ. Вăл та ӳкĕтлерĕ амăшне. Пысăк чей куркипе çăра, пылак чейе сыпкăм-сыпкăм ĕçрĕ Матрюн. Сăнне тинех çын тĕсĕ кĕре пуçларĕ. Анчах нумая пымарĕ, вăл татах хăсрĕ. Чарăнсан эпĕ ăна татах чей патăм. Çамки çине шултра тар тапса тухрĕ, анасласа илчĕ те выртас терĕ. Çерушĕ эпĕ çĕр каçнă вырăн çине вырттарчĕ, çине ик хут утиял витрĕ. Çак вăхăтра Лизукпа Палюк малтинчен тухрĕç. Çеруш ймăкне аш ярса çĕр улми шӳрпи пĕçерме хушрĕ. Эпир каçаксем патне тухрăмăр.

ĕç хăвăрт пычĕ. Ик чӳрече каçакĕсене кăнтăрла тĕлне лартса пĕтертĕмĕр, рамисене вырнаçтарса пӳрте кĕрсе иккĕмĕш рамисем вырнаçрĕç. Матрюн пирĕн сасăсемпе вăранчĕ. Вăл мухмăртан хăтăлни тӳрех курăнать. Пурте сĕтел хушшине ларса çĕр улми шӳрпине çирĕмĕр. Матрюн икĕ турилкипех çирĕ.

— Матрюн, кăштах ĕçлеме пултаратă-и? — шанмасăртарах пăхрăм ун çигне.

— Каçаксенчен тухса тăракан чӳпĕксене çурăксене тачă шаккаса лартмалла. Эпĕ сана йывăç калекне те, мăлатукне те туса парăп.

— Пултаратăп, — тавăрчĕ пĕр сăмахпа.

— Вăт лайăх та. Эпир Çерушпа халь шкула каятпăр, — тесе пахчана тухрăмăр. Калекпе мăлптук хатĕр тĕле пирĕн пата фуфайкă, урине кăçатă калуш, аллисене ăшă алса тулĕ тăхăннă Матрюн та тухса тăчĕ. Вăл ĕçленине кăшт пăхса тăтăмăр та шкула утрăмăр. Пире директор кĕтсе илчĕ. Сывлăх суннă хыççăн вăл пире ĕç вырăнĕпе паллаштарчĕ. Питĕ хуралтăра столяр станокĕ пурри мана савăнтарчĕ. Вăл ĕçе çăмăллатать-çке. Рама тумалли рейккисем те чылай. Кайрĕ хĕрсе ĕç. Çеруш пурри те ĕç тухăçне ӳстерчĕ. Матви циркулярки те пулăшрĕ. Кĕленче лармалли вырăна ун пилипе касса кăларатпăр, штапиксем те хатĕр пулса пыраççĕ. Тĕттĕмлениччен тăватă рама туса та хутăмăр. Куçĕсене касса лартма класа кайрăмăр. Часах рамăсене лартрăмăр.

— Ну, мĕнле пек, — ыйтатăп Çерушран.

— Аптекăри пек, — хуравлать йăл кулса.

Пуçласа куртăм Çеруш кулнине. Мĕн ун кăмăлне çĕклерĕ-ши? Хăй яваплă ĕçе хутшăнни е урăххи…

— Ан тĕлĕн, Ваççа пичче, пирĕн киле татах телей хăнана килет, татах пирĕн çурта хĕвел кĕрет. Анне пĕр авкана эрех ĕçме пăрахассине чун-чĕрепе туятăп. Тавтапуç сана паян аннене эрех шырама яманшăн.

— Эх, яланлăхах пулсанччĕ вăл, — тавăртăм кулянăва пытармасăр.

Çерушсем патне çитнĕ çĕре Матрюн пӳртреччĕ. Пĕчĕк Палюк чĕпĕ амăш çумне чăмăртаннă пек амăшпе чĕвĕлтетет. Пӳртре техĕмлĕ яшка шăрши кĕрет.

— Эсир хушса хăварнине веçех пурнăçларăм, тулти рамăсемпе каçак хушшисене мĕн килчĕ ăна тĕккесе тултартăм. Малти пӳртре те халь кайринчи пекех ăшă, — пуçне питех çĕклемесĕр калаçать хĕрарăм. Вăтанать пулас хăй хăтланăвĕшĕн. — ĕçшĕн мĕнпе тӳлесе татас пирки пуçа вататăп, укçа çук.

— Кирлĕ мар мана нимле тӳлев. Ак çак ачасемшĕн манран Çĕнĕ Çул парни пултăр.

Тепĕр кунне шкулта тухăçлă ĕçлерĕмĕр — тата икĕ клас рамисене лартрăмăр. Шкул директорĕ, Ирина Семёновна та пычĕ. Вăл Кĕтнепуç хавлĕ çинчен пайтах каласа пачĕ. «Малалла» колхозăн çăм таптаракан машини, кĕрпе çуракан арманĕ, хĕртнĕ кирпĕч ăсталакан пĕчĕк завод, вăл кăларнă кирпĕчрен хăпартнă пекарня, темиçе йĕтем, фермăра выльăх йышлă пулнă. Чи малтан анлă уйсенче акăнмасăр юлнă анасем йышлана пуçланă.Топливă хакĕ ӳссе кайнипе тракторсем ĕçсĕр ларнă. Çирĕп колхозах ним мар панкрута кăларнă. Пуçланнă вара асар-писер тустару. Тар тăкса пуçтарнă пурлăха йӳнĕ хакпах сутнă. Вăхăтлăха лартнă панкрут пуçлăхĕ пекарня çуртне сӳттерсе Шуршыва кӳртернĕ. Хăйĕн котеджне хăпартма. Хăш-пĕр çемьесем çурчĕсен кантăкĕсене хăма çапса юта кайнă. Нумай пурăнман, каялла куçса килнĕ. Ютра та пурнăç çав еккиллех-мĕн.

— Çапла, Ирина Семёновна, — ерĕçрĕм калаçăва эпĕ те. Пирĕн «Тухăç» совхоза çав тискер панкрут çитмĕ тесе шанса пурăнать ял халăхĕ. Тем кĕтет ĕнтĕ пире малашне.

— Çитнĕ вăл чир Тăрнапуçне, — хутшăнчĕ калаçăва Çеруш. — Совхоз ферминчи ĕнесене сутма тытăннă ĕнтĕ.

— Ай батюшки, ман Верук та ĕçсĕр тăрса юлать-çке!

— Эпĕ çавна çеç ăнланмастăп, халь халăхран ыйтмаççĕ ертӳçĕсем, мĕн пуçĕсене пырса кĕнĕ çавна тăваççĕ. «Демократи» теççĕ вара çвна. Кашни суйлав умĕн бюджетран ĕç укçи илсе тăракансене Шуршыва пухаççĕ. Яланах район ертӳçи пурнăç лайăхланассине шантарать, ăна «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партийĕ çеç пурнăçлама пултарать тет.Çав партишĕн сасăлăр суйлавра. Уншăн сасăламасан ĕçсĕр хăварассипе хăратать. Çакă, имĕш, ирĕклĕ суйлав.

Ирина Семёновнапа сыв пуллашса Çерушсем патне таврăнтăмăр. Матрюн урă, апат та пĕçерсе хунă. Палюкĕпе ăшшăн калаçса лараççĕ. Çав вăхăтра пӳрте алпастăланса кайнă хĕрарăм килсе кĕчĕ. Сывлăх та сунмарĕ.

— Матрюн, ăçта çухалтăн эсĕ, килте эрех çур литăрĕпех ларать. Пĕччен сыпма кичем. Тумлан та атя ман пата…

— Ман пырас мар-и? — татрăм йыхравçа. Хĕрарăм аптраса ӳкмерĕ.

— Атя ара, атя. Мана кам пулсан та юрать. Пĕр кун никам та çуккипе тĕкĕр умне тăтăм та хамăн мĕлкепе шакклаттарса ĕçрĕм. Тулĕк мĕлке калаçа пĕлмест, юрламасть тата.

— Çеруш, сумкăран пăчăкă илсе кĕр-ха, çак ĕçкĕçĕн ури лапписене касса пăрахар. Ун чухне вăл хăй мĕлкине те эрех ĕçме хĕтĕхлеймĕ.

Çакна илтсен хĕрарăм вĕлт кăна тухса вĕçрĕ çуртран, урам тăрăх «Караул! Хăтарăр, темле чĕмере ман урасене пăчăкăпа касасшăн», — тесе ахăрса чупрĕ.

Матрюнпа ачисем ахăлтатсах кулчĕç.

Тепĕр кунне Çеруш Тăрнапуçне ирех тухса кайрĕ. Пĕччен юлнипе ĕç тухăçĕ те самай чакрĕ. Çапах та рамăсене лартса пĕтертĕм, ыран тăван яла кайăп ĕнтĕ тетĕп. ĕç вĕçленнĕ хыççăн директор мана шкул стловăйне илсе кайрĕ. Çуттине те туяннă Ирина Семёновна, пĕрер черкке сыпнă хыççăн чĕлхесем те çемçелчĕç, калаçу та çыпăçуллă пычĕ.

— Мĕн хак ыйтатăн ĕнтĕ, Василий Петрович, ĕçшĕн?

— Мĕн чухлĕ тӳлес тетĕр, çавăн чухлĕ тӳлĕр.

— Вунпилĕк пин çтет-и?

— Çитет, пахучĕпех. Эсир каçаксемпе рамăсен хушăкĕсене çĕтĕк-çурăксене шаккаса тултарăр. Ун чухне класăрсенче тата та ăшăрах пулĕ.

Сыв пуллашса укçана кĕсьене чиксе Çерушсем патне утрăм. Çула май Лизукпа Палюка валли шăкаладлă канфет, пĕр кило пĕремĕк илтĕм.

— Итле-ха, платник-столяр, мана лар туса параймăн-и? Киввине шăшисем чисти шăтарса пĕтернĕ, хупине уçсан вĕсен каяшĕсем чисти хуп-хуран курăнаççĕ. Ахаль тумăп,  — тет лавкаçă Вĕçелис.

— Юрĕ ара, ыран ирпе пырăп хăмисем пулсан.

 

* * *

Лизукпа Палюк кучкнеçшĕн тем пекех хĕпĕртерĕç. Матрюн та шăкаладлă канфетпа чей ĕçрĕ. Шкулта апатланнипех çывăрма выртрăм.

Тепĕр кун Вĕçелис сутуç патĕнче лар майлаштартăм. Эп пынă çĕре вăл кивĕ ларĕнчи çăнăхне урăх савăта куçарнă.

— Кăне çĕмĕр, çĕннине çав вырăнах лартăн, — терĕ те хăмисем, рейккисем ăçта выртнине кăтартса лавккине васкарĕ. Ачине те хăйпе илчĕ. Ывăлне вăл кукамăш патне хăварать иккен.

Лар тăвасси кăткăс мар, Вĕçелис кăнтăрлахи апата килнĕ çĕре ăна туса пĕтернĕпе пĕрехчĕ. Хĕрарăм мана çӳхе çутă шăвăç тĕркĕмне тыттарчĕ.

— Шал енчен те, тулашĕнчен те çак шуçпа сăрса тух. Шăшисем шăтăксем тăваймĕç ун чухне. Халĕ атя апатланма.

Пуян пурăнать Вĕçелис. Сĕтел çине тĕрлĕ апат тухса ларчĕ. Духовкине ĕçе кайнă чухах пĕчĕк çулăм çине чукунпа щи лартса хăварнă. Эрех кĕленчи те тухса ларчĕ. Упăшки виççĕмĕш çул Анăç Çĕпĕрте нефтяниксем патĕнче виçшер уйăх ĕлесе пысăк укçапа килет. Вăл ялта хăй лавккине уçма пуçламăш капиталл пухать-мĕн.

Вĕçелис ман тавра чăх амăш пек кускалать. Ăнсăртран алла та тĕкĕнсе илет. Пĕрер черкке ĕçсен хĕрарăм хăюлланчĕ: куçран шăтарасла тилмĕрсе пăхать, куçĕсем аскăнлăхпа çиçеççĕ. Вĕçелис тилмĕрĕвне ăнлантăм эпĕ. Вăл арçыншăн тунсăхласа çитнĕ. Кирек кам пултăр, вăл çавăнпа халех вырăн çине выртма хатĕр. «Э, çук, — терĕм ăшăмра, — мăшăрăма кӳренсе килтен тухса кайрăм пулсан та Верук ман чун савнă арăм. Ăна çак çамрăк хĕрарăмпа çыхланса сутмастăп. Хăть тем шухăшлатăр ман пирки». Туять Вĕçелис, куçĕсемпе пенĕ сăнăсем ман чĕрене тивертеймеççĕ.

— Атя тепрер черкке ярар, — сĕнет çине тăрса.

— Çук ĕнтĕ, тепĕр черкке ĕçсен алăсем çыхланма пуçлĕç те ларна чалăш-чĕлĕш туса хурăп. Эсĕ ĕçшĕн халех тӳле, çуртна питĕрсе хăвар. Ларне пĕтерсен кĕлет алăкне патакпа чаракласа хăварăп.

— Кĕçĕр кунтах çĕр каçма пултаратăн…

— Вăт каяннăй хĕрарăм, э. Упăшку çурçĕр сиввисене чăтса çемйĕр пурнăçне малалла ярасшăн, эсĕ ӳт-тир киленӳллĕхĕшĕн вĕчĕлтетсе çӳретĕн. Намăс мар-и сана. Ниушлĕ виçĕ уйăха та чăтăм çитмест?

Хĕрарăм куç айĕн пăхса илчĕ те пилĕк пинлĕххинех тыттарчĕ. Ларшăн ку укçа нумай пек туйăнчĕ, анчах укçине илсе алăпа сĕлтрĕм те лар патне тухрăм. Çур сехетрен ĕç те вĕçленчĕ. Çанталăк сивĕтнĕ, ура айĕнчи юр чăкăртатнине итлесе Çерушсем патне утрăм. «Ыран киле», — ĕмĕтленсе утатăп. Хирĕç туялă карчăк килет.

— Эй, маçтăр, манăн пĕр енчи урай веçех анса ларчĕ, хăмисем те пусмассерен шăкăл-шăкăл калаçаççĕ. Ахальтен каламаççĕ çав «Каçхи сăмах çине чăх каяшĕ ӳкет» тесе. Пулăшрăм карчăка. ĕçĕсем татах та тупăнса пычĕç. Çапла виç уйăх çурăран та иртрĕ Кĕтнепуçĕнче. ĕçлесе илнĕ укçана шутларăм та вăтăр пилĕк пинрен те иртет.

Вырсарни кун Матрюнăн виç ачине те ял лавккине ертсе кайрăм. Çерушне ӳсĕмлĕх тесе пысăкрах ăшă курткă, Лизукне хĕллехи пальто, Палюкне пĕр вĕçрен çĕленĕ ăшă йĕмпе куртка, кашнинех хĕллелĕх пушмак туянтăмăр. Ачасен чиксĕр савăнăçне сăмахпа каласа пама хĕн. Килне çитсен кăмака çумĕнчи сак çине лартăм, ыран киле каяссине пĕлтертĕм. Çакна илтсен Палюкĕ ман урасен хушшине кĕрсе тăчĕ те хăйне чĕрçи çине лартма ыйтрĕ. Лартрăм, пуçĕнчен ачашлатăп. Ача мана пит çăмартинчен чуп туса илчĕ те:

— Мĕншĕн манăн сан пек атте çук — ши? — тесе тарăннăн сывларĕ. Манăн кăмăл çемçелсех кайрĕ ача сăмахĕсене илтсен — куçсене йӳçĕ тумламсем тапса тухрĕç. Вĕсене Палюк асăрхарĕ.

■ Страницăсем: 1... 3 4 5 6 7 8 9 10 11