Сикчевлӗ кун-ҫул :: Пӗрремӗш пайӗ


— Эсир ман хĕрĕме тĕрмене лартасшăн апла?

Çакна илтсен Маюкăн чăтăмĕ пĕтрĕ, прилавкăран чупса тенĕ пекех тухса алăка çиллессĕн шаплаттарса хăварчĕ. Кӳренӳпе куççуль-шăрçасем пичĕ тăрăх йăпăртатса аннине те асăрхамарĕ. «Вăт йĕксĕк, хăй тунă хура ĕçе веçех ун çине ярать-çке амăш. Ыранченех тискер ят Тăрнапуçне сарăлĕ. Ах Тур намăс-çке! Епле куçпа пăхăп класри хĕрсем, вĕрентекенсем çине? Кама каласа парас-ши тĕрĕслĕхе, кам ĕненĕ-ши мана, кам хӳтте кĕрĕ-ши?» Çакăн пек шухăшсемпе Маюк урампа чупать, хăйсен кассинелле мар, Хир кассине. Акă вăл Кирюкпа Çинксен çурчĕсем тĕлĕнче чарăнчĕ те аташса кайнă пек енчен енне пăхкаласа тăрать, юхакан куççулне ал тутрипе шăлать.

Кирюкпа Çинук пĕр вăхăталлах курчĕç ăна, Маюк патне урама тухрĕç. Кӳтĕхсе çитнĕ Маюк пуçне Çинук хулпуççийĕ çине хучĕ те сасăпах макăрса ячĕ. Аран лăплантарчĕç ăна хĕрпе йĕкĕт.Вара Маюк халиччен ăшне тулнă хуйхи-суйхине, паян амăшĕ çынсем умĕнче хăйне еплерех намăса кĕртнине веçех каласа пачĕ. Сăмахĕсем пĕтсен ăш-чикĕ лăштах пулчĕ хĕрĕн.

— Лăплан, Маюк, лăплан. Ниçта та пăрахса ан кай эсĕ. Экзаменсене хатĕрлен. Паянтан эпир сан хутна кĕрекенсем пулпăр.

 

* * *

Укăлча хĕрринчи виçĕ шур хурăн сахал мар курнă савакансен савăнăçне, ик çамрăк чун пăшăрханăвне, кăштах хирĕçӳ хыççăнхи мирлешĕве. Виççĕмĕш каç тĕл пулаççĕ вĕсем патĕнче Кирюкпа Çинук, виççĕмĕш хут шурă кĕпе тăхăннă пириштисем евĕр курăнакан хурăнсем икĕ çамрăк чуна сапăррăн кĕтсе илеççĕ. Вĕсем илтнĕ чĕре вăрттăнлăхĕсем, юратупа тулнă чун хумханăвĕсем вуншар кĕнекене шăнăçмĕç. Кĕçĕр вĕсем кăмăла хуçакан калаçăва илтрĕç.

— Ух, тунсăхларăм сана, Çинук, чăтăмлăн кĕтсе илтĕм каçа. Эсĕ те тунсăхларăн-и мана?

— Мĕн тунсăхламалли пултăр, картишне тухатăп та сана куратăп, эсĕ — мана. Мĕншĕн эпир пĕр вăхăтрах картишне тухнине те чухлатăп. Калас-и е хăвах тавçăратăн-и?

— Шăпах çав вăхăтра кам тухма хăваланине ниепле те пуçа илейместĕп.

— Пирĕн чунсен тăванлăхĕ вăл. Çав тăванлăх систерет пире картишне пĕр вăхăтрах тухма. Кун пирки эпĕ кĕске тишкерӳ те турăм, пĕтĕмлетӳ кăмăла хуçать.

— Мĕншĕн апла?

— Ара хăвах шутла, капитализмăн хаяр йĕркисене кĕрсе пынă май пирĕн ял çыннисем пĕр-пĕринчен ютшăнса пыраççĕ. Кашни çемье е уйрăм çын хăй телейне пĕччен тупма тăрăшать. Тата кашниех чурăсланса кайрĕ, калăн — патша. Тронĕ кăна çук. Аттепе анне иртнĕ пурнăçа аса илсе калаçкаланине итлетĕп. Вăрçă, ун хыççăнхи йывăр çулсенче инкек-нушасенче пĕрне-пĕри пулăшнă, уявсенче пĕрле савăннă. Ма тесен чунсен тăванлăхĕ çынсенче вăйлă пулнă. «Халь эпир кĕрхи çумăрсемпе çăрăлса, путăкланса пĕтнĕ, шăнтса пăрахнă çулпа лаша лавĕ çинче кĕлтти-мелтти сикелесе пыратпăр. Кун-çулăмăрсем те сикчевлĕ йăрăмран тухаймаççĕ», — тет атте.

— Ман аттепе куками те ку чунехи пурнăçа тивĕçлĕ хак параççĕ. Уйрăмах телевизорпа пĕр-пĕр пысăк вырăнта ларакан ертӳçĕ пурнăçа лайхлатас пирки кăкăр çапса сăмах панине илтсен вĕсен калаçăвĕ хĕрсе каять. «Çапла пуль, — тет вара атте, — Раççей халăхне темле тăвăр тунеле хуса кĕртрĕр. Çав йышра эпир суйланă депутатсем те, пысăк вырăнта ларакан чиновниксем те, ултавпа пуйнисем те çук. Вĕсем тахçанах капитализм çĕнтерĕвĕ патне çитсе çăтмахри пек пурăнаççĕ. Тунельпе хура халăх çирĕм çул утать. Таçта аякра-аякра çутă курăнать, тем пек ăнтăлса утсан та çав çутă нимĕн чухлĕ те çывхармасть…» Трĕснех калать вĕт атте.

— Ман атте пирĕншĕн те пăшăрханать.«Ниушлĕ сирĕн, хальхи çамрăк несĕлĕн, кун-çулĕ пирĕнни пекех сикчевлĕ пулĕ? Турă сыхлатăрччĕ сире çав инкекрен, Турă пулăштăрччĕ сире палăртнă тĕллевĕрсем патне кăмăлăрсене хуçмасăр çитме», — тет.

— Çапла пултăрччĕ, — тупа тунăн калаççĕ пĕр-пĕрин çине пăхса савнисем.

Вĕсем пĕр вăхăта шăпланаççĕ. Анăçран вĕрекен çил вăйланса пырать. Çил ачисем хурăнсен турачĕсем хушшинче ӳлесе пĕрне-пĕри хăвалаççĕ. Тӳпери çăлтăрсене пĕлĕтсем хупланипе тавралăх палăрмаллах тĕттĕмленчĕ. Сивĕ, ăшă тăхăннă пулсан та, ӳтсенех çитет. Кирюк Çинука хăй çумнерех чăмăртаса тутинчен чăпăрт чуп тăвать. Хăватлă вăй вăл юрату, ăна сивĕ те, ăшă та пурпĕрех, анчах суялăха, каварлăха, элеке чăтаймасть, хрусталь кĕленче пекех ванать. Çак чăнлăха Çинукпа Кирюк хăйсен ăсне тарăна хывнă.

— Çинук, мĕн шутлатăн эсĕ Маюк пирки?

— Лару-тăру япăх ун. Пĕчченлĕх, хăй никама та кирлĕ мар пек туйни савăнăç кӳмест. Эпир те, хальхи çамрăксем улшăнса пыратпăр пулас. Хамăрпа юнашарах çыннăн хуйхă-суйхине куçсене чатăр карнă евĕр курмастпăр е курма та тăрăшмастпăр. Дискотекăсенче, клубра вăл тăр-пĕччен тăнине пĕрре мар курнă, анчах йĕкĕтсем те, хĕрсем те ун патне пырса сăмах хускатман. Вăт еплерех витĕм ӳкет пирĕн çине атте-аннесенчен. Тилишухсене Тăрнапуçĕнче кам пит сусма сунă, кам вĕсемпе çывăх хутшăнăва кĕнĕ? Никам та. Вĕсен витĕмĕ Маюка та пур енчен те хӳптĕрленĕ. Эпир Маюк чунĕ, кăмăлĕ мĕнлерехне пĕлме те тăрăшман, Тилишухсен йăхĕ тенĕ те хамăртан пистернĕ. Амăшĕ ултавла ĕç тунине хĕрĕ çине яма тытăнни Маюк чунне тулнă хуйхă, тĕрĕсмарлăх, кӳренӳ, çурхи шыв пĕвене татнĕ пек, çиеле тапса тухрĕç. Эпир халь тин çеç унăн чунĕ çăл шывĕ пек тасине, вăл çынсемпе пĕр ултавсăр пурăнма ăнтăлнине пĕлтĕмĕр. Епле вăл пурăннă хĕр ӳсĕмне çитиччен амăшĕн, кукашшĕн путсĕр хăтланăвĕсене чăтса?

— Çинук, атя Маюкпа, Кавĕрлепе çывăх туслашар. Маюка элексенчен хӳтĕлесе унăн таса ятне каялла тавăрма май килĕ. ĕçĕ йывăр, кашни вĕренекенпе уйрăмшарăн калаçса Маюк ним чухлĕ те айăплă мар тесе ĕнентерме вăрах вăхăт кирлĕ. Атя ыран завуч патне кĕрсе Маюк йывăр лару-тăрăва кĕрсе ӳкнĕ пирки, амăшĕ хăйĕн ултавлă хăтланăвĕсене хĕрĕ çине тиеме пăхни çинчен каласа парар, шкулта вĕренекенсен пухăвне ирттерме, унта Кĕлмук мучине чĕнме ыйтар.

— Лайăх шухăш. Капла эпир Маюка ернĕ хура пылчăка ыранах çуса тасататпăр. Пуçу ĕçлет санăн, хамах чуп туса илем-ха сана çавăншăн.

Вăраха пынă чуп тăвура вĕсем çил ачисем туратсем хушшинче ӳленине те илтмерĕç.

 

* * *

Тепĕр кунне Кирюкпа Çинук шкула иртерех çитрĕç. Курткисене гардероба хăварса завуч пӳлĕмне утрĕç. Çинук алăка шак-шак тутарчĕ.

— Кам унта? Кĕрĕр, — илтĕнчĕ шалтан.

Вăтанарах кĕрсе тăчĕç пӳлĕме, сăмахне те тӳрех пуçлаймарĕç, сывлăх сунма та манчĕç.

— Хăюллăрах, — пĕр сăмахпа хавхалантарчĕ завуч, — тенкел илсе мана хирĕç ларăр. Çинукпа Кирюк вырнаçрĕç те:

— Ирина Степановна, каçарăр, пăлханнипе сывлăх сунма та мантăмăр. Ыйтăвĕ ытла кăткăс. Сывлăх сунатпăр сире, — пуçларĕ калаçăва Çинук. — Сирĕн хăлхăра та кĕчĕ пуль Маюк çинчен сарăлнă элек?

— Илтрĕм-ха, çак сăмах шкула чыс кӳмест.

— Ан ĕненĕр çав элеке, сире эпир ĕç-пуç чăннипе еплерехне калас тетпĕр.

Маюк ĕнер хăйсене каласа панине пĕр сăмах сиктермесĕр завуча пĕлтерсен Ирина Степановна пĕр авка чĕмсĕр ларчĕ, Шкул, Маюк çинчен çак намăса епле сирмелли пирки шутларĕ пулас.

— Ман шутпа, — терĕ Кирюк калаçăва малалла хускатса, — паянах вĕренекенсен пĕрлехи пухăвне ирттермелле, Кĕлмук мучие те чĕнмелле. Малтанах Маюка калаçĕ. Енчен те вăл Кĕлмук мучие канфет виçсе паман тесен ун сăмахĕсене çирĕплетме ват çынна сăмах памалла. Вара вăрттăнлăх та уçăлать.

— Атьăр халех директор патне, — сиксе тăчĕ вырăнĕнчен завуч. Вăл та хирĕç пулмарĕ ачасен пуçарăвне.

— Халех Раиса Петровнана пĕлтерӳ çыртарса çаптарап, пĕр техничкăна Кĕлмук мучие ик сехет тĕлне шкула çитме чĕнме ярăпăр.

Кашни ача хăй тенкелĕпе спорт залĕнче вырнаçса пĕтсен пухăва директор уçрĕ. Вĕренӳ çулĕ вĕçленсе пыни, вăхăта уямасăр вĕренмелли пирки кăштах калаçнă хыççăн тĕп ыйту çине куçрĕ.

— Пурте илтнĕ пуль ĕнтĕ çак шкулта вĕренекен Марина Артамонова ват çынна, Клементий Калмыкова виçене икçĕр грамм çитермесĕр канфет виçсе панă, укçине килограмшăнах илсе юлнă. Çак пулăм шкула пысăк намăспа витет. Чăнахах çапла пулнине эпир Мария Артамоноваран ыйтасшăн. Тух пуху умне Марина.

Пĕр хĕрелсе, пĕр шурса тухса тăчĕ Маюк вĕренекенсем, вĕрентекенсем умне. Пăлханнипе чĕтреве ерчĕ. Малти ретре Кĕлмук мучине курсан ăна хал кĕчĕ.

— Эпĕ Кĕлмук мучие нихăçан та канфет виçсе паман. Анне мана тĕкеллесех сутуçă ĕçне хăнăхтарасшăн, çав кун вăл мана пуçласа лавкана илсе кайрĕ. Канфетне Кĕлмук мучие анне хăй виçсе пачĕ. Мана мĕнле ĕçлемеллине кăтартас тесе. Кĕлмук мучи тухса кайсан кăна эпĕ виçе умне тăтăм. Улюç кинеми ятлаçса лавккана кĕрсен, анне хăй айăпне ман çине янине илтсен прилавкăран та, лавккаран та тухса кайрăм…

Маюк хыççăнах ури çине Кĕлмук тăчĕ, ватăлса хĕсĕннĕ куçĕсемпе зала пăхса илчĕ, кăхăм-кăхăм ӳсĕркелерĕ. Ун сăмахне пурте чăтăмлăн кĕтеççĕ.

— Ку хĕр ача мана нихăçан та, нимĕн те виçсе паман. Канфетне мана Яхруç виçсе пачĕ. Улюç вăрçăшма кайсан çав намăссăр хĕрарăм хăй айăпне çак хĕр çине хунă. Эпир Улюç мăшăрăмпа çак хура ĕçе ахальлĕн хăвармастпăр. Район прокурорĕ патне çитсе килтĕмĕр ĕнтĕ. Часах яла унăн пулушуçи тĕрĕслеве килмелле. Çитет Яхруçпа Тилишух Карачăмĕн кулли айĕнче пурăнма. Пуху çакăнпа вĕçленчĕ. Пайтах вĕренекен, вĕрентекен Маюка чысшăн, тĕрĕслĕхшĕн тав туса саламларĕ. Вĕренекенсем тенкелĕсене йăтса хăйсен класĕсене саланчĕç. Çинукпа Кирюк пĕр-пĕрин ал лапписене çапсах тĕрĕсмарлăха хирĕç пуçарнă кĕрешӳри пĕчĕк çĕнтерӳепе саламларĕç. Класс ачисем пурте пухăнса çитсен вĕренекенсем хушшинче кĕске калаçу иртерĕ.

— Пĕр шкулта, пĕр класра вĕренетпĕр, кам мĕнле сывлăшпа сывланине пĕлместпĕр. Маюк тепĕр класра вĕренет, анчах вăл пирĕн ӳсĕмри çамрăках. Ашшĕ-амăшĕсен киревсĕрлĕхĕшĕн ачисем айăплă мар теççĕ-çке. Вăл Тилишухсен йăхĕнчен тесе эпир пурте унран ютшăнатпăр. Атьăр-ха атсем Маюка шефа илер, вĕренӳре пулăшар. Килĕнчи лару-тăру ăна ретлĕ вĕрнме памасть-тĕр. Ан туйтăр вăл малашне пĕчченлĕхе, — вĕçлерĕ сăмахне Кирюк.

Чылайăшĕ унпа килĕшрĕ, хирĕçлекенсем те пулчĕç. Унсăрăн епле-ха ĕнтĕ.

Çинукпа Кирюк килĕсене утнă чух вĕсене Маюк хăваласа çитрĕ.

— Сире çĕре çити пуçа авса тав тăватăп. Мĕнле пĕлнĕ эсир пухăва Кĕлмук мучине чĕнме? Ун сăмахĕсемсĕр эпĕ тӳрре тухаймастăччĕ пуль.

— Çитĕ Маюк тав туса. Кăларса пăрах çак хура йăрăма яланлăхах хăв пурнăçăнтан, экзаменсене тĕплĕн хатĕрлен.

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11