Сикчевлӗ кун-ҫул :: Пӗрремӗш пайӗ
Çук, Кирюкĕ те курать Çинук еплерех хӳхĕмленсе кайнине, анчах юрату пирки сăмах тапратма хăрать. Хăйсенче пысăк юрату тымарланнине пĕрне-пĕри калама именеççĕ, çавăнпах çав вăрттăн туйăмсемпех вунпĕрмĕш класс тарранченех асаланса-тетртленсе пурăнчĕç. Юрату — хăватлă туйăм. Вăхăт çитсен вăл хăй çинчен чан çапнăн уççăн пĕлтерет.
* * *
Кун тăрăшшĕ аванах вăрăмланнипе хĕвелĕ те маларах тухать. Уйăх çурă каярах тĕттĕмлех шкула утатчĕ Кирюк. Паян, ав, çич сехетрех тулта янк çутă. Тӳпе те ĕнерхи пекех сенкер тасалăхра. Вăл калинкерен урама кӳршĕ Çинукпа пĕр вăхăтрах тухса тăчĕ. «Те эпĕ тухасса картишĕнче юри кĕтсе тăрать, — шутлать йĕкĕт. — ĕнер Маюка кăнтăр кунĕнчех сумкине йăтса ăсатнишĕн йĕплесе шăл йĕрме шутлать-тĕр вăл». Çавăнпа унпа юнашар утас килмест-ха унăн паян, тем манса хăварнă пек пӳртне каялла кĕрет. Кантăкран тăкăрлăкпа васкамасăр хĕр утнине курсан çеç килĕнчен тухать.
Çинук çав тери ырă кăмăллă хĕр. Пĕр чĕнмесĕр вăл амăш çук чухне урайсене çуса тасатать, кукамăшне вырăн таврашĕсене, кĕпе йĕмсене çума пулăшать. Вăл Кирюксем патне килсенех çурт ăш-чикĕ çуталса кайнăн туйăнать.
— Маттур хĕр ӳсет Хĕлипсен, сăнĕпе те, кĕлеткипе те хитре пике. Ăсĕ те ун шĕвилкке мар, пурнăç çине тĕплĕ чăнлăхпа пăхать. Эх, пиреччĕ çавăн пек кин, — тĕкет амăшĕ май килнĕ самантсенче Кирюка.
Кирюк хăй те туять-ха Çинук çав тери пархатарлине. Сăнĕ-пуçĕпе те вăл Маюкран темиçе хут ирттерет. Тата ачаран пĕрле выляса ӳснĕ, инкек-синкексенчен пĕр-пĕрне хӳтĕленĕ. Халĕ те ун хутне кĕме хатĕр Кирюк. Епле илемлĕ, килĕшӳллĕ мăшăр тесе те калаçаççĕ вĕсем çинчен. Вĕренӳре те вăл класра чи пултарулли. Пĕрре мар Кирюк пуçĕ тĕшмĕртейменнипе ăна пулăшма ыйтнă. Тӳсĕмлĕн, ăса лайăх кĕрсе лармалла темиçе те ăнлантарать вĕт Çинук. Çавăнпах Кирюк чи лайăх вĕренекеннисен шутĕнче. Ачапчаран çирĕпленнĕ юлташлăх Кирюк вăтанăвне пула юратăва çаврăнаймасть. Тата çамрăк хăйне Çинук вĕренӳре час-часах пулăшнипе ун умĕнче парăмра тăнă пек, унпа тан мар пек туять. Тен çавăнпах эпĕ те, Маюк калашле, хĕр суйлатăп-ши, хама пӳрни сăмса айĕнчехне асăрхамастăп? Тен паян кукамай каласа пани чăн юрату куçне уçĕ?
«Чим-ха, Çинук мана хăй чунне хывнă-ши?» — шутласа илет сасартăк каччă. Çак шухăшпа пĕрле ун çурăмĕ тăрăх темле сив çӳçенӳ чупса иртрĕ. Эпĕ хама Çинук мана юратать тесе тытман упа тирне сӳместĕп-ши? Юрату шĕкĕр-мекĕр чухне клайла выляни мар. Еплерех илемлĕ пикене çаврăнчĕ Çинук ӳссе пынă май. Енчен те вăл Маюк пекех каччăсене шĕкĕлчесе хăй савнине палăртса та хунă? Çук, паянах чуна çуйхантаран çак ыйтусене татмалла!
Çинукпа Кирюк шкултан пĕрлех тухрĕç. Тулта чăн-чăн çуркунне. Хĕвел хĕрӳлĕхĕ юра пĕр шелсĕр ирĕлтерет, тĕл-тĕл анлă шыв кӳленчĕкĕсем сарăлма ĕлкĕрнĕ.
— Туятăн-и, Çинук, сисетĕн-и çуркунне çитрĕ вĕт! Сан кăмăлу мĕнлетĕр те ман чунра темле халиччен туйман вăй тинĕс хумĕ пек кĕрлет. Ух! сана ытама илсе хам çума чăмăртас килет.
— ĕнер апла эсĕ Маюка та чăмăртарăн пуль-ха? Ав, вăл хăйсен урамне илсе тухакан тăкăрлăкра чарăнса тăнă та пирĕн çине çисе ярасла ăмсанса пăхать, — йĕкĕлтешрĕ Çинук.
— Тăтăрах! ĕнер вăл мана хĕрсен вăрттăнлăхне уçрĕ. Пĕлессӳ килет-и?
— Тем пекех.
— Имĕш эсир, хĕрсем, ĕмĕр çулташĕсене, ну пулас упăшкăрсене, хăвăр суйласа илетĕр. Ман шутпа, савса пăрахнă хĕре хăй çине ăшă куçпа пăхтарасси, хĕрĕн кăмăлне ырă та пархатарлă ĕçсем туса çавăрса хăйне юраттарасси кирек хăш йĕкĕтĕн тивĕçĕ. Эсĕ мĕнле шутлан? Тен эсĕ те хăвăн савнине суйласа та хунă?
— Суйланă, манăн та чун пур. Ман пуçа вăл шухăш çавăрмасть-ха. Вĕренӳ çулĕ вĕçленесси инçе мар. Эпĕ халь ытларах патшалăх пĕрлĕхлĕ экзамĕнĕсем çинчен шутлатăп. Вăл пирĕн шăпана кирлĕ çулпа яраканни. Самани ку хушăра айăн-çийĕн çаврăнать: е дефолт, е кризис, е инфляци. Вăл пысăк вырăнта ларакан чиновниксен ачисемшĕн çеç хăрушă мар, çĕр çинче е завод-фабрикăсенче ĕçлекенсен çемйисенче çураса ӳснисемшĕн аслă пĕлӳ илесси чĕр нуша. Атте пирĕн совхоз часах панкрута тухасси пирки сăмахлать. Пирĕн ялти фермă ĕнисене сутма та тытăннă. Миçе вăйпитти хĕрарăм, арçын ĕçсĕр тăрса юлать. Атте мана асăрхаттарсах тăрать: «Тăрăшса вĕрен, хĕрĕм. Халь тăрăшсан кăна пĕр-пĕр института тӳлевсĕр вырăна лекме пултарăн. Эпир аннӳпе тӳлесе вĕрентме хавал çитерес çук.» — тет.
— Апла ман анне те ĕçсĕр тăрса юлать-çке. Çăва патне вăл юратăва! Эпĕ те паянтанах кĕнекесенчен, задачниксенчен вăраха уйрăлмăп. Эпĕ медицина университечĕн фармакологи факультетне вĕренме кĕме ĕмĕтленетĕп. Эсĕ ăçта кĕресшĕн?
— Кирюк, эсĕ хăрушă çын-мĕн, ман пуç шутласа хунă ĕмĕтсем чун кĕнеки çине çырăнса пыраççĕ пуль. Ман чун саншăн яланах уçă пулнă. Эсĕ çав кĕнекене пĕр вăтанми уçса вулатăн пулас. Эпĕ халиччен никама та сасăпа хам ăçта вĕренме кĕрессине каламан. Малтанах эпĕ тухтăр пулма ĕмĕтленеттĕм. Астăватăн-и уруна пуртăпа каснине? Ман сехре пăкки сиксех тухрĕ ун чухне. Атте çуралнă кунпа парнеленĕ чечеклĕ тутăра сӳсе илтĕм те пуçран сан уруна вăйлă пăчăртаса çыхрăм, ял больницине çавăтса кайрăм. Мухтарĕç мана ун чухне çухалса кайманнишĕн. Çавăн чухне çуралчĕ те тухтăр пулас ĕмĕт. Анчах, пĕлтĕр кукка кирлĕ эмел çуккипе вилсе кайсан, ĕмĕте улăштартăм. Мĕншĕн тесен тухтăр чире тĕрĕсех палăртсан та кирлĕ эмел çук пулсан çын пурнăçĕ татăлать. Çавăнпа та çынна сыватассинче, ăна вилĕмрен хăтарассинче пĕрремĕш вырăнта эмел тăрать, çавăнпах эпĕ те фармокологи уйрăмне вĕренме кĕресшĕн.
— Апла, унта вĕренме кĕрсен те эпир санпа пĕрлех пулатпăр.
— Кĕрейсен. Халь калаçăва татар-ха. Эпир санпа хамăр килсем умĕнче, çул хытти çинче çур сехет ытла тăратпăр ĕнтĕ. Сан кукаму та, ман анне те кантăкран пăха-пăха илеççĕ. Анне юлашки пăхура чăмăрĕпе юнарĕ. Кăнтăр кунĕнче хĕрпе йĕкĕт урамра темччен тăни илемлех мар вăл, килсене кĕрер.
— Чим-ха, чим, эсĕ ман тĕп ыйту çине хуравламарăн, атя кĕçĕр укăлча хĕрринчи виç хурăн патĕнче тĕл пулар? — тархасларĕ Кирюк.
— Юрать, тулĕк кая ан юл, — тесе Çинук хапхи еннелле утрĕ, Кирюк та пӳртне кĕчĕ.
* * *
Кукамăш мăнукне тутлă апатпа кĕтсе илчĕ. Хăй тем пек савăнăçлă, пур-çукшăн та йăл-йăл кулкаласа илет. «Кукамая та çуркунне «сĕрĕмĕ» тивнĕ-ши?» — шутлать Кирюк, мĕн пулнине ыйтса кӳрентересрен шикленет. Кукамăш савăнăçне текех пытарса тăмасть, мăнукĕ апатланнă май сăмах пуçарать.
— Тинех куçу уçăлчĕ-им? Çинук чиперрине эсĕ асăрхани мана савăнăç кӳчĕ. Юрату сăннисем чĕрене тирĕнсе куçсене уçаççĕ. Анчах хăватлă туйăм вăхăт шунине мантарать. Сирĕн умăрта экзаменсем тăнине асăрта тытăр.
— Кукамай, эпир ун çинчен пĕрре те манмастпăр, ялан кĕнекесене алăран ямстпăр, — пусарчĕ ват çын пăшăрханăвне Кирюк. — Эсĕ ĕнер мана Яхруçсен тăхăмĕ çинчен каласа пама пулнăччĕ. Кăштах пуçа кантармалла эпĕ сана итлеме хатĕр.
— Вĕсен йăхĕ çинчен аса та илес килмест, панă сăмаха тытмаллах. Итле эппин эпĕ вĕсем çинчен мĕн пĕлнине, — тенкел илсе Кирюка хирĕç ларчĕ кукамăш. Вăхăт ун питне ăста тĕрӳçĕ пекех йĕрленĕ. Пурнăçра килсе тухнă йывăрлăхсем хăварнă вĕсене. Çӳçне те шеллемен ав, шупка тĕс кĕртнĕ. Çулĕсем те пысăк унăн, çавах вăл сывлăх енчен аптрамасть-ха, хăйĕнчи ăшăлăха пĕр шелсĕр мăнукне парать.
— Вĕсен хушамачĕ — Телешев, — пуçларĕ калавне кукамăш. — ял-йышра вĕсене Тилишухсем теççĕ. Яхруç ашшĕн аслашшĕ Тăрнапуçĕнче вăтам хресченсен шутне кĕнĕ. Хăй пурлăхне тĕрлĕ майпа ӳстерсе пынă — ăçта вăрланă, ăçта улталанă. Тыр-пула пухса кĕртсен кĕр мăнтăрĕпе ялта савăнăçлă ĕçкĕсем пуçланаççĕ. Тăван-хурăнташсем кампанисене чăмăртанса килĕрен-киле çӳресе хăналаннă. Эрех те, сăра та ĕçнĕ, анчах хальхи пек намăса пĕлмесĕр ăçта-килчĕ унта ӳсĕрпе тăсăлса выртман. Çав йăла халь пачах та çук. Виççĕн пухăнса лавкка хыçĕнче кĕленчене пушатаççĕ те килĕсене саланаççĕ. Хăшĕ-пĕри пĕчченех килте ĕçсе выртать. Яхруç ашшĕн аслашĕ эрех ĕçсе кăмăлне килентермелли аван меслет шутласа кăларнă. Вăл нихăçанта кил-çуртне кампани кӳртмен, хăй ют кампание ермешсе эрех сĕрсе çӳренĕ. Какăриччен ĕçсе-çисе тултарсан килне юрласа таврăннă.
Юратман ăна çакăн пек нĕрсĕрлĕхшĕн ял халăхĕ, тĕттĕм кĕтесре чышкăласа та илнĕ, анчах килпетсĕр йăлана пăрахман, вăл ывăлĕсене, хĕрĕсене те куçса пынă. Яхруç ашшĕ, Карачăм, мăн аслашшĕсенчен те ирттерчĕ, кампанисемпе ĕçес йăла пĕтсен те вăл мухмăр чух кирек хăш çурта кĕрсе: «Ах Тур вилеп, пĕрер черкке парса чĕртĕр-ха», — тесе тарăхтарнă. Эрех çук тесе хуравласан одеколон та пулин ыйтса илнĕ. Çавăнпах эрех сĕрсе çӳрекенсене пирĕн ялсем «Тилишух» теççĕ.
Яхруç сан аннӳпе пĕр çулта çуралнă, çав тери чарусăр ӳсрĕ. Сакăр класс пĕтерсен вăл хулана тухса кайрĕ. Ăçта ĕçлени паллă мар. Унта вăл йĕркерен тухса тĕрлĕ арçынсемпе кĕрт йытти пекех чупнă пирки Хусанта тĕпленнĕ пирĕн ял çыннисемех тăванĕсене çырса пĕлтернĕ. Кăмăлĕ пăтранса хăсса пĕтсен вăл чухласа илет — унăн çие юлнă. Тӳрех вăл яла таврăнать. Малтан сан аçу çине куç хывать, анчах ĕç тухмасть. Унтан Артамун Петруçне хăмăтлама тĕвĕлет.
Петруç ялта чи йăваш каччăччĕ, çамрăк чух вăл сан аннӳ çине куç хывнă пулнă. Яхруç ун çумне çыпçăнма тытăнсан, йăваш пулсан та, ăна пăрса яма хăюллăх çитерет. Анчах Яхруç каварлăхне Петруç пĕлмен çав. Чупкăн хĕр хăй шутланинчен пĕр утăм та чакмасть. Хăй йывăрланнине вăл ашшĕне каласа парать, хырăм пăрахма та килĕшмест. Амăшĕ йывăр чире пула ир çĕре кĕчĕ. Епле те пулсан Петруçа ĕçтерсе ӳсĕртсе Яхруçпа пĕр вырăн çине вырттармалла. Каварлă шухăша пурнăçа кĕртме мел те ӳкет. Карачăм ялта лавкка лартма пуçăннăччĕ ун чухне. Петруçа чĕнет вăл Шуршывран цемент, шифер тата ыттине турттарса килме. Каччă ун-кун çинчен шухăшласа тăмасăрах килĕшет. ĕç хыççăн эрехпе сăйлану, техĕмлĕ апат-çимĕç. Пĕр-ик черке ĕçсен картишне туртма тухаççĕ. Çав вăхăтра Яхруç черккиисене тултарса хурать, Петруçăнни çине çывăртакан эмел ярать. Çав эрехе ĕçсен çамрăк арçын кăшт ларсанах ыйха путать. Ăна самантрах труçикпе кăна хăварса Яхруçăн вырăнĕ çине вырттараççĕ. Ашшĕ кунтелей шырама тухса каять, хĕрĕ труçикпе те кăкăр çыххипе юлса Петруç çумне выртать.
— Эсĕ, кукамай, çаксене ху курса тăнă пекех каласа паратăн, — татрĕ ват çынна Кирюк, — тен ку çынсен пуш сăмахĕ кăна?
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...