Сикчевлӗ кун-ҫул :: Пӗрремӗш пайӗ
— Манăн пĕр çĕре кайса килмелли пур-ха, — терĕ Маюк, — пĕччен шикленетĕп.
— Иккĕн кайăпăр, Кирюка хваттере хурала хăваратпăр та халех вĕçтеретпĕр.
— Ай-яй чее эсир, — кӳренчĕ Кирюк.
— Ан кӳрен, пирĕн питĕрсе хăварма çăра уççисем çук вĕт. Эпир час таврăнатпăр.
Маюк юн пробиркисене илчĕ те вĕсем хваттертен тухса кайрĕç.
Лабороторине вĕсем час шыраса тупрĕç. Маюк заведующийĕ патне кĕчĕ. Хăй мĕн çăмăлпа килнине вăтана-вăтана каласа пачĕ. Ашшĕпе хăйĕн юнне Шуршыв больницинче ĕнер кăна илтернине пĕлтерсе прбиркăсене пуçлăх сĕтелĕ çине чăрканипех хучĕ.
— Анализ тӳлевлĕ вĕт. Касса 10 пин тенкĕ тӳлес пулать, вăл аялти хутра, тӳле те ман пата хăпар, тишкерӳсем тăвакан пӳлĕме хамах ертсе кайăп.
Кирлĕ хутсене çырса пĕтерсен Маюка икĕ кунтан 3 сехете килме хушрĕç.
— Ял хушшине тухсан пĕрре кăна илтмен хĕрарăмсем манăн атте Петруç мар тесе сăмах вакланине. Киле таврăнсан хам сăнра атте-анне паллисене тупас тесе тĕкĕр умĕнче пайтах тишкернĕ. Вĕсем çуккипе тарăхнă та. Аттепе те калаçрăм кун пирки. Ун хăлхине те кĕнĕ çав калаçусем. Çавăнпах тем пекех пĕлес килчĕ, Петруç манăн атте-и е урăххи? Атте пĕр сăмахсăр килĕшрĕ юнне илтерме, анализшăн тӳлеме 5 пин укçа пачĕ. Анне те апатланма, çул укçишĕн 10 пинне шеллемерĕ. Каçару та ыйтрĕ манран. Те чĕри сисрĕ эпĕ яла урăх таврăнас çуккине.
— Эпĕ те илтнĕ çав калаçусене, анчах анализсем сан шухăшусемпе тӳрре килсен ăçта каясшăн-ха эсĕ? Халиччен атте тесе чĕннĕ çынна эсĕ Петĕр пичче теме тытăнатăн-им?
— Çук, Çинук, вăл мана мĕн çуралнăранпа пăхса çитĕнтернĕ, анализсем хирĕçле тухсан та ăна эпĕ атте теме пăрахмастăп. Унăн ăшăлăхне эпĕ анненничен нумайрах туйнă. Ăçта каяссине халех каламастăп. Вĕренме кĕнипе е кĕменнине пĕлсен хамăн малашнехи çул ăçталла выртнине пурне те пĕлтерĕп.
Вĕсем Мĕтри пиччĕшсем патне хула илемне пăхса-сăнаса çуранах çитрĕç. Çинук ашшĕ канса тăнă та таварсене курттăм сутакан складсене вĕçтернĕ . Ун вырăнĕнче Кирюк канать. Çинук кравать патне пычĕ те:
— Эй, ыйхă чăпти, вăран! Çĕрле мĕн тăвас тен?
Яштах тăрса ларчĕ Кирюк, ыйхăланă куçĕсене аллисемпе сăтăркаларĕ.
— Каçпа хула курса çӳрĕпĕр. Эсир килĕшсен. Эпĕ Кавĕрлене те шăнкăравларăм, вăл та çак адреспа 6 сехете çитетĕп терĕ.
— Килĕшетпĕр, — терĕç хĕрсем.
Чей ăшăтса кăштах апатланчĕç те Маюкпа Çинук хăйсен кравчĕ çине канма выртрĕç. Вăрăм çул ĕшентерет, вĕсем часах çывăрса кайрĕç. Кирюк пĕр кĕнеке илчĕ те вулава путрĕ.
Часах Элексей пиччĕш таврăнчĕ. Вĕсен калаçăвне илтсе Çинукпа Маюк та вăранчĕç. Хваттере Мĕтри арăмĕ Ирина кĕрсе тăчĕ.
— О, кĕтнĕ хăнасем те çитнĕ! Аван-и пурте. Часах Мĕтри те килĕ. Атьăр-ха хĕрсем вăл килнĕ тĕле каçхи апат хатĕрлер. Шăкăлтатса калаçса вĕсем кухнинче техĕмлĕ апат шăрши кăларчĕç. Часах Мĕтри те килчĕ.
Апатланнă хыççăн çамрăксем хула курма тухса кайрĕç. Урамра вĕсене Кавĕрле кĕтсе илчĕ. Çинукпа Кирюк малта утрĕç, вĕсенчен кăштах юлса — Кавĕрлепе Маюк. Тăватă çамрăк анлă Атăл хĕрнех пырса тухрĕç.
— Сан патна чĕрĕлнĕ юрату çак анлă та тарăн юхан шыв пекех. Кала-ха Маюк, — тархасларĕ Кавĕрле, — юрататăн-и мана е çук?
— Юрататăп Кавĕрле, юрататăп, — шăппăн хуравларĕ хĕр.
* * *
Тăватă юлташ аслă шкула йышăнакан комиссисене хăйсен хучĕсене пачĕç. Паян шăпах хăйсене йышăннине пĕлме каймалла. Маюк 10 сехет тĕлне пединститута çитрĕ. Стена çине çырса çапнă списокра вăл хăй хушаматне тупаймарĕ. Комисси членĕсем патне пырса хăй хучĕсене каялла илчĕ.
— Эсир тӳлевлĕ вырăна кĕме пултаратăр, — сĕнчĕ комисси пуçлăхĕ.
— Пултараймасăп.
Урама тухсан инçех те мар пĕр ушкăн хĕр тăнине курчĕ. Хăшĕ вĕренме кĕрейменнипе куççуль юхтарать, хăшĕ тӳлевлĕ вырăна кĕретĕп тет. Икĕ хĕр хĕрсе кайсах çар ретне кайясси пирки калаçать.
— Контрактпа каятпăр та тепĕр çул куçăн мар вĕренме кĕме Хусанах килетпĕр, — тет пĕри.
— Мĕншĕн Хусана, хамăр чаçе çывăхрах институт пулмĕ-им?
Вĕсен калаçăвĕ Маюк ăсне çирĕп кĕрсе ларчĕ: тумтир хыснан, апачĕ тӳлевсĕр, çийĕнчен укçа та тӳлеççĕ. «Эпĕ те çар ретне хам ирĕкпе каятăп, тепĕр çул пединститута куçăн мар вĕренме кĕретĕп. Пурпĕрех эпĕ аслă пĕлӳ илсе ачасене вĕрентекен пулатăпах». — çирĕп тĕвĕлерĕ те çунатлансах кайрĕ хĕр. Çăмăлланса анализсене илме утрĕ.
Иккĕленӳллĕ шухăшĕ кунта та тӳрре тухрĕ — Петруç унăн тăван ашшĕ мар.
«Чăн аттене епле шыраса тупмалла-ши? Хулара пин-пин каччă, хăшĕнпе анне хĕр чух Хусанта çывăхланнă — ши? Унпа калаçăва кĕмесен те хăть пăхса илесчĕ çав çын çине». Çакăн пек шухăшсемпе утрĕ Маюк медицина университетне. Çинукпа Кирюка вăл университет крыльци патĕнче курчĕ. Вĕсем хăйсенчен çӳллĕрех, тĕм хура çӳçлĕ, тĕксĕмтерех питлĕ, чăлт шурă костюм тăхăннă арçынпа хĕрсех калаçатчĕç. Маюк сывлăх сунсан палламан арçын ун куçĕнчен пăхрĕ, сăнĕнчен улшăнчĕ. Хĕрĕ те ун куçĕсенчен хăюллăн пăхрĕ, хĕрĕхелле çывхарса пыракан арçыннăн куçĕсем Маюкăнни пек пиçнĕ çĕмĕрт евĕр хура, кулнă чух пичĕсем те илемлĕн путăкланаççĕ. Ытла тинкерсе пăхнăран хĕр ун чунне вуланă пек туйăнчĕ арçынна. Аванмарланса куçне тартрĕ те таçта васканă пекех пăрăнса кайрĕ.
— Кам вăл, — ыйтрĕ юлташĕсенчен, — эпĕ ăна таçта курнă пек.
— Пирĕн кафедрăн доценчĕ, Арсен Ваганович Татулян, питĕ уçă кăмăллă çын, — тавăрчĕ Çинук.
— Арсен… Арсен, çук-çук, пăтраштаратăп пулас, — пытарчĕ хĕр амăш ӳсĕрле çак ята асăнкаласа илнине.
— Саламла пире, Маюк, паянтан эпир çак университетăн студенчĕсем!
— Чун-чĕреренех саламлатăп! Лайăх вĕренсе тĕнчипе паллă çынсем пулăр.
— Санăн мĕнле ĕçсем?
— Манăн… Эпĕ çуралнă чухнех хуçăлчăк шăпапа çуралнă пулас, ачаранах кун-çулăм сикчевлĕ йăрăмран тухаймасть. Çитмерĕç ман балсем тӳлевсĕр вырăна лекме, пулмасть институтра вĕренесси. Йĕпе çине сапа тенĕ пек, ДНК анализĕсем те мана хирĕçле: Петруç манăн тăван атте мар. Аннен ултавла хăтланăвĕсем мана вирлĕн çапса лăскаççĕ. Эпĕ пурпĕрех пуçа усмастăп, итлĕр те тӳнсе ан ӳкĕр: эпĕ хам ирĕкпе çар ретне хĕсмете каятăп, тепĕр çул Хусан пединститутне куçăн мар вĕренме кĕмешкĕн килетĕп. Ку вăл ман пуçпа тĕплĕн шутласа палăртнă тĕллев, эпĕ вĕрентекен пулатăпах! Çак шухăша пăрахăçлама ан ӳкĕтлĕр мана.
Кирюкпа Çинук шелленĕн пăхрĕç Маюк çине. Вăл туйрĕ çакна, тарăхса кайрĕ.
— Ан шеллĕр мана, эпĕ алăсăр-урасăр мĕскĕн мар. Кирек хăш çын та пурнăçра хăй вырăнне тупассишĕн кĕрешет, эпĕ те кĕрешĕп.
Вĕсем Хусан университетне автобуспах кайрĕç. Кавĕрле йăл-йăл çиçнине курсанах вăл университета тӳлевсĕр вырăнах лекнине туйрĕç.
Тепĕр кунне тăватă юлташ çар военкоматне кайрĕç. Çамрăк капитан Маюка сапăррăн йышăнчĕ, вăл çар ретне кайма кăмăлланине илтсен малтанах тĕлĕнчĕ, шухăша пăрахăçлама калаçтарчĕ. Хĕр хăйĕнни çинчех тăчĕ.
— Акă мĕн, кунта ĕнер икĕ хĕр килсе заявлени çырса хăварчĕç, çыр эсĕ те. Сире копьютерпа ĕçлеме вĕренме яратпăр, çитменнине ыранах. Ирпе 9 сехете кунта килĕр.
Маюк ăшшăн кулса тухрĕ юлташĕсем патне. Лешсем ун çине ыйтуллăн пăхаççĕ.
— Саламлăр, ырантан эпĕ Раççей çарĕн салтакĕ! Пире, виç хĕре, компьютер вăрттăнлăхĕсене алла илме вĕренме яраççĕ. Çакна илтсен Кавĕрле сăнĕ тĕксĕмленчĕ.
— Ан хурал тăвăл умĕнхи пĕлĕт пек, вăрах пĕрне-пĕри курмасăр тунсăх хыççăн пирĕн тĕл пулу пылтан та пылакрах пулĕ. Эпĕ сана юратрăм-тăк, манран час хăпаймăн. Тата эпĕ вилме каймастăп, хамăн пурнăç çулне такăрлатма каятăп. Çаврăнса тăрăр-ха Çинукпа Кирюк, эпĕ хам сăмахсене Кавĕрлене чуп туса çирĕплететĕп.
Хĕр йĕкĕте мăйĕнчен ытакласа вăрахчен чуп турĕ, Маюк куçĕсенче сывлăм шăрçисем пек куççуль курăнсан Кавĕрле чунĕнче ĕненӳпе шану хăватлă тымарланчĕç.
Маюк Çинук пиччĕшĕн хваттерне çитсенех икĕ çыру çырчĕ: пĕрне Петруç ашшĕне, теприне — амăшне. Ашшĕн конвертне ДНК анализне чикрĕ те Çинука пачĕ.
— Конвертли аттене, тепри — аннене.
Тепĕр кунне юлташĕсем Маюка çар ретне ăсатнă хыççăн вĕренӳ çулĕ пуçланиччен Тăрнапуçне таврăнчĕç.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...