Ĕмĕр сакки сарлака. 5-мĕш кĕнеке :: Иккĕмĕш пайĕ
Пуп тупăк умне пычĕ.
Лукарье куçне чарса выртни тискеррĕн курăннипе пупăн çанçурăмĕ çӳçенчĕ. Килĕштернĕ хĕрарăм халь унран куçкĕрет кулса выртнăн туйăнать. Уншăн халь тĕнче пĕтсен те хуйхă çук, упăшкипе çутçанталăк ирĕкĕнчен хăтăлнă ĕнтĕ вăл. «Мĕнле-ха, Лукерья Семеновна сывмарри çинчен сас-хура çукчĕ-çке? Мĕн пирки сасартăк вилсе выртнă-ши вара? Тата куçне-пуçне чарса пăрахни чунĕ асапланса тухнине пĕлтермест-ши?» Пуп Миххана витĕр курас пек ун çине тинкерчĕ. Лешĕ тăвăлнипе тем туса пăрахма хатĕррине асăрхасан, кĕлтуса пытарас ĕçе тăсма юраманнине тавçăрчĕ! Вăл Лукарье çамки çине чиркӳ хутне çыпăçтарчĕ те тупăка пĕр чĕптĕм тăпра сапрĕ.
— Тăпраран пулнă, тăпрах пулатăн! — тесе, кĕлĕ сăмахне вĕçлерĕ.
Çивиттине хупласан, арçынсем тупăка йăтрĕç. Пуп хыçалтан кадилине сулласа утрĕ. Хор кĕлĕ юрри юрларĕ.
Чан каллех хурлăхлăн çапать. Миххан пĕтĕм чунĕ тăвăлса пырать. Хăвăртрах пытарасчĕ те пурте куç умĕнчен çухалтăрччĕ пĕрех хут...
VI
Арăмне пăвса вĕлернĕ пирки никам йĕрлемерĕ пулин те, Михха ăшчикĕ вăркама чарăнмарĕ. Нивушлĕ Микула акса хăварнă вăрлăх çав териех хунама пултарнă? Канăç памарĕ ăна çак шухăш. Хальхи çамрăксем ахаль те пуçтах. Микула таврăничченех Лаврскисене шывра иштернĕ. Натюшсене тытма пынă милиционерсене хулăлă çунтарса, тикĕт сĕрсе янă. Атăл çинче ĕçлекенсем мĕн авалтан çакнашкал сĕмсĕр.
Киле çитсе тăрантас çинчен ансанах вăл халь те саланман карчăк-кĕрчĕксене хăвалама хушрĕ. Хапха патĕнче тăракан хуралçа урăх никама та ан кĕрт терĕ. Каллĕ-маллĕ уткаларĕ, куçĕ тĕлне никам курăнмарĕ. Сасартăк ăша пăр татăкĕ кĕрсе ӳкнĕ пекех чĕтреме пуçларĕ. Кĕçех вăл, тем шыраса, аслă пӳрте кĕчĕ. Унта та швенцарпа тумтирсене йышăнакан тарçă, кăна. Михха чĕрине тем пырса тăрăннă тейĕн, ыратнине тӳсеймесĕр, вăл пукан çине персе анчĕ. Халĕ Михха хăйне тĕнчере пĕр-пĕччен юлнă пек туйрĕ. Мĕнпур шанăçĕ Клавье çинчеччĕ унăн, вăл намăс кăтартакан çын пулас çуккине те ĕненетчĕ. Кĕтмен çĕртен ют çын пулса тăчĕ. Вăл каялла таврăнасса шутламалли те çук. Тарçăсем пушшех те ют çынсем, вĕсем такăнтарма, ĕнсе çине хăпарса ларма хатĕр. Капла çĕршер çул пурăннă Янаш йăхĕ Мнхха хысçăи пуçĕпех тĕп пулать-шим? Камшăн çĕрне-кунне пĕлмесĕр, никама шеллемесĕр мул пухрĕ вăл? Йыт-качкана хăварма-и?.. Миххашăн революцирен те хăрушăрах инкек сиксе тухнăн туйăнчĕ. Макăрса яма та хатĕрччĕ вăл, кăмăлне хытарчĕ. «Çук, ман йăх ĕмĕр-ĕмĕрех сыпăнса пырĕ. Асатте-атте, чăн çĕре куçнă пур тăван-хурăнташ, каçарăр мана, ан пăрахăр. Эпĕ сирĕн йăха пĕтĕрмĕп, улмуççи турачĕ пек сарса хăварăр. Куна тума çулпа та ытлашши ватах мар-ха, вăй-хăватăм та çителĕклĕ. Авланмалла кăна». Çапах та кам патне хăтана каймалла? Хĕрупраç, хĕрарăм тени Хусанти мастерскойсенче, Атăлкассинче те тем чухлех. Бараксенче беженкăсем пурăнаççĕ, маттуррисем, чиперрисем те сахал мар. Мăшăр тăвасси пачах урăх. Ыйткаласа çӳрĕс питне çитнĕ мĕскĕне сĕтел хушшине лартас килмест. Вĕсем пуççапма та йăланма çеç ăста. Миххана хăй пекех çирĕп мăшăр кирлĕ. Кам патне каймалла-ши?.. Каллĕ-маллĕ шухăшлакăланă май Михха пĕр саманта аса илчĕ. Ку вăл иртнĕ хĕл пулнăччĕ. Вĕчĕрхенсе те тунсăхласа çӳренĕ вăхăтра Михха Павăл магазинне кĕрсе тухма шутланăччĕ. Çук, япала туянас е суту-илӳ ĕçĕпе кăсăкланас тесе мар, ана магазинта тăракан çамрăк та илемле хĕр илĕртрĕ. Алăк урлă каçсанах чарăнчĕ. Ун куçĕ умне нихçан курманни тухса тăчĕ. Кантур умĕнче пĕр ушкăн хĕрарăм асар-писер çуйхашать.
— Намăссăр! Нушаллă çынсене улталаса пуяс терĕн-им?!.
Вĕсене хирĕç хăлхана çурасла сасă илтĕнчĕ:
— Ха-а! Улталатăп иккен! Кивçен тавар панăшăн çапла тав тăватăр-и мана? Тухса кайăр хăвăртрах!
Унччен те пулмарĕ, пĕр карчăкĕ алăк патнелле сирпĕнчĕ, тепри урайне тăсăлса ӳкрĕ: Çуй-шав пушшех вăйланчĕ.
— У-у, путсĕр чĕрчун! Турă турпас мар, пуриншĕн те айăплĕ-ха!..
— Нушаллă çынсене мăшкăлланăшăн пуçна патăр!
— Ха-а! Ылханма-и эсир?! — хаяррăн кăшкăрчĕ те Елюк ыттисене те алăк патнелле вăркăнтарчĕ, тĕке-тĕке ывăтрĕ. Кирек кам та тискер кайăкран çуралнă чĕрчун тейĕ ăна çак вăхăтра. Пит-куçĕнче çулăм ялкăшать, çӳçĕ-пуçĕ тутăр айĕн тухса сапаланнă.
Çамрăк хĕр «паттăрлăхĕ» Миххана тĕлĕнтерчĕ те, савăнтарчĕ те. Мĕншĕн ун арăмĕ мар-ши Елюк? Иккĕш епле аван пурăннă пуллĕччĕç. Çав самантрах канăçсăрланчĕ. Кăмăла каякан хĕр самана улшăннине, тискеррĕн айкашса инкеке çакланасса ăнланмасть иккен. Ăна тăнăçлантарма карчăк-кĕрчĕксене йăпатма тивĕç Михха.
— Мĕн пулнă сире? Ма тĕрлететĕр? — çывăха пырса сăмах хушрĕ вăл.
Хуçине курсан, хĕрарăмсем чĕрĕленчĕç. Михха сехметне мансах калаçма пикенчĕç:
— Тăр-кăнтăрлах чике тăршшĕ лартать! Эп вун тенкĕлĕх кăна тавар илнĕ, вăл вуниккĕ тесе çырса хунă.
— Манне те виçĕ тенкĕ хушнă!.. — терĕ тепри.
— Тăхтăр-ха, ан сĕрлĕр, — тавар туянакансен хутне кĕчĕ Михха. — Çамрăк хĕр хĕрӳленнипе йăнăшма та пултарнă. Акă тăна кĕрĕ те тепĕр хут шутласа пăхĕ, йăнăшне турлетĕ.
Елюк куçĕ-пуçĕ чаралчĕ. Çакна асăрхасан, Михха сассине хăпартсарах хушса хучĕ:
— Кантура кĕрĕр-ха, сӳтсе явăпăр...
Кантурта сывлăш çавăрма ĕлкĕриччен Елюк Миххана тапăнчĕ:
— Ха-а!.. Эсир мана кĕлмĕçсен умĕнче намăса кĕртесшăн иккеи?!. Пит аван, Михаил Петрович. Тавтапуç!.. — çиллине шăмараймасăр шăпланчĕ. Пукан çине ларчĕ те пуçне сĕгел çине хучĕ, ĕсĕклеме тытăнчĕ.
Миххана ку килентерчĕ. Вăй-халĕ çитес пулсан, хăйне çӳçрен çăлса илес пирки те иккĕленмест. Çакнашкал хĕр шанăçлă та. Михха аллине Елюк пӳçĕ çйне хучĕ, хуллен те çепĕççĕн чĕнчĕ:
— Айван темерĕн. Мĕн çитменшĕн куççуль тăкатăи? Аçу-аннӳ вилчĕ-и е юратакан каччу пăрахрĕ-и?
Елюк, пуçне çĕклесе, Михха çине сиввĕн пăхрĕ:
— Ха-а!.. — пушшех çатракаланчĕ вăл, — эпĕ айван иккен! Халăх умĕнче намăса кĕртни сахал тата хурласа тарăхтарас терĕн-и? Эп сана ырă çын пуль тесечче. Эсĕ... Эсĕ пĕрре те эп шутланă пек мар иккен...
Ытлашши каласа пăрахасран Елюк тăрса каясшăнччĕ, Михха хулпуççирен çупăрласа тытни чăрмантарчĕ.
— Намăслантарасшăн та, хурлантарасшăн та мар эп сана, хĕрĕм. Аçу-аннӳне хисепленĕрен, хăвна хам хĕртен те çывăхрах туйнăшăн çеç хутшăнтăм. Ăнланма вăхăт, хĕрĕм: самана елĕкхи мар, патшана вырăнтан сир-пĕтнĕ...
Елюк хăраса ӳкрĕ, анчах Михха пилĕкĕнчен çупăрласа илнипе вырăнтан та хускалаймарĕ.
— Эс тустарнă хĕрарăмсем барака таврăнĕç те ыттисене сĕрсе кăтартĕç, — çапла калаçрĕ Михха. — Пăлханма тапратсан, тем курса ларăпăр. Чарма пултаракан тупăнмĕ. Полицейскисем пăрахса тарнă. Тата çакă та пур, хĕрĕм: вĕсем лавккана çӳреме пăрахĕç, теприсем патне иленĕç. Ку та сире сиен çеç кӳрĕ. Çапла, хĕрĕм... Пĕр пус-икĕ пусшăн ырă ятна ан варала. Каялла тавăрса пар, кĕлмĕçсем лăпланччăр.
Ашшăн та тăванла калаçни Елюк чĕрине йăлтах ирĕлтерчĕ. Вăл, ачашланма хăнăхнă кушак евĕр, Михха çумне йăпшăнчĕ.
— Паçăрах каларăм, эс маншăн такамран та хаклă. Ху кăна сăрнай ан пул. Мула та шеллемĕл сашнăн. Халь хĕрарăмсемпе тухса мирлеш, ытлашши илнĕ укçана тавăрса пар.
— Юрĕ, Миханл Петрович...
Елюк çăмăллăн килĕшни Михха юнне пушшех вĕрилентерчĕ, çапах та вăл тапăнма хăю çитереймерĕ. Çав самантра хĕрĕнкĕ пулманшăн хăйне хăй ӳпкелерĕ. Кун хыççăн сас-хура улшăннипе Миххан магазина пырса çӳреме май килмерĕ. Тата пăртакран Елюк милици начальникне качча тухнă тенине илтсе тилĕрчĕ. Влаçра тăракан çын çумне çыпçăнма шикленчĕ. Ваймистровĕ вăрă-хурах пулнă иккен. Елюка тăлăха тăратса хăварнă. Ниçта та мар, çавăн патне хăтана каймалла. Унран тивĕç мăшăр тупаймăн.
VII
Елюк, хăйсене ампара хупса хур кӳнине манăçа хăварнăн, çĕре канлĕн çывăрса ирттерчĕ. Ирпе вăраннă-вăранман куç умне прапорщик тухса тачĕ. Елюк пĕтем юнĕ ыррăн пĕçертнине тӳсеймесĕр йынăшса ячĕ. Ун чухне вăл хăйне йăлтах ăсран кайнăн, сипетне çухатнăн тыткаларĕ те, прапорщик чуптунипе халь те тута хĕррисем тĕлкĕшеççĕ.
Çапла вăл хускалнă чĕрине пуçараймасăрах вырăн çинчен тăчĕ. Тухса çăвăнчĕ те апатланмасăрах Атăлкассине каясшăнччĕ, ашшĕ кĕтмен сăмах пуçарни тытса чарчĕ.
— Пирĕн патра упăшку пур...
— Мĕнле упăшка?
— Ху кама качча тухнине мантăн-им? Елюк сасартăках хĕр ĕмĕрĕ сая кайнине аса илчĕ те çĕçĕпе каснăн татса хучĕ:
— Астăвас та килмест!
Тепĕр чух Павăл хĕрĕн кăмăл-шухăшĕпе килĕшĕччĕ, халь Ваймистров май çавăрма тăрăшрĕ:
— Хĕрĕм, сана литех те ăнланатăп, çапах та пур мăшăра çук тума хĕн. Ку пурнăçра харпăр хăй ырлăхĕшĕн пурте пĕр-пĕрне улталама, çаратма хатĕр. Микула ывăлĕ пулмасан, паян кун та чиперех пурăнаттăрччĕ. Кузьма Иванч пире усă та кăтартнă. Татах пулăшасса та шанатăп. Çиллентерсен, сиен кӳрĕ. Кайса калаç, вăл сана курасшăн.
Ваймистров, мунча умне сарнă улăм чаштăртатнине илтсе, револьверне хатĕр тытрĕ. Ăна кунта кĕртсе вырттарнине асăрхаймарĕç пек те, уй куçлă, вăрман хăлхаллă тенĕ. Пурпĕр вăл чĕррĕн никама та парăнас çук.
Кĕçех алăк майĕпен уçăлчĕ. Тĕттĕм пулсан та, Ваймистров арăмне турех палларĕ. Пĕрле пурăннă чухнехинчен те чипертерех-мĕн Елюк.
— Елюк, чунăм... Саншăн çунса, чĕре кĕлленчĕ-и тен... — терĕ Ваймистров, арăмĕ пырса ыталасса кĕтсе. Елюк çав-çавах алăк патĕнчен хăпманнипе сассине улăштарчĕ: — Е паллаймарăн-и?
Елюк умĕнче ун çамрăклăхне пăснă çын выртать. Вăл ирĕксĕрлемен пулсан, тивĕç каччă тупса, паян та телейлĕ пурăнĕччĕ Елюк. Халь, улшуç аллине лекнĕ выльăхла, алăран алла çӳресех çĕре кĕрĕ. Çамрăк хĕрарăм чĕринчи курайманлăх нихçанхинчен вăйлăрах хускалчĕ.
— Ха-а, витлесе выртать-ха тата. Маншăн çунса кĕлленчĕ эппин чĕрӳ! Улталаса мана арăм тунă, шеллемесĕр пăрахса тарнă чухне чиперехчĕ-и вăл?!.
Ваймистров арăмĕн хуйхине ăнланать-ха, ун вырăнĕнче кирек кам пулсан та çаплах тăвăлĕ.
— Хам айăпа йышăнатăп, — пăшалтатрĕ Ваймистров йăвашшăн. — Çапах сана юратма пăрахаймăп.
— Ха-а! Юратма пăрахаймăн эппин? — чĕрре кĕчĕ Елюк. — Ман кăмăл кирлĕ те мар сана. Хăравçă аттепе иксĕр шут тунă та пуçа çинĕ. Ун чухнех юратман эп сана, пĕлсех кай çавна. Сана аса илсен, кăмăл пăтранать. Тата эпĕ маттур каччăпа рехетлĕнсе те савăннă.
Ку сăмахсене калани Ваймистров суранĕ çине тăвар сапниех пулчĕ. Револьверне Елюк çинелле тытса, вăл хаяррăн кăшкарчĕ:
— Ых-х!.. Пĕт пĕрех хут!
— Тархасшăн, — ним пулман пек тавăрчĕ Елюк. — Хама ним чухлĕ те шеллеместĕп! Эс тахçанах тĕп тунă ĕнтĕ.
Ваймистров хăй йĕркесĕр айкашнине часах ăнланчĕ, вăй-халĕ йăшнипе револьверне ӳкерчĕ. Елюк та сассине кăштах çемçетрĕ:
— Çавăн пек, Кузьма Иванович... Мана çилленме сăлтав çук сан. Эп сана чи хаклă чысăма парнеленĕ. Эс пуçĕпех урăхла çын пулнăшăн эп айăплă мар. Тĕрĕссипе, сан мар, ман сана персе пăрахмалла...
Ваймистров тепĕр хут тăвăлса пуçне çĕклерĕ.
— Ме, эппин! Пер хăвăртрах! — револьверне Елюк енне ывăтрĕ. — Пăшалне тыткалама пĕлмесен, çынсене кайса систер. Килсе пуçтарччăр...
— Хăвăн шăпуна эп тăрăшмасăрах тупăн. Сан çинчен сăмах туса çылăха кĕмĕп. Атте сана ыр сунса йышăннă-и тен, иксĕр кирек мĕн хăтланăр, ман ĕç çук. Çакна кăна астутаратăп: мана тек ан чăрмантар. Эп саншăн ĕмĕрлĕхех петнĕ...
Елюк пӳрте пăлханса таврăнчĕ. Ашшĕпе амăшĕн ыйтăвĕ çине хуравламасăрах Атăлкассине тухса кайрĕ. Халиччен вăл лавпа леçтĕрекенччĕ, паян лавккайа çитиччен кăштах та пулин тăнăçланасшăн çурранах утрĕ.
Ытла та пăшăрханмалла çав: ампарта прапорщикпа пулса ял халăхĕ. умĕнче намăс курни сахал, вăрă-хурахĕ те тупăннă. Вăл та Елюка хăйĕн тесех шутлать-çке. Ку тарăхуран халь тесен халь кама та пулин качча тухма хатĕр, чухăн çын ачине те тиркесе тамĕ. Анчах асра-тĕсре те никам çук.
Магазинне уçсанах Елюк прапорщика кĕтме тытăнчĕ. Лешĕ урамрах çӳренĕ пек туйăннипе туха-туха сăнарĕ. Вăхăт шунăçемĕн прапорщика курас шанăç çухалчĕ Елюкăн. Çав хушăра тавар илме пынă çынсенчен Лукарье вилнине пĕлчĕ те сасартăках чĕри хускалма тытăннине туйрĕ. Лукарьене шеллесе мар — унран кĕвĕçнĕ, ăна курайман вăл. Елюк Михха магазина пыркаланине, хуçа ăна «эп сана хам хĕртен те ытларах саватăп» тенине аса илчĕ те вăл тăлăха юлнăшăн пăшăрханчĕ. Кам йăпатса кăмăлне лăплантарĕ ĕнтĕ унăнне? Çакăнта килтĕрччĕ пĕрех хут. Елюк, çепĕç сăмах тупса, хуйхине пусарма пулăшĕччĕ. Кăнтăрла та çитрĕ, — кĕтни кăлăхах пулчĕ. Юлашкинчен тӳсеймерĕ вăл, таваршăн укçа илме пĕр тарçине шанса хăварчĕ.
Михха çурчĕ патне çитерехпе Елюк çакна асăрхарĕ: тимĕр хапхаран такам та кĕре-кĕре тухать, никама та чару çук. Ыттисемпе пĕрле Елюк та Лукарье выртакан пӳлĕме кĕчĕ, анчах хăй шухăшĕнчен хăй именсе, «турă чурине» кураймасăрах тухрĕ.
Павăлпа арăмĕ те Лукарье вилнинчен питех тĕлĕнчĕç, шеллемерĕç кăна. Анчах çак туйăма никам умĕнче те палăртма юрамасть, çын хуйхине хăвăн хуйху пек кăтартни аванрах. Тепĕр кунне вара Павăлпа хĕрĕ ирех Атăлкассине тĕрлтеттерсе çитрĕç.
Ытти пуянсем те пуçтарăннă иккен. Паллах, Лукарьене хисеплесе мар, хуçаран ырă ят илтес ĕмĕтпе. Миххапа курнăçасшăн Елюк маларах лекме тăрăшрĕ. Сехмет йăлтах хуйха путнă тейĕн, никам çине пăхмарĕ, никама сăмах хушмарĕ.
Тупăкне Атăлкассинчен тухичченех йăтса пычĕç. Унтан элес-мелес урапа çине вырнаçтарчĕç. Эшкер халăх хыçран утрĕ...
Киле таврăнсаи, Лукарьене мĕнле пытарнине Елюк амăшне каласа парасшăнччĕ, анчах ашшĕ ун çинчен тек аса илесшĕн пулмарĕ, сăмаха Ваймистров çине куçарчĕ:
— Лешĕ мĕнле? — терĕ вăл.
— Чыхать... — ашшĕ вăрă-хураха йышăннăшăн кӳреннине пытармарĕ Елюк.
— Кăлăхах нӳремсĕрле хăтланатăн. Тçм каласан та... — мăкăртатрĕ Павăл.
— Чăнах, çав путсĕршĕн пуçа анратрăр ĕнтĕ. Кăнеа вырттăрччĕ пĕрех хут! — ашшĕн сăмахне пӳлчĕ Елюк.
Варуç апат антарчĕ.
— Сĕтел хушшине ларăр, çитĕ хирĕçсе, — терĕ вăл. Хĕрĕпе ашшĕ сĕтел хушшине вырнаçрĕç. Яшка сыпнă май сăмах та килĕшсе каятчĕ пуль — хапха умне лав тĕрлеттерсе çитрĕ, Павăл кашăкне хучĕ те чӳречерен пырса пăхрĕ.
— Кам унта? — никама кĕтменнипе канăçсăрланса ыйтрĕ Варуç.
— Михаил Петрович... — тĕлĕнсе хыпарларĕ кил хуçи. Михха вĕсем çине урлăн пăхнине астумаççĕ, тепĕр чухне хăнана та чĕнкеленĕ те, хăйсем патне çуресех кайман. Çитменнине, халь çеç, арăмне пытарса, Атăлкассинелле кайрĕ-çке. Апла мĕн ĕçпе-ши?
Павăл çемйин апат çиесси пĕтрĕ. Пурте сĕтел хушшинчен тухрĕç. Миххана ура çинче кĕтсе илчĕç. Хуçа уяв чухнехилле юсав тумланнă. Пит-куçĕнче арăмĕшĕн хуйхăрнин йĕрĕ те çук.
— Килех, Михаил Петрович. Тĕпелерех ирт, — пуç тайрĕç Павăлпа арăмĕ.
Кил хуçисем тараватлăн йышăнни мар, Елюк килтех пулни савăнтарчĕ Миххана. Хăй кăмăллине ăна систересшĕн, ăшшăн саламларĕ:
— Ырă кун пултăр!
Елюк чĕри теме сиснĕн кăртлатма пикенчĕ, палăртасшăн кăна пулмарĕ. Хăйне хăй никама парăнманла тыткаласа, чăлана кĕрсе çухалчĕ.
Михха мачча каштинчен иртсе ларчĕ те шутласа килнĕ сăмахне пуçарчĕ:
— Павел Платонович, Варуç... Эпĕ пушăлла павраса çӳрекен çын мар. Кăна хăвăр та чухламалла. Хăвăр та, ман пекех, арман тытатăр, сутă тăватăр...
Михха тус-йышлăн калаçни Павăла килентерчĕ. Вара, хуçана юрасшăн, йăпăлти сассипе хушса хучĕ:
— Чухлатăп, Михаил Петрович. Халь те тепле ĕлкĕретĕр...
— Чухлани паха, Павел Платонович. Астăватăн-и тен, эп сана ура çине тăма та пулăшкăланăччĕ. Пырсан, сăйламасăр кăларса яман. Аçупа та ятлаçса пурăнман.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...