Ĕмĕр сакки сарлака. 5-мĕш кĕнеке :: Иккĕмĕш пайĕ
— Сăваплă аппаçăм, ман хута кĕнĕшĕн, суккăр çынна тӳрĕ çулпа ертсе пыма килĕшнĕшĕн тайма пуç, — хуравларĕ Клавье.
— Аминь!.. турра кĕлтăвар. Вăл сана çак кельйăра пурăнма, усал сывлăшсене сирме вăй-хăват патăр. Эй, çӳлти аттемĕр, çăлсам пире...
Манашка хыççăн Клавье те чĕркуçленчĕ. Чунтан парăнса кĕлтурĕ: «Эй, турă, мĕскĕн чуру кĕлтунине хапăл, тусам. Çырлах, ан пăрах мана».
Манашка мăнастирте тăхăнса çӳремелли тумтир кайса илчĕ те:
— Савнă йăмăкăм, сан çири тумтир кунти пурнăçа шăнса юрăхсăр, — терĕ. — Тата вăл ытла та çӳхе, шăнса чирлесрен хăрушă. Хывса пăрах ăна.
Клавье ним хирĕçлемесĕрех кравать çине хучĕ.
— Аялти кĕпине те... — хистерĕ манашка. Клавье пит-куçне вут хыпса илчĕ. Тумне шеллесе ют çĕрте таса ӳте кăтартма именсе.
— Тахăнмаллисене парса хăварăр та хăвăр вăхăтлăха тухăр-ха эппин.
— Савнă йăмăкăм, манран хăратăн-им? Ан те хĕрарăмах, — ихĕлтетсе кулчĕ манашка.
Клавье ирĕксĕртен хывăнчĕ. Намăсланнипе ларчĕ. Кăкăрĕсене аллипе хупларĕ.
Манашка хĕр ӳт-тирне арçын тĕкĕнменнине ĕненчĕ. Çак тери çамрăк та илемлĕ кӳлепе, сăн ӳкмелле таса ӳт-тир курнине астумасть вăл, Сасартăк хăй пурнăçне аса илсе салхуланчĕ. Вăл та çак хĕр пекех. çамрăкчĕ, кӳлепипе сăн-сăпачĕ йĕкĕтсене илĕртмелĕх пурччĕ. телейсĕр ăраскалĕ хĕтĕртнипе çакăнта килсе хĕсĕнчĕ. Вăхăт нумаях та иртмĕ, çак хĕре та асап шĕкĕлчĕ. «Мĕн инкек пирки килсе çакланчĕ-ши? Мĕн çитменшĕн тăнне-пуçне çухатрĕ-ши? Çак чечеке тиркенĕскер, мĕнлерех йĕкĕт-ши?» Тĕпчеме ир-ха. Хăнăхса çйтсен, хăех каласа парĕ. Манашка Клавье мăйĕнчи ылтăн хĕресе вăтăрса илесшĕнччĕ, шелленипе тивмерĕ. Аш кăмăллăн курăнма тăрăшса, çапла ыйтрĕ:
— Кунта эпир хамăр çеç, именмелли çук. Ме, тăхăн... — аялти пир кĕпе çийĕн тăхăнма хура тум тыттарчĕ. — Вăт, кунашкал манашках пултăн. Кĕлтуса чуна тасатмалли çеç юлчĕ. — Клавьен кĕпи-чăлхине пуçтарса ывăçлăрĕ. Мĕн тери чаплă та хаклă япаласем! Игуменья аллине кăна лектерес марччĕ вĕсене.
Клавье килте чух çири кĕпи-тумне туймастчĕ те. Вĕсем мамăк пек çемçе те çăмăлччĕ. Халь хытă пир кĕпе сасартăках çанçурăма кушаларĕ, шăйăрнăн туйăнчĕ. Турă çырлахтăр, епле тӳсмелле-ши?
Манашка каллех йăпатма пикенчĕ:
— Лена йамăкăм, кунти тумтир килĕшӳсĕр тесе ан пăшăрхан. Чуна çылăхран çăлма шăпах çавăн йышши кирлĕ. — Хĕр чĕрине хускатмалли ыйтусем пама хушман та, мăнастир тулашĕнчи лару-тăрăва пĕлес килнĕрĕн манашка:
— Лере... çылăхлисем хушшинче пурнăç мĕнлерех тата? — тесе ыйтрĕ.
«Ман унти пурнăç пирки калаçса çылăха та кĕрес килмест», — тесшĕнччĕ Клавье, анчах та хăйне пăхма уйăрнă манашка кăмăлне пăсасран хăрарĕ.
— Унта, сăваплă аппаçăм, кам мĕнле пĕлет, çавнашкал пурăнать...
Ку тĕрĕсне манашка хăй те чухлать-ха. Хĕр сăмахĕ тивĕçтермен енне ятарласах хистерĕ: — Вăрçă пирки мĕн хыпар?
— Савăнмаллиех çук, сăваплă аппаçăм... Нимĕçсем çав-çавах пирĕн çĕршыва тапăнаççĕ. Карма çăварсем нимĕçсене çĕнтеричченех вăрçа тăсмалла теççĕ. — Клавье госпитальте ĕçленине, унта аманнă салтаксем мĕн таран асапланнине каласа парасшăнччĕ. Хăй кам хĕрне тавçăрасран чĕлхи çине килнĕ сăмахне çăтрĕ. Шухăшне çаплă вĕçлерĕ: — Патшана вырăнтан сирпĕтни те вăрçа пĕтереймерĕ.
— Мĕн палкатăн? — ăнланайман енне тепĕр хут ыйтрĕ манашка.
— Патшана вырăнтан сирпĕтнĕ терĕм, сăваллă аппаçăм. Манашкăна усал сывлăш пăвса лартрĕ тейĕн. Куçĕ-пуçĕ алчăрарĕ. Алăк патнелле чакса тăчĕ те:
— Çветтуй турă, çветтуй хăватлă, вилемсĕр, çырлах пире.... — текелесе, сăхха печĕ. Урăхла епле пултăр тата? Вĕсем патшана çĕр çинчи турă тесе шутланă-çке. Ахальтен-им паян та Николай патшан ĕмĕрĕ вăрăм килтĕр, турă ăна тăшмансене çĕнтерме вăй-хăват патăр тесе юрланă. Çавăнтах хаяррăн кăшкăрса ячĕ: — Суя сăмах ку! Сан чĕлхӳпе усал сывлăш калаçать!
— Суя сăмах тетен-и? — Клавье манашка çмне тĕлĕнсе пăхрĕ те хăй ăçтине мансах витерме тăрăшрĕ: — Патшана вырăнтан кăларни иксĕмĕр юнашар тăни пекех тĕрĕс. Ун вырăнне Вăхăтлăх правительство туса хунă. Кун çинчен урамра патак утланса чупакансем те пĕлеççĕ. Алла çеç те мар...
Хĕрсе пынăçемĕн Клавье ирĕкри сас-хурасем çинчен каласа парасшăнччĕ, манашка пӳлчĕ:
— Аминь! — Клавье сăмахĕсем чăн пулнине ĕненчĕ вăл. Игуменья манашкăсен кăмăл-шухăшĕ ирĕклĕхе туртăнасран, мăнастирти йĕркелĕх пăсăласран чăнлăха юри пытарнине те ăнланчĕ. Тарăхнипе макăрас килчĕ. Чĕр пурнăçран тин килсе кĕнĕ çамрак хĕр мĕн шухăшлать-ши? Кунта тĕттĕм хĕрарăмсем пухăннă тесе кулать-и тен? Калаçăва тепĕр май çавăрса яма тăрăшрĕ, — Эпĕ тĕлĕнни илтменнинчен мар, йăмăкăм... Турă хăвачĕ пур çĕрте ытлашши пĕлни вырăнсăр. Эсĕ те çылăхлă шухăшсене пуçран кăларса пăрах. Камăн мĕн тумаллине çӳлти турă хăех кăтартĕ. Эпир пурсăмăр та ун ирĕкĕнче.
Манашка кăмăлĕ улшăннине сиссен, Клавье чĕлхине çыртрĕ.
Пĕр хушă тамалнă чан сасси, чиркеве пухăнма йыхăрса, янла пуçларĕ.
— Эй, атте туррăмăр, пирĕн çылăхсене каçарсам, — ӳкĕнсе сăхсăхрĕ манашка. — Йăмăкăм, каçхи кĕлле кĕреççĕ, эпир те каяр. Турă умне ӳксе пуççапар...
Манашка Клавье тумне тепĕр хут сăнаса çаврăнчĕ, тирпейлех мар пеккине тӳрлетрĕ. Вара иккĕш те кельйăран тухрĕç.
Пурте чиркĕвелле васкаççĕ. Вĕсен хушшинче çамрăксем, вăтамрах çулхисем, ватăсем те сахал мар. Клавьене çакă тĕлĕнтерчĕ: ирĕкре халиччен курман çынна тĕл пулсан, пурте ун еннелле тинкерекенччĕ, вăл ăçтан килсе лекнине пĕлме тăрăшаканччĕ. Кунти хĕрарăмсем Клавье çине çаврăнса та пăхмарĕç. Çĕр çинчи пурнăçран уйрăлнипе çапла хăтланаççĕ-и тен?
Вĕсем çитнĕ çĕре манашкăсем чиркӳ туллиех пухăннă, Пурте чĕркуççи çинче. Вăхăт нумай та иртмерĕ, алтарьтен урине аран сĕтĕрекен пуп кадила сулса тухрĕ. Çулĕнчен çамрăкрах сассипе хавхаланса кăшкăрчĕ:
— Христос чĕрĕлнĕ!
— Чăннипех чĕрĕлнĕ! — харăссăн хуравларĕç манашкăсем. Клавье те вĕсенчен юлмарĕ. Гимнази чиркĕвĕнче вĕсен пупĕ çамрăк та йăрăскерччĕ. Ку вара кĕлтунă çĕртех такăнса ӳкессĕн туйăнать. Клавье аллĕхе çакна пĕлмерĕ: çамрăк пупсене кĕрткеленипе манашкăсен çие юлни те сахал мар пулнă иккен. Çавăншăн йӳтеме пуçланă пупа килсе янă кӳнта.
Чиркӳре Клавье кăмăлĕ çĕкленчĕ. Кельйăна таврăнсан, манашка апат-çимĕç илсе пычĕ. Мункун майĕпе ашран, ĕне юр-варĕнчен хатĕрленисем те пур. Ванюка кĕтнипе Клавье ирхине те апатлайманччĕ. Халь сасартăк хырăмĕ выçнине туйрĕ. Вăтанмасăрах çирĕ.
— Ĕнтĕ, турра кĕлтуса, канма вырт. Эпĕ те хам пата каятăп. Турă пил патăр сана, йăмăкăм, — тесе хăварчĕ манашка.
Çапла Клавьен мăнастирти пурнăçĕ пуçланчĕ. Малтанхи кунсенче вăл аманнă салтаксене аса илетчĕ. Час-часах куç умне Ванюк сăнарланса тухатчĕ. Савнă каччă пек мар, тăван пиччĕшĕ пек. Амăшĕ пĕр-пĕрне хисеплеме хушнине аса илсен, Ванюкпа калаçса мирлешменшĕн тарăхрĕ. Вăхăт шунăçемĕн килти пурнăçсем манăçа тухса пычĕç. Çĕрне-кунне кĕлтуса та тĕн йĕркисене вĕренсе ирттерчĕ Клавье. Хушăран сăваплă çынсен пурнăçĕ çинчен çырнă кĕнекесем вуларĕ. Çав кĕнекесене ĕненсен, сăваплă çынсене мĕнле кăна асаплантарман-ши? Ури-аллине çыхса вутта пăрахнă, тискер кайăк патне читлĕхе кĕртсе янă, шăллă кустăрма çумне çыхса çавăрнă. Вĕсем çеçенхирте е сĕм вăрманта çĕрпӳрт чавса пурăннă, унта вĕсене вĕçен кайăксем те пулăшнă имĕш. Анчах, тем чул асаплантарсан та, Христос тĕнне çирĕп тытнă, çавăншăн турă умĕнче чапа тухнă, чунĕсем çăтмаха куçнă иккен.
Кунашкал халапсене Клавье ирĕкре чухне те илткеленĕ, йӳпсемен кăна. Халĕ пуп таврашĕсем шутласа кăларнă халапсене Клавье чăннипех ĕненме пуçларĕ. Апла çеç те мар, хăйĕн те сăвапа тухас кăмăл-шухăш çирĕпленчĕ. Çавăн пирки вăл манашка вĕрентнине тата ытларах ăша хума тăрăшрĕ. Чиркӳре-и е кельйăра — чĕркуççи çинчен тăмасăр кĕлтурĕ. Ирĕкре чухне ун пит-куçĕнче сывлăх та хаваслăх çиçетчĕ. Халь йăлтах шурса кайнă, тем çухатнине шыранă чухнехи пек канăçсăрлăх сăнĕ çапнă.
Пĕррехинче игуменья хушнипе манашка ирĕксĕрех Клавье чĕрине хускатрĕ. Тĕн йĕркисене йăлтах парăнна хĕр пур ыйту çине те уççăн хуравлас пек шутласа:
— Савнă йăмăкăм, — терĕ çемçен, — эпир иксĕмĕр çывăх тăвансем ĕнтĕ. Леш тĕнчене куçсан та, атте турă пире уйăрмĕ. Куншăн питех савăнатăп. Çакă кăна пăшăрхантарать: турă умне чĕркуçленсен, саншăн мĕн калăса йăлăнмаллине чухлаймастăп. Эсĕ мана хăв çинчен, çылăхлă этемсем хушшинче пурăннă чух киревсĕр ĕç тунипе туманнине, кунта мĕн сăлтавпа килсе кĕнине шарламарăн-ха. Çавăншăн хуйхăратăп. Эй, атте турă, каçарсам пирĕн çылăхсене...
Манашка чунтан хурланнă пек кăтартасшăн чĕркуççи çине ӳкрĕ. Пуççапанçи турĕ. Куçне Клавье çинчен илмесĕр сăнарĕ.
Хĕр пĕр вĕриленсе, пĕр сивĕнсе кайрĕ. Тĕрĕсех-çке: хăйне сăвапа тухма пулăшакан аппăшне ним те пĕлтермен вăл. Апла аван-и вара? Шанăçран, туслăхран тухмăн-и? Пĕтĕмпех каласа парас та, чунĕ лăплантăр. Уншăн турă умĕнче каçару ыйтма витĕмлĕ сăмахсем туптăр. Пурпĕр никам хăлхине те кĕрес çук. Тусĕсем умĕнче вăтанмалли иртнĕ ĕнтĕ. Мĕнпур сас-хура хăйпе пĕрле çĕре кĕрĕ. Анчах çăварне уçма ĕлкĕреймерĕ — манашка астутарчĕ:
— Савнă йăмăкăм, сан сăмахна кĕтетĕп...
Клавье сасартăк тăна кĕчĕ те çакна, аса илчĕ. Михха архиерейпа, мăнастирсемпе те туслă. Халь хăй камне, мĕн сăлтавпа кунта лекнине хыпарласан, ун хăлхине кĕре те, пĕтнĕ пуç çав пулĕ. Вăл таçтан та тăпăлтарса кăларĕ. Манашка ятарласа тĕпченĕшĕн тарăхса, çурĕккĕн хуравларĕ Клавье:
— Сăваплă аппаçăм, мăнастир алăкĕ урлă каçнă-каçманах сăваплă матăшкăна килти пурнăç çинчен ыйтма хушманччĕ, пурпĕр ним те шарлассăм çук тенĕччĕ. Сирĕн умра та çавнăх калатăп. Чăнах, ман иртнĕ пурнăç сире мĕне кирлĕ? Ăна каялла тавăраймăн ĕнтĕ. Ан тив, хампа пĕрлех тăпра айне кĕтĕр. Çынсен асĕнчен йăлтах çухалтăр. Тата атте туррăмăра эп кунта киличчен мĕнле пурăнни мар, ырми-канми кĕлтуса чуна тăсатни кирлĕ. Сирĕн те ун çинчен сăмах хускатса çылăха кĕрес марччĕ.
Клавье ăсăрхаттарнине манашка хăлхине те чикмерĕ. Хĕр пурнăçĕнчи вăрттăнлăха пĕлес килни пушшех ӳсрĕ.
— Эй, Христос туррăмăр, пирĕн çылăхсене каçарсам, усал сывлăша пирĕн çумран сирсем. Эпир час-часах хамăр мĕн каланине, хамăр мĕн тунине чухламастпăр... Ан пăрах, каçарсам пире, атте туррăмăр, — йăланнă пек курăнма тăрăшса, сăхсăхрĕ манашка. Клавье чĕри çемĕçнĕн сунса, малаллă хистерĕ: — Савнă йăмăкам, мăнастир тулашĕнчи пурнăçа каялла çавăрма кирлĕ мар. Эпнр кунта çав çылăхлă пурнăçран хăтăласшăн, чунăмăрсене туррăмăра парнелесшĕн пухăннă. Анчах унта çылăха кĕнисене ăшра упраса пурăнни такама çапса ӳкересшĕн хĕве чул чикнипе пĕрех. Усал сывлăшсем çавăнпа усă курĕç те çӳлти патшалăха кĕме чăрмантарĕç. — Клавье çав-çавах чĕмсĕрленсе ларнине тешмĕртсе татах çине тăчĕ: — Эй, Христос турă, çылăхăмăрсене каçарсам... Сисетĕп, савнă йăмăкăм, сана кунта ăнăçсăр юрату хăваласа килнĕ. Çамрăк хĕршĕн хăрушă инкек ку. Пурпĕр пытарма кирлĕ мар. Телейсĕр юрату пирки кунта килсе лекнисем эсĕ çеç мар, юлашки те пулмăн. Пирĕн, хĕрарăмсен, ăраскалĕ çав таран.
Манашка ниепле те хăпманннпе Клавьене, ахăртнех, çакнашкал шухăш пырса кĕче: «Тепĕр тесен, вăрттăнлăх чаршавĕн пĕр кĕтессине сирсе кăтартнăшăн ним те сиксе тухмĕ-ха. Иçмасса, йĕрĕнтерме пăрахтăр».
— Эсир тĕрĕсех тавçăртăр, сăваплă ăппаçăм. Юратнă йĕкĕтпе ăраскалăмăрсене тĕвĕлеме телей килмерĕ, çапах ним чухлĕ те хуйхăрмастăп. Ку турă ирĕкĕ. Вăл мана хăй патне илесшĕн юратнă йĕкĕтпе пĕрлешме чарнă. Çавăнпа чун-чĕререн савăнатăп. — Пĕр самант чĕмсĕрленсе ирттернĕ хыççăн Клавье шухăшне çапла вĕçлерĕ: — Вăт, пĕтĕмпех каласа патăм. Урăх манран ним те ан ыйтăр...
Манашкăн çырлахас тĕлĕ те пулмарĕ. Чи пысăк йăрăсне тунман япала, ыттине пытарма та сăлтав çук пек шутласа, тӳртен печĕ:
— Мăшкăлларĕ-им? — Клавье аптраса ларнипе тепĕр сăмах тĕксе хучĕ: — Ăнланаймарăн-и?
— Çук, — чăнне каларĕ Клавье.
Хĕрен ӳт-тирне курсанах вăл тасине ĕненнĕчче манашка. Халь ун çинчен йăлтах маннă пек пулчĕ. Йĕплеме пикенчĕ:
— Эй, Христос туррăмăр, çылăхăмă каçарсам... Сана пĕр-пĕр йĕкĕт улталаса пăснă та тăлăха хăварнă. Хăй урăх чечек шырама вĕçтернĕ. Тĕнчере кунашкал инкеке çакланнисем пĕр эсĕ кăна мар. Тăнлă-пуçлисем мăшкăла шăла çыртса ирттереççĕ, пурăнмах тăрăшаççĕ. Ухмаххисем, инкеке тӳсейменнисем, мăя чул çыхса, Атăла чăмаççĕ е туратран çакăнаççĕ. Куна тума та хăракансем мăнастире килсе кĕреççĕ. Эсĕ те çавсен хăраххиех мар-и?
Клавье чĕри вут тивертнĕн хыпăнчĕ. Пит-куçĕ çунма пуçларĕ. Шăтăка сикмелле намăса кĕртеççĕ. Тата кăм-ха? Турă йĕркисене верентекен, чунне çăлма пулăшакан хĕрарăм. Клавьен ирĕкре чухнехи мăнкăмăллăхĕ чашкăрса хăпарчĕ. Хăй ăçтине мансах хаяррăн кăшкăрчĕ:
— Путсĕр этем! Ман умра ирсĕр сăмах калама епле хăятăн?!. Тухса кай!
Манашка хăйне хур кӳнине йӳпсемесĕр вырăн çине ӳксех ахăрчĕ:
— Ай, йăмăкăм... Ай, чиперккеçĕм, мана ăçта хăваласа ярасшăн эсĕ? Ирĕке мар-и? Çамкана урай хăми çине тивертсех тав тăвăттăм. Ха-ха-ха!
Клавье ĕнтĕркесе кайрĕ. Сăваплă шутлакан манашка хăйне ытла киревсĕр тыткалать. Манашка мар, çылăха кĕртме килнĕ усал сывлăш пуль вăл. Çавсем такам пек те пулса аташтараççĕ, тет.
— Çветтуй турф, çветтӳй хăватлă... Эс этем мар, усал сывлăш эсĕ. Мана тамăк хуранне путарасшăн хĕрарăм евĕр курăнатăн. Тухса кай! — сăхсăха-сăхсăха хăваларĕ ăна Клавье.
Манашка хăй ытлашширех хăтланнине тавçăрчĕ те, ахăрма чарăнса, тăрса ларчĕ. Питне-куçне шăлкаласа, яланхи сассине тупрĕ:
— Эй, Христос туррăмăр, çылăха каçарсам... эсĕ те, савнă йăмăкăм. Мана чăн та усал сывлăш кăтăкласа ахăрттарчĕ-и тен? Эпĕ çынах, иккĕленме кирлĕ мар. Çакна ăнланаймастăн иккен эсĕ, йăмăкăм: макăрсан, пыршу татăлас пек ылхансан та, эп сан çумран сирĕлес çук. Иксĕмĕр, пĕр шăтăка çыхса пăрахнă пекех, пĕр ăраскаллă эпир. Пире игуменья е вилĕм кăна уйăрĕ. Санашкал çамрăксем кунта урăх сăлтавпа килсе çакланнине астумастăп. Хам та çавах. Айван чухне аçа йытă улталарĕ те качча илмерĕ. Намăсран ни шыва сикме, ни мăйкăч тăхăнма хăю çитереймерĕм. Анранă сурăх пек, кунта килсе лекрĕм. Çак ман пурнăçри тĕрĕслĕ. Эсĕ хăвăнне пытарасшăн пулсан, ан калă, кирлĕ мар...
Халь çеç сипетне çухатнăн айкашакан хĕрарăм Клавье умне тепĕр сăнарлăн тухса тăчĕ. Унăн та кĕлтуса сирĕлми хуйхă пур иккен. Вĕсем чăн та пĕр шăпаллă. Клавье кăмăлĕ çемçелчĕ. Манашкăна хăтăрса пăрахнăшан хăйне хăй ятларĕ. Ӳкĕте кĕме пĕр май çеç пек туйăнчĕ. Тĕрĕснех пулмасан та, манашка шухăшне май кайса ăнлантармалла.
— Сăваплă аппаçăм, тунмастăп, эсир тискерле ахăрни мана хăратса пăрахрĕ. Ĕнтĕ лăплантăм! Çакна кăна ĕненме ыйтатăп: эпĕ никам мăшкăлне пĕлмен тап-таса хĕр. Ман юратакан йĕкĕт пурччĕ. Аттепе анне чухăн çын ачине парасшăн мар уйăрчĕç. Эпĕ тӳсеймерĕм. — Клавье куçĕнчен ахах пек тумламсем кусса анчĕç.
Манашка ĕненчĕ. Пуянсем чухăна çын шутламаннине пурте пĕлеççĕ. Клавьене шелленипе вара манашка çапла татса хучĕ:
— Тăм-ухмах эсĕ! Аçу-аннӳ пилĕ çине сурмаллаччĕ кăна. Чун савнипе тĕнче хĕррине кайма та килĕшмеллеччĕ.
Сывă пуç кирек ăçта та йӳнеçтерĕччĕ. Кутемĕн ача-пăчаллă пулаттăн... Сăпка сиктерсе савăнаттăн. Халь хĕвел кĕмен сĕм вăрманти чечек пек типсе хăрăн.
Клавье чĕри мăка çĕçĕпе каснăн ыратрĕ. Типсе хăрас пирки манашка тĕрĕсех каларĕ-çке. Çавна. курма çуралса ӳсрĕ-ши вăл? Ванюк юн-тăванĕ пулмасан, ашшĕ-амăш хирĕçленине те пăхмĕччĕ, унпа кирек ăçта та тухса кайĕччĕ. Юн-тăванĕпе мăшăрланма юрамасть. Ним тума та çук, мăнастир уншăн — чун йăпатмалли пĕртен-пĕр кĕтес...
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...