Ĕмĕр сакки сарлака. 5-мĕш кĕнеке :: Иккĕмĕш пайĕ
Митинг пуçлансанах жилетлă тутар ушкăнран хăпса кайрĕ, вулăс кантурне васкаса çитрĕ. Юсупов ниçта та курăнманнипе юриех лартса хăварнă пĕр тутартан ыйтрĕ:
— Давлетжа ăçта?
— Пĕлместĕп... — наяннăн хуравларĕ çамрăк тутар. — Трактирелле утрĕ пуль. Чикки çавăнта унăн.
Çтаппан, чĕрĕлсе тăрас пулсан, ĕлĕкхи трактир çуртне тупаймĕччĕ. Ун вырăнне кермен пек çĕнĕ çурт ахăрса ларать. Хуçи те улшăннă унăн. Ĕлĕкех мăнтăрскер, халь ӳт çине тăрăннă сăвăс пекех кӳпĕннĕ. Кăшт тĕксенех, питĕнчен юн сирпĕнĕ. Йăли, тасамарлăхĕ кăна улшăнман. Буфет хăми çинче купаланса выртакан кулач, сушкă, клентĕр таврашĕсем çинче палăрми шăна. Стена çумĕнче кĕшĕлтетекен таракансене хуçа уйран сапа-сапа парать. Жилетлă тутар пырса кĕни ăна юратнă ĕçне тума чăрмантарчĕ курăнать.
— Мĕн кирлĕ?
— Юсупов кунта мар-ши теттĕм те.
— Мĕн сиксе тухрĕ тата? — жилетлă тутар хыпăнса ӳкнипе çуйланарах ыйтрĕ трактир хуçи.
— Инкек, абзы! Пасарта пĕр хĕрарăм, темле большевичка тенĕскер, Юсулова айăн-çийĕн тустарать. Тӳс кăна...
— Малти пӳлĕмре вăл. Кĕрсе пĕлтер!
Тĕпелти сĕтел хушшинче тăватă тутар. Чӳрече енче лараканĕ вăтăра та çитмен пулас-ха. Çийĕнче тĕттĕм симĕс бархатран çĕлетнĕ жилет, пуçĕнче — тӳпеттен. Тăрăхла питлĕ хăй, сăмси вăрăм, тӳрккес. Сĕтел çинче тăм чейник, кашнин умĕнче стакан. Чей вырăнне сăмакун ĕçеççĕ. Акă пĕри тултарчĕ те:
— Давлетжа, сан сывлăхушăн! — терĕ, стаканне çӳле çĕклесе.
— Ĕçӳ ăнса пытăр! — ырă сунчĕç ыттисем.
— Эсир калашле пултăр, тăвансем! — сăмакунне тĕппипе йăвантарчĕ Юсупов.
Ĕçмелĕх, савăнмалăх пурлăхĕ те пур çав Юсуповăн. Вăл пир-авăрпа сутă тăвакан хуçа ывăлĕ. Ашшĕ ăна вĕрентме те укçине шеллемен. Февральти революци пуçлансанах, ку таврара большевиксем çук пирки, вăл влаçа çăмăллăнах хăй аллине çавăрса илнĕ. Хусантн буржуалла националистсемпе пĕр каварлă, тутарсене вырăссенчен уйăрма, хăйсен патшалăхне туса хума ĕмĕтленет. Вăхăтлăх правительство майлă пек курăнни ăна пысăк мул пухма май панă. Большевиксем Атăлкассинчи пасар урамĕнче демонстраци тунине илтсен, Юсупов ăшне пăр кĕрсе ӳкме хăтланнăччĕ те, ку вăраха пыманччĕ. Большевиксем Кармăш еннелле килсен те тутарсене хăйсем май çавăраймасса шаннăччĕ вăл. Çавăн пирки паян та трактирте ним шухăшсăр ларать. Жилетлă тутар ĕшеленсе кĕни Юсупов хаваслăхне татрĕ.
— Юнус, мĕн çăмăлпа?..
— Пăтăрмах, Давлетжа! Атăлкассинчен килнĕ хĕрарăм сăмах калать!
— Хĕрарăм? — кулса ячĕ Юсупов. — Хĕрарăмран хăрарăн-и? Е тутар мар-и эсĕ?!.
— Кăлăхах кулатăн. Ахаль хĕрарăм мар вăл, большевичка! Атăлкассинчи Надежда Прохоровна! Пĕтĕм паесар халăхне хăй тавра пухнă та сана тустарать. Юсупов — чухăнсен тăшманĕ тет.
Натюш çинчен Юсупов та илтмен мар. Çавăнпа ун ятне асăнни тутара тӳрех тăвăлтарса ячĕ.
— Тăвансем, атьăр, чăваш арăмне тип мунча кĕртер. Пирĕн пата тек ура ярса ан пустăр! — терĕ вăл юлташĕсене.
Çывхарнăçемĕн Юсупов та хыпăнса ӳкрĕ. Пасар халăхĕ, пĕр çĕре пухăнса, урама пӳлсе лартнă. Юсупов ирĕксĕрех урапа çинчи хĕрарăм сăмахне тимлерĕ.
— Юсупов йышшисем улпутсен çĕрне, вăрманне туртса илме кансĕрлеççĕ. Çĕрпе усă курмалли йĕркесене Учредиловка татса парасса шантараççĕ. Пĕр сăмахпа, автан çăмарта тăвасса кĕтме хушаççĕ. Большевиксем хуçасен çĕрне халех туртса илме чĕнеççĕ!..
Çамрăк тутар вутлă-хĕмлĕ пулса кайрĕ. Ăна çĕршер çын умĕнче питлеççĕ вĕт. Каллĕ-маллĕ çаврăнкаласа пăхрĕ те, пĕрле килнĕ юлташĕсем çывăхрине асăрхаса шăл витĕр сăптăрчĕ:
— Мĕншĕн чăвашсене мăшкăллаттаратăр?! — Револьверне кăларчĕ вăл. — Çул парăр! Унсăрăн çакăнтах выртса юлатăр!
Çынсем хăранипе те мар, кĕтмен сасă илтĕннипе хĕсĕнсе хушă турĕç, Юсупова ирттерчĕç те ыттисене пӳлсе хăварчĕç.
Япшар тумлă тутар револьверĕпе; хăмсара-хăмсара çул уçса пынине Натюш та курчĕ ĕнтĕ. Харкашусăр иртмессе те ăнланать. Унччен кирлине пĕлтерме ĕлкĕресчĕ. Натюш васкасах шухăшне малалла тăсрĕ:
— Юлташсем, Юсуповпа тусĕсем сире большевиксем тутарсене вырăс тĕнне йышăнтарассипе хăратаççĕ. Большевиксем нихăçан та апла тăвас çук. Вĕсем кам мĕнле тĕне килĕштерет, çавна ĕненме чармаççĕ!
Юсупов тăрантас çине сиксе хăпарни Натюша калаçма чăрмантарчĕ.
— Халăха пăтратма кам ирĕк панă сире? Марш кунтан! — Натюша чышса чикелентерĕччĕ те вăл, юлташĕсем хыçа юлни аллине çĕклеме памарĕ.
Халăх теме кĕтнĕн ĕнтĕркесе тăчĕ. Айăпсăр çынсене, пуринчен ытла чухăнсем майлă хĕрарăма, персех пăрахĕ-ши ĕнтĕ?
Гриша çакна ăнланчĕ те эсремете самантрах хĕçпăшал сăрлантарчĕ.
— Эсир, господин Юçупов, — сиввĕн каларĕ Натюш, — халăха кирек мĕн çинчен сӳтсе явма та революци ирĕк панине маннă иккен. Харкашиччен çакна калăр-ха: халăхран пухнă тырăпа укçана хăвăр валли мĕн чухлĕ хăвартăр? Тата сирĕн пуян пурнăçпа чухăнсен хĕсĕк пурнăçне мĕнле шайлаштармалла? Пуянпа чухăнăн пĕртанлăхĕ хăш енчен курăнать? Вырăс, тутар, чăваш, мари халăхсен мĕн шутран пĕр-пĕринпе çапăçмалла?
Юсупов кунашкал лару-тăрăва çакланса курманччĕ-ха. Халăх умĕнче ун револьверне туртса илчĕç, çитменнине, вăл чухăнсене çаратнине куç умĕнчех тăрă шыв çине кăлараççĕ. Инкекрен хăтăлма пĕр май çеç: тус-йышĕсене çапăçăва йыхăрмалла.
— Тутарсем, хамăра çак териех мăшкăллаттаратпăр-и?! Çапăр, аркатăр вĕсене!
Юсупов хыççăн килнĕ тутар ушкăнĕ тепĕр хут хускалчĕ. Харкашу сасси илтĕнчĕ, пĕр-пĕрне çапкалани сисĕнчĕ. Халиччен пулсан, пурте пăраха-пăраха тарĕччĕç, халĕ вырăнтан та сикмерĕç. Вуншарăн кăшкăрса ячĕç:
— Мĕн хăратнипе çитĕ! Сăвăса хăйнĕ ислетмелле! Долой!
Юсупов, халăх хăйне курайманнине сиссе, хăраса ӳкрĕ. Палăртасшăн мар кăна:
— Тăхтăр-ха... Халăха мĕнле пăлхатса çӳремеллине вĕрентĕп! — текелесе, тăрантас çинчен анчĕ. Халăх хушшинелле чăмрĕ.
Сасартăк харăссăи пăшал пени илтĕнчĕ. Ват тутар аллинчен юн сăрхăнма пуçларĕ. Çав вăхăтра тепĕр хут кĕрĕслеттерчĕç.
Гриша сасă еннелле çаврăнса пăхрĕ те пĕр лавкка тăрринче виççĕн пăшал тытса выртнине асăрхарĕ, вĕсем çинелле тĕллесе печĕ. Пĕри çав самантрах çĕрелле ывтăнчĕ, иккĕшĕ анса тарчĕç.
Халăх хушшинче пăтăрмах тапранчĕ. Халь çĕç Юсупова хирĕç кăшкăракансем ăçталла пĕлнĕ çавăнталла чупрĕç. Пысăках мар ушкăн, юнавлăн шавласа, тăрантас патнелле ăнтăлчĕ.
Натюшсем тăрантас çинчен анчĕç те хваттерелле васкарĕç.
— Эсир пĕр лавĕ çине ларса вĕçтерĕр! Эп вĕсене кăштах тăн кĕртем! — терĕ Гриша, пулемета витнĕ уттине сирнĕ май. Çавăнтах пуç пӳрнисемпе гашетка çине пусрĕ. Пульăсем пуç урлă шăхăрса вĕçме тытăнсан, урса килекен тутарсан ушкăнĕ каялла тапса сикрĕ. Урам пушанса юлчĕ.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...