Ĕмĕр сакки сарлака. 5-мĕш кĕнеке :: Иккĕмĕш пайĕ
Михха куçне кăра юн тулчĕ. Сăмах мĕн хушмасăр сиксе тăчĕ те Лукарьене карланкинчен çулса илчĕ. Вăйпа чăмăртарĕ. Лешĕ тапаланса вĕçерĕнме хăтланчĕ. Усси пулмарĕ... выртрĕ.
Арăмĕн чунĕ тухнине ĕненсен, Михха алли хăй тĕллĕнех вĕçерĕнчĕ. Çамки çине тапса тухнă шултра тарне пиншак çаннипе сăтăрса илчĕ. Лукарье куçĕ уçăлсах тăнине асăрхасан, хăраса ӳкрĕ. Кам вĕлернине вăл ыттисене систерессĕн тӳйăнчĕ. «Çынна вĕлерме ним те мар, йĕрне пытарма хĕн...» аса килчĕç Хĕлип тахçан каланă сăмахсем. Ак ĕнтĕ çав инкек килсе çитрĕ. Йĕрне епле пытарас? Çакăнта çын килсе кĕрсен, тӳрех çакланăн, Çапах та хăравçăланни вăраха пымарĕ. Ку пӳлĕме арăмĕ чĕнмен чухне никам та кĕрекен пулман. Апла ăна епле тирпейлемелли çинчен шухăшлама та вăхăт пур. Тӳре-шарасене те ĕлĕкхиллех сутăн илме пулĕ. Тĕрĕссипе, Улитин тахçанах ун аллинче ĕнтĕ. Чаплă пытарсан, арăмĕ хăех вилнине пурте ĕненĕç. Çак шухăшла Михха Лукарьене кравать çине йăтса вырттарчĕ. Сăтăркаласа куçĕсене хуптарчĕ. Мăй таран утиялпа витрĕ. Сĕтеле тăратса лартрĕ, кăкшăмпа курка çĕмрĕкĕсене шăлса пухрĕ. Сăра тăккаланчăкне типĕтрĕ те хăй пӳлĕмне кайса выртрĕ. Ыйхи килменнипе тăра-тăра уткаларĕ, эрех те ĕçкелесе пăхрĕ. Пурпĕр çывăраймарĕ. Арăмне пăвса пăрахнăшăн ним чухлĕ те ӳкĕнмерĕ вăл. Клавье асне килсен, йрĕксĕрех чĕри ыратрĕ. Хăйĕн хĕрĕ мар пулсан та, малтанхи хут тăвăлни иртсе кайсан, унтан çухалассипе çырлахма йывăр. Каялла таврăнма кăмăл тусан, вăл Клавьене ыранах мăнастиртен кăларĕччĕ, анчах ку суя ĕмĕт кăна.
Тул çутăласса Михха пуçне тăхлан тултарнăн йывăррăн кĕтсе илчĕ. Тарама, ку вырттăр-ха тĕсе шухăшларĕ арăмĕ пирки. Кил хушшинче мĕн кăлаçаççĕ-ши вăт? Сисекенсем пулмарĕç-ши? Этем вăл вĕшле сăмсаллă, теме те туять.
Михха тыткăнри салтаксене, выльăх-чĕрлĕх патĕнче ĕçлекенсене кăмăллăн курăнма тăрăшса саламларĕ, сăмах майĕн вăлтма тăрăшрĕ. Çапла никам ним чухламаннине ĕненчĕ. Хăма тиекен çĕрте те шанмалла марри сисĕнмерĕ. Урамра ансăртран хвершăлпа тĕл пулчĕ те:
— Алексей Васильевич, мĕнле пурăнатăн? — терĕ евĕклĕн. Çавăнтах пĕлесшĕн пулчĕ: — Ну, Хусанта мĕн хыпар?
— Ун пирки ĕнерех каланă сире... — кам çинчен ыйтнине тавçăрса, аллине сулчĕ хвершăл.
Михха килне таврăнчĕ. Канăçсарланма сăлтавĕ çук: арăмĕ пирки никам та пĕлмест, Микула пĕтни те тĕрĕсех. Кĕçех лакей ирхи апат илсе пычĕ.
— Лукерья Семеновнăна чĕн-ха, пĕрле апатланма килтĕр, — терĕ Михха ним пулман пек.
Лешĕ вăрах çӳремерĕ, каялла хашкаса çитрĕ, пӳлĕннĕ сассине аран кăларчĕ:
— Михаил Петрович... Унта Лукерья Семеновна выртать...
— Вăратмаллаччĕ, ӳсĕр ĕнтĕ вăл.
— Халь те тăрăшрăм та... Темĕн, сывламан пек туйăнчĕ...
— Кирлĕ мара сӳпĕлтететĕн, — çуйланнă пек пулчĕ Михха, хăйпе пĕрле лакее ертсе кайрĕ.
— Лукарье!.. — терĕ хыттăн, арăмĕн пӳлĕмне пырса кĕрсен. Лешĕ ним шарламан пирки: — Сăрнай темерĕн, купсе тултарнă та вилнĕ пекех çывăрать. Хăйне вăрласа кайсан та туяс çук, — текелесе, çывăха пычĕ. Арăмĕ вилнĕшĕн хăй айăплă маррине палăртасшăн хулпуççинчен лăскасшăнччĕ. Çавăнтах, чĕри кăртлатма тытăннипе, каялла чакса тăчĕ. — Лукарье куçĕ каллех уçă. Михха, ахăртнех, аса илсе хăйне хăй ятларĕ: вилнĕ çыннăн çăварĕ уçăласран янахĕпе пуçне тутăрпа çыхаканччĕ-çке. Хытса çитсен, салтмаллаччĕ те хуйхи çукчĕ. Вăл çакна та маннă иккен. Ĕнтĕ ним тума çук, йĕнчесе тăнипе лакее çеç систерен.
— Мĕн пулнă ăна?
— Пĕлместĕп, Михаил Петрович...
Михха тепĕр хут çывхарса иăхрĕ те сăхха печĕ:
— Турă çырлахтăр, чунĕ тухнă мар-и?..
— Хам та çавнах каласшăн...
— Лукарье, Лукарье... Ма тăлăха тăратса хăвартăн? Пĕччен мĕнле пурăнас ман?.. — йывăр хуйха тӳсейменле çӳçне çулса илчĕ, макăранçи туса, хăй тĕллĕн пакăлтатрĕ Михха: — Мĕн куртăм, мĕн курса лартăм? Ах, Лукарье, Лукарье... Ĕçме чарăн тесе тем чул йăлăнтăм. Ма итлемерĕн-ши?.. — Ашĕнче хăй çапла шухăшларĕ: «Арăм хăех вилнине лакей ыттисене ĕнентерĕ, мана шанмалла мар сăлтавсене сирĕ».
Хуçи хурланса макăрнипе лакей куçĕнчен куççуль юхса анчĕ.
— Михаил Петрович... Чĕре çурăлса тухас пек макăрсан та, Лукерья Семеновнăна чĕртсе тăратаяс çук ĕнтĕ, — йăпатма тăрăшрĕ ăна лакей. — Чунĕ çӳлтн патшалăхра çӳретĕр, Пурăннă чух аван çынччĕ. — Юлашки самахне хуçана юрасшăн кăна каларĕ лакей. Лукарье çупкине вăл сахал мар тутаннă çав, Михха тăна кĕнĕн пуçне çĕклерĕ:
— Сан сăмаху тĕрĕс, Иван. Чунĕ тухнă çынна ним тусă та чĕртеймĕн. Унашкал çын тупăнсан, пĕтĕм мула шеллемĕттĕм, анчах çуралман-ха унашкал тĕлĕнтермĕш çĕр çинче. Тем пек хисеплесен те, вилле килте вырттармалли йăлара çук. Иван, куратăн ĕнтĕ, эн пĕр-пĕччен тăрса юлтăм. Эс яланах ман çывăх çынсенчен пери пулнă, малашне те тăван вырăнĕнчех пул, ахаль тумăп. Кăштах йĕркйне пĕлекен хĕрарăмсенĕ тупасчĕ те куçĕпе çăварне хуптарасчĕ. Вара курас текенсем пурте кĕччĕр, çылăхне каçарттарасшăн кĕлтуччăр. Ман çăкăр-тăвара астивччĕр.
— Юрать, Михаил Петрович. Хам пĕлнĕ таран тăрăшăп... — сăмах парса пуç тайрĕ лакей.
Кун хыççăн Михха çывăх çыннине чĕнтерчĕ те арăмĕ леш тĕнчене куçни çинчен хыпарларĕ.
— Эсĕ, Абрам Семенович, Хусаналла вĕçтер, — терĕ юлашкинчен. — Унта виле пытарма пулăшакан бюрона кер те калаçса татăл: чаплă тупăкпа хĕрес туччăр. Ыран кăнтăрла тĕлнелле хăйсен лавĕпех тиесе килччĕр. Асту, ан ман, тимĕр карта та кирлĕ пулать. Виле шăтăкне цементпа хытаракан ăстаçăсем тупасчĕ. Укçа пирки ан турткалан, мĕн чул ыйтаççĕ — тӳле. Асран канми мăшăрăмăн хакĕ çук.
Михха çав кунах катер çине ларса тăвалла çул тытрĕ. Шупашкара çитрĕ. Сăрта хапарсан, мăнастире курас мар тесе, тӳрех çыран хĕрринчи урампа собор еннелле утрĕ.
Акă кермен пек нкĕ хутлă чул çурт. Михханнинчен ним чухлĕ те кая мар вăл. Архиерей килтех иккен. Миххана хаваслăн кĕтсе илчĕ.
— Хисеплĕ Михаил Петрович, килĕрех. Сирĕнпе çурса калаçманни нумай пулать. Мĕнле пӳрăнатар? Сывлăхăрсем епле?..
— Пурнăçĕ аптрамалла марячĕ, ваше свяшенство Сывлăхĕ те аванахчĕ. Кĕтмен ннкек сиксе тухре.
— Мĕн-ши тата? — пĕлесшĕн пулчĕ архиерей.
— Асран кайми мăшăрăм... Лукерья Семеновна ĕмĕрлĕхе куçне хупрĕ...
Архиерей сасартăках хăй те хуйха ӳкнĕн сăхсăхрĕ:
— Эй, турă... Хăвăн чурун чунне çӳлти патшалăха йышăнсам... — çавăнтах хушса хучĕ: — Хисеплĕ Михаил Петрович, вилнĕ çыншăн çав териех хуйхăрас мар. Эпир пурте тăпраран пулнă, тăпранах куçатпăр.
— Ку çапла та, ваше священство... Вăхăтсăр тăлăха юлтăм-çке.
— Ăнланатăп, Михаил Петрович. Тӳссе ирттерме турă вăй-хăват патăр. Тата çакна та манас мар: сире, мирянсене, турă виçĕ хутчен венчете тăма ирĕк панă. Халь эсир ватах мар, кăмăла килекен хĕрарăм татах тупма пултарăр. Эпир кăна ĕмĕре хăраххăн ирттеретпĕр.
Тепĕр чухне пулсан, архиерей епле хăраххăн пурăннă пирки Михха тӳрех каланă пулĕччĕ. Çамрăк чух вăл манашкăсем патне çӳрени çинчен игуменья пайтах каласа панă. Халь кун пирки Михха шарлас темерĕ.
— Хуйхă пысăк тесе ытла касăлма юрамасть. Чуна турă парать те хăех илет, — терĕ архиерей. — Маларах-и-е каярах — пурте çавăнта куçăпăр. Иксĕмĕр тĕл пулнă чухне сĕтел хушшине ларар-ха. Ман çăкăр-тăвара астивер.
— Ваше священство, сирĕнпе пĕр сĕтел хушшине ларассинчен пысăк хисеп урăх çук маншăн. Анчах паян вăхăт мар — эп кунта ĕçпе килнĕ.
— Мĕн ĕçпеччĕ-ши?
— Асран кайми мăшăрăма чиркӳ картишне пытарасчĕ. Архиерей тӳрех хирĕçлемерĕ, килĕшнине те палăртмарĕ. Сухалĕпе мăйăхне ывăç тупанĕпе сăтăркаларĕ кăна. Юлашкинчен тин:
— Хисеплĕ Михаил Петрович, снрĕн кăмăла тивĕçтерес килет, анчах... — терĕ те шухăшне вĕçлемесĕрех чарăнчĕ.
— Мĕн «анчах», ваше священство? — архиерей кутăнлашма хăтланнине тӳсеймерĕ Михха.
— Хăвăрах пĕлетĕр, хисеплĕ Михаил Петрович, чиркӳ картишне священнослужительсене кăна пытаратпăр.
— Ваше священство! — сассяне хăпартрĕ Михха. — Эпĕ, хуçа, чирку картишне кама пытарма юранипе юраманнине чухлатăп. Тӳрех калăр, миçе тенкĕ тăрать?
Архиерей каллех хăй тĕллĕн пек мăкăртатрĕ:
— Йӳнех мар, Михаил Петрович...
— Ваше священство, тархасшăн, ан тăсăр, ман вăхăт çук.
— Вунă пин!
Виçĕ аршăн çĕршĕн вунă пин! Тепĕр чух пулсан, Михха тем каласа тăкнă пулĕччĕ те, халь ирĕксĕрех çиллине пусарчĕ. Пуп таврашсен йăлине хăнăхса çитнĕ вăл. Хуçапа, сутăçпа хаклашма юрать, вĕсем малтан ыйтнă хака чакарма та пултарĕç. Турă чурисем вара пачах урăх йышшисем, хăйсен хакĕнчен, мăйран пăвсан та, чакас çук. Çĕр хакне епле те пулин йӳнетесшĕн тепĕр сăмах каларĕ:
— Ваше священство, виçĕ аршăн çĕр вунă пин мар, вунă тенкĕ те тăмасть. Хам улпут, çĕр хакне лайăх пĕлетĕп. Анчах ĕмĕр тăршшĕпех савса пурăннă мăшăрăмшăн шеллемĕп. Çакăнпа кăна килĕшме ыйтатăп: пытарнă чух кĕлтума хăвăрăн çитесчĕ. Ку маншăн çеç мар, хура халăхшăн та пысăк пархатар пулĕччĕ.
Михха сăмахĕ архиерее çырлахтарчĕ. Кун чухлĕ укçашăн мĕнле кĕлтумăн. Тата вăл ялти чиркусенче хăçан пулнине те астумасть вĕт. Турра ĕненекенсен умĕнче сăмах калани те пăсмĕ. Хальхи саманара вĕсен чунĕсене архиерей пусармасан кам пусарĕ?
— Хăçан пытарас тетĕн?
Архиерей килĕшессе сисрĕ Михха, рехетленсе хуравларĕ:
— Вырсарникун, ваше священство.
— Господи Иисусе Христе... Сан кăмăлна тивĕçтерме хатĕр, Михаил Петрович, — терĕ те архиерей выçă куçĕпе Михха çине тинкерчĕ.
— Ăнланатăп, ваше священство... Пĕр аллипе таварне ил, теринпе укçине тыттар тесси ман йăла. — Çавăнтах укçине кăларса хучĕ Михха. Йĕкĕлтемесĕр те ирттереймерĕ: — Шутласан-шутламасан та, чиркӳри пекех тĕрĕс!.
— Аминь! — ĕç вĕçленнине систерчĕ архиерей.
Михха вăл çырса панă хутсене тирпейлесе чикрĕ те хăналанса лармасăрах тухса кайрĕ.
IV
Хуçа арăмĕ вилнĕ хыпар чи малтан Михха тарçисем хушшинче сарăлчĕ. Кун пирки кашни ушкăнрах хăйсене май сӳтсе яврĕç. Сехмет патĕнче нумайранпа пурăнакансем, ку килте çуралнине те, вилнине те курма ĕлкĕрнисем, Лукарье мĕнле кăнса выртни çинчен шухăшламарĕç те. Пĕр эсремечĕ пĕтнĕ, тепри юлнă — тарçăсен пурнăçĕ улшăнас çук. Анчах хуçа килĕнче çурални е вилни пулсан, тарçисене парнесĕр хăваракан марччĕ. Хальхинче мĕнле пулĕ-ши? Михха кил-çуртĕнчен инçерех тăракансем, тарçа халĕрех килсе кĕнисем, хуçа арăмĕ сасартăк вилнинчен тĕлĕнмеллипех тĕлĕнчĕç. Упăшкипе иккĕшĕ йытăпа кушак пек пурăннине асăрханисем Миххана шанмасăр та калаçкаларĕç, шеллекен кăнă тупăнмарĕ. «Пурăннă чух çынна усал çеç тунăскере çав чухă», — терĕç кăна.
Михха таврăннă çĕре Лукарьене тирпейлесе тенкел çинĕ вырттарнă. Пӳрт тулли хĕрарăм, ытларах карчăксемпе ыйткаласа çӳрекенсем. Пĕр ушкăнĕ кĕлĕ юрлать.
Михха хĕрарăмсем пухăнса ларнă пӳлĕме вăхăтлăха кăна кĕрсе тухрĕ. Хăйсем пĕлнĕ пек айкашчăрах, уншăн темех пулмĕ, халăх хушшине ырă чап сарăлĕ кăна.
Кил хушшинче вăл тарçисене чул кăларса килме хушрĕ те, урхамахне култерсе, Тĕмшерелле çул тытрĕ.
Микулана персе пăрахнă хыпар хăлхине кĕнĕренпе Тĕмшер пупĕ пăшăрхантаракан сас-хурана маннă пек пулчĕ. Ĕнтĕ пурнăç йăлтах Лаврский вĕрентнĕ май пырасса, Вăхăтлăх правительство калăпĕнчен тухмасса шанать вăл. Çавăнпах Миххана хаваслăн кĕтсе илчĕ.
— Килĕрех, Михаил Петрович. Сирĕн пата хам пырасшăнччĕ те, ĕлкĕреймерĕм. Энĕшкасси усалне пуçтарса вырттарнă текен хыпара пула савăнăçа ниçта шăнăçтараймастăп.
— Пачăшкă, çав сăрнай пирки иксĕмĕр пĕр кăмăллине ăнланатăп, анчах ун çинчен ваклама вăхăт çук-ха манăн. Тӳсейми инкек çапса хуçрĕ...
— Ак тамаша! — хута кĕнĕн мăшлатрĕ пуп.
— Иртнĕ каç... асран кайми мăшăрăм чăн çĕре куçнă... —
— Ăраç?.. — ним калама аптрарĕ пуп.
— Çапла, пачăшкă. Асран кайми мăшăрăм чунне турă ирĕкне пачĕ.
Михха тем пекех хурланнăн курăнма тăрăшрĕ те, пуп ун пĕр сăмахне те ĕненмерĕ. «Асран кайми мăшăрăм» тенине илтсен, кулас та килчĕ. Вĕсем иккĕшĕ мĕнле пурăннине пупран лайăх пĕлекен çук-и тен. Ахальтен-им качча тухнă çулсенчех Лукарье ăна хăй патне йыхăратчĕ. Миххашăн арăмĕ вилни чăпăркка аври хуçăлнинчен ытла мар. Ыранах çамрăккине, тата чипертереххине тупса ярĕ. Шарламасăр ирттерме юраманнипе, пит-куçне кĕлтунă чухнехилле вылятрĕ:
— Эй, атте туррăмăр, Лукарье чурун çылăхĕсене каçарсам, чунне çӳлти патшалăха йышăнсам.
Пуп пакăлтатнине Михха хăлхана та чикмерĕ. Вăл кĕлтунин хакне, хăй мĕнлерех çынне ытлашшипех пĕлсе çитнĕ ĕнтĕ. Çавăнпа сăмахне тӳртен илсе пычĕ:
— Пачăшкă... Лукерья Семеновнăн ӳтне чиркӳ картишне пытарасшăн эпĕ. Вырăн суйлама килтĕм.
Пуп вĕчĕрхенчĕ: чиркӳ картишне пытарса, ниме тăман хĕрарăма ун таврашĕсемпе танлаштарасшăн. Çак шухăша персе те ярĕччĕ-и тен пуп, анчах хăйĕн арăмĕ Миххапа пурăннине аса илни пӳлĕнтерчĕ. Хирĕçнине систерсе сăмах хушрĕ:
— Ку манран килмест, Михаил Петрович.
— Пĕлетĕп, пачăшкă. Çавăнпа архиерей патне çитсе килтĕм, — терĕ те Михха кĕсйинчен икĕ хут татăкĕ кăларса тыттарчĕ.
Лукарьене чиркӳ картишне пытарма хушни пупа тăвăллантарса ячĕ — Михха каллех ăна ухмаха тăратса хăварнă-мĕн. Кутăнлашса та пӳлин тарăхтарма май килмерĕ. Тепĕр хутне вуласан, кичемленчĕ те, киленчĕ те. Архиерей ун чиркĕвне килет иккен. Тем пекехчĕ, сăмах каласа ĕненекенсен чунĕсене пусăрăнтартăр, большевиксен идейисем халăх хушшине сарăласран упратăр. Çавăнпа ăна хавхалануллăн та чыслăн йышăнмалла. Анчах ку ĕçе пĕччен тума çук. Чиркĕве çывăх çынсем лулăшни кирлĕ. Халех вĕсене пухса калаçмалла. Унччен Михха ыйтăвне татса памалла-ха.
— Пит аван, Михаил Петрович... Его священство хушни — пирĕншĕн саккун. Чиркӳ картишне тухиччен сĕтел хушшине ларма кăмăл тумăр-ши? — терĕ вара пуп.
— Тавтапуç, пачăшкă, тепĕр чух хаваспах ларса ĕçĕпĕр. Халь васкамалла. Лукерья Семеновнăна тивĕçлĕн пытарма хатĕрленмелле.
Пуп тек сĕнмерĕ. Вĕсем чиркӳ картишĕ тавра пăхкаласа çаврăнчĕç. Пуп арăмĕн вилтăпри тĕлĕнче чарăнчĕç.
— Вăт çакăнта алтăпăр, пачăшкă. Ман арăмпа сан арăм пурăннă чух та туслăччĕ, вилсен те юнашар выртчăр.
Пуп килĕшсен, Михха, сывпуллашса, хăй çулĕпе васкарĕ.
Лукарье выртакан пӳлĕме халăх лăках тулнă, çурта шăршипе сывлăш йывăрланнă. Лакей кашнине кулач панă, яшка та пĕçерсе çитернĕ. Пĕр ушкăнĕ çав-çавах кĕлĕ юрри шăрантарать:
— Эй, турă, эсĕ мана çук çĕртен пур тунă, хăвăн аван сăнупа илемлетнĕ. Анчах ху хушнине итлеменшĕн эсĕ мана, тăпраран тунăскере, каллех тăпрана тавăртăн. Мана тăратса ху сăнлă тусам, малтанхи пекех илемлетсем...
Тепĕр ирхине чиркӳ картишне халăх туллиех пухăнчĕ. Чансем хурлăхлăн çапма тытăнчĕç. Часах пус хапхи енче элес-мелес лав курăнчĕ. Йĕпкĕн хура виçĕ лашана юнашар кӳлнĕ. Çӳллĕ кустăрмаллă урапа çинче — йĕс тупăк. Хыççăн эшкер халăх утать. Вĕсен умĕн карттусне хывса тытнă Михха пуçне пĕксе пырать. Кăшт каярах Павăлпа Элекçей тата ытти пуянсем. Хушăрах Елюк. Пĕр ушкан хĕрарăм — ыйткаласа çӳрекенсем-и е манашка таврашсем — кĕлĕ юрлаççĕ.
Лукарьене шеллекен, Миххана хисеплекен сайра пулин те, хурлăхлă чан сассипе хĕрарăмсем кĕлĕ юрри тăсни нумайăшĕн чĕрене тиврĕ, куççуль кăларчĕ.
Чиркĕве малтан архиерейпе пуп кĕчĕç, вĕсем хыççăн тиечукпа хор пычĕ, турăшсене кĕртсе вырнаçтарчĕç.
Михха çаплах тупăк умĕнче тăчĕ, арăмĕшĕн «çуннине» пĕтĕм халăха кăтартрĕ. Чиркĕве килнĕ чух ушкăн халăх кĕтее илнине аса илсе, ăшĕнче киленсе кулчĕ. Акă ĕнтĕ арăмĕн ӳтне архиерейпе пуп, кĕлтуса, чиркӳ хорĕ кĕлĕ юрри юрласа пытараççĕ. Кунашкал тунине никам курман-тăр. Çапла пытарма ăс тупнăшăн Михха хăйне хăй ырларĕ.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...