Ĕмĕр сакки сарлака. 5-мĕш кĕнеке :: Иккĕмĕш пайĕ
Клавье пăлханнине асăрханă манашка йăпатас вырăнне тата ирсĕртерех сăмах çине куçрĕ:
— Типсе хăрăн тени тĕрĕсех мар, савнă йăмăкăм. Пирĕн пеккисене кирлĕ çынсем кунта та шыраса тупаççĕ. Сăваплă матăшкăна укçа кăна паччăр. Вăл пире пĕрерĕн-пĕрерĕн е ушкăнпах сутса яма хатĕр. Сан пата та пĕрерĕшне йыхăрса илĕ ак.
Клавье пĕр хĕрелсе, пĕр шуралса кайрĕ. Манашка халапне ĕненсен, турă çуртне мар, намăс çурта килсе лекнĕ-им вăл? Ку вара вилĕмрен те хăрушăрах. Клавьен ĕненес килмерĕ. Мĕнпур хăватне пухса, çак шухăша сирме тăрăшрĕ.
— Эсир пакăлтатнисем пĕтĕмпех суя!
Манашка шарт сиксе пуçне çĕклерĕ, ун-кун пăхкаларĕ. Ку ĕнтĕ Клавье çуйхашнине ним вырăнне те хуманнине, асаилĕвĕпе кăна киленнине пĕлтерчĕ. Сасси те хăйпе хăй калаçнăн илтĕнчĕ.
— Эй, Христос туррăмăр, çылăха каçарсам та... Тепĕр тесен, уншăн сăваплă матăшкана ятламалла мар, мухтамалла. Вăл самантлăха та пулин пирĕн йышшисене çĕр çинчи ырлăхпа савăнтарма тăрăшать. Паянхи пекех астăватăп... Эй, Христос туррăмăр, çылăхăма каçарсам та... Пĕррехинче пире, виçĕ манашкăна, иккĕшĕ çĕре кĕнĕ ĕнтĕ, чунĕсем çӳлти патшалăхра çӳреччĕр, Энĕшкассм вăрманĕ хĕррине лăртнă часовьнăна ячĕç. Эпир пыриччен унта сăваплă ят илсе чапа тухнă хĕрарăм, Тĕмшер пачăшкин арăмĕ, кĕлтунă. Ĕненекенсен ларнине шутсăр нумай пухнă. Эпир çитсе вырнаçма ĕлкĕрейнĕччĕ — çавăн патне Атăлкасси пуянĕ çитрĕ. Мĕншĕнне те тавçăртăмăр. Анчах лешĕ, арçынни, — Клавье ăнланас пек куçне хĕссе илчĕ манашка, — мана курсанах матăшкăна пăрахрĕ. Ман çума сухăр пек çыпçăнчĕ. Çирĕм урлă каçайнăччĕ çав хам та ун чухне, матăшкăпă танлаштарсан, чечекехчĕ. Пытармастăп, арçынĕ илемлех марччĕ те, тиркемерĕм. Эй, Христос туррăмăр, çылăхăма каçăрсам та... Пыл-сăра, эрех умран татăлман. Мĕн çиес килнĕ, çавна тупса килетчĕ. Укçине те шеллеместчĕ. — Манашка самантлăха чарăнчĕ. Хуйхă пусарнине тӳсейменле ассăн сывларĕ. — Шел, пирĕн савăнăç вăраха пымарĕ. Пĕр хĕрарăм, рĕволюционерка теççĕ-и çавна, часовньăна вут тивертсе çунтарчĕ. Аялти кĕпе вĕççĕн кăяа тухса ӳкме ĕлкĕртĕмĕр. Мăнастире таврăнасшăн марччĕ те, ирĕксĕрлесех илсе килчĕç. Михаил Петрович парнеленĕ мул йăлтах сăваплă матăшкă аллине лекрĕ.
Ванюк часовня пирки каласа панисем тĕрĕсех иккен. Анчах Клавьене ку мар, ашшĕ пулнă çыннăн, пуп арăмĕн, манашкăсен ирсĕр пурнăçĕ çинчен илтни тĕлĕнтерсе пăрахрĕ... Вăл макăрса ячĕ.
Телейсĕр ăраскалĕшĕн хурланать хĕр тесе шухăшларĕ пулас манашка. Ун пек чух йăпатни вырăнсăр, çапах сăмах хушмасăр тӳсеймерĕ:
— Макăр, макăр, савнă йăмăкăм. Куççуль юхса пĕтсен, кăмăл хытать те сывлама çăмăлланать. Малтан эпĕ те сан пекехчĕ. Куççульпе пĕрле куç та юхса тухĕ тесе шутлаттăм. Пĕтĕмпех иртрĕ. Халь маншăн ик айкки те тăвайкки. Ыран тĕнчене аслати çапса çунтарсан та, хуйхăм çук. Эсĕ те ман пекех пулăн-ха пăртакран. Куççуль çăл шывĕ мар, типеймен пек чух макăрса юл...
Çурăмĕнчен такам хĕртнĕ тимĕрпе çунтарнăн сиксе тăчĕ Клавье. Куççуллĕ куçĕпе манашка çине тăрăнчĕ, кăшкăрса ячĕ:
— Тухса кай кунтан! Чунтан кураймастăп сана! Çамрăк хĕре ытлашши пăлхатса янине сисрĕ манашка.
Анчах шеллесе йăпатас, кăмăлне çавăрма тăрăшас вырăнне хăй хăраса ӳкрĕ. Ав хĕр куçĕ-пуçĕ урнă çыннăнни пек алчăранă. Халь тем туса пăрахасла чĕтрекен аллисем чăмăрланчĕç. Кун пек чухне этемрен хăрушши нимĕн те çук. Кушак пек сиксе ларĕ те пит-куçа тăрмаласа пĕтерĕ. Вара игуменья умне епле курăнăн? Кирлĕ мар сăмахсемпе ухмаха ертнине пĕлсен, ырри пулас çук. Çĕр айне алтса чикĕ. Хăй тĕллĕн çеç юлсан, хуть пуçне стена çумне çапса çуртăр.
— Христос çылăхăма каçартăрах та... Ман чăн та кайма вăхăт. Турă пиллĕх те канлĕх патăр сана. Кĕл-туса черӳне лăплантар та канма вырт, — тесе хăварчĕ манашка.
Клавье вырăн çине ӳкрĕ, Ӳлеçе макăрса ячĕ. Епле тусĕн? Вунçичĕ çултах мĕнпур ĕмĕчĕ — тухтăра вĕренсе тухасси, юратнă каччипе пĕрлешесси, телейлĕ пурăнасси — пĕтĕмпех сая кайрĕ. Амăшĕ ăна ют арçынпа çуратнă.
Ку таранччен ашшĕ вырăнĕнче шутлании — ирсĕр этем. Çут тĕнчере пурăнма та маи çуккине ăнлансан, шыва путакан çын улăм пĕрчинчен тытнă пек, хӳтлĕхпе канлĕх шырасă килсе лекрĕ вăл мăнастире. Кунта чăннипех пĕртен-пĕр сăваплă вырăн, чăннипех пĕртен-пĕр турĕ те таса çынсем тесе пурăннă. Турă çуртне те ирсĕрсем сырса илнĕ иккен. Халь пулсан, мăнастир енне çаврăнса та пăхмĕччĕ. Тӳрех пахчари кулле сикĕччĕ... Клавье сасартăк макăрма чарăнчĕ. Чим, вилме кая юлман-ха. Çав телейшĕнех-и манашка ăна пĕччен хăварчĕ? Клавье кравать çинчен анчĕ, унта-кунта кантра татăкĕ пăхкаларĕ. Нимĕн те тупăнман енне утияла ярса тытрĕ, анчах шинель пуставĕнчен тунăскере ниепле те çураймарĕ. Ним тума аптранă енне турăш умне чĕркуçленчĕ, пĕтĕм чунĕнчен тарăхса каларĕ:
— Эй, атте турă... Эй, Христос турă... Эсир чăнах пур пулсан, мĕншĕн мана чул туса вырттармастăр? Ан тив, тарăн шăтăка пăрахчăр та, ирсĕр тĕнчерен çухалам... Эй, атте туррăмăр... Эй, Христос туррăмăр... Эй, çветтуй сывлăш туррăмăр... Эсйр пур пулсан, çак тери ирсĕрлĕхе ма тӳсетĕр-ши? Ма аслати çапса çунтармастăр-ши?..
Çук, турă çамрăк хĕр тархасланине илтмерĕ. Кĕтесри Христос сăнĕ çав-çавах имшеррĕн пăхать. Ун умĕнче çакăнса тăракан лампадка çути тĕттĕмлĕхе аран сирет. Клавье урайне тăсăлса ӳкрĕ...
II
Тем вăхăт выртнă Клавье, манашка кĕнине те сисмен, чул урайĕнче витĕрех шăннипе тăна кĕчĕ. Куççулĕ çук ĕнтĕ. Куçĕ кăна вут пек хĕмленет. Пуçне çĕклесе тĕпелелле пăхрĕ. Лампадка та сӳннĕ иккен. Клавье аран ура çине тăчĕ. Ним тума, ниçта кайма аптранйпе, сулкалансă пырса, кравать çине ларчĕ. Ăнсăртран алăк патĕнче манашка тăнине асăрхарĕ. Пĕр сăмах та чĕнмерĕ.
Çамрăк хĕре кĕçĕр такам улăштарса кайнă тейен. Ĕнер çеç кĕленче пек таса та яп-яка сăн питре чалтăр пĕркеленчĕксем палăраçç. Халь ăна никам вунçичĕ çулхи хĕрача темĕ. Манашка малтанах шгеллерĕ ăна. Нушапа асапа тӳссе хытнă чĕри ырă туйăмне часах сирчĕ. Вăй-халран сулăннă чухне ятласа парăнтарма çăмăллине астурĕ.
— Христос çылăхăма каçартăрах та... — çӳреккĕн пуçарчĕ вăл сăмахне, — эсĕ ăссăрри çинчен каласшăн. Кунта килсе кĕнишĕн мар — ăна тӳрлетме çук ĕнте. Хăвна хуйхăрса пăснăшăн вăрçас килет. Тĕкĕр çине пăхасчĕ. Хăвăнтан хăв тĕлĕнĕттĕн: таса сăн-питӳ тĕксĕмленнĕ, куçу шыçнă. Сывлăхпа илеме упрама пĕлни кунта та кирлĕ. Кĕçех леш хуçана чĕнсе илĕç те сана унпа паллаштарĕç. Вăл килĕштерсен, пылпа çу çинче ишĕн. Игуменья та сана савса çеç тăрĕ.
Ĕнерхи сăмахсем минретнинчен те тăрăлса çитейменччĕ Клавье — тата купаларĕç. Çук, халь ĕнтĕ манашка усал сывлăш пек çеç мар, юмахри хăрушă чĕрчунлах курăна пуçларĕ. Павса пăрахассăн тӳйăннипе пĕтĕм чун-чĕринчен тарăхса кăшкăрчĕ:
— Мĕн тума килтĕн?!. Мĕн кирлĕ сана? Тухса кай! — Манашка вырăнтан та хускалманнипе Клавье тăнпуçĕ йăлтах пăтрашрĕ. Çӳçĕнчен çулса илес шухăшпа кравать çинчен анчĕ. Аллисене тăсса манашка еннелле ăнтăлчĕ. Ик-виçĕ утăмранах хăвачĕ пĕтнипе кĕрĕслетсе ӳкрĕ. Чĕрене çуракан сасси кăна янларĕ. — Куçна чавса кăларăттăм! Туррине, мăнастирне те ылханатăп! Пĕтĕмпех суя та ирсĕр! Ылханатăп!.. Ах, анне, анне! Ма çуратнă-ши эс мана пĕрех хут... — Клавье пуçне урайне ӳкерчĕ. Хул-пуççийĕсене чĕтретсе макăрчĕ.
Манашка шартах сикрĕ. Çын илтмерĕ-ши тесе, алăкран тухса сăнакаларĕ. Коридорта никам та çуккипе каялла кĕчĕ. Кельйăра тем калаçма, тем асма та юрать. Турăпа мăнастире ылханни игуменья хăлхине кĕрсен, пĕтнĕ, пуçĕ çавă вара. Турă ятне хурлакана тарăн шăтăка яраççĕ те ĕçме-çимесĕр асаплантараççĕ. Чунĕ тухсан, çавăнтах тăпра айне тăваççĕ. Манашка Клавьене тепĕр хут шеллерĕ. Нӳремсĕр сăмахсемпе шĕлтĕрех янă çынна йăпатасшăн ыталаса пăшăлтатрĕ:
— Савнă йăмăкăм, каçарсам мана... Ăша усал сывлăш кĕнипе тарăхтарса çитертĕм пулмалла сана. Лăплан та ăнланма тăрăш. Юрать-ха, иксĕмĕр çеç кунта, эсĕ турăпа мăнастире хурланине никам илтмерĕ. Тĕнче курманла асаплантарса вĕлерĕччĕç. Урăх ан макăр. Лăплан, савнă йăмăкăм.
Манашка ырă сунса калаçни суран çине сиплĕ эмел хунăнах туйăнчĕ. Клавье, макăрма чарăнса, йăвашланнă сассипе хуравларĕ:
— Асаплантарччăр, вĕçĕ пĕрре... Мана çав чуххи.
— Савнă йăмăкăм... — çине тăрсах йăпатрĕ манашка, пĕтме ăс та, вăй та кирлĕ мар. Инкекрен хăтăлма, пурнăç тума йывăр. Хамшăн ĕмĕтленместĕп, ман ăраскалăм шанăçсăр. Çылăхлă тĕнчере пушшех ним тума аптрăттăм эп, Эсĕ çамрăк-ха, савнă йăмăкăм, чиперлĕхӳ те çухалман.
Ыр курасси пĕтĕмпех пуласлăхра. Самана улшăннипе темле ирĕклĕх çинчен хăвах каласа патăн вĕт. Ку хыпар майашкăсен хушшине те сарăлнă. Хăйсен пурнăçĕ улшăнасса кĕтекенсем те пур. Кам пĕлет, усал шăтăкран тухса, эсĕ те ыттисемпе танах çутçанталăкпа савăнăн-и, тен, малашне. Çавăнпа хăвна тирпейлĕ те ăстăнлă тыткалама тăрăш. Кăмăлунта мĕн пуррине никам умĕнче те ан палăрт. Пуринчен ытла тĕн, турă пирки шăлна çырт. Сăваплă матăшкăна ан çиллентер. Вăл темле тискер кайăкран та хăрушă. Тепĕр хут вăй илме тăрăш. Сывлăхна упра.
Клавье лăпланнă пек пулсан, манашка апат-çимĕç кайса илчĕ. Çикелесен, иккĕшĕ пĕрле кĕлтурĕç. Клавьене сасартăк ирĕке тухас шухăш пырса кĕчĕ. Атăлкасси пуянĕпе паллаштарма пултараççĕ тени вара чĕрене кăшламаллипех кăшларĕ. Çавăн çинчен аса илнĕ самантсенче тискĕр тĕлĕксем курăнса хăшкăлтарчĕç.
Анчах тем пек сирме тăрăшсан та, инкекĕ çитрех. Пĕррехинче манашка ассăн сывласа пырса кĕчĕ те:
— Савнă йăмăкăм, — терĕ тӳртен, — леш хуçана вилĕм те, чир-чĕр те тивмен... — Вăл — мăнастирте. Игуменья сана хăй патне илсе пыма хушрĕ. Ку ĕнтĕ сехмет валли парне хатĕрленине пĕлтерет. — Клавье ни вилĕ, ни чĕрĕ пулса кайнине асăрхасан, канаш пама васкарĕ: — Савнă йăмăкăм, сана хам чун пекех ăнланатăп, анчах ним-тума... Çураласран хăтăлайманнине арçын мăшкăлĕнчен хăтăлаймăн. Хĕрарăм шăпи çавнашкал. Ан хăра, хуçапа игуменьйăна ан çиллентер. Пуринчен ытла тĕн пирки йăнăш персе ан яр...
Клавье кăмăлĕ хуçăлчĕ. Çилли чашкăрса хăпарчĕ. Тем каласа пăрахма та хатĕрччĕ. Тепĕр май шухăшласа илчĕ те чĕлхи çине килнĕ хаяр сăмахĕсене сирчĕ. Харкашни пулăшас çука ăнланчĕ. Луччĕ хăюлланас терĕ. Ашшĕ шутланнă çын ирсĕррине вĕçне çитиех ĕненес. Клавье йывăр ыйхăран вăранса тăна кĕнĕн куççульне шăлса типĕтрĕ, хаш сывласа, сывлăшне çавăрчĕ.
— Юрĕ, сăваплă аппаçăм... Эсир сĕннĕ пек пулма тăрăшăп.
— Ай, савнă йăмăкăм. Эс ăслă хĕрача. Çакна кăна астутарам: укçине ытларах ыйтма ан ман. Килĕшекен хĕрарăмшăн вăл нимнĕ те шеллемест. Вара иксĕмĕр те çăтмахри пек пурăнăпăр.
— Унта куç курĕ...
Игуменья хĕре евĕклĕн те хаваслăн кĕтсе йăлисене тусанах ыйту хыççăн ыйту пачĕ:
— Хаклă йăмăкăм, сывлăхусем мĕнле? Мăнастир пурнăçĕ йăлăхтармарĕ-и? Кунта килнĕшĕн ӳкĕнместĕн-и? Чуну çылăхлă этемсем хушшине сĕтĕрмест-и?..
Малтанхи хут тĕл пулнă чухне игуменья чăн та сăваплă хĕрарăм пек туйăнатчĕ. Халь эсреметĕн курăнчĕ. Мĕн чухлĕ суялăх, мĕн чухлĕ ирсĕрлĕх ун чĕринче... Софья манашка асăрхаттарман пулсан, тем каласа тăкĕччĕ. Халь парăннине ĕнентересшĕн пуç тайсах хуравларĕ:
— Сăваплă матăшкă, сывлăх ӳпкелемелле мар. Ку ĕнтĕ пĕтĕмпех эсир маншăн кĕлтунин ырлăхĕ. Кунта килнĕшĕн ӳкĕнме мар, савăнатăп. Атте турă, çăлсамăр мана...
Игуменья ку хĕр те самаях улшăннине асăрхарĕ. Пуринчен ытла хĕвел тивмен çĕрте пурăннипе сăнĕ шупкалнă. Хуçа хĕрлĕ питлисене ытларах килĕштерет. Апла куна та кăштах юсама тивет. Тата пуçĕ анкă-минкĕленнĕ çын çăмăярах парăнĕ.
— Хаклă йăмăкăм, эсир турра юрăхлине ĕненетĕп. Çавăншăн савăнатăп, — ырласа илчĕ те игуменья манашкăна хушрĕ: — Софья йăмăкăм, турă шывне пар-ха пире.
Лешĕ икĕ черккене эрех тултарчĕ, пĕрне — игуменьйăна, теприне Клавьене тыттарчĕ.
— Хаклă йăмăкăм, астивсе пăхсам, — сĕнчĕ игуменья. Клавье ăстăнĕ тавçăрнипе мар, чĕри сисчĕвленнĕрен хăйне ӳсĕртме шутланине сисрĕ. Инкекрен хăтăласшăн:
— Сăваплă матăшкă, кирек мĕнле эрех те çамрăк çын пуçне анратать. Хама хам пĕлми пулсан, атте турра кӳрентересрен хăратăп, — терĕ.
Клавье хирĕçни игуменьйăна тарăхтарчĕ. Урăх чухне хăтăрса кăна пăрахĕччĕ. Халь, сутма хатĕрленĕ выльăха тирпейлĕ тыткаласшăн пулса, çиллине шăмарчĕ.
— Хакяă йăмăкăм, эсĕ мăнастир йăлисене пĕлменшĕн çылăх мана. Турă каçартăр. Эп сĕннĕ çăкăр-тăвара е эрехе ыттисем йышăнманнине астумастăп.
Клавье манашка куçне хĕснине курчĕ те турткаланса тăма май çуккине ăнланчĕ. Кăкăрĕ çине хĕрес хурса, черккене тути патне тытрĕ. Пĕр-ик сыпкăм тусăнах вăл сапăнса кайрĕ.
— Сăваплă матăшкă, эп нихçан та ĕçмен... — йăлăнчĕ вăл.
Тянкерсе ларакан игуменья Клавье пичĕ çине шупка хĕрлĕ сăр тухнине асăрхарĕ. Кунашкал та çителĕклине чухларĕ. Ирĕксĕрлесе кăмăлне пăсни сиен çеç курĕ.
— Турă каçартăр сана, хаклă йăмăкăм... — Софья черккесене илсе кайсан, игуменья çивĕч куçĕпе Клавье çине тирĕнчĕ. Витĕмлĕ сасăпа тĕп сăмахне пуçарчĕ: — Хаклă йăмăкăм, эпир тура умне тăма хатĕрленетпĕр те... халлĕхе çылăхран тасалса çитеймен-ха. Пирĕн çăкар та çиес килет, юр-варшăн та çунатпăр. Пĕр ырă çын пулăшмасан, выçах пурăнăттăмăр-и тен. Ăна тав тума тивĕç. Сан паян ăна хисеплемелле, савмалла лулать... Тен, вăл нӳремсĕрле хăтланĕ, хăраса ан ӳк, ан хирĕç. Çылăхне хам çине илĕп.
Манашка астутарман пулсан, игуменья мĕн шутлине Клавье тавçăраймĕччĕ те. Халь, пăлханнине пытарма вăй-хăват çитерсе, татса хучĕ:
— Анлантăм, сăваплă матăшкă... Мăнастир хисепĕшĕн тем тума та хатĕр.
Игуменья савăнчĕ. Тĕрĕссипе, çак таранччен кунта мĕн сăлтавпа килсе лекнине хыпарламан мăнаçлă хĕр çăмăллăнах килĕшессе кĕтменччĕ вăл. Аллисене Клавье хуллуççийĕ çине ачашшăн хучĕ.
— Эсĕ мана итлессе шансах тăратăп. Çавăнпа сана пуринчен ытла юрататăп. — Телейсĕр çамрăклăхне аса илсен, куçĕнчи рехетлĕхĕ сӳнчĕ игуменьйăн. Çапах вăл самантрах хăйне алла илчĕ: — Софья йăмăкăм, кайса леçĕр, тархасшăн. Турă пиллĕх патăр сана, Лена йăмăкăм...
Клавьене тимĕр алăклă нӳлĕме кĕртсе ячĕç. Кунта та пĕр краватьпе сĕтел, икĕ-виçĕ пукан кăна. Чӳречи те тамĕр решеткеллĕ. Турăш умĕнчи лампадка тĕттĕме аран-аран сиркелет пулин те, сĕтел хушшинче ларакан арçынна Клавье турех палларĕ. Ӳсĕррине те пĕлчĕ, Михха ĕçкеленине пайтах курнă вăл, ытлашши йӳпсемен кăна. Ӳсĕр чух сăн-сăпачĕ улшăннине çеç астумасть. Халь пуçламăш хут курнăн тинкерчĕ те çумне ирсĕр япала çыпçăннăн çӳçенчĕ. Сăмси лапчăнсах ларнă тейĕн. Аялти тута хĕрри пăрăнăçлăн усăннă. Клавье сасартăках «эсĕ ун хĕрĕ маррине çирĕплетме нумаях та кирлĕ мар, иксĕре юнашар тăратса пăхмалла кăна тесе амăшĕ каланнне аса илчĕ те тĕрĕсне ĕненчĕ. Хăй ун хĕрĕ марришĕн савăнчĕ.
Кĕрсе тăнă çамрăк хĕр çине Мнхха хĕсек куçне тĕллерĕ. Клавье кунта пулма пултарасса кĕтменскер, куçне тутăрпа хупланă хĕре паллаймарĕ. Тĕрĕссипе, паллама та кирлĕ мар. Игуменья ун патне чыслă хĕр ярасса шанать вăл. Кам хĕрĕ-мĕнĕ — уншăн хăямата. Михха икĕ черкке эрех тултарчĕ.
— Кил, ав çав пукан çине лар! Юратса иксĕмĕр пĕрер черкке ĕçер, — терĕ. Хĕр вырантан та хускалманни ăна хаваслантарчĕ. Сĕннĕ-сĕнмен эрех ĕçме ăшăпа сивве чухланă хĕрарăм кăна килĕшĕ.
Клавье тем каласа татасшăнччĕ, чĕлхи çыхланчĕ. Чунĕ кӳтнине тӳсеймесĕр, алăк еннелле çаврăичĕ. Хуллентерех сăсăна хурлăхлăн макăрса ячĕ.
Çакна Михха самантрах асăрхарĕ. Хăй ĕмĕрĕнче çывсене сахал макăртнă-и вăл! Халĕ те шеллес вырăнне чăрсарлайчĕ кăна. Сĕтел хушшинчен тухрĕ. Хăй тĕллĕн мăкăртаткаласа, Клавье патнелле утрĕ.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...