Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?..


Обшежитие таврăнсан Миша пӳлĕмсем тăрăх çӳрерĕ. Ăна кăçал çуллахи стройкăна ĕçлеме каякан ушкăнăн командирĕ пулма суйланă. «Салтакра пулнă, вĕренӳре аван ĕлкĕрсе пырать, боксер. Пул, Миша, пирĕн командир», — терĕç студентсем пухура. Шанса панă чыса Миша хапăлласах йышăнчĕ. Халĕ умра чи йывăр тапхăр: отряда пултаруллă та ĕçчен ачасене суйласа илесси. Коля пек хӳрешке-студентсенчен усси сахал. Çуллахи вăхăтра студентсем укçине те ĕçлесе илесшĕн. Ирхи шуçăмрах ĕçе пуçăнма тивет. Укçашăн çеç-и? Романтика. Ушкăнпа шыва кĕме, пулла, çырлана çӳреме питех те илĕртӳллĕ. Каçхине кăвайт умĕнче çĕр каçасси тата... Ку çеç те мар-ха. Усăллă ӳсентăрансем пухаççĕ студентсем, ватă çынсене пулăшаççĕ, концертсем лартаççĕ. Тĕрлĕ ĕç кĕтет студентсене. Çавăнпа та Мишăн халĕ ĕç нумай: вăл отряд валли кирлĕ документсем хатĕрлет, пухусем ирттерет.

Коля юлташĕсенчен уйрăлса юлсанах каялла таврăнма шутларĕ. Анчах тутлă çиме вĕреннĕ хырăм ăна столовăйнелле хăваларĕ. Вăл автобус çине ларчĕ те педагогика институчĕн вăрттăн çĕрте вырнаçнă «Нарспи» столовăйнелле утрĕ. Апатланнă хыççăн тумтирне тăхăнса урама тухма хатĕрленнĕччĕ çеç — сасартăк хирĕç сĕтел хушшинче ларакан кивĕ пиншак, çĕтĕк çĕлĕк тăхăннă аллăран иртнĕ арçын ун куçĕ тĕлне пулчĕ. Вăл умри турилккери яшкана хыпалансах сыпать, кашăкне хурать те çăкăрне, ӳкесрен хăранă пек, икĕ аллипе ярса тытать. Юлашкинчен арçын çисе ячĕ те сĕтел çинчи çăкăр тĕпренчĕкĕсене пуçтарса çăварне хыпрĕ. Куçĕсем шурă çăм калпак, илемлĕ кĕрен кĕпе тăхăннă хĕр çине шăтарас пек пăхрĕç.

— Епле хитре эс, Тамара. Сана такам та юратмалла, — илтрĕ Коля арçыннăн хăрăлти сассине.

— Тек ан пыр мана ăсатма. Эп хамах ыран сан патна килеп.

Коля çак сасса илтсен тăпах чарăнчĕ. Палланă пек туйăнчĕ ăна. Анчах хĕр çурăмпа ларнă пирки вăл камне уйăрса илеймерĕ.

— Тавтапуç сана, Тамара, — арçын аллине хĕр хулпуççийĕ çине хучĕ.

Ун умĕнче ларакан хĕр сумкинчен темĕн кăларса тыттарчĕ те тумтирне тăхăнма васкарĕ. Коля хĕре тинех палларĕ — университетра нумай каччă чĕрине çунтаракан Тома-Томочка. Коля хăй те çулăхнăччĕ пĕрре ун çумне, анчах çак мăн кăмăллă хĕр çупкине туяннăран куçĕсенчен вут-çулăм çеç сирпĕнчĕ. Чылайччен тарăхса çӳрерĕ вăл ун çине.

Анчах хĕр ытти йĕкĕтсене те çавăн йышши «парнесем» туянтарнине илтсен амăш пĕтмесĕр хĕр пĕтмест тесе аллине сулнăччĕ. «Ав епле пике иккен эс, — сасăпах калаçрĕ вăл, — вĕрентĕп сана чипер каччăсен чĕрисене çунтарма. Кам-ши çак арçын? Ашшĕ çук-ха ун. Эппин...»

Коля шухăшне вĕçне çитермесĕрех пиншакне хыпаланса тăхăнчĕ те автобус чарăнакан вырăналла чупрĕ.

* * *

Галя паян пӳлĕмре урай çăвать. Ун черечĕ. Ĕнер Шура çунăччĕ. Хĕр пӳлĕме тирпейлерĕ те миска йăтса кухньăна кайрĕ. Вăл пынă çĕре студентсем чылайччĕ кунта. Сăмсана шаритленĕ çĕрулми, сухан шăрши кăтăклать. Уйăх вĕçленсе пынине кухньăна кĕрсен тӳрех пĕлме пулать. Стипенди панă хыççăн кунта çу, кăлпасси, çăмарта шăрши кĕрет. Уйăх вĕçнелле вара студентсен йышĕ те чакать кухньăра. Кам чейпе çăкăр, кам чăмăрла çĕрулми пĕçерет. Хушăран яшка шăрши коридора сарăлать.

Гальăсен пӳлĕмĕнче вара пачах урăхла. Вĕсем стипендирен ушкăн кассине пурте укçа хываççĕ те кайран пĕчĕккĕн апат-çимĕç илсе пурăнаççĕ. Тепĕр стипендичченех çитет вăл хĕрсене. Çавăнпа вĕсен сĕтелĕ çинче кашни каçах вĕри яшка пăсланать.

— Мĕн тутли пĕçеретĕр, пире çиме чĕнетĕр? — сăвăласа калаçрĕ Галя кухньăна кĕрсен.

— Пур — пĕрле, çук — çурмалла, — хуравларĕ Юля, вырăс уйрăмĕн студентки.

— Галя, сирĕн çăкăр пур-и? — ыйтрĕ студентсенчен пĕри.

— Пурччĕ. Шура пӳлĕмрехчĕ, кайса ил.

— Мана тăвар парсамăрччĕ кăштах, — пушă стакан йăтса пырса кĕчĕ кухньăна Володя историк.

Студентсем шӳтлерĕç, мĕн пуррине пайларĕç.

— Галя, Тамара сирĕнпе пурăнать вĕт? — пурте тухса кайсан ыйтрĕ Юля. — Ун çинчен общежитире япăх хыпар çӳрет, эс илтмен-и?

— Çук. Мĕнле хыпар?

— Ун тĕрмере ларса тухнă темĕнле арçын пур теççĕ. Тамарăн ача пулать тет.

Хăй умĕнче Юля мар, урăх хĕр тăрать пулсан Галя ăна çупса янă пулĕччĕ. Анчах Юля сăпайлă хĕр. Вăл çын çинчен пули-пулми калаçмĕ. Хĕр, Ульяновск хулинчен килнĕскер, чăваш хĕрĕсене килĕштерет. Килтен парса янă кучченеçĕсемпе те хăналать.

— Ăçтан илтрĕн?! Кам каларĕ?! Суя ку!

— Хам та малтан ĕненмерĕм. Анчах эп ăна пĕррехинче, чăн та, япăх тумланнă арçынпа курнăччĕ. Вăл Тамарăна общежитие çитиех ăсатса ячĕ. Тен, вăл ун тăванĕ.

— Пулма пултарать, — хуравларĕ Галя Тамарăн тăван çуккине пĕле тăркачах.

 

Тамара Горький ячĕпе хисепленекен библиотекăран тухрĕ те пир-авăр фабрикинелле утрĕ. Унта автобуспа та кайма пулатчĕ паллах. Анчах кунĕпе библиотекăра ларнă хыççăн хĕрĕн уçă сывлăшпа сывлас килчĕ; вăл çуранах утрĕ.

Цехра сывлама çук пăчă. Хĕр тумне улăштарчĕ. Витре йăтса урай сĕрме тухрĕ. Кĕçех çип пĕтĕрекен машинсен шавĕ хĕр хăлхисене мăкларĕ. Вăл ятарласа паракан ватка татăкĕпе вĕсене хупларĕ. Кунĕпе ĕçленĕ машинăсем тавра тусан чылаях пуçтарăннă. Унта та кунта мамăк татăкĕсем выртаççĕ. Тамара, пĕр тусан пĕрчи те хăварас марччĕ тесе тимлесе ĕçлет. Хушăран тарланă çамкине аллипе шăлса илет. Йывăр ăна. Çуллахи сесси çывхарнă май вĕренмелли те нумай. Занятисем вĕçленсенех библиотекăна каять, куçĕсем ывăничченех тишкерет кирлĕ кĕнекесене. Пӳрнисем нумай çырнипе хускалми пулсан çеç библиотекăран тухса утать. Ытти студентсем пек общежитие кайса кăшт канса выртĕччĕ, анчах юрамасть: ăна фабрикăра кĕтеççĕ. Темиçе хутчен те ĕçрен хăтарма ыйтса заявлени çырчĕ — стипенди укçи пурăнмалăх çитменни ăна çурма хистерĕ. Тамарăн ыттисенчен япăх тумланса çӳрес килмест. Юратмасть вăл хăйне шелленине. Тăлăх тени ун чĕрине ыраттарать. Ача çуртĕнче те аслисем хăйне шелленине курсан йĕрсе ярас мар тесе тутине юн тухиччен çыртатчĕ. Кайран çынсем курман чухне йĕретчĕ.

Тамара фабрикăран тухнă çĕре таврана каç сĕмĕ çапнăччĕ. Вăл çула май каçхи лавккана кĕрсе булка илчĕ те общежити еннелле çуранах утрĕ. Çăкăр шăршине туйсан çеç хăй паян иртенпе те нимĕн те çименнине аса илчĕ. Вĕренме килсенех аптрамастчĕ-ха Тамара: хĕрсемпе пĕрле стипендирен укçа пухатчĕç те пĕрле пĕçерсе çиетчĕç. Халĕ вара икĕ тĕрлĕ пурнăç пуçланчĕ уншăн. Пĕри — çынсем кураканни, тепри...

Кам вăл çав çын, хĕрĕн пурнăçне ӳппĕн-тĕппĕн çавăрса янăскер? Мĕншĕн вăл Тамарăшăн хаклă?

...Ăна Тамара ăнсăртран тĕл пулчĕ. Ун чухне вăл ĕçрен таврăнатчĕ. Яланхи пекех, автобус çинчен иртерех анса юлчĕ те общежити еннелле çуранах утрĕ. Çуллахи ăшă каç. Тӳпери çăлтăрсем кăвак тинĕсри карапсем пек ишеççĕ, ăшă çилпе шăпăлтатса ларакан çулçăсем илемлĕ кĕвĕ кăлараççĕ. Тамара юрла-юрла утрĕ. Иртен-çӳренсене сăнарĕ. Сасартăк ун куçĕ çул хĕрринчи йывăçсем хушшинче тăракан пĕр ĕмĕлке çинче чарăнчĕ.

— Хĕрачи, — чĕнчĕ çакскер.

Тамара каялла та, малалла та утма хăраса тăчĕ.

— Ан хăра манран, — терĕ çак çын тĕмсем хыçĕнчен тухса. — Чăвашла юрланăран чĕнтĕм сана.

Хĕр арçын хăй патнелле çывхарнăçемĕн каялла чакрĕ, аллинчи дипломатне çирĕпрех тытрĕ. Унта юлашки укçи, вунă тенкĕ те хĕрĕх пус, выртнине аса илсен пушшех шикленчĕ. Мĕн курĕ вăл çак çын ун укçине кăларса илсен? Тепĕр çур уйăх выçă пурăнма лекет. Юлташĕсене вăл кун çинчен нихçан та пĕлтермĕ. Тарас — урисем итлемеççĕ, çĕр çумнех çыпçăнчĕç тейĕн.

— Сан çимелли çук-и, хĕрĕм?

— П... пур, б... булка.

Хĕрĕн хăйĕн те хырăмĕ выçă, анчах булкине памасан та юрамасть. Унпа çеç çырлахсан юрĕччĕ-ха. Укçине çеç ан тивтĕр.

— Эс манран ан хăра. Тарăн ялĕнчен эп, илтмен-и? Виçĕ ывăл ӳстертĕм, пурте аслă шкул пĕтерчĕç. Виçĕмçул амăшĕ чĕре чирĕпе вилсе кайрĕ. Хам инвалид, ĕçлейместĕп. Пӳрт йăтăнса анчĕ. Ывăлăмсем пĕри те усрасшăн мар. Кинĕсем ман çине упăте çине пăхнă пек пăхаççĕ. Пурăнатăп çапла, кăнтăрла вокзалсенче çӳретĕп, каçхине пĕр-пĕр йывăç тĕми айне кĕрсе выртап.

Тамарăн шикленни иртсе кайрĕ. Вăл çĕрлехи çын патне çывхарчĕ, сумкинчен печени, ирхине занятисене кайиччен чейпе ĕçме илнĕскере, кăларчĕ.

— Акă ме, çи. Ман урăх нимĕн те çук.

— Куншăн та спаççип сана, хĕрĕм. Виç кун ăша пĕр тĕпренчĕк те яман. Алă тăсса ларнине курсан çынсем ман çине тискер чĕрчун çине пăхнă пек пăхаççĕ. Хăшĕсем параççĕ, теприсем мĕн те пулин каласа кӳрентереççĕ. Шăпăрт иртсе кайччăрччĕ уш. Ĕçе вырнаçасшăнччĕ, пире инвалидсем кирлĕ мар теççĕ. Хурала та илмеççĕ. Пенси укçи пĕр уйăха çитмест.

Хĕр арçынна тимлесех итлерĕ. Тен, ун амăшĕ те таçта çапла ыйткаласа çӳрет пулĕ. Тамарăн çĕрлехи çыншăн мĕн те пулин ырă ĕç тăвас килчĕ. Вăл шухăша путрĕ. Унтан дипломатĕнчен укçа кăларса ватта тыттарчĕ.

— Ме, мучи, виçĕ тенкĕ. Сахалрах та, урăх çук, студентка эп.

Арçын укçана чĕтрекен аллипе ярса тытрĕ, унтан çутă çинче, чăн укçах-ши тенĕ пек, çавăркаларĕ.

Çапла паллашрĕ Тамара Никантăр мучипе. Ĕç укçи панă кунсенче столовăйне илсе кайсах хăналарĕ. Çынсем хăйсем çине пăхнине хĕр асăрхаманçи пулчĕ. Вĕсем иккĕшĕ туслашрĕç, пĕр-пĕринчен нимĕн те пытармарĕç. Ăшра мĕн пуррине хĕр мучăшне çеç каласа пама пултарчĕ. Никантăр мучи те хăй хуйхине унпа пайларĕ.

Тамара общежитие çитнĕ çĕре хĕрсем каçхи апат тунăччĕ ĕнтĕ: сĕтел хушшинче хĕрсех темĕн сӳтсе яваççĕ.

— О-о, кам килчĕ! — ура çине тăчĕ Боря. — Каçхи салам сана, Тамара.

— Салам-салам.

— Апат çиетĕн-и, Тамара?

— Çук, эп тутă.

— Сурать вăл сирĕн суп яшки çине, — ихĕлтетрĕ юнашар пӳлĕмре пурăнакан Римма. — Вăл ресторан апачĕсене çеç çиет.

— Сана мĕн ĕç? — кĕвĕç чунлă хĕре татах та тарăхтарса тавăрчĕ Тамара.

— Эпир каяр-ха, ырă каç пултăр, — тесе Боря пӳлĕмрен тухрĕ. Ăна ăсатмалла тесе Галя та ун хыççăн утрĕ.

Пӳлĕмре Шура, Регина, Римма çеç тăрса юлчĕç. Пĕри те чĕнмерĕ. Тамара çеç, сĕтел çинчи хитре хуплашкаллă кĕнекене асăрхасан, шăплăха татрĕ.

— Гриша пулчĕ-им кунта?

— Пулчĕ. Ăнчах вăл тек сан çине çаврăнса та пăхмĕ. Сан пек юххасем ăна кирлĕ мар! — тесе Римма пӳлĕм алăкне шанлаттарса тухса кайрĕ.

Çак вырăс уйрăмĕн студентки хăйне мĕншĕн килĕштерменнине пĕлет Тамара: вăл Гришăна кăмăллать. Ăна юрас тесе тĕрлĕ тĕслĕ сăрăпа сăрланать. Лешĕ Тамарăнах савнăшăн чунтан тарăхать.

— Мĕншĕн эп юхха пултăм-ши? Гриша пăхманнишĕн эп пачах та макăрмастăп, — лăпкăн хуравларĕ Тамара.

— Тамара, мĕншĕн эс çав тери мăн кăмăллă? — сăмах хушрĕ халиччен чĕнмесĕр ларнă Регина. — Эс хитре, сана такам та савмалла. Ман пичче те сана пĕрре курсах кăмăлларĕ. Кама саватăн эс, Тамара? Виçĕ çул хăвна ним пулман пек тытатăн. Кам эс? Ăшу çунсан та — пуç ыратать тен. Хырăму выçсан та тутă тен. Эп пĕтĕмпех сисетĕп: темĕнле вăрттăнлăх, çынсене пĕлме юраманни пур сан. Чунна уçсам, Тамара, ан асаплан пĕччен. Пысăк хуйхă пулнă пулсан пĕрле пайлар ăна, çăмăлрах пулĕ. Сана пурте мăн кăмăллă, хăй хитрипе мухтанать теççĕ. Ку пачах та...

— Теççĕ, теççĕ, — хĕрӳленчĕ Тамара. — Ман пурте йĕркеллех. Эс мана кала малтан: мĕншĕн Гриша ман парнене каялла тавăрчĕ?

— Уç кĕнекӳне, вара пĕлен.

Тамара кĕнеке хуплашкине уçрĕ те Гриша çырнă йĕркесене вуларĕ: «Çынсем пулаççĕ тĕрлисем: хаяррисем, çепĕççисем. Пĕри пулать сăнпа хитре, чун-чĕрипе вара — хивре».

— Мĕне пĕлтерет ку?

— Эпир ăçтан пĕлер? — тӳрккесрех тавăрчĕ Шура та.

— Пĕрремĕш курсри пĕр студент та саншăн асапланать теççĕ. Эс нимĕн те сисмене перен.

— Кам-ши вăл, маншăн асапланаканни?

— Миша Арланов. Эс ăна пĕлме кирлĕ. Университетри вăйлă йĕлтĕрçĕсенчен пĕри. Астăватăн-и, пĕлтĕр пирĕн пата яланах пĕр яштака каччă çăкăр патне çӳретчĕ. Анчах вăл сана курас тесе пирĕн пата çӳренине эпир пурте пĕлнĕ. Сана курсан хĕрелсе каятчĕ. Эс çук чухне çăкăрне илмесĕрех тухса каятчĕ.

— Мишăпа эпир кӳршĕ ялсем çеç.

— Ку ниме те пĕлтермест. Пĕр ялтисем те пĕр-пĕрне саваççĕ. Гриша пăрахни те хумхантармасть-и сана? Питĕ туслăччĕ-çке эсир?

— Гришăпа эпир юлташла çеç. Мана никам та кирлĕ мар! — Тамара куçĕ куççуллĕ тарăхупа тулчĕ. — Пурте вĕрентеççĕ. Эп пĕчĕк ача мар, хамах пĕлеп мĕнле пурăнмаллине!

Регинăна сиввĕн тавăрнăшăн Тамара чĕри ыратрĕ. Анчах сăмах салакайăк мар, пĕр вĕçерĕнсен тавăраймăн. Яланах çапла: каланă сăмахшăн чылайччен ӳкĕнсе çӳрет. Ăшĕнче каçару ыйтать, сасăпа — нихăçан та. Хăй чунне ют çын кĕме тăрăшни, тĕпчени тарăхтарать ăна. Вăл ун хуйхи. Эппин, пĕчченех тӳссе ирттермелле ăна.

Çĕр çинче çирĕм пĕр çул çеç пурăнать пулин те хуйхине туллиех курнă Тамара. Ашшĕ-амăшĕпе çапла пулса тухни чĕререн кулянтарать ăна. Пĕрремĕш юратăвĕ те ăнăçлă пулмарĕ хĕрĕн. Пĕрремĕш курсра чухнех паллашнă каччă ăна урăххипе, пĕр пӳлĕмре пурăнакан Тоньăпа, улăштарчĕ. Мĕн чухлĕ ăшне çунтармарĕ-ши уншăн Тамара. Анчах ун асапне никам та сисмерĕ. Ана курмассерен хĕр чĕри йĕппе чикнĕ пек ыратса илетчĕ, кĕлетке тăрăх чĕтретсе хумсем чупатчĕç. Майĕпен чунĕ хытрĕ Тамарăн. Савнă çынни Тоньăпа пĕр çемьене чăмăртансан хăйне хăй алла илчĕ, ăшĕнче тек никама та хам çывăха ямăп тесе тупа турĕ. Ача çуртĕнче те аслисем сахал мар кӳрентернĕ ăна. Анчах Тамарик нихăçан та йĕместчĕ: шăлне çыртса чăтатчĕ. Пурăна киле вĕсене те сиввĕн тавăрма хăнăхса çитрĕ. Вăл ăшă сăмах Анна аппасăр пуçне никамран та илтсе курман, хăй те каламан. Никантăр мучипе паллашнă хыççăн çĕр çинче ырă çынсем те сахал мар текен шухăшпа килĕшрĕ.

* * *

Миша университетран тухрĕ те пӳлĕмне кайрĕ. Вăл апатланнă çĕре юлташĕсем те килчĕç. Вĕсем кинора пулнă иккен. Урамра пуçланă хĕрӳ калаçу вĕсен халĕ те вĕçленмерĕ.

— Мĕнле кино курнă вара эсир?

— «Хура хурăн», — хуравларĕ Саша. — Кайса кур, вăрçă çинчен, питĕ интереслĕ.

— Ытла та путсĕр пулнă вĕсем. Ман, арçын пулсан та, куççулĕ тухрĕ, — хурлăхлăн пĕлтерчĕ Толя.

— Ой, пĕлетĕр-и, эп паян мĕн куртăм? — çав вăхăтра пӳлĕме Коля шавласа килсе кĕчĕ. — Ну, кун пеккине курманччĕ.

— Кала часрах, мĕн куртăн, асту вилме выртсан час вилеймĕн, каллех кам çинчен те пулин элек илсе килтĕн пуль ĕнтĕ, кăвакал, — тĕрĕссине куçран калама хăнăхнă Толя ăна тиркемесĕр тӳсеймерĕ.

— Виççĕмĕш курсри Тамара Петровăна пĕлетĕр-и эсир?

Савнийĕн ятне илтсен Миша туртăнса илчĕ. Чĕри усал хыпар илтессе кĕтсе ыратса илчĕ.

— Пĕлтĕр хăйсен курсĕсем хушшинче ирттернĕ олимпиадăра пĕрремĕш вырăна тухнăччĕ, çав хĕр çинчен калатăн-и эс?

— Шăпах çавă. Курасчĕ сирĕн: еплерех каччăна çавăрса илнĕ вăл халь. Тĕрмере ларса тухнăскер: алла-аллăн тытăнса утаççĕ:

— Эс калан тăк кала, анчах йĕркерен ан тух. Ăçтан пĕлен эс вăл тĕрмере ларнине е пĕрле лартăн-и, е сана кун çинчен кукамун кукамăшĕ пĕлтерчĕ?

— Тен, вĕсем пĕр-пĕрне юратаççĕ. Çӳреччĕр, сана мĕн ĕç? — Толя майлă пулчĕ Саша та. — Тахçан хăв та çунмастăччĕ-и-ха уншăн?

— Çав утмăл çулхи арçынпа çирĕмри хĕр хушшинче мĕн юратăвĕ пултăр?! Мана ун пек юхха кирлĕ мар!

Каччăсем калаçнине Миша йĕп çинчи пек итлесе ларчĕ. Юрать-ха вăл вĕсене çурăмпа ларать. Унсăрăн юлташĕсем Коля калаçнăçем вăл пĕрре шурса, тепре хĕрелсе кайнине асăрханă пулĕччĕç. Анчах лешĕ хăй савакан хĕр çине мăшкăл шывĕ сапма пуçласан — чăтаймарĕ.

— Чарăн! Саншăн çынна вараласси нимĕн те мар: Тамара таса хĕр, пĕлетĕн-и, таса хĕр!

Сашăпа Толя Мишăпа мĕн пулса иртнине ăнланаймасăр ун çине пăхрĕç. Коля та çĕнĕ хыпарпа пурне те тĕлĕнтерĕп тесе шухăшланăччĕ. Вăл пĕрремĕш пĕлчĕ-çке ăна. Халĕ вара...

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Геннадий (2022-01-14 10:56:27):

Лайăх вуланать , чĕрĕ ӳкерчĕксем .

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: