Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?..


Вĕсем çитнĕ çĕре студентсем сĕтел хушшинчеччĕ. Вилкисемпе ăшталансах турилккесене тиретчĕç. Ыттисемпе пĕрле Тамара та хавасланчĕ. Ун савăнăçлă куçĕсем хăй çине тунсăхласа пăхакан йĕкĕт куçĕсене асăрхамарĕç.

Миша ташламарĕ. Вăл ăста ташăç тата ăста купăсçă пулнине халлĕхе кунта никам та пĕлмест-ха. Тăсса ярĕччĕ вăл купăсне. Ташлĕччĕ чĕрине амантнă пикепе. Хăй калама пултарайманнине уншăн купăсĕ калĕ. Уçса парĕ йĕкĕтĕн чунне. Анчах Тамара ун çине куç хӳрипе те пулин пăхманни ăна кӳрентерчĕ. «Нивушлĕ вăл мана маннă? — пăшăрханчĕ Миша. — Епле илемлĕ эсĕ. Сан куçусем тарăн тинĕс пек, мана хăй патне туртаççĕ. Путасчĕ ман çав тинĕсе. Ачашласчĕ хумлăн-хумлăн выртакан кăтрусене». Тамарăран пĕр шуранкарах питлĕ тăсланкă ача хăпманни ăна тарăхтарать. Тĕлпулăва килессе те хĕр çав йĕкĕтпех килчĕ. Миша куçĕсем вара çӳçне хитре çӳç тыткăчипе хĕстерсе çурăм çинелле сапаласа янă хĕре, ун çӳхе тутине ачашларĕç. Кĕпипе пĕр тĕслĕ хăлха çаккисем ăна пушшех те илемлетеççĕ. Тăсланкă каччă хĕре хăлхинчен темĕн каларĕ: Тамара шăнкăрав пек сассипе ахăлтатса кулса ячĕ. Çав сасă Миша чĕрине йĕппе тирнĕ пекех тирчĕ.

* * *

Университетăн «Е» корпусĕнче, 312-мĕш аудиторире, чăваш чĕлхипе семинар занятийĕ пырать. Михаил Петрович Васильев доцент студентсен реферачĕсене тишкерет. Вăл лутрарах, çулĕсене кура мар сарăлнă, кăвак çӳçлĕ арçын.

— Музякова, мĕншĕн эс топоним сăмаха топуним тесе çыран? Ку ăнсăртран кайнă-и сан е пĕлменни? — куçлăх айĕнчи вичкĕн куçĕсемпе шăтарас пек пăхать Михаил Петрович.

Студентка вăтаннипе хĕрелет. Пӳрнисем тетрадь листисене канăçсăррăн уçаççĕ.

— Тимлĕрех пулас пулать.

Михаил Петрович хăйĕн ĕçне аван пĕлни, ăна юратни тӳрех курăнать. Çавăнпах вăл студентсенчен те çирĕп ыйтать. Пĕчĕк йăнăшшăн та каçармасть.

— Арланов, эс питĕ нумай топоним тупнă. Аван ĕçленĕ. Сан ĕçе эп «пиллĕк» паллăпа хакларăм. Сана çак темăпа диплом ĕçĕ çырма сĕнетĕп.

Миша пĕрле вĕренекенсем хăй çине пăхнине курсан вăтанса каять. Унтан тӳрех хăйне алла илет те: «Çук, эп диплом ĕçне литературăпа çырасшăн», — тесе хуравлать.

— Шел, лайăх диплом ĕçĕ пулнă пулĕччĕ, — сăмси çине анса ларнă куçлăхне тӳрлетет доцент.

— Никитин Николай, эс ĕçе çиелтен çеç тунă. Пĕтĕмпе те вунă топоним тупнă. Ку реферат валли сахал.

Михаил Петрович студентсене доска умне чĕнсе кăларма пуçлать. Мишăпа Сашăн, Тольăн хушамачĕсене те ырăпа асăнать, тăрăшуллă пулнишĕн мухтать. Чăн та, чылай вăй хучĕç çамрăксем. Канмалли кунсенче ятарласа тăван ялĕсене çӳрерĕç, ватăсенчен çырма-çатра, улăх, юханшыв ячĕсем çинчен пĕлчĕç. Пуян иккен чăваш ялĕсем топонимсемпе. Вĕсене никам та тĕпчемен çеç. Мишăсен ялĕнче вара халиччен пĕр ученăй та пулса курман. Çырма-çатра ячĕсем те интереслĕ пек туйăнчĕç студента: Чашлама, Авăр çырми, Çӳлту, Сахтиме çырми тата ытти те. Миша ялти ватăсенчен вĕсен ячĕсене çеç мар, мĕншĕн çапла каланине те çырса илчĕ. Акă, сăмахран, Сахтиме çырми. Астăвать-ха Миша, ача чухне амăшĕ çак çырма çывăхĕнче йĕме те, аташма та чаратчĕ. Йĕрĕх тытать имĕш. Мĕншĕн апла тума юраманнине ыйтсан амăшĕ акă мĕн каласа пачĕ. Тахçантан тахçан вĕсен ялĕнче Уртем ятлă пуян пурăннă тет. Çав пуянăн Сахтиме ятлă чипер хĕр пулнă. Хĕрĕ ӳссе çитсен ашшĕ ăна ватă пуяна качча пама шут тытнă. Сахтимен вара юратнă каччи — тăлăх Анисим пулнă. Ашшĕ пĕррехинче вĕсене пĕрле тытать те Анисиме çĕçĕпе чикет. Сахтиме те çав каçах тарăн çырмана сиксе вилет. Халĕ унта шывĕ типнĕ ĕнтĕ. Хĕр ятне вара халăх халĕ те манмасть.

Михаил Петровича та килĕшнĕ ав Миша ĕçĕ, диплом çырма сĕнет. Анчах йĕкĕт литературăна ытларах килĕштерет. Вăл мĕн пĕчĕкрен кун кĕнеки, сăвăсем çырать.

 

Занятисем вĕçленсен Тамара уçăлмалла тесе хула урамне тухрĕ. Паян вăл ирĕклĕ. Унччен кунсерен пир-авăр комбинатне çип арлакан цеха урай çума çӳретчĕ. Цех начальникĕ тепĕр студенткăна ĕçе илнĕ май унăн халĕ кун сиктерсе тăватшар сехет ĕçлеме тивет. Укçи сахалрах лекет паллах. Анчах пурнăç укçа çинче çеç мар-çке. Çамрăк хĕрĕн хула урамĕсемпе те уçăлса çӳрес килет хушăран. Вăл васкамасăр студентсен хули еннелле утрĕ. Чăннипе вăл Шупашкар хулиех-ха. Çак районта студентсем ытларах пурăннă пирки çапла калаççĕ ăна. Хĕр занятисенчен общежитие, общежитирен библиотекăна е урăх çĕре васкакан студентсене сăнарĕ. Пурте хыпаланаççĕ. Тамарăн пурте илтĕнмелле: «Ăçта васкатăр? Чарăнсамăр кăштах! Пăхсамăр, епле илемлĕ пирĕн хула!» — тесе кăшкăрас килет. Çул хĕрринчи хыр турачĕсем мамăк пек юр айне путнă. Юрпа витĕннĕ çуртсем шурă тутăр çыхнă пикесем пек туйăнаççĕ. Анчах çунă юр пĕрчи хĕвел çинче мерчен пекех ялтăрать. Хĕл каçма юлнă кайăксем, хăйсем пуррине систерес тенĕ пек, унта-кунта чĕвĕлтетеççĕ. Çулăн тепĕр енче Атăл сарăлса выртать. Тăвайкки çинчен вăл ал лаппи çинчи пекех туйăнать. Аякри юр куçа йăмăхтарать. Пĕлĕчĕсем тата... Пĕринчен тепри тасарах. Сăнаса пăхсан кашниех мĕне те пулин аса илтерет. Авă кăн-кăвак тинĕсре пысăк мăйракаллă пăлан ишет. Ун хыçĕнче вара пăрушĕсем. Пăрахут евĕрлисем те пур кунта. Тамарăн ун çине ларса инçете-инçете ишес килет. Анчах çак илемпе киленме çынсен вăхăт çук. Яланах пурте таçта васкатпăр.

Республика площадьне çуранах утса анчĕ Тамара. Вăл çанталăк сиввине пăхмасăрах çӳхе атăпа тухрĕ. Ăшă атă илме пĕчĕккĕн укçине пухать-ха хĕр. Тепĕр стипендирен, тен, йӳнеçтеркелесе те илĕ. Унччен çӳхипех çӳреме тивет.

Тамара шăннă урине ăшăтас тесе автобус чарăнакан вырăна чупсах кайрĕ. Ун çине ларсан хăйĕн юратнă вырăнне, алăк патĕнчи «кăмака» умне, кайса тăчĕ, хĕр урине ăшă çапрĕ.

Çул çӳренĕ чухне яланах çынсене сăнама юратать Тамара. Халĕ те хăйне интереслентерекен япала шыраса çынсем ларса тухнă саксем еннелле пăхрĕ.

— Кама шыратăн эс? — тĕпчетчĕç юлташĕсем хĕрĕн çак хăтланкаларăшне курсан.

Куншăн Тамара хăй те аванмарланать. Анчах ачаранпах çынсем хушшинче амăшне шыракан хĕрача çитĕнсе çитсен те çак йăлана пăрахаймарĕ: ун куçĕсем яланах халăх хушшинче канăçсăррăн чупрĕç.

Общежитие çитсен Тамара кăшт çырткаларĕ те кĕнекисемпе тетрачĕсене йăтса вулав залне утрĕ. Вăл пынă чухне студентсем кунта туллиехчĕ. Хĕр хăй вырăнне, кĕтесри сĕтел хушшине, кĕрсе ларчĕ. Вуланăçемĕн кирлĕ сăмахсене тетрачĕ çине çырчĕ.

* * *

Анна аппа кил-тĕрĕшĕнчи ĕçсене пуçтарсан кӳршĕ яла мĕн ачаран пĕрле ӳснĕ Лисук тантăшĕ патне кайса килме шут тытрĕ. Тахçанах каяс тесе пурăнатчĕ, анчах ниепле те вăхăт тупăнмарĕ. Паянтан ырана, унтан тепĕр куна хăварса пычĕ каяссине. Халĕ, хĕл ларнă май, ĕçĕ те сахалланчĕ — каймаллах.

— Ай-уй, мĕнле килме пĕлтĕн? Аван чупатăн-и, ара? — тантăшĕ килнĕшĕн савăнчĕ Лисук.

— Чиперех. Хăв мĕнле тата?

Икĕ хĕрарăм ыталанса, ара та ара текелесе пӳрте кĕчĕç. Пĕлтĕр анчах хăпартса лартнă пӳртре хыр шăрши кĕрет. Сивĕ çĕртен кĕнĕ Анна аппана ăшă хум çапрĕ, вăл çăм тутăрне салтрĕ те кăмака çумĕнчен сĕтел патнелле куçса ларчĕ.

— Ачусем çыру çыраççĕ пуль?

— Çыраççĕ. Аслисем авланнă, кĕçĕннин кăçал салтакран килме срок çитрĕ.

— Аван-аван.

— Сан мĕнле тата? Иртнинче килсен кĕçĕнни шохверта теттĕн, халĕ тата ăçта, курăнмасть?

Лисукăн сăнĕ тĕксĕмленчĕ. Пĕр хушă ывăлĕн сăнӳкерчĕкĕ çине пăхса илсе куççульне шăлчĕ те калаçма пуçларĕ.

— Пĕчченех пурăнап эп халь, Анук. Аслисем чиперех-ха, виçĕ хĕрĕ те качча кайса çемьеленнĕ. Пĕри Ленинградра пурăнать, учительте ĕçлет. Тепри кӳршĕ яла качча тухрĕ те çамрăклах халь дояркăра çӳрет. Виççĕмĕшĕ Шупашкарти заводра. Пилĕк мăнук ӳсет ман халь, ара, хĕрĕсем ман чиперех-ха. Ывăлĕ вăт. Хама ватлăхра пăхса усракан пулĕ теттĕм. А вăл мана пăрахса хулана тухса тарчĕ. Учителе вĕренет. Кайран ялах таврăнап тет-ха та, кам пĕлет вĕсене, çамрăксене. Тем шут вĕсен пуçĕнче? Юлашки вăхăтра питĕ улшăнчĕ çав. Чĕнсен те чĕнмест. Хам ачана хам ăнланми пултăм. Пĕчĕк чухне чарăнма пĕлмесĕр калаçатчĕ. Çитĕнсен çăварне çăрапа питĕрчĕ тейĕн: ăçта, кампа çӳрет — нимĕн те каламасть.

— Вĕсен ĕнтĕ халь хăйсен çулĕ. Пире анчах ан пăрахчăр. Таврăнать пулĕ-ха ялах.

— Пĕр çул каялла эс килсе кайнă хыççăн пушшех улшăнчĕ ачам. Ялан шута кайса ларать. Тем çырать. Пĕр сăмах калинччĕ амăшне. Çук, ашшĕ пек пулнă çав. Ашшĕ çапла ăшра мĕн пуррине нихçан та каламастчĕ. Мăн кăмăллăччĕ. Ывăлăм та çаплах. Ăшĕнче вут-çулăм пулсан та, пурте йĕркеллех тет.

— Çамрăк çынна хĕр кулянтармасть-и?

— Ман ывăла тиркекен хĕр мĕнле хĕр вара вăл?! Пурте пур ман ывăлăн: сăнĕ-пуçĕ те, кĕлетки-çурăмĕ те.

— Çаплине çапла та. Хăв та çамрăк пулнă вĕт, Лисук. Астăватăн-и вырăс Çерушне? Вĕсем пирĕн яла вербувкăпа свет юписем лартма килнĕччĕ. Мĕн чухлĕ ăшна çунтармарăн уншăн. Эсĕ те хитре хĕрччĕ вĕт. Вăл вара урăххине саврĕ.

Миша амăшĕ чĕнмерĕ. Ахăртнех, хăйĕн иртсе кайнă çамрăклăхне, юратăвне аса илчĕ.

Саврĕ те пăрахрĕ. Асăнмалăх ача çеç тыттарса хăварчĕ ăна.

— Сан ывăлун пуçне те хĕр пăтратать. Пуриншĕн те телейлĕ килмест-çке юрату. Этем хăй шăпипе хăй те хуçа мар тепĕр чух.

— Анук, — тантăшне алăран тытрĕ Лисук, — вырăс Çергейĕ ача çуралассине пĕлсен ялтан тухса тарнине пĕлетĕп-ха эп, Лени çинчен те илтнĕ. Ара, хĕрĕ ăçта вĕсен?

— Вăл Шупашкарта, учитель пулма вĕренет, — ăшшăн çуталчĕç Анна аппа куçĕсем Тамара ятне илтсен.

— Хĕрĕ те амăшĕ пекех якăлти пуль? Лена хĕр чухне вĕçкĕнленме, хăй хитрипе мухтанма юрататчĕ.

— Хитрипе амăшĕнчен те ирттерет. Анчах кăмăлĕпе ăна хывман. Вăл сăпайлă хĕр. Ун амăшĕ çемьере пĕр ача пулнă пирки çапла ачаш ӳсрĕ. Чи лайăх кĕпе, атă-пушмак унччĕ. Нимĕн те шеллеместчĕç ашшĕпе амăшĕ хĕрĕшĕн. Астăватăн пуль, эпир уйра тыр выратпăр, вăл пасарсем тăрăх çӳретчĕ.

— Астумасăр. Ялти чи чаплă каччăсем те унахчĕ. Вырăс Сергейне те манран вăлах туртса илчĕ. Ашшĕпе амăшне те вăлах пĕтерчĕ: чăтаймарĕç вĕсем хĕрĕ кăтартнă мăшкăла — вăхăтсăр çĕре кĕчĕç.

— Тамара пачах урăхла. Вăл нушара ӳсрĕ. Нушара ӳснĕ çын вĕçкĕн пулмасть. Хам хĕр пекех юратап эп ăна.

— Лени ăçта-ши?

Анук чĕнмерĕ. Çак ыйтăва ăна Лисук мар, Тамара панă пек туйăнчĕ. Икĕ çул ĕнтĕ вăл унран хăрать. Анчах шăпаран тараймăн.

— Вилнĕ вăл.

— Епле... вилнĕ?

— Çаплах. Икĕ çул каялла тăванĕсене шыраса пирĕн яла милици килнĕччĕ. Ульяновск облаçĕнчи пĕр хулара пурăннă тет-и? Виçĕ кун ĕçе тухманнине сиссен çынсем кайса пăхаççĕ те виллине тупаççĕ. Милици калать, хытă ĕçетчĕ тет. Ӳсĕрпе эрех вырăнне хлурухвус ĕçнĕ тет.

— Хĕрĕ пĕлет-и кун çинчен?

— Пĕлмест. Çырупа çырмалли хыпар мар. Усал пулсан та амăшех. Кĕтет ăна Тамарик. Университет пĕтерсен ĕçлесе укçа пухатăп та тĕнче тăрăх аннене шырама тухса каятăп тет. Çавах тупатăп тет. Вилнĕ вăл тесе çырма алă çĕкленмест. Вихтăр та тăхта тет.

— Çăмăл пурнăç шырарĕ çав Лена. Эрехе пулах пуçне çирĕ. Мĕнле-ха эс мана кун çинчен халь тин калан?

— Пĕр çул каяллах килнĕччĕ ун пирки санпа канашлама. Ун чухне ывăлу пурччĕ те — шарламарăм. Хальхи çамрăксем вĕсем сăмах тытма пĕлмеççĕ те. Тамара хăлхине кĕресрен хăрарăм. Ахаль те ывăлу ун çинчен питĕ тĕпчесе ыйтса пĕлчĕ. Сирĕн пата хăнана килнĕ хĕр кам хĕрĕ вăл тет. Ман юлташ интересленет тет.

— Çапах та пĕлтермеллех сан кун çинчен хĕрне. Пуш шанчăкпа ан пурăнтăр.

— Пушă пулсан та шанчăк-çке.

Чылайччен калаçрĕç икĕ тантăш. Ĕлĕкхисене аса илчĕç. Лисук аппа ывăлĕ çыру сайра хутра çеç çырнăшăн пăшăрханчĕ. Анна аппа сăмах майăн Мишăпа Тамара илемлĕ мăшăр пуласси пирки асăнчĕ. Лисук: «Вăл хĕр çинчен ан та асăн, улми йывăççинчен аякка ӳкмест», — тесе сăмаха урăххи çине пăрчĕ.

 

Паян виççĕмĕш курсра вĕренекенсен хĕллехи сессийĕн юлашки экзаменĕ. Чăваш литература кафедрин заведующийĕ, Андрей Иванович Одинцов, студентсен пĕлĕвне тĕрĕслет. Вĕренекенсем пуçĕсене чикнĕ те тетрачĕсем çине тăрăшсах çыраççĕ. Хатĕрленӳ вăхăчĕ иртсен профессор студентсене пĕрин хыççăн теприне доска умне кăларма пуçларĕ.

Тамара тахçанах хатĕр. Вăл литературăна питĕ юратать. Пĕр-пĕр писатель е ун произведенийĕ çинчен çĕр варринче тăратса ыйтсан та пĕр такăнмасăр каласа пама пултарать. Халĕ те профессор хăйне чĕнессе чăтăмсăррăн кĕтсе ларать. Кăштах пăлханать.

— Петрова, эс хатĕр-им? — студентка çырмасăр ларнине курса ыйтать Андрей Иванович.

— Хатĕр.

Тамара çирĕп утăмсемпе утать. Билетне вĕрентекен умне хурать те çырни çине пăхмасăрах калаçма пуçлать.

— Николай Терентьевич Терентьев — чăвашсен паллă драматургĕ.

Профессор тимлесех итлет. Çак студентка чăваш литературине аван пĕлнине, ăна юратнине туять вăл. Ахальтен-и, профессор хаяр критикне пĕлсех, ун патĕнче диплом ĕçĕ çырма килĕшрĕ.

— Сан тата каламалли пур-и? — ыйтрĕ профессор Тамара калаçма чарăнсан.

— Мана «Хумсем çырана çапаççĕ» драма вĕçленмен пек туйăнать. Шухăшсем малалла чĕнеççĕ.

— Тĕрĕс. Николай Терентьевич ку пьесăна малалла çырасшăн. Вăл çак ĕçе çывăх вăхăтрах вĕçлемелле, ун чухне малалла калаçăпăр санпа, Петрова. Парăр-ха зачеткăра, — тет те Тамара зачетки çине «питĕ лайăх» тесе çырса хурать.

Пĕрремĕш курсра вĕренекенсен те паян юлашки экзамен. Чăваш çĕршывĕн историйĕ çинчен калаçрĕç студентсем. Экзамен вĕçленнĕ хыççăн Мишасен ушкăнĕ апат çиме кайрĕ.

— Фу, аранах пĕтрĕç ку экзаменсем, йăлăхтарсах çитерчĕç, — терĕ Коля урама тухсан.

Коля студентсем хушшинче сурăх кĕтĕвне ăнсăртран лекнĕ кашкăр пекех туять хăйне. Вăтам шкул пĕтерсен вăл завода ĕçлеме кайнăччĕ. Анчах амăшĕ пĕртен-пĕр тĕпренчĕкĕ алла шкул аттестатне çеç илнипе çырлахмарĕ: аслă пĕлӳллĕ тăвасшăн пулчĕ. Кольăна, вăтам шкулне те аран-аран пĕтернĕскере, студент кĕнекине алла илме çăмăлах пулмарĕ. Виçĕ çул тăрмашрĕ строительсен факультетне вĕренме кĕрес тесе — усси пулмарĕ. Юлашкинчен амăшĕн те чăтăмĕ пĕтрĕ пулас: тахçан пĕрле вĕреннĕ юлташĕсем патне тухса утрĕ. Паллакансем пулăшнипе Коля та студентсен ретне тăчĕ.

— Мĕн йăлăхтарни, эс экзаменсем вăхăтĕнче те пӳртре пăчăхса лармарăн пулас-ха, — шӳтлерĕ Саша.

— Ухмах штоль эп çирĕм пиллĕкрех тăват стена хураллама, — ихĕлтетрĕ Коля. — Эп пĕрех яла таврăнмастăп. А чăваш уйрăмне пĕтерекенсене пурне те çавах яла яраççĕ. Анне: «Диплом пулсан не пропадем», — тет. Пĕр-пĕр завода вырнаçтарĕ-ха ĕçлеме. Папаша ман районта пысăк шишка.

— Кам пулса? Эппин, мĕншĕн вĕренетĕн? — Коля хăйсенчен тăрăхланине тӳссе тăраймарĕ Миша та. — Сан вырăна урăххи кĕретчĕ. Вĕренме кĕме экзаменсем тытнă чух мĕн чухлĕ пултаруллă ачаччĕ пирĕн хушăра. Вĕсем хушшинче чăвашăн пулас Пушкинĕсем те пурччĕ пулĕ. Сан пек, ăнсăртран килсе çакланнă шăна-пăван пеккисем, алла алă çунипе кĕрсе каяççĕ те — вĕсен каялла яла таврăнма лекет.

Коля тарăхса кайрĕ. Вăл ахаль те хĕсĕк куçне хĕссе Миша çине çăтса ярас пек пăхрĕ. Анчах лешĕн чăмăртанă чышкине курсан каялла чакрĕ.

— Эс... мĕн? Эп айăп-лă мар... анне ăна, — текелесе студентсенчен аяккалла пăрăнса утрĕ.

— Çав кирлĕ ăна, — савăнчĕç ыттисем те. — Яланах пĕр юрă ун: укçа нумай ĕçлесе илесси тата хĕрсем.

— Хăй камне пĕлмест, пурне те тиркет. Группа пухăвĕнче сӳтсе явас ăна.

— Пур çав ун йышши этемсем; сăмси çинчине курмаççĕ, аякрине асăрхаççĕ.

Яшсем шавлăн калаçса университетăн тĕп корпусне апатланма кĕчĕç. Коля çеç вĕсем патне çывăха пыма шикленсе аякра утса пычĕ.

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Геннадий (2022-01-14 10:56:27):

Лайăх вуланать , чĕрĕ ӳкерчĕксем .

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: