Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?..
Шупашкартан Элĕке çӳрекен юлашки автобуспа яла таврăнакан Тамара таврана каçхи сĕм çапнине сăнаса пынă май самаях пăшăрханчĕ. Автобус çинчен ансан яла çитиччен тепĕр çичĕ çухрăм вăрман витĕр утмалла. Тамара вара кăнтăр кунĕнче те вăрманта пĕччен çӳреме шикленет. Çавăнпа та çул çинче çынсем автобуса чарма алă çĕкленине курмассерен хĕр чĕри пăлханса тапать, вĕсем хушшинче хăйсен ялĕнчисене шырать.
Тамара Петрова университетра историпе филологи факультечĕн чăваш уйрăмĕнче вĕренет. Вăл йăрăс пӳллĕ те çаврака питлĕ хĕр, хулăн та вăрăм хура çӳçне пуçĕ тавра кăшăл туса çыхма юратать.
— Элĕке çитрĕмĕр! Анăр камăн анмалла, пирĕн инçе каймалла, — автобус вокзал умне çитсе чарăнсан шӳтлерĕ шофер.
Пурте çывăх кунта Тамарăна; вăл кăшт авăнарах тăракан куç харшисем айĕнчи кăвак куçĕсемпе кивĕ вокзал çуртне тинкерчĕ, тавралла ларса тухнă кивĕ пӳртсем ăна ачалăха аса илтерчĕç. Вокзалран анаталла вырнаçнă урампа кăшт утсан — вĕсен аякри тăванĕ пурăнакан çурт. Унта çĕр выртма та шутларĕ хĕр. Анчах Эрхип куккăшĕн ывăлĕ вилсен инкĕшĕ тепре качча тухнине аса илчĕ те алăри дипломатне çирĕп чăмăртаса Кивкасалла утрĕ.
Шиклĕ пулин те аван хулари пăчă сывлăш хыççăн çурхи вăрманпа утма. Вăл аякран çеç хуран курăнать. Патнерех пыратăн та — унта та кунта йывăçсем çулçă кăларма пуçланине асăрхатăн. Вăрманта юр ирĕлсе пĕтмен-ха, анчах çеçпĕл чечекĕсем шăтнă та ĕнтĕ. Вĕсем юр тĕмескисем çумĕнче пушшех те чечен, илемлĕ курăнаççĕ. Вĕсен шăрши Тамарăн шĕвĕр вĕçлĕ те тӳрĕ сăмсине кăтăклать, «курсам мана» тенĕ пек, хăй патне туртать. Хĕр чечек патнелле утрĕ, çӳхе тути ăшшăн кулчĕ. Тамара чечеке татма хатĕрленнĕччĕ çеç — сасартăк аллине такам тытса чарнăн хытса ларчĕ.
— Çук, татмастăп, хăв илемӳпе мана çеç мар, ыттисене те савăнтар, — сасăпах калаçрĕ хĕр.
Çурхи вăрман Тамарăна хăйĕн çамрăклăхне аса илтерчĕ. Вăл та шăпах çеçкене ларнă: çирĕм тултарчĕ. Анчах йывăçсем кашни çулах çеçкене лараççĕ, çĕнĕрен ешереççĕ. Этемĕн вара çамрăклăх пĕрре çеç. Нумай çын ăна каялла тавăрасшăн нимĕн те шеллемен пулĕччĕ, анчах... çутçанталăкăн саккунĕ урăхла. Çавăнпа пурнăçран мĕн илме пултарнине илме ĕлкĕрес пулать, яланах пурнăç уттипе утмалла, шавлă юхăмра пулмалла. Çакăн пек тĕллевпе пурăнать хĕр. Ун хăйĕн тăван халăхĕшĕн, ял çыннисемшĕн мĕнле те пулин усăллă ĕç тăвас килет. Анчах мĕнле ĕç — ăна халлĕхе хĕр пĕлмест-ха. Унăн пĕр тĕллев — университет пĕтерсе çамрăк ăрăва тăван чĕлхене юратма вĕрентесси.
— Эй, пике, ăçталла çул тытан? Пирĕн яла мар пулĕ те? — хĕре шухăшран вăратрĕ хулăн сасă.
Тамара умĕнче сĕт турттаракан машина иккен. Шоферĕ, çăра кăтра çӳçлĕ каччă, хĕр çине куçне хĕссе, куларах пăхать.
— Эп кунти çынсене пурне те паллап, сана вара пĕрре те курман.
— Эп ку тăрăхра ӳсмен, ман анне кунтисем, — пуçне пăрчĕ Тамара.
— Атя лартса каям. Атту пирĕн вăрманта кашкăрсем йышлă чупаççĕ, тытса çийĕç тата.
Вăрмантан тухсан Тамара куçĕ умне Кивкас ялĕ тухса тăчĕ. Хĕр чĕри хăвăрттăн тапма пуçларĕ.
— Мĕн, кам патне кĕмеллине пĕлместĕн-им? — хĕре шартах сиктерчĕ йĕкĕт сасси. — Атя хамăр пата, эпир аннепе иксĕмĕрех пурăнатпăр.
Тамара йĕкĕт çине хăвăрттăн куç ывăтрĕ. Ун çак шӳт ăстине тӳрккес сăмахпа тавăрас килчĕ, анчах хăй çине пăхакан хура ăшă куçсене курсан пуçне усрĕ. Сăмах хушмасăрах урампа анаталла утрĕ.
— Кам хĕрĕ пулчĕ ку? — илтрĕ вăл кĕтӳ кĕртекен хĕрарăмсен сассине.
— Палламарăм, кам патне те пулин хăнана килет пулĕ.
Хăйне ялта палламаншăн кӳренмерĕ хĕр: ялтан тухса кайнă чухне вунă çулта çеç пулнă-çке-ха. Тамара хăй те хĕрарăмсене сăнран çеç астăвать, ячĕсене маннă.
— Тамара пулмарĕ-и ку? Тамара, эпĕ ку, Анна аппу, палламарăн-им?
Хĕр каялла çаврăнса пăхрĕ те хăй умĕнче амăшĕн хĕр тусĕ, уншăн чи çывăх çын тăнине асăрхарĕ.
— Анна аппа, манман-и эсĕ мана?
— Ăçтан манас-ха ман сана, хĕрĕм. Сан çинчен аса илмен кун та пулман ман. Утту аннӳн пек сан, никампа пăтраштармăн. Çаврăн-ха, пăхам сан çине. Епле ӳссе кайнă, чăн-чăн пирĕшти. Атя ман пата, калаçар чун каниччен. Çыру мĕн вăл, унта пурне те çыраймăн.
Анна аппа пĕр чарăнми калаçса хĕре хулран çавăтрĕ те килĕ еннелле утрĕ. Ăллăран иртнĕ пулин те вăр-вар çӳрет Анна аппа. Хĕр хывăнса ĕлкĕриччен сĕтел çине тĕрлĕ апат-çимĕç лартрĕ. Килкартинче выльăх-чĕрлĕх йышлă пулнине те асăрхарĕ Тамара. Колхозра та хисеплисен йышĕнче пулас: стена çинче темиçе Хисеп грамоти. Тутăр айне пытанмасăр юлнă шурă çӳç пайăркисем вăл сахал мар хура-шур курнине аса илтереççĕ.
— Çул çинче ывăнтăн та пулĕ-ха, тен, кăшт канса илĕн?
— Çывăрма иртерех-ха, Анна аппа, — пӳртри сăнӳкерчĕксене сăнанă май хуравларĕ Тамара.
Тăватă ывăл ӳстерчĕç вĕсем Викторпа иккĕшĕ. Хĕршĕнччĕ те — кĕтсе илеймерĕç. Çавăнпа кӳршĕ хĕрне хăйсен пекех пăхрĕç.
— Эсĕ килти пекех пул, — хĕр шухăшне пĕлнĕ пекех калаçрĕ Анна аппа. — Кĕçех пиччӳ ĕçрен таврăнать, пĕрле апатланăпăр.
Радио çур çĕр çитнине систерсе гимн юрласа ячĕ. Ял лăпкă ыйхăра ĕнтĕ. Икĕ чун çеç çывăрма шутламарĕç-ха. Вĕсем шухăш ытамне путса сĕтел çине чавсаланнă. Пӳртре шăп. Виктор ыйхă тĕлĕшĕпе калаçни çеç шăплăха татать.
— Пĕрре те пымарĕ-и вара сан пата?
— Çук, пымарĕ, — пăшăрханчĕ хĕр. — Ыттисем патне те сайра пыркалатчĕç тăванĕсем. Çыру та эп сирĕнтен çеç илеттĕм.
— Çамрăк чухне Лена пит чиперччĕ. Çав пĕтерчĕ те ĕнтĕ ăна. Аçу тухса тарнă хыççăн куляннипе ĕçме пуçларĕ. Пĕтмеллипех пĕтрĕ вара.
— Эп ăна кӳренместĕп. Анчах та ман вăл ăçтине пĕлесчĕ, калаçасчĕ унпа тăраниччен.
— Тупа ту тĕл пулмасть, çынпа çын тĕл пулать теççĕ.
— Темле çав.
Ирхине Тамара ял курмалла тесе урама тухрĕ. Вăл кунтан тухса кайнăранпа чылай улшăнусем пулнă. Анаткасалла утнă май хĕр чылай пӳрт чӳречине хăмапа çапнине асăрхарĕ. «Ăçта-ши вĕсен хуçисем? Нивушлĕ пурте вилсе пĕтнĕ?» — шухăшларĕ Тамара. Хăйсен килĕ пулнă вырăна çитсен хĕр пĕр вырăнта хытса тăчĕ. Ача чухнехине аса илтерекен пĕр япала та курмарĕ: пӳрчĕ никĕсĕ çĕрнĕрен ишĕлсе аннă, кукашшĕ лартнă улмуççисене выльăхсем хуçса пĕтернĕ, тавралла мăян, пиçенпе вĕлтрен курăкĕ чашкăрать. Кӳршисен нумай пулмасть купаласа лартнă илемлĕ çурт çумĕнче çак ишĕлчĕк питĕ тискеррĕн курăнать. Хĕр чĕри чĕпĕтсе, пăчăртанса ыратрĕ. Куç умне ачалăх кунĕсем, амăшĕ тухса тăчĕ. Вăл хĕрне хăйĕн кун-çулĕ çинчен нихăçан та каласа паман. Атте ăçта тесе ыйтсан — командировкăра тетчĕ. Тамара командировка мĕнне пĕлместчĕ пулин те ашшĕ таçта инçетре пулнине ăнланатчĕ. Вăл таврăнасса кĕтетчĕ.
— Ан кĕт ăна, — терĕ пĕррехинче амăшĕ хĕрĕ ялан чӳрече умĕнче ларнине курсан. — Вăл тухса тарнă, путсĕр çын вăл, сан аçу.
Астăвать-ха Тамара, амăшĕн ялан йĕнипе куçĕсем хĕп-хĕрлĕччĕ. Куляннипех ĕçме пуçларĕ. Юлташĕсемпе пухăнатчĕç те ирчченех кĕрлетчĕç. Кăнтăрла вара амăшĕ ялан пуç ыратнипе аптăратчĕ. Ыратнине чăтаймасăр тата тытса ĕçетчĕ.
— Ан ĕç-ха, анне, çынсенчен аван мар, — ӳпкелерĕ ăна пĕррехинче пĕчĕк хĕрĕ.
— Эс мана ан вĕрент. Çăмарти чăххине вĕрентмест. Аçу пекех путсĕр эсĕ, аннӳне хирĕç тăран, — çапма хатĕрленсе хĕрĕ патнелле угрĕ амăшĕ. — Ан ĕç теме пурте пĕлетĕр, анчах ман ăшра мĕн пуррине пĕлетĕр-и эсир? Çук, пĕлместĕр, ман ăшра вут çунать, пĕлетĕн-и çавна?
Тамара, амăшĕ халиччен кун пек тарăхнине курманскер, хăранипе чĕтреме пуçларĕ. Юрать-ха алăк умĕнче тăратчĕ — тухса тарма ĕлкĕрчĕ. Атту пулсан амăшĕ ывăтнă чашăк ăна пырса тиветчех.
Тулта сивĕ. Çынсем çывăраççĕ. Çӳхе кĕпепе çеç тухса тарнă Тамара шăннипе чĕтреме пуçларĕ. Пĕр ури çинчен тепĕр ури çине пусса ташлакаласа тăчĕ хĕр. Сивĕ çавах кĕлетке-çурăм тăрăх чупрĕ. Кӳрше каяс — амăшĕ ял тăрăх ят сарса çӳрен тесе вăрçĕ. Пӳрте кĕме хĕрача шикленчĕ.
— Самара! — хура мăкла ĕнине аса илчĕ вăл. — Ун çумĕнче ăшă.
Хĕрача шиклене-шиклене вите алăкне уçрĕ, аллипе хыпашласа ĕнене шыраса тупрĕ. Самара канлĕ выртма чăрмантаракан çине пăхса ĕнĕрлесе илчĕ. Пĕчĕк хуçине палласан — лăпланчĕ. Хĕрача ĕне çумне йăпшăнчĕ те канлĕ ыйха путрĕ.
Çакăн пек каçсем чылай пулнă Тамарикăн, Çуллахи вăхăтра аптрамастчĕ-ха: Самарăпа е Улайккапа пĕрле кĕрсе выртатчĕ. Пĕчĕк йыт çурийĕ вăл пынишĕн хавасчĕ. Хĕлле вара чăн-чăн асапчĕ. Амăшĕ ӳсĕррине курсанах мачча тăррине пытанатчĕ. Анчах шартлама сивĕ кунсенче мачча та ăшăтаймастчĕ ăна. Çиеле пиншаксем купаласа тултарсан та ӳте сивĕ чĕпĕтетчĕ.
— Ай, ачам, ытла начарланнă-çке эсĕ. Чирлемерĕн пулĕ те? — чарса тăратрĕ ăна пĕррехинче Анна аппăшĕ.
— Çук-çке, — пăрăнчĕ хĕрача унран.
— Çамку та вут пекех пĕçерет, тухтăр патне кай-ха, ачам.
— Аха, каяп, — терĕ те Тамарик килĕ еннелле чупрĕ.
Анчах паян та, ыран та тухтăр патне каясси пулмарĕ хĕрачан. Пуçĕ ыратнине шăла çыртса тӳсрĕ. Амăшĕ хăйĕнпе ăшшăн калаçасса, пуçран ачашласса кĕтрĕ. Анчах кĕтни кăлăхах пулчĕ: амăшĕ эрех лачакине кунсеренех путса пычĕ. Каçхине хăй пек ĕçекен хĕрарăмсене пухса килет те хĕрне пӳртрен кăларса ярать, алăкне питĕрет. Сасси çĕтсе ларичченех йĕрет кун пек чухне Тамарик. Пĕтĕм чунтан ĕсĕклесе йĕрет. Ир енне çеç тĕлĕрсе каять. Хăçанччен тӳсĕччĕ-ши вăл çак асапа Анна аппа пулмасан? Куç умне амăшĕпе хирĕçнĕ юлашки каç тухса тăчĕ.
... Хĕвел аннă. Тамарик, яланхи пекех, выльăхсене тăрантарса витене хупрĕ, ĕнине суса сĕтне таса чӳлмеке ячĕ. Унтан сумкинчен кĕнекисене кăларса сĕтел çине хучĕ. Чи малтан хăйĕн юратнă кĕнекине — тăван литература учебникне алла тытрĕ.
— Унтри, — сасăпах вуларĕ вăл.
Темшĕн ăна çак Унтри шăпи хăй шăпи евĕрлĕ туйăнать. Анчах вăл тăлăх ача пулнă. Унăн вара ашшĕ те, амăшĕ те пур. Хĕрача шухăша путать. Унтан вăл пĕр кĕтмен çĕртен кĕнчелеççи илет те ун çине хăпарса ларать. Арласа пĕтереймен çăма аллипе шăлать, ачаш сăмахсем калама пуçлать. Алăри йĕкине çăм çине тăрăнтарать те хăйне ыталанă пек туса хулпуççийĕ çине хурать.
— Ой-ой, Тамарикăм эсĕ ман, епле ӳссе кайнă. Чиперукăм, ĕçченĕмçĕм, пуканеçĕм эсĕ ман, — хăй пĕлнĕ çепĕç сăмахсене асăнать Тамарик.
— Эй, анчăк çури, пур-и эс килте?! — хаяр сасă шартах сиктерчĕ хĕре. — Каллех таçта тухса чупнă пулĕ-ха!
Пӳрте амăшĕпе пĕрле икĕ хĕрарăм тата палламан арçынсем кĕрсе тăчĕç. Тамарик чĕтреме ерчĕ, хăранипе кĕнчелеççине те вырăнне кайса хума манчĕ.
— Çак-и сан шĕпĕнӳ, Лена? — ыйтрĕ хĕрарăмсенчен пĕри.
— Çак, собченнăй персоной, — хĕрача амăшĕ тайкаланнине туйрĕ.
— Анне...
— Эс, путсĕр ача, мана хирĕç чĕнме-и?! Кай тухса пӳртрен, пирĕн паян кунта пир пулать. Пир на весь мир!
Çав хушăра тепĕр хĕрарăмĕ сĕтел çинчи кĕнекесене чавсипе шăлса урайнелле ывăтрĕ те сумкинчен кăлпасси, консервă, пулă, тĕрлĕ пахчаçимĕç кăларса хучĕ. Арçынĕ эрех кĕленчисене вырнаçтарчĕ. Тамарикăн сĕтел çинчи апат-çимĕçе курсан çăвара шыв килчĕ.
— Анне, ман ырана валли уроксене хатĕрленмелле.
— Эсĕ халĕ те кунта-и-ха?! Миçе каламалла сана марш кунтан тесе!
— Çап ăна, хĕне, амăшне хирĕç чĕнме хăйнă ан пултăр! — хĕтĕртрĕ пĕрле килнĕ хĕрарăмсенчен пĕри. — Тути çинчен амăш сĕчĕ типмен — хирĕç тăрать.
Амăшне çакă кăна кирлĕ пулнă тейĕн. Вăл кĕнчелеççине ярса илчĕ те хĕрне ăçтан килчĕ унтан çапма пуçларĕ.
— Анне, ан хĕне тархасшăн, эпĕ хамах каятăп, — йăлăнчĕ Тамарик.
Анчах урса кайнă амăшĕ хĕрĕн хурлăхлă сассине илтмерĕ. Хăйĕн пурнăçĕ ăнманнишĕн Тамарик айăплă пек хĕнерĕ те хĕнерĕ ăна. Хĕрача тăнне çухатрĕ.
— Ăçта çухалчĕ-ши ку тетĕп, — Тамарăна шухăш ытамĕнчен вăратрĕ хыçри сасă. — Кăнтăрла иртрĕ вĕт, эс çаплах çук. Э-эй, эс йĕретĕн тем.
— Эп, Анна аппа, çав хăрушă каçа асилтĕм-ха. Мĕнле-ха мана ун чухне тăван анне çапла хĕнеме пултарчĕ? Мĕн айăпа кĕнĕ эп ун умĕнче? Хам çак çĕр çине çуралнăшăн айăплă мар-çке эпĕ, — хурланчĕ Тамара. — Ун чухне кĕлеткем ыратрĕ, халь чун ыратать.
— Ан та кала-ха, хĕрĕм. Тем чун сиснĕ пекех ыйхă килмерĕ çав каç. Аннӳ темĕнле палламан çынсемпе килнине куртăм. Урама тухса пăхам-ха терĕм. Сирĕн тĕле çитсен эс нăйкăшнине илтрĕм. Эп малтан йытă тесе. Патне пырса пăхрăм та — эс выртан. Çара уран, питӳ-куçу юнпа вараланса пĕтнĕ. Пуçна темиçе çĕртен те шăтарнăччĕ вĕт, ачам.
— Мĕншĕн çуратнă вăл мана? Эп уншăн ытлашши пулнă-çке.
— Эс пурне те асра ан тыт, хĕрĕм. Иртни иртнипе пултăр, эс пуласси çинчен шутла.
— Çук, Анна аппа, иртни нихăçан та манăçмасть. Вăл ман чуна кĕшĕклет.
* * *
Миша ĕç пĕтерсен машинине гаража лартрĕ те çăвăнмалли пӳлĕме утрĕ. Вăл Кивкас ялĕпе юнашар вырнаçнă Çĕньял ялĕнчен. Кăçал çеç çар службинчен таврăнчĕ пулин те колхоз председателĕ ăна çĕнĕ машина шанса пачĕ.
— Теприне пулсан парас çук-ха, — терĕ Иван Кузьмич Миронов. — Арлан йăхĕнче кахал çын çуккине пĕлетĕп эп. Аçу пекех тирпейлĕ тыт машина, салтак.
Савăнсах килĕшрĕ Миша колхоз сĕтне район центрне турттарма. Икĕ çул иртрĕ унтанпа — Мишăн машини чăхăмлани пулман-ха. Председатель те кашни пухурах асăнать йĕкĕт ятне. Ыттисене унран тĕслĕх илме сĕнет.
— Анне, эп кӳршĕ яла кино курма каям-ха. Эс мана ан кĕт, выртса çывăр, — тумланнă май калаçрĕ Миша.
Миша амăшĕ, Лиза аппа, аллăран иртнĕ. Пĕчченех ӳстерет ывăлне: ашшĕ, пуç ыратнипе аптăраканскер, виçĕ çул каяллах çĕре кĕнĕ. Качча илес текенсем те сахал мар пулчĕç ăна, тăпкам хĕрарăма. Анчах ачисене урăх çынна атте тесе чĕнтерес килмерĕ ун. Кĕçĕнни те ун чухне юлашки çул шкулта вĕренетчĕ те.
— Кинона хамăр ялта та кăтартмаççĕ-и вара?
— Кивкасра интереслĕреххи, анне.
— Киношăнах сĕлкĕш çăрса утатăн-ши? Урăх сăлтав мар-ши кунта? — тăрăхларах пичĕ çинче кулă ялкăшрĕ Лиза аппан. — Авлан-ха пĕрех хут, килте каçсерен эп те пĕччен лармăттăм.
— Авланатăп, анне, хĕрĕ тупăнтăр çеç.
Миша васкамасăр Кивкас еннелле утать. Çăлтăрсем çине пăхса шăхăркалать. Кӳршĕ яла вăл кино пĕтнĕ тĕле çитесшĕн. Клубран тухакан яшсемпе хĕрсене сăнама меллĕ ун чухне: эсĕ пурне те куратăн, сана вара никам та курмасть. Курмаллах ун ĕнерхи пикене, тупмаллах ăна. Чунра вут хыптарнă хĕр камне пĕлмеллех. Анчах куçĕсем ыратиччен пăхсан та çул çинче тĕл пулнă хĕре асăрхамарĕ. «Каялла хулана кайнă-ши? Анчах пурпĕрех шыраса тупатăп сана. Шыраман кĕтес хăвармастăп — тупатăп», — шухăшларĕ каччă. Миша пуçне усса ялĕ еннелле утрĕ. Çурхи каç кичеммĕн туйăнчĕ ăна.
Каçхи апат хыççăн Тамарăн та пӳртре ларас килмерĕ. Ун пĕччен пулас килчĕ. Пĕччен чухне шухăшлама аван: никам та чăрмантармасть сăмах хушса.
— Эп, Анна аппа, уçăлса çӳрем-ха. Ĕнертенпе ял сывлăшĕпе сывласа тăранаймастăп.
Хĕр хулăн çивĕчĕсене хулпуççи урлă ывăтрĕ. Хăй килĕштерекен кĕрен тутăрне пĕркĕнсе урама тухрĕ.
Питĕ илемлĕ ялта. Тӳпери çăлтăрсем, симĕс курăк, чечексен шăрши чуна хумхантарать. Тамара пӳрт умĕнчи тенкел çине ларчĕ. Ăна тахçанах Женя, Анна аппан кĕçĕн ывăлĕ, ăсталанăччĕ. Питĕ туслă ӳсрĕç вĕсем унпа. Ялан пĕрлеччĕ. Варлă тетчĕç вĕсем пирки тантăшсем. Халĕ Женя çар службинче. Пограничник. Хушăран Тамара патне çыру та çыркалать. Анна аппан аслă ывăлĕсем çинчен те пĕлчĕ вăл паян. Вĕсем те ăна ача чухне килĕштеретчĕç. Ун валли теттесем ăсталатчĕç. Улатăрти ачасен çуртне леçнĕ чухне те Георгипе Юра район центрне çитиех пычĕç. Тамарика автобус çине лартнине курсан йĕрсе ячĕç. Анна аппа вĕсене хăй çумне çупăрларĕ. Çавăн чухне хĕрача чĕри пĕрремĕш хутчен кĕвĕçӳпе тулчĕ. Вăл Георгипе Юрăна ăмсанчĕ, хăйĕн вĕсем вырăнĕнче пулас килчĕ. Анчах ăна нихăçан та, никам та Анна аппа ывăлĕсене ыталанă пек ыталас çук. Халĕ вĕсем иккĕшĕ те авланнă ĕнтĕ, хулара пурăнаççĕ.
Геннадий (2022-01-14 10:56:27):
Лайăх вуланать , чĕрĕ ӳкерчĕксем .