Волков.Йăнăшсене тупмалла малтан. Йăнăш тесе йăнăшни аргумент мар. Çĕнни нимĕн те çук тени те йăнăшни кăна. Хирĕçле каллех аргуменсем çукран. Малтан пин ушкуйник тăрăха тустарса тухма пултарнă пулсан,кĕске вăхăтрах çар ĕçĕ вăйланни ,Турцинчи янычар çарĕнчи терминсем вырăнта ăнсăртаран тухни,янычарсем ярса памы ыйтни те аргументсем. Шутласа пăхăр малтан,тиркиччен. Турцинче,Крымра Субаш-кунта Шупашкар. Турцинче Эдирне кунта Етĕрне,унта янычар,кунта çармăс,унта курды кунта пушкăрт,унтах чаушсем кунта чăвашсем. Унта та кунта та АННЕ. Чăваш çĕрне Турци евĕр "майласа" Хусан ханĕсем султанран пулăшу кĕтнĕ. Çар реформи тунă,çарне янычарсен майĕпе тăвас тенĕ,çавăнпах унти терминсем те хăвăрт çирĕпленнĕ.
Кăшт та пулсан хăтасем уйласа пăхăр-халĕ: пур тюрксен халапĕсенче хура каччă, хура хĕр,, чăвашсен сарă качччă сарă хĕр. Тен, çакă сире нимĕн те каламасть? Эсир хăвăр та ăнкартмастăр пулас...
Чăвашсен ытларах сарă хĕр,сарă каччă мар. Сарăрах çÿçлисем ытларах"финсем" ,чăвашсем хушшинче сайра пулнăран хаклă пулнă ĕнте саррисем. Ытти "тюрксем"саррисенчен ытла та катара пулнă. Сарри сапаланчăк тенине ильтнĕ.
Тĕрĕс, скандинавсен таврашĕнче ытларах сарă çÿçлисем. Анчах та темшĕн халăхсен ашшĕ хыççăн кайса, чăвашсем тюрксем теме тăрăшаççĕ пурте. Мĕн ĕмĕр тăршшĕне Раççей патшалăхĕ вырăнĕнче ск андинавсем пулнă, тюрксем вара Ылтăн Уртапа килеççĕ. Конунг Аскольд çинчен никам илтмен тейĕн. Аскольдпа Дир йĕркелесе яраççĕ Раççей патшалăхне. Эсир вара пурте историйе çĕнĕлле çырма пăхатăр...
Тĕрĕс паллах,анчах та чăвашсем хушшинче "çармăсран" куçнисем сахал мар. Вырăссем,тутарсем хушшинче те çавах.Аскольдченех малтан Русский Каганат пулнине ан манăр.Унта болгарсемпе алансем ытларах пулнă. Призвание варягов тени те суя кăна пулма пултарни çинчен шутлăр. Киеври болгарсене боляре тенĕ,болгарсем те хăйсене билер тенĕ. Владимир тени те Улатимĕр ятлă пулма пултарнă. Фодлан çырунчи ислам тĕнне йăшăнманнисем те чăвашсен аслашĕсем пулман.Вĕсем пиншер çухрăмара катара пулнă. Ĕлĕкхи Аслă Болгар çĕрĕнчех юлнисем Атăл çине куçас темен. Масштабне юри пĕчĕклетне Фодлан çырнине тĕпчекеннисем . Вырăс историне çырма вырăн ытларах хатĕрлемелле пулнă. Ытларах пайне роман çырнă пек хатĕрленĕ,хушса шутласа кăларса. Çавăнпа та паян истроине çĕнĕлле пăхасран хăраса тăраççĕ. "Зачем трогать ,тĕрĕс пулмасан та" тенисене доктор науксенчен те ильткеленĕ.
Пĕр вăхăт халăхсен генетикине тĕпчеме тытăнчĕç. Паян кун чарса лартрĕç теме пулать. Сăлтавĕ- тĕпчевсем историнче çырнипе хирĕçле пулса тухнинче. Вырăссем ытларах "финсем",хусан тутарсем те çавах,ытти тутарсенчен уйрăм. Чăвашсен уйрăмлăхĕ-вĕсен хушшинче айкăран кильнĕ çынсем чылай; Кавказран,Балканран,Малти Азипе кăнтăр Европăран. Çав янычарсен шкулĕсене пухнă вырăнсемпе пĕрешкельтерех килет. Истори кĕнекисенче çырнине ĕненекенсем сахалланса пыма пÿçларĕç. Суйнине пытарма йăвăртарах пулса пырать.