Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +1.3 °C
Любви не утаишь...
(А.С. Пушкин)
 

Статьи

 
 

Чаще других пишут

 

494 запись
 
 
Тимӗр Акташ
43 запись
 
 
 
Vladimir_Nikolaev
14 запись
 
 
 
 

Ниме. Ӑҫта вӑл ҫухалнӑ? Ӑҫта ӑна шырамалла?

 

Пурнӑҫ пӗр вырӑнта тӑмасть ҫав. Вӑхӑт иртнӗ ҫемӗн йӑласем майӗпен ҫухалса пыраҫҫӗ. Ҫухалаҫҫӗ тесен те тӗрӗсех мар-тӑр? Иртнӗ кунра юлаҫҫӗ темелле пуль. Чӑвашсен ниме текенни те паянхи кун иртнӗ куна юлчӗ пулас. Мӗншӗн? Ҫак ыйту мана кӑсӑклантарчӗ те ак мӗнле шухӑшсем патне ҫитрӗм.

Ниме текен йӑла, паллах, чӑваш культуринчи чи аваннисенчен пӗри шутланать. Пӗччен тӑвайман ӗҫе ушкӑнпа пурнӑҫласан, вӑл, малтан хӑйӗн калӑпӑшӗпе хӑратса тӑнӑскер, вӗҫленнӗ тӗле малтанхи пек йывӑр туйӑнмасть. Аван-и? Чӑн та чаплӑ йӑла. Анчах паянхи кун ӑҫта ҫухалчӗ-ха вӑл?

Сӑлтавӗ вара тӗрлӗрен. Чи витӗмли ман шутпа — халӑх ӗлӗкхи пек чухӑн пурӑнма пӑрахнинче. Ачалӑха аса илетӗп те — мӑлатук-пуртӑ таврашӗ те кашни килтех ҫукччӗ. Вӑрӑм пусма кирлӗ пулсан кӳрше утаттӑмӑр. Тата ытти те. Халь вара? Мӑлтукӗ кашнин пӗрер кӑна мар, пуртти иккӗ-виҫҫӗ. Вӑл кӑна мар, тӗрлӗ электроинструмент пурин те пур темелле. Шуруповерт текенни хӑшӗсен пӗрре кӑна мар. Ыттисем те сахал мар: электропӑчкӑ, электролобзик... Пурин те килӗнче бензопӑчкӑ пур темелле. Енчен те мотоҫавасене илес пулсан — ҫуллахи вӑхӑтра пирӗн ялта вӗсен сасси кӗрлесе кӑна тӑрать. Пӗр кӳрши курӑка тикӗслесе ҫитерет те — тепри пуҫлать. Ун хыҫҫӑн тепри пуҫлать… Ирӗн-каҫӑн: кӗр-кӗр-кӗр!..

Чухӑнлӑхран тухни тепӗр енчен те нимене пӗтерет. Ҫыннӑн укҫа пур пулсан вӑл чаплӑ маҫтӑра тара тытать. Тӗслӗх пек хамӑн тӑванах илес. Ман йӑмӑк штукатур ӗҫӗпе аппаланать. Тӑван ҫурт тӑвать те ним мар кайса пулӑшмалла пек. Анчах ҫурт тӑвакан тӑванӑн укҫи ҫителӗклӗ те вӑл ман йӑмӑк пек ахаль ӑстана чӗнесшӗн мар, чаплӑ тӑвакан ҫынна суйлать. Тепӗр енчен ӑна та ӑнланмалла: йӑмӑк пулӑшмалла туса парсан кӑлтӑк юлсан епле ыйтӑн? Чаплӑ ӑстана чӗнсен вара пахалӑх тӗлӗшӗнчен ҫирӗп ыйтма май пур.

Тепӗр сӑлтав: ҫын пурнӑҫне ҫӑмӑллатакан хатӗрсем йышланса пыни. Мотоҫавасем пирки каларӑм ӗнтӗ. Ҫавапа ҫулса нушаланнинчен самай ҫӑмӑллӑх кӳрет. Ҫавна май ӗҫе хӑвӑртрах тума май пур. Е бензопӑчкӑна илес. Енчен те унччен кил умне вутӑ пырса тӑксан ӑна касса-ваклама пит нумай вӑхӑт кирлӗ пулнӑ пулсан, бензопӑчкӑпа пӗчченех ним мар пӗр машшин горбуль касса тирпейлесе хума пулать. Пӑчкӑпа кас-ха… Иккӗн икӗ авӑрлипе («сана-мана» ятлипе) татсан та вӑхӑт сахал мар иртет. Бензопӑчкӑна вара бензин яр та, хатӗре тапрат та — пулчӗ те. Хӑйех касать тесен те йӑнӑш мар.

Ман шутпа виҫҫӗмӗш сӑлтав вӑл — халӑх куҫни. Пӗрисем яла пӑрахса хуланалла куҫаҫҫӗ (ҫавна май ялта сайра пулкалаҫҫӗ), теприсем хуласем ҫывӑхнелле туртӑнаҫҫӗ, виҫҫӗмӗшсем хула пурнӑҫӗнчен йӑлӑхса ялалла куҫаҫҫӗ. Ҫавна май ялти ҫынсем, пӗр-пӗрне лайӑх палламанран, пӗр-пӗринпе сахалтарах хутшӑнма пуҫлаҫҫӗ. Пирӗн урама илес пулсан — унашкал ҫынсем пайтах. Мӗн тӑвӑн? Ял хула ҫывӑхӗнче те, кунта куҫса килес текенсем пит йышлӑ. Вӑт ҫавна пула ӗнтӗ ял ҫыннисем пӗр-пӗринпе сахалтарах хутшӑнаҫҫӗ. Пӗр-пӗрне палламанран нимелле ӗҫлеме те вӗсен шухӑш ҫуралаймасть.

Тӑваттӑмӗш сӑлтав — яла хӑтлӑх кӗртессине ял халӑхӗ мар тӑвать, администрацире ларакан тӳре-шара. Енчен те малтан ялти ҫула, уй хапхине ял халӑхӗ пӗрле пухӑнса тунӑ пулсан — халь ку ӗҫе ял администрацийӗ пурнӑҫлать. Ку тӗлӗшпе ял администрацийӗ халӑха явӑҫтарас тесе хӑтланкалать-ха ӗнтӗ: тӗрлӗ йышши ӗҫ валли халӑхран укҫа-тенкӗ пухассине йӗркелеме пӑхать. Анчах халӑхӗ ҫав тери наянланса кайнӑ: вӑйпа пухсан кӑна укҫа уйӑрма вӑл хатӗр. Ара, ӗҫне ҫав-ҫавах пурнӑҫлӗҫ-ҫке... Ял урамӗнче ҫул сарма пухаҫҫӗ пулсан — ҫавах сарса парӗҫ-иҫ… Хамӑр урамра ҫак ӗҫ валли укҫа пухнинех аса илетӗп. Никамах та ытлашши укҫа хывмарӗ. Ҫулне вара сарса пачӗҫ. Халӑхӑн вара укҫа хывма сӑлтавӗ мӗнле ҫуралтӑр? Паллах, хамӑр ял тӑрӑхӗнчи тепӗр ялтах ҫавнашкал пухнӑ укҫан ытлашши юлнӑ пайӗпе тротуарсем сарчӗҫ. Шел те, ку сахал ҫынна шухӑша яма пултарать.

Паллах, ырӑ тӗслӗхсем те пур. Калӑпӑр, пирӗн ялти пӗр урамри асфальта халӑх хӑй сарчӗ — килӗрен укҫа пуҫтарса, ял администрацийӗ ку ӗҫе тӑвасса кӗтмесӗр (черет пысӑк вӗт…). Е тепӗр ялта, ман тӑвансем пурӑнаканнинче, ял халӑхӗ хӑйех, асфальт ҫула тӑвасса кӗтмесӗр, хӑйсемех укҫа пухса асфальт тӗпренчӗкне сарса тухрӗҫ. Машшинсем ҫавах кашни килте тенӗ пекех пур та лакӑмлӑ ҫулпа вӗсене чуптарасшӑн пулмарӗҫ вӗсем.

Пасар самани хӑйӗнпе пӗрле индивидуализма сӗтӗрсе килнине те манмалла мар пуль. 20–30 ҫул каяллахипе танлаштарсан паян кашни ыттисенчен уйрӑмтарах пурӑнать. Тӑванӗ-кӳршипе те сахалтарах хутшӑнать. Пӗр-пӗр ӗҫ хӑйне усӑ кӳрсен кӑна ӑна пурнӑҫлать, пурне те усӑ паракан ӗҫе ытлашшиех тӑвасшӑн мар. Тӗрӗссипе общество та темшӗн пурне те усӑ паракан ӗҫе хаклашӑнах мар. Ҫапла вара харкам ҫыннӑн унашкал ӗҫе пурнӑҫлама сӑлтавӗ те ҫук.

Апла пулин те, пирӗн ҫавах «пӗрлӗхре — вӑй» текен каларӑша манмалла мар. Обществӑшӑн ӗҫлесси чылай чухне пархатарсӑр пулсан та ку халӑха аталанма пулӑшать. Ӑна малалла илсе каяс тесен пирӗн ҫав-ҫавах пӗрлешме тивет. Уйрӑммӑн пулсан саланатпӑр кӑна. «Тӗнче каштине пӗччен йӑтаймӑн» текен чӑвашсен ваттисен сӑмахӗ пур. Питӗ ытарлӑ каланӑ — ҫак темӑн тӗшшине аван уҫса панӑ.

Пӗтӗмлетсе ҫапла каламалла пуль: пӗччен мар, пӗрле ӗҫлер. Нимелле тумалли ӗҫсем сахал мар пирӗн. «Атӑл.Тӑлмач» сайтӗнче эсир куҫарусене хаклама пултаратӑр (хаклавне пусмалла кӑна вӗт!); Common Voice сайтра чӑвашла пуплевӗшсене сасӑлама, е ыттисем сасӑланине хаклама; Google.Translate сервисра чӑвашла куҫарма, е куҫарнӑ тӗслӗхсене хаклама; «Терминсем» онлайн-канашлура чӑваш терминӗсене сӳтсе яма; «Википедин» чӑваш уйрӑмне пуянлатма тата ытти те. Ҫак ӗҫсене кам та пулин тӑвасса кӗтмесен, вӗсене хӑвӑр та хутшӑнсан вӗсем пурте самай хӑвӑртрах аталанса пырӗҫ. Вара ниме йӑли те манӑҫа тухмӗ.

Выдающийся переводчик чувашской литературы

Чӑваш халӑх сайчӗ — 17 ҫулта

«Чӑваш хӗрарамӗ» и «Хресчен сасси» закроют?

2022 ҫулталӑк пӗтӗмлетӗвӗ

Новые

20.03.2023 16:26«Эп чӑвашсене каҫса кайса юрататӑп…»

19.03.2023 14:43Две заметные выставки в культурной хронике Чебоксар и Чувашии

17.03.2023 12:45Санаторий «Малые соли»

15.03.2023 17:32Голограмма и Реальность Космического пространства и Человека

14.03.2023 13:31Эпир те газлӑ пултӑмӑр (2-мӗш пай)

13.03.2023 14:52Продажа микросхем

13.03.2023 12:51Скупка фотоаппаратов - как проходит, что принимают

13.03.2023 12:11Выгодно брать займ в МФО «Честное слово»

12.03.2023 13:36Эпир те газлӑ пултӑмӑр (1-мӗш пай)

10.03.2023 12:40Срочный выкуп квартир

Тематики

Часто комментируемые

4333Выдающийся переводчик чувашской литературы

1614Серебряный всадник

1356Улшӑнми токпа ӗҫлекен двигателе шутласа кӑларакан ҫинчен

1244Особенности работы мини-печей

1169Пичет машшинкисене туса кӑларма пуҫланӑранпа 150 ҫул ҫитнӗ

1154Аркаимский меридиан

1014Что такое спанбонд и какие у него основные характеристики и преимущества

726Теперь-то что, старик уже

645Как правильно создавать карточки на Wildberries (Валдберис) и что делать после

644Ниме. Ӑҫта вӑл ҫухалнӑ? Ӑҫта ӑна шырамалла?

Orphus

Баннеры

Счетчики

0 Флудильня (чат)