Микула, Аскольд вара мĕскер коган пулман-и е? Историе эсир çеç мар, эпир те тишкĕретпĕр, ун-кун вулатпăр, доктор степенĕсене тивĕçмен пулсан та. Доктор степенĕсене тивĕçнисемех Петербургра Маннергейма асăну хăми çаптарнăччĕ астăвасса.
Повесть Временных лет тенине 18 ĕмĕрте кăна çырса панă тесе те калаççĕ. Паянхи тĕслĕх "Джахфар Тарихи" . Аскольд ятлă ял паян çук пулсан акапасаршăн Аскольд тени пачах пулман.
Микул, пĕлместĕп çав, хăшне шухăшласа кăларнă Эсир çук япалана сÿтсе явнине е пур тĕнчери ăсчахсем асăннă конунгсем-и? Кунта пурте эсир наука дохтурĕсем те кандидачĕсем. Пĕр истори дохтурĕ Петербурхра Маннергейма асăну хăми çаптарнăччĕ ĕнтĕ, астăвасса. Сирĕн пурин те пĕлÿ çав таран, çитмĕл çул каярах пулнă ĕç-пуçа астÿмасан, ăçтан ĕнтĕ темиçе ĕмĕр каярах пулнине тавçăрма, супăнь сутни çеç
"Драконы морей" тенинчен пулас Аскольд текенни? Реконструктор ? Культура министерствинчен грантсем илекеннисенче пĕри? Суварсем пекех суя çулпа утаканнисем? Чăвашсен нимĕн те пулман тесе ĕнетерсшĕн пире ? Çук япалана сÿтсе яватăр тет. Мĕнле тÿнтерле калать.Ыррине япăх,япăхине ырă пек туса кăтартасшăн. Чăвашсем пăлхарсенчен тухнă. Халăх ячĕ çар ĕçĕпе çыхăннă тени палах пурне те килĕшмеç. Мĕншĕн тесен чăваш пирки яланах суйнă. Суйса пурăннишăн малтан доктор ятне панă пулсан паян грантсем параççĕ ?
Крымра тата Турцинче Субаш -пирĕн Шупашкар. Турцинче Эдирне-пирĕн Етĕрне. Крымра,Кавказра , Турцинче чавуш-пирĕн чăваш. Унтах курды -пирĕн Пошкăрт.Кун пек тĕслĕхсем çăршер тупса пама пулать. Айвансем паллах калĕç -"случайность,никакой связи" тесе. Анчах та айвансен истори докуменчĕсене тепĕр хут пăхса тухас пулать. Хусан Çыравçи каланине вырăна хурас пулать.Азов тăрăхĕнчен тата Крымран чылай çынсем кильнĕ.Ку факт,вырăсла каласан, версине çирĕплетсе паракан "доказательство". Янычарсене ильсе кильме ыйтнине те , Герберштейн тăрăх чăвашсем çар ĕçне пĕльни çинчен те манмалла мар. Кайранраххи Ремезовский Çырура "Чуваш-городок был укреплен редутами,чуваши-вои имели пушки" тени те вырăнтах пулмалла.
Сăваç-язычник,летовщик текеннисене шах и мат. Истори науки тăрăх пăхсан çавăн пек пулса тухать. Сувар , "дракончики морей" мар ,чăваш ячĕ тивĕçлĕ вырăн йăшăнмалла.
Хурçă шанчăк
Çеçпĕл Мишши
Сăвă сыпăкĕ.
Курап: чĕрĕлет чăваш ячĕ,
Таçта аслатиллĕ саспа
Юратнă çĕршывăн хăвачĕ
Часрах вăранасшăн тапать...
Хастарлă, хыт утăмлă пулăр,
Çĕршывăн хастар ачисем.
Вут кайăклăн вĕçĕр, ан юлăр,
Ан юлăр кун-çул уттинчен.
Çĕршывăн пит-куçĕ çĕнелĕ,
Ыран-и, паян-и вăл. — Час...
Кам «çук» тет, çав — суеç чĕлхеллĕ;
Кам «мар» тет, çав — суккăр чапрас.
Ыран-и, паян-и... тĕреклĕн
Вутланĕ çĕршывăм чĕри,
Кăварлă чечеклĕн чечеклĕ
Çĕре çĕн хĕвелĕн юрри.
Çĕршывăм хĕвеллĕн çуталĕ,
Тапранĕ кăвар кайăкла.
Кам хирĕç калаçĕ, — улталĕ,
Кам «мар» тет, ун чунĕ — чăлах.
Микула, айлĕн-çийлĕн çавăрсан та тĕрĕслĕх çиеле тухать. Эпĕ пачах урăхла каланăччĕ. Юрĕ, кунта мĕн чухлĕ çын регистрациленнĕ, пĕр Микула та Акапасар комментарисем çыраççĕ, ыттисем чăвашла пĕлмеççĕ-ши е? Эпĕ ултавпа аппаланмастăп, енчен те кăмăл пур, художественнăй калавсем çыратăп, нихăш енчен те çынсене улталамастăп. Аскольд вара скандинавсен чĕлхипе ылтăн сасă пулать. Тĕрĕс, скандинавсем Колумбран темиçе ĕмĕр маларах Америка çĕрĕсем çине çитнĕ, испанецсем евĕр вырăнти халăха хирмен: суту-илÿ çÿретнĕ.