Куç


«Çĕмĕрт тĕслĕ куçсене...»


Çĕмĕрт тĕслĕ куçсене

Пĕр самант та манаймастăп.

Сан çинчен ялан шутлап.

Чĕрери туйăмсене

Хут çине кăлараймастăп,

Çав кӳрет мана асап.

 

Тĕксĕм каç çак пӳлĕмре

Шур хута эп варалатăп

Пушă сăмахсем çырса.

Эрнерен иртет эрне,

Саншăн çеç эп тунсăхлатăп,

Вăрттăн куççуле шăлса.

 

Мĕн çырни — йăлтах суя:

Сăмахпа уçса калаймăн

Чĕрере мĕн пуррине.

Пурпĕр манмăп эп сана.

Çутă ĕмĕтĕм эс манăн,

Чун çунтармăш ĕмĕрне.

Куçлăх айĕнчи куçсем


Эс çӳретĕн куçлăхпа.

Вылянать çут кĕленче

Йăлтăр-йăлтăр çутăпа

Сăмсун икĕ айккинче.

 

Куçлăху сан пит хитре.

Вăл сăнна илем кӳрет.

Курсанах ăна, чĕре

Кăкăрта тĕпĕртетет.

 

Çутă линза айĕнче

Сан пытаннă куçусем.

Вĕсенче — асам тĕнче,

Йăлкăшать куçри хĕлхем.

 

Çак пытаннă куçсенчен

Манăн пит пăхас килет.

Анчах икĕ кĕленче

Пăхтармаççĕ ниепле.

 

Илес мар-и куçлăхна,

Тусăм, куçу çийĕнчен?

Чуп тумашкăн-çке сана

Вăл чарать тутусенчен.

Куçсем


Йăлкăшаççĕ куçсем,

Тем ыйтаççĕ вĕсем...

Мĕн ыйтатăр эсир,

Мĕн кĕтетĕр, куçсем?

 

Кăн-кăвак хĕлхемне

Çĕмрен пек сапнăçем

Хускатса чĕрене

Тыткăнлаççĕ вĕсем.

 

Е çиллессĕн пăхса

Пăлхатаççĕ мана,

Е хĕвел пек пулса

Ăшăтаççĕ чуна.

 

Ах, куçсем, ах, куçсем,

Илĕртӳллĕскерсем,

Ытарми çăлтăрсем,

Ăш çунтармăшĕсем.

Куçсем


Ах, куçсем! Кăвак куçсем,

Шеллемесĕр кăвара,

Вăрттăн кулăпа çиçсе

Вут чĕртмеççĕ ăшăмра.

 

Çук, савмастăп çав сире,

Хĕм сапатăр кăлăхах.

Эп упратăп чĕрере

Вăранми лăпкăлăха.

 

Çирĕм çул — хушшăмăрта,

Çук ăна ишсе каçма.

Чул кĕпер хывсассăн та

Килмĕ май пĕрле пулма.

 

Ан пăхсамăр çунтарса...

Тĕл пулса-тăр хурлăхшăн.

Чун йĕрет, кая юлса

Сирĕнпе тĕл пулнăшăн.

«Куçсем тĕнче хапхи пек аслă...»


Куçсем тĕнче хапхи пек аслă,

Тĕнче пек вĕçĕмсĕр куçсем...

Иртнĕ кунсем-и е пуласлăх —

Телейĕ, мăшкăлĕ, асапĕ,

Тасалăхĕ е ырă чапĕ —

Йăлтах сан аллунта, куçсем!

 

Сан куçусем — тупан çинчи чĕре пек,

Чунпа туятăп эп вĕсен вăйне,

Витĕр курса тăратăп эпĕ —

Кашни вылявĕ, йăлтăравĕ,

Йăваш е чеерех ултавĕ

Касать ман шанчăк çунатне.

 

Чĕре суйсан, куçсем асапланаççĕ.

Чун ыратать ăшра ултав тăрсан...

Ан тив, анайтăр сĕм пĕчченлĕх каçĕ —

Ман пĕр асап, пĕр кĕрешӳ, пĕр парăм

(Кунçулăм сарăмсăр е сарăм) —

Телейлĕ эп эсĕ телей курсан!

 

1967, çĕртме, 11,

Шупашкар, Гелмгольц ячĕллĕ сыватăш.

Хура куç


Тарăхать пĕчĕк Кĕркуç,

Виртлет аппăш: «Хура куç».

Эх, çăвать куçне ача!

Темшĕн усси çук пачах.

Кĕркуçа пулăшмалла,

Ырă канаш памалла:

«Килĕшет сана, Кĕркуç,

Хурлăхан пек хура куç!»