Ытла та вăрттăн юрату :: Иккĕмĕш пайĕ


Голдберг (çамки çинчи тара аллипе шăлса). Эпĕ сана пĕр япалана ăнлантарайман иккен. Фашизм мĕнне.

Билл. Ку интереслĕ. Пуçла тыттарма. Итлетĕп.

Голдберг. Фашистсем санăн аннӳне тискеррĕн мăшкăлласа вĕлернĕ. Тен, çакăн хыççăн шухăшлăн кăшт? Тăрăшăн ăнланма фашизм мĕнне?

Билл. Аннене? Пĕрремĕш хут илтетĕп.

Голдберг. Çапла, ăна.

Билл. Вара мĕншĕн эсĕ ун çинчен маларах пĕлтермен?

Голдберг (аллипе сулса). Малтан сана айвантарах тесе пурăнтăм: Мэрипе Стелла умĕнче хăвна йăваш тытатăн та. Харсăр иккен эсĕ. Эпĕ йăнăшнă.

Билл (алăка уçса). Шутлам-ха. Тен, ахалех вĕрилентĕмĕр.

Голдберг. Вăт ку урăх калаçу. Атту эс Мэри çинчен те маннă. Епле илемлĕ пирĕшти. Авланатăп тетĕн тата. Хăв хĕр хыççăн мар, вирус хыççăн таçти шăтăка чăмма хатĕр.

Билл (йăвашшăн). Тĕрĕсех.

Голдберг. Авланас пирки те палкарăн кăна иккен. Çапла-и?

Билл (хăрах урипе алăк урлă каçса). Кам пĕлет? Шутлам-ха. Кунта пăс кăларнипе ĕç пулмасть. Чи малтан çамка тирне картлантармалла.

 

Çутă сӳнет.

 

Виççĕмĕш картина

Вăтаçĕр тинĕс хĕрринчи пляж. Сылтăмра темиçе илемлĕ сунчăк. Тепĕр енче пĕчĕк лавкка. Çамрăк ачапа ватă старик хĕрсех пахча çимĕç, сĕткенпе пылак шыв сутаççĕ.

Инçетре — пысăк çар карапĕ. Ун çинче США ялавĕ вĕлкĕшет. Симĕс сунчăк айĕнче Билпа Мэри, шывран тухнăскерсем, пĕр-пĕрне алшăллипе шăлса типĕтеççĕ.

Сунчăк вулли çине çакнă радиоприемник хаваслă кĕвĕ шăрантарать.

 

Мэри (каччă питне алшăллипе хуплать). Шывра эс паттăр! Çĕр çинче сана пурĕ пĕрех çĕнтеретĕп!

Билл (юри сунчăк айĕнчи пусма çине ӳкме хăтланать, алшăллине туртса илсе хĕре хăй çумне пăчăртать, ăна ачашшăн кăтăклать). Ман шутпа, иксĕмĕртен пĕрне парăнма вăхăт.

Мэри (çепĕççĕн ахăлтатса). Чарăн. Ачаш вырăнна тупатăп... Асту... кайран симĕс пăван пек ан нăйкăш.

Билл (Мэрие пусма çине хуллен хурать). Тĕлĕнтермĕш! Çĕр те сана пулăшать иккен. Çутçанталăк саккунне пăхăнать. Сана аялах чикет.

Мэри (хуллен пусма хĕрринчен хăйăр илет. Билăн йĕпе плавкине уçать те хăйăрпа сапать). Халĕ мĕнле туятăн хăвна, Геркулес?

Билл (сиксе тăрать). Парăнма тивет. Хăйăр куçа та, хăлха шăтăкне те лекме пултарать.

Мэри. Хăлхана мар, ытти çĕре лексен аванччĕ!

Билл (сцена хыçнелле чупать). Ай-ай! Пăрăç пек çатăртаттарать!

 

Мэри лавкка çумĕнче ларакан ачаран хаçат туянать, ăна уçкаласа сунчăк çумĕнче тăрать. Сасартăк хаçăта тимлĕн вулама тытăнать. Сцена хыçĕнчен шап-шурă тум тăхăннă Билл тухать. Вăл хĕр патнелле çывхарать.

 

Мэри (Била асăрхаса). Чăн-чăн эсреметсем!

Билл. Мĕн тата?

Мэри. Вула, тархасшăн. (Била хаçат тыттарать). Хыттăн.

Билл (вулать). «Вашингтон пост» тата «Тайм» корреспонденчĕсем Афинăран тата Стамбулран çапла пĕлтерчĕç: «Иртнĕ эрнере Италири симпозиума килнĕ совет биофизикĕ хăйне Америкăна яма ыйтнă, анчах США правительстви ăна Совет Союзне тавăрса парать. Ефремов Вăтам Атăл тăрăхĕнче çуралса ӳснĕ...»

Мэри (аллине çĕклет). Чарăн. Ку — чăн-чăн суя пропаганда!

Билл (аллипе ĕнсине хыçать). Эсĕ ăçтан пĕлетĕн?

Мэри. Ара, Ефремов — Гарри Голдберг лабораторийĕнче выртакан совет ученăйĕçке.

Билл. Ученăйне эпĕ тупрăм-ха. Ăна атте хапăл туса йышăнчĕ.

Мэри (куçне чеен вылятса). Гарри ялан тĕрлĕ ăпăр-тапăра хăй патне пухать. Укçашăн...

Билл. Епле хăятăн атте пирки çапла калаçма?

Мэри (кăмăлсăррăн). Атте?

Билл (тĕлĕнсе). Гарри санăн аçу-и е манăн?

Мэри. Паллах, санăн.

Билл (хаçата пусма çинчи сумкăна хурать). Голдберг пирки тĕрĕсех каларăн. Санпа килĕшетеп, мĕншĕн тесен хăйсене хисеплекен европеецсем кунтан революци хыççăнах тухса шăвăннă. Кам юлни паллă: ĕлĕкхи йĕркене тавăракан вăрттăн кĕрешекенсем е мулне вырăнти арабсене сутайманнисем.

Мэри. Унăн шикленме сăлтав çук. Вăл лабораторин тĕп тухтăрĕ кăна, çавăнпа та Гарри Çывăх Хĕвелтухăçĕнчен кирек хăш вăхăтра та тухса тарма пултарать. Хӳрине те курса юлаймăн!

Билл. Ăнланмарăм-ха сана. Вара лаборатори хуçи кам?

Мэри (тӳрех ответлемест, тем шухăша каять). Пĕлместĕп, Билл. Тен, эпĕ йăнăшатăп.

Билл. Йăнăшмастăн. Çурта кĕнĕ çĕрте Голдберг тесе çырнă, анчах вăл хăш çĕршывран килнине кăтартман.

Мэри. Акă ăçта иккен пысăк ăсталăх! Ахальтен мар НАТО штабĕнче ăстăн пухатăн. Маттур, Билл! Эпĕ сана ытларах хисеплеме тытăнтăм.

Билл (хĕр еннелле туртăнать). Хисеплеме кăна-и?

Мэри. Ыттине пĕртен-пĕр турă пĕлет. Пирĕн шăпа унăн аллинче.

Билл. Ăнланмарăм-ха.

Мэри. Турăран асли çук. Çапла-и?

Билл. Пĕлместĕп.

Мэри. Чăнах-и?

Билл. Чăн.

Мэри (аллипе радиоприемник кнопкине пусать). Апла санпа пĕрле музыка итлеме хăрушă, хисеплĕ çар çынни. Турăран та хăрамастăн пулсан...

Билл (хĕрпе юнашар ларать). Аван музыка. Шел, сайра итлетпĕр. Ялан итлесен çав кăмăл тени кашни этемĕнех çемçелнĕ пулĕччĕ. Ытти-хытти те.

Мэри (хăйне тĕртсе каланипе). Йĕплешекенсем те сахалтарах пулĕччĕç. Сана мĕн кансĕрлет итлеме?

Билл. Пушă вăхăт çукки.

Мэри. Эх, мĕскĕн каччă. Эпĕ музыкăсăр, киносăр, ташăсăр, çамрăк каччăсăр пурăнма пултараймасгăп. Театр-та эсĕ хăçан пулнă?

Билл. Астумастăп.

Мэри. Кансĕр пулать пире пĕр-пĕрне ăнланма. Тен...

Билл. Эпĕ нимле тенпе те килĕшместĕп. Раштав уйăхĕнче пĕр çăмхана пĕрлешетпĕр, чечекĕм.

Мэри (шӳтлесе икĕ пӳрнипе качча çамкинчен тĕкет). Малтан ваттисенчен ирĕк илмелле. Кунта, мусульман тĕнне ĕненекенсем хушшинче, те çитет-ха укçу çăмха йăвалама.

Билл. Эсĕ шӳтлетĕн е?..

Мэри. Шӳтлесен те, шӳглемесен те йĕркеллĕ хĕр çак ыйтăва пĕччен, хăй пуçĕпе кăна татса памасть.

Билл. Эпĕ авланас пирки Гаррипе калаçнă.

Мэри. Турă хушсан, вăл çырни çапла пулсан, йĕплĕ сăмахпа çеç мар, хулăпа хĕнесен те авланатăн, манăн упăшка пулатăн.

Билл. Эпĕ шăпланатăп. Парăнатăп.

Мэри (шӳтлесе). Тĕрĕс тăватăн.

 

Хĕр качча пусма çинелле ӳкерме тăрăшать, вылянçи пулать. Лешĕ чĕмсĕррĕн инçетелле пăхса ларать. Çак самантра сцена хыçĕнче автомашина сасси илтĕнет. Сунчăк еннелле Стелла утать. Ун хыççăн çамрăк араб пысăк сумка йăтса пырать.

 

Стелла (сунчăкпа танлашнă-танлашманах чыхăнса калаçма тытăнать). Сире тинĕсрен кăлараймăп тесе шикленсе килтĕм... Кăлăхах иккен... Шывра та пулман пек.

Билл. Тăраничченех ишрĕмĕр. Тухма, чăн та, аран тухрăмăр. Сире ырă кун сунатпăр.

Стелла. Тавтапуç. Хăвăра та çавнах сунатăп.

Билпа Мэри. Тавтапуç.

Стелла (араба вак укçа тыттарать). Билл, тархасшăн, санран пулăшу ыйтатпăр.

Билл. Итлетĕп.

Стелла. Гарри совет ученăйĕпе пĕччен тăрмашать. Пултаратăн-и ăна пулăшма? Мэри кунтах юлтăр.

Билл. Паллах.

Мэри (илтмĕше персе). Эпĕ те пыратăп.

Стелла (сиввĕн). Арçынсем хăйсемех туччăр ĕçне.

Билл. Аннӳ тĕрĕс калать.

Мэри. Эпĕ те медицина факультетĕнче вĕренетĕп. Шприц тытсан та усă пулатех.

Стелла. Шикленме кирлĕ мар. Билпа Гарри арăслана та самант мăйкăч тăхăнтартĕç. Иккĕшĕ те тĕреклĕ арçын.

Билл. Апла эпĕ кайрăм.

Мэри. Асăрхануллă пул.

 

Билл автомашина еннелле утать.

 

Тăваттăмĕш картина

Сунчăк айĕнче Стеллăпа Мэри илемлĕ журнал пăхса лараççĕ. Пусма вĕçĕнче, хут салфетка çинче, темиçе пылак кукăль, апельсинпа ытти çимĕçсем, пысăк термоспа кофе, ĕçмелли савăтсем пур. Сунчăк авринчен çакса янă радиоприемник хавас кĕвĕ шăрантарать.

 

Мэри (хула еннелле çаврăнса). Кĕтсе ывăнтăм. Çаплах килмеççĕ.

Стелла (журнал уçкаласа). Тен, вĕсем килменни авантарах та.

Мэри. Мĕншĕн?

Стелла (чеен хĕрĕ çине пăхать). Совет ученăйне эсĕ Билпа пăтраштарма тьггăнмарăн пулĕ те?

Мэри. Билл вăл куршанак пек: ыран та, паян та çумра. Леонид кĕçех Тăван çĕршывне тухса кайма пултарать.

Стелла. Асту! Икĕ мулкача хăваласан пĕрне те тытаймăн.

Мэри (кӳренсе). Эсĕ мана каллех ытла айван вырăнне хуратăн. Эпĕ Леонидпа шӳтлесе кăна... Ăна тунсăх ан тыткăнлатăр тесе.

Стелла. Шӳтлесе кăна?

Мэри. Çапла.

Стелла. Ĕненес килет, анчах чунăм килĕшмест.

Мэри. Тĕрĕс тăвать.

Стелла. Тавах чăн сăмахшăн.

Мэри. Эсĕ ахалех пăшăрханатăн. Мана Леонид пичче пек туйăнать. Юлашки вăхăтра вăл Раççей çинчен питĕ нумай каласа кăтартрĕ. Ара, пĕлес килет атте çĕршывĕ çинчен.

Стелла. Ăнланатăп.

Мэри (Стеллăна ачашшăн çупăрласа). Хаклă анне, йывăр пулсан та аса илер аттене. Тархасшăн.

Стелла (аллипе сарă кăпăш çӳçне тӳрлетет. Пуçне аялалла усать). Йывăр мана, анчах...

Мэри. Вăл калаçăва пурпĕрех тапратмалла. Ăнлан, эпĕ текех вунтăватă çулхи хĕрача мар.

Стелла (Мэрие хăй çумне çупăрлать). Тен, ыран, хĕрĕм?

Мэри (Стелла ытамĕнчен тухма хăтланать). Е паян, е — нихăçан та! Эпĕ атте чăнлăхне пĕлмесĕр лăпланмастăп!

Стелла. Юрать. Итле апла пирĕн историе. Анчах Гарри ку калаçу çинчен ан пĕлтĕр.

Мэри (хăйăра урипе пăлхатса пусмана варалать). Вĕри хăйăра чуптуса тупа тăватăп.

Стелла. Ку ытлашши.

 

Вĕсем иккĕшĕ пĕр харăс симĕс пусма çинчи хăйăра аллисемпе шăлса тасатаççĕ.

 

Мэри. Пуçла, тархасшăн. Атту кĕçех арçынсем çитĕç.

Стелла. 1943 çулта «Сталинград» сăмах Францие те çитрĕ. Çынсем Хĕрлĕ Çарăн çĕнтерĕвĕ çинчен пĕр-пĕрне хавасланса пĕлтерчĕç. Пирĕн хулара вырнаçнă нимĕç гарнизонĕ вара канăçне çухатрĕ, мĕншĕн тесен тăр кăнтăрла вермахт офицерĕсем çухалма тытăнчĕç. Хĕç-пăшал складĕнчи япаласене такамсем вăрлани çинчен сăмах тухрĕ. Хула таврашĕнче, вăрмансемпе парксенче маки ушкăнĕсем йышлăланчĕç. Пĕр тĕттĕм каç ресторан сывлăша сирпĕнчĕ, нумай офицерпа темиçе нимĕç генералĕ кирпĕч ванчăкĕсем айĕнче ĕмĕрлĕхех юлчĕç.

Çак каç, тул çутипе, пирĕн киле США коммерсанчĕ Голдберг, пирĕн çемье тусĕ, пырса кĕчĕ. Вăл кукамупа тем çинчен пăшăлтатрĕ те тухса кайрĕ. Тепĕртакран кантăкран каллех такам хуллен шаккарĕ. Анне мана алăка уçма хушрĕ. Голдберг пулчĕ. Эпĕ алăка уçрăм та хăранипе каялла чакрăм, мĕншĕн тесен такам ун çинче таянса тăнине асăрхарăм. «Пулăш», — терĕ те каçхи хăна алăк урлă каçса вăйпитти арçынна ман çине таянтарчĕ, хăй тĕттĕмре çухалчĕ. Çак вăхăтра тепĕр енче пăшал-пулемет перкелешни, нимĕç йыттисем хаяррăн вĕрни илтĕнчĕ. Эпĕ чĕтресе илтĕм. Çакна, паллах, Гарри хăварнă çын та туйрĕ.

«Васкасчĕ, хĕрĕм, маншăн кашни самант хаклă, — терĕ те вăл акăлчанла ман çине йывăррăн таянчĕ. Эпĕ ăна васкаса пӳлĕме илсе кĕтĕм. — Поль Арли капитан» — паллаштарчĕ вăл хăйĕнпе вырăсла, аллине ман еннелле тăсма хăтланчĕ...

Мэри (тĕлĕнсе). Ара, вăл мĕншĕн малтанах санпа акăлчанла калаçрĕ?

Стелла. Ман шутпа, Голдберг манпа акăлчанла калаçнă, çавăнпа та вăл тӳрех эпĕ вырăс иккенне ăнланман.

Мэри. Апла атте акăлчан чĕлхине пĕлнĕ. Маттур!

Стелла. Пӳлĕме кĕрсен пирĕн пата манăн анне, çурта йăтнăскер, пырса тăчĕ те, эпĕ аманнă çынна чутах каялла, алăк еннелле, тĕкмерĕм.

Мэри. Мĕншĕн?

Стелла. Çурта çутинче ун çине тимлĕн пăхрăм та, манăн пĕтĕм ӳт-пӳ сивĕ тарпа хупланчĕ: ман çине вермахт офицерĕн тумтирне тăхăннă яштака та кĕрнеклĕ арçын таянса тăрать. Эпĕ сехĕрленнипе сиксе чĕтретĕп. Юрать кукаму офицера диван çине вырнаçтарма пулăшрĕ. Эпĕ анне хыççăн атте пӳлĕмне утрăм. «Аçу паян таврăнмасть, çавăнпа та макине санăн пулăшма тивет. Голдберг çапла хушрĕ», — терĕ те анне кантăк каррисене лайăхрах хупрĕ, темиçе çĕрте çурта çутрĕ, мана типĕ тумтир пачĕ, кирлĕ эмелсене сĕтел çине лартрĕ. Эпĕ аманнă çынна малалла уттартăм.

Мэри. Епле шанчĕ-ха кукамай çамрăк хĕре çак йывăр ĕçе тума?

Стелла. Атте, эмигрант хĕрĕ ютра йывăрлăха кашни самантра лекме пултарнине ăнланнăскер, мана тухтăр ĕçне вĕрентме мĕн ачаран пуçланă, çавăнпа та эпĕ Павăлăн суранĕсене çăмăллăнах сиплерĕм. Кĕске вăхăтра темиçе вĕтĕ тимĕртен тасатрăм, анчах юлашкинчен вăл тăнне çухатрĕ.

Мэри (пăлханса). Мĕншĕн?

Стелла. Астумастăп. Эпĕ хам та тăна çухатнă, алăка уçса коридора тухса выртнă. Васканипе усă курнă эмелсен кĕленчисене хупман, çавăнпа вĕсен шăршипе эпир иксĕмĕр те антăхса кайнă иккен.

 

Мэри хут стакана сĕткен тултарать. Стелла хăй вырăнĕнчех ларать. Лавкка умĕнче темиçе матрос тавар суйласа тăраççĕ.

 

Мэри. Ĕç сĕткен, тархасшăн. Вăл чуна лăплантарать.

 

Стелла ĕçет. Мэри унăн шывланнă куçне пĕчĕк тутăрпа шăлать.

 

Стелла. Тепĕр каçхине Гаррипе партизансен тухтăрĕ пирĕн пата çитрĕç, атте те таврăнчĕ. Мана мухтарĕç.

 

Юрату юрри янăрать. Кĕске пауза.

 

Мэри. Ăçта-ши халĕ атте? Чĕрĕ-и вăл е вилĕ? Е вăл пире пăрахса Совет Раççейне таврăннă?

Стелла. Пĕлместĕп, хĕрĕм. Те чĕрĕ вăл, те вилĕ. Сывалса çитсен Голдберг ăна Мускав çыннисемпе çыхăнма пулăшрĕ. Павăл Швейцарие тухса кайрĕ те, унран нимĕнле хыпар та тек пулмарĕ. Вăрçă вĕçленсен совет посольствинче мăна Совет Союзне таврăнма сĕнчĕç, анчах...

 

Пауза.

 

Мэри (Стелпăна хулпуççшчен лăпкаса). Темле йывăр пулсан та... малалла.

Стелла. Вăрçă Голдберга та нуша кăтартрĕ. Унăн арăмне фашистсем еврей тесе мăшкăлласа вĕлернĕ иккен. Совет посольствинчен таврăнсан Гарри пĕчĕк ывăлне ман патăмра хăварчĕ те Швейцарие тухса кайрĕ. Павăлăн тантăшĕсемпе тĕл пулса вăл ĕçленĕ вырăнсенче пулма пулăшрĕ, анчах ăна тупаймарĕ... Тепĕртакран эпĕ ăна качча тухрăм.

Мэри. Апла Билл манпа пĕр çемьере ӳснĕ?

■ Страницăсем: 1... 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 ... 17