Ытла та вăрттăн юрату :: Иккĕмĕш пайĕ


— Хăçан тухăпăр çула? — ыйтрĕ çыравçă.

— Ман шутпа, — терĕ Арланов, сĕтел хушшинчи калаçăва сăмах сиктермесĕр, çав тери тимлĕн итлесе лараканскер. Вăл Марков çине ытла та асăрхануллăн пăхса илчĕ, мĕншĕн тесен хĕрарăм упăшкин çамрăк чухнехи çылăхне, тĕрĕсрех каласан, унăн вăрттăн юратăвне чăнласах тавçăрнинчен шикленчĕ. — Чи малтан Стамбула каймалла, мĕншĕн тесен Парижра тата Нью-Йоркра хамăр çынсем пур.

— Кам? — ыйтрĕ Гюзель.

— Парижра — Голдберг, — лăпкăн ответлерĕ Арланов.

— Америкăра — Лаун юлташĕсем, — унран юлмарĕ Герман арăмне хăйĕн вăрттăн тата пĕрремĕш юратăвĕнчен кашни самантра инçетерех сирме тăрăшса.

— Килĕшетĕп, — çав тери шăппăн каларĕ хĕрарăм куç шăрçине шалалла пытарса.

 

Хăнасене ăсатнă хыççăн

Хăнасен автомашини куçран çухалсан Казанбаевсем шăкăл-шăкăл калаçса çемйипех сада таврăнчĕç. Артур амăшне сĕтел çинчи чашăк-тирĕке пуçтарма пулăшрĕ, çемье хуçи тимĕр кăмакари кăвара сӳнтерчĕ, пӳрте кĕрсен костюмĕпе кĕпине типтерлĕн шкапа çакрĕ, çенĕкре пушмакне тасатрĕ.

— Артур юлташĕ патне кайрĕ. Тен, тухатăн. Пĕччен кичем, — чĕнчĕ ăна арăмĕ кăштахран, сĕтел хушшине меллĕн вырнаçса ларнăскер.

— Паллах, — терĕ те упăшки çенĕк алăкне çаклатрĕ, яланхи пек пысăк утăмсемпе мăшăрĕ патнелле васкарĕ.

— Илтрĕн-и, Гюзель Германăн кашни кăлтăкне, юратнă юррипе сăмахне пĕлет. Эпĕ вара... ĕçе çӳретĕп, яшка пĕçеретĕп, кĕнеке вулатăп, çывăрмасăр çыратăп, анчах сан çинчен нимĕн те пĕлместĕп. Çакă, ман шутпа, пысăк йăнăш. Килĕшетĕн-и? — ыйтрĕ Эльвира сак çине ларма хатĕрленекен упăшкинчен.

— Паллах, — ĕнсине хыçса илчĕ Заил. — Хам та сан пекех. Кунĕн-çĕрĕн ĕçтăвкомра. Çӳпçипе хупăлчи пĕр тесе ахаль каламан пулĕ ватăсем.

— Çӳпçи сан пуян. Лайăхрах пăлхатсан унта ылтăн тупма та пулать.

— Темĕн? — арăмĕ çине хăюллăн пăхрĕ мэр, лешĕ мĕн каланине тĕплĕн ăнланса çитейменскер. — Тĕрлĕрен пулать. Тепĕр чух кивçене те каятăп.

— Мана урăххи — хула çӳпçи, паянхи пурнăç ыйтăвĕсем интереслентереççĕ. Ара, çак тарана çитсе те эпир мĕнле пурнăç тунине, урапана ăçталла чуптарнине ăнланса илейместаĕр. Çав вăхăтрах тилхепине вара манăн мăшăр, юратнă çыннăм, тытса пырать.

— Ку калаçу вăрăм та çивĕч пулма пултарать. Кирлех-ши?

— Кирлĕ. Тĕрĕс ăнлан. Темле йывăр пулсан та вăл пирĕн юратăва пырса тивеймĕ, мĕншĕн тесен манăн ялкăшса çунакан чĕрене хаяр та тискер çил те сивĕтеймĕ. Анчах та манăн, çыравçăн, паянхи пурнăçа пĕлмелле! Акă, калăпăр, халĕ нумайăшĕ çĕнетӳ тапхăрĕ пирĕн çĕршывшăн чи сиенлĕ те хăрушă вăхăт пулчĕ тесе калаçать. Килĕшетĕн-и эсĕ çак шухăшпа?

— Пачах та çук.

— Тĕлĕнтеретĕн. Темиçе уйăх каялла эсĕ пачах урăхла шухăшлаттăн-çке.

— Ара, çак тапхăр пулман пулсан мĕн чухлĕ пурăнма тиветчĕ пăнтăх саманинче.

— Пĕр енчен, эпĕ санăн шухăшупа килĕшетĕп. Чăн та, мăй таран ирĕклĕх капланса килчĕ пирĕн пата, анчах мĕн туса хутăмăр-ха эпир пĕтĕм хуçалăхпа? Мĕншĕн вокзалсенче, халăх пухăнакан тăкăрлăксенче ыйткалакансем курăнма пуçларĕç?

— Эпир митингсенче шавлама ăста, анчах ĕçлеме ӳркенетпĕр. Хамăр пуçпа шутламастпăр, хăяккăн выртса çынсем мĕн тунине пăхни пире пĕтерет. Хăнăхнă принципсенчен хăпаймастпăр, çĕннисене ьггла та вăраххăн шыратпăр.

— Тусăм, ку шухăш ытла та кичем. Пуриншĕн те палхă. Кăлăхах пуçларăм калаçăва, — тесе Эльвира ура çине тăчĕ.

— Чим, — чарчĕ ăна упăшки юнашар ларма сĕнсе. — Пуçларăн пулсан малалла итле. Лар, тархасшăн.

— Юрать, — каялла ларчĕ хĕрарăм.

— Эпĕ сана ытлашши шиклентересшĕн мар, мĕншĕн тесен, ман шутпа, пурнăç ытлашши япăхсах каймĕ. Çапах та çак ирĕклĕх тапхăрĕнче çынсен ăс-хакăлне улăштарас енĕпе пысăк ĕç турăмăр. Çĕнетӳшĕн кĕрешекенсен йышĕ ӳсрĕ, анчах та чи кирлине — дисциплинăпа çирĕп йĕркене пур çĕрте те тăваймарăмăр.

— Эсĕ тĕнчене ытла та хăвăрт, икĕ-виçĕ çул хушшинчех, тепĕр май çавăрса лартасшăн.

— Çурма мерăсем хытă такăнтарчĕç пире.

— Тĕслехрен?

— Эпир пĕр-пĕр хуçалăхра, заводра е фабрикăра çитменлĕхсем кам айăпĕпе пулнине шыраса тупатпăр, анчах патне çитсен çав çынсене çирĕп ответ тыттармастпăр. Чи хăрушши — финанс органĕсенче улшăнусем вăраххăн пулса пычĕç. Халĕ те кивĕ инструкцисене пăхăнса ĕçлеççĕ. Унтан та хăрушши — ĕлĕкхи çитменлĕхсем çинчен палкаса вăхăта усăсăр сая ятăмăр. Мĕне кирлĕ пире Сталин кульчĕ çинчен калаçни.

— Э-э, тусăм. Кунта эпĕ санпа килĕшместĕп. Çав тапхăр çинчен, хамăрăн историе аван пĕлмесен эпир татах та йăнăшсем тума пултаратпăр, çавăнпа та Аслă Октябрь революцине тунине, ăна ертсе пысăк тата çав енĕпе активлă кĕрешнĕ е ĕçленĕ çынсен ĕçĕ-хĕлĕ çинчен пирĕн тата та нумайрах, тарăнрах пĕлмелле.

— Ку вăл вăхăта усăсăр сая яни кăна. Пирĕн халĕ финанс тата ытти органсенче хăвăртрах кивĕ законсемпе инструкцисене улăштармалла, вĕсене çĕнĕ принципсене пăхăнтармалла. Каяăпăр, кашни çынна шалу ĕçне кура тӳлемелле. Нумай тата лайăх ĕçлет пулсан илтĕр укçине!

— Анчах та çав законсене, инструкцисене çырма пире çĕнĕ çынсем кирлĕ. Ман шутпа, кĕске вăхăтра вĕсене хатĕрлеме йывăр, мĕншĕн тесен чи малтан аталанăвăн тĕп çулне тĕрĕс палăртмалла, çавăнпа ĕнтĕ пире халĕ историе, политикăна, наукăна, экономика законĕсене тĕплĕнрех тĕпчени кирлĕ. Унсăрăн каллех нимĕн те пулмасть. Çĕнетӳ тума пултаракан çынсем çителĕксĕр, çавăнпа та вĕсене хăвăрт хатĕрлемелле, анчах наука пирки эпĕ санпа килĕшместĕп. Пире халĕ ытларах çĕнĕлле ĕçлекен çынсем кирлĕ.

— Тĕлĕнтеретĕн мана, Заил. Эсĕ çĕнĕлĕхсене чун-чĕререн хавхаланса, хыпăнса-çунса, анчах ăна мĕнле тумаллине ăс-хакăл енĕпе вĕренмесĕр тума пултаратăн-и? Тен, эпĕ йăнăшатăп?

— Тӳрех калама та йывăр. Шутлам-ха кăшт...

— Астăватăн-и? Цехра шлак вĕçетчĕ. Эсир пире, шкул çыннисене, тимĕр шăратмалли меслетсемпе паллаштараттăр. Миçе çул вĕреннĕ Казанбаев инженер çав ĕçе тума?

— Вуннă ытла.

— Тата чаплă автоматсемпе ытти приборсем шăкăлтатса калаçатчĕç пĕр-пĕринпе. Пăхсан чун савăнатчĕ.

— Ăнланатăп сана. Обществăна çĕнетсе улăштарасси тимĕр шăратассинчен те йывăртарах. Тĕрĕс калатăн, наукăпа историе, вĕсен тĕрĕслĕхĕпе законĕсене тупмасăр, пурне те ăнлантармасăр, чăн та, пурнăçа улăштарма май çук, — арăмĕпе килĕшме тытăнчĕ арçын. Вăл шăпланчĕ те сылтăм аллине шкулти пек çӳлелле çĕклерĕ. — Эпĕ çапах та лава малаллах хăвалăп, мĕншĕн тесен пĕр вырăнта тăрсан лачакана кĕрсе ӳкесси те инçе мар.

— Паянхи саманара ку шухăш та тĕрĕс пулĕ, анчах та чи пысăк йăнăш, ман шутпа, çула хатĕрленмесĕр, лайăх тĕпчемесĕр тухнинче. Хĕн кураканĕ эпир, халăх, — тесе Эльвира ура çине тăчĕ, вичкĕн куçĕпе упăшкине тĕпчерĕ. — Кӳренмерĕн пулĕ те, хисеплĕ мэр?

— Пачах çук. Калаçу питĕ усăллă пулчĕ, — хуравларĕ Заил арăмне çурт еннелле çул парса.

 

Ырлăх çӳлтен тăкăнмасть

Одессăна çитсен Герман Марков чи малтанах хăйĕн тусне Вагапов инженера шыраса тупрĕ.

— Мĕнле пурăнатăн, хаклă тусăм! — тесе кĕтсе илчĕ ăна Одессăри аслă тинĕс-çар училищинче службăра тăракан офицер.

— Темĕн те пулать паянхи саманара. Чи хăрушши — ывăла Афганистанра çухатрăм, — ответлерĕ тухтăр сарлака çамки çинчен тар тумламĕсене пĕчĕк тутăрпа шăлса.

— Пĕлтерчĕç мана: санăн Стамбула çитмелле.

— Çапла.

— Салтăн. Килти пек пул, — терĕ те тинĕс офицерĕ алăк çывăхĕнчи телефон кнопкисене темиçе хут пӳрнипе пусрĕ. Такама, те дежурнăя, те палланă тусне, сывлăх сунчĕ, темиçе кун алхасакан шторма ятласа илнĕ хыççăн çапла ыйтрĕ: — Хăçан Стамбула каятпăр?

— Ыран, — кĕскен ответлерĕ постри офицер.

— Ыран?! — тĕлĕннине пытармарĕ Вагапов трубкăна вырăна хурса. Тĕреклĕ тата хĕвелпе пиçсе хĕрелнĕ мăйне аллипе сăтăркаласа илчĕ те хăни еннелле çаврăнчĕ. — Çил чакса пырать. Эсĕ Шупашкартан ырă çанталăк илсе килтĕн, çавăнпа «Туслăх» шхуна рейса вăхăтра тухать.

— Шхуна? Вара миçе çынна илет вăл? — ыйтрĕ Марков чăматанран парне кăларса.

— Эсĕ ăна курсан тĕлĕнсех кайăн, — терĕ механик Шупашкарта пурăнакан аппăшĕ парса янă кучченеçе тытса. — Тавтапуç. Юрать пĕртен-пĕр тăван аппа юлчĕ çĕр çинче. Эх, çав вăрçă пулман пулсан... Сана «шхуна» сăмах иккĕлентерет. Çапла-и?

— Паллах.

— Ун пек карап тĕнчипе те виççĕ кăна: пĕри — СШАра, тепри — Британире. Вĕсене ятарласа матроссене вĕрентме тунă. Тĕпĕ тинĕсе вунă метра яхăн касса кĕрет пулсан, мачти — пĕлĕт çӳллĕш. Талăкран кăшăлт çеç Турци çыранĕ патне çитсе тăрать.

— Апла унта лекесшĕннисем те нумай пулĕ?

— Ун пирки ан иккĕлен. Эпĕ капитанпа та, тухтăрпа та питĕ туслă, сана илме ӳкĕте кĕртетĕпех.

— Манăн шăп та лăп Стамбула çитмелле. Туссем кăтартнă тăрăх, ывăлăм çавăнта пулма кирлĕ, — ăнлантарчĕ Герман.

— Пĕлтерчĕç мана инкек çинчен. Эпĕ тутар, эсĕ чăваш. Эпир ялан туслă-юлташлă пулнă.

— Тавтапуç.

— Энтрипе Лаун юлташĕсем Пакистанран СШАна тухса кайма пултарнă, анчах та вăл темшĕн Стамбулра чарăннă, — терĕ шăппăн Марков.

— Энтри питĕ тĕрĕс тунă. Турцирен Одессăна çитме пĕр утăм. Халĕ, ахăртнех, майлă самант кĕтет. Пирĕн ăна пулăшмалла, «Туслăх» шхуна шăп та лăп ун валли пултăрччĕ.

 

* * *

Теплицăри помидора патаксемпе çирĕплетсе йĕркене кĕртнĕ çĕре кăнтăрла та çитсе пычĕ, арăмĕпе ывăлĕ Атăла шыва кĕме кайрĕç, Заил пӳрте кĕчĕ. Хырăмĕ татах выçнă пирки вăл мĕн те пулин тупса çырткалама шутларĕ. Пахчана тухса симĕс сухан татрĕ, çăкăр касрĕ. Унтан нумай шутласа тăмасăрах турăх кĕленчине уçрĕ. Вара пĕчченех сĕтел хушшине ларса апатланчĕ. Анать иккен çăкăр-тăвар ĕçленĕ хыççăн. Сивĕ турăх кăна пулсан та виçĕ чĕл çăкăр куçа курăнмарĕ темелле. «Халь тӳсме пулать. Савăл çапса хутăм, часах пушанмĕ», — шӳтлерĕ хайхискер, вара хăваран авса тунă хыçлă пукан çине ларчĕ, шухăша путрĕ.

Эх! Шутласан-шутласан Казанбаевăн, хула пуçлăхĕн, ирттермелле-ши садра вăхăта? Сывлăхасутăн илеймĕн. Тата суранлă чĕрепе шӳтлеме çук. Пĕр канăçсăр ĕçлетерсен вăл чарăнма та пултарать.

Анчах мĕншĕн килĕшрĕ-ха хула пуçлăхĕ пулма? Ĕçлемеллеччĕ заводра, пĕр хăнăхнă çĕрте. Пурăн кăна хуйхă-суйхă тытмасăр, никампа урлă сăмах каламасăр. Халĕ вара, пĕр кӳлсе ярсан, лава малалла туртмалла-çке. Ĕçлемесен нимĕн те пулмасть. Ырлăх çӳлтен тăкăнмасть. Ăна тарпа тумалла, юнпа хӳтĕлемелле. Тепĕртакран халăх çапла та калĕ: «Эсир кунта, ĕçтăвкомра, ямăтран çуллă икерчĕ кĕтсе ларатăр», — тейĕ. Лайăх пулĕччĕ-и вара ку çавăн патнех çитсен?.. Тата çав Мамонтова зампред. Мĕншĕн вăхăтра асăрхамарăм ăна?.. Мĕн шутлать-ши хула халăхĕ ĕçтăвком çинчен «Капкăн» журналта çырнă хыççăн? Тата Атăл леш енчи поселок. Мĕн пулĕ унта тепĕр виçĕ çултан? Нӳхрепсемпе тĕп сакайсене шыв тухнă иккен. Ку та манăн ĕç. Çавнашкал иккен пуçлăх шăпи. Тăрантарма та, тумлантарма та, çуртсене ăшăтма та, йĕркеллĕ ĕçлеттерсе кантарма та — пур ĕçе те вăхăтра тумалла...

Казанбаевăн çан-çурăмĕ сиввĕн сăрăлтатса илчĕ.

Çав Мамонтова пеккисем тарăхтараççĕ-çке! Нимрен ытла çавăн йышшисемпе хăшкăлатăн. «Амăшĕн сĕчĕпе тăн кĕмен çынна качака сĕчĕпе ăслă тăваймăн, — тет ялан Эльвира çыравçă. — Халăх нуши, унăн асаплă пурнăçĕ — çаксем пулмалла чи малтан пуçлăх пуçĕнче», — тет.

Çак асар-писер шухăшпа асапланса кравать çине выртнăччĕ Казанбаев — аллине çенĕк алăкĕ урлă тăсса Эльвира сăмах чĕнчĕ:

— Кăмака чĕртме шăрпăк кирлĕ.

— Çитрĕр те-и? — йăпăр-япăр вырăн çинчен тăчĕ арçын, пиншак кĕсйинчен шăрпăк курупки илсе ăна Эльвирăна тыттарчĕ, хăй тенкел çине ӳкнĕ сигарета илме пĕшкĕнчĕ.

— Каллех туртатăн, — мăкăртатса илчĕ арăмĕ алăк патĕнчен пăрăнса. — Мантăн иккен сĕлеке юхтарнине.

Епле кĕске этем ăсĕ!

Казанбаев васкаса тумтирне тăхăнчĕ те арăмне пулăшма тухрĕ. Эльвира, тимĕр кăмакари вутта чĕртесшĕн аппаланаканскер, ăна асăрхамарĕ, кăмака умне чĕркуçленме хаçат сарчĕ, халатне çӳлелле çĕклерĕ.

Заил çав-çавах хăйĕн аса илĕвĕпе асапланчĕ. Чăн та, мĕн-мĕн пулмарĕ унăн пурнăçĕнче! Тăшманпа çыхланни те, пĕчĕк араб ачине çăлса хăйне амантни те. Халĕ вара пĕтĕм хула пурнăçне тĕрĕс йĕркелемелле. Темĕн тĕрлĕ ĕç. Пурте вăхăтра тумаллискерсем. Ниçта кайса кĕме çук. Акă тата хула администрацийĕ. Пĕр çынтан икĕ-виçĕ çын туса хурас килет тепĕр чухне. Ахальтен мар ĕнтĕ хăйне те хăшĕсем мэр, теприсем прелседатель теççĕ. Эльвира вара кĕтет-кĕтет те ăна хутпа хупланать каçсерен…

«Кур-ха, çутçанталăк илемĕ — чăн-чăн пăлхăр кĕмĕлĕ! Эпĕ вара çакă чуна кӳрентеретĕп, тепĕр чух ĕçпе пĕр вĕçĕм тапăçса килте кирлĕ вăй-хала çухататăп. Тĕрĕсех тăватăп-ши?» — хăйĕнчен хăй ыйтрĕ вăл ялтăртатакан куçĕпе арăмĕн кĕлеткине лăпкаса. Туйăмĕ çиеле тапса тухнипе паттăрланса кайнăскер минтер çинелле усăннă кăпăш çӳçпе чечеклĕ халат айĕнчи кĕлеткене хура кăмака çумĕнчен уйăрса таçта инçете, тап-таса тӳпенелле, çĕклеме хатĕрччĕ, анчах ĕлкĕреймерĕ...

— Мĕн шыв сыпнă пек тăратăн? Пулăш, тархасшăн, — хăвăрт ура çине тăчĕ хĕрарăм упăшки хăй çине ăшшăн куç хунине асăрханă-асăрхаманах. — Çунмасть. Чĕрĕ.

— Герман пирки шухăша кайрăм. Çитрĕ-ши Стамбула?

— Арланов пĕлтернĕ тăрăх, «Туслăх» шхуна иртнĕ эрнерех Одессăран тухса кайнă.

— Апла, турра шĕкĕр, çулĕ ăнăçлă пултăр, — терĕ те Казанбаев кăмакана типĕрех вут таткисем пăрахма тытанчĕ.

 

* * *

Каç енне çемье хулана таврăнчĕ. Пурте çитес эрнене хатĕрленчĕç: тумтирĕсене якатрĕç, кирлĕ хутсене хатĕрлесе хучĕç, хваттере тасатса тирпейлерĕç.

Заила Гюзель патне чĕрине тĕрĕслеме пыма чĕнсе янă хут тата çитес эрнере тумалли ĕçсем канăç памарĕç, вăл чылайччен çывăраймасăр выртрĕ. Ир енне, хытă çывăрса кайсан, тĕлĕк курчĕ.

Чĕрине тĕрĕслеме ăна больницăнах хунă иккен. Палатăра, кравать пуçĕнче, Гюзель ларать. Вăл Волин çырăвне вулать. Акă мĕн çырать ветеран:

«Хаклă Заил!

Манăн отпуск вĕçленчĕ. Ыран эпĕ Çывăх Хĕвелтухăçне тухса каятăп. Шел, ку хутĕнче санпа тĕл пулаймарăм. Калаçмалли хутаç туллиехчĕ, çавăнпа та хăш-пĕр шухăша сан патна çыру урлă çитерме шутларăм.

Чи малтан эпĕ сана çакна каласшăн. Ырлăх çӳлтен тăкăнмасть тенĕ ĕлĕкех. Авалхи çынсем калани — чăнлăх. Çакна эпĕ çут тĕнчере мĕн чухлĕ ытларах пурăнатăп, çавăн чухлĕ хытăрах сисетĕп.

Заил, сана эпĕ мухтасшăн, мĕншĕн тесен эсĕ пурнăçра ямăт япалана кĕтмерĕн, пĕтĕм пурнăçна хăв йĕркелерĕн, телее ĕçре шырарăн. Шăпу сан çăмăл мар. Ăна эсĕ хăвах ăнланатăн.

Пĕр енчен, Атăл хĕрринчи хулара завод пуçлăхĕсемпе харкашса кайсан сана пулăшайманшăн эпĕ хама ятласшăн. Анчах ăшран тепĕр сасă çапла калать: юлташ лайăххи инкекре палăрать, Заил Казанбаев хăй камне, хăйĕн чăн-чăн сăн-сăпатне шăп та çав тытăçура кăтартрĕ.

Ĕçтăвком председательне суйланă яша эпĕ сана хĕрӳллĕн саламлатăп. Паллах, ку такамшăн та çăмăл япала мар. Халăхпа ĕçлесси вăл пуриншĕн те йывăр. Чи малтан çынна мĕнле виçепе виçĕн, хăвна та çавăнпах виçĕç тенине ан ман. Тата нумай ĕç тытакан пĕр ĕçне те тăвайман тенине асра тытни те ялан усăллă.

Эсĕ, паллах, пултаруллă та ăста çын, анчах та ĕç вăл пĕр тикĕс килмест, пурăнан ĕмĕрте тем те пулать, çавăнпа та ăс парса çырнăшăн ан çиллен.

Эсĕ телейлĕ, мĕншĕн тесен улшăну тапхăрĕнче пысăк хула пуçĕнче тăратăн. Манăн пурнăç иртсе кайрĕ, анчах эпĕ нумай пурăнтăм, нумай куртăм, çавăнпа та хам ăнланнă пек хăш-пĕр шухăша хут çине çырса сан патна илсе çитересшĕн.

■ Страницăсем: 1... 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16 17