Ытла та вăрттăн юрату :: Иккĕмĕш пайĕ


Вулава иккĕмĕш хут телефон шăнкăравĕ татрĕ. Эльвира кăнтăрлахи апата чĕнчĕ ăна, питĕ тутлă шӳрпе хатĕрри çинчен пĕлтерсе мухтанчĕ. Заил Ульккана килне илсе кайма шикленчĕ, çавăнпа апата пыма килĕшмерĕ. Эльвирăпа калаçнă хыççăн шухăш-кăмăлĕ каллех пăтранчĕ, арăмне Улькка Шупашкара килнине пĕлтерме хăюлăх çитерменшĕн хăйне хăй ятларĕ, Ильич портречĕ çакăнса тăнă вырăна — паян миçемĕш хут ĕнтĕ! — пăхрĕ те пăхрĕ.

— Мĕншĕн çав териех пăсăлса кайрăмăр? — хыттăнах каларĕ Казанбаев. Паллах, ку ыйтăва никам хуравласса та кĕтмерĕ вăл. Пӳлĕмре пĕчченех-çке. Пĕртен-пĕр çаврака сехет кăна кĕтесри сĕтел çинче шаккаса сасă парать.

Çак самантра алăка такам тикĕссĕн тăкăртаттарчĕ, шăплăха Ульккан çамрăк чухнехи пекех янравлă та уçă сасси татрĕ.

— Пăхаттир! Чăн-чăн пăхаттир, — Заил еннелле ыткăнчĕ çамрăк хĕрарăм. Алăк умĕнчи малтанхи шиклĕх те, сăпайлăх та таçта çухалчĕç, вăл арçынна хыттăн ыталаса илчĕ, вĕри тутипе, çамрăк чухнехилле, унăн тутине шырарĕ. Хăйĕн чиперкке тăрăхла пичĕ çак самантра хĕрлĕ тĕспе витĕнчĕ, вăр-вар алли Заила кăкăртан, аякĕнчен тьггса чăмăртарĕ. Ĕлĕк çакăн пек тĕрткелешӳ хыççăн каччă ăна хăй çумне хыттăн чăмăртатчĕ, халĕ вара ĕмĕрлĕхе лартнă чул юпа пек вырăнтан та сикмерĕ, сăмах та чĕнмерĕ, куçне мăчлаттарса Улькка малалла мĕн тăвасса кĕтрĕ. Хĕрарăм пуçтахланма чарăнчĕ, шурă кĕске çӳçне аллипе çăмăллăн шăлса илнĕ хыççăн чĕлхине хута ячĕ: — Шăп та лăп тăватă пилĕкçуллăх сана курманни. Çирĕм çул хушшинче эсĕ чылай улшăннă: çӳçӳ кăвак, çамку çара, питӳ ырхан, янаху шĕвĕр. Эльвира валли те нимĕн те юлман.

— Эсĕ ăçтан пĕлетĕн ун ятне? — шартах сикрĕ Казанбаев. Ăнсăртран-ши е ӳкесрен шикленсе хăнана самантлăха хăй çумнелле туртса илчĕ. — Каçар, Улькка, — терĕ. — Паянхи кун та иксĕмĕр хушăри туслăх мĕншĕн вĕçленнине ăнланса çитейместĕп. Çакăншăн, сана хамăн кун-çул урапинчен ӳкерсе хăварнăшăн, эпĕ айăплă.

— Шел. Шупашкара пысăк шанăçпа килнĕччĕ, — шухăш-туйăмне пытармарĕ хĕрарăм Заилăн сивĕ питне ячĕшĕн çеç çӳхе тутипе сĕртĕнсе. Темиçе çеккунт вăл пӳлĕмри япаласене сăнарĕ, унтан çемçе пукан çине пырса ларчĕ, çакна май асăрханса кăна хулпуççийĕ урлă çакнă сăран сумкине вĕçертсе умри пĕчĕк сĕтел çине хучĕ, пӳлĕм хуçинчен çапла ыйтрĕ: — Манпа пĕр-ик минут ларсах калаçма вăхăт пур-ши санăн, Заил Валеевич?

Казанбаев Ульккана пуç тӳпинчен пуçласа уринчи кĕлесĕр çăмăл пушмакĕ таранах куçĕпе тĕпчеме ĕлкĕрнĕччĕ. Сăн-сăпачĕ унăн ĕлĕкхи пекех илемлĕ, ватлăх сăнĕ çапман-ха. Çӳçĕ вара темшĕн шап-шурă. Тен, вăл ăна юри сăрланă? Кăвак куçĕсем чăл-чал пăхаççĕ, вĕсенче чĕрĕ вăй выляни сиçĕнет. Кĕлеткийĕ вара хĕр чухнехинчен сарлакарах, тĕреклĕрех те тăн-тăнрах. Çаврака кăкăрĕпе хитре урисем кирек кам кăмăлне те ăшăтса ирĕлтерме пултараççĕ. «Хăрушă илемлĕх!» — терĕ ăшĕнче арçын хăй те хула пуçлăхĕн пуканĕ çине вырнаçса.

— Пĕр-ик минут мар, темиçе талăкра та çăмха вĕçне çитеймĕпĕр. Пуçла. Мĕнле пурăнатăн, Улькка? — сасăпа çапла каларĕ.

— Ютри пурнăçна пĕлетĕп санăнне. Халĕ мĕнле пурăнатăн? — ыйтăва ыйтупах хуравларĕ хăна.

— Тĕлĕнтеретĕн. Тин çеç арăм ятне каларăн. Ăçтан пĕлетĕн манăн ютри пурнăç çинчен? Каласа кăтартсам.

— Пуçлатăп. Вăхăту пур-и итлеме?

— Нумаях мар. Ĕлкĕрейменнине çул çинче, Атăл хĕрринче, вĕçлеме тивет. Мана унта ГЭС тăвакансем кĕтеççĕ.

— Эпĕ ăçта тата хăçан çуралнине эсĕ, паллах, манман. Хушаматăм — Листопадова, ятăм — Улькка, аттене Хĕветĕр тесе чĕннĕ.

Çитмĕлмĕш çулсенче упăшкана, авиаци эскадрийĕн командирне, Çывăх Хĕвелтухăçне ячĕç. Çав тапхăрта эпĕ, Мускаври медицина институтне пĕтернĕ тухтăр, араб тата совет врачĕсемпе пĕрле кардиологи центрĕнче ĕçлерĕм. Çавăнта Марковсем санăн чĕрӳнтен кăларнă тимĕр татăкне кăтартрĕç. 1985 çулта Афганистанра упăшкана, тепĕр икĕ çултан ывăлăма çухатрăм.

Хăвах куратăн, мирлĕ вăхăтра эпĕ салтак арăмĕ тата салтак амăшĕ пулса тăтăм, çавăнпа та манран ан тĕлĕн, Заил Валеевич. Çӳç шуралчĕ, чĕрем те хавшак. Çаплах чĕрĕ çӳренинчен тепĕр чухне хам тĕлĕнетĕп. Упăшкана пытарсан ывăла шеллесе чĕрĕ юлтăм. Халĕ, тен, вăхăт та çитрĕ...

— Аплах мар пулĕ-ха. Лăплан, — тӳрленсе ларчĕ Казанбаев. Вăл хĕрарăмăн куç шуррисем хĕп-хĕрлĕ пĕчĕк тымарсемпе хупланнине, пичĕ шуралса кăвакарнине, илемлĕ янахĕ вĕттĕн чĕтреннине асăрхарĕ, кĕсйинчен валидол кăларса сĕтел çине хучĕ. — Эсĕ тухтăр, çапах, ман шутпа, таблеткăна чĕлхе айне хумаллах.

Улькка итлерĕ, эмеле хăвăрт çăварне хыпрĕ, сывлăш çавăрса ярса тӳрленсе ларчĕ.

Вăхăт шурĕ. Ун-кун çинчен сăмах каларĕç, чир-чĕр пирки манма тăрăшрĕç.

— Кайрăмăр Атăл хĕррине. Чи лайăх эмел — уçă сывлăш, лăпкă тавралăх, — терĕ кăштахран Казанбаев. Хут папкине сейфа печĕ, Улькка патне пырса аллипе ăна сĕртĕнчĕ. — Тен, эп йăнăшатăп?

— Йăнăшатăн çав, тусăм. Хуйха-суйха вĕри ĕçре кăна сирме пулать. Çавăнпа та тупса пар мана пĕр-пĕр йывăр ĕç, арçын та тăвайманнине.

— Кăткăс ыйту, шухăшлама сăмах паратăп. Çапах та юханшыв хĕррине çитсе килер, — Заил пӳлĕм алăкне яри уçса хĕрарăма тухма çул пачĕ.

 

* * *

Атăл. Лăпкăн та мăнаçлăн юхать Раççейĕн тĕп шывĕ. Талăкĕпех ĕçлет юханшыв. Мĕн кăна куçмасть ун çийĕн: виçĕ е тăватă палубăллă çĕнĕ теплоходсемпе кивелнĕ пăрахутсем, вăрăм баржăсемпе çунатлă ракетăсем, пулăç киммисемпе ытти ăпăр-тапăр. Чăтать юханшыв. Хăйĕн вăрăм ĕмĕрĕнче тĕрлĕ йывăрлăхпа тискерлĕхе хирĕç çапăçса пиçĕхнĕскер паян та усала парăнмасть.

Çăмăл мар пысăк шывăн шăпи. Тем те пухăнать ун ăшне. Этем тата выльăх-чĕрлĕх каяшĕ, заводсемпе фабрикăсенчен юхса тухакан тĕрлĕрен хими элеменчĕсем, уй-хире сапакан удобренисем, çул çинчи тăварпа нефтепродуктсем. Кĕскен каласан, пăнтăхнă обществăн пăнтăхнă япалисем пурте авалхи шыва варалаççĕ, çутçанталăкăн асамлă илемне ватаççĕ.

Хула пуçлăхĕ гидростроительсем патĕнче нумай тăмарĕ, мĕншĕн тесен трест пуçлăхĕсем унран пулăшу ыйтрĕç. Хăйсем вара хула валли нимех те парасшăн марри сисĕнчĕ.

— Çăкăр-тăвар хире-хирĕç, хисеплĕ юлташсем. Паян кашни хуçалăх хăй тăкакне хăй саплать, çавăнпа сирĕн те çĕнĕлле ĕçлеме вăхăт, — терĕ те Казанбаев трест çыннисемпе сывпуллашрĕ.

— Ачасене шел. Трест пионер лагерĕ валли укçа уйăрманшăн вĕсем айăплă мар-çке. Мĕншĕн килĕшмерĕн шкулсене пулăшма? — тĕпчевлĕн ыйтрĕ Улькка каярах, автомашина вырăнтан тапрансан.

— Каçар. Руль тытнă чух эп калаçма шикленетĕп, — хуравларĕ председатель машинăна çăмăллăн малалла ярăнтарса.

— Килĕшетĕп, — терĕ те хĕрарăм кĕскен ларкăч çине меллĕрех вырнаçрĕ, ӳсекен хулана сăнанçи пулчĕ.

— Эпир вĕсене тем тума та пулăшрăмăр. Хулари строительсемпе чи ăста рабочисене темиçе уйăхлăха пулăшма яни те пулнă, анчах та Минэнерго пире çакăншăн тав сăмахĕ те каламарĕ. Консерваторсене тата бюрократсене сĕткен парса тăракан кăвапа тымарĕсене хăвăртрах татма тытăнмалла, унсăрăн нихăçан та йĕрке пулмасть, — хĕрсе кайса калаçма тытăнчĕ Заил. Чĕнмесĕр пыма аван мар тесе шутларĕ-ши вăл?

— Тĕрĕс, анчах ачасене шел.

— Çапла. Ачасене шел. Анчах мĕншĕн министр вĕсене шеллемест?

— Ара, вăл, ватăскер, тепĕр чух манать те пулĕ ачасем çинчен.

— Ватăлсан — пенсие каймалла, çамрăксем валли çул уçăлтăр.

— Темшĕн хăшĕ-пĕри васкамасть-çке.

— Ара, вĕсенчен чылайăшĕ ырлăхра пурăнать. Ĕçлемесĕр кун ирттерсе.

— Апла хăваламалла вĕсене.

— Ирĕккĕн никам та каймасть. Çав кăвапа тымарне татсан кăна.

— Ăнлансах çитеймерĕм-ха...

— Питĕ ансат схема. Халĕ кашни предприяти тупăшăн пĕр пайне çав министерствăсемпе ведомствăсене тытса тăма куçарать. Рабочисем çакăн çинчен пĕлсех те каймаççĕ. Хуçалăх расчечĕ тата рынок системи вара вĕсен куçне уçать. Вĕсем кашни пус ăçта кайнипе интересленме тытăнаççĕ, мĕншĕн тесен предприяти тупăшĕ — вĕсен пуянлăхĕ. Ман шутпа, çакна ăнланса çитсен ĕç халăхĕ ведомствăсем валли укçа куçарма чарăнать те, вĕсем хăйсемех пĕтеççĕ.

— Килĕшетĕп. Ансат схема, анчах ăна пурнăçа кĕртме йывăр.

— Паллах. Мĕн чухлĕ хытăрах хĕстерĕпĕр, çавăн чухлĕ хаяртарах пулĕ бюрократ. Унран хăрамалла мар.

— Каллех çапăçу.

— Нимĕн те тăваймăн. Пурнăç — кĕрешӳ.

— Эх, мăнтарăн этемĕ. Çук иккен санран тискерри тĕнчере! — тесе хĕрарăм калаçма чарăнчĕ, паçăрхиллех тавралăха сăнарĕ.

— Анлă Атăл чĕнет. Тен, чарăнас? — шăплăха пăсрĕ тепĕртакран Заил Казанбаев педаль çине хуллен пусса. Вăл автомашинăна çул хĕрринелле тытрĕ.

— Эпĕ хирĕç мар.

— Юрĕ, тепĕртакран чарăнăпăр. Манăн Атăлпа пĕр-пĕччен, гидростроительсемпе ученăйсемсĕр, калаçас килет, — тесе Казанбаев автомашинине вăрман хĕрринчи ансăр çул çине илсе тухрĕ, юханшыв еннелле вĕçтерчĕ. Ăна хула ĕçтăвкомĕн юлашки ларăвĕнчи пĕр самант — аслă Атăлăн шывĕ симĕсленме, пăнтăхса тĕссĕрленме тытăнни çинчен санитари тухтăрĕсем пăшăрханса тата тарăх-са калаçни канăçсăрлантарчĕ.

Çыран хĕррине çитеспе çул икке пайланчĕ. Пĕр юппи вăрманалла, тепри юханшыв еннелле тăсăлчĕ.

— Çыранĕ ытла та чăнкă. Тем курса ларăпăр, — терĕ Улькка аллине тантăшĕн сарлака хулĕ çине ачашшăн хурса. — Тен, кунтанах калаçăн Атăлпа?

— Эп ăна, пăнтăхнă шыва, хам алăпа тытса пăхасшăн, хам куçпа курасшăн.

— Алла пулсан лартса хăвар мана çул хĕрринчи йывăç хӳттине, — çул юппипе вăрман хушшинче ларакан ватă хурăн еннелле аллипе сулчĕ çамрăк хĕрарăм.

— Аван вырăн, — тесе Казанбаев автомашинине каялла чакарчĕ те çӳллĕ хурăн сулхăнĕнче чарăнчĕ, васкасах кабинăран тухса алăка хупма пĕшкĕнчĕ.

— Тăхта, ан хуп. Эпĕ те пыратăп, — илтрĕ вăл хĕрарăм сассине. Улькка çипуçне хывса улăштарма пикеннĕ иккен.

— Пĕр килнĕскер йĕпенсех каяс. Кăçал шыва кĕмен эпĕ.

— Атăл пăнтăхнă, — терĕ Заил.

— Эпир хамăр унран та ытларах пăнтăхнă. Тумтирне улăштар, тархасшăн. Эпĕ пĕччен пысăк шыва кĕме шикленетĕп.

— Аялта хывăнăп. Паллакан çын тĕл пулсан...

— Анланатăп: хисеплĕ мэр-çке. Анчах çурма çарамас ют хĕрарăмпа утма тивет санăн. Э, мĕнлерех пек?

— Мĕн тăвăн ĕнтĕ? Шӳтлеме ăста эсĕ. Чĕлхӳ сан çивĕч, — терĕ Заил Улькка ача чухне час-часах калакан сăмахсене вăрăммăн тăсса. Вăл çăмăл кĕпипе шурă майкине хывса автомашина ларкăчĕ çине хучĕ, кармашса алăксене питĕрекен кнопкăсене пусрĕ.

— Чим. Тăхăн кĕпӳне, — илтрĕ вăл хĕрарăмăн пăлханчăк сассине.

— Мĕншĕн?

— Çурăму çинче çĕвĕ. Чуна çӳçентерет...

— Пĕлсе çитер хĕрарăм кăмăлне. Самантсерен улшăнать, — мăкăртатса илчĕ те Заил хĕрарăм хушнă пек турĕ.

— Кайрăмăр. Васкас. Эльвира шырама тытăнĕ тата.

— Тĕрĕс асăрхаттаратăн. Хĕрарăм шырама тытăнсан çĕр тĕпĕнчен тупать. Шыв хĕрне анса хăпарнă çĕре кăнтăрла та çитĕ, — терĕ те Улькка Заил аллинчен çакăнчĕ. — Хăпарнă чухне эсĕ манăн пăравус пулатăн. Эпĕ кун пек чăнкă çĕре нихăçан та анман-хăпарман.

— Ĕнсе çине лартса хăпарма хатĕр, — шӳтлерĕ Заил. Шывра вĕсем киленсе ишрĕç. Вăхăт-вăхăт шӳтлĕ е йĕплĕ сăмахсем каласа пĕр-пĕрин çине шыв сирпĕтрĕç, çамрăк чухнехи пек тавлашса чăмрĕç. Сасартăк Улькка пуçне çĕклесе хыттăн кăшкăрчĕ:

— Пăх-ха! Атăл леш енчен хуп-хура пĕлĕт шăвать. Ырра мар ку, тусăм. Тăвăл пĕлĕчĕ.

Хăвăртрах шывран тухрĕç. Иккĕшĕ те харăсах пушмакне тăхăнчĕç, сăрталла хăпарма тытăнчĕç. Васкарĕç. Тапхăр-тапхăр чупса та пăхрĕç, анчах чăнкă çыран хăвăрт чуптармарĕ. Кĕçех пуç тăррине çумăр тумламĕсем патлатса ӳкрĕç. Унччен те пулмарĕ — пăр çума тытăнчĕ. Тамаша тăк тамаша... çу варринче — пăр, шултăраскер, тӳме пекех... Арçынпа хĕрарăм ватă хурăн еннелле чупрĕç.

— Пĕлсе çитер хальхи çанталăка, — мăкăртатрĕ Улькка. Йывăç хӳттине пытаннă-пытанман витĕр куçĕпе тавралăха сăнаса çаврăнчĕ. Никам та çуккине ăнлансан, вăр-варах хăй çинчи пур-çук тумтирне хыврĕ те илемлĕ кăкăрне аллипе хупласа ватă йывăçăн пысăк тымарĕ çумне кукленсе ларчĕ, шыва кĕмелли кĕпине Заил еннелле тăсрĕ. — Пăрса типĕт, тархасшăн.

Пăр çурĕ те çурĕ, анчах вăраха пымарĕ. Ун хыççăн çумăр чĕресрен тăкăннă пек çума тапратрĕ, хайхи пăра хăвăрт ирĕлтерчĕ.

Улькка, çап-çарамасскер, сасартăк ура çине тăчĕ, Заил çумне пырса тĕршĕнчĕ. Унăн пит çăмарти тăрăх те çумăр тумламĕ, те чăн-чăн куççулех юха-юха анчĕ.

— Кĕрсе лар машинăна. Унта ăшăрах, — сĕнчĕ арçын.

— Паян... е нихăçан! — терĕ те Улькка сасартăк Казанбаева мăйĕнчен хыттăн ыталаса илчĕ, ăна автомашина еннелле туртрĕ...

 

Пахчара

Автомашинăна гаража лартсан Заил автовокзал еннелле утрĕ. Вăл хуларан инçех мар сад пахчине çитме васкарĕ. Çул çинче паллакансемпе ытлашши калаçса тăмарĕ, автобусра та хыçалти ларкăч çине кĕрсе ларчĕ. Типсех çитмен кĕпе-йĕм ӳт çумне çыпçăнчĕ, вара тӳрех Ульккана тата ватă хурăна аса илчĕ.

«Мĕн туса хутăм эпĕ! Мĕншĕн кайрăм-ха Атăл хĕррине?» — хăйĕнчен хăй ыйтрĕ Казанбаев. Куç умне типпе пăрахнă пулă пек авкаланакан илемлĕ кĕлетке тухса тăчĕ, юратнă çыннин вĕри тутипе тăварлă куççулĕ пите пĕçертрĕç. Сада çитичченех пĕтĕм чунра, шăмшакăн кашни пайĕнче хăватлă юрату кăварĕ тĕлкĕшрĕ.

Автобусран тухсан Казанбаев Çавал енчен тепĕр хура пĕлĕт хăпарнине асăрхарĕ. Çакă тӳрех пуçри шухăша сирчĕ: вăл ывăлĕ сада пĕчченех кайма пултарнине аса илчĕ те кăштах лăпланчĕ, пахча еннелле васкаса утрĕ. Анчах тăват-пилĕк утăм тусанах паçăрхи аса килчĕ. Заил сасартăк Эльвирăн пĕрремĕш туйăмĕ (Каирти гостиницăра) Улькка хĕрӳлĕхĕнчен те вăйлăрах пулнине туйса илчĕ. Арçын чун-чĕрине темĕнле вут-хĕм чашкăрса тулчĕ, пĕтĕм шăм-шака лăскама тытăнчĕ. Çитменнине, таврана çумăр умĕнхи пăчă хупăрласа илчĕ. Суранлă чĕре йывăрлăха чăтаймарĕ, чикме тытăнчĕ. Çакă Казанбаева малалла хăвăртрах уттарчĕ. «Каçарма май çук пысăк çылăха кĕтĕм эпĕ паян. Эльвирăна улталарăм, — ӳкĕнсе шухăшларĕ вăл. — Улталаман. Эпĕ Эльвирăн иккĕмĕш упăшки-çке-ха, — лăплантарма хăтланчĕ хăйне çавăнтах, анчах тепĕр сасă, çирĕп те янравлăскер, тӳрех хирĕçлерĕ: — Улталарăн. Аса ил-ха Каирти «Континенталь» хăна çуртĕнчи тĕлпулăва, Шупашкарти савăк каçсене...»

Çапла, Эльвира Сарбаева Казанбаев чунне, тĕрĕсрех каласан, пĕтĕм шăм-шакне пыл пек сăрхăнса кĕнĕ...

Тӳпере хĕвел пайăрки ялкăшса илчĕ, анчах унăн çутине тачка хура пĕлĕт хупларĕ, аслати кĕмсĕртетни çывхарчĕ, çил вăйланса пычĕ. Çиçĕм икĕ-виçĕ хут пĕтĕм тавралăха çутатса илнĕ хыççăн çумăр тумламĕсем малтан пăт-пат, унтан чĕресрен тăкнă пек çĕр çине ӳкме тытăнчĕç.

Чăтма çук йывăр пулчĕ Казанбаевшăн çак самант. Пахчари пӳрте кĕрсен вăл çывăракан ывăлне хыттăн хăй çумне чăмăртаса ыйхăран вăратасшăнччĕ, унпа калаçса аса илӳ тыткăнĕнчен хăтăлма шутларĕ, анчах чашласа çăвакан çумăр черепица çине йывăррăн ӳксе ватă хурăн айĕнчи асар-писер саманта тепĕр хут аса илтерчĕ...

Çумăр ку хутĕнче те вăраха каймарĕ, хăвăрт чарăнчĕ. Таврара каллех хĕвел пайăркисем ялкăшрĕç. Çанталăк çуталса кайрĕ. Заил çывăрса кайнă Артура вăратасран шикленсе вăраххăн, пĕр сасă кăлармасăр кĕпе-тумтирне улăштарчĕ, сада тухрĕ.

Йывăç çулçисем йăмăх симĕс те чĕп-чĕрĕ. Улмуççи, чие тата сливăпа груша турачĕсем çинче пăрçа евĕр çутă тумламсем çакăнса тăраççĕ. Симĕс йăрансене шăтарса тухнă хĕрлĕ ăмансем таса та уçă сывлăшпа киленеççĕ. Пĕтĕм тйвралăх илемлĕн ялтăртатать, чуна çемçетсе уçăлтарать.

— Манăн килес, — илтĕнчĕ сасартăк калитке енчен хĕрарăм сасси.

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5 6 7 8 9 ... 17