Пирвайхи юрату :: Пĕрремĕш пайĕ
Эпĕ Иринăна питĕ сăмах хушăттăм та, унпа юнашар ларакан ашшĕ, пирĕн вулăс ямшăкĕ, чăрмантарать. Каламалли те пурччĕ çав. Иринăна эпĕ уезда тухса каясси çинчен пĕлтерме пачах манса кайнă. Уездри конференцире вăхăт нумай иртес çук та-ха, çавах та пĕлтермесĕр тухса кайни ырă мар пек туйăнчĕ. «Пĕлтермен, пытарнă манран...» тесе шутлама та пултарать вĕт вăл...
Тăвайккинчен хăпартăм та пуп çырми хĕррипе пыратăп. Сасартăк шик! шăхăрни илтĕнсе кайрĕ. Ку Коля пулчĕ иккен. Вăл çырман тепĕр енĕпе, шкул çумĕнчи сукмакпа, хăпарать. Эпĕ, пĕчĕк кĕпер урлă каçса, ун патне пытăм.
— Иринăна ăсатса ятăн-и? — ыйтрĕ вăл, алă парса. Кăна вăл темле кулкаласа ыйтнă пек туйăнчĕ мана.
Вара çиллĕм капланса килчĕ. Ирина ун пирки «мухтанчăк» тесе каланине аса илтĕм. Ашăмра чăкăлтăш чĕппи вăранчĕ пулмалла...
— Коля, — терĕм эпĕ, урăх нимĕн калама аптăраса, — иртнĕ вырсарникун субботнике мĕншĕн тухмарăн? Эсе килтех пулнă-çке...
— Мĕнле субботнике? — ыйтрĕ вăл.
— Пĕлместĕн пуль, — терĕм эпĕ, тарăхса, — вырсарникунхи субботник çинчен пĕтĕм ял калаçать...
— Тупнă ĕç — пуп çырминче чакалашма, — кулкаласа илчĕ Коля.
— Мĕншĕн тухмарăн?
— Пĕлес килет пулсан, — терĕ вăл мăнаçлăн, — яла эпĕ субботникре ĕçлеме килмен, каникула, канма килнĕ. Субботниксем Хусанта та сахал мар...
— Апла, эппин...
— Çапла, тусăм, — терĕ те Коля, урăх нимĕн каламасăр, парт! çаврăнса кайрĕ. Эпĕ вăл курăнми пуличченех пăхса тăтăм.
«Мĕн чĕмери пулнă ку Кольăна?», — шутларăм ăшăмра.
17
...Тепĕр ирхине ирех юнашар хуторти Бормсор комсомолецпа Сĕнтĕрвăррине, уездри конференцие тухса утрăмăр. Çанталăк ăшă. Ялтан эпир кĕтӳпе пĕрле тухрăмăр, шарах пуçланиччен вăрмана çитес терĕмĕр. Вăрмана кĕрсен, сулхăна лартăмăр та хĕвел анăçалла сулăниччен çывăрас теремĕр. Çывăрасси пулмарĕ те-ха...
Вăрманта уçă, пурнăç вĕресе тăрать. Лаштра юмансем манаçлăн шавлаççĕ, вĕсен айĕнче шĕшкĕсем çулçă çупса калаçнине итлеççĕ тейĕн... Инçере куккук сасси илтĕнет, кайăк-кĕшĕк чĕвĕлтетни хăлхана ачашлать...
— Александров, — терĕ Борисов, эпĕ вăрман илемĕпе киленсе выртнă вăхăтра. — Çывăрса каймарăн-и?
— Ăçтан çывăрма пĕлĕн çакăн пек ырлăхра, — тавăрса каларăм эпĕ, — Çывăрман, мĕн каласшăнччĕ?
— Мĕн каласси, — пуçларĕ вăл, ӳпне çаврăнса, — хамăр хуторти Симĕс Ваççа пиркиех... Мĕн тумалла çав куштанпа? Хăй патĕнче ĕçлекен икĕ тарçăна кун çути кăтартмасть вĕт-ха, Кунĕ-кунĕпе ĕçлеттерни çитмест, выçлăн-тутлăн усраса, ĕç укçи те тӳлемест,..
— Ваньккапа Саньккана-и?
— Çавсене çав. Пĕркунхине, эсĕ пирĕн хутора пырсан, вĕсене ĕç договорĕ те туса панăччĕ, договорне çирĕплетмен тет-и вулăсра?
— Мĕнле апла, кам каларĕ сана?
— Ачисем хăйсем каларĕç...
— Мĕн пирки çирĕплетмен-ши?
— «Ку ачасене эпĕ тăлăх пирки кăна усратăп, эпĕ усрамасан, вĕсем выçах вилеççĕ, уншăн мана тав тăвас пулать», — тесе каларĕ тет Симĕс Ваççа.
— Вăт шăпăрлан!
— Тата акă мĕн, — аса илчĕ Борисов, — çав ачасем комсомола кĕме заявлени панăччĕ... Халĕ вара, Симĕс Ваççа хăратнипе пулмалла, вĕсен шухăшĕ пачах улшăннă...
Саньккапа Ваньккана эпĕ лайăх астăватăп, хутора кайсан эпĕ вĕсемпе чылай калаçнăччĕ. Шуранка питлĕ, çырă вăрăм çӳçлĕ, лăпкă ачасем. Хăйса çитиччен вĕсем чĕнсен те сăмах чĕнесшĕн марччĕ. Каярадпа тин чип-чиперех калаçма пуçларĕç. Тăлăххи чăнах та тăлăхсем те-ха вĕсем, тăлăхсене пушшех шеллемелле мар-и-ха? Симĕс Ваççана — чăпта хуçине — иртĕхме памалла-и?
— Эсĕ асăрхаттарни, — терĕм Борисова, — питĕ вырăнлă. Симĕс Ваççая сан-питне лăртак «кăвакартмаллах пулать конференцирен таврăнсан.
— Мĕнле майпа?
Çăплах. Совет законĕнчĕн мăшкăллăма памăпăр ăна.
Шăплантăмăр. Эпĕ, вăрман кашланине итлесе, кăвак тӳпере кăтрашка пĕлĕтсем вăраххăн шуса иртнине тинкерсе выртрăм. Борисов тапак чĕртсе ячĕ. Кăтăш пулса çывăрса кайма пуçланăччĕ кăна, каллех Борисов вăратрĕ.
— Ленский конференцие пымасть-и мĕн, ăна та делегата суйланăччĕ мар-и?
— Пĕлместĕп çав. Ĕнер каçхине кĕрсе тухнăччĕ те ун патне, тĕл пулаймарăм-çке. Килĕнче никам та çукчĕ.
— Тен, вăл пиртен маларах тухса кайнă?
— Кам пĕлет, апла та пулма пултарать.
Эпир, каннă вырăнпа уйрăлса, çул çине тухрăмăр та майĕпен хуланалла утрăмăр. Пирĕн çул кĕске мар, Сĕнтĕрвăррине çитиччен тата икĕ çĕрте ларса кантамăр. Кĕтӳ кĕртнĕ теле хулана çитрĕмĕр. Ывăнасса ывăнтăмăр та ĕнтĕ, урасем те ыратакан пулчĕç, хулана кĕрес умĕн урасене салтса сырнă хыççăн каллех хастарланса кайрăмăр...
Укомол хапхи умĕнче пире Ленский кĕтсе илчĕ. Алă пачĕ те йăлт-ялт çаврăнкаларĕ, çӳçне-пуçне силлекелерĕ, хыçалтан кĕпине туртса тӳрлетрĕ...
— Выступать тума шухăшлатăн-и, Александров юлташ?
— Пĕлместĕп-ха, — терĕм эпĕ, — халĕ конференцийĕте уçăлман та-ха. Яшки пиçмесĕр мĕнле антарас ăна...
— Халĕ Совет старейшин ларăвĕ пулса иртрĕ, — терĕ Ленский. — Унта мана та пригласить турĕç...
— Мĕн пулчĕ вара унта?
— Секрет, — пӳрнине çĕклерĕ Кĕркури, — калама юрамасть.
— Юрамасть пулсан, мĕншĕн хускататăн тата, кам туртрĕ сана чĕлхӳнтен?
— Эпĕ вообще анчах сообщать тăватăп, мĕн пулнине калама нельзя...
— Юрĕ, апла пулсан. Делегатсене регистрацилеççĕ-и?
Ленский нимĕн те каламарĕ. Укомолтан политпросвет пайĕн пуçлăхĕ тухсан, ун çумне çулăхрĕ, пирĕн çинчен пачах манса кайрĕ пулмалла.
...Комсомолăн уездри конференцийĕ ирхине вунă сехетре, Атăл хĕрринчи клуб çуртĕнче уçăлчĕ. Парти укомĕн секретарĕ Германов юлташ политикăллă доклад туса пачĕ. Ку çынна эпĕ тахçан курнă пек туйăнчĕ. Ăçта, хăçан? Тем тĕрлĕ шухăшласа пăхсан та, ăçта курнине малтанласа ниепле те аса йлеймерĕм..
Пĕр вăхăтра докладчик çамки çине ӳкнĕ çӳçне хыçалалла шăлса вырттарчĕ те, эпĕ вăл çынна ăçта курнине тнн аса илтĕм. 1920 çулта Мăнъял шкулне комсомол ячейки уçма пынăччĕ-çке! Мĕнле манса кайнă-ха çавна?
Перерыв вăхăтĕнче Ленские куртăмăр. Хăй вара туй ачи пек хавас, ларма-тăма та пĕлмест: пĕрин патне пырать, тепринпе кулкаласа илет...
— Пăх-ха пирĕн Ленские, — терĕ Борисов. — Мĕскер пулнă-ши ăна? Каснă-лартнă чĕп автанĕ.
Перерыв хыççăн кун йĕркинчи иккĕмĕш ыйтăва — укомолăн отчетлă докладне итлесе, ăна сӳтсе явма ты-тăнчĕç.
Пренире тăватă çын калаçсан, трибуна умне хайхи пирĕн Ленский тухса тăчĕ. Çавна курсан эпир Борисовпа иксĕмĕр шалт тĕлĕнсе кайрăмăр.
— Мĕне пĕлтерет ку мыскара? — терĕм Борисова, — тухса калама шутлани çинчен пире пĕлтермерĕ те-çке вăл.
— Хаклă юлташсем, конференци делегачĕсем, — пуçларĕ хайхи Ленский. — Чи малтан Мăнъял вулăс организацийĕ ячĕпе приветствовать тума ирĕк парсамăр...
Хăшпĕр делегатсем алă çупса илчĕç. Эпир Борисовпа иксĕмĕр, тĕлĕнсе кайнипе, пĕрне-пĕри куçран пăхрăмăр: тата мĕнле мыскара тăвĕ-ши ку Кĕркури?
Ленский çамкине тутăрпа шăлса илчĕ те пуçларĕ хайхи çаптарма. Хăйне вăл волорганизатор вырăнчех шутлать иккен. Пухура ăна волорганизатортан кăларни тĕрĕс мар пулнă имĕш. Мĕншĕн тесен суйлав пуххинче ӳкомол представителĕ пулман. Çавăн пирки те суйлав законлă мар пулать. Хăйне волорганизатортан кăларнă шăн айăпне вăл пĕтĕмпех ман çине тиеме хăтланчĕ. «Çĕрĕк интеллигент, — терĕ вăл ман пирки, — ултавлă меслетсемпе усă курса, волорганизатор вырăнне йышăнчĕ...»
Эпĕ çав тери тарăхса кайрăм, питĕм çăтăр! пĕçерсе илчĕ, чĕре талт-талт туса тапма пуçларĕ.
— Суятăн! — тусеймесĕр кăшкăртăм вырăнтан.
— Элекçĕ! — терĕ Борисов.
Президиумра хускалса илчĕç, шăнкăравпа шăнкăртаттарчĕç. Эпĕ президиума хут çырса ятăм, ораторсен списокне кĕртме ыйтрăм.
Ленский сăмахне вĕçлерĕ те питĕ васкаса хăйĕн вырăнне кайса ларчĕ. Алă çупакан никам та пулмарĕ.
Эпир вуниккĕмĕш ретре, зал варринче лараттăмăр. Ленский, паллах, малта — улттăмĕш ретреччĕ пулас. Вăл вырăна ларсан, эпĕ ун çине пăхрăм та нар пек хĕрлĕ ĕнсине кăна асăрхарăм. «Тухтăрччĕ вăл халĕ тула, — шухăшларăм ăшăмра, — калăттăм ăна «ăшă» сăмах.»
Ленский намăссăррăн элеклени мăна пĕтĕмпех йĕркерен кăларчĕ, эпĕ ниепле те лăпланма пултараймастăп. «Мĕнле çав тери суйма пултарать-ха этем? Комсомолец çке-ха вăл. Ăçта унăн намăсĕ, чыслăхĕ ăçта?..»
Чăтса ларма тӳсĕм çитеймерĕ. Эпĕ Борисова кăлт! тĕксе систертĕм те тула тухса кайрăм. Юлташăм та тухĕ-и-ха тесе, самант хушши коридорта кĕтсе тăтăм. Борисов тухмарĕ. Вара эпĕ урама тухса кайрăм.
Атăл çинче уçă. Анатран, кăвакал ами евĕр, сарă буксир икĕ баржа туртса хăпарать. Эпĕ кăкăр тулли сывласа илтĕм те йăлăма тинкертĕм. Йăлăм вăрманĕ кăвак тĕтрепе витĕннĕ, кăчăк туртса илĕртнĕ пек туйăнать. «Çук, юрамасть капла, — пырса кĕчĕ шухăш пуçăма, йывăр сăмах илтнипех пуçа усмалла мар...»
Эпĕ çаврăнтăм та каялла кайрăм. «Йытă мăнтăр та, ăна çиме юрамасть», — аса илтĕм таçта илтнĕ урăм-сурăм сăмаха.
— Миша, тăхта-ха пăртак, — илтĕнчĕ хыçалтан, эпĕ клуб алăкĕ патне çитсе пынă чухне.
Эпĕ Добров юлташа асăрхарăм. Ăна хирĕç ик-виç утăм турăм, алă патăм. Пĕр-пĕрне сывлăх сунтăмăр.
— Эсĕ хăçан килнĕ вара? — ыйтрăм Добровран.
— Паян ирхине. Конференци епле иртет?
— Йĕркеллех, чиперех иртет.
— Эсĕ мĕншĕн ларура мар тата?
— Пуç ыратнă пек пулчĕ те, уçăлма тухас терĕм... Иван Ильич ман çине сăнавлăн пăхса нлчĕ. Манăн ăна Ленский конференцире сӳпĕлтетни çинчен каласа парассăм килчĕ. Темшĕн тытăнса тăтăм, чĕлхе вĕçĕнчи сăмаха калаймарăм.
— Конференци паян цĕтет-и? — ыйтрĕ Иван Ильич.
— Пĕлместĕп, — терĕм эпĕ. — Халĕ укомол отчечĕ тăрăх прени пырать, кайран суйлавсем пулмалла...
— Паян, — куçран тннкерчĕ Иван Ильнч, — конференци пĕтнĕ хыççăн парти укомĕн бюровĕ пулать, унта сана парти кандидатне илесси çинчен пăхса тухаççĕ…
— Чăнах-и?
— Чăнах ĕнтĕ, çапла пĕлтерчĕç укомран. Эсĕ хатĕр пуль?
Клубран делегатсем кĕрлесе тухнине пула, эпир калаçма чарăнтăмăр.
— Апат çиме каятпăр-и? — ыйтрĕ Борисов манран, Иван Ильича алă парса.
Эпĕ тытăнкаласа тăтăм, Иван Ильич çине пăхса илтĕм вăл тата мĕн те пулин калассине кĕтнĕ пек пултăм.
— Кĕçех каятпăр, тăхта пăртак... Çав вăхăтра клубран Ленский тухрĕ. Вăл каллех укомол работникĕ çумне çулăхнă та вĕриленсех ăна темĕн каласа парать. Пире курсан, вăл пăрăнма хăтланчĕ, Доброва асăрхарĕ те самантрах улшăнса кайрĕ.
Вăл пирĕн пата пычĕ, Иван Ильича курнипе савăннă пек пулчĕ, тути-çăварĕ хăлха патне çитичченех сарăлса кайрĕ. Иван Ильича саламласа, ун аллине ик алăпа тытса чăмăртарĕ, анчăк çури хуçи куçĕнчен пăхнă пек, Иван Ильича куçран пăхса илчĕ.
— Хисеплĕ Иван Ильич, салам, тысячу раз, — йăпăлтатрĕ вăл Добров умĕнче.
— Мĕншĕн çав териех саламлатăн вара? — ыйтрĕ Иван Ильич.
— Как же, как же, — хуçкаланма тытăнчĕ Ленский, — сире чунтан хисеплесĕ, Добров юлташ, от глубины сердца...
— Тавтапуç, апла пулсан...
Ленский лĕпĕртетни йăлăхтарса çитерчĕ, итлес килми те пулчĕ. Вăл Иван Ильич умĕнче йăпăлтатни пушшех вырăнсăр пек туйăнчĕ.
— Да, Иван Ильич, — татах çатăлтатрĕ Ленский, — укомол работникĕсем мана халĕ те волорганизатор вырăннех хураççĕ.
— Мĕскер? — пӳлчĕ Иван Ильич.
— Мана ĕçрен кăларнине считают грубой ошибкой. Укомол представителĕсĕр суйлав ирттерме юраман, теççĕ. Они просто Александров юлташа не хотят çирĕплетме.
— Эсĕ ӳсĕр мар пулĕ-çке, Кĕркури? — ыйтрĕ Иван Ильич.
— Почему так говорите?
— Мĕншĕнне хăвăнах чухламалла. Александров юлташа парти волкомĕ сĕннипе суйланă, эсĕ ăна лăйăх пĕлетĕн. Халĕ конференцие килтĕн те элек сарма тытăнтăн. Конференци трибунипе усă курса, карьеристла ĕмĕтсене пурнăçа кĕртессишĕн хыпса çунатăн. Мĕнле япала вăл? Конференцире эсĕ лĕпĕртетнине лайăх пĕлетĕп-çке!
Кĕркури ман çине кашкăрла пăхса илчĕ:
— Çакă элеклесе кăтартрĕ-и?
— Вăл мар, — татса каларĕ Иван Ильич, — ăна эпĕ тин çеç тĕл пултăм. «Уй куçлă, вăрман хăлхайлă» тенине илтмен-и вара эсĕ ку тарана çитсе те?
Çапла питленине илтсен, Кĕркури намăсланать пулĕ тесе шутланăччĕ, вăл пур — хăнк та тумарĕ. Нимĕн те пулман пекех Иван Ильича алă пачĕ те Борисовпа иксĕмĕре апат çиме кайма чĕнчĕ. Эпир нимĕн те шарламаннине кура, пиртен хăпрĕ, хăйне тăрăх пăха-пăха столовăй патнелле васкарĕ.
— Конференцире Ленский мĕн каланине эпĕ хам илтрĕм, — терĕ Добров. — Германов юлташа курмаллаччĕ те, ларăва кĕмелле пулчĕ. Ленский лăпах трибуна умне тухрĕ çав вăхăтра...
Манăн чĕрем лăштах пулчĕ.
18
Каçхине пилĕк сехет тĕлне прени вĕçленчĕ. Тухса калас текенсем тата пурччĕ те, калаçнипе çитĕ, терĕç делегатсем. Манăн калаçасси пулмарĕ. Вара, справка пама сăмах илсе, Ленский элек сарни çинчен йĕркеллех каласа патăм. Волорганизатора суйланипе тĕхникумра вĕренме пăрахмалла пулчĕ, терĕм. Ман кĕске сăмахăма делегатсем те, президиум членĕсем те, вăл шутрă Германов та, тимлĕн итлерĕç.
Кĕске перерыв хыççăн конференцн укомăн çĕнĕ составне суйлама тытăнчĕ. Çĕнĕ укомол составĕнче ман хушаматăма асăнни питĕ тĕлĕнтерчĕ. «Мĕнле-ха капла? — шутларăм эпĕ. — Кам кĕртме пултарнă списока ман хушаматăма? Тен, эпĕ мар-тăр вăл? Тен, сăмах урăх Александров çинчен пырать? Çук, апла мар. Вулаканĕ уççăнах, «Мăнъял волорганизаторĕ» тесе пĕлтерчĕ. Ак тамаша!
Отводсем пуçлансан, эпĕ те сăмах илтĕм, мана списокран кăларма тархасларăм. Манăн опыт çук, опытлăрах юлташсене суйлас пулать, терĕм эпĕ.
— Списокра хăварас! — илтĕнчĕç сасăсем.
Эпĕ хам вырăна çитсе ларнă тĕле председатель сасăлама пуçларĕ.
— Кам та кам Александров юлташа укомол членне суйлас тет, алă çĕклĕр! Хĕрĕх тăхăр сасă, — çырса хучĕ председатель, делегатсене пĕлтерсе, — кам хирĕç?
Эпĕ пуçа чикрĕм — аван мар пек пулчĕ хирĕç сасăлакансене пăхса ларма.
Суйлавсем вĕçленсен, Хлебников юлташ юлашки сăмах каларĕ те, конференци çавăнпа вĕçленчĕ. Делегатсем ура çине çĕкленчĕç, пысăк хастарлăхпа «Çамрăк гварди» юрра шăрантарчĕç. Пĕтĕм зал кĕрлесе тăчĕ...
Конференци хупăнсанах укомол çĕнĕ составĕн пĕрремĕш пленумĕ пулса иртрĕ. Пленум укомол секретарĕ пулма каллех Хлебников юлташа, пилĕк çынтан укомол бюроне суйларĕ, укомол пайĕсен заведующийĕсене çирĕплетрĕ. Çак пленумрах мана укомол инструкторĕ туса хучĕç.
Çапла ĕнтĕ манăн каллех урăх çĕре — Сĕнтĕрвăррине куçмалла пулать. Икĕ уйăх хушшинче икĕ тĕрлĕ улшăну. «Çулталăкран мĕн пулĕ капла?»
Пленум хыççăн, Иван Ильич сăмахне асра тытса, парти укомне кĕтĕм. Приемнăйра виç-тăватă çын ларатъ. Вĕсен хушшинче Патманов юлташа асăрхарăм. Вăл яланхи пекех симĕс френчпа, галифепе, куçлăхпа. Эпĕ ун патне пырса алă патăм.
— Мĕскер кĕтетĕр? — ыйтрăм хуллен. — Хулана хăçан килтĕр?
Вăл мана хулран тытса хăйпе юнашар лартрĕ те питĕ хуллен каласа хучĕ:
— Сĕнтĕрвăррине куçарасшăн мана...
— Мĕнле ĕçе?
— Çĕрĕç пайнех ĕнтĕ, — кулкаларĕ вăл. —Ăçта юрăхлă эпĕ тата? Çĕр çинче чакаланса, тислĕк çинче варалансах ĕмĕр иртет пулĕ ĕнтĕ...
— Тислĕккисĕр тырри пулмасть-çке.
Кабинетран Добров юлташ тухрĕ. Вăл тӳрех Патманов патне пычĕ, ăна кабинета кĕме хушрĕ. Мана асăрхасан, кăшт кăна чарăнчĕ, «Эсĕ ăштах тăхта», тесе каллех кабинета кĕрсе кайрĕ.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...