Пирвайхи юрату :: Пĕрремĕш пайĕ
— Сывлăш çавăрса илĕр пăртак. Акă сăра ăсса кĕтĕм, ăшăнчĕ те пулĕ ĕнтĕ... Каннă хыççăн кĕçĕн хĕрĕн кĕрĕкне касма тир илсе кĕрĕпĕр...
— Апла та юрать, — килĕшет кукка.
Çĕлĕк тăхăнса тула тухатăп. Кайри пӳртре кăмака умĕнче Ирина тăрать. Аллинче унăн кăвак кушак мăрлатать. Эпĕ ун çуммипех иртсе кайрăм. Вăл мана тинкерсе пăхнă пек туйăнчĕ.
Каялла кĕнĕ çĕре сĕтел çинче сăра витри ларать, Ирина амăшĕ куккана хăналать. Ирина та çавăнтах, кăвак кушак халĕ те унăн аллинчех-ха. Кушака ачашланăçемĕн, вăхăтран вăхăта кĕреке еннелле куç хывса илет. Эпĕ кукка çумне пырса лартăм, Ирина амăшĕ мана та сăра ĕçтерчĕ. Ирина патнелле сăра куркипе пыма пуçласан, леше, хăй ĕçесшĕн пулманнине сăмахпа мар, пуçпа кăна сулса систерчĕ. Амăшĕ вăра тулли куркана сĕтел çине лартрĕ.
— Ирина кĕрĕкне касайрăр-ши паян?
— Касăпăр, — тет кукка, — мĕншĕн касас мар.
— Ыран вăл Мăнъялта юлать, çавăнпа çеç калатăп. Темле спектакль лартаççĕ тет-и... Ача-пăча тем те тупать те вăл...
Кукка сĕтел хушшинчен тухать, Ирина амăшĕ тирсем илсе кĕрет.
— Кил-ха, хĕрĕм, кунтарах, — тет кукка, — урлăш-тăрăшне виçсе пăхар...
Ирина кушакне çĕре ярать, урай варрине тухать. Кукка Иринăна виçме тытăнать, эпĕ каллех вăл каланине хут çине çыратăп. Çаврăнкаланă чухне ăнсăртран манăн аллăм. Ирина аллине перĕнчĕ те, çанçурăм сăрлатса кайрĕ... Çав каçах эпир Ирина кĕрĕкне çĕлеме
пуçларăмăр.
— Ну, чиперкке, — кулкалать кукка, — çĕнĕ кĕрĕк тă-хăнсан каччăсенчен канăç пулас çук сана...
Ирина хĕрелсе каять. Кăшт кăна шухăшласа-илет те куккана çапла тавăрать:
— Куркипе парса, аврипе тĕртни пулать-ши ĕнтĕ ку япала?
Ирина капла каланăшăн эпĕ питĕ савăнтăм. Кукка ăна нимĕн те тавăрса калама пĕлмерĕ. Ирина уроксем вĕренме кĕрсе ларчĕ, эпир çĕвĕ çĕлеме тытăнтăмăр... Те-пĕр ирхине эпĕ питĕ ир, куккаран та маларах вăрантăм. Вăрантăм та хайхи шăплăха хускатассине кĕтсе вырта-тăп. Шухăшăм манăн — Ирина çинче. «Тăчĕ-ши çав чи-перкке, тăмарĕ-ши?» — тесе шутлатăп. «Унăн вĕт Мăнъ-яла каймалла, урока çитмелле...»
Пӳлĕмре темле çасă илтĕннĕ пек пулчĕ. Эпĕ хăлхана чăнк! тăратрăм. Тăрăшсах итлерĕм пулин те, нимĕнле сас-хура та палăрмарĕ. Каллех лăпланса выртрăм. Кукка вăрансан, эпир пăлатти çинчен антăмăр.
— Миша, — тет кукка, — паян пирĕн тем пулсан та çак кĕрĕке çĕлесех пĕтермелле, каç выртма киле çитмелле. Питĕ йăлăхтарчĕ ютра сĕтĕрĕнсе çӳренипе...
Эпĕ хавасланса каятăп. Мана хама та ял-ял тăрă çӳреме йăлăхтарса çитерчĕ. Иринăпа амăшĕ тухрĕç, çĕнĕ ир ячĕпе ырă сунчĕç.
Эпĕ Иринăна сăнарăм, вăл шкула кайма хатĕрленет пулмалла, Манăн Иринăпа калаçса пăхас вăрттăн шухăш пур. Эпир вĕсем патĕнче юлашки кун пурăнатпăр-çке. Урăх хăçан курас пур-ха эпĕ ăна? Çавăнпа та Ирина тумтир çакки патне пыма тăрсанах, эпĕ çĕлĕк тăхăнса тула тухса кайрăм, ăна çенĕкре кĕтсе тăтăм, Ирина çаплах тухмасть. Чылаях тăтăм пулĕ çав — чĕтрекенех пултăм. Ирина тухмасăр пӳрте кĕме шутламастăп-ха. «Вăл тухсан? — пырса кĕрет шухăш пуçăма. — Мĕн каланă пулăттăм-ши халĕ вăл пӳртрен тухсан?» Пăланнипе эпĕ хама хам пĕлми пулатăп, алăк çине сывламасăр тенĕ пек пăхса тăратăп...
Сасартăк пӳрт алăкĕ яр! уçăлса кайрĕ. Пӳртрен Ирина пĕччен мар, амăшĕпе пĕрле тухрĕ. Эпĕ шартах сикрĕм, чĕремçĕм çурăлса кайнă пек пулчĕ. Ирина амăшĕ ан куртăр тесе, эпĕ тĕттĕм кĕтессе лăпчăнса лартăм. «Курса калаçрăн эппин Иринăпа!» — шутласа илтĕм, тарăхса.
Çенĕк алăкĕ уçăлса хупăнчĕ, Иринăпа амăшĕ пусма тăрăх анчĕç те хапха патнелле кайрĕç. Пӳрте кĕрсен, кукка ыйтать.
— Ăçта пултăн, Миша, çарамас? Чирлеме пултаратăн вĕт апла?
Эпĕ, Иринăпа тĕл пулăйманшăн тарăхнипе, йĕрсе ярас пек ларатăп.
Ирине кĕрĕкне çĕлеме пуçларăмăр.
Кăнтăрлă Ирина ашшĕ таврăнчĕ, вăл килте пулманни талăка яхăн çитет ĕнтĕ. Кукка кил хуçине хытă кĕтнине эпĕ малтанах асăрхарăм, — пирĕн унтан ĕçукçи илмелле-çке... Вулăс ямшăкне шан-ха, тепĕр тесен, тахçан килте пулать вăл...
— Мĕнле чупаççĕ çĕвĕçсем? — тет Ирина ашшĕ, пӳлĕме кĕрсе.
— Хуллен-хуллен, — тет кукка. — Хăвăр тата вулăс тăрăх епле çӳрерĕр?
— Питĕ аван, — тет те хуçи, сухалĕ çинчи пăрне катертет. — Хĕрсен кĕрĕкĕсем пулса çитеççĕ-и?
— Пĕтерес тетпĕр паян.
— Апла сире укçа памалла пуль. Мĕн чухлĕ илес тетĕр-ха?
— Ял хакĕ, — тет кукка. Эпĕ тахçанăх сисрĕм: ĕçукçине кукка пĕр пек мар, тĕрлĕ çĕрте тĕрлĕрен илет. Самайтарах пурнакантан хаклăрах, юрлăрах пурăнакантан йӳнĕрех илет. Тĕрĕс тăвать çав вăл...
Апат хыççăн кил хуçи каллех Мăнъяла тухса каять, эпир ĕçе пĕтерме васкатпăр. Каç пулнă тĕле икĕ кĕрĕкне те çĕлесе пĕтертĕмĕр. Маруç кĕрĕкне тăхăнчĕ те тĕкĕр умĕнче çаврăнкалама пуçларĕ.
— Килĕшет-и? — ыйтать кукка.
— Питĕ аван çĕленĕ, тавтапуç сире.
Маруçа пăхатăп та Иринăна аса илетĕп. Вăл халĕ те килмен-ха. Ирина çĕнĕ кĕрĕк тăхăннине, Маруç пек савăннине курассăм килет манăн. Ирина çук та, пӳртре кичем, темĕн çитмен пек туйăнать...
Киле каяс вăхăт тинех çитрĕ. Эпир, хуçисемне сывпуллашса, çула тухрăмăр. Каç пулчĕ. Урамра никам та курăнмасть. Уй хапхи патне çитрĕмĕр. Кунта кĕрт нумай хӳсе кайнă: уй хапхинчен тухас пулсан, ту çине хăпарнă пек хăпармалла. Кукка, шухăша путнăскер, ман çинчен манса кайнă пек, çаврăнса та пăхмасть. Эпĕ ун хыçĕнчен хашăлтатса, машина туртса пыратăп. Кĕрт çине хăпарса çитсен, эпĕ машина çине утланса лартăм, хăвăрт кăна ярăнса антăм.
— Мĕн хăтланатăн, Миша! — хăтăрса илчĕ кукка, — машинăна ватас тетĕн-и?
— Эпĕ ярăнса аннипех вансан, мĕнле машина пултăр-ха вăл?
— Аслинчен ăслă пулмаççĕ, — вĕрентет кукка. Эпир хамăр ял çулĕпе утатпăр. Хĕвел анса ларнă ĕнтĕ, уйра тĕттĕм. Шурă юр çутатни кăна пирĕн çула палăртать.
— Миша, — илтĕлет кукка сасси. — Кăçал манпа çӳресе çĕвĕ ĕçне пăртак хăнăхма пуçларăн ĕнтĕ, анчах ку çителĕксĕр. Тепĕр кĕркунне каллех пырас пулсан, эпĕ сана машинăпа çĕлеме кăна мар, сăхман, пиншак касма та вĕрешес тетĕп. Ĕçукçи пирки ан пăшăрхан, эпĕ сана ахаль тăвас çук. Киле çитсен, ырансем-мĕнсемех, укçине аннӳне пырса парăп... Укçа тыткалама иртерех-ха сана халлĕхе...
Сĕм-тĕттĕмре тин яла çитрĕмĕр, килĕмĕрсене салантăмăр.
9
Чир кĕрессе пăтпа кĕрет, тухасса мăскалпа тухать, тесе питĕ тĕрĕс каланă çав авалтан. Вăл чăнахта çапла иккен. Çĕвĕ çĕлесе çӳренĕ хыççăн яла таврăнсан пĕр эрне пек-мĕн пек иртрĕ-и, эпĕ питĕ йывăр чирлесе ӳкрĕм. Нумай вăхăт хушши, питĕ вĕри пулнипе, нимĕн пĕлмиех выртнă. Вĕрипе аташнă вăхăтра час-часах Иринăна асăннă иккен. Çавăн çинчен каярахпа, сывалса çитсен, анне каласа тĕлĕнтерчĕ. «Миша, кам вара вăл Ирина, Вăрманпуçĕнчи Хурчка Петĕр хĕрĕ мар пулĕ-çке» — ыйтрĕ вăл.
Эпĕ пĕлмĕше петĕм, ун сăмаххинчен тĕлĕннĕ пек пултăм.
Чирлесе выртнă чухне çӳçĕм тăкăнма, ывçи-ывçипе тухма пуçларĕ. Сурăх çăмне илнĕ пек, анне ман çӳçе хачăпа касса ячĕ, вара тин çӳç тăкăнма чарăнчĕ. Эпĕ хам та питĕ начарланса кайрăм, шăмăпа тир кăна тăрса юлчĕ. Кайран тин пĕлтĕм тиф чирĕпе выртнине.
Çурхи шыв шарласа иртсен, çĕршыв типсе çитсен тин эпĕ самайланма пуçларăм. Вара çав тери апат анакан пулчĕ. Çинĕçемĕн çиес килсе пырать. Халăх çуракине тухрĕ, эпĕ пур аран-аран хĕвел ăшшипе тухса ларакан пултăм.
Ялта вăл вăхăтра колхоз таврашĕ пулман, çавăнпа та çуртри акса хăварма аннене питĕ йывăр килчĕ. Çавах та анасене шуратса хăваркаларĕ вăл. Шуратса хăварчĕ те, усси пулмарĕ: 1921 çулхи хăрушă выçлăх персе çитрĕ.
Калас пулать, мĕн юр кайнăранпа хура кĕркуннене çитиех çав çул тумлам çумăр та ӳкмерĕ. Пĕтĕм ӳсентăран, йывăç-курăк шăрăхпа çунса кайрĕ, мăян та пулин ӳсмерĕ. Кĕр тырри те, çур тырри те шăтсан пĕр шит тăршшĕ ӳскелерĕ те пĕтĕмпех пĕтсе ларчĕ. Уйри тырра çăлма та, кăклама та çук, вырасçи çинчен ан та шутла.
Пулнă-пулман тырра пухса кĕртсен, кӳршĕ-аршăпа пĕрле эпир кашни кунах кайри вăрмана йĕкеле çӳреме пуçларăмăр. Кашни кунах миххи-миххипе йĕкел турттараттăмăр. Аннене эпĕ вăрмана пачах ямастăп, хам кăна çӳретĕп: манăн ăна питĕ шеллес килет. Пĕччен çӳресех эпĕ тулли пӳлме йĕкел пухрăм. «Çăкăр хутне кĕрет», — савăнать ăнне.
Аппаран çыру килчĕ. Вăл мана хăй патне, Шупашкара чĕнет, вĕренме кĕресси çинчен асăнать. Эпĕ анне çинчен шухăшлатăп; «Епле пурăнкалĕ вăл пĕр-пĕччен, эпĕ Шупашкара каяс пулсан?» Аппа çыруне вуласа паратăп, вăл мĕн калассине кĕтетĕп. Анне ассăн сывласа илет те хăйĕн çав тери ырă сассипе çапла калать:
— Мана хуралласа лараймăн ĕнтĕ, ачам. Манăн пурнăç каялла, санăн — малалла. «Кутамасăн ăшши кăмака çинче», тенĕ ваттисем. Эпĕ те, йĕкел çăкри кавлесе, кăмака çинче хĕл каçкалăп, турă пулăшсан...
Çакна илтсен, чĕремçĕм çурăлса кайнă пек чиксе ыратма пуçлать, анне умĕнче эпĕ чĕркуçленсе ларма хатĕр. Çавах та унăн кăмăлне хуçас мар тесе, ăшăм çуннине пачах кăтартмастăп.
Икĕ кунтан анне мана Шупашкара ăсатса ячĕ, кукка сисмесĕрех юлчĕ пулмалла.
— Хăвна ху хулара йĕркеллĕ тыт, — вĕрентрĕ анне, — çынпала çын пек пул, аппуна ан кӳрентер....
Тарăн çырма патне çитсен, аннепе уйрăлтăмăр, эпĕ çăмăллăн çырманалла анса кайрăм, пĕчĕк юханшыв урлă каçрăм. Çырман тепĕр енне хăпарса çитсен, анне çине çаврăнса пăхрăм: вăл çыран леш енче халĕ те пăхса тăрать-ха. Эпĕ ăна алăпа султăм та хам çулпа утрăм...
Çул çинче тусан йăсăрланать. Пĕр-пĕр лав иртсе кайсан, пĕлĕтелле тусан пушар тĕтĕмĕ пек хăпарать. Эпĕ ăна-кăна уяса тăмастăп, çаплах малалла утатăп. Ялтан тухни чылай пулчĕ ĕнтĕ. Хĕвел çӳле хăпарнă. Эпĕ Ирина çинчен шутлатăп. Унпала калаçса пăхма тӳрĕ килмерĕ мана. «Кама кăмăл тăвать-ши вăл чăнах, мĕнле пĕлес-ши çавна? Кама-ши? Килĕштерет-ши кама та пулин?»
Шупашкара тухса кайиччен эпĕ Кольăпа курса калаçнăччĕ. Вăл халĕ те ячейка секретарĕнче ĕçлет. Эпир унпа чылай халапларăмăр, Ирина çинчен те тапратса илтĕмĕр. Ирина пирки сăмахланă чухне вăл мана пĕр сăмах каласа питĕ тĕлĕнтерчĕ. Эпĕ Ирина çинчен ырăпа асăннине илтсен, вăл мана: «Мăйри шăрçан сăн хӳхĕм, сăн хӳхĕм те час ванать», — тесе хучĕ.
Атăл хĕрне çитнĕ тĕле таçтан вăйлă çил тапса тухрĕ, юман вăрманĕ хăрушла кашлама тытăнчĕ. Тăвар вăрри тăвайккинчен ансан, хӳтĕ айлăмра çил пăртак лăпланнă пек пулчĕ. Атăл хĕрне тухсан, манăн сехре хăпрĕ: анатран çапса вĕрекен çил шыв çийĕн каска пек хумсем кустарать. «Мĕнле каçас ун пек çанталăкра Атăл урлă?»
Сарлака хăмаран çапса тунă хӳшĕ патне пытăм. Алăк умĕнче ватăрах çын чĕлĕм туртса ларать.
— Атăл урлă каçма пулать-ши?
Хĕсĕкрех куçĕпе ман çине пăхса илчĕ те вăл нимĕн каламасăр, аллипе Атăл çинелле сулчĕ.
— Эсир кимĕç пулатăр-и? — татах ыйтрăм эпĕ.
— Çапла, — терĕ вăл, кукăр чĕлĕмне паклаттарса. — Пристане çитесшĕнччĕ-и?
— Çавăнта, — терĕм эпĕ, — Шупашкара каймалла.
— Ларса кан, — терĕ вăл. — Инçетрен-и? Эпĕ ăçтан килнине каларăм.
— Пĕлетĕп Мăнъяла, — терĕ вăл, — ĕлĕк, çамрăк чухне, ямшăк та чупнă унта...
Пĕр хушă эпир чĕнмесĕр лартăмăр. Эпĕ шикленсе Атăл леш еннелле пăхрăм. Анатра, йăлăм енче, пристань курăнса ларать. Инçех те мар пек те, мĕнле çитĕс-хă ун патне?
Телее пула, пирĕн пата тепĕр çьш пырса çитрĕ. Виççĕн пĕр-икĕ сехет Атăл хумĕсемпе кĕрешсе аран-аран каçкаларăмăр вара. Пристань патне çитнĕ тĕле хĕвел анса ларчĕ. Çырана тухнă тĕле çумăр пĕрĕхтерме пуçларĕ. Ку ĕнтĕ кăçал пирвайхи çумăр пулчĕ пулмалла.
Пристань çинче халăх лăк-тулли. Кунта пысăк пăрахутсем лармаççĕ, пĕчĕкреххисем, Шур Атăла çӳрекенсем, кăна чарăнаççĕ. Эпĕ, пристане пĕрремĕш хут килнĕскер, ăна-кăна нимĕн те пĕлмĕн-ха, çавăнпа та пăрахутсем пирки çынсем мĕн каланине юриех итлеме тăрăшатăп. Анчах сăмах-юмах пуринчен ытла выçлăх çинчен, тырпул çунса кайни çинчен пырать. Тинкеререх пахатăп та çынсене куçран, чĕререн чиксе илнĕ пекех туйăнать. Тĕлĕнмелли çук: кашни çынна хĕл каçасси, çемьене тăрантасси харатса тăрать, кашнин куçĕнче хуйхă-суйхă хуçаланать...
Пристань çинче пĕр тĕлте хĕрӳ тавлашу пырать. Эпĕ тавлашакан ушкăн пăтне пытăм та итлеме пуçларăм. Ушкăн варринче икĕ çын: пĕри — пирĕн ял çумĕнчи хутор çынни Патманов юлташ. Пирĕн яла час-часах пырçа çӳренипе эпĕ ăна лайăх пĕлетĕп. Вăл хăй агроном тетчĕç, большевик. Халĕ Шупашкара каять пулмалла. Унпа речник тумне тăхăннă кутамас çын тавлашать. Вăл пристань начальникĕ пулнă иккен.
Вĕсем вырăсла тавлашаççĕ пулин те, ушкăнран вĕсен тавлашăвне хутшăнакан та сахал мар. Пĕрисем агроном майлă, теприсем пристань начальникĕ хутне кĕреççĕ.
— Эсир Хĕвеланăç Европăпа мухтанатăр, — тет Патманов юлташ, вăхăт çитĕ, эпир хамăр та Европăна хуса çитме çеç мар, иртсе те кайăпăр. Халĕ мĕн тăвас-ха пирĕн? Тин çеç граждан вăрçи чарăнчĕ, Атăл тăрăхне хăрушă выçлăх килсе çапрĕ. Пире вĕт сывлама намарĕç, пĕлетĕр-и эсир çавна?
— Мĕн лĕпертетмелли пур, — хирĕçет пристань начальникĕ текенни, — пĕтрĕ ĕнтĕ Раççей... Пăхăр-ха пăрахутсем епле çӳреççĕ: нишлĕ кăвакал пек каяççĕ-каяççĕ те çыран хĕрне пырса чарăнаççĕ. Мĕншĕн? Вутă пĕтнĕ иккен. Пăрахут командине вара çырана вутă хатĕрлеме хăваласа кăлараççĕ... Хăçан пулнă кун пек йĕрке патша саманинче?
Вĕсем нумайччен тавлашаççĕ, хĕрсе кайсах вăрçаççĕ. Патманов майлисем ытларах пулнипе-и, е ăн-а çĕнтереймен пирки, пристань начальникĕ тӳсеймест, йăпăр-япăр алăкран кĕрсе каять.
— Чӳрече патĕнче ан тăрăр унта, — асархаттараççĕ Патманова. — Вăл эсремет чӳречерен пăшалпа пеме пултарать...
— Хăтланĕ те вăл, контрик! — тет агроном.
10
Икĕ уйăха яхăн ĕнтĕ эпĕ Шупашкарти педагогика курсĕнче вĕренетĕп, хуллен-хуллен хула пурнăçне хăнăхса пыратăп. Вĕрентессе пире вырăсла вĕрентеççĕ пулин те, чăваш чĕлхи предмечĕ те пур: Тимухха Хветĕрĕ ĕçлет. Пирĕн класс питĕ интереслĕ пулнă çав. Класри хĕрĕх вĕренекентен çирĕмĕшĕ — арçын, çирĕмĕшĕ — хĕрччĕ. Лăп çурмаран уйăрăлнă эпир. Эпĕ Карапаш ачипе — Иван Васильевпа юнашар лараттăм. Класра эпир тумтире хывмастăмăр. Апат-çимĕç енчен начар пулни каламасăрах паллă — выçлăх çулĕ пулнă-çке. Çук çын ачисене уйăхне çуршар пăт сĕлĕ çăнăхĕ паратчĕç, ăна вĕренекенсен совечĕ валеçетчĕ. Пирвайхй çулах мана хама та совет членне суйланăччĕ.
Çур хĕле çитсен, пирĕн педагогика курсĕнчен педагогика техникумĕ туса хучĕç. Ĕнтĕ пирĕн пилĕк çул вĕренмелле пулать.
Вĕренме пуçласанах эпĕ комсомол ячейкине учета тăтăм. Ячейка пысăках мар, пурĕ те вунçичĕ çын кăна. Ячейка секретарĕ — Ядров, вăл иккĕмĕш курсра вĕренет. Комсомол ячейкинче час-часах пухусем пулаççĕ, политкружок ĕçлет, стена хаçачĕ тухать.
Хеллехи каникула ячĕç. Эпĕ хĕл кунĕнче çуранах, мăн çул тăрăх, киле тухса утрăм. Юлташăм Хветĕр манран пĕр кун маларах, пирĕн паталла каякан лавпа кайнă иккен. Каникул ун чухне вăрăма пыратчĕ: хĕлле пĕр уйăха, çуркунне икĕ эрнене, çулла виçĕ уйăха. Канмалăх та ывăнмалăх та пулнă...
Анне пĕчченех пурăнкалать. Икĕ сурăхран пĕрне пуснă вăл, выçлăха пула ĕнтĕ. Ĕнине çаплах усракалать-ха. Çăкăрне йĕкел çăнăхĕпе хутăш пĕçерет. Ялта пурте çавăн пек хутăштарса пĕçереççĕ. Ыраш çăнăхĕнчен пĕçернĕ çăкăра «шурă çăкăр» теççĕ...
Ялти учительсем Максим Горькин «На дне» пьесине лартсă пачĕç. Спектакль курма эпĕ те кайрăм, Коля тусăмпа тĕл пултăм. Нумай калаçрăмăр унпала. Вăл манран Шупашкар пурнăçĕ çинчен, вĕренӳ çинчен ыйтса пĕлчĕ. Юлашкинчен вара:
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...