Пирвайхи юрату :: Пĕрремĕш пайĕ
— Этем чысне таптаççĕ пулсан?
— Куçа хуп та иртсе кай!
— Эсир шӳтлесе калатăр пулĕ те-ха...
— Паллах, шӳтлесе, йĕкĕтĕм, — çупăрласа илчĕ вăл çурăмран. — Ну, сывалăр халĕ, сывалăр, калаçмалăх вăхăт пур-ха пирĕн...
Врач тухса кайсан нумай та пулмарĕ, палатăна анне пырса кĕчĕ. Эпĕ калама çук савăнтăм. Вăл çума ларчĕ, ыталарĕ, вĕри куççулĕпе питĕме йĕпетрĕ...
— Ан макăр, анне, — лăплантартăм ăна, — сывалса çитетĕп ĕнтĕ...
Эпир чылай калаçрăмăр. Анне тухса каяс умĕн эпĕ унран Çтаппан çинчен ыйтса пĕлтĕм.
— Чиперехчĕ-ха, — терĕ вăл, — мĕн пултăр ăна? Ун пирки санăн хурлăх курмалла пулчĕ...
— Арланĕпе. Çăханĕ тата?
— Вĕсене хупнă терĕç пулас... Ах, Миша, — ĕсĕклеме пуçларĕ анне, — мĕн тума çулăхмалла пулнă-ши санăн çавсемпе?
— Апла ан кала, анне. Куштансен ирсĕрлĕхĕпе килĕшме юрать-и-ха вара?
— Халăха хирĕç каяс тетĕн-и?
— Арланпа Çăхан — халăх мар! Вĕсене чармасан, тем тума та пултарĕç. Совет влаçĕ тăна кĕртĕ-ха вĕсене...
Анне урăх хирĕçмерĕ. Те килĕшрĕ вăл ман шухăшпа, те пăлхантарас темерĕ.
— Хăçан кăлараççĕ-ха, ачам?
— Нумаях выртас çук, кăлараççĕ пулĕ ĕнтĕ. Анкарти çултăн-и?
— Çулса пуçтартăмăр, — терĕ вăл, кучченеçне тумбочкăна вырнаçтарса.
— Йывăр лекрĕ ĕнтĕ сана...
— Мĕн тăвас-ха, хам та ĕçлекелерĕм те, пулăшакансем те пулчĕç...
Анне кайсан, эпĕ чӳречерен пăхас тесе, вырăн çинчен аннăччĕ кăна, Ирина пырса кĕчĕ.
— Кĕме юрать-и?
— Ирина, чунăм! — савăнса кайрăм эпĕ. — Мĕнле килме пĕлтĕн? Чăнах та, эсех-и ку?
— Эпĕ, Миша, эпĕ, — терĕ вăл, кулкаласа. — Килтĕм ак, анчах асту, ман вăхăт питĕ сахал. Эпĕ сан патах тепĕр чухне нумайлăха килĕп. Халлĕхе вăрах пулаймăп.
— Ах, Ирина, мĕнле эсĕ кĕнĕ-кĕменех каясси çинчен калаçатăн? Ямастăп эпĕ сана, илтетĕн-и çавна?
Ирина ман çине куç айĕпе пăхса илчĕ те нимĕн те шарламарĕ.
— Ирина, — терĕм эпĕ, пăлханса, — эсĕ мана пачах манса кайрăн пулĕ тесе шутланăччĕ...
— Мĕншĕн?
Мĕншĕн тесен ку тарана çитсе те ман патăма килмерĕн.
— Миша, — терĕ вăл, ман сăмаха илтмен пек, — мĕн ыратать халĕ сан?
— Нимĕк те ыратмасть, саншăн чĕре ыратать, çавă анчах...
Ирина пуçĕнчи тутрине тӳрлетрĕ те алăран тытрĕ. Эпĕ ăна ыталарăм, чуптума хăтлантăм.
— Юрамасть! — юнаса илчĕ Ирина, — эпир кунта больницăра вĕт. Апла эпĕ халех каятăп.
— Ăçта юрать?
— Каçхине Мăнъял пĕви хĕрринче, — кулса каларĕ вăл.
Тĕлĕнтерчĕ мана ку сăмах. «Пĕве хĕрринче ларнине манмастăн иккен! Мĕншĕн чуптумарăм-ха сана ун чухне?..»
— Ирина, — терĕм эпĕ, — манăн санпа калаçмалли питĕ нумай. Хăçан йĕркеллĕ калаçăпăр-ши эпир?
— Сывалса çит-ха, — терĕ вăл, — больницăран тух, вара чĕлхе йӳçичченех калаçăпăр...
Палатăна сестра кĕчĕ. Ун умĕнче Ирина питĕ именчĕ. Лешĕ тухсанах, вăл хыпăнса ӳкрĕ.
— Манăн каяс пулать ĕнтĕ, Миша, — терĕ, кĕсъерен хутлатнă шур тутăр кăларса.
— Мĕншĕн васкатăн?
— Апла ан кала-ха, Миша. Кунта ларма мана питĕ аван мар...
— Мĕншĕн аван мар? — ыйтрăм харсăрланса. — Чирлĕ çын патне килни начар-и вара? Анне те эсĕ кĕрес умĕн тин тухса кайрĕ, тĕл пулмарăн-и ăна коридорта?
Ирина чĕнмерĕ.
— Ку тутăр мана аса илтертĕр, — терĕ те аллинчи щур тутăрне мана пачĕ.
Эпĕ ăна çавăркаласа пăхрăм. Сăмса тутри. Пĕр кĕтессинче шупка-кăвак çиппеле «Мише от И.» тесе çырнине асăрхарăм.
— Тавтапуç, Ирочка, — терĕм савăнăçа пытарма пĕлмесĕр.
— Тавтумалăх çук та... — калас сăмахне каласа пĕтермерĕ. Йăпăрт кăна чӳречерен пăхрĕ, каллех васкаса ӳкрĕ. — Сывă пул, Миша, хăвăртрах сывал! Ан кӳрен-ха, Миша, ан çилен. Тен эпĕ хам та... — Ирина каллех сăмахне вĕçлемесĕр чарăнчĕ.
— Мĕскер пытаратăн манран? — кӳренсе ыйтрăм эпĕ.
— Ахаль те нумай лартăм, хăна çурчĕ мар-çке кунта!
— Каясах тетĕн-и?
— Каяс пулать çав, халĕ те нумай пулчĕ.
— Тăхта, Ирина, — ӳкĕтлерĕм эпĕ. — Эсĕ маншăн çут хĕвелĕн туйăнатăн вĕт... ?
Ирина сасăпах кулса ячĕ:
— Юмахри пек, пĕр пичĕ хĕвел тепĕр пичĕ уйăх мар-и тата?
— Саншăн кулă кăна, — пăшăрхантăм эпĕ, — маншăн пулсан, эсĕ — чи хакли, чи çывăххи, чи юратаканни... Вăл çăмăллăн алăк патне пычĕ те хăлăпĕнчен ярса илчĕ. Эпĕ, ун хыççăнах çитсе, алăка уçма памарăм.
— Миша, — терĕ вăл, пичĕпе ман питĕм патне çывхарса, — вăхăт çитрĕ ĕнтĕ, каяс пулать, чунăм...
Ирина кăшт сĕртĕннипех çанçурăм сӳлетсе илчĕ...
Эпĕ сисиччен вăл мана çамкаран чуптуса илчĕ.
— Халĕ алăка уçатăн-и? Эпĕ пăрăнтăм.
— Эсĕ таврăнсанах Мăнъяла пыратăп, — терĕ вăл юлашкинчен. — Çырса пĕлтер хăçан тухассине.
— Ăçта çырас?
— Пирĕн яла пĕлетĕн пуль... Хăвăртрах сывал! — терĕ те Ирина палатăран тухрĕ.
Кăшт кăна алăк патĕнче тăнă хыççăн, эпĕ вырăн çине выртрăм та куçăма хупрăм. Пӳлĕм тĕксĕмленсе, тĕттĕмленсе кайнă пек пулчĕ. Иринăн юлашки сăмахĕ хăлхаран каймасть. Эпĕ вăл ман патăма килни çинчен шухăшлама пуçлатăп. «Ирина сăпайлă, вăтанакан хĕр. Мĕнле килме пĕлчĕ-ха вăл çакăнта? Пĕр пĕччен, темиçе çухрăмран, больницăра выртакан тусĕ патне? Мĕншĕн-ха тата килсе кĕнĕ-кĕменех киле каясшăн васкама пуçларĕ? Йĕп çинчи пек ларчĕ, тăтăшах чӳречерен пăха-пăха илчĕ? Кун пирки мĕн шухăшламалла?..» Нумайччен выртрăм çапла, «мĕншĕн» текен ыйтăва татса параймарăм. Çаплипех çывăрса кайнă вара. Ыйхăра та Иринăнах курнă, тĕлекре те унран уйрăлма пултарайман...
21
Пирĕн ялтан пĕр-икĕ çухрăмра, Вăрманпуç çулĕ хĕрринчен çур анапӳ пек шаларах, мĕн авалтанпах ватă хурама ӳсет. Ваттисем каланă тăрăх, çав хурама кутĕнче сĕм авал чӳк вырăнĕ пулнă. Елĕк кунта талккăшĕпехсĕм вăрман кашласа ларнă пулать. Пурăна киле, çĕр хĕсĕкленсе пынăçемĕн, вăрманне касса пĕтернĕ, уй туса хунă. Пĕччен хурамана çеç касман. Эпĕ астăвасса кунта киремете, йĕрĕхе асăнатчĕç. Хурама турачĕсем çине питшăллисем, сурпансем пырса çакатчĕç, хурама кутне çăмартасем, йывăç пуканесем пăрахатчĕç. Эпир, Мăнъял ачисем, çав хурама патне киремет укçи пухма час-часах каяттăмăр. Пухнă укçапа лавккара премĕк, шушкă илеттĕмĕр. Паллах, çакна атте-аннерен пытарса тунă, мĕн-шĕн тесен хурама кутĕнчи укçана пухса çӳрени инкеке, тетчĕç ваттисем. Эпир хăра-хăрах çӳреттĕмĕр çавăнта.
Халĕ те, Совет влаçĕ çичĕ çул тултарать пулин те, çав хурама патне тĕшмĕш йăлипе çӳрекенсем тупăнкалатчĕç-ха...
Çавсем пирки шутларăм эпĕ, кăнтăрла умĕн Вăрманпуç çулĕпе утнă вăхăтра. Кунта мана Ирина çырăвĕ илсе тухрĕ. Вăл çырăва эпĕ больницăран тухнă кун илтĕм. Паян Ирина Мăнъяла килмелле, манăн ăна çул çинче тĕл пулмалла. Ыраш пуссипе савăнса утатăп. Çанталăк ырă. Хĕртсе пăхакан хĕвел вăхăтран вăхăта тачка пĕлĕтсем айне пытанать, ыраш пусси çийĕпе тĕттĕм мĕлке чупса иртет. Вăштăр çил пит-куçăма лăпкаса илет. Каçса кайсах тăрисем тăррилетеççĕ...
Вăхăт нумай иртмен пулин те, çур çухрăма яхăн утрăм пулас. Ватă хурама таçтанах курăнать. Шухăшлатăп: «Иринăна тĕл пулмасан, хурама патне пырса ларатăп та Иринăна çавăнта кĕтетĕп», тетĕп. Пыратăп çапла сукмакпа. Каçхине çуса кайнă çумăр тусана пусарнă. Сукмак çатма пек такăр. Тинĕс пек хумханакан ыраш пусси кăмăла çĕклет, ырă шухăшсем вăрататъ...
Вăрманпуç енчен этем тухрĕ. Эпĕ тинкерсе пăхрăм: арçын-и, хĕрарăм-и? Инçе пирки уйăрса илме çук-ха. Самантранах хирĕç килекен çын хĕрарăм пулнине чухларăм. Чун-чĕрем юрлама пуçларĕ, утăм та çăмăлланчĕ.
Хирĕç килекен васкаса утать. Анчах вăл Ирина мар иккенне те ăнлантăм. Ирина пек утакан пике эпĕ нихăçан та курман... Пат хирĕç пулас мар тесе, сукмак çинчен урапа çулĕ çине куçрăм.
Акă, хурама та инçе мар. Ирина çаплах курăнмасть. «Улталарĕ-ши вăл мана?», — шутларăм аптăраса. Хурама патне çитсе чарăнтăм. Вăрманпуçнелле чылайччен пăхса тăтăм — Иринăна кĕтрĕм, каялла çаврăнтăм та тăван ял çине пăхса илтĕм. Ыраш пусси хушшинче Мăнъяла каякан хĕр мĕлтлетни кăна палăрать. Уйра урăх никам та çук.
Хурама тавра сухаламасăр хăваракан çерем çине кĕтĕм. Симес курак хушшийче хытхура, куршăнак, ăрмути, хупах ӳсет. Эпĕ хурама çумне таянса лартăм. Кунта сулхăн, уçă.
«Кăнтăрла та çитсе килет, вăл çавах курăнмасть. Манса каймарĕ-ши ман патăма çыру çырнине?..» Ура çине тăрса, мĕлке тăршшĕне утăмпа виçсе пăхрăм. Каллех хурама çумнĕ лартăм. «Çĕре çити шутласа пăхатăп та, Ирина курăнмасан, киле таврăнма тухăтăп». Хайхи шутлама пуçларăм: «Пĕрре, иккĕ, виççĕ...» Васкамасăр шутланипе шикленсе те илтĕм: эпĕ çĕре çитериччен Ирина иртсе кайрĕ пулсан?..» Каллех шутларăм: «Аллă виççĕ, аллă тăваттă...». Вăхăчĕ питĕ вăраххăн шунă пек туйăнать. «Çĕр» тесе çитернĕ тĕле яштах сиксе тăтăм. Çук, Вăрманпуç çулĕ çинче никам та курăнмасть.
Çĕре çитиччен тепĕр хут шутласа тухсан та Иринăна кĕтсе илеймерĕм. Виççĕмĕш хут тытăнтăм: «Ку — юлашки хут пулать, урăх пĕр минут та кĕтместеп», тесе ĕнентертĕм хама хам. Тытăннăччĕ çеç, пăхатăп — Вăрманпуç çулĕпе Ирина ута парать.
Хурама тĕлнелле çитсен, Иринăна ятпа чĕнтĕм. Вăл пат чарăнчĕ, унăн-кунăн пăхкаларĕ, мана турех асăрхаймарĕ...
— Ирина! — терĕм хытăрах.
Тинех курчĕ мана, аллипе сулчĕ те малалла утрĕ. Эпĕ йăран тăрăх çул çине, Ирина патне, васкарăм.
— Ирина! — терĕм хавасланса, — мĕншĕн çав териех кĕттертĕн вара?
— Чим-ха, — чарчĕ вăл, — кĕç-вĕçех лавпала атте иртсе каймалла... Вăл пире пĕрле тĕл пулсан, питĕ аван мар пулать...
— Атя эппин хурама патне пытанатпăр.
— Киремет хурами патне-и?
— Киреметсем пĕтнĕ вĕсем.
— Тепле-çке, — иккĕленчĕ Ирина.
Вăрманпуç çулĕ çинче шăнкăрав сасси илтĕнсе кайрĕ. Малтан ерипен кăна илтĕнетчĕ, кайран уççăнрах та уççăнрах тенкĕлтеттерме пуçларĕ.
— Илтетĕн-и? — ыйтрăм Иринăран.
— Атя, эппин, хăвăртрах, — васкатрĕ вăл.
Эпир лăпланса, алă вĕççĕн тытăнса, хурама патнелле вĕçтертĕмĕр. Хурама патне çитсен, курăк çине лăпчăнса лартăмăр. Хăвăрт чупнипе хашкаса çеç ларатпăр. Пирĕн чĕремĕрсем тухса ӳкес пек талт-талт туса тапаççĕ.
Шăнкăрав уççăнăх янрама пуçларĕ: Ирина ашшĕ лăпах пирĕн тĕлтен иртсе каять пулас. Эпир пĕр хускалмасăр, сывламасăр тенĕ пек ларатпăр.
Ирина çийĕнче тĕрĕллĕ шурă кĕпе, ярапаллă пиçиххи, пуçĕнче шурă тутăр. Хура çӳç пăйăркй тутăр айĕнчен пит илемлĕн курăнать...
Шăнкăрав сасси илтĕнми пулсан тин лăплантăмăр хайхи.
— Ирина, больницăна пырсан, эсĕ мĕншĕн каялла кайма питĕ васкарăн çав?..
— Пĕлместĕн-и?
— Пĕлместĕп.
— Эпĕ ун чухне ямшăк пулнă-çке.
— Мĕнле ямшăк?
— Çаплах, вулăс ямшăкĕ, эппин...
— Кама илсе пытăн вара?
— Ах, пĕлмиш пулать тата... Аннӳне!
— Ан тĕлĕнтер!
— Чăнахах çапла.
— Эппин, эсĕ аннене ямшăк лашипе илсе пынă?
— Аттен вăхăт пулманнипе хăй вырăнне вăл мана ячĕ. Ăçта тата кампа каймаллине пĕлсен, эпĕ хаваслансах килĕшрĕм, аннӳпе пĕрле пытăмăр вара сан пата. Лашине аннӳ хăйех тытрĕ пулсан та, эпĕ ямшăк вырăнне пытăм. Атте ют çынна лаша шанса памасть...
Эпир савăнăçлăн кулса ятăмăр.
— Аннӳ каламарĕ-и вара кампа пынине?
— Нимĕн те каламан.
— Сана каланă пуль тесе шутланă эпĕ...
— Çавах та мĕншĕн питĕ васкарăн вара больницăран тухса кайма?
— Аннӳне кĕттерме аван мар пулчĕ... Вăл лаша хураллать те, эпĕ санпала пăлатăра ларам. Аван пулать-и-ха апла?
Кăна хирĕç эпĕ нимĕн калама та пĕлеймерĕм. Ирина аллине илтĕм те хытă чăмăртарăм.
— Ыратать, ан пуçтахлан! — терĕ те вăл манăн алла çатлаттарса илчĕ.
Эпĕ ыраттарнă пӳрнисене вĕртĕм, çав хушăра, çирĕм пĕрремĕш çула аса илсе, çапла каларăм:
Пал Хĕлипăч сана тав тăвать, Ирина.
— Мĕнле Пал Хĕлипăч? — тĕлĕнсе ыйтрĕ вăл.
— Хамăр урамри коммунист. Астăватни çирĕм пĕрремĕш çулта пулса иртнине? Эсĕ ăна тăлăп витсе яман пулсан, вăл çул çинчех шăнса вилетчĕ пулĕ, çил-тăман тапса тухрĕ те ун чухне...
— Чим-ха, — терĕ Ирина, — эсĕ ăçтан пĕлетĕн эпĕ тăлăп витнине?
— Пĕлмесĕр, — терĕм эпĕ, — эпĕ хам турттарса кайнă пулĕ ăна больницăна, пăлхавçăсем илес пек хĕнесе вут та пăрахсан...
Шалт тĕлĕнсе кайнă Ирина ман çине нимĕн калама пĕлмесĕр пăхса ларчĕ.
— Нимĕн те ăнланаймастăп! — терĕ вăл юлашкинчен.
— Мĕн ăнланмалла мар кунта?
— Пĕтĕмпех ăнланмалла мар. Эпир пĕр хĕрарăмпа иксĕмĕр сирĕн касри çав çынна лав çине хутăмăр. Вара ăна лавпа пĕр пĕчĕк ача илсе кайнине паянхи пекех ас тăватăп. Эсĕ курăнмарăн-çке унта! Вăл хĕрарăма эпĕ арăмĕ пулĕ тесе шутланăччĕ...
— Эсĕ йăнăшнă, Ирина, — пĕлтертĕм эпĕ. — Вăл Пăл Хĕлипăч арăмĕ пулман, манăн инке пулнă...
— Хайхи çĕвĕç кукку арăмĕ-и?
— Çавă çав. Ачи те кукканах, Макçăм ятлăскер, халĕ шкула çӳрет ĕнтĕ... Эпĕ ăна лаша кӳлсе патăм, Пал Хĕлипăча хурса тухма хушрăм. Хам тăкăрлăкпа тухрăм, Кăшканаш çырми патĕнче кĕтсе тăтăм.
— Лавпа мĕншĕн хăвах тухмаран вара? — ыйтрĕ Ирина.
— Юраман, — татса каларăм тусăма. — Эпĕ çав пӳтсĕрсенчен пĕрне мачча çинчен тапса сирпĕтсе янăччĕ, çавăнпа хăрарăм тухма.
— Эсĕ-и? Ун чухне-и?
Эпĕ Иринăна пăлхавçăсемпе мĕнле тĕл пулннне каласа патăм, хам мĕн тери хăранине те пытармарăм.
Ирина кăмăллăн кулса илчĕ.
— Ав мĕнле...
— Тăлăпне ăçтан тупрăн тата? — ыйтрăм Иринăран.
— Атте хăварнăччĕ. Амăннă çынна шелленипех витсе ярас терĕм.
Эпĕ, кăмăл тулса килнипе, Иринăна ыталаса илтĕм. Вăл та ман çине кăмăллăн пăхрĕ, унтан хурама çумне тайăнчĕ.
— Тусăм, — терĕм эпĕ, кăшт кăна чĕнмесĕр ларсан, — çак сăмантра санпа юнашар ларни тĕлĕкри пек çеç туйăнать. Ĕненетĕн-и çавна?
— Мĕншĕн апла?
— Мĕншĕн тетĕн? Санпа, ялан санпа пуласси манăн чи пысăк, çутă ĕмĕт пулнă. Çак самантра эпĕ саншăн Чĕреме уçса, вăл шĕл-кăвар пек ялкăшнине кăтартăттăм. Чĕрене уçса кăтартма май çуккине эсĕ лайăх пĕлетĕн. Ăна юмахра Данко кăна тума пултарнă... Çăпах та, ĕнен, Ирина, эпĕ çут тĕнчене саншăн çуралнă...
Ирина ассăн сывласа илчĕ.
— Чунăм, — терĕм малалла, — хăçан эпир ĕмĕрлĕхĕх пĕрлешĕпĕр-ши?
— Мĕскер? — тĕлĕнсе ыйтрĕ Ирина, манăн алла сирсе.
— Эппин, хăçан арлă-арăмлă пулса, пĕрле пурăнма пуçлăпăр?
Ирина ахăлтатсах кулса ячĕ.
— Ан култар-ха, Миша, — терĕ вăл, — кала-ха, эсĕ, миçере халь?
— Ма вара, санпа пĕр çултăх...
Ирина куçран сăнавлăн пăхса илчĕ те шăпăртах пулчĕ. Унтан, ман алла тытса, пӳрнесене турткалама пуçларĕ.
— Миша, — терĕ вăл, питĕ хуллен, — эсĕ каланă сăмах пĕртте вырăнлă мар...
— Мĕншĕн, Ирина?
— Шухăшласа пăх-ха хăвах: манăн халĕ техникумран вĕренсе тухмалла, ку пĕрре. Иккĕмĕшĕ, санăн...
Вăл тытăнса тăнипе, эпĕ ăна пӳлсе хутăм:
— Çак çутă хĕвел умĕнче, Ирина, таса уйра тупа туса калатăп: эсĕ манăн пĕртен-пĕр юратнă хĕр, манăн идеал! Санран лайăххи тĕнчере маншăн çук, пулма та пултараймасть. Саншăн мĕн тери çуннине пĕлес пулсан, эсĕ мана ху та шелленĕ пулăттăн...
Хăйĕн хитре аллипе вăл мана питрен çупăрларĕ.
— Ĕненетĕп сана, Миша, — терĕ Ирина. — Ĕненес мар пулсан, санпа пĕрле çакăнта ларассăм та çукчĕ. Итле, эпĕ мĕн каласшăнччĕ...
Вăл кĕрен чечек татрĕ те çинçе тунине пӳрне хушшинче пĕтĕркелерĕ.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...