BBCh // 8024.9.5847
2010.02.28 11:44 | |
Аçтахар Плотников // 2134.37.6306
2010.02.28 14:02 | |
>Шупашкарти "Тăван Ен" хаçат та _юлашки_ номерĕнче
Аплах ан пултăрччĕ-ха :) «ТЕ» татах та тухтăрччĕ :) | |
Серте Унтри // 1147.37.2767
2010.03.01 22:51 | |
Хватит зацикливаться на проблеме языка. Это уже фобия!
Постройте мне дом на родной земле дайте работу любимую! Без остановки буду разговаривать. | |
Елена // 3435.89.0976
2010.03.09 20:18 | |
Тавах, ман çырăва вуланăшăн, хуравланăшăн. Кун чухлĕ комментари пуласса шанманччĕ.
Анчах мĕн улшăнĕ-ши? BBCh 2010-02-28 11:44 Кун кĕнекинчи çак япала нумай çынна калаçтарать. Калаçĕç-калаçĕç те лăпланĕç. Сăмах май, ман йăмăк вĕренекен шкулта чăваш чĕлхи учителĕ ку материала ни курман, ни илтмен иккен. Эпĕ вара уншăн пăшăрханатăп, ăна шеллетĕп. Ирĕксĕрех ыйту çуралать: Тăван чĕлхене вĕрентекенсем паянхи кун уттинчен ан юлччăр тесен мĕн тумалла-ши? мĕнле майпа вĕсене çакăн пек чаплă сайта уйăхра пĕрре те пулин кĕрсе пăхма вĕрентмелле-ши? Тен, Сирĕн, Николай Плотников, çак ĕçе хăвăр çине илетĕр. Чăвашла пур вак-тĕвек сайтсем çине сылкăсем пама май пур-ши? Хăйне евĕр чăваш халăхне пур енлĕн çыхăнтаракан сайт пулинччĕ. | |
Аçтахар Плотников // 2134.37.6306
2010.03.09 21:48 | |
Унашкал сайт хатĕрленет:
http://top.chuvash.org/ — хальлĕхе хатĕрлеме кăна тытăнса. http://top.chuvash.org/s01.gif - сайтсем çине лартмалли кнопка (баннер) çакнашкал пулĕ. //вăл вырăсла тесе ан вăрçăр. Малтан вырăслине туса хатĕрлетĕп (движокне вырăсла çырса, тепĕр сайт валли), кайран вара чăвашлине тăватăп. | |
Аçтахар Плотников // 2451.11.4629
2010.03.13 22:52 | |
>Без остановки буду разговаривать.
Пӳрт лартма вырăн памасан — вырăсла анчах калаçаттăр-и вара? | |
Серте Унтри // 2364.28.2698
2010.03.14 00:23 | |
Разговор на родном на чувашском не показатель патриотичности и не индикатор лояльности к ней.
Как ни крутите всё завазано на мотивации. Будете отправлять ежегодно в Гарвард и Оксфорд 100 человек исключительно знающих язык и культуру и историю на казённые деньги, то тогда будут учить. По большому счету Ваше поколение и виновата в этом. Допустили формирование среди городской молодежи не терпимость к родному. Это с Вашего молчаливого согласия мы сейчас пожинаем плоды. Где была Ваша смелость? | |
Аçтахар Плотников // 1182.36.5208
2010.03.15 09:44 | |
Серте Унтри, чи малтан пĕтĕмпех тăван чĕлхерен килет. Тăван чĕлхене упрама пĕлмесен — усси тем тесен те çук. Тăван халăхпа çыхăну часах татăлать. Мĕншĕн? Мĕншĕн тесен чĕлхепе çынна культура кĕрет. Чăваш культури. Вырăс чĕлхи урлă вăл ниепле те кĕреймест. Вырăс чĕлхи урлă вырăс культури çеç кĕме пултарать. Хăшĕ-пĕри çакна ăнлансах каймасть пулас — чăваш культурине вырăсла çырса параççĕ. Эх, çăраççĕ вара... тулкки вара — нуль.
| |
Аçтахар Плотников // 1182.36.5208
2010.04.02 15:21 | |
Ку статьяна паян «Хыпарта» пичетленĕ тет-и? :) Эх, ĕçĕ çук-çке, ĕçĕ çук... Чăваш чĕлхине аталантарас тесен 100%-лă кăна мар, пĕр 300-400% ĕçлемелле! | |
Галина Зотова // 2280.79.6382
2010.04.03 15:35 | |
Пичетленĕ-ха, кĕскетсе. |
Хусанти "Сувар" хаçат çак статьяна пичетлесе кăларнă.
çавăн пекех çак статьяна тата комментарисене Шупашкарти "Тăван Ен" хаçат та юлашки номерĕнче пичетленĕ. "ТЕ"-ре статьяпа пĕрле ЮНЕСКО хатĕрленĕ Хăрушлăхри чĕлхесен атласĕн Атăл-Урал фрагментне те панă.