Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +2.3 °C
Что такое любовь? Это - зубная боль в сердце.
(Г. Гейне)
 

: Чӑваш чӗлхи вилнӗ тесе палӑк лартар! Эп чӑваш чӗлхишӗн тесе кӑкӑра ҫапса кӑшкӑракан карма ҫӑварсемшӗн пухӑнма тепӗр вырӑн пултӑр.

28.01.2010 10:217976 просмотровИзменить Удалить
Чӑваш чӗлхи вилнӗ тесе палӑк лартар! Эп чӑваш чӗлхишӗн тесе кӑкӑра ҫапса кӑшкӑракан карма ҫӑварсемшӗн пухӑнма тепӗр вырӑн пултӑр.

ЮНЕСКО пӗрлешӳ чӑваш чӗлхи вилекен чӗлхесен шутне кӗртни ҫулталӑк ҫитрӗ пулин те тӑван чӗлхемӗре упрас тесе нимӗн йышӑннине те туймарӑмӑр. Хӑть ялта, хӑть хулара. Ӑҫтан туяс-ха? Трибуна ҫинчен сурчӑк сирпӗтсе чӑвашлӑхшӑн «тӑрӑшакан» ҫынсем халӑх умӗнчсен пӑрӑнсанах вырӑс чӗлхипе кӑна усӑ кураҫҫӗ. Пирӗн, чӑвашсен тӗлӗнмелле енӗ - виҫӗ чӑваш пухӑнсан вырӑсла пуплешни. Те пӗр-пӗрне ӑнланмасран хӑраҫҫӗ. Чӑвашлӑхшӑн «тӑрӑшакан» журналистсем те вырӑсла ҫырма меллӗрех, шухӑша тарӑнрах уҫса пама, паянхи куна тивӗҫлӗрех ҫырма май пур тесе хӑйсен тавракурӑмӗ вӑйсӑррине, пӗчӗккине пытарма тӑрӑшаҫҫӗ. Пирӗн кӑна пур пуху та, пур конференци те вырӑсла иртет!
Халӗ мана хӑшӗ-пӗри эпӗ чӑваш чӗлхишӗн мӗн кӑна тумарӑм тесе пӳлме пултарӗ. Чӑнласах та мӗн те пулин тӑвакансене пӳрне ҫинче шутласа кӑларма пулать. Пӗри – ниме пӑхмасӑр Чӑваш халӑх сайтне тытса тӑракан Н.Палотников, тепри вара чӑваш халӑхне хӑйне хӑй кӑшт та пулин хисеплеме вӗрентес тесе тӑрӑшакан Елена Енькка. Тен, татах та пур, анчах вӗсен ӗҫне курма питӗ йывӑр. Ҫакӑн пек ҫынсем питӗ сахал-ҫке. Калӑр-ха, ЮНЕСКО пӗтӗмлетӗсем хыҫҫӑн миҫе лару, миҫе статья пичетлерӗҫ, мӗн чухлӗ шавларӗҫ, мӗн чухлӗ вӑрҫӑнчӗҫ, мӗн чухлӗ йышӑну турӗҫ?.. Ӗҫӗ вара КУРӐНМАСТЬ!!! Чӑнласах чӗлхене упраса хӑварас тесе мӗн турӑр?!..
Уйӑх каялла йӑмӑк шкултан ҫиллес кӑмӑлпа таврӑнчӗ. Паян 10-мӗш класра вӗренекен ачасем чӑваш литература урокӗнче учителе чӑваш литератури кирлӗ мар, ку вӑл ытлашши предмет тесе макӑртма пултарнӑ иккен. Ҫак ачасемех, 9-мӗш класран вӗренсе тухнӑ чух экзамен тытма хатӗрленнӗ чух, пӗри те кун пек каламан иккен, пурте ҫӑвар карса вӗрентекене тимлӗн итленӗ. Халӗ вара… Йӑмӑк та пӗлтӗр чӑваш чӗлхи уйрӑмне вӗренме каясшӑн тӑрӑшаканскер кӑҫал урӑхларах шухӑшлама пуҫларӗ: чӑваш чӗлхипе те, литературипе те пӗтӗмӗшле патшалӑх экзаменӗ тытма май ҫук-ҫке. Вӑл килӗштернӗ, юратнӑ предметсемпе экзамен тытма пултараймасть. Ирӗксӗрех урӑх предмет суйласа илме тивет, урӑх предмета мала хурса пӗтӗм вӑя ҫакӑнта яма тивет. Пирӗн мӗн чухлӗ ВУЗ, мӗн чухлӗ профессорсемпе наука кандидачӗсем – мӗнӗ шанатӑр? МӖНШӖН ЕГЭ материалӗсене хатӗрлеместӗр, мӗншӗн тӑван чӗлхерен ҫамрӑксене пистеретӗр? Вырӑссемпе тан утма пултараймастӑр-и? Е сирӗн, пуҫлӑхсемпе ӑслӑхлӑх ҫыннисен, тӑван чӗлхене упрама вӑй-хӑват, ӑс-тӑн ҫитеймест? Мӗнле сӑлтава пула пирӗн ачисем тӑван чӗлхене мансах вырӑс чӗлхипе экзамен тытма хатӗрленеҫҫӗ? Ку пӗтӗмӗшле чӑваш интелигенцийӗн айӑпӗ. (Хӑть хулари, хӑть ялти интелигенцин ачи-пӑчи варӑс чӗлхине мала хурать.)
Чӑваш чӗлхи учебникӗсем пирки каламастӑп та. Ку учебниксене (уйрӑмах 6-9-мӗш классенче вӗренмеллисене) тӑван чӗлхене юратман ҫын ҫырнӑ пулӗ. МӖН ЧУХЛӖ ТЕОРИ!!! Хӑнӑхтарусен калӑпӑшӗ тата… пӗлӗр йӑмӑка ӑнланманнине катартас тесе учебника уҫрӑм та… нимӗн те ӑнланмарӑм! Юлашкинчен мачча ҫинчен хамӑр вӗреннӗ кӗнекесене антарма тиврӗ. Кӗскен те ӑнланмалла та ҫырма пулать иккен. Чӗлхен хӑш-пӗр уйрамлӑхесене аслӑ шкулсенче парӑр. Ачан, ман шутпа, тӗрӗс те илемлӗ калаҫма, ҫырма вӗренмелле. Эсир вара, пур «ӑслӑскерсем», ку теори материалӗсемпе тӑван чӗлхене урӑх ан вӗренччӗр, пирӗн урӑх кӗнекесем кӑларса асапланмалла ан пултӑр тесе тӑрашатӑр пулмалла.
Чӑваш телевиденипе радионе те пӗр-ик сӑмах калас килет. Сире куракансем тата итлекенсен шучӗ ҫултан ҫул нумайлансах пырать пулас? Ҫамрӑк ӑру сире ытларах пӑхчӑр, итлеччӗр тесе нимӗн те тумастӑр! Пирӗн вӗрентекен уросенче хӑй видиокассета ҫине ҫырнӑ передачӑсене кӑтартатчӗ. Халӗ уроксенче кун пек кӑтарту материалӗсемпе ҫамрӑк вӗрентекенсем усӑ кураймаҫҫӗ иккен. Вӗсен тӗрлӗ передачӑсен, спектакльсемпе фильмсен дискӗсем ҫук! Вӗрентекен те хӑй укҫипе 100 тенкӗ парса шкул ачисем валли радиоспектакль илетӗп тет. Учитель кашни ниме тӑман дискшӑн (60-70 мб) 100 тенкӗ тӳллесен ӑҫтан укҫа ҫитӗ??? Сирӗн мӗн пек пуян фоно-видиотека! Ҫак пуян материалпа шкул ачисене паллаштарма май пулсан сире тепӗр ҫӗр ҫултан та итлекен, пӑхакан пулӗччӗ.
Пӗтетех иккен тӑван чӗлхе… Пирӗн укҫасӑр пӗр утӑм та тӑвасшӑн мар, чапа тухмасӑр ҫӳпӗ те вырӑнтан куҫарасшӑн мар вӗненнӗ халӑх пуҫлӑхра. Манӑн ачасем чӑвашсемех пулӗҫ, манӑн мӑнуксем чӑвашсемех юлччӑр тесе турра тархаслатӑп. Аслӑ пӗлӳ илмен ялти халӑх тӑван чӗлхене тепӗр 50 ҫул хушши упрама пултарӗ-ха, кайран вара... Кайранхине Аслӑ турӑ пӗлет.
Шанчӑка ҫухатнӑ Елена Белова
 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

вĕрентекен // 1321.95.8132
2010.02.01 19:29
Эп хам шкулта ĕçлетĕп, чăваш чĕлхи вĕрентеп. Электрон пособисеп кăларап. Анчах та кун пирки мар. ЕГЭ (ППЭ) пирки сăмахăм. Кирлех-ши вăл пире - чăвашсене? Кирлĕ мар пек туйăнать. Эп кашни çулах вăл ЕГЭ-не пание курап - екленсе çÿреп вара кайран. ЕГЭ мар - пасар! Кам мĕнле пĕлет - çапла ачине экзамен тыттарттарать.
Чăваш чĕлхине аталантарма вара ун пек ниме тăман япаласемсĕр те пулать. Шутламалла çеç. Эп анчахрах пĕр проект пекки, хам валли хальлĕхе, шутласа тупрăм. Çавна пурнăçа кĕрме ăс-пуç çитсен сирĕн чăваш ачăрсемшĕн питĕ аван япала пулмалла. Пĕр-икĕ хутчен те вăлта ярса пăхрăм кирлĕ çĕрте - хыпмаççĕ. Анчах та ас тивес кăмăлĕсем пысăк. Пурăнсан куратпăр - ЕГЭ вырăнне, тен, чăвашсен хăйсен мĕн те пулин пулĕ.
Victor // 1936.87.4419
2010.02.01 21:57
Victor
alboru -
ĕçлекен организацисене иронилесе тĕллерĕм. çĕнĕ организаци туни пире ним те памĕ, эпир хальхи организацисене те(Чăваш Республики, ЧНК, Чăваш чĕлхе комиссийĕ, Чăваш эстрада союзĕ, чăваш, чăваш, чăваш, чăваш, тата, тата...) тивĕçлĕ шайра ĕçлеттерме пĕлместпĕр - эсир çĕннине хапсăнатăр. Хăçан усси пулĕ чăвашран, ун организацийĕнчен? - хотя бы чăваш валли?
Александр // 2506.63.1438
2010.02.01 23:51
Александр
EthnicR
Ыйти çынсенетĕ пăртак уçă кăмăллăрах пăхма сĕнетĕп Сире. Пуртĕ "ялани пекех сăмахпа çунтрани кăна" пурăнмаççĕ...

Šyravşă,
тĕрĕс калатăр-ха Эсир пĕр енчен.... анчах тепĕр ĕнчен пĕчĕк ушкăнсем нумайтарах тăвĕç... пĕр анланмаллă теллев пулсан :) Психологи наука вăл... Кашни ушкăнăн иреклех тата пултарулăх та нумайтарах. Никам никама та чăрмантарсмасть... Анчах вăсем пĕр-пĕринпе çыхăнаси пирки эпĕ те чĕнетĕп.
Тĕпĕр ĕнчен меншен çак çыруна кунта Эсир кăларса хутăр... ĕрсе илмешкĕн-им? :). Эпир хамăр пĕрле нимте тумасан, камран тăвассине кĕтетĕр Эсир? Мĕншен эсир "...Чăваш Республики, ЧНК, Чăваш чĕлхе комиссийĕ, Чăваш эстрада союзĕ, чăваш, чăваш, чăваш, чăваш, тата, тата..." çак çыруна ямастăр?

2010.02.02 19:49
Аçтахар Плотников
//хăшĕ-пĕрин шухăшĕ курăнмасть — вĕсене ыран, Чулхулана çитсен, курăмлататăп.
2010.02.02 21:44
alboru
чи малтан, ыйти мар, ытти. çынсенетĕ мар, çынсене. пăртак мар, пĕртак. Пуртĕ мар, пурте. эсир грамматика лайăрах пĕлсен пит чиперччĕ вара. каçарăр, хамăн-та аттестатра 3 паллă кăна.

малалла, "
Пуртĕ "ялани пекех сăмахпа çунтрани кăна" пурăнмаççĕ... " кам вăл çинсем? ăçта? Амин-па Алатара пĕлетĕп, тата форумри хисеплĕ туссем пур, ыттисем ăçта? вĕсен ĕçĕсем ăçта?

Александр // 3514.04.4171
2010.02.02 22:11
Александр
EthnicR
Тавтапуç йăнăшсене тÿрлетнĕшĕн! :)
Victor // 1936.87.4419
2010.02.03 00:18
Victor
мана ытти чухне нихăш чăваш организацийĕ те инттереслентермест - вĕсем çинчен шухăшламастăп та, вĕсен витĕмĕ ман çине сарăлмасть - кунта сăмах май тенĕрен кăна.
Александр // 7104.4.9007
2010.02.03 07:27
Александр
Šyravşă
Тавтапуç Сире те. Сирĕн позици - ăнланмалла позици :)
Ялав // 3602.28.8979
2010.02.06 04:53
Шанчăк çуккине тахçанах курмастăпăр-и?
Камран телей кĕтетпĕр?
Мĕншĕн тăван чĕлхене упрас тесе пĕр-пĕринпе калаçса-пуçтарăнса ниме йыхăрмастпăр?
Атьăр хамăр, çĕнĕ юлташсене тупса, çĕнĕ ĕçсем пуçлатпăр!
Хамахам // 3729.08.4054
2010.02.16 19:46
Чăваш чĕлхи тинех пĕтрĕ тесе шутланăччĕ эпĕ. Пĕтмен иккен-ха вăл! Сывласшăн. Тата мĕн тума пулать-ши ăна пĕтерес тесен?

Страницăсем: 1, [2], 3

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики