Аçтахар Плотников // 6984.1.5302
2010.01.28 16:35 | |
Тĕрĕс вăрçатăр! Ĕçе кăшт та пулин вырăнтан хускатас тесен тем те тума пулĕччĕ — тĕслĕхрен, чĕлхе саккунне пăснине çирĕпрех тĕрĕслеме тытăнасси. Ав, хулаçум вокзалĕнчех, пĕр 10 çул каялла автобус маршручĕсене чăвашла та вырăсла та пĕлтеретчĕç (пурте тенĕ пекех района каяççĕ-çке...). Халĕ вара — сайра хутра çеç илтетĕн. Тустармалла уншăн, кăштах айăпласа илмелле! | |
vik // 2171.2.7167
2010.01.28 21:51 | |
Çирĕп те çепĕç чĕлхеллĕ Чăваш ИК (инçекуравĕ - телевидени) кирлĕ. Тепĕртакран вара чĕлхе ăстаçисем журналист ĕçĕнче те, социаллă тата политика хутшăнусенче кирлĕ пулĕç. Литература ĕçне халĕ çамрăксем сайра хутшăнаççĕ — укçа çапма май çук ку ĕç-пуçра. Хальхи пурнăçа чылай çĕнĕ сăмах кĕрсе кайрĕ, вĕсене чăвашла йăваламалла — унсăрăн кăткăс пĕлтерĕшсене калаçура усă курма питĕ хĕн. Чăваш чĕлхин аталанăвĕ чăрмавланнă пирки питĕ тарăн тĕпчев ĕçĕ кирлĕ, çак йывăрлăха туякан çынна статья çырма ыйтмалла, кăштах чăваш грантне уйăрса памалла. Е çак канашлурах тĕплĕ статьясене сӳтсе явмалла, тетел-конференци ирттермелле. | |
Александр // 7104.4.9007
2010.01.28 22:45 | |
Çавăнпа пер организаци йĕркемелле... çав организаци ятупа ĕçлемелле | |
vodolaz // 3016.81.4705
2010.01.29 19:45 | |
Ку мана пите кÿрентереть,эпĕ Мурмăнскра пурнатăп,пĕлтĕр республика кунĕнче,Вăрмар районĕнче,республика президенче Федоров,трибунăран сăмах каланăчух "икĕ-виçĕ" сăмах çеç каларĕ,ыттыне вырăсла каларĕ.Ваттисень сăмахĕ "Пулă пуçран çĕреть теть" | |
Victor // 1936.87.4419
2010.01.30 13:22 | |
организаци? хаха. эпир чăвашсем вĕсене питĕ юрататпăр! чăваш республики УАО, ЧНК ООО!, :D тата мĕн кирлĕ сире? | |
Владислав Михайлов // 3751.35.5980
2010.01.30 16:45 | |
мĕн усси официаллĕ пĕрлешÿре? ялани пекех сăмахпа çунтрани кăна пулать. калăпăр эпĕ хатĕр мар унта ĕçлеме | |
Галина Зотова // 8634.8.2208
2010.01.30 21:06 | |
Спектакльсен дискĕсем пур иккен, çулла Мускава кайрăмăр. Çул тăршшипех чăваш спектаклĕсем пăхрăмăр.Артистсем пĕр-пĕрне куç хĕсеççĕ те йăшт çеç çемçе вырăн ăшне чăмаççĕ.Пирĕнпе пĕрле ачасем те пурччĕ...Чăвашсем те цивилизаципе тан пыраççĕ иккен,ку таранччен пĕлменччĕ те, курманччĕ те.Çав артистсен ашшĕ-амăшĕ ачисен дискĕсене еплерех хаклать-ши? | |
Александр // 7104.4.9007
2010.01.31 18:22 | |
Šyravşă -
Чăвашсен халĕ ĕçлекен организаци çук. ЧНК вăл тулаш чăвашсем культурă енепе ĕçлет кăна.... Пĕчен ĕçлесен нимехте тăваймăпăр. EthnicR Тĕрлĕ çынсем пур, килешетĕп. Анчах кашнинче "нумайтарах сăмахпа çунтрани" çына курмалла мар ĕнте. Кĕтесре ларса пурнете критикласа - чăвашлăхшен усси пур-и? | |
Владислав Михайлов // 3759.7.7708
2010.02.01 08:52 | |
alboru, эпĕ кĕтесре лармастăп, вăй çитнпе тăрăшатăп |