Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -4.7 °C
Человек, оказавшийся в плену своих страстей, свободным быть не может.
(Пифагор)
 

Аçтахар Плотников: Тилӗ хӳри

Аçтахар Плотников10.05.2024 13:014788 просмотров

Чӑваш халӑх юмахӗсенче мана кӑсӑклӑ сюжет мар, вӗрентсе калани килӗшет. Чӑваш халӑхӗн ӑсӗ вӗсенче пит вырнаҫуллӑ вырнаҫнӑ. Пӗрре эс кӑсӑклӑ сюжетпа каҫӑхса кайса паллашатӑн, тепре — унта хывса хӑварнӑ ӑса ӑша хыватӑн.

Ҫавна май 1982 ҫулта тухнӑ «Чӑваш юмахӗсем» кӗнеке, Г. Ф. Юмарт пухса хатӗрленӗскер, симӗс хуплашкаллӑскер, маншӑн пурнӑҫа вӗрентекен кӗнекесенчен пӗри шутланать. Ытти юмах пуххисем аван пулӗ те, анчах шӑп ҫак кӑларӑмра ман шутпа пурнӑҫа вӗрентекен юмахсем чылай кӗнӗ. Ачалӑхра вӑл ман пурччӗ, анчах упранса юлаймарӗ. Кайран вара тепӗр экземпляра эп хамӑн юлташран ыйтса тупнӑччӗ. Чӑрмаланса пӗтнӗскер пулин те ман кӗнеке ҫӳлӗкӗнче вӑл чи пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнать.

Пурнӑҫа вӗрентни вара унта пит нумай. Калӑпӑр, «Тилӗ тус» юмах хыҫҫӑн эп ҫӗнӗ япала туянсан кивӗ япалана тӳрех кӑларса пӑрахмастӑп. Ҫӗнни чӑн та йӗркеллӗ пулнине тӗрӗслесе ӗненсен кӑна киввинчен хӑтӑлатӑп (вӗсене пухса пыни те йӗркеллӗ мар-ҫке). «Лаша шырани» юмах евӗрли хампа та пӗрре пулса иртнӗччӗ — пӗррехинче каҫса кайсах алӑри телефона шырарӑм (кунта пурнӑҫа вӗрентни ҫук ӗнтӗ, анчах юмах сюжетне чӑн пурнӑҫран илни куҫ кӗрет)…

Ку умсӑмах пулчӗ. Сӑмахӑм вара пуҫлӑхпа ӑна пӑхӑнакан хушшинчи хутшӑнусем пирки. Чылайӑшӗ, пӗр-пӗр пысӑк вырӑн йышӑннӑ хыҫҫӑн ыттисем ҫине мӑнкӑмӑллӑн пӑхма пуҫлать. Имӗш вӑл «хуҫа», ыттисем вара — ун «тарҫисем». Кунашкаллине эп яланах куратӑп, тӑтӑшах сӑнатӑп. Уйрӑмах, ахаль чӑваш пӗр-пӗр пуҫлӑха тухсан хӑйне чӑн-чӑн патша шайӗнчех тытма пуҫлать. «Кашни чӑваш — хӑй патша» тенине туллин кӑтартса парасшӑн тейӗн.

Юмахсем патне таврӑнар-ха. Статья ятне «Тилӗ хӳри» тесе ахальтен ҫапла ят памарӑм. Эп пуҫарнӑ сӑмах «Тилӗпе улатакка» ятлӑ чӑваш юмахӗпе тачӑ ҫыхӑннӑ. Ку юмах, тӗплӗ тишкерес пулсан, виҫӗ пайран тӑрать. Кашни пайне уйрӑм сюжет тесе те хаклама май пур: пӗрремӗшӗнче тилӗ хӑйӗн ӑсне пула сунарҫӑ шӑтӑкӗнчен тухать; иккӗмӗшӗнче тилӗ хӑйне тӗрлӗ мыскарасем кӑтартма ыйтать (ӳсӗртме, култарма тата хӑратма); виҫҫӗмӗшӗ сунарҫӑ йыттисемпе ҫыхӑннӑ. Ӗлӗкрех ку кашни сюжет уйрӑм юмах пулнӑ пуль, анчах каярах вӗсем пӗр юмаха пӗрлешнӗ.

Пире виҫҫӗмӗш сюжечӗ кирлӗ. Вӑл пысӑках мар, ҫавна май туллин илсе паратӑп:

…Хӑраса ӳкнӗ тилӗ юман хӑвӑлӗнче хӑйӗн урисенчен ыйтать:

— Эсир мӗнле килтӗр: хӑраса-и, хӑрамасӑр-и? — тет.

— Эпир мӗнпур вӑйпа малалла тапаҫланса килтӗмӗр, — теҫҫӗ куна урисем.

Тилӗ хӑлхисенчен ыйтать:

— Эсир мӗнле килтӗр? — тет.

— Эпир йӑпшӑнса–йӑпшӑнса килтӗмӗр, — теҫҫӗ хӑлхисем.

Тилӗ хӳринчен ыйтать:

— Эсӗ тата мӗнле килтӗн? — тет.

— Эпӗ кӗҫ тытаҫҫӗ-и, кӗҫ ҫиеҫҫӗ-и тесе килтӗм, — тет хӳри.

— Ах, мур, эс мана ҫапла шеллетӗн-и-ха, йытӑсене ҫитересшӗн пулнӑ-и-ха? — тет куна хирӗҫ тилли, ҫилленсе. — Ак парам-ха сана уншӑн йытӑсене ывӑтса, — тет.

Ҫак сӑмахсемпе тилӗ хӑй хӳрине юман ҫурӑкӗнчен тулалла кӑларса ячӗ те, ахӑр йытӑсем ӑна ҫавӑнтах ярса илчӗҫ, унтан тиллине хӑйне те сӗтӗрсе кӑларса туртса ҫурчӗҫ.

Чӑн та, пӗр ӗҫе тунӑ чухне пӗри сахалтарах ӗҫлет, тепри ытларах, пӗрин усси пысӑк, теприн пӗчӗк, тесе лармалла мар ӗнтӗ. Пурте пӗр пӗрлехи ӗҫе тӑваҫҫӗ-ҫке! Пӗри туса ҫитереймесен теприн ҫине тиенӗ. Пӗри айӑпа кӗрсен ҫӳлӗрех шайри пуҫлӑха та ҫав айӑп пырса ҫапӗ. Ку юмахра та тилӗ айӑпа мӗн те пулин ҫине йӑвантарасшӑн пулчӗ, анчах хӳре ҫине йӑвантарнӑ май хӑй те пӗтрӗ. Пӗр ӗҫе тунӑ чухне явапӗ пурне те пырса тивнине ку юмахра питӗ те вӗрентӳллӗн те питӗ сӑнарлӑ каласа панӑ.

Ку юмах пуҫлӑхпа ӑна пӑхӑнакансен хушшинчи хутшӑнусене мӗнле йӗркелемеллине кӑна мар вӗрентет, пурнӑҫри чылай пулӑма хакланӑ чухне те вӑл вырӑнлӑ. Ак, чӑваш чӗлхинех илес. Пӗрисем, каҫса кайсах, шкулта вӗрентмелле тесе кӑшкӑраҫҫӗ. Иккӗмӗшӗсем килте пуҫламалла тесе тавлашаҫҫӗ. Виҫҫӗмӗшӗсем вара йӑлт правительство айӑплӑ тесе хирӗҫ хуравлаҫҫӗ. Тӑваттӑмӗшсем те пур, пиллӗкмӗшсем те… Хӑйсен шухӑшне тӳрре кӑларас тесе вара теприсен шухӑшне пач сиреҫҫӗ. Калӑпӑр, килте кӑна вӗрентмелле, шкулта чӑваш чӗлхи кирлех мар. Анчах ҫакӑ тӗрӗс ҫул-ши? Паллаш, ҫулӗ йӑнӑш — пӗр пӗрлехи ӗҫре явапӗ пурне те пӗрешкелех пырса тивет. Пӗри туса ҫитереймесен, теприсен айӑпа тӳсме тивет (килте вӗрентменнишӗн шкулти вӗрентекенӗн ачапа ытларах ӗҫлеме тивет; правительство кирлӗ таран вӑй хуманшӑн ачана килте вӗрентме йывӑртарах тата ытти те).

Е пысӑк организацисенче час-часах тӗл пулакан тепӗр пулӑм. Хӑшӗ-пӗри хӑйӗн ӗҫне пит пысӑка хурса хаклать. «Из рук в руки» хаҫатра ӗҫленӗ чухне реклама пухакан агентсем хӑйсене пит мӑнаҫлӑ тытатчӗҫ. Имӗш, вӗсем редакцире чи кирлӗ ҫынсем — вӗсем укҫа илсе килеҫҫӗ-ҫке! Дизайнерсем, верстальщиксем тата ыттисем ҫине ытла та мӑнкӑмӑллӑн пӑхатчӗҫ. Тӗрӗссипе вара пурте кирлӗ. Урай ҫӑваканни, калӑпӑр, вӗсен пӳлӗмне тасатса тӑмасан, апӑршасен, тусан ӑшӗнче ӗҫлеме тивӗччӗ. Верстальщиксем пирки каласа та тӑмастӑп — вӗсем пулмасан хаҫачӗ те тухмӗччӗ, хаҫачӗ ҫук пулсан вӗсен рекламисем те никама та кирлӗ мар пулӗччӗҫ.

Юмахри сӑнарпа усӑ курса кӑтартас пулсан — урисем те кирлӗ, хӑлхи те, хӳри те. Паллах, пуҫӗ те кирлӗ. Пуҫлӑхсене «харампырсем» тесе ятлаканнисем те час-часах тӗл пулаҫҫӗ. «Пуҫӗ» пулмасан урисемпе хӳресем валли ӗҫ пулмӗччӗ. «Харампыр» теиччен ҫакӑн пирки те манас марччӗ.

 

Ӳкерчӗке Gigachat хатӗренӗ

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Agabazar // 1273.60.9318
2024.05.10 13:56
Agabazar
<<Кашни чăваш хăйех патша>> тени тепри пуҫлӑха тухсан хӑйне чӑн-чӑн патша шайӗнчех тытма пуҫланин мар пĕлтерет.

Тĕшши — урăххинче.

Кирлех пулсан, ăнлантарса пама пултаратăп

. Халлĕхе çăлкуçсем çине таянсах мар тейĕпĕр.

Ку япалана туртса кăлараканни — Юрий Артемьев. Çак тĕлĕшпе ун ятарлă статья та пулнă.

Чăваш культурин тулашĕнче — Мераб Мамардашвили (философ, аслă шкулта М. С. Гарбачёвпа пĕрле вĕреннĕ). Вăл каланă сăмах: Кашни грузин хăйех патша

Кам маларах каланă-ши? Юрий Артемьев е Мераб Мамардашвили?
.
2024.05.10 15:34
Аçтахар Плотников
«Тĕшши — урăххинче.»
Эп пит ансатлатса кӑтартрӑм ӗнтӗ, кӑштах йӗкӗлтесе те. Мӗне пӗлтернине ӑнлантарса памасӑр та пӗлетӗп.
Евразиец // 3447.04.5759
2024.05.10 19:28
М.Мамардашвили, М.Горбачев и Раиса Максимовна учились в МГУ. Раиса Максимовна и Мераб Мамардашвили учились на философском факультете, а М.Горбачев на юридическом факультете. Если бы М.Горбачев в качестве главного консультанта держал М.Мамардашвили, то СССР до распада не довели бы. К великому сожалению, М.Горбачев по мыслительным качествам сильно отставал от М.Мамардашвили и предпочел руководстваться по советам жены. Но какой философ от женщины...
Agabazar // 7832.2.6544
2024.05.10 21:27
Agabazar
Кашни чăваш хăйех патша тени.

Вăт эпир пĕрлехре пурăнатпăр. Пĕри аслăрах, тепри кĕçĕнрех. Пĕри наччальник, тепри ăна пăхăнса тăраканни.

Хуть те ăçта та çакăн пек.

Вăт пулаççĕ çынсем, хăшĕсем ыттисем каланине ниепле те хăлхана чикесшĕн мар. Никама та пăхăнасшăн мар, хайех «патша» имĕш.

Çакнашкал принциплăха вăл хăюлăх вырăнне хурать, хăйне паттăр тесе шутлать.

Тĕрĕс-и çакнашкал стратеги? Çук. пачах та тĕрĕс мар. Хуть стратеги пултăр, хуть тактика, ку ырри патне илсе çитермест.

Икĕ пунктран тăракан йĕркев: пĕрремĕшĕ тата иккĕмĕшĕ.

Пĕррремĕш пункт: Наччальник яланах тĕрĕс.

Иккĕмĕш пункт: Хăш чухне наччальник те терĕс мар пулма пултарать, анчах та кун пек чухне пĕрремĕш пункта пăхмалла каллех.

Кунашкал асамлă ункăран тухма пулать-и? Паллах. Анчах та кăкăра çапса мар. Урăхларах стратегисем кирлĕ.
Agabazar // 3003.18.6762
2024.05.11 16:07
Agabazar
Горбачёв тата Мамардашвили тĕрлĕ факультетсенче вĕреннине Евраçийĕтс тĕрĕс асăрхаттарать.
Agabazar // 3003.18.6762
2024.05.11 20:17
Agabazar
Кашни чăваш хăйех патша тени патнех таврăнар-ха.

Акă, Чĕмпĕр. Пысăках мар бюджетла организаци. Йĕреклĕм. Паллах, унăн пуçлăхĕ те пур.

Çав пуçлăх каласа панинчен.

Организацие çÿлтен час- часах терĕслевçесем яраççĕ. Комиссисем. Тĕрĕслеççĕ кунта ĕçлекенсене. Вăл шутра куçа-куçăн пуплесе те.

Тĕрĕслевçĕ ыйтусем парать, асăрхаттарусем тăвать.

Тĕреслев витĕр тухакансем хушшинче — чăвашсем те пур. Вĕсем хăйсене епле тыткалаççĕ-ха кунашкал лару-тăрÿра? Калăпăр, ыттисемпе танлаштарсан?

Ним те мар лешсемпе тавлашса кайма пултараççĕ иккен! Ыттисем пурте шăпăрт, аха, аха текелесе çеç тăраççĕ, сирĕн асăрхаттарăвăрсене шута илепĕр, çитменлехсене пĕтерме тăрăшăпăр, теççĕ.

Чăвашсем апла мар иккен, темшĕн вĕсем хăйсене хăйсемех, юри тенĕ пек, конфликтлă ситуацие сĕтĕреççĕ.

Вара тĕрĕслев витĕр тухакансем тĕрĕслевçĕсенчен те «ăслăрах» пек пулса тухать.

Ĕç тума. тĕреслев ирттерме килнĕ çынсене ку килĕшме пултараймасть. Мĕншĕ тесен субординаци арканать. Вăт çавнашкал япала вăл кашни чăваш хăйех патша тени.
Сергей Пятаков // 1707.98.8396
2024.05.12 12:57
Юмахсене хам та кӑмӑллатӑп. Вӗрентӳллӗ вӗсем. Хальтерех кӑна Хусанта кун ҫути курнӑ "Әкиятләр" текен
кӗнекесене туянтӑм. Ултӑ томра 521 (!) юмах. Чӑннипех, ку - тутар халӑх сӑмахлӑхӗн ылтăн фончӗ. Илсе вулама сӗнетӗп.
Agabazar // 1354.35.2351
2024.05.15 19:26
Agabazar
Мераб Мамардашвили сăмахĕсем, вырăсла куçарсан тесе ăнланмалла пуль, ак çапла куранаççĕ:
" Ведь каждый грузин – сам по себе государство, каждый царь. Он не может подчиняться кому-то другому. Это и уберегло Грузию от полного рабства, ее никогда нельзя было покорить, потому что для этого надо было истребить всех. С другой стороны, это и губило Грузию в смысле единого государства." (21.09.1990., Грузири пĕр хаçатран).

https://mamardashvili.com/ru/merab-mamardashvili/publikacii-iz-arhiva/interview/veryu-v-zdravyj-smysl
Евразиец // 9222.5.0357
2024.06.17 13:17
Кстати, одна из причин смерти М.Мамардашвили это распад Советского Союза. Он чрезвычайно сильно преживал эту трагедию.

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики