Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -3.7 °C
Без книг тяжко.
(В.И. Ленин)
 

Аçтахар Плотников: Кӗрленӗ, кӗрлетпӗр, малашне те кӗрлӗпӗр-ха!

Аçтахар Плотников26.01.2023 13:512685 просмотров

Виҫӗмкун, юрҫӳрен ҫине утлантӑм та, хам тӑвансем патне, Хурӑнлӑх ялне, хӑнана кайса килтӗм. Хурӑнлӑха илес пулсан ку ят маншӑн темле искусственнӑй ят пек. Эп вӑл яла Попой теме хӑнӑхнӑ та, официаллӑ ята ниепле те хӑнӑхаймастӑп. Мӗн ачаранах Попой тесе те, Хурӑнлӑх теме йывӑртарах. Апла-и, капла-и, ӗҫсене туса пӗтернӗ хыҫҫӑн канас тӗллевпе тӑвансем патне ҫул тытрӑм.

Тарас Коли теҫҫӗ ӑна ялта. Ятсӑр-сумсӑр теме пултараймастӑп. Тимӗрҫӗ пулса ӗҫленӗ. Пирӗн таврари чи малтан ӑсталанӑ мини-тракторсене илес пулсан, ун ятне асӑнмасӑр май ҫук. Ал-ури ҫыпӑҫать теҫҫӗ ун пек ҫынсем пирки. Пӗрре кӑна мар, виҫӗ мини-трактор пуҫтарнӑ вӑл. Унсӑр пуҫне пӗрре юрҫӳрен те пуҫтарса пӑхнӑ, анчах конструкци ӑнӑҫлах пулманран вӗҫне ҫитермен. «Тапратса тухрӑм та пӗрле ӗҫлекенсем пурте сиксе тухрӗҫ», — каласа пачӗ пӗррехинче. Йӗлтӗрӗсене кирлӗ пек туманран ӗнтӗ, шел те, юрҫӳрене итлеттереймен. Вара алӑ сулнӑ. Калас пулать, вӑл вӑхӑтра хальхи пек кашни ялта 2-4-шар юрҫӳрен пулман…

Ачи-пӑчисем пурте ҫитӗнсе ҫитнӗ. Кашнин хулара хваттер пур пулин те ашшӗ-амӑшӗ патне яла кашни кун тенӗ пекех ҫӳреҫҫӗ. Кут айӗнче машшин пур пулсан Шупашкартан инҫех мар вырнаҫнӑ яла ҫитсе килме йывӑр мар вӗсене. Вӑталӑххи, тӗпкӗчӗ, ялта икӗ хутлӑ ҫурт хӑпартнӑ. Ашшӗ халь ҫав ҫуртра пӗр пӗччен пурӑнать. Арӑмне нумай пулмасть операци турӗҫ те вӑл халь аслӑ хӗрӗ патӗнче пурӑнать. Ывӑлӗ, тиев машшинипе ӗҫлесе укҫа тӑваканскер, ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗсене тухса кайма тивнӗрен, килте час-часах пулаймасть. Ҫавӑнпа ӗнтӗ, ват ҫынна пӗччен ытла кичем ан пултӑр тесе, эп вӗсем патне час-часах ҫӳрекелетӗп. Ҫулла велосипед ҫинче, хӗлле — юрҫӳренпе. Ача чухне те сахал мар пулса вӗсем патӗнче, ҫавна май ҫулне манман. Тата вӗсен тавралӑхӗ те мана пит килӗшет. Попой ялӗ патӗнче Йӑршу шывӗн икӗ юппи пӗрлешет. Вӗсен пахчи вара шӑп та лӑп ҫав шыв хӗрне тухать. Тепӗр енче вара — вӑрманлӑ ҫӳллӗ тӑвайкки. Вӑрман ячӗ те интереслӗ — Сухати вӑрманӗ.

Хальхинче те калаҫса кайрӑмӑр та, Сухати пирки чарӑнтӑмӑр. Ӗлӗк ҫав вӑрман хӗрринче, ҫӳлте, шӑп та ҫак Сухатине ирттернӗ те. Вӑл ӗнтӗ «Суха туйӗ» (танл. «Акатуй») тенинчен пулса кайнӑ. Ашмарин словарьне илес пулсан, унта ҫак сӑмах ҫырӑнса юлнӑ. Анчах, Иккассинче ирттерекен пухӑ ячӗ пек. Тӗрӗссипе вара чи малтан Сухатине Попой ҫывӑхӗнче ирттернӗ иккен. Вӑрман ячӗ те ҫавӑнпа ҫыхӑннӑ. Кайран вара, попойсем иккассисене ӑна сутса янӑ. Ялти халӑх каланӑ тӑрӑх «пӗр витре эрехле». Ҫапла май вара Сухати пуххи Иккассине куҫнӑ. Николай Шупуҫҫынни вӑл ялтан пулнӑран Сухати Ашмарин хатӗрленӗ сӑмах пуххине лекеймесӗр пултарайман ӗнтӗ.

Ӗлӗк ҫак Сухати пуххи вӑйлӑ кӗрленӗ иккен! 1950-60-мӗш ҫулсенче те ӑна ирттернӗ пулас. Ман тӑван вӗт-ха вӑл вӑхӑтра ача пулнӑ. «Эх, кӗрлетчӗ вара ял!» — аса илчӗ вӑл ҫав вӑхӑта. — «Кунӗпе ял кӗрлетчӗ. Йӗри-таври ялсенчи пӗтӗм тӑван пухӑнатчӗ». Пӗрле пухӑнса пурте Иккассине ҫул тытнӑ. «Тепӗр кунне вара ҫав-ҫавах пурте тӑр урӑ пулнӑ — ӗҫе утнӑ!» — палӑртрӗ ман тӑван.

Сухати пуххи ирттернӗ вӑхӑтсене аса илнӗ май хальхи вӑхӑтра халӑх ун пек мар тесе каларӗ ман тӑван. Ӗлӗкхи пек кӗрлемеҫҫӗ...

Эп вара, киле таврӑннӑ хыҫҫӑн, шухӑша путрӑм. Чӑн та ӗлӗкхи пек кӗрлекен уявсем ҫук халь. Пурте тенӗ пекех хӑйсен килӗсене пытанса ларнӑ та кӳршисемпе ытлашшиех хутшӑнасшӑн мар. Пирӗн яла илес пулсан, хӑш-пӗри пахчисем юнашар вырнаҫнӑ пулин те пӗр-пӗрне пӗлмеҫҫӗ, хутшӑнмаҫҫӗ. Уйрӑмах, ялта ҫурт туянса чаплӑ ҫурт лартнисем. Те хулара уйрӑммӑн пурӑнма хӑнӑхнӑ та ялти халӑхпа хутшӑнасшӑн мар, те урӑх темле сӑлтав… Яла вӗсем килнӗ, анчах темиҫе ҫул иртсен те ялшӑн ют ҫынсем пекех вӗсем. Тата: хальхи ӑру темшӗн тӑвансемпе ытлашшиех хутшӑнасшӑн мар. Ӗлӗк, эпӗ ача чухне, тӑвансем пурте пӗр-пӗринпе хутшӑнатчӗҫ, хӑнана кайса килетчӗҫ. Попой ялне те ҫуллахи вӑхӑтра ача чухне атте-аннепе пӗрре кӑна мар кайса килеттӗмӗр. Халь вара, тӑванӗсем чылай чухне пӗр-пӗр ҫынна юлашки ҫула ӑсатма кӑна пуҫтарӑнаҫҫӗ... Тата ӗнтӗ тепӗр сӑлтав пур — Ҫимӗк вӑхӑчӗ… Ытти чухне вара хутшӑнмаҫҫӗ те. Ҫавна май хӑш чухне палламаҫҫӗ те пӗр-пӗрне. Хире-хирӗҫ тӗл пулсан та палламасӑр иртсе каяҫҫӗ...

Ҫавах та, тепӗр енчен пӑхсан, паянхи куна илес пулсан та, эпир кӗрлеме пӑрахман-ха теме пулать. Самани улшӑннӑ. Ҫав кӑна. Енчен те малтан халӑхпа ӗҫленӗ, халӑхпа савӑннӑ пулсан, паян кашни уйрӑммӑн пурӑнма тӑрӑшать. Кӗрлессе те уйрӑммӑн кӗрлет. Ӗлӗк туйсенче пӗтӗм ял савӑннӑ пулсан, паянхи кун вара — тӑванӗсемпе ҫывӑх ҫыннисем кӑна. Телевизор, смартфон таврашӗсем те ҫынсене уйрӑммӑн савӑнма майсем туса параҫҫӗ. Автобусра ларса пыракансене сӑнӑр-ха: вӗт-ха кашни тенӗ пекех, ватти-вӗти те, кашни хӑй уйрӑм тӗнчене лекнӗ евӗр, хӑйсен смарфонӗсене кӗрсе ӳкнӗ. Хӑшӗ-пӗрне тӗксе илсен те вӗсем ҫав тӗнчерен уйрӑласшӑн мар… Индивидуаланатпӑр темелле пуль. Самани ҫапла.

Е ак тепӗр тӗслӗх. Иртнӗ вырсарникун хамӑн тепӗр тӑвансем патне ҫитсе килтӗм. Ку хутӗнче — Атайкасси ялне. Ман кукамай вӑл килтен тухнӑ та ҫыхӑнӑва татас мар тетӗп... Ҫитрӗм хайхи... тӑвансем вӑкӑр пуснӑ та ӑна тирпейлеҫҫӗ... Урам вара кӗрлесе тӑрать! Хайхи, иккен, урамра пурӑнакан пуян ҫын юрҫӳрен туяннӑ. Ачисене, тӑванӗсене ярӑнтарать кӑна. Ял таврари уйсенче йӑлт юрҫӳрен йӗрӗ! Ку кӗрлени мар-и? Паллах, кӗрлени!

Паян та эпир кӗрлетпӗр! Самани урӑхларах та — хальхилле кӗрлетпӗр. Ӗлӗк лашасемпе чуптарнӑ пулсан, халь юрҫӳренсем пур, машшинсем… Ҫӗнӗ ҫул уявӗ пирки те манмалла мар. Енчен те ӗлӗк Сухати пуххинче савӑннӑ пулсан, паянхи кун Ҫӗнӗ ҫула питӗ вӑйлӑ кӗтсе илетпӗр! Ҫӗнӗ ҫул каҫхине фейерверк таврашӗ ҫӗрӗпе те шӑпланмасть вӗт!

Ҫавна май ман шухӑш ҫапларах: ӗлӗк те кӗрленӗ, халь те кӗрлетпӗр, малашне те кӗрлӗпӗр-ха!

 

Х.К. Сухати малашлӑхӗ пирки вара, вӑл кӗрлесси пирки… Ман шухӑш ҫапларах: вӑл та паянхи кун кӗрлеме пултарӗ. Анчах трансформациленме пултарсан. Ак, Хравути пуххинех илес. Станьял хӗтӗртнипе, Сорокин усламҫӑ тӑрӑшнипе, манӑҫа тухмарӗ-ҫке. Хальхилле ирттереҫҫӗ. Вӑт, Иккассинче е Попой ялӗнче ҫавӑн пек хастар ҫын тупӑнсан — Сухати пуххи те тепре пухӑнӗ, тепре сахал мар кӗрлӗ.

Х.К.2 Сухати пирки те ытларах информаци пӗлес килет-ха. Ман тӑван унта кайса килнӗ ӗнтӗ, ачан ку унӑн ача вӑхӑтӗнче пулнӑ…

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

ЛЕШКУКША // 1464.11.0770
2023.01.26 17:46
Сухатӳ
, кушар,
хравути
,пултран пасар,
пухӑ тата ытти пӗтӗм чӑваш тӗнчинче пулнӑ. Малашне те пулӗҫ-ха!
Паллах, ҫӗнелле, капӑрлнса! Тӗрӗс Аҫтахар!
Базиль Кириллов // 2690.25.4019
2023.01.27 09:45
Икĕ çĕнĕ сăмах тупрăм хам валли: "индивидуауланатпăр" тата "трансформацилес". Мĕнле хитре янăраççĕ! Çĕнĕ сăмахсен кĕнекине кĕртмеллех вĕсене! Ăçта эс, Дегтярев юлташ, ма çывăрса ларан? Акапасар, ма ним те шарламастăн?
Евразиец // 3592.88.7110
2023.01.27 16:14
Базиль Кириллов, вот так на эмоциях соблазниться и ошибаться очень легко, особенно в условиях отсутствия интеллектуальной эмоции. И Аçтахаром легкая эмоция овладела. А нужно было сначала заглянуть и просмотреть РУССКО-ЧУВАШСКИЙ СЛОВАРЬ под редакцией И.А.Андреева и Н.П.Петрова, изд-во "Советская ЭНЦИКЛОПЕДИЯ", М.,1971.

"Красота" пленила Базиля. Чтобы этого не было нужно знать, что у красоты есть ТЕНЬ. ТЕНЬ КРАСОТЫ - УРОДСТВО. Хотя без уродства и красоты нет.
Естественно всё и вся должны меняться, совершенствоваться, эволюционировать. Но и к этому нужно подходить осторожно. Например, к выражению "Кĕрленĕ, кĕрлетпĕр, малашне те кĕрлĕпĕр-ха". Кажется и очень, что здесь сильно повлияло П.Хузангая "Эпир пулнă...". Использование "Кĕрленĕ..." покрывает инфляцией Хузангаево "Были мы, есть...". Истинно верующие православные христиане в таких случаях обычно говорят: "Если хочешь рассмешить Бога, расскажи Ему о своих планах.
Agabazar // 1775.82.7709
2023.01.27 20:12
Agabazar
Базиль Кириллов асăнакан сăмахсенче нимĕн çĕнĕлĕх те çук.

Чăн та, тĕрлĕ тĕлте тĕрлĕрен сĕмсем кирлĕ çав сăмахсем валлиех. Терминологи теççĕ.

Дегтярёвсем çине тĕллесе лариччен, ху тыт та ярăнтар, кĕрт, кустар.

Дегтярёвсем патĕнче çынсем нумайăн мар унта. Хăрах алăри пÿрнесемпе те шутласа кăларма пулать. Пĕчĕк шалупах ĕçлеççĕ. Вĕсем çине çеç шанса ларма çук.

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики