Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -12.7 °C
Коммерция - дитя фортуны, непостоянное и обманчивое,как мать.
(С. Джонсон)
 

Надежда Кириллова: Пирӗн Виталий Соломин

Надежда Кириллова04.02.2022 15:282191 просмотров

Мускаври М.С. Щепкин ячӗллӗ аслӑ театр училищинче эпир, пулас артистсем, 1978-1983-мӗш ҫулсенче вӗреннӗ. Училище Мускаври Малый театр ҫумӗнче вырнаҫнӑ пирки пире унта ытларах Малый театрта ӗҫлекен артистсем вӗрентетчӗҫ. Эпир, паллах, малтанах актер ӑсталӑхӗпе пире миҫе педагог вӗрентме пултарассине пӗлме пултарайман. Шупашкарта конкурссем иртнӗ май, юлашки иртекен турсенче эпир хамӑрӑн пулас икӗ преподавателе пӗлеттӗмӗрччӗ-ха. Вӗсем пире суйласа илме ятарласа Шупашкара килнӗччӗ. Пӗри вӑл — пирӗн пулас илемлӗх ертӳҫи — Владимир Константинович Смирнов, тепри актер ӑсталӑхне вӗрентекен — Наталия Алексеевна Петрова. Сентябрьте пӗрремӗш курсра вӗренме пуҫласан черетпе тенӗ пек пирӗн пата актер ӑсталӑхӗпе вӗрентекен ытти педагогсем килме пуҫларӗҫ. Ҫапла пӗрремӗш курсра юпа (октябрь) уйӑхӗн пуҫламӗшӗнче пирӗн пата Виталий Мефодьевич Соломин килчӗ.

Виталий Соломин киноартиста эпӗ ача чухне, хам 11-12 ҫулсенче ялти клубра «Даурия» фильмра курнине астӑватӑп. Вӑл кинона клубра кӑтартма час-часах илсе килетчӗҫ те, эпӗ ӑна темиҫе хут та пӑхнӑччӗ. Халь ҫав кинори артист пирӗн аудиторине кӗрсе тӑрсан, маншӑн питӗ тӗлӗнмелле пулчӗ. Тӗрӗссипе, М.С. Щепкин ячӗллӗ театр училищинче, эпир вӗреннӗ вӑхӑтра, вырӑс, кӑркӑс, нимӗҫ, якут студисенче ӗҫлекен, студентсене вӗрентекен артистсем те нумайччӗ. Каярахпа эпир ҫакна хӑнӑхса ҫитрӗмӗр. Вӗренӳ мала тухнипе тӗлӗннӗ вӑхӑт хӑвӑрт иртсе каять те асаплӑ та интереслӗ студент пурнӑҫӗ вӑй илсе каять. Пире вӗрентекен Виталий Соломин артист ҫӳллӗ те илемлӗ, кӗрнеклӗ артист, яланах илемлӗ тӑхӑнса тӳп-тӳрӗ утса ҫӳретчӗ. Тепӗр чух пӗр-пӗр ыйтупа ун патне ҫывӑха пырса калаҫма тивсен, чылайӑшӗ унтан самай пӗчӗк пулнӑ пирки, унпа калаҫас тесен пуҫа самай ҫӳлелле ҫӗклеме тиветчӗ.

Виталий Соломин ҫак М.С. Щепкин ячӗллӗ театр училищинчен 1963-мӗш ҫулта вӗренсе тухнӑ иккен, кӑна эпир каярах пӗлтӗмӗр. Вӑл вӗренсе тухнӑ курсӑн илемлӗх ертӳҫи эпир кашни кун тенӗ пек институтра куракан 80 ҫулсене ҫывхарса пыракан СССР халӑх артисчӗ Николай Александрович Анненков пулнӑ, актер ӑсталӑхне вӗрентекенӗсенчен пӗри вара — пирӗн илемлӗх ертӳҫи В.К. Смирнов. Олег Даль, Михаил Кононов, Виктор Павлов, Ярослав Барышев артистсемпе пӗр курсра вӗреннӗ пирӗн Виталий Соломин. Пирӗн илемлӗх ертӳҫи ӑна хисеплетчӗ те, юрататчӗ те. Виталий Соломин педагогшӑн вара эпир, чӑваш студийӗ, унӑн чи пӗрремӗш вӗренекенӗсем пулнӑ. «…Я имею в виду пример потрясающего умения трудиться у наших мастеров старшего поколения. М. Царев, Е. Гоголева, Н. Анненков — они молчат на репетициях, когда говорит режиссер. Но на следующий день молчит режиссер, когда играют они. В этом, мне кажется, вершина мастерства и этики авторского бытия. Учусь этому сам, пытаюсь учить своих второкурсников чувашской студии Театрального училища имени М.С. Щепкина», — тесе ҫырать вӑл 1980-мӗш ҫулхи «Советская культура» хаҫатри «Откройте лучшее в себе» ятлӑ статьяра.

Пӗрремӗш курсранах каҫсерен Мускаври театрсене спектакльсем курма чупнӑ май, эпир, паллах, чи малтанах хамӑр юратакан Малый театрти спектакльсене пӑхнинчен пуҫланӑ, мӗншӗн тесен студент билечӗпе унта спектакль курма кӗресси ҫӑмӑлччӗ, пире пӗр сӑмахсӑрах кӗртсе яратчӗҫ. Малый театр репертуарӗнчи спектакльсенче эпир вӗреннӗ вӑхӑтра Виталий Соломин тӗп рольсенче питӗ нумай вылятчӗ: А. Сухово-Кобылин «Свадьба Кречинского» пьесинче Нелькин, А. Островскин «Не все коту масленица» пьеснче Ипполит, А. Грибоедов «Горе от ума» пьесинче Чацкий, Ф. Шиллер «Заговор Фиеско в Генуе» пьесинче Фиеско, Н. Гоголь «Ревозор» пьесинче Хлестаков, В. Ливанов «Мой любимый клоун» пьесинче Синицын… Эпир вара хамӑр кӑнтӑрла кӑна Виталий Соломинпа юнашар пулса, унпа репетицире пулнӑ студентсем, каҫхине Малый театрта спектакльте тӗп рольте вылякан Виталий Соломин ҫине пӑхса савӑнаттӑмӑр та, вӗренеттӗмӗр те, унпа мӑнаҫланаттӑмӑр та. «Все легко, изящно, обаятельно… И очень точно. Соломин всегда был артистом скрупулезно внимательным к каждой запятой. Он умел «плести кружева» роли. Эксклюзивные, авторские: и драматурга, и актера», — тесе аса илет ун ҫинчен ҫырнӑ кӗнекере Малый театр артисчӗ Борис Клюев.

Малый театр хӑй сцени ҫине ҫӗнӗ спектакль кӑларсан вара, пирӗн институтра занятисем пулмастчӗҫ. Мӗнпур вӗренекен студентӑн Малый театра кӑнтӑрла кӑтартакан спектакле курма каймаллаччӗ, ӑна театрсенче «сдача» теҫҫӗ. Ҫапла, Малый театр сцени ҫинче вӑл вӑхӑтра кӑтартнӑ паллӑ спектакльсенчен «Мамуре» (Жан Сарман) тата «Берег» (Юрий Бондарев) спектакльсем халь те асра. «Мамуре» спектакльте Виталий Соломинпа Елена Гоголева вылятчӗҫ. Елена Гоголева 106 ҫула ҫитнӗ ватӑ ҫынна кресло ҫинче ларса вылятчӗ. Пирӗн илемлӗх ертӳҫи Владимир Смирнов Виталий Соломинӑн ҫак спектакльти вӑййи пирки ҫапла каланине астӑватӑп: «В каждом спектакле он ищет, находит и делает свое». Елена Гоголева вара хӑй ҫинчен ҫырнӑ кӗнекере ку спектакль ҫинчен ҫапла аса илет: «В «Мамуре» я впервые после «Горя от ума» встретилась как с партнером с Виталием Соломиным. Мы должны были играть центральную сцену спектакля. В глубине души я понимала, что кажусь им, несколько отсталой и старомодной. От этого я чувствовала скованность на репетициях. Надо было разбить этот существующий между нами холодок, надо было добраться до души партнера. И вот на одной из репетиций я просто сказала: «Виталий, помогите мне. Я актриса старшего поколения, со старыми, даже устаревшими приемами игры, у вас новые взгляды и новая техника. Я прошу вас вместе с Борисом Александровичем помочь мне». Очевидно, оба не ожидали от меня такого хода, но он был правилен. Виталий понял меня. И стал одним из моих любимых партнеров».

Кашни педагогӑн хӑйӗн вӗрентес мелӗ, хӑйӗн педагогика меслечӗ пур. Виталий Соломин пирӗн пата пӗрремӗш курса Вильям Шекспир ҫырнӑ «Ромеопа Джульетта» пьесипе килчӗ. Эпир пьесӑри пӗр-пӗр сценӑра унта мӗн пулса иртнине пӑхса тухса, ҫавна сцена ҫинче кӑтартма тӑрӑшаттӑмӑр. Йывӑрччӗ пӗрремӗш курс студенчӗсене ҫапла майпа пьеса вулама. Тӗрӗссипе, театрсенче нумайӑшӗ, ҫав шутра хӑш-пӗр режиссерсем те, пьеса вулама пӗлмеҫҫӗ. Диалогсем хушшинче этем пурнӑҫӗ пулса иртет, ҫавна курма пӗлмелле артистӑн, уйрӑмах, режиссерӑн. Канса илмелле тенӗ пек, ҫав урокрах Виталий Соломин пире чечетка тума вӗрентетчӗ. Вӑл вӗрентнӗ чечетка 1980-мӗш ҫулта эпир Чӑваш Республики тӑрӑх ҫӳренӗ гастроль программине те кӗнӗччӗ. Вӑл номере Николай Гордеевпа Виталий Прохоров хатӗрлерӗҫ. Виталий Соломин вӗрентнӗ чечеткӑсем, тӗрӗссипе, халӗ те асра, вӗсене тӑрсан-тӑрсан халӗ те аса илетӗн.

Малый театрти спектакльсенче тӗп рольсенче вылякан, киносенче пӗрмай ӳкерӗнекен пултаруллӑ артистӑн пирӗн пата час-час ҫӳреме, паллах, вӑхӑчӗ ҫитмен. Халь шутлатӑн та, театрта ӗҫленисӗр пуҫне вӑл, эпир пилӗк ҫул вӗреннӗ вӑхӑтра 12 кинофильмра ӳкерӗнме ӗлкӗрнӗ. Чи паллӑрах ҫав вӑхӑтра вӑл ӳкерӗннӗ киносем: «Сибириада», «Летучая мышь», «Приключения Шерлока Холмса и доктора Ватсона, «Сильва», «Пиковая дама» тата ытти те. Ҫавӑнпа та Виталий Соломин пирӗн пата килсен, эпир ӑна яланах курма хавасчӗ, тунсӑхласах ҫитеттӗмӗр. Урока хатӗр пулма тӑрӑшаттӑмӑр, мӗншӗн тесен педагогсем, эпир хатӗр пулмасан, урокран тухса кайма та пултаратчӗҫ. Ку вара пирӗншӗн, чӑннипех те, нушаччӗ. Малалла кун пек ан пултӑрччӗ тесе эпир, ыран кам сцена ҫине тухса хӑйӗн ӗҫне кӑтартасси пирки ҫавӑнтах сӳтсе яваттӑмӑр, хамӑра вӑрҫаттӑмӑр.

Иккӗмӗш курсра театр институчӗсенче вӗренекен студентсем педагогсемпе драматургипе ӗҫлеме пуҫлаҫҫӗ, вырӑс авторӗсен пьесисенчен суйласа илнӗ чи интереслӗ сыпӑксемпе ӗҫлеҫҫӗ. Пьесӑна сӳтсе явнӑ е сӑнарсене пӑхса тухнӑ чух, педагогсем пӗр-пӗр саманта студента лайӑхрах ӑнлантарас тесе, тепӗр чух, хӑйсен пурнӑҫӗнче пулса иртнӗ самантсене илсе кӑтартса ӑнлантаратчӗҫ. Ҫапла, Виталий Соломин пире хӑй пурнӑҫӗнчи пӗр саманта каласа панӑччӗ. Арӑмӗ ача ҫуратнӑ вӑхӑтра хӑйӗн кинофильмра ӳкерӗнме тивсе унтан аякра пулнӑ пирки, вӑл чунӗнче мӗн туйни ҫинчен, хӑйне мӗнле тытни ҫинчен каласа пани паянхи кун та асра.

Эпир пӗрремӗш курсра вӗреннӗ чухнех, 1979-мӗш ҫулта Виталий Соломин Малый театр артистчӗсемпе хӑй тӗллӗн хатӗрлесе Л. Толстой ҫырнӑ «Живой труп» пьеси тӑрӑх лартнӑ спектакле пирӗн институтӑн пӗчӗк сцени ҫинче кӑтартни те асра юлнӑ. Федя Протасова, тӗп роле Соломин хӑй вылярӗ. Вӑл выляни ҫав тери килӗшнӗччӗ. Декораци сцена ҫинче ҫукпа пӗрех, актерсем те хӑйсен сценине выляса пӗтерсен куҫ умӗнчен ҫухалмаҫҫӗ, ик айккипе вырнаҫнӑ пукансем ҫине кайса лараҫҫӗ. Сцена ҫине тухма вӑхӑт ҫитсен ларнӑ ҫӗртенех шалти туйӑмпа хатӗр пулса сцена ҫине выляма тухаҫҫӗ. Виталий Соломин ҫак спектакле Малый театр сцени ҫине кӑларасшӑн пулнӑ иккен. Анчах «Живой труп» спектакле Малый театрти пӗчӗк сцена ҫине Виталий Соломина 1985-мӗш ҫулта ҫеҫ кӑларма ирӗк параҫҫӗ. Каярахпа вӑл театрӑн филиалӗ сцени ҫинче кун ҫути курать.

Малый театрта эпир вӗреннӗ вӑхӑтра, 1980-мӗш ҫулсенче, тӗп режиссер ҫукчӗ. Пултарулӑх ҫулӑмӗпе хӗрӳ ҫунакан, чылай спектакльсенче тӗп рольсенче вылякан Виталий Соломин режиссура ӗҫӗпе интересленме пуҫланӑччӗ. «В Малом театре не было режиссера такого масштаба, который мог бы устроить Виталия — и продолжить с ним его подлинную актерскую судьбу. И он решил сам стать таким режиссером. И процесс этот, с моей точки зрения, происходил очень драматически», — ҫапла аса илет ун пирки Леонид Хейфец режиссер. «Я может, потому и начал сам заниматься режиссурой в театре, чтобы никого не обижать… Что такое режиссер в нашем театре? Чин — (отсюда подЧИНение). Он — начальник, актеры — подчиненные, которых можно наказать. Редко слава и талант дают вольное положение в этом крепостническом театре. Нет свободы в обществе, нет и свободного актера. Унизительно смотреть на это», тесе ҫырать Виталий Соломин кун пирки хӑйӗн кун кӗнекинче.

Диплом спектаклӗпе пирӗнпе ӗҫлеме Виталий Соломин Александр Островскин «Белугин авланни» (Женитьба Белугина) пьесине илнӗччӗ. «Женитьба Белугина» пьеса та Виталий Соломин режиссерӑн Малый театрта лартас ӗмӗтӗнче пулнӑ, ҫавӑнпа та вӑл, тен, малтан пирӗнпе, студентсемпе, ӗҫлесе пӑхма шут тытнӑ. Студентсен диплом ӗҫӗсенче вырӑс классикин пьесипе хатӗрленӗ спектакль те пулмалла. Островский драматург вара Малый театр шкулӗшӗн те, пирӗн Чӑваш театрӗшӗн те ҫывӑх драматург. Вӗсем пӗр-пӗринпе питӗ тачӑ ҫыхӑннӑ темелле.

Театр институчӗсенче вӗренекен студентсем виҫҫӗмӗш курсра вӗреннӗ чухне кӑна нумайӑшӗ уҫӑлса ҫитеҫҫӗ, ҫавӑнпа та ҫав вӑхӑталла педагогсем пулас диплом спектаклӗсенче кама тӗп рольсене шанса пама пулассине палӑртаҫҫӗ, диплом пьесисемпе унта вылякансене суйласа илеҫҫӗ. Педагогсем диплом спектаклӗсенче студента пӗр пысӑк роль шанса пани те уншӑн пысӑк телей те, шанӑҫ та. Эпӗ Эдуардо де Филиппо ҫырнӑ «Неаполь — миллионерсен хули» пьеси тӑрӑх лартнӑ спектакльте тӗп рольте выляттӑмччӗ те, ҫавӑнпа та ытти диплом спектакльсенче хама тепӗр пысӑк роль шанса парасса, паллах, шутлама та пултарайман. Виталий Соломин вара диплом ӗҫӗ валли суйласа илнӗ «Белугин авланни» пьесӑра мана тӗп роле шанса парать. Ку маншӑн пысӑк кӗтменлӗх те, ҫав вӑхӑтрах, савӑнӑҫ та пулнӑччӗ. Ахӑртнех, хам тӗллӗн ӗҫлеме пултарнине кура педагогсем мана иккӗмӗш пысӑк роль шанса панӑ пулӗ тетӗп халь эпӗ. «Надя очень быстро понимает и делает, а остальные ей не помогают, путают текст, играют мелко и получается, что она сильнее их», тесе асӑрхаттару тунӑччӗ пурне те пӗр репетицинче Виталий Соломин.

Режиссерсем пьесӑсем суйласа илсен яланах малтанхи репетицисенче пьеса ҫинчен, рольсем ҫинчен калаҫаҫҫӗ, пулас спектакле мӗнле курнине сӳтсе яваҫҫӗ. «Все главное развертывается через Елену, ӑнлантарнӑччӗ мана пӗрремӗш репетицинче Виталий Соломин, - Кто она такая? Девушка, которая хочет развлечения, любви. Я думаю, в Елене некоторые зрители должны узнать свою дочь, которая сидит дома. Ей уже двадцать лет, а нормальных женихов-то у нее нет». Тепӗр репетицинче эпир мӗнле ӗҫленине кура вӑл пире ҫапла каларӗ: «Вы себя ограничиваете ребята, говоря, что будете работать только в Чувашском театре. Вы прекрасно говорите на русском языке и вполне можете играть и на русском, а также сниматься в кино».

«Белугин авланни» спектакль кӑларассине хӑвӑртлатма пирӗн педагогсем спектакль валли костюмсем ҫӗлетессине Мускав хулинчех татса пама шутларӗҫ. Ҫапла эпир ку спектакле Мускавра «тумлантартӑмӑр», декорацисем хатӗрлерӗмӗр. Мана Елена сӑнарӗ валли хитре веер кирлӗччӗ те, ӑна мана Виталий Соломин Малый театртан ятарласа илсе килсе парнелерӗ. Нумайлӑха асӑнмалӑх япала пулчӗ вӑл маншӑн. Спектакле кӗске вӑхӑтра кӑларма тиврӗ пулин те, эпир унпа юратса ӗҫлерӗмӗр. «А самое притягательное в этом спектакле — исполнение роли Елены Надежды Степановой (эп ун чух Степанова хушаматлӑччӗ — Н.К.), — тесе ҫырчӗ ман роль пирки Мускав театроведчӗ Галина Данилова «Театральная жизнь» журналта. - Мало того, что роль эта сыграна с уверенным профессионализмом (явление не столь уж частое на студенческой сцене), здесь не просто усвоенный урок, здесь видны ум, свобода взгляда, свое понимание роли».

Пилӗк диплом спектаклӗнчен виҫҫӗшне ҫеҫ эпир Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн сцени ҫинче выляма пултартӑмӑр. Геннадий Айхи ҫырнӑ Чӑваш поэзийӗпе фольклорӗ тӑрӑх йӗркеленӗ спектакле театр ертӳҫисем пире сцена ҫине кӑларма пачах чарчӗҫ. «Белугин авланни» диплом спектакльне вара: «Сирӗн спектакль пахалӑхӗ пире тивӗҫтермест», — тесе Чӑваш театрӗн сцени ҫинче выляма ирӗк памарӗҫ, унпа гастроле ячӗҫ. Эпир «Белугин авланни» спектакльпе Чӑваш республикинчи ялсемпе хуласене тухса ҫӳрерӗмӗр. Спектакле ял ҫыннисем лайӑх йышӑнатчӗҫ.

Вӗренсе пӗтерсе Мускавран Шупашкара килнӗ хыҫҫӑн Виталий Соломинпа эпир тек курнӑҫман. Вӑл ӳкерӗнекен кинофильмсене пӑхса («Полоса везения», «Зимняя вишня», «Зимняя вишня-2» (каярахпа сериал), «Предел возможного», «Остановка по требованию» тата ыт.те) савӑнаттӑмӑр. Вӑл Малый театр сцени ҫинче лартакан спектакльсем ҫинчен радио е телевизорпа илтсе-пӑхса (А. Островский «Дикарка», Сухово-Кобылин «Свадьба Кречинского» (мюзикл), А. Чехов «Иванов») тӗлӗнеттӗмӗр. Тата тепӗр чух вӑл панӑ интервьюсене хаҫатсенче вулаттӑмӑр:

«Чем будем удивлять?» — с этого вопроса могучий актер и режиссер Алексей Денисович Дикий приступал когда-то к работе над новым спектаклем, понимая, чем истинная суть театра».

«Я мало куда хожу. Съездил на несколько фестивалей и понял, что это пустая трата времени. Неинтересно. Мне интересней с Колькой моим в деревне поговорить, репетировать, костюмы сочинять».

«Я не могу человека ударить. Вот послать подальше могу. Однажды все ТВ послал. Меня позвали сниматься в каком-то клипе. Мне что-то не понравилось, и я сделал режиссеру замечание. Он со мной не согласился. Тогда я повернулся и уехал. После этого два года меня не звали в Останкино».

«У нас же разграничение рабское — раздача званий. Тех, кто сопротивляется, бунтует, — наказывают. Меня вот до сих пор наказывают. Но я тешу себя нескромной мыслью, что и Пушкин был всего-навсего камер-юнкером».

«Предложил Чехова «Иванов». Ответа не последовало. Больше ждать не хочу. У меня нет времени».

«Премьер у меня не было давно. Занят я всего в двух спектаклях — в «Дяде Ване» и «Свадьбе Кречинского». Но, как говорится, в России надо долго жить. В Малом тоже долго надо жить — и ко всему привыкнешь. Получается, что я будто бы выпал из художественных планов Малого театра. Я сам по себе. Это не значит, что я стараюсь сознательно отдалиться. Но так получается. Я очень закрытый человек. Ищу другие пути. Сделал театру несколько предложений, но их не приняли».

1998-мӗш ҫулта Правительство шайӗпе Чӑваш Республики Мускав хулинче культурӑпа искусство кунӗсене ирттерчӗ. Ҫав кунсенчех Мускавра Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн гастролӗсем те иртрӗҫ. Ҫав пӗр кун эпир Мускаври Вахтангов ячӗллӗ патшалӑх академи драма театрӑн сцени ҫинче «Праски кинеми мӑнукне авлантарать» спектакле кӑтартрӑмӑр. Спектакль пуҫланас умӗн, театр институтӗнче пире вӗрентнӗ педагогсем спектакль курма килсе ҫитни ҫинчен пӗлтерчӗҫ. Виталий Соломин та Елизавета хӗрӗпе пирӗн спектакле курма килнӗ иккен. Ӑҫтан вӑхӑт тупнӑ вӑл? Эпир кӑштах пӑшӑрханса та илтӗмӗр, мӗншӗн-ха вӗсем ҫак спектакле курма килнӗ тесе. Паллах, ку спектакль вӗсене килӗшес ҫук. Спектакле ҫуррине вылясан, антракт вӑхӑтӗнче пирӗн педагогсем эпир вырнаҫнӑ гримернӑйсене пирӗнпе кӑштах калаҫса илме кӗчӗҫ. Виталий Соломин хӗрӗпе ҫеҫ ҫук. Вӑл тӳсеймен иккен, пирӗн спектакльтен тухса кайнӑ, пирӗн пата кӗрсе тухма ӑна, ахӑртнех, ҫавӑн пек шайлӑ спектакль курнӑ хыҫҫӑн намӑс пулнӑ пулмалла. «Мы хотим, чтобы вы в будущем могли удивлять свой народ талантами и успехами, чтобы к вам в театр смотреть на ваши спектакли приезжали из Москвы», тесе халал панӑччӗ вӑл пире эпир Мускаври М.С. Щепкин ячӗллӗ театр институтӗнчен вӗренсе тухнӑ чух. Эпир вара, питӗ шел пулин те, «Праски кинеми мӑнукне авлантарать» спектакль шайӗпе ҫеҫ Мускава «тӗлӗнтерме» пултартӑмӑр. «Виталий Соломин не терпел непрофессионализма ни в ком, ни в чем», тет ун ҫинчен кӗнеке ҫырса кӑларнӑ Светлана Овчинникова. Соломин не выпустил бы спектакль на зрителя, не доведя все его части до отточенности, до блеска».

1997-мӗш ҫулта Виталий Соломин Малый театр сцени ҫинче пӗрремӗш хут мюзикл кӑларать: А.В. Сухово-Кобылин «Свадьба Кречинского» пьеси тӑрӑх Александр Колкер композитор ҫырнӑ мюзикл. «Когда в «Кречинском» мне первый раз дали в руки плащ и с восторгом ждали возмущения, я с трудом его поднял — это килограмм 20 — и сказал: будем тренироваться. И вот третий сезон я с ним танцую — это похоже на упражнения с отяжелением. Но красиво, — аса илсе ҫырать артист хӑй кун кӗнекинче, - Спектакль вызвал интерес не прессы, не руководства театра, а зрителей, актеров. Ко мне заходил любимый наш артист звездного дара Юрий Васильевич Яковлев с женой, с сыном и невесткой. Было видно, что ему понравилось, он не напрягался люжью. Его лучшая похвала прозвучала: это как в Вахтанговском театре». Ку спектакль премьери иртнӗ хыҫҫӑн Александр Колкер композитор Виталий Соломин лартнӑ спектакль пирки ҫапла калать: «Я видел много театральных версий моего мюзикла. Я был на премьере и в Берлине, и в Варшаве, и в Софии, и в Хельсинки, и в Братиславе, и в Брно…Я не могу перечислить все театры, не говоря уже о Москве, Киеве, Ленинграде… Но то, что я увидел сегодня — вот здесь, на Большой Ордынке (здание филиала Малого театра — Н.К.), это такая высокая нота, это такой спектакль, которого я не видел нигде. Его поставил Виталий Соломин, он — душа всего этого события. Он вложил сюда свою душу, свое сердце и сумел организовать такой коллектив единомышленников-художников».

Мюзикл хыҫҫӑн Виталий Соломин Малый театрта А. Чеховӑн «Иванов» пьесине лартнӑ. 2001-мӗш ҫулта 60 ҫул тултарнӑ тӗле ку спектакле сцена ҫине кӑларма Малый театр ӑна ирӗк парать. Анчах ку пьеса тӑрӑх лартнӑ спектакль Виталий Соломин пултарулӑхӗнче юлашки спектакль пулать… Виталий Соломин дневникӗнчи сӑмахсем: «Иванов» Чехова — это самая болевая точка в нашей жизни, и ее нужно тронуть, чтобы зритель забеспокоился и заинтересовался. Россия и вся интеллигенция снова попали в катастрофический период. А что такое сам Иванов? Это внутренне свободный человек. Но свободным быть очень трудно. Каждый шаг свободы надо завоевывать, отстаивать. Люди вообще о себе мало знают. Может, мы знаем о себе один процент того, что надо знать. Человечество — слепые котята. Можно, конечно, не задумываться. И все равно приходит последний момент, когда спрашиваешь себя: А ЗАЧЕМ ЖИЛ? Так вот, таким людям, как Иванов, этот вопрос приходит с детства»…

Пирӗн Виталий Соломин 1941-мӗш ҫулхи декабрӗн 12-мӗшӗнче Чита хулинче ҫуралнӑ. Паянхи кун ӑна 80 ҫул пулмаллаччӗ… 1980-мӗш ҫулхи декабрӗн 12-мӗшӗнче репетици вӑхӑтӗнче вӑл пире, студентсене, хӑйӗн ҫуралнӑ кунӗ пулнине пӗлтерни аса килет… Эпир, ун чухне театр институтӗнче вӗренекен 18 ҫулсенчи студентсем, кашни ӑна хамӑрӑн чӗререн тухакан ырӑ сӑмахсемпе саламлама тӑрӑшни аса килет…

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Agabazar // 3092.75.0570
2022.02.04 16:12
Agabazar
"Элементарлă, Ватсон!".
Илле Иванов // 2541.55.9794
2022.02.04 22:40
Çапла аса илÿсем пурри Мускав вĕрентÿçисене çеç мар, чăваш театрне çеç мар, пĕтĕм чăваш халăхне çеклет. Тав, Аначах малашне çав "Малый театрсенчен" хăтăласчĕ. Пĕчĕк театр тени (е Кĕçĕн театр тени) вырăсла ята уçса параймасть-шим? Малашне пирĕн чаннипех те маттуртан маттур Шанăçпи çак йывăрлăха та çĕнтересси пирки иккĕленместĕп.
Agabazar // 3092.75.0570
2022.02.05 02:47
Agabazar
Унашкал япаласене асăннă чухне Европăри халăхсем куçарса аппаланмаççĕ: Латтыниццă çине транскрипцилеççĕ те — ĕçĕ те пĕтнĕ.

Анчах та пирĕн, чăвашсен, куçарасах пулать, çапла халлĕн хăвармалла мар.

Мĕншĕн-ха?

Ăнлантарса паратăп. Унашкал ăнлав Европа çыннишĕн — сасăсен пуххи çеç. Вĕсемшĕн çав ятсем ниме те пĕлтермеççĕ темелле. Мĕншĕн тесен Европа халăхесем вырăсла пĕлмеççĕ. Вырăс чĕлхи вĕсемшĕн пачах та ют.

Чăвашшăн вара апла мар. Большой театр тетне унта, е Малый театтăр-и — эпир, Европа сыннисемпе танлащтарсан, пĕрремĕшле пĕлтерĕше чухлатпăр

Çапла вара вĕсене пурпĕрех чăвашла куçарса асăнма тивет.

Тепĕр проблема — анлав икĕ компонентран тăни. Эпир ăнланатпăр-ха, анчах сăмахĕсем пирĕншĕн пурпĕрех ют. Çапла вара вĕсене, куçармасан, дефиспа сырма тивĕччĕ. Нью-Йорк çырнă пек. Вара Малый театр мар, Малый-театр пулать. Апла аппаланиччен куçарни меллĕрех.
Микула // 1077.37.9691
2022.02.05 11:48
«Праски кинеми мӑнукне авлантарать» спектакль шайӗпе ҫеҫ ? Нимех те мар. Паян ӑҫта пӑхан пур енче те ҫав "шай" анчах хуҫаланать. Карьера тума званисем илме чармасть талант ҫукки. Кашни вӑхӑтӑн хӑйӗн "паттӑрсем".
Agabazar // 3092.75.0570
2022.02.05 13:45
Agabazar
Микула, эс ху çав «Праски инке..» шайĕнчен çÿлерех хăпар.

Ара, эсĕ, куравçă-Микула, çав шайра çеç пулсан, чеаттăрăн та çав шайрисене лартма тивет.

Эс ху çÿлелле хăпарсан, чеаттăр та çанпа пĕрле хăпарать. Малти урапа куссан, кайри урапа та кусатех.

Калăпăр, хатĕрлĕпĕр эпир сан валли «Сутра—2» текеннине. А эс вара: "Мана Сутра—2 кирлĕ мар, мана Праски инке кирлĕ!" — тесе йăлантарса ларăн....
Микула // 1077.37.9691
2022.02.05 14:16
Тӳнтерле тавракурӑм сан Акапасар. "Праски инке" лартаканнисен шайӗшӗн халӑх айӑплӑ мар . Хаклани ӗҫрен килмесен ятне туни анчах юлать.
Agabazar // 3092.75.0570
2022.02.05 14:52
Agabazar
Эс вара хăвна «халăх» теме пуçларăн-и? Эп сана «халăх» темен.

Эп сана «куравçă-Микула» терĕм.

Хăвна сăлтавсăрах халăх çумне ан çыпăçтар.

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ

Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.


Orphus

Баннеры

Счетчики

 
О сайте | Помощь сайту | Статистика
(c) 2005-2017 Chuvash.Org | Номер свидетельства о регистрации в качестве СМИ: ЭЛ № ФС 77 - 68592, выдано 3 февраля 2017 года Федеральной службой по надзору в сфере связи, информационных технологий и массовых коммуникаций (Роскомнадзор).
Содержимое сайта (кроме статей, взятых из других источников) публикуется на условиях CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0. Вопросы по работе сайта: site(a)chuvash.org