Вулакан // 1497.76.8665
2026.04.23 17:15 | |
Станьялсем,пӗр вӗҫсӗр иртни пирки пакӑлтатса ҫитет пуль.Паян "хӳтлӗх","пулӑшу"сӑмахсемпе ҫырнисем кирлӗ.Аманса килнисем хӑйсене мӗнлерех туяҫҫӗ-ши?Вилнисен ачисемшӗн ӑшӑлӑх ҫителӗклех-ши?Халӑхри пулӑшу туртӑмне шоу-концертсемпе, В.Петров камитлӗхӗпе хупласа лартмарӑмӑр-ши.Кулянуллӑ ҫынсене манас марччӗ,кӑмӑлӑмӑрсене хытарас марччӗ. | |
Валери ТУРКАЙ // 4210.93.5799
2026.04.25 05:07 | |
Тĕрĕс, Вулакан! Килĕшетĕп! | |
ХЫРАЙЛЕРИ // 1080.26.6732
2026.04.25 08:48 | |
Туркай 37-мĕш çулхи демагогсене тĕрĕс вăрçать. Вăт пит ăслă иккен ача! | |
Пăштан // 3411.11.7550
2026.04.26 23:01 | |
Эс вара пуç касакансене «демагог» теесшĕн-и?
Ай-яй-яй! | |
Станьял // 4026.89.0943
2026.06.22 10:01 | |
КОММЕНТАРИСЕНЕ ВУЛАРӐМ. ЧИСТИ ЧӐВАШЛА ХӐТЛАНАҪҪӖ, ҪАТӐЛТАТАҪҪӖ ВАРА! ТЕ МАНА, ТЕ ТАРАСОВА ПИТ ТАРӐХАҪҪӖ "ВУЛАКАНСЕМПЕ" ШӖШЛӖСЕМ... ҪАВАХ ТА - САС ПАНӐШӐН ТАВ СИРЕ. ТАТАХ ЧӖВӖЛТЕТӖР ӖНТӖ... | |
Пăшатан // 9552.2.6466
2026.06.28 14:58 | |
«Кочедык» тенине нихçан та ЧӐВАШЛА трнскрипцилесе курман-им ĕнтĕ | |
АКАХИР // 2995.35.2633
2026.06.28 20:31 | |
Тарасов 70 ҫулта! С А Л А М ӑна, таса чунлӑ чӑваша! Вӑй-хал пултӑр малашне те !
| |
Валери ТУРКАЙ // 2456.23.6950
2026.06.29 05:06 | |
Станьял 2026.06.22:
"КОММЕНТАРИСЕНЕ ВУЛАРӐМ. ЧИСТИ ЧӐВАШЛА ХӐТЛАНАҪҪӖ, ҪАТӐЛТАТАҪҪӖ ВАРА! ТЕ МАНА, ТЕ ТАРАСОВА ПИТ ТАРӐХАҪҪӖ "ВУЛАКАНСЕМПЕ" ШӖШЛӖСЕМ... ҪАВАХ ТА - САС ПАНӐШӐН ТАВ СИРЕ. ТАТАХ ЧӖВӖЛТЕТӖР ӖНТӖ" Мĕн чухлĕ мăнкăмăллăх тата вĕчĕрхенÿ Станьялăн çак сăмахĕсенче!.. Пĕтĕм Станьял - çак йĕркесенче!.. Мĕн тени у - "ЧИСТИ ЧӐВАШЛА ХӐТЛАНАҪҪӖ, ҪАТӐЛТАТАҪҪӖ ВАРА!" тени?! Мĕн, пирĕн ку сайтра хамăр калас тенине те калама юрамасть-и?! Е пирĕн пурин теаслă Станьялпа Тарасова ăмăртмалла мухтамалла-и?.. Ну, паран-тăк паран эс, Виталий Петрович! Ваттисем вĕсем кăштах ăслăрах та ырăрах пулаканччĕ!.. Валери ТУРКАЙ. 29.06.2026. Хырай Ĕнел. | |
Из далекого детства // 3753.90.6577
2026.06.29 09:58 | |
А разве истина нуждается в защите? Более того, мудрецы говорят, что "истина - это "горизонт", чем дольше к нему (к горизонту) идешь, тем дальше от тебя он находится". Мой опыт говорит, что защищать истину, значит считать себя выше этой истины". | |
Agabazar // 2316.68.6542
2026.06.29 17:57 | |
"ЧИСТИ ЧӐВАШЛА ХӐТЛАНАҪҪӖ, ҪАТӐЛТАТАҪҪӖ ВАРА!" тенĕрен, ман сире валли пĕр асаилÿ пекки пур.
"Шĕшлĕ," — терĕм те, хирĕç:"Кочедык," — терĕç. Ахăртнех, вырăсла пĕлнипе мухтанасшăн пулмалла. Санькка тете пурччĕ. Bырăсла шĕшлĕ мĕнле иккенне пĕлетĕр-и. ыйтатчĕ хайхи. "Пĕлместпĕр," — теттĕмĕр эпир хурланса. "Эп пĕлетĕп," — тетчĕ вара Санькка тете, — "Шĕшлĕ вырăсла Кут Шăтăк пулать," — тесе хуратчĕ. Bара пиртен чи «ăслăраххи» сиксе тухать те çапла каласа хурать:"Суятăн Санькка тете, шĕшлĕ Кут Шăтăк мар, Кочедык вĕт!!!" , Санькка тетийĕ çакна хирĕç лăпкăн кна: "Ара эп те çаплах калатăп-иç — Кут Шăтăк" Băт çапларах истори пекки. Анчах та Станьял хăта пиртен, темшĕн, «Шĕшлĕ» тесе куласшăн. | |
