Agabazar // 3206.3.6276
2020.01.09 21:40 | |
![]() |
|
Арлан // 2014.44.7899
2020.01.09 23:47 | |
Вăт-вăт, пуçланчĕ шăрпăкансен процесĕ;ç-ç-ç-ăмăркка йăваласа ларасси!
Станьяппа кайса калаç-ха, пилĕк çухрăмран ан сÿтĕл. Тен,чух кăштти тăна кĕрĕн! Салам, Акапăсар! | |
Agabazar // 3206.3.6276
2020.01.10 00:15 | |
![]() |
Мĕтри Ваçлейĕ чăнах та Мулеккелĕнче вилнĕ.
Мулеккел, Питреккел, Кăнай, Тайтак. Самар облаçĕ, Шикун районĕ. Анчах та ку районта тата тепĕр историлле чăваш ялĕ пур. Пĕлетĕр унăн ятне? Вырăсла ячĕ кăна паллă — Сенькино. Чăвашла ячĕ паллă мар. Тем чуль шыраса та тупса пулмарĕ. Камăн тупмалла? Роман вырăнне "сăскан" терĕç-и-ха? Мĕн нушапа? Роман тени чăваш чĕлхишĕн хăш енчен начар? Тĕрĕс, повесть тени чăваш чĕлхишĕн чăнах та начар. Анчах роман мĕнпе айăпа кĕнĕ? Повесть тенинчен пăрăнма тăрăшмалла — çавă çеç. Анчах та романа ан тĕкĕнĕр! Поэма тени хăш енчен начар тата? Ну, статья майлах мар пуль, килĕшетĕп . Анчах та ăна мĕнпе улăштарма пулать? Чĕлхе пĕлĕвĕнче, лингвистикăра, терминоведение текен ăслав дисциплини пур. Чăвашла — термин пĕлĕвĕ. Çавăнти ăслайсемпе килĕшÿллĕн туса пырас пулать ĕçе. Темĕнле мелсĕр мереккесем шутласа кăлармалла мар. Пурте ăслăлăх шайĕнче пултăр. Çавă пулать те ĕнтĕ вăл меслет тени. Меслет пыйтă вĕлерме пулăшнă тет. "Куçару" шайĕнче çеç ĕçлемелле мар. Терминсене "куçарни" мар, ăсталани, майлаштарни кирлĕ. Сăмах май каласан, Чăваш Сăскан ял пур. Мĕнле "роман" тата ку? |
Малай // 3935.85.1766
2020.01.10 08:25 | |
Акапасар, пĕр япалана шута илместĕн: Чăваш вăрăм сăмахсене юратмасть, кирек мĕнле сăмаха та кĕскетет.Туллин "эпĕ" тессине "эп" тет."Каймастăп" - "каймап".Çавăнпа телефонпа " шăнкăравла" теме те ýркенсе кĕскен кăна "звонит ту" теме ăна кăмăллăрах.Сăмахсене кĕскетнипе пĕрлех кĕвĕлĕхе юратнине те палăртмалла.Çавăнпа санăн "кĕнеке кăларавăшна" халăх йышăнасси иккĕленýллĕ."Сыватăш" тесе 90-мĕш çулсен пуçламăшĕнче Муркаш район больницин тĕп врачĕ Можаев (ятне манăçа кăларнă) официаллă çирĕплетсе стена çине пысăккăн çырнине астăвап. | |
Agabazar // 3787.77.4408
2020.01.10 13:55 | |
![]() |
Виталий Станьял Тутарстанти Аксу районĕнчи хăшпĕр ялсен ячĕсене йăнăш асăнать. Тÿрлететĕп.
Тури Паланлă мар, Тури Паланнă (Верхняя Баланда). (Паланлă текенни пур унта, анчах вăл — урăххи, Калиновка теççĕ, Дина Садикова юстици генералĕ çавăнтан тухнă) Савкаç мар — Чăвашьел (е Анатриял) Илтрекел мар, Ильтреккел. Пур Анатри Паланнă та (Нижняя Баланда). Анчах та вăл вырăс ялĕ шутланать. Çав вырăс ялĕнчен тухнă çын — Чĕваш Енри хальхи чи пысăк прокурорсенчен пĕри Александр Евграфов. Анатри Паланнă вырăсĕсене кăтартакан видео пур Тетелте — https://www.youtube.com/watch?v=7B7sd-qQYqQ |
Ялтан // 3231.27.2664
2020.01.10 14:29 | |
Пирĕн енче арçынсем чĕлĕм туртма тухсан çак халапа каласа параççĕ:
Ларать тет Станъял Гуманитари интитутĕнче. Ятан килнĕ пĕр комбайнер кĕрсе тăрать те "Ыхра çук и?" тесе ыйтать. -Паян пулмаç,- тет Станъял. - вăл сыватăша ыйтса кайрĕ. Тĕлĕннипе "хм!хм!" текелет те хăна тухса утать. Тепĕр эрнерен хайхисем ялта тĕл пулаççĕ. - Шупашкара пырсан эп сан пата кĕрсе тухрăм, - тет комбайнер Ыхрана.- Ларатчĕ унта пĕр сухал. Ыхра ăта тесе ыйтрăм та тин кана ăна вытрезвителе тытса кайрĕç тесе хуравларĕ. | |
Лешкукша // 1445.84.4832
2020.01.10 15:58 | |
Вот! Станьяла кÿрентермесĕрех питĕ лайăх лектернĕ. Ку чи ăнăçлă комментари! Виват! | |
Agabazar // 3280.21.1579
2020.01.10 17:02 | |
![]() |
Акапасар, пĕр япалана шута илместĕн: Чăваш вăрăм сăмахсене юратмасть, кирек мĕнле сăмаха та кĕскетет.Туллин "эпĕ" тессине "эп" тет."Каймастăп" - "каймап".Çавăнпа телефонпа " шăнкăравла" теме те ýркенсе кĕскен кăна "звонит ту" теме ăна кăмăллăрах.Сăмахсене кĕскетнипе пĕрлех кĕвĕлĕхе юратнине те палăртмалла.Çавăнпа санăн "кĕнеке кăларавăшна" халăх йышăнасси иккĕленýллĕ."Сыватăш" тесе 90-мĕш çулсен пуçламăшĕнче Муркаш район больницин тĕп врачĕ Можаев (ятне манăçа кăларнă) официаллă çирĕплетсе стена çине пысăккăн çырнине астăвап.Чăваш тăван челхине сутса вырăс чĕлхине туянма юратнине сансăрах чухлатăп. Социолингвистика саккунĕ ку. Асăннă тĕслĕхре кĕске е вăрăм формăсем пирки мар сăмах пырать. Пĕлтерĕшсем тĕрлĕрен. Кăларăш — кăларни. Процесс. Ĕç тунине палăртать. Вырăсла куçарсан — издание книг, процесс издания книг.Танлаштарăр: каларăш — поговорка. Йĕркелĕм ячĕ патне те пымасть. Кăларавăш тесен йĕркелĕм, учреждени пек ăнланмалла. Пуçпа шутласа ĕçлес пулать. Сăмахсен пĕлтерĕшĕсен уйрăмлăхĕсем пур. |
Хусантан // 3231.27.2664
2020.01.10 17:06 | |
Мучу пĕр сăмаха тĕрĕс мар çырать: Виноградов словарĕ тăрăх "тем те пĕр" тесе çырмалла. | |
Agabazar // 3280.21.1579
2020.01.10 17:24 | |
![]() |
Виктор Егорович Симаковăн Самар чăвашĕсем пирки çырнă кĕнекине вулани пирки каларăм. Анчах та унăн кĕнекинче те йăнăшсем пур. Сăмахран, ял ячĕсем тĕлĕшпе.
Похвиçнĕ районĕнчи Перле-Вейса ялĕ (Самар облаçĕ). Мĕн япала ку??? Виктор Симаков çакна Пĕрле Вăйпа тенĕ. Чăннипе апла мар. Иккĕмĕш компонент — ирçе сăмахĕ. "Вăйпа" мар. Ирçеллерен чăвашла куçарсан çав сăмах та пĕрле тенинех пĕлтерет. Урахла каласан, ял ячĕ икĕ чĕлхери пĕр пĕлтерĕшлĕ сăмахсенчен тăрать. |
Ну мĕн калама пулать? Пирĕн пек чăвашах Станьял. Ни апла, ни капла калама май çук уни-куни.
Пире халь чăвашла «таса» (?) калаçма вĕрентет. Анчах хайĕн кулленхи калаçавĕ ытти чăвашсенчен нимпе те уйрăлса тăмасть. Макаронизмсем те туллиех, ытти енĕпе те çÿпĕллĕ-çапăллă. Эппин ан ĕненĕр, сирĕн умăрта темле авалхи саманаран килсе çакланнă пуритан тесе! Апла мар!
Сиплевĕшпе Сыватăш хушшинчи уйрăмлăхпа пире тĕлĕнтресшĕн. Апла пулин те çавнах пульницца теме май пуррине чухласшăн мар.
Кĕнеке кăларăш-и? Ай-яй-яй!
Тен малтан ку тĕлĕшпе Чăвашла Википедири статьясене пăхса илмелле? Сăмахран, ак çак тĕле: https://cv.wikipedia.org/wiki/Чăваш_кĕнеке_кăларавăшĕ Кăларăш ăнăçлăрах-и, кăларавăш-и? Тавай çакăн пирки шутласа пăхар!!!
Кăларăш вăл — кăларнин процесĕ! Процесс! Пулса пыракан ĕç! Ятарласа майлаштарнă йĕркелĕм мар! Кăларавăш тенинче вара шăпах йĕркелĕм пирки пырать сăмах.