Станислав Убасси, чăваш сайчĕ çинче чăвашла çырсан аванрах пулмĕччĕ-ши? Çавах та "Нарспи" поэма чăван сăвăçин, ăнланатăп, енчен те Шекспир поэмине тишкĕрсен. Тата çакна та асăрхама пулать сирĕн ĕç тăрăх: эсир авалхи йăласене пурнăçлас тетĕр пулас.
Владимир тата Аскольд Де Герсо валли - хурав. Вырӑсла ҫырни пирки. Халлӗхе - ятарлӑ тӗллев: "Нарспи" автора Шекспир, Гете, Шиллер шайӗнче пӑхса тухасси. Тен ҫӳллӗрех те тӑрать!
Айхи те ҫаплах калатччӗ.
Ҫакна вырӑссем тата ытти халӑхсем пӗлччӗр!
Владимиру: "из пустого - в порожнее". Да, пока - разгон для след. выпуска. Там будет много провокационно-неожиданного.
" Нарспи" детектив мар, чăвашлăхăн авалхи нушаллă- тертлĕ,тĕшмĕшлĕ пурнăç йĕркине сăнавланă хайлав.
Кам айăплă , кам тăшман , кам айăпсăр, кам тĕрĕс - пурнăç урапи çавăн пек кустарнă - паянхи кун мĕн енчен уйрăм?
Чăвашла çырма питех те йывăр и чăваш сайтĕ çинче, кам валли çыратăр - вырăссем вулама килмеççĕ кунта?
Василий Розов, тĕрĕс калатăр, вырăссем мар анчах, чăвашсем те сайра хутра кĕреççĕ нта. Комментари çырасран вара вутран хăранăн хăраççĕ, шикленеççĕ. Тата çавă та тĕрĕс: паянхи кун "Нарспи" поэмăра çырса кăтартнă пурнăçран нимĕнпе те уйрăлса тăмасть, çавăн йышшиех улпутсем йышланчĕç. Анчах та паянхи улпутсем халăха çаратса улпута çаврăнчĕç, çав уйрăмлăхĕ пур
Станислав Убасси // 1940.38.5810
2019.05.17 21:13
Аскольд Де Герсо: "...паянхи кун "Нарспи" поэмăра çырса кăтартнă пурнăçран нимĕнпе те уйрăлса тăмасть..."
+++?
+++!!!
Атнер // 9244.0.5345
2019.05.17 23:52
Хӑвӑрах куратӑр.Пустуях эпир кутӑнлашатпӑр иккен шкулта пурне те чӑвашла вӗрентменнишӗн.Пӗртен пӗр чӑваш халӑх сайтӗнче хамӑр халӑхӑн Нарспи пирки те хамӑрах вырӑсла кӑна сӳтсе яватпӑр.Аслӑ та мӑнаҫлӑ чӑваш чӗлхи вара мӗн тума кирлӗ?.
Ку — вырăс, ку — чăваш текелесе çÿресси çук вара ман.
Çын вăл пурте çынах.
Хомо Сапиенс теççĕ.
Мĕнпе уйрăлса тăрать вырăс текен çын чăвашран? Нимпе те уйрăлса тамасть.
Никам та мăйракаллă шуйттан мар. Никамăн алли-урисем çинче лашанни пек е ĕненни пек чĕрнесем мар.
Яка тир вырăнне чĕрĕпĕнни пек йĕпсемпе хупланнă çынсене те курман эп. Пурте, тĕпрен илсен, пĕрешкел.
Чăвашла вулама-çырма ятарласа вĕрентмесен, нихăш вырăс та санăн Нарсписене е Хура çăкăр йышши япаласене вуласа тертленес çук. Вырăсла та, чăвашла та...
Фарида, тутар, — вуланă авă. Мĕншĕн тесен ăна пĕрлĕх ятарласа вĕрентнĕ.