Кунта тепӗр ыйту сиксе тухать. "Нарспи" поэмине (халап-поэмине!) 16 чӗлхепе куҫарса пичетленӗ. Акӑлчанла, нимӗчле, туркӑлла, тутарла, пушкӑртла... тухнӑ вӑл. Вырӑсла кӑна пӗр 5-7 вариант пичетленсе тухнӑ (тӗрлӗ куҫарнӑ сыпӑкӗсене шута илсен).
Мӗн илӗртет "Нарспире" поэт-тӑлмачсене тата вӗсен вулакансене? Питӗ ансат хайлав сюжечӗ. Анчах та чӑвашӑн авалхи космогониллӗ философийӗ хайлав сӑмахсенче, вӗсен ҫыхӑнӑвӗсенче пытанать!!! Ҫав вӑртӑнлӑхсене уҫса парсан, чӑвашсем (вырӑсланма пуҫланӑ чӑвашсем те) мӑнаҫланма тытӑнӗҫ. Ытти халӑхсен ҫыннисем чӑваш культурипе (КУЛЬТ сӑмахран), унӑн тарӑн пӗлтерӗшлӗ Тӗнӗпе, Сӑмахӗпе кӑсӑкланма пуҫлӗҫ (тӗрлӗ наука конференцисенче тухса калаҫнӑ хыҫҫӑн, ҫакна асӑрахарӑм).
Ҫавнашкал тӗллев лартрӑм ӗнте ҫак сайт ҫинче пичетленнӗ тишкерӳсенче.
Шекспир вăл Шекспир. Тепĕр тесен, паянхи кун ун пирки те аванах иккĕленÿллĕ çыраççĕ, ку пĕтĕмпех пиар текен пу лăмпа çыхăннă. Мĕнле тата хăпартланса кайма пулать? Паллах авалхи çыравçăсен пурнăçĕнче, хайлавĕсенче чакаланса. Чăвашла вара Фарида çеç мар, Дипендра Мани те вулать те юрлать те. Ивановăн поэмине чавса нимĕнле вырăса та илĕртме çук, чылайăшĕ кĕнеке мĕскере иртнĕ ĕмĕртех манăçтарнă. Тĕрĕс çыраççĕ кунта, чăваш сайтĕнче чăвашла çырмалла. Пур ĕнтĕ хамăнта вырăсла çырнă хайлавсем, анчах та, хăть чăвашла çыр, хăть те узбекла вулас мар текене нимĕнпе те илĕртме çук.
Вырăса "илĕртмелли" пĕртен-пĕр меслет — ăна, вырăса, чăваш культурин анинче "ирĕксĕррĕн" ÿстерсси. Урăхла меслет çук, пулма та пултараймасть. Калăпăр, авă, Валери Туркайпа, Раиса Сарпипе, Альбина Юратупа шăпах çапла пулса тухнă.
Тĕнчере нимĕле "вырăс ачисем" те çук. "Чăваш ачисем" те, паллах, çук. Юридици енĕпе пăхсан.
Ачасем пурте пĕр. Хуть "ювенал юстицийĕ", хуть "ювенал полицийĕ" енĕпе пăх çак ыйту çине, анчах та чăваш, тутар е вырăс ачисем тĕнчере çук.
Анчах та ку ыйту аслисем тĕлĕшпе те çаплах татăлать. Калатăп çке ха, правона асар-писер хăватлăн сыхлакансен енчен пăхсан çапла ку. Çав вăхăтрах ăслăх та, тĕпрен илсен, çаплах вĕрентет.
Станислав Убасси, хушамат тенĕ япала куçарăнмасть. Мĕнле ăнланас тетĕр, çапла ăнланăр. Нарспи поэма куçарăвĕсем пирки, хăш енчен кунта çыпăçать тĕнчери литература? Кашни хăй вырăнĕнче вырăнлă. Пĕр талантă çыравçă çинче аллăшар критик укçа услаççĕ.
Акапасар, ача-пăчасем халĕ чăвашла вĕренесшĕн мар, куна утап ялĕнче яланах куратăп, икĕ чăваш ачи шакăлтаттарса вырăсла супĕлтетсе пыраççĕ
Ыттисем вĕренесшĕн мар пулсан, эс те ан вĕрен.
Мĕн тапаçланнă пек туса пурнатăн?
Тыт та сурса хур мĕнпурĕ çине!
Сана мĕн, ыттисенчен нумайрах кирлĕ-и?
Кирлех-и хăвна ху хистесе тертленме?
Тен, эс, чăннипе, ним те тертленместĕн, юри çеç туса пурнатăн?
Акапасар, эпĕ пĕртте тертленместĕп. Чăваш çĕрĕ çинче çуралма тÿр килнĕ-тĕк - пĕлмеллех. Унсăр пуçне çăмăллăнах акăлчанла вулатăп, французла. Мана çителĕклĕ