| Agabazar // 1371.06.0314 2014.05.15 19:10 | |
|  | |
| Якур // 2039.50.7529 2014.05.23 08:18 | |
| Мĕн пустуй глагол, суффикс,аффикс çинчен калаçса ларатăр. Сирĕн тепĕр 20 çултан чăвашла ансат предложенипе те калаçакан юлмасть вĕт. Пăхăр ЧНКан Шупашкар тулашĕнчи К.Кушки ялĕнчи ларăвне. Тухса калаçакансенчен Пĕри те хитре чăваш чĕлхипе пĕлтерÿ тăваймарĕ, тен хăяймарĕ. Ку вĕт парвительство ларăвĕ мар, ЧНК ларăвĕ. Çавăн пекех писательсен ларăвĕсем, вĕрентекенсен ларăвĕсем. | |
| Аçтахар Плотников // 5043.2.1941 2014.05.23 12:40 | |
|  | Якур, темăна ан пăр. | 
| bor1959 // 1039.8.4424 2014.05.23 13:09 | |
| Тĕрĕс Админ,Якур темăна пăрма ан хăйнă пултăр! Самай пахи: ку темăпа калаçмалла! Калаçаканнисем пĕр тĕпелтен-хурантан: Админ тата Акасапар, питĕ интереслĕ. | |
| Agabazar // 5328.1.5229 2014.05.23 13:55 | |
|  | Якур:<<...Пăхăр ЧНКан Шупашкар тулашĕнчи К.Кушки ялĕнчи ларăвне. Тухса калаçакансенчен Пĕри те хитре чăваш чĕлхипе пĕлтерÿ тăваймарĕ, тен хăяймарĕ. Ку вĕт парвительство ларăвĕ мар, ЧНК ларăвĕ. Çавăн пекех писательсен ларăвĕсем, вĕрентекенсен ларăвĕсем.>>
 Вырăнти музее пăхса тăраканăн пуплевне сăнăр тата: еплерех çăрăлать (чат ку форумри бор е Тимер пек): 90% вырăс чĕлхи + 10% чăваш чĕлхи. Çынни чăвашла калаçма ÿркенет пулсан, мĕншĕн вăл çынна хăлхаран та пулин пăшăлтатса калакан тупăнман тĕрĕс калаçма кирли пирки????????? Как-никкак камера умĕнче вĕт, эчсемри... | 
| Якур // 3625.45.4313 2014.05.26 23:08 | |
| Акапасар хăта, хăв та яланах Как-никккак, кое-как тата темтепĕр çырса кăтартатăн. Санăн кун пек çырни пач килĕшмелле мар пек. | |
| Agabazar // 6804.7.0734 2014.06.01 22:32 | |
|  | Нихçан та чăвашла текстра "кое-как" темен. "Как-никкак" вара — ЧĂН-ЧĂН ЧĂВАШ СĂМАХĔ. | 
| Agabazar // 5782.1.2894 2014.06.09 11:33 | |
|  | Шутсăр тĕлĕнмелле сасăлав. http://chuvash.org/iytam/29.html
 Крым. Ялта хули. Вĕçлевĕçсем гимн юрлаççĕ. http://www.segodnya.ua/regions/krym ... iyskogo--525231.html | 
| Agabazar // 5782.1.2894 2014.06.09 11:41 | |
|  | Вăт сире шутласа кăларнă ВĔÇЛЕВĔÇ сăмахпа усă курса кăтартрăм. | 
| Agabazar // 3346.94.8836 2014.06.15 20:30 | |
|  | 12. «Урай» сăмах этимологийĕ – ура айĕ.
 Ура айĕ > Ура ай(ĕ) > Ура ай > Урай | 

Вĕçлевĕç
"Вĕçле" глагол çине таянса ăсталанăскер. Çав вăхăтрах ку сăмах урăхла ассоциацисем те çуратать: Вĕçлев Ĕç тата Вĕçле Вĕç.