| Якур // 1517.53.6164 2014.05.09 09:12 | |
| Чăваш чĕлхи пĕтсех лариччен Н.Хведереффа Çуралнă кун ячĕпе саламлама манса ан кайăр. Чăваш чĕлхипе телеграмма ямалла,кам хастарри? | |
| Аçтахар Плотников // 5043.2.1941 2014.05.09 10:09 | |
|  | Якур, темăна ан пăр. | 
| Agabazar // 1575.43.6135 2014.05.10 10:51 | |
|  | 17. Чăваш чĕлхинче вырăслинчи пек вид категорийĕ çук. Тĕслĕхрен, «делать» тата «сделать» сăмахсене контекстра çеç ăнланма пулать. Тĕслĕхрен, он видел (сам лично) – вăл курчĕ, он видел (говорят, вроде как, по рассказам) – вăл курнă.
 Чăваш чĕлхинчи глаголсен вид (аспект) категорийĕ ПУР! Çитменнине пĕрре çеç те мар, темиçе! Анчах та вĕсен сĕмĕ вырăс чĕлхинчи пек мар, кăшт урăхларах. Кам çакна ăнланса илес тет, тархасшăн, Википедине пăхса илĕр. http://ru.wikipedia.org/wiki/Вид_(лингвистика) | 
| Agabazar // 1562.39.2036 2014.05.11 14:34 | |
|  | Чăваш чĕлхинчи глаголсен, сăмахран, ак çакнашкал АСПЕКТСЕМ ("ВИДСЕМ") пур.
 Пурлă-çуклă аспект: Тăватăп/Тумастăп. Хутлăх аспекчĕ: Тăватăп/Тукалатăп. Пултараслăх аспекчĕ: Тăватăп/Тăваятăп. Калас пулать, Аспектсем ("видсем") глаголсен çеç мар, ытти пуплев пайĕсен те пур. | 
| Серте Унтри // 4310.8.1159 2014.05.11 23:43 | |
|   Найти бы горсточку Земли, 
 Как мы чуваши сторонимся, Своих таких же чувашей попав однажды на чужбину. | |
| Agabazar // 7356.5.6343 2014.05.12 09:15 | |
|  | Эх, Серте Унтри, Ия çав, Ия...
 Анчах таçти çичĕ ютра мар, хамăр çĕр çинчех çавнашкал. Эсир те, ав, темĕнле империлле сăвă пеккисене туртса кăларасшăн. Мĕн пур унта, "Клеветникам России" тенинче (Пушкин) чăваша юрăхли? Петĕр Хусанкая тăнлас пулать: ТĂВАН ЧĔЛХЕ ВĂЛ — ЧУН ТУЙИ — ВĂЛ СИСТЕРЕТ ЫР-УСАЛА.... | 
| Аçтахар Плотников // 5043.2.1941 2014.05.12 10:39 | |
|  | темăран ан пăрăнăр! | 
| Agabazar // 2343.3.5634 2014.05.12 16:32 | |
|  | Admin: "темăран ан пăрăнăр!"
 "Тăван чĕлхе" тесе Петĕр Хусанкай шăпах ЧĂВАШ ЧĔЛХИ пирки калать. Ытларах "Клеветникам России" текенсене мар, Петĕр Хусанкайсене тăнлас пулать. | 
| Agabazar // 1969.14.3540 2014.05.13 21:58 | |
|  | Глаголсен "вид" категорийĕ пирки малалла. Нимĕç, акăлчан чĕлхисенчи перфект, имперфект, перфектив, имперфектив тенисене илтнĕ ĕнтĕ. Вăт çавсене шута илсен курăнать ĕнтĕ "вид" тĕрлĕ чĕлхере тĕрлĕ пулни. Тĕрлĕ сĕмлĕ. Унта пур, кунта çук теме васкамалла мар. | 
| Agabazar // 1195.39.4183 2014.05.14 23:26 | |
|  | Майăн 16-мĕшенче Чĕлхе комиссийĕн ларăвĕ пулать тенĕ.  Мĕн пирки калаçĕç-ши?Урăхла каласан, ларăвăн кун йĕрки епле-ши? | 
